Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çынсем тав туни – чи хакли

Кивĕ Улхашри вăтам шкул спорт залĕнче пĕртăван Георгий тата Петр Майрабеевсен парнисене ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнсе илессишĕн 9-мĕш ăмăрту иртрĕ.
Ăмăртăва çамрăксем ултă регионтан килнĕ: Тутарстан, Мари Эл, Мордови тата Чăваш Республикисенчен, Самар тата Ульяновск облаçĕсенчен. Кавир çине 2003-2008 çулсенче çуралнă 198 спортсмен тухрĕ, вĕсенчен 56-шĕ – хĕрача.
Турнира хисеплĕ хăнасем те килсе çитрĕç: дзюдо кĕрешĕвĕн спорт маçтăрĕ, Йошкар-Ола Хула Пухăвĕн депутачĕ Дмитрий Егоров (Мари Эл)* спорт маçтăрĕ, Ульяновск облаçĕнчи спорт кĕрешĕвĕ федерацийĕн председателĕ Игорь Стеклов* Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, тĕнче шайĕнчи категориллĕ судья, олимп арбитрĕ, Ульяновскри Олимп резервĕн спорт кĕрешĕвĕ шкулĕн директорĕ Андрей Криков* УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев (вăл пĕртăвансене Хисеп хучĕ парса чыс турĕ)* Чăнлă районĕнчи «Новая жизнь» общество пуçлăхĕ Геннадий Мулянов* кире пукан йăтассипе спорт маçтăрĕ Анатолий Сайдяшев (укçа-тенкĕпе пулăшрĕ)* районти кĕрешӳçĕсен аслă тренерĕ Борис Чернов, Михаил Федоров усламçă (укçа-тенкĕпе пулăшрĕ).

Текста малалла вулăр...

Чăнлă команди ăнăçли пулчĕ

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче УлПТУ спорт комплексĕ-нче сĕтел çи теннисĕпе облаçри «Симбириада-2017» чемпионачĕн пĕрремĕш турĕ иртрĕ.
Унта 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Чемпионат пилĕк тапхăрпа иртрĕ, спортсменсем тăватă çул ӳсĕмĕн ушкăнне пайланса тупăшрĕç. Ăмăртăва Чăнлă районĕнчи Хирти Анникав, Тутар Каши, Карабаевка, Ирçел, Йĕпе Пăкăрлă, Вырăс Чăнли, Аслă Нагаткин шкулĕсенчи çамрăк теннисистсем хутшăнчĕç.
Тур 18 сĕтел çинче пĕр харăс пуçланчĕ. Пĕрремĕш тур Чăнлă район командишĕн питĕ ăнăçлă вĕçленчĕ, ăмăртăва хутшăннă 25 теннисистран 9-шĕ финала тухрĕ, 1-4-мĕш вырăнсем йышăнчĕ. Дарья Дьяконова (Ирçел) финала тухса Кăлаткăпуçĕнчи область чемпионĕ-пе тупăшрĕ. Иртнĕ çул Дарья 10-15-мĕш вырăнсем йышăннă пулсан кăçал çирĕппĕн 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ăна сĕтел çи теннис спорчĕн область командине илчĕç.

Текста малалла вулăр...

Инна Бразилирен Ирçелне таврăнчĕ

Шăматкун Ульяновскри «Восточный» аэропорта Мускавран пирĕн йăхташ, Рио-де-Жанейрăри Олимпиадăра 63 килограмран çăмăлрах хĕрарăмсен категорийĕнче кĕрешĕве тухса тăваттăмĕш вырăн йышăннă Инна Тражукова вĕçсе килчĕ.
Ăна кĕтсе илнĕ делегаци йышĕнче – спортсменкăн Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче пурăнакан амăшĕпе ашшĕ Светланăпа Вячеслав Тражуковсем, Аслă Нагаткинри ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн ертӳçи Евгений Краснов, Чăнлă районĕнчи ирĕклĕ кĕрешĕвĕн аслă тренерĕ Борис Чернов, Владимир Дедушкин таврапĕлӳçĕ тата фотохудожник, облаçри «Чемпион» хаçат корреспонденчĕ Михаил Россошанский тата ыттисем пулчĕç.
- Тăван яла килме вăхăт тупăннăшăн эпĕ питĕ савăнатăп, - терĕ Инна «Канаш» хаçата хăйĕн çитĕнĕвĕсем çинчен çырса тăнăшăн тав туса.
Журналистсенче полуфиналта пăхăр медаль илейменшĕн спортсменкăна Раççейри спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Михаил Мамиашвили питĕнчен икĕ хутчен çупса янă хыççăн халĕ те каçару ыйтманни кăмăлсăрлăх çуратрĕ.

Текста малалла вулăр...

Çуллахи Олимпиадăра

 
Августăн 5-мĕшĕнче Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче çуллахи 31-мĕш Олимпиада пуçланчĕ.
Унта Раççей спортсменĕсем тулли командăпа кайман, мĕншĕн тесен допинг хирĕçĕвне пула çăмăл атлетсене ăмăртăва тухма ирĕк паман. Çапах та пирĕннисем аптрамаççĕ, августăн 18-мĕш тĕлне вĕсем пурĕ 41 медаль çĕнсе илнĕ, вĕсенчен 12 ылтăн, 14 кĕмĕл, 15 бронза. Раççей команди хальлĕхе 4-мĕш вырăн йышăнать. Малтисем – АПШ, Великобритани, Китай.
Уйрăмах пирĕн ĕçсем фехтованире ăнăçлă пулса тухрĕç: пурĕ 7 медаль, вĕсенчен тăваттăшĕ – ылтăн. Дзюдоистсем тата грекпа рим кĕрешӳçисем те икшер хут çĕнтерме пултарчĕç. Роман Власов кĕрешӳçĕ иккĕмĕш хут Олимп чемпионĕ пулса тăни те пире савăнтарать, мĕншĕн тесен вăл чăваш.
Çаплах Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралса ӳснĕ Инна Тражуковаран та çитĕнӳсем кĕтетпĕр, вăл кавир çине пĕрремĕш хут ĕнер тухнă.

Текста малалла вулăр...

Майрабеевсем – çĕршыв мăнаçлăхне ӳстерекенсем

Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра ирĕклĕ кĕрешӳпе Георгийпе Петр Майрабеев пĕртăвансен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртрĕ. Кăçал регионсем хушшинчи шая çитнĕ спорт ăмăртăвĕ саккăрмĕш хут пулчĕ. Турнира Тутарстан, Мари Эл, Чăваш Республикисенчен, Ульяновск, Çĕнĕ Ульяновск хулисенчен, Ульяновск тата Чăнлă районĕсенчен пурĕ 180 спортсмен хутшăнчĕ.
Парад тытăнчĕ. Спортсменсем хăйсен вырăнне йышăннă хыççăн Кивĕ Улхаш шкулĕнче вĕренекенсем чуна чĕтретекен «Раççей ялавĕ» музыкăпа ташă композицине кăтартрĕç.
Кĕрешӳçĕсене сумлă хăнасем - Чăнлă район администрацийĕнчи социаллă ыйтусемпе ĕçлекен управленин пуçлăхĕ А.А.Узиков, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи В.И.Сваев, УОЧНКА председателĕ О.Н.Мустаев, Аслă Нагаткинти спорт шкулĕн аслă тренерĕ Б.А.Чернов, ЧР кĕрешӳ федерацийĕн президенчĕ В.

Текста малалла вулăр...

Десантниксен паттăрлăхĕ – çамрăксемшĕн тĕслĕх

Область центрĕнче таеквондо енĕпе регионсен хушшинчи турнир иртрĕ. Унта 2002-2004 çулта çуралнă ачасемпе хĕрсем хутшăнчĕç. Пурĕ спортсменсем Атăл тăрăхĕнчи çичĕ регионтан килнĕччĕ.
Турнира 2000 çулта Чечня вăрçинче паттăрлăх кăтартса пуçне хунă Псков десантникĕсен 6-мĕш ротине халалланă, вĕсен хушшинче Ульяновск каччи Дмитрий Кожемякин та пулнă, ăна Раççей Геройĕ ятне панă. Ку ротăра 90 çынна яхăн пулнă, вĕсем ункăран тухса тарма шутланă 2 пин ытла боевика пĕр талăк тытса тăнă, ирттерсе яман. Патронсем пĕтсен вара хăюллă çамрăксем сухаллă боевиксемпе алла -аллăн çапăçма тытăнаççĕ. Пурĕ те темиçе десантник кăна сывă юлать ку тытăçу хыççăн, ыттисем Тăван çĕршыв лăпкăлăхĕшĕн, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн хăйсен пурнăçне параççĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех 19-20 çулта пулнă...
Командăсем хушшинче Ульяновск спортсменĕсем арçын ачасем хушшинче те, хĕрачасем хушшинче те пĕрремĕш вырăн илчĕç.

Текста малалла вулăр...

Михаил – шахмат ăмăртăвĕн çĕнтерӳçи

авловкăри пултарулăх çуртĕнче шахмат турнирĕ иртрĕ.
Унта районти шкулсенче аслă классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç – 7-11-мĕш классем. Ăна хатĕрлекенĕ тата йĕркелекенĕ – шахмат секцийĕн тренерĕ Юрий Карев.
Турнира курма ачасен юлташĕсем, пĕрле вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, вĕрентӳçĕсем, журналистсем пынă.
Пĕрремĕш вырăншăн 8-класра вĕренекен Михаил Рахманов тата Алексей Вальков вылярĕç. Вĕсен вăййи вĕçленсен чăваш каччи – Михаил – ку турнирта чи мала тухни паллă пулчĕ. Часах çĕнтерӳçĕ Димитровградра иртекен облаçри ăмăртăва хутшăнĕ.
М.Рахманова шахматла выляма садика çӳренĕ чухнех Ульяновскра пурăнакан ашшĕ (вăл шахматла выляма питĕ маçтăр) вĕрентнĕ, ку вăйă пурнăçра та нумай усă кӳрет, малтанхи утăмсене шутласа хума пулăшать тесе ăнлантарнă.
Михаил шахматсăр пуçне ытти секцисене çӳрет: бокс, теннис, волейбол, баскетбол, йĕлтĕрпе чупасси.

Текста малалла вулăр...

Раççей хоккеисчĕсем – тĕнче чемпионĕсем!

Раççейĕн пĕрлештернĕ команди (тренерĕ – Сергей Мяус) Ульяновскра мечĕ-кпе хоккейла выляссипе иртнĕ 36-мĕш тĕнче чемпионатĕнче çĕнтерчĕ.
Раççейĕн пĕрлештернĕ йышĕн капитанĕ Сергей Ломанов финсен хапхине виçĕ гол кĕртнĕ.
Ульяновскри «Труд» стадионта иртнĕ финалта Раççей команди Финлянди хоккеисчĕсене 6:1 шутпа çĕнтернĕ. Чемпион кубокне тата ылтăн медальсене çĕнтерӳçĕсене Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко тата Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов панă.
Раççей спорт министрĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ команди лайăх вылянине палăртнă.
-Кăçал тĕнче чемпионачĕ Раççейри питĕ илемлĕ хулара, Ульяновскра, иртрĕ. Вăл малашне те пысăк ăмăртусене хăйĕн патĕнче йышăнма пултарасси пирки иккĕленместĕп. Регион вырăнта спорт аталантăр тесе нумай ырă ĕç тăвать.

Текста малалла вулăр...

Чемпионат уçăлнă

Ульяновск облаçĕ-нче январĕн 31-мĕшĕнче мечĕкпе хоккейла выляссипе XXXVI тĕнче чемпионачĕ пуçланнă.
 
Ăна уçассипе çыхăннă савăнăçлă самант Ульяновскри «Волга-Спорт-Арена» Пăр керменĕнче иртнĕ. Чемпионат хăнисене Раççей Президенчĕн пулăшаканĕ Игорь Левитин, регион пуçлăхĕ Сергей Морозов, Раççей спорт министрĕн çумĕ Юрий Нагорных тата пĕтĕм тĕнчери бенди федерацийĕн президенчĕ Борис Скрынник саламланă.
Игорь Левитин йĕркелӳ ĕçĕсен шайне пысăк хак панă.
- Паянхи мероприятие Сочире, Хусанта курнă чыславсемпе пĕр рете тăратма пулать. Паян çынсем Ульяновск облаçĕ питĕ пысăк шайлă спорт пулăмĕсене хăйсем патĕнче йышăнма хатĕррине тепĕр хут курса ĕненчĕç. Ку чемпионат пысăк спорт тапхăрне – Олимп вăййисен çулталăкне - уçать. Пирĕн спортсменсем Раççей хăватне Бразилире кăтартма хатĕрленеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ульяновскра – тĕнче чемпионачĕ!

Чĕмпĕр çĕрĕ çинче мечĕкпе хоккейла выляма 1920-мĕш çулсенче пуçланă. 1937 çулта Ульяновскра çитĕннисен 12 команда пулнă, çамрăксен – 8 (пурĕ 400 хоккеист). Аслă вăрçă хыççăн Ульяновск спортсменĕ-сем РСФСР чемпионатĕнче выляма пуçлаççĕ. Тата вунă çултан «Динамо» команда СССР чемпионачĕн аслă лигине кĕрет. Пирĕн область – вырăс хоккейĕн ветеранĕ шутланать.
 
1964 çулта Ульяновскри «Волга» команда ют çĕршыв спортсменĕсемпе пуçласа вылять, Швецирен килнĕ клубсен сборнăйĕпе тĕл пулать. 1970 çулсенче пирĕн хоккеистсем пĕрин хыççăн тепри çитĕнӳсем тăваççĕ. «Волга» 1971-72 çулсенчи сезонра СССР чемпионачĕн кĕмĕл медальне тивĕçет. Унтан вара 1975-76 тата 1976-77 çулсенче виççĕмĕш вырăн йышăнать.
Пирĕн тăрăха пысăк ăмăртусем те килсе çитеççĕ. 1970 çулта Ульяновскра Ленин çурални 100 çул çитнине халалласа РСФСР халăхĕсен хĕллехи 4-мĕш спартакиади иртет.

Текста малалла вулăр...

Спорт – пурнăç тĕллевĕ

Чăнлă районĕ спортри çитĕнĕвĕсемпе Раççейре çеç мар, тĕнче шайĕнче те чапа тухма пултарчĕ. Хастар чăваш тренерĕ Борис Чернов ирĕклĕ кĕрешĕве района илсе килнĕренпе кăçал 35 çул çитет.
Куршанкă-Шăхаль (Çĕпрел районĕ, ТР) каччи Ижевскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрсен пĕрремĕш курсрах ирĕклĕ кĕрешӳ секцине çырăнать. Пилĕк çул сисĕнмесĕ-рех иртсе каять Борис Черновшăн, çăмăллăнах спорт маçтăрĕн кандидачĕн нормативне тултарать вăл. 1978-1980 çулсем – совет çарĕ-нче пулнă вăхăт. Аслă лейтенант званипе таврăнать вăл салтакран.
Аслă Нагаткинти сысна самăртакан комплексра зоотехникра вăй хунă, çав вăхăтрах комсомол пĕрлешĕвĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн Борис Алексеевич каçсерен СПТУ спорт залне çӳреме пуçлать: ачасене кĕрешме вĕрентет. Кĕске вăхăт хушшинчех ун ачисем çитĕнӳсем тума пуçлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕнче ăмăртăвне хутшăнма ирĕк илнĕ

 
 
Юпа уйăхĕн 13-28-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи ушу спорчĕпе йăлин федерацийĕнче тăракан 10 спортсмен Китайри Шаолинь мăнастирĕнче стажировка иртнĕ. Вĕсем хушшинче пирĕн ентеш, паллă спортсмен, Димитровградри ушу федерацийĕн президенчĕ Денис Сетнеров тата унăн мăшăрĕ – Димитровград хулинчи спорт комитечĕн пуçлăхĕн çумĕ Наталья.
Китая кайнă Ульяновск спортсменĕсем пурте тĕнче шайĕнчи аттестаци иртнĕ, пĕрремĕш дан илессишĕн экзаменсене ăнăçлă панă. Спортсменсем 2014 çулта Китайри Чженчжоу хулинче ушупа иртмелли тĕнче чемпионатне хутшăнма ирĕк илнĕ.
Вунултă кун спортсменсем Шаолинь мăнастирĕнчи Дамо ятлă сăртăн çĕр хăвăлĕнче тренировкăсем иртнĕ. Вĕсене ушу спорчĕн шурсухалĕсем, Китай спортсменĕсем вĕрентнĕ. Иртен пуçласа каçчен тăсăлакан тренировкăсене тĕнчери ытти çĕршывсен ушу спортсменĕсем те хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

Чăнлăсем палăрнă

Чартаклă районĕнчи «Чайка» канупа сиплев лагерĕнче çарпа спорт вăййисем иртнĕ. Ăна УлПУ çумĕнчи «Открытое пространство» çар-патриотла клуб йĕркеленĕ (ертӳçи – çамрăксене çара хатĕрлекен центрăн пуçлăхĕ — Валерий Почторев). Унта Чăнлă районĕнчен икĕ команда хутшăннă: Кивĕ Улхаш тата Покровски шкул ачисем.
Çĕнтерӳçĕ ятне илессишĕн вунă команда ăмăртнă. Кивĕ Улхаш шкулĕнчи «Катюша» çар-патриотла клубран пилĕк ача хутшăннă: Михаил Лаптиков, (команда капитанĕ), Максим Портнов, Семён Мулянов, Анастасия Мулянова, Анжела Кашкарова. Пурте 8-мĕш класра вĕренеççĕ. Çар-патриотла клуба Михаил Микка ертсе пырать.
Чăваш ачисем мĕнпур ăмăртура хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрнă.
Çар-патриотла сменăн программи пуян та интереслĕ, унпа пĕрлех кăткăс пулнă. Ăмăртусем пуçланас умĕн Ульновскри 31-мĕш десантпа штурм уйрăм бригадин боецĕсем ачасемпе теори тата практика тĕлĕшĕнчен занятисем ирттернĕ: тĕл пеме вĕрентнĕ, мина çинчен каласа панă.

Текста малалла вулăр...

С а н ы ч

 
Пирĕн облаçра тава тивĕçлĕ, мухтавлă ентешсем нумай пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – 2004 çулта Раççей Тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççейри кикбоксинг федерацийĕн чи лайăх тренерĕ, 2001 – 2004 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи, Ульяновск хулинчи кикбоксинг федерацийĕн чи лайăх тренерĕ ятсене тивĕçнĕ, регионти çапăçу искусствисен «Золотой пояс – 2010» премийĕн лауреачĕ, Ульяновск патшалăх университетĕнчи физкультура кафедрин доценчĕ Владимир Александрович Мерчин.
Çăмăл пуçланман пултаруллă спортсменăн, Раççейĕпе мухтава тивĕçнĕ тренерăн пурнăçĕ. Хăй каланă тăрăх, шăпах пурнăçри йывăрлăхсем ăна ялан çĕнтерме, ялан малта пыма, йывăрлăх шăтăкĕнчен мĕнле те пулин тухса ӳкме хистенĕ, малалла талпăнма вăй-хал панă.
Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Аксу ялĕнче 1959 çулта çуралнă вăл.

Текста малалла вулăр...

Майрабеевсен ăмăртăвĕ – Атăл тăрăхĕнчЕ чи лайăххисенчен пĕри

Кивĕ Улхашра ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕртăван Майрабеевсен парнисене илессишĕн регионсен хушшинчи 5-мĕш турнирĕ иртрĕ. Унта пилĕк регионтан – Ульяновск, Самар облаçĕсенчен, Мордови, Тутарстан, Чăваш Республикисенчен — килнĕ 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ.
Георгий Васильевич тата Пётр Васильевич Майрабеевсем çак ялта çуралса ӳснĕ, кунти шкулта вĕреннĕ. Н.А.Узеринов тренер патĕнче спортра пĕрремĕш утăмсем тунă. Георгий — спорт маçтăрĕн кандидачĕ, Раççей шайĕнчи турнирсен çĕнтерӳçи, халĕ Ульяновскра пурăнать, «Автофорум» фирмăна ертсе пырать. Пётр — спорт маçтăрĕ, СССР чемпионачĕн бронза призёрĕ, тетĕшĕ патĕнче аслă маçтăрта вăй хурать.
Ăмăртăва уçма Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, район администрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ А.А.Узиков, Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Хула Думин депутачĕ П.

Текста малалла вулăр...

«Спартакра» чăваш каччи вылять!

Шупашкарта тухса тăракан «Тантăш» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, Раççейри чи паллă футбол командинче — Мускаври «Спартакра» — чăваш каччи Николай Фадеев вылять.
Фадеевсен çемйи Чĕмпĕрте пурăнать. Хăйсен тăван ялĕ вара – Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Яманчурел. Ашшĕ хоккейла ăста вылянă, амăшĕ йĕлтĕрпе хытă чупнă. Коля сăран мечĕкпе тăхăр çулта чухне туслашнă. Вăл Çĕнĕ хулари П.А. Дементьев тренер ертсе пыракан «Старт» командăшăн вылянă. Вуниккĕре чухне Н.Фадеев ача-пăча ăмăртăвне хутшăнать. Кунта ăна Мускавран килнĕ специалистсем асăрхаççĕ, «Спартакăн» спорт шкулне пыма йыхăраççĕ. Çапла вара 12 çулхи ача ашшĕ-амăшĕ килĕнчен тухса каять.
Пултарулăхне, ĕçченлĕхне пула чăваш ачи ӳсĕм хыççăн ӳсĕм тăвать, «Спартак» клубăн дубль командине (иккĕмĕш команда) лекет. Пĕррехинче официаллă вăйăра тĕп команда йышĕнче те выляма тӳрĕ килет ăна.

Текста малалла вулăр...

Канашлу ирттернĕ

Нарăсăн 26-мĕшĕнче физкультура тата спорт департаменчĕн канашлу органĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хутшăннă.
-2012 çулта физкультурăпа спортра тата çамрăксене сывлăх пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе пирĕн ĕçсем аван пыраççĕ. Паян облаçра спортпа 295 пин çын туслă, вĕренекенсен 50 проценчĕ шкулти спорт секцийĕсене çӳрет. Иртнĕ çул эпир 900 яхăн спорт мероприятийĕ ирттернĕ, унта 94 пин çын хутшăннă, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Облаçра мĕнпурĕ 19,2 пин спортсмен хатĕрленĕ, вăл шутра пĕрремĕш разрядлисем – 315, спорт маçтăрĕн кандидачĕсем – 512, Раççей спорт маçтăрĕсем – 41 тата пĕтĕм тĕнчери спорт маçтăрĕсем – виççĕ. Спорт департаменчĕ пĕлтернĕ тăрăх, облаçра халĕ мĕнпурĕ 2373 спорт çурчĕ, вăл шутра 771 спорт залĕ, 35 бассейн, 51 ачасен тата çамрăксен шкулĕ, тĕрлĕ енлĕ 58 федераци тата спортсменсене хатĕрлекен 1 центр.

Текста малалла вулăр...

ĂмĂрту туслăха çирĕплетет

Ульяновскра пиллĕкмĕш хут «Халăхсен туслăхĕн» кубокне çĕнсе илессишĕн облаçра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен обществăлла организацийĕ-семпе культура автономийĕсен тата аслă вĕренӳ учрежденийĕсен-че пĕлӳ пухакан ют çĕршыв студенчĕсен командисем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.
Пĕтĕм тĕнчери Азербайджан конгресĕн Ульяновскри уйрăмĕ пуçарнипе йĕркеленекен турнира кăçал облаçри 21 тата Самартан килсе çитнĕ 1 команда хутшăнчĕç.
Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕнче Ульяновскри «Новое поколение» спорт комплексĕ мини-футбола кăмăллакан (профессионалсем мар) азербайджансен, вырăссен, чăвашсен, тутарсен, мордвасен, узбексен, арабсен, вьетнамсен, кăркăссен, туркменсен, грузинсен, африканецсен, таджиксен, эрменсен, француз компанийĕн представителĕсен, дагестансен тата ытти халăхсен ушкăнĕсем чи лайăххи пулассишĕн кĕрешрĕç.

Текста малалла вулăр...

Инна Швецире çĕнтернĕ

 
Чăнлă районĕнчи Ирçел хĕрĕ Инна Тражукова (халĕ вăл Мускавра пурăнать) Швецире хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе ирттернĕ ăмăртăва хутшăннă. Вăл 63 килограмм таякансем хушшинче финалта Турци хĕрарăмне çĕнтерсе мала тухнă.

Паттăрсене манмаççĕ

Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн спорт манежĕнче службăри тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă милици майорне Виктор Рахманова, милици лейтенанчĕсене Иван Игнатьевпа Евгений Левендеева асăнса Кĕрешӳпе пĕтĕм Раççейри уçă турнир иртрĕ. Паттăрсене халалланă турнир кăçал вуннăмĕш хут пулчĕ. Ăна облаçри Кĕрешӳ федерацийĕ, физкультурăпа спорт комитечĕ, облаçри шалти ĕçсен управленийĕ, Чăнлă район администрацийĕ йĕркелерĕç.
Кăçалхи ăмăрту сумĕпе те, унта хутшăнакан кĕрешӳçĕсен шучĕпе те ытти çулхисенчен самай уйрăлса тăчĕ. Турнира Ульяновск, Самар облаçĕсенчи, Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчи, Пермь тăрăхĕнчи 147 спортсмен хутшăнчĕ.
Турнира уçнă май малтанах паттăрсене асăнса самантлăха шăп тăчĕç, унтан Асăну хăми умне пĕр карçинкка чечек хучĕç.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.