Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Тăван çĕршыв хăй патнех туртнă

Надежда Васильевна Карпова (хĕр хушамачĕ Ванюшкина) Павловка районĕнчи Кремучи ялĕнче 1959 çулта çуралнă. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ çĕре кайса пурăнса пăхнă пулин те чунĕ тăван çĕршывах туртнă. Çавăнпа каялла килсе кунтах вырнаçнă.
-Атте манăн Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнчен. Павловка районĕнчи Свердлов ячĕллĕ колхоза ĕçлеме килнĕ те çакăнтах юлнă. Чăваш хĕрĕпе, пирĕн аннепе, пĕрлешнĕ. Çапла эпĕ тата икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралнă. Пирĕн çемьере ачасемпе чăвашла калаçнă. Çавăнпа шкулта вĕрентмесен те эпир тăван чĕлхепе калаçатпăр, вулатпăр. Вăт пирĕн ачасем вара чăвашла пĕлмеççĕ. Шкулта та вĕренмен, ман мăшăр та вырăс, ачасен арăмĕсем те вырăс, - каласа парать Надежда Васильевна.
Вунă класс хыççăн Надежда ытти тантăшĕсем пекех хулана çул тытать. Ульяновскри училищĕре çĕвĕç-закройщика çулталăк вĕренет.

Текста малалла вулăр...

Ăста утарçă

Павловка районĕнчи Гремучи ялĕнче ăста утарçă пурăнать. Николай Иванов утмăлтан иртнĕ çын. Ĕмĕр тăршшĕпех хурт-хăмăр ĕрчетессипе аппаланнă. Вăл паян та 50 вĕлле пăхать.
Николай Тихонович çак ялтах хресчен çемйинче çуралнă. Унăн виçĕ тетĕш тата виçĕ йăмăкĕ пулнă. Паян тăванĕсенчен икĕ йăмăкĕ çеç пурăнать. Вĕсем çемйисемпе аякра тĕпленнĕ.
Николай Тихонович ĕмĕрĕпех Свердлов ячĕллĕ колхозăн утарĕнче вăй хунă. Хĕлле колхозăн выльăхĕсене пăхнă. 2009 çултанпа вăл тивĕçлĕ канура. Анчах хăнăхнă ĕçне пăрахма васкамасть вăл. Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе нумай тимлĕх уйăрать. Ку ĕçре ăна мăшăрĕ пулăшать. Юхтарнă пыла ăнăçлă вырнаçтармалла вĕт-ха…
Ивановсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ. Пурте мăшăрланса хăйсен йăвисене çавăрнă. Ултă мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук парнеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Шашкинсем

Людмила Николаевнапа Алексей Васильевич Шашкинсем Павловка районĕнчи Андреевка ялĕнче пурăнаççĕ. 1986 çулта Чăваш Республикинчен куçса килнĕ мăшăр халь ку яла тăван ялĕ тесе шутлать. Кунта вĕсен кермен пек кил-çурчĕ тасалăхпа çуталать, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхĕ витепе картишне тултарать, пахча тулли çимĕç ӳсет.
Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Васильевичпа Елчĕк районĕнчи Энтепе хĕрĕ 1984 çулта пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Людмила Николаевна вăл вăхăтра ялти лавккара ĕçленĕ пулнă, мăшăрĕ - тракторпа. Икĕ чĕре пĕрле пулсан ăçта пурăнмалли ыйту сиксе тухать. Малтанах Туçара тĕпленме шутлаççĕ, унта Шашкинсен пĕрремĕш хĕрĕ те çуралать. Анчах пурăнмалли хĕсĕк, çурт тума та çĕр илме çук. Шăп çав вăхăтра специалистсем шыраса Павловка районĕнчи Свердлов ячĕллĕ колхозăн тĕп зоотехникĕ Туçа ялне çитет.

Текста малалла вулăр...

Çут çанталăка ытарайманран

Нарăс уйăхĕнче Димитровград хулинче Мелекесс районĕнче пурăнакан чăвашсен культура уявĕ иртрĕ. Килнисем фойере йĕркеленĕ ылтăн алăллă çынсен ĕçĕсен куравĕпе паллашма пултарчĕç. Сĕтелсене Мелекесс районĕнчи кашни ял тăрăхĕ хăйнеевĕр илемлетнĕ. Эврел чăвашĕн Владимир Пайдутовăн карçинккисене ытараймасăр çавăркала-çăвăркала пăхатчĕç. Чăннипех те мухтава тивĕçле вĕсем.
Владимир Пайдутов ачаранах аслашшĕ пек карçинкка çыхма вĕренме ĕмĕтленнĕ. Шухăшлани пурнăçланнах. Тăрăшулăхĕ ун ăмсанмалăх та пур.
Владимир Николаевич хĕлле Димитровград хулине ĕçлеме çӳрет, çулла Эврелĕнчи фермерсем патĕнче вăй хурать. Нумай ачаллă ашшĕ, тĕслĕхлĕ çемье пуçлăхĕ. Кил хуçалăхĕнчи витере выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Виçĕ хĕрне ӳстермелле-çке, качча пама тупра пухмалла. Ик алла пĕр ĕç тенĕ евĕр аптрамасть вăл, нимĕнле ĕçрен те хăрамасть.

Текста малалла вулăр...

Тутлă апат çитерет

Кунтикаври ача садне 15 ача çӳрет. Галина Владимировна Альмеева повар вĕсене куллен тăватă хутчен тутлă апат-çимĕç çитерет.
Кунтикав шкулĕнчен 1999 çулта вĕренсе тухнă хыççăн Ульяновскри медколледжра медсестра профессине алла илессишĕн тăрăшать хĕр. Унтан тăван ялах таврăнать, виçĕ çул медпунктра ĕçлет. Анчах «оптимизаци» ятпа çӳрекен «сокращение» лексе ĕçсĕр тăрса юлать. Кунтикав пек пысăк ялта пĕр фельдшер кăна тăрса юлать.
-Эп ачасене питĕ юрататăп. 2008 çулта шкул çумĕнче садик уçăлчĕ, медсестра ставки пулманнипе повара ĕçлеме илчĕç. Халь ку ĕç питĕ килĕшет. Пĕчĕкскерсем куçран пăхса тавтапуç тутлă апатшăн тесе калани мĕне тăрать! Ырă сăмахсем илтсен чун савăнать, пурнăç илемлĕрех туйăнать. Куллен ирпе 7.30 сехете садика килетĕп. Тăхăр сехет тĕлне пăтă пĕçеретĕп, кăнтăр апачĕ валли хатĕрлетĕп, кахал апачĕ тĕлне кукли-пулкă пĕçерме чуста хурса лартатăп.

Текста малалла вулăр...

Ватта хĕрхенни, пулăшни кирлĕ

Аслă Нагаткинри «Исток» социаллă учрежденире ватăсен нушисене чĕрепе туякан çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен хушшинче – Людмила Гусарова.
 
Пирĕн тăрăха вăл Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Хĕрлĕ Пылчăк ялĕнчен килсе тĕпленнĕ. Сакăр класс пĕтерсен штукатур-маляр профессине алла илнĕ. Икĕ çул çурт-йĕр тунă çĕрте ĕçлесе професси шайне туптанă.
«Çак ĕçе пĕлни мана пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулчĕ. Харпăр çуртра куллен юсамалли тупăнса тăрать,- тет Людмила Анатольевна йăл кулса.-Кайран специальноçа улăштарма тиврĕ. Шăмăршăра сутуçа вĕренсе тухрăм, универмагра ĕçлерĕм. Çемье чăмăртасан ывăлпа хĕр çуралчĕç. Анчах мăшăр пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Пит йывăр пулчĕ çак хуйха чăтса ирттерме. Вăхăт йăлтах сиплет. Пирĕн универмага Чăнлă районĕнчи Ивашевка ялĕнчен (халĕ вăл ял çук) Гена ятлă çамрăк çын колхоз ĕçĕпе час-часах кĕрсе тухатчĕ.

Текста малалла вулăр...

ЫРĂ ĔÇ ИКĔ ĔМĔРЕ ЮЛАТЬ

Кунтикаври ял администрацине кĕрсен унăн ĕçченĕсем шăпах «Канаш» хаçатăмăрăн çĕнĕ номерне сӳтсе яватчĕç.
-Эпир чи малтан хаçат страницисенче ентешĕмĕрсен сăнĕсем пурри-çуккипе кăсăкланатпăр,- терĕç кăмăллăн кулса. – Пирĕн çапларах сĕнӳ пур: ялти пĕр тăрăшуллă çын çинчен çыраймăр-ши? Ăна Леонид Сидоров тесе чĕнеççĕ. Вăл ял валли кӳлĕ тытрĕ, кирек мĕнле ĕçре те ял çыннисене пулăшу пама хатĕр.
Утмăлтан иртнĕ арçын çăмăл машинипе часах килсе çитрĕ.
-Вăтам пĕлӳ илсен тантăшсемпе салтака кайрăм. Таврăнсан ялти хӳхĕм хĕрпе Лидăпа çемье чăмăртарăм. Куçăмсăр майпа Пăвари ял хуçалăх техникумĕнче зоотехника вĕрентĕм. Унччен «Слава» колхозра тырă склачĕн заведующийĕ, кайран заправщик ĕçне шанса пачĕç. Вăл вăхăтра председательте Е.И. Галкинччĕ,- аса илет Леонид Кириллович.

Текста малалла вулăр...

Техникăна юратать

Павловка посёлокĕнче пурăнакан Николай Петрович Шипков мĕн ачаранпах техникăпа туслă. Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра çуралса ӳснĕ вăл. Сакăр класс хыççăн Ульяновскри 5-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен трампаркра вăй хунă.
Салтака кайса килнĕ хыççăн 1978 çулта шăпа ăна Павловкăна илсе çитернĕ. Унтанпа вăл çакăнта тĕпленсе пурăнать. Малтанхи çулсенче «Сельхозхимире» тракторпа ĕçлет. Хастар ĕçĕшĕн пултаруллă ара предприяти пуçлăхĕсем нумай хутчен Грамотăсемпе, Тав хучĕсемпе наградăлаççĕ.
Самана улшăнсан предприяти саланать, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивет. Анчах та чăваш арĕ çухалса каймасть. Çемьене тăрантармалла. Икĕ ывăлĕшĕн пурнăçра ырă тĕслĕх те пулмалла. Мускава кайса ĕçлеме тивет.
Халĕ ывăлĕсем ӳснĕ, ури çинче çирĕп тăраççĕ.
Николай Петровичăн пĕчĕк кирпĕч цехĕ пур Павловкăра.

Текста малалла вулăр...

Хаçат çырăнтарма йывăр

«Раççей почти» Ульяновск облаçĕнче оптимизаци мелĕпе ялсенчи 47 почта уйрăмне хупма палăртнă. Оптимизацие 300 çынран сахалтарах пурăнакан ялсем кĕреççĕ.
Чăнлă районĕнче Кунтикав ялĕнче 500 ытла çын пурăнать. Çĕнĕлĕх вĕсене пырса тивменни почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче çулталăка яхăн ĕçлекен Марина Анатольевна Рывчинана (хĕр хушамачĕ Тушкина) çав тери савăнтарать.
-Почта халь халăхăн мĕнпур ыйтăвне тивĕçтерет. Çурт-йĕршĕн, çутăшăн, газшăн, телефоншăн тӳленисĕр пуçне ял халăхĕ пирĕн патра апат-çимĕç, тĕрлĕ хаçат-журнал, кил хуçалăхĕнче кирлĕ ăпăр-тапăр туянма пултарать. Пире план параççĕ. Кăçалхи план – 35 пин тенкĕ. Ăна 100 проценчĕпех тултараймастпăр паллах, 90 процент пуласса шанатăп. Хаçат-журнал çырăнтарассипе 18 пин тенкĕ план пирĕн, 85 процент тултаратпăр. Халăха хаçат-журнал çырăнтарма çулсерен йывăрланса пырать.

Текста малалла вулăр...

Ӳркенмесен ялта та ĕç тупма пулать

Кашари пĕр килте илемлĕ гарнитур курсан ăçта туяннипе кăсăклантăм. Кунтикаври пĕр усламçăран тесен тĕлĕнтĕм. Ӳркенмесен ялта та ĕç тупма пулать иккен.
 
Кунтикавра пурăнакан Анатолий Каргов 2005 çулта тахçан ферма пулнă çурта туянса сĕтел-пукан цехĕ уçать. Ялти çынсенчен ĕç ушкăнĕ чăмăртать. Ентешĕсене ĕçпе тивĕçтерет. Акă мĕнлерех аса илет вăл пирвайхи çăмăл мар çулсене:
-Шкулта вĕреннĕ чух эпĕ учитель пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Шăпам урăхларах килсе тухрĕ. 2001 çулта пĕр хуçа патĕнче сĕтел-пуканпа суту-илӳ тăвас ĕçре сутуçă-водительте ĕçлерĕм. Ют хуласене сутма çӳрерĕм. Кайран услам ĕçне хам пуçарса ярас терĕм. Ман шухăша аттепе анне малтанах ырламарĕç. Яваплăхĕ пысăк пулнине хам та лайăх чухланă-ха ун чух. Çак кивĕ çуртра ĕçе пикентĕм. Пуçлама çăмăл пулмарĕ. Хăш-пĕр чух ирхи пиллĕкченех аппаланаттăмăр.

Текста малалла вулăр...

Алă ăсти

Вăл комсомол янипе Пушкăрт Республикинчи Стерлитамак хулипе Ăремпур облаçĕнчи Абдулино хушшинчи чукун çула тунă. Северодвинскри Çурçĕр флотăн вĕрентӳ отрядĕнче инструктор должноçĕнче хĕсметре пулнă. Чернобыльти атомлă электростанцире синкер пулнă хыççăн çĕршыв йыхравĕпе унта тухса кайнă. Паян Анатолий Александрович Разинов чун туртăмĕпе ялти ашшĕ-амăшĕн тĕп килĕнче халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен вырăн йĕркеленĕ. «Ылтăн алăллă маçтăр», - теççĕ ун пирки Тимĕрçен тăрăхĕнчи ял çыннисем.
А.А.Разинов 1938 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралса ӳснĕ. Ашшĕ-амăшĕ, пуçламăш классенче çеç пĕлӳ илнĕскерсем, ял хушшинче вĕреннĕ те сумлă çынсен хушшинче пулнă. Александр Егорович ял Советĕнче секретарь, «Тимерсянский» машинапа трактор станцийĕнче (МТС) тĕп бухгалтер ĕçĕсене илсе пынă.

Текста малалла вулăр...

Ĕмĕр нуша курсах иртрĕ

Ульяновск облаçĕпе пĕр çулта темелле Майна районĕнчи Чӳрекелĕнче пурăнакан Красновсене. Пётр Никитович иртнĕ çул вĕçĕнче 70 тултарнă, мăшăрĕ Александра Леонтьевна кăçал юбилей паллă тума хатĕрленет.
Çĕршывшăн пит йывăр тапхăрта иртнĕ вĕсен ачалăхĕпе çамрăклăхĕ. Пулас мăшăр пĕр урамрах, çичĕ килĕ урлă ӳснĕ. Пĕрле вылянă, пĕрле вăййа тухнă.
«Аттепе аннен эпир виççĕнччĕ, эпĕ – юман савăл – кĕçĕнни эппин,-пуçларĕ калаçăва çемье пуçĕ.- Атте вăрçа тухса кайнă чух эпĕ виçĕ кунта çеç пулнă. Шел, вăл каялла таврăнаймарĕ. Çавăнпа та ăна сăн ӳкерчĕксем тăрăх çеç пĕлетĕп. Пирĕн ялтан 200 çынна яхăн вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă.
Манăн ачалăх пулман тесен те юрать. Пĕчĕклех плугарьте çӳрерĕм, тĕрлĕ ĕçсенче пилĕке авма тиврĕ. Ирех тăрса лаша кӳлнĕ, хĕвел ансан тин киле ывăнса таврăннă.

Текста малалла вулăр...

Чăваш хастарĕ

Çĕнĕ Ульяновскри чăваш хастарĕсем паян пур уявсене те хулари пĕртен-пĕр Культура керменне пухăнаççĕ. Çапла майпа кунта чăвашсем пурăннине мантарма памаççĕ, систерсех тăраççĕ пултаруллăскерсем. Чăвашсемпе ĕçлекенĕ – ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер.
Зинаида Токмакова тăван хулинче чăваш культури аталанма пуçланасса тахçанах кĕтме пуçланă темелле. Зоя Михайловна килсе çак шанăçа тӳрре кăларма тытăнсан савăнăçне ниçта хурайман. Май килнĕ таран уявсене хатĕрлесе ирттернĕ çĕрте пулăшать вăл.
– Çĕнĕ Ульяновскра пулнă пĕрремĕш Кĕр сăрине паянхи пек астăватăп. Унтанпа 10 çул ытла шавласа иртсе кайрĕ пуль. Мана кукăль-пӳремеч пĕçерме хушнăччĕ. Тĕрĕсрех хам çак тивĕçе тума пултарассине пĕлтертĕм. Вара юрĕ, сана шанатпăр терĕç. Эх, ытарайми чăваш сăвви-такмакĕ, йăли-йĕрки!

Текста малалла вулăр...

Пурăннинчен хакли нимĕн те çук

«Пурнăç тĕллевне хамăрах палăртатпăр. Ун патнелле çывхармалли çулсене те вăй хурса шыратпăр. Тĕллевĕсем, паллах, нумай. Чи пысăк тĕллев пĕрре: чăн-чăн çын пуласси, çемьеллĕ, йĕркеллĕ, çăкăр-тăварлă пурăнасси. Апла пулсан пурнăç тĕллевĕ пурнăçра хăйĕнчех. Пурăннинчен хакли нимĕн те çук», - тет Людмила Владимировна Митрофанова, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ял администрацин тĕп бухгалтерĕ.
 
Л.В.Митрофанован ашшĕ-амăшĕ ялти ытти çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман: Владимир Макарович (ун пеккисене ылтăн алăллă теççĕ) сварщикра ĕçлесех тивĕçлĕ канăва кайнă. Аллинчи хут купăсĕнчен вара уйрăлман, ăна хăй çумнех хурса çывăрнă темелле; Любовь Васильевна колхозри ĕçсенчен те юлман, пилĕк ачине те тивĕçлĕн пăхса ӳстернĕ. Вăл паян кĕçĕн ачипе тата унăн çемйипе ĕмĕрне ирттерет. Людмилăн, çемьере асли пулнăран (1961 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ), икĕ йăмăкĕпе (Татьяна, Раиса) икĕ шăллĕшĕн (Николай, Алексей) пур енчен те тĕслĕх пулмалла пулнă.

Текста малалла вулăр...

ТЕХНИКĂНА АЛЛА ИЛНĔ ХУТ КУПĂСÇĂ

УНШĂН МОТОР ШАВĔ ТЕ ЮРĂ-КĔВĔ
 
Пурнăç тĕллевне вăл хăех палăртнă. Ун патне çывхармалли çул-йĕре те хăех шыранă. Тупнă. Чи пысăк тĕллевĕ унăн – чăн-чăн ÇЫН пуласси, çемьеллĕ, йĕркеллĕ, çăкăр-тăварлă пурăнасси пулнă. «Пурăннинчен хакли нимĕн те çук», – тесе çирĕплетет Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра телейне тупнă Николай Владимирович Беляков.
 
Вăл 1946 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче çемьери тăватă ачаран пĕрремĕш тĕпренчĕк пулса çут тĕнчене килнĕ.
Ашшĕ – Владимир Фомич – 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче çĕршыва хӳтĕленĕскер, Çĕнтерӳпе нумай-нумай орденсемпе, медальсемпе таврăннăскер, колхозра бригадирта, заправщикра, счетоводра вăй хурса чапа тухнăскер пулнă. Амăшĕ – Анна Ильинична – ял хуçалăхĕнче трактористкăра вăй хурса сумлă ят çĕнсе илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Нефть пăрăхне тĕрĕслесе тăрать

Николай Някин профессийĕ пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулать, вăл лини обходчикĕ. Чăнлă районĕнче ун пек çынсем пурĕ те виççĕн кăна.
Район çĕрĕ урлă «Холмогоры – Клин» пысăк пусăмлă нефтепровод иртет, пăрăх (труба) диаметрĕ — 122 сантиметр. Вĕсене пăхса тăракансенчен пĕри – Николай Някин. Ун участокĕ Типĕ Пăкăрлăран пуçланать те Солнце посёлокне çитет, пурĕ 18 çухрăм.
- Эрнене ултă хут хам участок тăрăх тухатăп, - тет Николай Анатольевич. – Оборудование тĕрĕслесе ун çинчи пломбăсене кашни пăхмассерен улăштармалла. Çулла шăтса тухакан тĕмсене, ашкăрса каякан мăяна е ытти çумкурăка çулмалла, хĕлле юр тасатмалла. Электролини ĕçленине тĕрĕслемелле. Алăран раци каймасть, ăна каçпа та сӳнтерме юрамасть. Ху мĕн ĕçленине, тĕрĕсленине веçех Пăва районĕнчи Кивĕ Студенец ялĕнче вырнаçнă управление çийĕнчех пĕлтерсе тăмалла, - тет Николай Анатольевич.

Текста малалла вулăр...

Кĕмĕл туя – ылтăн арăмпа

Юдинсем пĕрле пурăнма тытăннăрапа пĕлтĕр 30 çул çитнĕ. Антонина Ивановна тата Евгений Григорьевич Чăваш Сайманра пурăнаççĕ.
Вĕсем каланă тăрăх, пурнăçĕ пĕр самант пек вĕçсе иртнĕ, анчах ырă вăхăчĕсем асран тухмаççĕ.
Евгений 1976 çулта яла таврăннă. Йывăр ĕç кунĕ хыççăн вулама та вăхăт тупнă вăл. Кăмăлне кайнă сăмах çавăрăнăшĕсене блокнота çырса пынă. Каçсерен ялти Культура çуртне васканă. Çакăнта тупнă та вăл пулас мăшăрне. Антонина, Ульяновскри культпросветучилищĕ ре вĕренекенскер, Чăваш Сайманри Культура çуртĕнче практикăра пулнă. Хăюллă хĕр хăйĕн асăрхаттарăвĕсемпе малтанласа качча вĕчĕрхентернĕ. Вăл хăйне чаплă юрăç тесе шутланă-çке-ха… Хирĕçӳпе юрату хушшинче пĕр утăм çеç иккен. Вăл хăй сисмесĕрех репетици вăхăчĕ çитессе чăтăмсăр кĕтме тытăннă.
1981 çулта Юдинсем пĕрлешеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Юратнă ĕçĕ – чечек ӳстересси

Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралса ӳснĕ Елена Николаевна Оброкова 23 çул Тереньга районĕнчи Скугареевка ялĕнче пурăнать. Вĕсен кил-çуртне кĕрсен чаплă оранжерейăна лекнĕн туйăнать. Вăтăр ытла тĕслĕ чечек çитĕнтерет вăл. Килĕнче пур çĕрте те чечексем. Мăшăрĕ ятарлă çӳлĕксем туса панă. Пахчинче ешерекен тĕрлĕ тĕслĕ чечек кĕрхи ăмăр çанталăкра та кăмăла çĕклет.
-Чечексене ачаран юрататăп. Мĕн хама астунăранпах пирĕн килти чӳрече янаххи çинче чечексем ӳсетчĕç. Çулла пахчара тĕрлĕ çеçкесем чуна тыткăнлатчĕç. Тен, çавăнпах хамăр çуртлă пулсан чи малтан чечек ĕрчетме тытăнтăм, - каласа парать вăл.
Анат Тимĕрçенти вăтам шкулта 8 класс пĕтерсен Елена Аслă Нагаткинти училищĕре повара вĕренет те тăван шкулах ĕçлеме таврăнать. 1989 çулта кӳршĕ ял каччипе Николайпа çемье çавăрсан вĕсем Скугареевкăна пурăнма куçаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Механик ĕçнех таврăннă

Липки ялĕнчи «Симбирский сад» хуçалăхра Пётр Ильич Портнов тĕп механик та, тракторист та хăех. Нумаях пулмасть туяннă Германи тракторне никама та шанса памасть вăл. Тĕрĕссипе, ĕçлекенсем çителĕксĕр. Калăпăшĕпе пĕчĕк универ-
сал-тракторпа садра çĕре кăпкалатать, йывăçсене им-çам сапать. Утă вăхăтĕнче – утă çулса тюк тăвать.
Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ӳснĕ Пётр Портнов. Аттестат илсен Ульяновскри ял хуçалăх академине вĕренме кĕрет. Студент вăхăтĕнче Учхозра комбайнпа тырă вырать, юсав ĕçне те хăйсемех пурнăçлаççĕ вĕренекенсем. Вăл вăхăтри çĕнĕ ДОН-1500 комбайнпа ĕçлеме хăнăхать. Çак практика ăна 1992 çулта инженер-механик
дипломне илсен Ульяновск районĕнчи «Приволжский» совхозра ĕçлеме тытăнсан питĕ кирлĕ пулать. Çамрăк специалиста тӳрех трактор паркĕн заведующине лартаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Типĕ çанталăка пула çухату тӳсрĕмĕр

Облаçри хуçалăхсенче хĕрсех ĕççи пырать. Чăнлă районĕнчи «Волга» ял хуçалăх производство кооперативĕ тĕш-тырă-сене пуçтарса тирпейленĕ, халĕ – сенажра.
 
Хуçалăхри ĕç-хĕлпе тĕп агроном Алмаз Сайфутдинов паллаштарчĕ.
-Кăçалхи типĕ çанталăка пула эпир те сахал мар çухату тӳсрĕмĕр. 220 гектар çурхи тулă, 260 гектар кĕрхи тулă, 83 гектар сĕлĕ типсе хăрчĕ. Ӳсейнĕ лаптăксенчен гектартан вăтамран 18 центнер вырса илтĕмĕр. Кĕрхи тулă 14 центнер, çурхи 18, пăрçа 19,3, урпа 18,5 центнер тухăç пачĕ. 240 гектар урпаран çурри кăна вырма юрăхлă пулчĕ. Тухăçĕ начар – гектартан 6-7 центнер çеç. Патшалăх комиссийĕ эпĕ асăннă культурăсене вырма юрăхсăр тесе йышăнчĕ. Тăкак-сене саплаштарма шантараççĕ», – терĕ агроном пăшăрханарах.
Халĕ мĕнпур техника куккурус çинче – силос хатĕрленĕ çĕрте тăрăшать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.