Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ăшă кулăпа кĕтсе илет

Т.Н.Караченцева Чăваш Кăлаткă ялĕнчи çыхăну уйрăмĕнче (пуçлăхĕ Л.Зайникова) виçĕ çул операторта вăй хурать. Ун тивĕçĕсене халăхран çырусем, посылкăсем йышăнасси, çутăшăн укçа илесси тата ыттисем кĕреççĕ. Пуçлăхсем хушнипе вак-тĕвек тавар сутма та тӳрĕ килет. Урăхла каласан çынсене ăшă кулăпа, ырă сăмахпа кĕтсе илекенĕ, вĕсен кашни ыйтăвне итлекенĕ, пурнăçлаканĕ вăл.
- Ĕç тупасси питĕ йывăр кунта пирĕн. Малтан эп ял Советĕнче ĕçлеттĕм. Штата чакарсан ĕçсĕр тăрса юлнăччĕ. Пĕр вăхăт биржăра та тăма тӳрĕ килчĕ. 2009 çулта почтăна вырнаçрăм. Мăшăрăм Пётр вăрман хуçалăхĕнче ĕçлет. Икĕ ывăл çитĕнтеретпĕр: пĕри салтакран килчĕ ĕнтĕ,- паллаштарать хăйпе Татьяна Николаевна.
 
 
Кивĕ Кăлаткă районĕ.

Ĕçленисĕр пуçне нимĕн те туман эпĕ

Эпир хăш-пĕр чухне пурнăçа тĕппипе улăштарса яракан пулăмсем умĕнче тăратпăр. Çакăнпа усă кураятпăр-и, кураймастпăр-и – хамăртан килет. Л.А.Ледюковăн та пулнă ун пек самантсем. Пĕринпе вăл — усă курнă.
 
Вунă класс пĕтернĕ хыççăн Кивĕ Улхаш каччи кĕсйине 15 тенкĕ чиксе, чăматан йăтса Ульяновска ял хуçалăх институтне вĕренме кĕме тухса каять. Пĕр экзаменра вăл панă ыйтусене веçех хуравлать. «Аван, «4» лартатпăр»-, тет комисси председателĕ. Леонид аудиторирен тухса кайма тытăнать. Унччен те пулмасть – председатель чăваш каччине каялла чĕнсе илет: «Сана мĕншĕн «4» лартрăмăр-ха? Эс лайăх хуравларăн-çке… Атя сана тата виçĕ ыйту паратпăр – йăлтах хуравласан «5» лартатпăр. Килĕшетĕн-и?».
Леонид килĕшет, веçех хуравлать. Ним тума та çук – комисси членĕсем малтанхи палла туртса хураççĕ те ун тăррине «5» лартаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Телей кĕтесĕ

Раççейре те пур юмахри пек илемлĕ телей кĕтесĕсем. Унта кашни ача, кашни аслă çын хăйне савăнăçлă, асам тĕнчине лекнĕ пек туять. Çавăн пек телей кĕтесĕсенчен пĕри – Чăнлă посёлокĕнчи «Зёрнышко» ача сачĕ. Икĕ ушкăна пайланнă 48 ача куллен çӳрет кунта. Ача садне вунă çул ытла пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ Ирина Ивановна Косолапова ертсе пырать.
-Садика çулталăк çурăран тытăнса çиччĕри ачасем çӳреççĕ. Тĕрлĕ халăх ачисем пур – чăвашсем, вырăссем, тутарсем. Воспитательсем те çавăн пекех. Эпир кашни халăх культурине юратма, хисеплеме хăнăхтарса ӳстеретпĕр ачасене. 2010 çулта «Самый лучший участок детского садика» Атăлçи федераллă округри конкурсра 3-вырăн йышăнтăмăр, пĕлтĕр районти чи лайăх ача сачĕ пулса тăтăмăр. Коллективра 15 çын ĕçлет, вĕсенчен пĕри арçын. Н.И. Подваров – ылтăн алăллă çын. Садик ун çинче тытăнса тăрать теме те пулать.

Текста малалла вулăр...

Ăраскалне ялпа çыхăнтарнă

Кашара çуралнă, 8 класс пĕтерсенех ĕçе кӳлĕннĕ, 43 çул «Волга» ял хуçалăхĕнче вăй хурать. Çапларах Николай Фоминăн кĕске биографийĕ.
Вăл кĕçех 60 çул тултарать.
 
Николай Борисович хăй пурнăçне яланлăхах тăван ялĕпе çыхăнтарнă. Ăраскалне урăх çулпа ярас шухăш пуçĕнче çуралса та ĕлкĕрмен. Ма тесен ялти чи хӳхĕм, çулпа самаях çамрăк хĕре вилесле юратса пăрахнă. Иккĕшĕ те шкулта вĕреннĕ-ха вăл вăхăтра.
Сакăр класс пĕтерсенех Николай колхоз пăрăвĕсене пăхакана вырнаçнă. Вăл вăхăтра ялти чи хисеплĕ профессирен пĕри – тракторист пулнă. «Мĕн-ма манăн та хурçă ута алла илес мар?» - шутланă та Николай докуменчĕсене пуçтарса Скугареевкăри профтехучилищĕне çул тытнă. Çулталăкран çамрăк механизатор хуçалăха таврăнса трактор çине ларнă. Юратнă хĕрĕ шкул пĕтерессе аран-аран кĕтсе илнĕ вăл.

Текста малалла вулăр...

Газ хуçалăхĔН маçтăрĔ

Аслă Нагаткинта 1994 çулта газ участокĕ уçăлать. Юрий Ермохин кунта 1995 çулхи январь уйăхенче ĕçе кĕрет те паян кунчченех маçтăрта тăрăшать. Халĕ организаци ячĕ – «Газпром газораспределение Ульяновск» уçă обществăн Аслă Нагаткинти филиалĕ. Юрий Александрович шкул хыççăн Рязановăри совхоз-техникумран механика вĕренсе тухать.
Кунта киличчен районти пĕр хуçалăхра инженерта, Баратаевкăри ПМКра вăй хурать. Кайран район центрĕнчи техника училищинче (СПТУ) маçтăрта 10 çул ĕçлет.
-Пирĕн тĕп тивĕç – çĕр çинчи тата айĕнчи газ пăрăхĕсене, кил-çуртри газ оборудованине график тăрăх виçĕ çулта пĕрре тĕрĕслесе тăрасси. Ялсенче газ янă вăхăтра пирĕн унта пулмалла, пĕтĕм тытăма тишкерсе тухмалла. Хутмалли тапхăр пуçлансан организацисенчи котельнăйсене те уйăхра пĕрре эпирех тĕрĕслесе тăратпăр, - каласа парать Юрий Александрович.

Текста малалла вулăр...

Асанне кукăлĕ, асатте икерчи – чи тутли

Ульяновск районĕнчи Липкине кайсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм: кирек кам патне кĕретĕн – алăкĕсем яри уçă. Крайновсем патне шаккасан мана хирĕç икĕ пĕчĕк хĕр тухса тăчĕ. Вĕсем те алăкне питĕрмен. Аслисем килте çукчĕ. Ульяновскран Липки ялне асламăшĕпе аслашшĕ патне канма килнĕ. Аслăраххи часах аслашшĕне чĕнме лĕпĕш пек тухса вĕçрĕ.
 
Зоя Васильевна Чăнлă районĕнчи Каша çынни иккен. Качча кайиччен Калинина хушаматпа çӳренĕ.
-Ялтан эпĕ 15-16 çултах тухса кайнă. Эпир тăваттăн ӳсрĕмĕр. Эпĕ – асли. Ульяновскра 2-мĕш номерлĕ строительсен училищинче специальность илсен мана 3-мĕш треста ĕçлеме ячĕç. Унта Ульяновск районĕнчи Кремёнки ял ачипе паллашрăмăр. Юратсах пĕрлешнĕччĕ. Пĕрле пурăнса савăнасси пулмарĕ. Тăхăр çул нушалансан уйрăлтăмăр. Пĕрре такăнсан пĕрех май такăнан тенипе эпĕ килĕшесшĕн мар.

Текста малалла вулăр...

Утарçă, купăсçă тата выльăх пăхакан

1981 çулта хăпартнă мансардăллă çурт чӳречинчен вĕллесем курăнаççĕ. Ĕç хурчĕн канăçсăр вĕçевĕ çине пăхса тăнă май пуçăма Федор Павловăн «Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт»,- чăваш юрри аса килчĕ. Мĕнлерех ĕçчен вăл чечек çийĕн пылак сĕткен пухакан пыл хурчĕ, еплерех пултаруллă. Нумайранпа хурт-хăмăр тытатăр-и тесе ыйтсан хуçи, Валерий Николаевич Сайгушев: «Пайтахранпа ĕнтĕ, вăтăр çул ытла,-терĕ. - Кил çумĕнчи пахчара – 22 вĕлле, хирте – 40».
Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнчи пултаруллă ĕçчене, Раççейĕн тава тивĕçлĕ зоотехникне Валерий Сайгушева шăп пыл хурчĕпе танлаштарас килет. Мелекесри ял хуçалăх техникумĕнче бухгалтера вĕреннĕ çамрăк иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тăван хуçалăхра зоотехникра вăй хума пуçлать. «Пĕррехинче мана правление ял Канашĕн председателĕн – Николай Павлович Сайгушевăн — пӳлĕмне чĕнчĕç, унта хуçалăх председателĕ Петр Васильевич Албутов та пурччĕ,-аса илет Валерий Николаевич.

Текста малалла вулăр...

Лашапа ялсем тăрăх эрни-эрнипе çӳреттĕм

Милицире ĕçлес шухăш Н.Мигулкин пуçне салтакра чухне пырса кĕрет. Вăл часть командирне милици шкулне вĕренме каяс кăмăлĕ пуррине пĕлтерет, унтан Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен управленине çыру ярать. Служба хыççăнах вĕренме каять. Алапукари милици шкулне пĕтерсен ăна 1967 çулта Чăнлă районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмне БХСС аслă оперуполномоченнăй должноçне илеççĕ.
-Интереслĕ вăхăтчĕ ун чухне. Çынсем хальхи пекех усалланманччĕ. Чăнах та, малтанхи икĕ-виçĕ çулта йывăртарах пулчĕ. Çынсемпе ĕçлемелле, кашнин хăйĕн кăмăл-туйăмĕ, хăйнеевĕрлĕхĕ… Милици уйрăмĕнче икĕ машина кăначчĕ: ГАЗ-69 тата ГАЗ-52 автозак. Асфальт ниçта та çукчĕ. Эпĕ район тăрăх çулла та, хĕлле те лашапа çӳреттĕм: пĕр тухса кайсан эрнерен тин таврăнаттăм, темиçе ялта пулаттăм. Пурĕ пирĕн виçĕ лашаччĕ, вĕсене конюх пăхатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Лашапа ялсем тăрăх эрни-эрнипе çӳреттĕм

Милицире ĕçлес шухăш Н.Мигулкин пуçне салтакра чухне пырса кĕрет. Вăл часть командирне милици шкулне вĕренме каяс кăмăлĕ пуррине пĕлтерет, унтан Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен управленине çыру ярать. Служба хыççăнах вĕренме каять. Алапукари милици шкулне пĕтерсен ăна 1967 çулта Чăнлă районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмне БХСС аслă оперуполномоченнăй должноçне илеççĕ.
-Интереслĕ вăхăтчĕ ун чухне. Çынсем хальхи пекех усалланманччĕ. Чăнах та, малтанхи икĕ-виçĕ çулта йывăртарах пулчĕ. Çынсемпе ĕçлемелле, кашнин хăйĕн кăмăл-туйăмĕ, хăйнеевĕрлĕхĕ… Милици уйрăмĕнче икĕ машина кăначчĕ: ГАЗ-69 тата ГАЗ-52 автозак. Асфальт ниçта та çукчĕ. Эпĕ район тăрăх çулла та, хĕлле те лашапа çӳреттĕм: пĕр тухса кайсан эрнерен тин таврăнаттăм, темиçе ялта пулаттăм. Пурĕ пирĕн виçĕ лашаччĕ, вĕсене конюх пăхатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Чи пысăк ăнăçăвăм – туслă çемье

Людмила Солодовникован сăн ӳкерчĕкĕ Чăнлă районĕн Хисеп хăми çинче çакăнса тăрать. Пĕлтĕр Людмила Владимировна машинăпа ĕне сăвакан операторсен кунĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр аллинчен Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулнă.
Тăрăшса ĕçленĕшĕн ырă сăмахсем пĕр хутчен çеç каламан яштака хĕрарăм ячĕпе. Тав çырăвĕсемпе Мухтав хучĕсем нумай Людмила Владимировнан. Хăй вара пурнăçĕнчи чи пысăк ăнăçăвне çемйи тесе шутлать: упăшки Петр Николаевич тата виçĕ ачи. Хальхинче те амăшĕпе хĕрĕ тата икĕ ывăлĕ кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче уççăн калаçса ларатчĕç. Ашшĕ тракторĕпе хиртеччĕ. Вăхăчĕ çаплалла. Шăпăрланĕсем шкула еплерех паллăсемпе вĕçленине ăмăртмалла каласа паратчĕç. Амăшĕ, ирхи сăвăмран килсе кил хушшинчи ĕçсене вăр-вар тăваканскер, пурне те ырласа йышăнать, ачисем çине ытараймасăр пăхать.

Текста малалла вулăр...

Çамрăксем ялтан тармаççĕ

Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕ пысăках мар, 38 кил-çуртра 117 çын пурăнать. Анчах ял ватăлса пĕтсе ларас хăрушлăх çук. Илемлĕ те лăпкăлăхĕпе илĕртекен ялта çамрăксем хаваспах тĕпленеççĕ. Ултă çамрăк çемье ялта (хуларан куçса килнисем те пур), вĕсенчен пĕри – Дианăпа Георгий Митинсем. Икĕ ывăл – Владиславпа Станислав - çитĕнтереççĕ вĕсем.
 
Аслă Нагаткин ял тăрăхĕнче Георгий Васильевич Çĕнĕ Воля ялне хăтлăх кĕртессипе ĕçлет. Ялта почтальон çуккипе çынсем çырăнса илекен хаçат-журнала та ял-йыша вăлах çитерет.
Диана Борисовна Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнче бухгалтер-экономист дипломне алла илсенех Н.В.Салюкин фермер хуçалăхĕнче бухгалтерта ĕçлеме тытăннă, халь иккĕмĕш ачипе декретра ларать. Хуçалăх ертӳçи часрах ĕçе тухма чĕнет ĕнтĕ çамрăк специалиста.

Текста малалла вулăр...

УН ĔМĔЧĔН ХУНАВĔ ХĂРМАН

ВУНСАККĂРТА ЧУХ ТУС ТУРĂМ…
 
Пуринчен пахи – çын илемĕ. Хитререн те чи хитри – хĕрарăм илемĕ. Ăна курсан тем пек ывăнса çитнĕ арçын чĕри те хыттăнрах тапма пуçлать. Ĕçлес килет. Пурăнас килет. Вилессе те пĕр-пĕрин ытамĕнчех вилес килет.
Çапла пуçланнă та ĕнтĕ вунсаккăрти Пелагея Порфирьевапа вунтăххăрти Иван Илюхинăн пĕрлехи пурнăç тĕвви.
 
Александра Васильевнапа Ксенофонт Сафронович Порфирьевсем Тутар АССРĕнчи Çĕпрел районне кĕрекен Алёшкин Саплăкран 1952 çулта вербовкăпа Сталинград облаçĕн Кругляков районĕнчи Шутово ялне икĕ ачапа стройкăра ĕçлеме тухса каяççĕ. 1953 çулта – И.Сталин вилнĕ çул – вĕсен виççĕмĕш ачи Пелагея çут тĕнчене килет.
Порфирьевсем Шутовăна куçса кайни «атпăрие супăньпе» улăштарниех пулса тухать – кунти пурнăç та «пыл та çу» мар иккен.

Текста малалла вулăр...

ĂСЛĂ ПУЛМА ЧĂТĂМЛĂХ КИРЛĔ

ЧĔЛХЕРИ СĂМАХ – ПУРНĂÇ ЙЫВĂÇĔН ТУРАЧĔ
 
«Тагай ял тăрăхĕ» муниципаллă йĕркеленӳри Тагай ялĕнче Хусан Турă амăшĕ турăш ячĕпе хисепленекен чиркӳ 2009 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче тĕпĕ-йĕрĕпе çунса каять. Çывăхри ялсенче пурăнакансен вăйĕпе ăна çĕнĕрен тума тытăнаççĕ. Кăшкарĕ хатĕр темелле. Чиркĕве пĕтĕмĕшле çĕклеме тата пĕр миллион тенке яхăн укçа кирлĕ. Вырăнти тĕн организацине тата чиркӳ прихутне хĕрĕхе те çитмен Иван Владимирович Шапиро – тĕн тĕнчинче Лаврентий иероманах – ертсе пырать. Ун çинчен: «Çилленсен те, хирĕçсен те каçарма пĕлет. Çынсене лайăх-начар çине уйăрмасть. Виçесĕр нумай чăтать, тăрăшать. Хăйĕн пурнăçне хĕрхенмест. Тухнă çулран пăрăнмасть. Аслă Турă умĕнче пирĕншĕн ырă сăмах калать. Ĕненӳпе юрату вутне сӳнтермесĕр çынсене тăрăшса ĕçлеме, килĕштерсе пурăнма вĕрентет», - теççĕ ялта тĕпленсе пурăнакан «Канаш» хаçатпа туслă чăвашсем.

Текста малалла вулăр...

Кил-çурчĕ – юмахри кермен

Ольга Николаевна Сидяйкинан (хĕр хушамачĕ Морозова) пӳрт ăш-чикки юмахри Хĕл Мучин шурă эрешлĕ çурчĕ евĕр. Ку илеме вара чăваш хĕрарăмĕ хăй аллипе тăвать. Унăн ĕç инстру-менчĕсем – çĕвĕ машини, хачă, йĕппе çип, пурă тата кашăк. Пусмана шăтăкласа илемлĕ эрешленĕ чӳрече каррисемпе сĕтел, вырăн, минтер çиттисем Сидяйкинсен çуртне кăна мар, ялти ытти çуртсене те капăрлатаççĕ.
Ку ĕçе ăна вĕрентекен ятарлă çын пулман. Кукамăшĕ те, тăван мар амăшĕ те шăтăкласа çĕлеме пĕлмен. Ольгăна ăнсăрт тĕлпулу пулăшнă.
Кăчкарлей ялĕнче ку тăрăхри паллă ăстаçă Фрося аппа пурăннă. Вăл шăтăкласа эрешсемпе çĕленĕ япаласене çынсем черет тăрса туяннă, кирлине укçалла çĕлеме ыйтнă. Фрося аппан çуртĕнче те музейри пек хитре пулнă, унта кĕрсен çынсем тĕлĕннĕ. Пĕррехинче Фрося аппа патне Ольга та пырса кĕрет, çĕвĕ машинин çăвне пырса парать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].