Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Канашлу ирттернĕ

Нарăсăн 26-мĕшĕнче физкультура тата спорт департаменчĕн канашлу органĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хутшăннă.
-2012 çулта физкультурăпа спортра тата çамрăксене сывлăх пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе пирĕн ĕçсем аван пыраççĕ. Паян облаçра спортпа 295 пин çын туслă, вĕренекенсен 50 проценчĕ шкулти спорт секцийĕсене çӳрет. Иртнĕ çул эпир 900 яхăн спорт мероприятийĕ ирттернĕ, унта 94 пин çын хутшăннă, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Облаçра мĕнпурĕ 19,2 пин спортсмен хатĕрленĕ, вăл шутра пĕрремĕш разрядлисем – 315, спорт маçтăрĕн кандидачĕсем – 512, Раççей спорт маçтăрĕсем – 41 тата пĕтĕм тĕнчери спорт маçтăрĕсем – виççĕ. Спорт департаменчĕ пĕлтернĕ тăрăх, облаçра халĕ мĕнпурĕ 2373 спорт çурчĕ, вăл шутра 771 спорт залĕ, 35 бассейн, 51 ачасен тата çамрăксен шкулĕ, тĕрлĕ енлĕ 58 федераци тата спортсменсене хатĕрлекен 1 центр.

Текста малалла вулăр...

ĂмĂрту туслăха çирĕплетет

Ульяновскра пиллĕкмĕш хут «Халăхсен туслăхĕн» кубокне çĕнсе илессишĕн облаçра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен обществăлла организацийĕ-семпе культура автономийĕсен тата аслă вĕренӳ учрежденийĕсен-че пĕлӳ пухакан ют çĕршыв студенчĕсен командисем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.
Пĕтĕм тĕнчери Азербайджан конгресĕн Ульяновскри уйрăмĕ пуçарнипе йĕркеленекен турнира кăçал облаçри 21 тата Самартан килсе çитнĕ 1 команда хутшăнчĕç.
Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕнче Ульяновскри «Новое поколение» спорт комплексĕ мини-футбола кăмăллакан (профессионалсем мар) азербайджансен, вырăссен, чăвашсен, тутарсен, мордвасен, узбексен, арабсен, вьетнамсен, кăркăссен, туркменсен, грузинсен, африканецсен, таджиксен, эрменсен, француз компанийĕн представителĕсен, дагестансен тата ытти халăхсен ушкăнĕсем чи лайăххи пулассишĕн кĕрешрĕç.

Текста малалла вулăр...

Инна Швецире çĕнтернĕ

 
Чăнлă районĕнчи Ирçел хĕрĕ Инна Тражукова (халĕ вăл Мускавра пурăнать) Швецире хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе ирттернĕ ăмăртăва хутшăннă. Вăл 63 килограмм таякансем хушшинче финалта Турци хĕрарăмне çĕнтерсе мала тухнă.

Паттăрсене манмаççĕ

Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн спорт манежĕнче службăри тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă милици майорне Виктор Рахманова, милици лейтенанчĕсене Иван Игнатьевпа Евгений Левендеева асăнса Кĕрешӳпе пĕтĕм Раççейри уçă турнир иртрĕ. Паттăрсене халалланă турнир кăçал вуннăмĕш хут пулчĕ. Ăна облаçри Кĕрешӳ федерацийĕ, физкультурăпа спорт комитечĕ, облаçри шалти ĕçсен управленийĕ, Чăнлă район администрацийĕ йĕркелерĕç.
Кăçалхи ăмăрту сумĕпе те, унта хутшăнакан кĕрешӳçĕсен шучĕпе те ытти çулхисенчен самай уйрăлса тăчĕ. Турнира Ульяновск, Самар облаçĕсенчи, Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчи, Пермь тăрăхĕнчи 147 спортсмен хутшăнчĕ.
Турнира уçнă май малтанах паттăрсене асăнса самантлăха шăп тăчĕç, унтан Асăну хăми умне пĕр карçинкка чечек хучĕç.

Текста малалла вулăр...

Нагаткинсем кĕрешӳре палăрчĕç

Раштавăн 21-23-мĕшĕсенче Ижевск (Удмурт Республики) хулинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе яшсемпе арçынсен хушшинче пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ иртрĕ. Вăл Никита Плетнёв спорт маçтăрĕ ячĕпе иртрĕ.
Унта вунă регионтан 300 спортсмен хутшăнчĕ. 35 килограмм таяканнисен хушшинче ултă кĕрешӳ ирттерсе Артём Петрашкин пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Унпа пĕр клуба çӳрекен Виктор Виноградов 38 килограмм таяканнисен хушшинче 5 кĕрешӳ ирттерсе 1-мĕш вырăна тухрĕ. Иккĕшĕ те Аслă Нагаткинри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренеççĕ.
55 килограмм виçене çитмен арçынсен хушшинче пирĕн ентеш Алексей Петров хĕрӳ кĕрешӳре 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Руслан тата Алексей Корпусовсем пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕç.
Аслă Нагаткин спортсменĕсем пушă вăхăтра тĕнчипе паллă хĕç-пăшал конструкторĕн Михаил Калашниковăн музейне çитсе курчĕç.

Текста малалла вулăр...

2015 çулта Шупашкарта Европа ăмăртăвĕ иртĕ

Европăри çăмăл атлетикăн ассоциацийĕн Бухарестра иртнĕ ларăвĕ 2014 тата 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен чемпионатне ирттерме тивĕç хуласене палăртнă.
Европа ăмăртăвне ирттерме кăмăл тунисен йышĕнче 9 хула пулнă. Германири Брауншвейг ыттисенчен пур енĕпе те вăйлăрах пулнă, ăмăртăва 2014 çулта ирттерме çĕнсе илнĕ. Шупашкар та унран кая маррине кăтартса панă. 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен чемпионатне ирттерме тивĕç пулнă.
Республика умĕнчи паянхи тĕллев — чемпионата хатĕрленесси. Европăн çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн членĕсем пĕр саслăн пулса Шупашкар хули чемпионат ирттерме тивĕçлине пĕлтернĕ пулин те тумалли сахал мар-ха. Çитменлĕхсенчен пĕри — хулан Европăпа тӳрремĕн çыхăну çукки. Шупашкар аэропорчĕ ыттисенчен кая мар пулин те çак ыйтăва татса пама çăмăлах мар.

Текста малалла вулăр...

Станислав Донец – чи лайăх ишевçĕ

Ульяновск облаçĕнчи спортсмен Станислав Донец Çĕр чăмăрĕ çинчи чи лайăх виçĕ ишевçĕ йышне кĕнĕ.
Тĕнче кубокĕшĕн иртнĕ ăмăртура Димитровград спортсменĕ 14 ылтăн тата 3 кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Вăл финиша 131 балпа çитнĕ.
Станислав малтан çурăм çинче 100 метра 49,82 çеккунтра ишсе тухнă. Ăмăртусен юлашки кунĕнче (чӳкĕн 11-мĕшĕнче) 50 метра – 23,22 çеккунтра.

Олеся Игнатьева «Урал Кубокĕнче» кĕмĕл çĕнсе илнĕ

Екатеринбургра армспорт енĕпе Пĕтĕм Раççейри «Урал Кубокĕ» турнир иртнĕ.
Унта 100 ытла спортсмен хутшăннă. Сумлă ăмăртура Чăваш Ен чысне Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Олеся Игнатьева хӳтĕленĕ.
Олеся — армлифтинг енĕпе Чăваш Ен рекордсменки, Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен тата Раççей студенчĕсен спорт пĕрлешĕвĕн чемпионачĕн çĕнтерӳçи. Унăн тренерĕ — Алексей Атласкин.
О.Игнатьева армлифтинг енĕпе кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Армспортра Свердловск облаçĕн тата Челепи хулин спортсменĕсемпе вăй виçсе виççĕмĕш пулнă.

Чăваш хĕрĕн – Бронза медаль

 
Англи çĕршывĕн тĕп хулинче Лондонра çуллахи 30-мĕш Олимпиада 10 кун пырать ĕнтĕ. Раççей команди августăн 7-мĕшĕ тĕлне — медаль зачёчĕпе 6-мĕш вырăнта. Пирĕн пурĕ 42 медаль, çав шутра 7 ылтăн.
Шупашкартан пынă чăваш хĕрĕ Татьяна Петрова-Архипова августăн 5-мĕшĕнче марафон чупса виççĕмĕш вырăна тухрĕ, бронза медаль илчĕ.
Чи нумай медаль илнĕ çĕршыв – Китай, пурĕ 64 (вĕсенчен 31-шĕ ылтăн). Иккĕмĕш вырăнта США. Пурĕ 63, вĕсенчен 29-шĕ ылтăн.
Олимпиада августăн 12- мĕшĕнче вĕçленет.

Олимпиада пуçланчĕ

 
Лондонра (Англи) 30-мĕш çуллахи Олимпиада пуçланчĕ.
Малтанхи кунсенче Раççей спортсменĕсем икĕ ылтăн медаль çĕнсе илме пултарчĕç. Вĕсем дзюдоистсем – А.Галстян тата М.Исаев. Çаплах пирĕн тата виçĕ бронза медаль пур. Аса илтеретпĕр: олимп чемпионĕсене Раççее килсен тăватă миллион тенкĕ укçа парĕç. Лондона пурĕ пирĕн çĕршывран 436 олимпиец кайнă.
Команда зачётĕнче пирĕн спортсменсем 7-мĕш вырăнта. Малта Китай пырать, вĕсен 17 медаль, çав шутра 9 ылтăн. Иккĕмĕш вырăнта Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсен команди. Вĕсен те 17 медаль (5 ылтăн).

Майрабеевсем ача-пăча спортне аталантараççĕ

Кивĕ Улхаш ялĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Майрабеевсен парнине илессишĕн регионсем хушшинчи 4-мĕш турнирĕ иртрĕ.
Георгийпа Пётр Майрабеевсем çак ялта çуралса ӳснĕ, вырăнти шкулта кĕрешӳпе аппаланма пуçланă. Халĕ вĕсем Ульяновск хулинче пурăнаççĕ. Георгий строительство организацийĕн директорĕ, вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ. Пётр çак организацирех аслă маçтăрта вăй хурать, вăл грекпа рим кĕрешĕвĕн спорт маçтăрĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ.
Ăмăртăва 16 команда хутшăнчĕ, çав шутра Канаш (Чăваш Республики), Атяшево (Мордови Республики), Анат Кама (Тутарстан), Тольятти (Самар облаçĕ) хулисенчен килнисем. Кавир çине 210 ача тухрĕ, çав шутра хĕрачасем те сахал мар. 10-16 çулхи ачасене ӳсĕмне кура тăватă ушкăна пайланă.
Турнира уçнă май Чăнлă районĕнчи социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ А.

Текста малалла вулăр...

Кĕрешӳçĕсем савăнтарчĕç

Нарăсăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнче кĕрешӳçĕсен 11-мĕш турнирĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченне Владимир Михайлович Семёнов тренера халалланă.
Ульяновск область ятне Аслă Нагаткинри 10 ача хӳтĕлерĕ, вĕсем лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Хĕрсен хушшинче 1-мĕш вырăна Аня Краснова (Аслă Нагаткин), 2-мĕш вырăна — Виктория Атякшева (Покровски ялĕ) çĕнсе илчĕç, виççĕмĕшне – Галина Киргизова (Покровски ялĕ) тата Кристина Юдина (Кивĕ Улхаш) пайларĕç.
Яшсем хушшинче Алексей Краснов (Аслă Нагаткин) тата Василий Горохин (Ирçел ялĕ) 2-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 3-мĕш вырăна Сергей Бакашин тата Дмитрий Корпусов (Аслă Нагаткин) пайларĕç.
 
Чăнлă районĕ.

И.Я.Яковлева асăнса – Кĕрешӳ турнирĕ

Раштавăн 3-мĕшĕнче Ульяновскра регионсем хушшинчи çамрăксен йăлана кĕнĕ 11-мĕш Кĕрешӳ турнирĕ иртрĕ.
Ăна Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă чăваш просветительне – И.Я.Яковлева халалласа ирттерчĕç. Йĕркелекенсем – Кĕрешӳ федераци предсе-дателĕ В.В. Сафронов, УОЧНКА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи (ертӳçи А.А.Мордовкин). Турнир тĕллевĕ çамрăксем хушшинче – сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси.
Кĕрешӳ умĕн УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев, "Эртел" ушкăн арĕ В.А.Фёдоров тухса калаçрĕç, ачасене çитĕнӳсем сунчĕç, УОЧНКА программи тăрăх çакăн пек ăмăртусем кашни çул ирттересси пирки пĕлтерчĕç.
Ăмăртăва пурĕ тĕрлĕ виçе категорипе 60 ача хутшăнчĕ. Чи нумаййисем – Чăнлă районĕнчен (ертӳçи – Б.А.Чернов), Тутарстанран – 24 (ертӳçи И.В.Исаев). Ульяновскри 7-мĕш спорт шкулĕнчен 2 ача хутшăнчĕ.

Текста малалла вулăр...

«Рубин» президенчĕ – чăваш

Хусанти «Рубин» футбол командин президенчĕ пулма Дмитрий Самаренкина çирĕплетнĕ. Унччен вăл пăр çинче мечĕкпе хоккейла вылякан «Динамо-Казань» командăн президенчĕ пулнă.
«Динамо» 2010 çулта тĕнчери клубсем хушшинчи кубока çĕнсе илнĕ, 2011 çулта Раççей чемпионĕ пулса тăнă. 2011 çулхи январь уйăхĕнче Дмитрий Александровича пăр çинче мечĕкпе хоккейла вылякан Раççей сборнăй командин генеральнăй менеджерне лартнă. Ун хыççăн çĕршыв команди тĕнче чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ.
Д.А.Самаренкин – чăваш. Ун ашшĕ - Анатолий Константинович Самаренкин – Çыр Чаллинчи КамАЗ автомобильсем туса кăларакан заводăн генеральнăй директорĕн çумĕ, Тутарстанри чăваш наци юхăмĕн хастарĕ.


■ Страницăсем: 1, [2].