Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Йывăрлăхсене пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе парăнтаратпăр

Павел Салюкин çамрăк пулин те çĕр ĕçĕпе аппаланма тытăнни чылаях ĕнтĕ. Чи малтан вăл ашшĕне – Николай Ивановича пулăшма тытăннă. Халь вара ун хăйĕн çĕрĕ, хăйĕн фермер хуçалăхĕ.
-Атте хăйĕн фермер хуçалăхне 1992 çултах йĕркелесе янă. Эпĕ вăл мĕнле ĕçленине курса ӳсрĕм. Çĕр çинче эпир пĕтĕм çемйипех ĕçлеттĕмĕр. Çапла майпа çĕр çумне çыпăçрăм тесен те юрать. 11 класс пĕтерсен Ульяновскри ялхуçалăх академине вĕренме кĕтĕм, 2009 çулта унтан экономист-менеджер специальноçне илсе тухрăм. Унтан пĕр çулталăка салтака кайса килтĕм, Тамбовра пултăм. Взвод командирĕн çумĕн тивĕçĕсене те пурнăçларăм. Çар хĕсмечĕ хыççăн ĕçлеме ниçта та инçе каяс темерĕм, тăван ялтах юлма шутларăм. Атте тытăннă ĕç пур, эпĕ ăна тăсаканни пулатăп терĕм,- каласа парать Павел Николаевич.
2012 çулта вăл ашшĕ çулĕпе кайса хăйĕн фермер хуçалăхне йĕркелеме шутлать.

Текста малалла вулăр...

Ентешĕсен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланакан чăваш арĕ

- Эпĕ илсе пыракан ĕç-хĕлтен чи пĕлтерĕшлисем – халăха пăшăрхантаракан чи çивĕч ыйтусене вăхăтра татса парасси, хӳтлĕхсĕр çынсене упрассишĕн тăрăшасси. Тем тесен те Раççейĕн тĕп мулĕ – çынсем. Çавăнпа та хамăн вăй-халăма тĕпрен илсен çемье пахалăхне, демографи программисене хавхалантарас, экологие, çынсен сывлăхне лайăхлатас, вĕренӳпе культурăна аталантарас çĕре яратăп, - терĕ Ульяновск Хула думин депутачĕ, акционерсен «МСУ-14» «Ульяновск» обществин директорсен канашĕн председателĕ Петр Столяров.
Ĕнер 65 çул тултарнă Петр Капитоновичпа, Шăмăршă район вăрманĕпе çăлкуçĕсенчен ăс-хакăлпа вăй-хал илсе ӳснĕ хастар чăвашпа, вăл пурнăçлакан тивĕçсем çинчен Тури Террасăри обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче калаçатпăр.
1972 çулта П.К.Столяров хăйĕн пурнăçне облаçри 14-мĕш номерлĕ монтажниксемпе строительсен управленийĕпе çыхăнтарнă та унта яланлăхах юлнă.

Текста малалла вулăр...

Моряк пулма ĕмĕтленнĕ милици полковникĕ

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи милици тытăмĕнче вăй хурса чыспа сум, хисеп çĕнсе илнĕ çынсенчен пĕри вăл – милици полковникĕ П.И. Петров. Паян Петр Иванович облаçри чăвашсене пĕрлештерсе тăракан обществăлла юхăм хастарĕ, тăван халăх шăпишĕн, унăн аталанăвĕшĕн пăшăрханакан, ырă ĕçсемпе палăракан çын, УОЧНКАн Ульяновскри Ленин районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи.
 
«Ман служба ăнăçлă иртрĕ – картлашкапа шав çӳлелле хăпарса пынă, ӳпкелешмелли сăлтав пулман. Хирĕçтăруллă лару-тăрăва нихăçан та юратман, вĕсене вăхăтра татса пама е пăрăнма тăрăшнă. Кун йĕркине иртен пуçласа çĕрлеччен хут çинче палăртса пынă. Планланă пур тивĕçе те пурнăçламалла пулнă», - терĕ вăл.
Петр Петров Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче (Тутарстан) çуралнă. Çемьере асли. 9-10-мĕш классене Элшел шкулĕнче вĕреннĕ. Моряк пулма ĕмĕтленнĕ.

Текста малалла вулăр...

Ĕç тухăçлă пуласса шантаракан пуçлăх

Вячеслав Уфаркин харпăр ĕçне пуçарсанах заказсене телефонпа йышăннă. Уйрăм ĕç пӳлĕмĕ те пулман-ха ун чухне. Чи кирли – икĕ вăйлă алли, кирлĕ инструментсем, çивĕч ăс тата ăнтăлу – çумрах. Малтанласа çакă та çителĕклĕ пек туйăннă. Пĕрисем патĕ-нче вăй хунă хыççăн хуçасем сĕннипе заказ паракансем тупăннă. Çапла сараппан радиовĕн хумĕ ял-хула çине сарăлнă евĕр Вячеслав Валерьевич çинчен илтекенсем, çамрăк та ăста маçтăр пулăшăвĕпе усă курас текенсем, йышланса-йышланса пынă.
Паян пултаруллă та малкурăмлă усламçă Вячеслав Уфаркин ертсе пыракан «Теплоков» тулли мар яваплă общество Ульяновск облаçĕ-нчи çуртсене ăшă кĕртес тытăмра самаях сумлă вырăн йышăнать. Заказчиксен те халь Вячеслав Валерьевичпа телефонпа çеç мар, ĕç пӳлĕмне е лавккине пырса çыхăнма май пур. Ертӳçĕпе куçа-куçăн калаçни, тĕлпулăва çивĕч ыйтусене сӳтсе явнинчен пуçлани вăхăта перекетлеме май парать.

Текста малалла вулăр...

Услам ĕçĕ усăллă

Колхозсемпе совхозсем аркансан ял ĕçченĕ ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Мĕнле пурăнмалла/ Ăçта каймалла/
 
Çамрăкраххисем çăкăрлăх укçа шыраса çемйисене пăраха-пăраха пысăк хуласене тухса сулăннă, хăшĕ-пĕри чунне çутă эрехпе пусарма тытăннă. Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче пурăнакан Елена тата Сергей Портновсем ниçта каймасăрах хăйсен çулне тупаççĕ: кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ӳстерсе пурăнма шутлаççĕ.
Иккĕшĕ те ялта çуралса ӳснĕскерсем, паллах, выльăх-чĕ-рлĕх усраса тупăш тăвас ĕç çăмăл пулас çуккине питĕ лайăх ăнланнă. Çăмăл мар, анчах унсăрăн мĕнле пурăнмалла-ха/ Икĕ ачана ӳстерсе, вĕрентсе çын тумалла вĕт... Вак услам ĕçне Портновсем пĕчĕкрен пуçлаççĕ: малтан ик-виçĕ ĕне, 5-6 сысна усраса пăхаççĕ. Ку ĕçе парăнтарма пултарнине ăнлансан выльăхсен шутне ӳстереççĕ. Выльăх куллен апат ыйтать, пĕр хутчен те мар.

Текста малалла вулăр...

Кавир çăтмахĕнче

Иртсе çӳренĕ чухне Тури террасăра куç тĕлне хĕрлĕ кирпĕчрен туса лартнă икĕ хутлă капмар çурт тĕл пулать. «Кавирсен çăтмахĕ» тесе çырнă ун çине пысăк сас паллисемпе. Çуртăн хуçисем – пирĕн ентешсем – Черновсен туслă çемйи. Çемье пуçĕ Николай Михайлович çак кунсенче 60 çулхи юбилейне паллă тунă.
Черновсем "Канаш" хаçат юбилейне ирттерме укçа парса пурăшрĕç. Уншăн вĕсене пысăк тав!
Ялти чи хитре хĕре качча илтĕм
Мăшăрĕпе Василиса Васильевнапа вĕсем пĕр ялтах – Тутарстан Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Упире – çуралнă.
Иккĕшĕ те пысăк çемьере ӳснĕ. Николай ултă ачаран пиллĕкмĕш. Ашшĕ – Михаил Исакиевич – шкулта математика предметне вĕрентнĕ. Вăл çĕре кĕнĕ чухне Николай вуннăра çеç пулнă. Вăрçă суранĕсене пула кĕскелнĕ унăн ĕмĕрĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕр çинче аппаланма килĕшет

Пухтелĕнче пурăнакан А.В.Калягин Аслă Нагаткинти пĕр предприятире автобуспа темиçе çул ĕçленĕ, анчах 1997 çулта штата чакарнипе ĕçсĕр юлнă. Мĕн тумалла? Çамрăк çын аптраса ӳкмест, хăйĕн ĕçне уçса фермер пулма шутлать. Ял çыннисенчен тăхăр гектар тара çĕр илет.
-Çĕрне илтĕм-ха, анчах техника çук. Çынсем пулăшнипе чĕкĕнтĕр, çĕр улми акрăм. Çаплах кĕркунне пуçтарса илтĕмĕр. Анчах чĕкĕнтĕрĕн усси пулмарĕ, тăкакĕ çеç. Çур гектар çинчи çĕр улми тупăш аванах панипе МТЗ-80 трактор туянма май пулчĕ. Тĕрлĕ çĕртен металлолома пăрахнă тимĕр-тамăра пуçтарса хам алăпа плуг, копалка, сеялка, сажалка турăм. Иккĕмĕш çул тырă та акрăм, тепĕр çул вара çĕр калăпăшне 86 гектара çитертĕм. Татьяна мăшăрăм та, Кивĕ Улхашри çĕвĕ цехĕнче вăй хунăскер, ман патăма куçрĕ. Çапла вара пĕрле ĕçлеме тытăнтăмăр. Предприяти ятне «АнТа» тесе патăмăр – Анатолий тата Татьяна ятсенчен.

Текста малалла вулăр...

Пуçпа алăсем туслă пулни пурнăçра пулăшать

Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар теме юратать «Канаш» хаçатăн хастар обществăлла корреспонденчĕ Пётр Рахманов. Пурнăçĕнчи кашни самантне, тĕлпулăвне маларах палăртса хума юратать. Паян хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тата чăвашлăх ĕçĕнче тĕрĕслет, ăнăçлă утăмсем тăвать: Ульяновск облаçĕнчи аякри районсенче пулса чăваш ялĕсен пурнăçĕпе, сумлă çыннисемпе паллашать, сăнĕсене ӳкерет, хаçат çырăнтарать.
Çулçӳреврен тĕрленчĕксем çырса килсе "Канаш" хаçата пуянлатать Пётр Андреевич. Чи кăмăлли тата – ăна хăйне те хаçатçă ĕçĕ кăсăклантарни, хавхалантарни, киленĕç кӳни. Чăвашсемпе тĕл пулса калаçни аллă тăхăр çулхи арçынна çĕнĕ юлташсем тупма пулăшать. Калаçма чăнах та юратать вăл, ырă çынсене кăмăллать.
Ульяновск облаçĕн хисеплĕ мелиораторĕ, пултаруллă строителĕ Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă.

Текста малалла вулăр...

Вăкăрсене электрокĕтӳçĕ сыхлать

Н. Салюкин — районта фермер ĕçĕпе аппаланма тытăннă малтанхи çынсенчен пĕри. Вăл хăйĕн хуçалăхне 1992 çултах йĕркеленĕ.
-1990 çулта пирĕн çĕршывра мĕн те пулсан тара (аренда) илсе ĕçлеме ирĕк паракан саккун тухрĕ. Эп ун чухне вырăнти колхозра спорт методистĕнче ĕçлеттĕм, маларах икĕ çул клуб заведующинче вăй хутăм. Çапла вара юлташсемпе сысна фермине тара илме шутларăмăр. Пирĕн 67 амаччĕ. Пĕрремĕш çулах виçĕ пин тенкĕ тупăш илтĕмĕр – ун чухне хозрасчётпа ĕçлеттĕмĕрччĕ. 1991 çулта вара фермерсен çинчен саккун тухрĕ. Ман хамăн çĕр çинче ĕçлес килетчĕ. Çавăнпа тепĕр çултан эпĕ колхозран заявлени парса тухрăм, хама тивĕçекен çĕр пайне – 3 гектар та 69 сотăй – илтĕм, «единоличник» пулса тăтăм. Хамла паттăрла ĕç тунă пек туйăнатчĕ. Ман çине вара колхозниксем тĕнчен тепĕр вĕçĕнчен килнĕ çын çине пăхнă пек пăхатчĕç.

Текста малалла вулăр...

Çăлкуç тапнине туятăп

Барăш районĕнчи Ĕшке ял администра-цийĕнчи ĕçсене Маргарита Бабынькина йĕркелесе илсе пырать. Калаçма юратнăран, яваплă пулнăран çынсемпе çыхăн-са вăй хума ӳркенмест вăл. Кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пĕлет пултаруллă хĕрарăм.
— 1993 çулта мана, Барăшра аш-какай комбинатĕнче вăй хума пăрахса ялта комсомол ĕçне илсе пыма пуçланăскере, Ĕшке ял канашĕн председателĕ Лидия Андреевна Ильина хăй патне чĕнсе илчĕ. Эсĕ пултарма тивĕçлĕ терĕ. Çамрăкскер пур майсемпе унăн шанчăкне тӳрре кăларма тăрăшрăм. Унтанпа икĕ теçетке çул çитрĕ. Халь чăваш ялĕсем пĕтĕмĕшле илсен Емелей ял тăрăхне (пуçлăхĕ – Евгений Тихонов) кĕреççĕ ,-терĕ Маргарита Николаевна.
Ял тăрăхне çичĕ пĕчĕк ялпа посёлок кĕрет: Асьял, Степановка, Хĕрлĕ Барăш, Садовăй, Савăт (Заводская Решётка), Ĕшке пуçĕ (Покровская Решётка) тата Ĕшке.

Текста малалла вулăр...

ЧНК çĕнĕ президенчĕ

Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн 8-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унта делегатсем ЧНК çĕнĕ президенчĕ пулма Н.Ф.Угаслова суйларĕç. Паян «Канаш» хаçат вулаканĕсене çак ятлă-сумлă çынпа кăштах паллаштаратпăр.
 
Вăл чăваш наци юхăмĕнче, чăваш тĕнчинче паллă çын. Юлашки çулсенче вăл ЧНК вице-президенчĕн тивĕçĕсене туса пырать, çав вăхăтрах çынсене нумай пулăшать. «Тутарстан чăвашĕсем» энциклопедин тĕп спонсорĕ тата авторĕсенчен пĕри пулчĕ, икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕн П.В.Дементьевăн, пĕрремĕш чăваш халăх поэчĕн Николай Шелепин бюсчĕсене тăван çĕрĕсенче лартма укçа-тенкĕ уйăрчĕ. Чăваш тата Тутарстан Республикисенче шкулсенче чăваш Кĕрешĕвне аталантарма мĕн чухлĕ мат, кавир е ытти оборудовани парнеленĕ! Юрă ушкăнĕсене, ансамбльсене тытса тăма, вĕсем валли капăр тум çĕлеме укçа-тенкине шеллемест.

Текста малалла вулăр...

Атте маншăн ĕçтеш те, юлташ та

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансемшĕн кăçал тĕрĕслев çулĕ пулчĕ. Çу-çĕртме уйăхĕсенче çумăр кирлĕччĕ – шăрăх пулчĕ, кĕр çитсен ĕççи вăхăтĕнче типĕ çанталăк кирлĕ, йĕпе-сапа йăлăхтарсах çитерчĕ – çумăр çăвать те çăвать.
Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕсенче тата хресченсемпе фермерсен хуçалăхĕсенче хĕрсех чĕкĕнтĕр, çĕр улми, кишĕр кăлараççĕ. Хăш-пĕрисенче хĕвелçаврăнăш, куккурус çапса илмелли юлнă-ха. Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче çĕр улми кăларассине вĕçлесе пыраççĕ. Кунта фермер хуçалăхĕсем нумай. Пылчăка пăхмасăр пурте уя тухнă. Кăшт çил вĕрсенех тракторсем хыççăн çынсем çĕр улмине пуçтарса илеççĕ. Ашшĕпе ывăлĕ – Николайпа Павел Салюкинсем – кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пыни паллă пулчĕ, пурĕ те икĕ гектар юлнă. Эпир çитнĕ çĕре хире тухма пуçтарăннăччĕ – çынсем пухăннăччĕ, карçинккасем, михĕсем хатĕрччĕ.

Текста малалла вулăр...

Сахăр туса илессишĕн кĕрешӳ пырать

«Новая жизнь» хуçалăх — Чăнлă районĕнче ура çинче чи çирĕп тăраканнисенчен пĕри. Ăна 20 çул ĕнтĕ Г.М.Мулянов ертсе пырать, вăл та районта чи опытлă ертӳçĕсенчен пĕри. Халĕ кунта 2 пин те 500 гектар çĕр, 481 пуç ĕне выльăх, 80 лаша, 300 сурăх. Кантурĕ Покровски ялĕнче вырнаçнă.
Паян вара хуçалăхра сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăлараççĕ. Хуçалăх ертӳçине курса калаçас тесе Типĕ Пăкăрлă ялĕн хирнех çитме тӳрĕ килчĕ.
-Кăçалхи çумăрсем хресчен ĕçне чылай йывăрлатрĕç, çапах та чарăнса тăма вăхăт çук пирĕн. Унсăрăн нимсĕр юлатăн. 1650 гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртрĕмĕр, çав шутра 453-шĕ – кĕрхи культурăсем. Малтан тухăç пĕр гектартан вăтамран 30 центнер ытлаччĕ, çумăрсем тытăнсан вуннăран та кая чакрĕ. Пурпĕрех пуçтармалла. Чĕкĕнтĕр 430 гектар акнăччĕ, 170-шне пуçтартăмăр, тухăçĕ япăх мар — гектартан 300 центнер ытла.

Текста малалла вулăр...