Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хĕвел те, уйăх та, çул тӳпери çăлтăр та!

Çанталăк илемлĕ çуркунне, анне те çуркунне пекех илемлĕ, ырă, çепĕç. Манăн анне Нина Федоровна Купцова 1947 çулхи пушăн (март) 30-мĕшĕнче Чăнлă районне кĕрекен Орловка ялĕнче çуралнă.
Ача чухне вăл шкула ытти ачасемпе пĕрле Кивĕ Улхаш ялне çӳренĕ. Ун чухне çулсем çав тери начар пулнă, çавăнпа ачасем ялах хваттере юлнă. Çичĕ класс пĕтерсен анне фермăра ĕçлеме тытăннă. Кайран Аслă Нагаткинти чăх-чĕп фабрикине куçнă. Унта вăл аттепе паллашнă.
1968 çулхи утăн (июль) 20-мĕшĕнче вĕсем пĕрлешнĕ. Çамрăк мăшăр малтан Сахалин поселокĕнче пурăннă, унта аккасем – Зинаида, Ирина, Марина çуралнă. Анне вара армана ĕçлеме çӳренĕ. Кайран вĕсем Аслă Нагаткина куçнă. Унта анне тĕрлĕ çĕрте: банкра, шкулта, типографире, сбербанкра техничкăра мĕн пенсие кайичченех вăй хунă.
Атте – Виктор Павлович – вăрçă вăхăтĕнче 1944 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Сахалин ятлă поселокра кун çути курнă.

Текста малалла вулăр...

Пурнăçăн – çĕр пăрăнăç

Ирçел ялĕнче çулсем пăсăлма тытăнсан пулма тиврĕ. Урамăн икĕ айккипе юр выртать-ха, варрипе – пылчăк. Валерий Новов чи кайри, пылчăклă урамра пурăнать терĕç. Унăн килĕ умĕнче юр çийĕн ура йĕрĕсем пулманнипе тăп чарăнса тăтăм. Ахăртнех, юлашки 3-4 кун ку çурта этем ура ярса пусман, хăй тухса çӳрейменни те куçкĕретех.
Пăлтăрне шалтан питĕрмен 62 çулхи арçын. Шакка-шакка, сасă парса кĕретĕп. Малти пӳртрен телевизор вăйлă сасăпа ĕçлени илтĕнет. Кил хуçи мана курсан тин диванĕ çинчен çĕкленчĕ. Вăл начар илтет иккен. Чи хăрушши – аран-аран куçкалать. Пӳртре нӳхрепри пек тĕттĕм. Чӳречине шал енчен карса лартнă - çутă пач кĕмест. Пӳрт ăш-чиккине хăçан тирпейлени паллă мар. Вырăн таврашне, сĕтел-пуканне, савăт-сапине, урайне хĕрарăм алли тахçанах перĕнмен курăнать. Пӳртĕнче сивĕ. Çутçанталăк газне кĕртменнипе арçын малти пӳртне электричество çутипе ăшăтать.

Текста малалла вулăр...

Тракторист ĕçĕ хисепре пулнă

Геннадий Александрович Муравьев – ятлă-сумлă тракторист. Унăн килти архивĕнче ĕçри хастарлăхшăн панă 100 ытла тĕрлĕрен Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ, диплом упранать. Вăл икĕ хутчен – 1986 тата 1987 çулсенче – социализмла ăмăртăвăн çĕнтерӳçи пулнă. РФ ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ĕçри çитĕнӳсемшĕн ăна туслă Болгари çĕршывĕнче канма путевка та панă.
 
Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура пулин те хисеплĕ тракторист ĕççи вăхăтĕнче - руль умĕнче. Çынсене сухаласа-акса памалла-и, çĕр улми кăлармалла-и – пур çынна та чăваш арĕ пулăшу аллине тăсать. Çавăнпа та Аслă Нагаткинта Геннади тете ăçта пурăннине ыйтсан - çынсем часах кăтартса ячĕç.
Г.А. Муравьев 1953 çулта Пухтел ялĕнче çуралнă. Ачаллах пит тракторист пулас килнĕ унăн. Тăванĕ тракторпа çӳренипе час-часах йăлăнса унпа пĕрле кабинине кĕрсе ларнă.

Текста малалла вулăр...

Çыхма юратакан хĕрарăм

Чăваш Кăлаткăра пурăнакан Валентина Ивановнапа Василий Константинович Тюхматьевсен мухтавĕ – ачисем. Ывăлĕ, Сергей, Кăлаткăпуç пульницинче хирургра вăй хурать. Хĕрĕ, Елена, Мускавра – реаниматолог.
 
Паян тивĕçлĕ канăва тухнă Валя аппапа Ваçлей пичче кил хуçалăхĕ-нчи ĕçсемпе йăпанаççĕ. Çулласерен чиперкке икĕ мăнукĕ аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче пурăнса вĕсене савăнтарать.
Валентина Ивановна ача садĕ-нче воспитательте вăй хунă, мĕнпур пурнăçне ачасене тĕрĕс-тĕкел ăс парассине халалланă, Василий Константинович – вăтăр çул Кăлаткăпуçĕ-нчи ПМКра тăрăшнă.
– Эпĕ ку ялтах 1952 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнче çуралнă. Ачасемпе ĕçлеме килĕшнине туйсан Сызраньти педагогика училищинче вĕрентĕм, пĕтерсен тăван яла таврăнтăм. Мана Чăваш Кăлаткăри ача садне хапăлласах йышăнчĕç.

Текста малалла вулăр...

Юратнă почтальонка

Кашни кун хуть мĕнле çанталăкра та урамсенче хаçат-журнал валеçсе çӳрекен ĕçчен те маттур хĕрарăма курма пулать. Ку вăл Луговое ялĕнчи почта уйрăмĕнче ĕçлекен Светлана Николаевна Кузнецова.
 
Почтальонкăра ĕçлеме пуçлани икĕ çул кăна пулсан та ку ĕçре хăйне аван енчен çеç кăтартать. Ĕçтешĕсемпе те туслă, пĕр-пĕрне пулăшса тăраççĕ. Хаçат журнала кашни киле вăхăтра çитерме тăрăшать Светлана, ватăсене пенси укçине кӳрсе савăнтарать. Уçă кăмăллă та ырă чунлă почтальонка çулланнă çынсемпе те килĕштерет, мĕн ыйтнине йăлтах ăнлантарса парать. Çавăнпа та ăна куç пек кĕтсе тăраççĕ, ырă сунса ăсатаççĕ.
Светлана Кузнецова Тутарстанти Çĕпрел районне кĕрекен Кивĕ Чакă ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1996 çулта шкул пĕтерсен вăл Пăвари медицина училищине вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан икĕ çул облаçри стоматологи поликлиникинче медсестрара ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

15 ĕне алăпа сăваттăм

Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята тăватă çын тивĕçнĕ. Иккĕшĕ вĕсенчен нумай çул фермăра ĕне сунă çĕрте вăй хунă.
 
Нина Клементьевна Сидорова çак хисеплĕ ята 2000 çулта тивĕçнĕ. 1955 çулта Ирçелĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă хĕрача ĕмĕрне çак ялтах ĕмĕрлет.
-1970 çулта шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме шутламан та. Ун чухне колхоз уй-хирĕнче те, фермăра та пурин валли ĕç пулнă. Эп малтанхи икĕ çулне колхозри тĕрлĕ ĕçсене çӳрерĕм. Кайран фермăра ĕç вырăнĕ тупăнчĕ. Тата икĕ çул пăру пăхрăм. Ĕне сумалли вырăн пушансан унта куçрăм. Ĕçлеме пуçланă чухне 15 ĕне алăпа сăваттăм. Кăшт ĕçлесен 20 ĕне илтĕм. Çамрăк пулнă, харсăр, ĕçлеме вăй-хал çитнĕ. Кунне пĕрре кăна суман вĕт вĕсене – иккĕ, хăш чухне виççĕ те.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсене кунта хисеплеççĕ

-Çемьере эпĕ тăватă ачаран пĕр хĕр çеç. Апла пулин те мана ачаш ӳстермен, пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă,- каласа парать Ирçе Шăмалакра пурăнакан Татьяна Еграшина (Филиппова). – Атте тракторист тата комбайнер ĕçĕсенче тар тăкрĕ. Анне тĕрлĕ ĕçсенче вăй хучĕ. Эпĕ те 6-мĕш класранпах колхоз выльăхĕсене пăхнă, атте-аннене кил-çурт таврашĕнче пулăшнă. Анне мана пĕчĕклех тĕрлеме, çыхма вĕрентрĕ.
Шкулта вăл пуçламăш класранах лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Воспитатель пулма ĕмĕтленнĕ. Медсестра пулас ĕмĕчĕ те пулнă-ха таçта шалта. Анчах ăна амăшĕ яман.
-Санран тухтăр пулать, пĕлетĕп. Çынсене тĕрĕс мар сиплес-тăвас пулсан сана тем те каласа пĕтерĕç,- тенĕ амăшĕ.
Таня спортра та палăрнă: баскетболла, арçын ачасемпе футболла вылянă. Хастар та тавçăруллă хĕре комсорг тивĕçне шанса панă.

Текста малалла вулăр...

Ĕмĕрĕпех руль умĕнче

Иван Ильичёв Ирçелĕнчи «Родники» хуçалăхра ăста механизаторсенчен пĕри. Вăл вунă çул ытла водительте ĕçленĕ, ĕççи вăхă-тĕнче комбайн çине ларнă. Тивĕçлĕ канăва кайни икĕ çул, апла пулин те кăçал комбайнĕпе вырмара тар тăкнă.
-Пĕрремĕш хут эпĕ руль умне салтакран таврăнсан лартăм. Çавăнтан руле пăрахман,- тет сăмах ваклама юратман сăпайлă арçын. Вăл виçĕ ача ашшĕ. Мăшăрĕ Нина Николаевна ăна виçĕ хĕр парнеленĕ. Хĕрĕсем тĕрлĕ хуласене кайса тĕпленнĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисемпе мăшăрланса ачаллă-пăчаллă пулнă. Асли – çар çынни – Самарта пурăнать.
-Çапла вăл пурнăç: ачасеме мăнуксен – малалла, пирĕн – каялла,- тет Иван Григорьевич шӳтлесе.
Утмăлтан иртнĕ арçын çирĕп курăнать-ха. Ял хуçалăх ĕçĕнче çирĕп арçынсем питех те кирлĕ, ăста механизаторсем пушшех те. «Родники» хуçалăх нумаях пулмасть-ха хĕвел çаврăнăша вырса пĕтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Салюкина çурчĕ – çĕнтерӳçĕсем хушшинче

Р.Г.Салюкина хăйĕн ĕç биографине повартан пуçланă.
Ашшĕ Григорий Самуилович колхозри трактор бригадине ертсе пынă, амăшĕ Ольга Николаевна хирте ĕçлекенсем валли килти кăмакара çăкăр пĕçернĕ. Раиса вара колхоз столовăйĕнче ĕçлеме пуçланă. Качча кайсан ытти ĕçсене те хутшăннă: купăста ӳстернĕ, пăру, сысна пăхнă, конюхсен çуртĕнче хурал тăнă, ĕне витинче бидонсем, флягăсем çунă… Пенсие каяс умĕн вара правленире курьерта çӳренĕ. Пĕр сăмахпа каласан – ĕмĕр тăршшĕпе тăрăшнă, нимле ĕçрен те пăрăнман.
Упăшкипе вĕсем виçĕ хĕр те пĕр ывăл çуратнă, анчах Иван Васильевич, колхозра трактористра, шофёрта, бригадирта ĕçленĕскер, 39 çултах çĕре кĕрет. Кĕçĕнрех ачисене вара Раиса Григорьевнан пĕчченех ӳстерме тӳрĕ килет.
Ачисем йĕркеллĕ ӳссе çитĕннĕ, пурте çемьеллĕ. Пĕр хĕрĕ Ставрополь тăрăхĕнче пурăнать, тепри – Ульяновскра, виççĕмĕшĕ вара – ялта.

Текста малалла вулăр...

Ĕмĕтне пурнăçланă

Суту-илӳре ĕçлекен тетĕшне пăхса Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнчи Галина Николаевна Аюгова мĕн пĕчĕкрен сутуçă пулма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕлĕшпе вуннăмĕш класс хыççăн Ульяновскри кулинарипе суту-илӳ училищине вĕренме кĕрет.
-Пирĕн ялта вунă çулччен вĕренме çукчĕ. Эпĕ 9, 10 классене Кивĕ Улхашра вĕреннĕ. Хастар пулнă, лайăх вĕреннĕ, шкулти, ялти пур мероприятисене те хутшăннă. Юрлама, ташлама юратнипе ытти çамрăксенчен айккинче тăрса юлас килмен çав. Çамрăк чух тапăртатса тăнă. Училищĕне вĕренме кĕрсен те çаплах пулнă: тăрăшса вĕреннĕ, уявсене хутшăннă, - каласа парать вăл.
Училищĕне 1973 çулта пĕтерсен Галина Николаевна тетĕшĕ ĕçлекен Кивĕ Улхаш сельповне килет. Пилĕк çул ялта ĕçлет. Çав вăхăтра юратнă çыннипе çемье çавăрать.
1978 çулта Хайкинсен çемйи Ульяновска куçса килет.

Текста малалла вулăр...

Сывлăхĕсене ĕçе панă

Лидия Никитичнапа Василий Павлович Сайдяшевсем пĕрлешни кăçал 55 çул çитрĕ.
Пĕр ялта çуралса, пĕр класра вĕренсе çемье çавăрнă вĕсем. Иккĕшĕ те ачаран тытăнса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра вăй хунă. Халь Сайдяшевсем Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче иккĕшех кун-кунлаççĕ. Кунĕсене интереслĕ ирттерме вĕсене «Канаш» хаçат пулăшать. Чăваш хаçатне вĕсем мĕн тухма пуçланăранпах çырăнаççĕ. Кашни кĕçнерникун пĕчĕк ачасем пек хаçата килсе парасса чăтăмсăррăн кĕтсе лараççĕ. «Канаша» алла илсен вара пĕрремĕш страницинчен пуçласа вĕçне çитиччен вуласа тухаççĕ, çĕнĕ хыпарсем пĕлеççĕ.
Лидия Никитична ялти шкулта тăватă класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренмен. Çитет тесе шутланă. Çапла ачаранах колхозри уй-хир бригадинче вăй хунă. Тырă имçамланă çĕрте нумай ĕçленипе сывлăхне пайтах пĕтернĕ.

Текста малалла вулăр...

Ял пурнăçне кăмăллать

Владимир Филиппов Павловка районĕнчи Ирçе Шăмалакра 11 ачаллă çемьере çуралнă. Вăл — 9-мĕш. Амăшĕ (вырăс çынни) «Ача амăшĕ-героиня» ордена тивĕçнĕ. Ашшĕ (чăваш) бригадирта, учётчикра, колхоз председателĕнче вăй хунă.
Ирçе Шăмалакра сакăр класс пĕтерсен Владимир вăтам пĕлӳ илме Кивĕ Печорскри вăтам шкула çӳренĕ. Салтак тивĕçне Тула облаçĕнче пурнăçланă хыççăн Павловкăри ял хуçалăх техника предприятине шофёра ĕçлеме вырнаçнă. Шкулта начар мар вĕреннĕ вăл, çавăнпа та салтакран килсен аслă пĕлӳ илме тĕллев лартнă. Малашлăхне ялпа çыхăнтарма шутланăскер ял хуçалăх институтне зоотехника вĕренме кĕрет. Институт пĕтерсен тăван хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăнать. Авланать. Ирçе хĕрĕпе çемье чăмăртать. Филипповсем хĕрпе ывăл çуратса ӳстернĕ. Елена – Павловка район администрацин аппарачĕн ертӳçи.

Текста малалла вулăр...

Сывă пурнăç йĕркине саракансем

Сăр районĕнчи Неплёвка ялĕнче пурăнакан Нина Васильевнапа Константин Петрович Зубаревсем пурнăçра сывлăха упрассине, сывă йĕркене пăхăнассине малти вырăна хураççĕ. Апла пулмасан вĕсем Ульяновск тата Мускав хулисенчи хваттерĕсене пăрахса Сăр тăрăхĕнчи яла кайса вырнаçман пулĕччĕç.
 
Константин Петрович нумай çулне çĕршывăн хăрушсăрлăхне сыхлас ĕçе панă. Çар çыннин тĕрлĕ çĕрте служба иртме тивнĕ. Чернобыльте авари пулнă вăхăтра вĕсен чаçĕ Припять хулинчен аякра мар тăнă. Паллах, урса кайнă мирлĕ атомăн усал витĕмĕ вĕсем патне те çитнĕ. Саппаса кайсан Константин Петрович сывлăхĕ хавшанипе час-часах чирленĕ. Çитменине эрех-сăра та ĕçкеленĕ, чĕлĕм туртнă. Вун ултă çул каялла вара вăл хăйне «çитет» теме пултарнă. Сывлăхне çирĕплетмелли мелсем шырама пуçланă. Çав вăхăтра шăпах Нина Васильевнапа тĕл пулнă.

Текста малалла вулăр...

Ачасем йĕркеллĕ çынсем пулни – чи пахи

Кудрявцевсем Красный Яр ялне нумай çул каялла килсе тĕпленнĕ. Иккĕшĕ те Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕ. Геннадий Васильевич — Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче, Нина Дмитриевна – Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăхăтĕнче.
Ĕçлеме ӳркенмен чăвашсем ют çĕрте те ырлăх çӳлтен ӳкессе кĕтсе ларман. Кил хуçи строитель — вăл каменщик та, штукатур-маляр та, платник та, пӳрт тăррине витекен те… Халĕ ĕçлеме Питĕре çӳрет. Вăл Иванов системипе нумай çул шыва кĕнĕ, ялта пурăнакансене сывлăхлă пурнăç йĕркипе пурăнса тĕлĕнтернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ вара тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Хăй каланă тăрăх, ĕçлемен ĕçĕ те çук.
-19 çул йĕтем çинче тырă наркăмăшланă çĕрте ĕçлерĕм. Сывлăхăма çавăнта пĕтертĕм, анчах усси сахал пулчĕ. Пенси 5 пин тенкĕ ытларах çеç параççĕ. Тĕрĕслеттерме кайрăм та – сан ĕç укçи сахал пулнă теççĕ.

Текста малалла вулăр...

Культура вучахне сӳнме памастпăр

Павловка районĕнчи ентешсем хушшинче чăвашлăх вучахне тытса пыракансем пур-ха. Тĕслĕхрен, Надежда Павловна Пегова (Федотова). Вăл 25 çул Ирçе Шăмалак ял клубĕн пуçлăхĕн тивĕçне юратсах пурнăçласа пырать.
Надежда çак ялтах пысăк çемьере çуралнă. Ултă ачаран вăл кĕçĕнни. Ашшĕ колхоз бригадирĕ пулнă, амăшĕ ĕмĕрĕпех колхоз ĕнисене сунă.
Сакăр класс пĕтерсен хĕр вăтам пĕлӳ илме Павловкăри вăтам шкула çӳренĕ. Аттестат илсен ăна шăпа Пенза облаçĕнчи Кузнецк хулине илсе каять. Кунти учили-щĕре вăл арçын тумне касса çĕлекен специальноçа алла илет. Ĕç биографийĕ Ульяновск хулинчи Гимов ячĕллĕ çĕвĕ фабрикинчен тытăнать. Виçĕ çултан качча каять. Аслă Нагаткин каччи Геннадий Пегов унăн мăшăрĕ пулса тăрать. Çĕнĕ çын-сем Аслă Нагаткинра пурăнма тытăнаççĕ. Тепĕр çултан вĕсен йĕкĕреш ывăлсем –Алёша тата Серёжа – çуралаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Вăта Тимĕрçенте пони пур

Пирĕн ентешсен хушшинче кам мĕнпе кăсăкланмасть пулĕ. Чăнлă районĕнче, тĕслĕхрен, буйволсем, страуссем усранине курнăччĕ-ха, анчах килти хуçалăхра пони тытакансемпе тĕл пулманччĕ. Вăта Тимĕрçенте пурăнакан çамрăк мăшăр — Владимир тата Наталья Таушкинсем — пĕчĕк лаша (пони) туяннă. Ял уявĕнче ача-пăча хаваспах ярăнса савăнчĕ унпа. Çавăншăн çак мăшăра ял тăрăхĕн ертӳçи Иван Мартынов Тав хучĕ парса чысларĕ.
-Мĕн тĕллевпе, ăçта туянтăр-ха çак пĕчĕк лашана?- кăсăклантăм эпĕ.
- Ачасене ярăнтарма илтĕмĕр. Карсун районĕнче туянтăмăр. «Орлик» икĕ çулта кăна-ха. 50 пин тăрать. Унпа лаша вырăнне усă курма пулать. Хальлĕхе ăна кӳлме урапа та, çуна та, сухапуçĕ те çук-ха. Майĕпен хатĕрлес шухăшăм пур,- тет çемье пуçĕ пĕчĕк лашине пуçĕнчен ачашласа.
Владимир лашасене ачаранах юратать.

Текста малалла вулăр...

Çартан кĕтсе илтĕмĕр

Ял çыннисем ĕлĕк-авалтан савăнăçне те, тунсăхне те пĕрле пайлама хăнăхнă. Ача çуралать пулсан пĕтĕм ял çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕшĕн хĕпĕртет, çартан салтак таврăнсан та, туй-çуй пулсан та кĕрекене мĕнпур кӳршĕ-аршăпа тăван-пĕтен саламлама пухăнать, ентешне юлашки çула ăсатнă чух та никам юлмиччен пуçтарăнаççĕ… Ял хавалĕ çапларах ĕнтĕ. Пурте ал тупанĕ çинчи пек куç умĕнче – ырри те, усалли те, çын кăмăл-туйăмĕ те, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ те. Ахальтен мар ватăсем тирпейлĕ пулма ыйтса: «Ял-йыш мĕн калĕ», - тенĕ.
Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче Алексейпа Наталья Мыгышсен çемйинче пысăк савăнăç – Андрей ывăлĕ салтакран таврăннă. Ялти çыхăну уйрăмне, администрацие, хуçалăх кантурне, шкула кĕрсен те пĕр калаçу: маттур Энтри, хĕсмете чипер кайса килнĕ, ашшĕ-амăш ятне яман, çарта хăюлăх кăтартса палăрнă теççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пуç пулсан ĕç пулать

Валерий Иванович Аюгов - хальхи вăхăтпа тан утакан çамрăк çĕр
ĕçченĕ. Çĕр çинче техникăсăр ĕçлеме çук. Ăна туянма вара – хаклă. Валерий Аюгов хăйĕн ылтăн аллине пула çак йывăрлăхран тухнă. Техникăна сутăн илмест, хăй аллипе маçтăрлать. «Хальхи вăхăтра ĕçлемесĕр çитермеççĕ», - тет вăл кулса.
Пуç пулсан ĕç пулать, ĕç пулсан çăкăр пулать теççĕ чăвашкассисем. Ку ваттисен сăмахĕ Валерий Иванович пирки каланăнах туйăнать.
Валерий Аюгов Çĕнĕ Улхаш шкулĕнчен вĕренсе тухсан салтака каять. 1995-1997 çулсенче Беларуçра сыхланса юлнă
çар чаçĕнче хĕсметре тăрать. Çĕршыври пăтрануллă, заводсем хупăнакан, колхозсем тусăнакан вăхăт. Ял çамрăкĕ
валли ялта та, хулара та ĕç çук. Салтакран таврăнсан Валерий ăçта каймалла тесе пуçне ытлашши ватмасть, çемьери кĕçĕн ывăл амăшне ялта пĕччен
хăварас мар тесе тĕп килте юлать.

Текста малалла вулăр...

Пурнăç çине шанчăклă куçпа пăхакан

Ку хĕрарăмпа калаçнă чух хăв та ырă туйăмсен авăрне кĕрсе ӳкетĕн, пурнăç çине урăх куçпа пăхатăн. Çамрăк ĕмĕр иртнине пăхмасăр ĕлĕкхиллех кулма, калаçма, юрлама, пурне те ырăпа çеç асăнма юратать вăл. Хăй аваннине кура Турă та Елизавета Орлована хӳтĕлесе, пулăшса пырать.
Тереньга районĕнчи Подкуровка ялне Орловсем кӳршĕ республикăри Елчĕк районĕнчи Патреккелĕнчен куçса килнĕ. 1985 çулта çемьере икĕ ывăл ача пулнă. Вăрманлă, уйлă, илемлĕ тăрăха куçса килсен хăй çуралнă кунĕнче, юпан 6-мĕшĕнче, Елизавета Гавриловна хăйне валли парне тăвать – хĕр ача çуратать. Мăшăрĕ Владимир Николаевич та хĕпĕртет. Тетĕшсем те йăмăкне пукане вырăнне хурса пăхаççĕ.
Орловсен çирĕп те тĕреклĕ кил-йышĕнче ĕç хисеплĕ вырăнта тăнăран пилĕк авмасăр, мĕн те пулин тумасăр пĕр кун та иртмест. Лиза аппа «Скугареевский» совхозра ĕне сунă, кайран сысна ферминче вăй хунă.

Текста малалла вулăр...

Хаваспах чăвашла юрлатăп

Татьяна Анатольевна Каштанова (хĕр хушамачĕ Тихонова) Павловка районĕнчи Ирçе Шăмалак ялĕнче 1967 çулта çуралнă.
Ашшĕ Анатолий Петрович ял клубĕн заведующийĕ пулнипе хĕрача мĕн пĕчĕкренех клуба чупнă. Хăй хыççăн йăмăкне те сĕтĕрнĕ. Сцена çинчен анмасăрах çитĕнчĕ тенĕ хĕр пирки ялта. Вăл концертсенче такмаксем, чăваш, вырăс юррисене шăрантарнă. Мордва юррисене те лайăх пĕлнĕ. Ташша та пултарнă. Шкултан вĕренсе тухичченех Çĕнĕ çул уявĕсенче ашшĕ Хĕл мучи пулсан Татьяна илемлĕ Юрпике пулнă. Телейлĕ, савăнăçлă ӳснĕ вăл. Юрра-ташша вĕрентнĕшĕн чунтан ашшĕне тав тăвать.
Анчах хĕр хăйĕн пурнăçне сценăпа çыхăнтармасть. «Тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе вунă класс пĕтернĕ хыççăн Ульяновскри строительство техникумне вĕренме кĕрет, бухгалтер специальноçне илсе тепĕр икĕ çултан каялла тăван ялне таврăнать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.