Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Байкала – Акатуя!

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 26-33-мĕш номерсенче)
 
Концерт вĕçленсен те пирĕн культура программи малалла тăсăлчĕ-ха. Сергей Васильев фотограф пире хăйĕн кунтан инçех мар вырнаçнă (5 минут çеç утмалла) студине илсе кайрĕ, унпа паллаштарчĕ. Ăна студи-музей тесен те юрать. Ун валли вăл ятарласа хулари тĕп стадион çывăхĕнчи çуртра 1-мĕш хутра темиçе пӳлĕмлĕ хваттер туяннă, хăйне кирлĕ пек майлаштарнă-йĕркеле нĕ.
Сергей Григорьевич Васильев Канаш районĕнчи Кипеч ялĕнче 1936 çулта çуралнă. Челябинскра виçĕ çул çар хĕсметне пурнăçланă,1958 çулта салтак служби пĕтсен çакăнтах ĕçлеме юлнă. Пĕр вăхăт заводра тата милицире вăй хунă, МВД академине пĕтернĕ. 1968 çулта вара «Вечерний Челябинск» хаçата ĕçлеме куçнă. Çавăнтанпа вăл фотографи ĕçĕпе çине тăрса аппаланма пуçлать, пысăк çитĕнӳсем тăвать.

Текста малалла вулăр...

Байкала – Акатуя!

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 26-33-мĕш номерсенче)
 
Концерт вĕçленсен те пирĕн культура программи малалла тăсăлчĕ-ха. Сергей Васильев фотограф пире хăйĕн кунтан инçех мар вырнаçнă (5 минут çеç утмалла) студине илсе кайрĕ, унпа паллаштарчĕ. Ăна студи-музей тесен те юрать. Ун валли вăл ятарласа хулари тĕп стадион çывăхĕнчи çуртра 1-мĕш хутра темиçе пӳлĕмлĕ хваттер туяннă, хăйне кирлĕ пек майлаштарнă-йĕркеле нĕ.
Сергей Григорьевич Васильев Канаш районĕнчи Кипеч ялĕнче 1936 çулта çуралнă. Челябинскра виçĕ çул çар хĕсметне пурнăçланă,1958 çулта салтак служби пĕтсен çакăнтах ĕçлеме юлнă. Пĕр вăхăт заводра тата милицире вăй хунă, МВД академине пĕтернĕ. 1968 çулта вара «Вечерний Челябинск» хаçата ĕçлеме куçнă. Çавăнтанпа вăл фотографи ĕçĕпе çине тăрса аппаланма пуçлать, пысăк çитĕнӳсем тăвать.

Текста малалла вулăр...

Ĕпхĕве – Миронов ячĕллĕ шкула

Кăçалхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче чăваш халăхĕн паллă çынни, халăхăмăра çутта кăларас ĕçре нумай вăй хунă П.М.Миронов ăсчах çуралнăранпа
155 çул çитет (1861 çулта çуралнă).
Миронов ÇулĔпе
Пирĕн ялта – хальхи Тутарстанри Çĕпрел районĕ
нчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче (малтан вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ) – çуралса ӳссе Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче çунатланнă ентешĕмĕр хăйĕн пурнă-
çĕнчи çулĕсене ытларах Пушкăртра ирттернĕ, Ĕпхӳ кĕпĕрнин халăх училищисен инспекторĕ пулнă. Павел Миронович пурĕ те 60 çул çеç пурăннă,
кăçалхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче вăл вилни 95 çул çитет.
Çакна асра тытса июлĕн 15-мĕшĕнче юлташсемпе
Пушкăрт Республикин тĕп хулине – Ĕпхĕве çитсе килме шутларăмăр. Унта Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕ ăнăçлă ĕçлет. Çапла вара УАЗ «Патриот» автомобиле лартăмăр та çывăх мар çула тухрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Несĕлĕмĕрсен çĕршывне манар мар!

Иртнĕ эрнере УОЧНКА пуçарнипе Ульяновск облаçĕнчи чăвашсем Атăлçи Пăлхар çĕрĕ çине кайса килчĕç.
Çулçӳрев
Çĕр-çĕр çул каялла пирĕн несĕлĕмĕрсем пурăннă Аслă Атăлçи Пăлхар çĕрне курма, хамăрăн йăх таврашне пуç тайма Ульяновск чăвашĕсем пысăк ушкăнпа пуçтарăнса пĕрремĕш хут 1991 çулта кайнă. Çулçӳреве «Волга» патшалăх телерадиокомпанири «Еткер» кăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев йĕркеленĕ. Унччен çулталăк маларах вăл хăй пĕччен унта кайса несĕ-лсене пуç тайса çĕр каçса килнĕ. 2004 çулччен çак çулçӳреве çынсене илсе кайнă. Çуллахи вăхăтра Атăлçи Пăлхар çĕрне çитсе курасси, кĕлĕ ирттерсе несĕлĕмĕрсене хисеп тăвасси йăлана кĕнĕччĕ. Калаçса татăлса пĕр вăхăтра кунта Чăваш Ен, Самар, Пушкăрт енчи чăвашсем килсе çитетчĕç. Палаткăсенчен тăракан хулари çын шучĕ 500 çитни те пулнă.

Текста малалла вулăр...

Павловка районĕ – Суслов çĕршывĕ

Эпĕ Павловка районĕнчи Шаховское ялĕнче пултăм. Кунта çитсе курас шухăш тахçанах пурччĕ. Ку ялта Совет Союзĕн тĕп идеологĕ Михаил Андреевич Суслов çуралнă.
Вăл чунĕпе, юнĕпе çирĕп тĕллевлĕ коммунист пулнă, Сталин пек, пурлăхшăн, укçашăн пуçне ыраттарман. Сталинпа Хрущев вăхăтĕнчех унăн пултарулăхне асăрханă. Брежнев вăхăтĕнче вăл идеологи тĕлĕшĕнчен уйрăмах палăрать.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вăл хăй укçипе çуралнă ялĕн урамĕ-сене асфальт сартарать тата икĕ хутлă çурт тутарать.
Халĕ вăл çуралнă вырăнта музей пур. Унта виçĕ пине яхăн кĕнеке упранакан вулавăш, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывсенче парнеленĕ тата хăй усă курнă тĕрлĕ япала, сăнӳкерчĕксем Вăл шутра хăй тăхăнса çӳренĕ пальто, шĕлепки, пушмакĕ.
Михаил Суслов 1902 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче Сарă Ту кĕпĕрнинчи Хвалынск уесĕнчи Шаховское ялĕнче чухăн çемьере çуралнă.

Текста малалла вулăр...

Яковлев шкулĕнче – инçетри хăнасем

Чемпĕр чăваш шкулĕн комплексĕнче инçетри хăнасем пулса кайрĕçĕ
Ăремпур тата Самар область чăвашĕсем Шупашкартан Республика кунĕнчен таврăннă чухне çула май ИĕЯĕЯковлев йĕркеленĕ шкула кĕрсе тухма шутланăĕ Вĕсене ИĕЯĕЯковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ АĕМордовкин тата «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ НĕЛарионов кĕтсе илчĕçĔ кашни хăнана (40 çынна яхăнччĕ) хаçат-журналĔ чăвашла кĕнекесем парнелерĕçĕ Хăнасем валли çаплах ИĕЯĕЯковлев музейĕн директорĕ НĕЛитвинова экскурси ирттерчĕĕ Чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий игумен вара инçетри ентешсене сума суса çул çӳрекенсен кĕллине вуларĕĔ кĕскен чиркӳ çинчен каласа пачĕĔ çул çине хăнасем валли кучченеç – кашни делегацие виçшер ещĕк хăяр – парса ячĕĕ Самартан килнĕ пĕр хĕрарăм хăйĕн асламăшĕ ку шкулта вĕреннине пĕлтерчĕĔ вĕсен йăхĕнче нумай вĕрентӳçĕ пулнинеĔ кунта килсе курма тӳрĕ килнĕшĕн питĕ савăннине палăртрĕĕ Хăнасем çула тухас умĕн чăваш историйĕпе çыхăннă хаклă вырăн Чĕмпĕр чăваш шкулĕсĕр пуçне ниçта та çук тесе каларĕçĕ
Музейпе çакăн пек паллашма облаçри ялсенчен ача-пăча ушкăнĕсене илсе килсен мĕнле лайăх пулĕччĕ!

Текста малалла вулăр...

Пĕрремĕш хут Кăнна-Кушкинче пултăмăр

Çак кунсенче Чăвашкассинчи ача сачĕн ертӳçи Люция Владимировна Улендеева пуçарнипе эпир, Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси тата Çĕнĕ Улхаш ялĕсенчи культурăпа вĕренӳ ĕçченĕсем, чăваш халăхне çутта кăларнă Патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлев тăван çĕршывне - Теччĕ районĕнчи Кăнна-Кушки ялне кайрăмăр.
 
Музее кайса курас килни пирки эпир, «Шуçăм» халăх ушкăнне çӳрекен хастар юрăç Н.П.Узалуков, Чăвашкассипе Çĕнĕ Улхаш ял библиотекисен ĕçченĕсем О.И.Ванюшкинапа С.Л.Утриванова, Чăвашкасси ял клубĕн пултарулăх ертӳçи М.М.Борисова, тахçантанпах калаçаттăмăр.
Кунĕ хĕвеллĕ пулчĕ. Иван Яковлевич хăй те пирĕн хушăра пулнăнах, çул кăтартса пынăнах туйăнчĕ. Кăнна-Кушкине хăвăрт çитрĕмĕр. Ялĕ пысăках мар, илемлĕ, тирпейлĕ. Чи малтан Культура çурчĕ тĕлĕнче чарăнтăмăр. Пире унăн ертӳçи кăмăллăн кĕтсе илчĕ, ял пурнăçĕпе ентешĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ, клубра иртекен мероприятисемпе паллаштарчĕ.

Текста малалла вулăр...

Европа тăрăх – сиккипе

(Пуçламăшĕ 46-48-мĕш номерсенче.)
 
Нидерланд
Ку çĕршыва Голланди тесе те калаççĕ, анчах вăл тĕрĕсех мар. Мĕншĕн тесен Голланди Нидерланд патшалăхне кĕрет, вăл унăн чи пысăк регионĕ. Кунта Пĕрремĕш Петĕр 16-мĕш ĕмĕрте карап тума вĕренме килнĕ пулнă. Шăпах çакăн хыççăн Раççей çыннисем Нидерланд çĕршывне Голланди теме пуçланă.
Нидерланд «низкие земли» (аял çĕрсем) тени пулать, мĕншĕн тесен унăн 40 проценчĕ тинĕс шайĕнчен 2 метр аялта ларать. Урăхла каласан çынсем ку çĕре 15-мĕш ĕмĕрте алăпа дамбăсем, каналсем туса, типĕтсе тинĕсрен туртса илнĕ. Ун пек çĕр Ульяновскра та пур – Анат Терраса.
Паян ку çĕршывра 16 миллион ытла çын пурăнать, территорийĕ Мускав облаçĕ пысăкăш. Ăна Европăн чечек пахчи теççĕ. Вăрмансем çук, анчах çĕрĕ питĕ тулăх, мĕншĕн тесен тинĕс тĕпĕ çинче вырнаçнă.

Текста малалла вулăр...

Европа тăрăх – сиккипе

(Пуçламăшĕ 46-мĕш номерте.)
 
Ирхине отельтен тухса çур сехет те каймарăмăр – Германи чикки. Одер юхан шывĕ урлă каçрăмăр. Чикĕре никам та çук, автобус мĕнле хăвăртлăхпа пынă – çавăн пекех каçса каять. Мĕншĕн тесен Германи Шенген зонине кĕрет, унта вара патшалăх чиккисенче пограничниксем те, таможенниксем те çук. Сылтăмра инçех мар Франкфурт хули курăнса ларать.
Германи территорийĕ 357 пин ытла тăваткал çухрăм, унта 81 миллион ытла çын пурăнать. Вĕсенчен 67 проценчĕ – христиан тĕнне ĕненет (католиксем, протестантсем, реформаторсем). Православие ĕненекенсем 1 миллион та 300 пин çын. Ислам çĕршывĕсенчен (уйрăмах Турцирен) килнисем те нумайланса пыраççĕ. Чи пысăк юханшыв – Рейн.
Эпир Берлина çул тытатпăр. Çилпе ĕçлекен генераторсем – темĕн чухлех. Вĕсен çӳллĕшĕ 100 метр ытла, пĕр çунатти вара – 30.

Текста малалла вулăр...

Европа тăрăх – сиккипе

Ирĕклĕ саманара пурă-натпăр халь – тĕнче тăрăх çӳре, хуть те мĕнле çĕршыва тухса кай. Укçу пултăр, çулçӳреве тухас кăмăлу пултăр. Эпĕ те çапла тĕнче курас шухăшпа турагенство урлă Европа çĕршывĕсене тухса кайрăм.
Октябрĕн 8-мĕшĕнче Ульяновскра каçхи пуйăс çине лартăм та – ирхине 9 сехет те 30 минутра Мускава çитрĕм. Ман пушă вăхăт пур-ха. Унпа усă курса экскурси автобусĕпе икĕ сехет Раççейĕн тĕп хулипе паллашса çӳрерĕм — экскурсовод йăлтах ăнлантарса пырать.
Пирĕн туристсен ушкăнĕ гидпа пĕрле 16 сехет çитеспе Белорусси вокзалĕнче Бреста каякан пуйăс çине ларчĕ – 43 çын. Раççейрен Белоруссие ирĕклĕн каятăн, никам та тĕрĕслемест. Ирхине улттăмĕш çурринче Бреста çитсен пире Польшăран килнĕ автобус çине куçарчĕç. Западный Буг юхан шывĕ урлă каçсанах Польша чиккине çитрĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Ачасемпе шахматла вылярăм

 
Çулçуревре пулнă май эпĕ Павловкăри Пултарулăх çуртне кĕтĕм. Унта шахмат турнирĕ иртрĕ.
Кунта чылайранпа шахмат кружокĕ ĕçлет, ăна вăтам шкулти технологи вĕрентӳçи Юрий Павлович Карев ертсе пырать. Кружока тĕрлĕ классенче вĕренекен вунă ача çӳрет, чи çамрăкки 10 çулта. Унта вĕсем кашни вырсарникун пухăнаççĕ.
Турнир хыççăн эпĕ сакăр ачапа пĕр харăс шахматла вылярăм. Вĕсене ку япала усăллă пулчĕ пулĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен вĕсен опычĕ сахалтарах-ха. Эп вĕсене вылянă вăхăтрах йăнăшĕсене кăтартса, комбинаци тума май пуррине каласа пытăм. Шахматра 10-20 куçăмран мĕн пулма пултарнине курма пĕлмелле, ăсра темиçе вариант тытса тăмалла. Ахальтен каламаççĕ пулĕ: «Шахмат — ăс гимнастики», - тесе.
Ку кружокри хăш-пĕр ача пысăк çитĕнӳсем тума пултарасса шанатăп.

Текста малалла вулăр...

«Канаш» – «Хыпар» тĕпелĕнче хăнара

Пултарулăх анинче вăй хуракансен тĕл пулса калаçмалли тупăнатех. Чăваш чĕлхипе тухакан «Хыпар» хаçатпа унăн пуласлăхĕ çинчен шухăшласах Шупашкара çула тухрăмăр. Тĕллев – редакцире пулса унти журналистсемпе тĕл пулса калаçасси, чăваш хаçатĕнче ĕçлемелли программăпа паллашса ăса хывса килесси.
Коллектив пире питĕ хапăл кĕтсе илчĕ. Тĕп редакторăн çумĕ Михаил Арланов Чăваш Республикинче тухса тăракан «Хыпар» хаçатпа унăн «ачисен» — «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Сывлăх», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» — ĕçĕ-хĕлĕпе, корреспондентсемпе паллаштарчĕ. Пирĕншĕн Ульяновскран пынă хаçатçăсемшĕн, ĕçтешсен шухăш-кăмăлĕ питĕ пĕлтерĕшлĕччĕ. Мĕнлерех ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ вĕсем — Республика хаçатĕнче вăй хуракансем, мĕнле ыйтусем, çĕнйĕркелӳсем канăçсăрлантараççĕ çивĕч перо ăстисене?

Текста малалла вулăр...

СкановO çĕр хăвăлĕ

Пенза облаçĕнчи Наровчат районĕнче Сканово текен ял пур. Кунта XVII ĕмĕрте хĕрарăмсен Троица-Сканов мăнастирĕ пулнă. Унччен ăна Сканово-çĕр хăвăл (пещера) мăнастирĕ тенĕ. Хăвăла манахсем чавса тунă. Ăсчахсемпе археологсем каланă тăрăх, çак мăнастир Киев-Печёра мăнастирĕнчен те маларах никĕсленнĕ.
1667 çулта пушарта архивра упранакан хутсем çунса кайнă, çавăнпа тĕрлĕ сăмах-юмах çӳрет. Пĕрин тăрăх, кунта Нарчатка ятлă княгинина пуçне хунă. 1237 çулта ку тăрăхра пысăк, хаяр çапăçусем пулса иртеççĕ. Буртассемпе пăлхарсем тутар-монголсене хирĕç çапăçаççĕ. Вăйсем тан пулман. Нарчатка ертсе пыракан çар темле хирĕç тăрсан та тăшмансен çарĕсем вĕсене хĕссе, тĕп туса пыраççĕ. Нарчатка вара кӳлле сиксе вилет. Çакăн хыççăн тытăннă та манахсем пысăк шăтăк чавма, княгининăшăн кĕл тума.
Çĕр айĕнчи мăнастир ту çинче вырнаçнă.

Текста малалла вулăр...

ВАЛААМ УТРАВĔ

Валаам утравĕ Ладога кӳлли варринче вырнаçнă. Çĕршер пин çул каялла вăл Шурă тинĕсĕн заливĕ пулнă, пăрлăх тапхăрĕнче кӳлĕ пулса юлнă.
 
Кунта арçынсен мăнастирĕ пур. Ăна хăшĕсем Русь патшалăхне шыва кĕртнĕ вăхăтра, теприсем 14-мĕш ĕмĕрте туса лартнă теççĕ.Чиркӳпе мăнастир докуменчĕсем тăрăх ăна христианство сарăлнă вăхăтра туса лартнă. Пуçарса яракансем – Сергий тата Герман преподобнăйсем пулнă. Герман каярахпа Соловец утравĕ çинчи мăнастире тухса каять.
Валаам çинчи мăнастире тепĕр майлă Великий Лавроль тенĕ. Кунтан нумай çветтуй çын тухнă: Александр Свирский преподобнăй, Корнилий Палеостовский, Арсений Коневский, Савватий Соловецкий, Герман Аляскинский.
Валаамăн Соборĕн уявĕ – çурлан (август) 20-мĕшĕнче.
XIX-мĕш ĕмĕр мăнастирĕн чечекленнĕ тапхăрĕ шутланать.

Текста малалла вулăр...

Аккерман крепоçне çитсе куртăм

Çу кунĕсенче эпĕ Белгород-Днестровск ий хулинчи Аккерман крепоçне çитсе куртăм. Мĕн чухлĕ курса тĕлĕнмелли кунта! «Канаш» хаçата вулакансене эпĕ кĕскен унăн историйĕпе паллаштарасшăн.
2500 çул хушшинче Белгород-Днестровск ий хули нумай тӳссе ирттернĕ. Унăн ячĕ темиçе хут та улшăннă. Историйĕ пирĕн эрăччен VI ĕмĕрĕн вĕçĕнчех тытăннă. Милета текен хула çыннисем Днестр шывĕн хĕвеланăç енне Офиссу-Тиру хулине никĕсленĕ. Çак хулан ванчăкĕсем хальхи Белгород-Днестровск ий историпе культура вырăнĕсем пулса тăраççĕ. Тиру вырăнне чи малтан 1900 çулта чавса шырама тытăннă. Кунта пурăнмалли çуртсем, хӳтĕленмелли сооруженийĕсем, тăмран, тимĕртен тунă япаласем, укçа таврашне тупнă. Çакăнтан Тиру хули суту-илӳпе çӳрекенсен çулĕ çинче ларни паллă пулнă. Хулана гет, гон, гунн вăрă-хурахĕ тапăнни паллă.

Текста малалла вулăр...

Аксаков пурăннă вырăна çитсе куртăмăр

Авăн уйăхĕнче Чӳрекелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем С.Т. Аксаковăн çуралнă çĕршывне çитсе курнă.
Аня Садовникова, 8-мĕш класс:
-Çак çулçӳреве пирĕн вĕрентӳçĕ Л.Ф. Ярославская йĕркелерĕ. Алёна Волынщикован амăшĕ пире çăмăл машинапа илсе кайрĕ. Çул тăршшĕпех эпир кĕрхи илемпе киленсе пытăмăр. Хирсем пушаннă, çĕрсене сухаланă, вăрман çĕнĕ тум тăхăннă.
Аксаков пурăннă вырăн та питĕ илемлĕ. Вăрманĕ, сăрчĕ, çырмара кăваккăн курăнса выртакан юхан шывĕ асамлă çĕршыва аса илтерет. Çак илемлĕхе Аксаков хăйĕн произведенийĕсенче кăтартма пĕлнĕ вĕт-ха.
Аксаков çĕршывĕпе паллашма килекенсем тата чылайччĕ. Карсун, Вешкайма, Сăр районĕсенчен килсе çитнĕ.
Пире Майна районĕнчи культура пайĕн ĕçченĕсем таврапĕлӳ музейĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вĕри чейпе сăйларĕç.

Текста малалла вулăр...

Вĕрентӳçĕ, çулçӳревçĕ

 
Сăр посёлокĕнчи шкулта географи предметне вĕрентекен Владимир Николаевич Кочетковпа эпĕ тахçанах тĕл пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Ун пирки кăçал «Волга» телекомпани интереслĕ сюжет кăтартнă хыççăн ăна курас туртăм тата вăйланчĕ. Вăл ахаль учитель кăна мар, çулçӳревçĕ те. Хăй вĕрентекен ачисене ăçта кăна илсе çитермест…
Унпа паллашнă май эпĕ çакна пĕлтĕм. Унра чăваш юнĕ юхать иккен. Унăн аслашшĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçичченех Чăваш Енрен Чĕмпĕр тăрăхне килсе тĕпленнĕ. Асламăшĕ те чăваш пулнă. Халĕ йăхĕ вырăсланнă ĕнтĕ. Владимир шкул пĕтерсен Ульяновскри пединститута вĕренме кĕнĕ. Çутçанталăка, тăван тавралăха юратаканскер вĕреннĕ чухнех велосипедпа облаçри паллă вырăнсене çитсе курнă. Пĕччен мĕнпурĕ 80 пин çухрăм çӳренĕ. Шкулта ĕçлеме тытăнсан çулçӳреве ачасене те явăçтарать.

Текста малалла вулăр...

Шупашкара кайса килни

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен “Кĕмĕл сасă” фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Чĕмпĕртен кунта икĕ хĕр хутшăнчĕ: Анна Чаукова тата Наталья Васильева. Чăваш автономийĕ пире конкурса хутшăнакансене пулăшма Шупашкара чĕнчĕ. Эпир – Ульяновск патшалăх педагогика университечĕн наци уйрăмĕн студенчĕсем Алиса Азанова, Оля Бабаева, Катя Мельникова, Надя Караченцева каясшăн пултăмăр.
Çитсен пире хамăрăн юратнă “Çăлкуç” кафене илсе кайрĕç. Чăваш наци конгресĕ тӳлевсĕрех апат çитерчĕ. Кайран Аньăпа Наташа концерта хатĕрленме кайрĕç. Эпир çав вăхăтра хула тăрăх уçăлса çӳрерĕмĕр. Шупашкарта ăшă марччĕ, çавăнпа та залив тăрăх нумай çӳреймерĕмĕр, кăштах сăн ӳкерттертĕмĕр. Кайран лавккасем тăрăх çӳрерĕмĕр.
“Кĕмĕл сасă” каçпа ултă сехетре кăна тытăнчĕ. Унта эпир савăнсах кайрăмăр.
Концерчĕ питĕ лайăх иртрĕ, кашни юрăçшăн пăшăрханса тăтăмăр.

Текста малалла вулăр...
■ Алиса Азанова.
УлППУ, 2-мĕш курс