Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çырăр, вулакансене савăнтарăр!

Эпĕ «Канаш» хаçата 20 çул çырăнса илетĕп, юратса вулатăп.
Хаçат урлах Нина Васильевна Ратаева таврапĕлӳçĕпе паллашрăм. Вăл çырнисем нумай пичетленетчĕç. Нина Васильевна мана кĕнекисене, хăй çырнисене яра-яра панăччĕ. Ман çырусене хуравласа янисене халĕ те усратăп. Пушă вăхăтра çĕнĕрен тытса вулатăп. Вăл Золотовсем çинчен нумай çыратчĕ. Вĕсенчен пĕринпе – Руфа Герасимовна Золотовапа эпĕ хам та курнăçса паллашнă. Учительсен облаçри канашлăвне килсен пире пĕр общежитие вырнаçтарнăччĕ. Вăл та Ульяновскри чăваш педучилищине пĕтернĕ.
Юлашки вăхăтра Нина Ратаева çырнисем хаçатра курăнми пулчĕç. Тен, вăл халĕ Нина Васильева тесе пичетленет. Унăн калавĕсемпе сăввисем питĕ килĕшеççĕ мана. Юлашкинчен тухнă «Çав-çавах вăл килет», «Çĕрлехи юлташăм уйăх» сăввисене темиçешер хут вуларăм, юратрăм.

Текста малалла вулăр...

«Чăваш халăх поэчĕ» ята тивĕçлĕ

Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен «Канаш» хаçачĕ 2017 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Василий Селендеев таврапĕлӳçĕн статйинче – «Чăваш халăх поэчĕ» ят парасчĕ» – çак ыйтăва хускатни питĕ савăнтарчĕ. Чăвашсен сумлă çыннисем – Ухсай Яккăвĕ, Стихван Шавли, Алексей Воробьев, Георгий Ефимов, Юрий Сементер, Аристарх Дмитриев, Анатолий Смолин поэтсем Анатолий Юманăн поэзири ӳсĕмĕсене тĕрлĕ çулсенче ырласа калаçнисемпе паллашнă хыççăн татах та хăпартлантăм.
 
Юрă-кĕвĕ хывасси пĕр-пĕр поэтпа тĕл пулсассăн, сăввисемпе паллашсассăн вăйланать. Манăн та А.Ф.Юманăн сăввисемпе юрăсем çырас туртăм поэтпа пĕрремĕш тĕлпулу хыççăн –1984 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче И.Я.Яковлев кунне халалланă литературăпа музыка уявĕ хыççăн – пуçланса кайрĕ. Иккĕмĕш туртăмĕ те Ульяновск облаçĕнчех пулса иртрĕ.

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ ята тивĕçлĕ

Эпĕ Анатолий Юманăн нумай кĕнекине вуланă. Мĕн çуралнăранпа Чăнлă районĕнче пурăннăран район хаçатне тата «Канаша» çырăнмасăр юлман.
Унта та çыравçăн хайлавĕсене, сăввисемпе очеркĕсене, калавĕсемпе поэмисене кашни номерте тенĕ пекех вуласах пынă. Кăмăла кайнăран хăш-пĕр сăввине пăхмасăр вĕреннĕ.
Нумаях пулмасть Анатолий Юман хăйĕн «Улăп кун-çулĕ» сăвăсен кĕнекине парнелерĕ. Ăна И.Я. Яковлева халалланă. Патриархăмăрăн кун-çулĕпе пурнăçĕ çинчен пит çăмăл та интереслĕ çырса кăтартнă поэт.
Эпĕ çаплах çыравçăн «Пире, чăвашсене, мĕн çитмест/», «Чĕмпĕр Юманĕсем», «Йĕплĕ çăмах» кĕнекисене те интересленсе вуларăм. Чĕре патне çитмелле, чуна ăнланмалла çырнă сăввисене питĕ кăмăлларăм.
Унăн йĕплĕ калавĕсем те журналсемпе хаçатсенче нумай пичетленнĕ.
«Канаш» хаçатăн кăçалхи 3-мĕш номерĕнче Василий Селендеев Анатолий Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» ят парасчĕ тесе хускатнă.

Текста малалла вулăр...

Тăвансемпе курса калаçнăнах туйăнать

Аван-и, хаклă çыннăмăрсем! Чунран, чĕ ререн тухакан хĕрӳллĕ салампа саламлатăп, пысăк телей, тулли пурнăç сунатăп редакци ĕçченĕсене.
Эпĕ кăçал И.Я. Яковлев палăкне уçнăранпа 10 çул çитнипе иртнĕ уява кайса килес терĕм. Çавăнтах УОЧНКА йĕркеленĕ Ваттисен кунне те лекрĕм. Тавах О.Н. Мустаева уявшăн.
Кунта мана редакци ĕçченĕсем Валентина Ефимова тата Елена Мустаева хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Питĕ хĕпĕртерĕм çак парнесемшĕн эпĕ, каласа пĕтерме çук. Çак чăвашла çырнă кĕнекесене вуласа чуна кантартăм. Эпĕ халĕ тăван килте пурăнмастăп, пĕртăван ачи патĕнче, Лаишевкăра. Ют ялта, ют килте... Хамăр тăван тăрăхшăн питĕ тунсăхлатăп. Çак тунсăха пусарма пулăшаççĕ мана чăваш кĕнекисемпе «Канаш» хаçат. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм кĕнекесенчен: мĕнле пултаруллă çыратăр. Эпир чăвашла тĕрĕс калаçма та пĕлместпĕр вĕт.

Текста малалла вулăр...

Сывă-и, хисеплĕ редакци/

Сирĕн патăра «Канаш» хаçата тухма пуçланăранпах çырăнса илекен 90 çулти Александра Яковлевна Репина çырать.
Аллăма ручка тытма питĕ витĕ-млĕ сăлтав хистерĕ – эпĕ чăвашла вулама юрататăп. Чунăмшăн хаклă хаçата чăтăмсăррăн кĕтсе илетĕп те туххăмрах пĕр йĕрке юлмиччен шĕкĕлчетĕп. Тепĕр эрнекунччен ман чун каллех вулавсăр тунсăхлать. Пĕччен пурăннăран та пуль аллăма кĕнеке-журнал тытмасан кичемлĕх пусса çитерет. Вулас килет. Лавккана е вулавăша çĕнĕ кĕнеке патне тухса çӳрейместĕп. Çулсем сахал мар.
Мăшăрăмпа сакăр ача çуратса ӳстертĕмĕр. Ульяновска тивĕçлĕ канăва кайсан 1986 çулта кӳршĕллĕ Тутар Республикинчи Аслă Аксу ялĕнчен (Çĕпрел районĕ) куçса килнĕ. Ноябрь уйăхĕнче 30 çул пулать. Ачамсем пурте çак хулара пурăнаççĕ.
Хаçат вулаканĕсен, ахăртнех, килĕсенче чăваш кĕнекисем нумай.

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 
Ку çырăва çырам-ши е çырам та мар-ши тесе нумай вăхăт шутласа çӳрерĕм. Çырасах терĕм.
Эпĕ «Канаш» хаçата çĕнĕрен çырăнса илме пуçларăм. Чылай вăхăт чăваш хаçатне илсе тăнă хыççăн пĕр вăхăт çырăнмасăр пурăнтăм. Тем çитмест пек. Халĕ вара хаçат питĕ кăмăла каять, юратса вулатăп.
Редакци ĕçченĕсене малашне те ăнăçлă ĕçлеме, пире савăнтарма ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.
 
Чартаклă районĕ,
Андреевка ялĕ.

улатпăр таĔ юрлатпăр таĕĕĕ

Хисеплĕ «Канаш» хаçат
редакцийĕн ĕçтешĕсем!
Сире çитес Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăпĔ килте килĕшӳĔ ĕçре çитĕнӳсемĔ ырлăх-сывлăх сунатăпĕ
Тĕлĕнетĕп эпĕ сиртенĔ пур çĕрте те ĕлкĕрсе пыратăр вĕт-ха!
Пурте пур хаçатра, калавĕ теĔ сăвви теĔ мĕнле пĕçермеллине теĔ мĕнле сипленмеллине те вĕрентетĕрĕ
Халĕ тата кашни номерте тенĕ пекех Анатолий Юманăн вырăс юррисене чăвашла куçарнă сăввисем пичетленчĕçĕ Питĕ килĕшет ку пиреĕ Пĕртте кичем мар хаçата алла тытса ларма, вуламалли те пайтахĔ юрласа савăнма та пулатьĕ
Пурне те пуç тайсах тав тăвас килетĕ
Тата хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче «Хĕрлĕ палан» юррăн сăввисене курас килетĕ
«Канаш» хаçата юратса вулакан МАРИЯĕ
 
Илемлĕ хаçат кăларнăшăн тав тăватăп!

Текста малалла вулăр...

Тавах чăвашсем çинчен çырнăшăн!

 
Сывă-и, «Канаш» хаçатăн хисеплĕ ĕçченĕсем! Хаçат кăларса тăракансене çакăн пек пархатарлă ĕç илсе пынăшăн тав тăвас килет. Епле маттур-çке эсир!
 
Облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçатĕнче эсир, хисеплĕ журналистсем, хускатман тема хăвармастăр, тем çинчен те çыратăр. Кунтах хыпарсем те, ĕçлĕ тĕлпулусем те, уявсем те, ырă канашсем те... Апат пĕçерме, хĕлле валли хатĕрлеме рецептсем пичетлетĕр, çыхма-тĕрлеме вĕрентетĕр. Çын кăмăлне çивĕч калем пулăшнипе уçса паратăр. Халăх историйĕ те пур хаçатра, таврапĕлӳ кĕтесĕ те, хула урамĕсем çинчен çырни те. Манăн чи юратнă кĕтес – «Литература страници», пурнăç çинчен çырнă хайлавсем. Черетлесе тĕрлĕ авторсен калавĕсене пичетлетĕр. Таймапуç сире чăвашла вулама май туса панăшăн, пысăк ĕçшĕн!
Хаçата нумай çул çырăнса илнипе унăн тĕрлĕ тапхăрне астăватăп: «Канашра» уйрăм кĕнекен кун çути курнă романсем те пичетлекелерĕç, ним вуламалли те çук вăхăт та пулнă.

Текста малалла вулăр...

Хăçан ăнланăпăр-ши/

Аслăраххисем яланах çамрăксене вăрçаççĕ, ӳпкелешеççĕ, çилленеççĕ. Сăлтавĕ пурах ĕнтĕ. Хамăра айккинчен тимлĕрех сăнаса пăхсан - çамрăксенче (ачасенче) тĕкĕр çинчи пек хамăра курнине тавçăрса илейместпĕр çав. Хĕрĕх-аллă çул каялла шкулта пире вырăнти историпе паллаштарман. Хамăр таврари вăрçă паттăрĕсем çинчен те çителĕклĕ каласа паман. Вĕсемпе мухтанма, вĕсене сума сума вĕрентменни çинчен каламалли те çук! Пурнăç курнă кăвак сухалсем (пирĕн Теччĕ тăрăхĕнче ват çынна çапла калаççĕ) хăйсен ачисене, мăнукĕсене ратне-хурăнташ еткерлĕхĕ çинчен каласа паман. Каласа паракан тупăнсан та тĕрлĕ сăлтава пула вак-тĕвек вĕсене итлесшĕн пулман. Çавăншăн хăшĕсем халĕ хытă ӳкĕнеççĕ. Курни-илтнине хут çине çырса пыман, çырнисене те путлĕ упрама пĕлмен. Масар çинчи вилтăприсене те тирпейлесе тăман. Нумайăшĕн хĕресĕ çĕрсе ӳкнĕ е пĕр-пĕр çĕрте купаланса выртать.

Текста малалла вулăр...

Эпĕ санпа, хаклă «Канаш»!

Инçе çултан таврăнсан кирек камăн чун-чĕринче те тĕрлĕ шухăш-туйăм çуралать, кăмăл çĕкленет.
 
«Канаш» хаçатăмăрăн чĕрĕк ĕмĕрхи юбилейне анлăн паллă тунă уявран таврăнсан манăн та ăшă туйăмсен, асаилӳсен авăрне путма тиврĕ. Чăнлă районĕнче, темиçе ĕмĕр хушши тĕпленсе пурăнакан районта, юбилей ирттерни, ентешсемпе тĕл пулса калаçни чĕремшĕн çывăх. Вунпилĕк çул ытла «Канашра» ĕçлесе мĕн чухлĕ пулман-ши ĕçчен чăвашсем пурăнакан Чăнлă çĕрĕ çинче/ Кунта Чĕмпĕр Енĕн сумлă çыравçисем Анатолий Юман, Валентина Тарават, Анатолий Чебанов (шел, темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ) ĕçлесе пурăнни ентешсемшĕн пысăк телей. «Канаш» хаçата пуçарса яракансенчен пĕри, малтанхи номерĕнчен пуçласа паян кунччен те хăйĕн хайлавĕсемпе савăнтаракан Анатолий Юман, тăххăрмĕш теçеткепе пыракан сумлă сăвăçăмăр, юбилейра сцена çине тухсан чĕрем ăшă туйăмпа тулчĕ.

Текста малалла вулăр...

Анне

Мĕнлерех хаклă, мухтавлă, чаплă, нихçан асран кайми сăмах вăл – анне. Анне çинче тĕнче тытăнса тăрать. Вăл пулмасан эпир те çуралман пулăттăмăр. Аннешĕн эпир ĕмĕрĕпех ача шутĕнче. Вăл пирĕншĕн мĕн куçне хупиччен тăрăшать. Ман анне вилни 45 çул çитрĕ ĕнтĕ. Анчах унăн сăнарĕ халĕ те куç умĕнчех.
Эпĕ 1940 çулта çуралнă. Вăрçă çулĕсенче пире выçăпа вĕлерес мар тесе анне хăй çимесĕр юлашки татăкне панă.
Вăл каласа панă тăрăх, çав çулсенче хĕлсем питĕ сивĕ тăнă, кайăксем вĕçсе пынă çĕртех çĕре ӳксе вилнĕ. Вĕсен те çимелли пулман ĕнтĕ. Çие тăхăнмалли те çукчĕ вĕт... Пĕрмай ĕçленĕ. Пирĕн чаппан пурччĕ. Ăна çăм арласа, тĕртсе, мунчара килĕре вĕри шывпа тӳсе сукна тунă. Çавăнтан чаппан çĕленĕ. Вăл йывăрччĕ. Унпа анне тырă аллама çӳретчĕ. Али йывăр пулнипе ăна кĕлетĕн мачча каштинчен çакатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Аннесене пăхни – сăвап

«Канаш» хаçатра «Мĕншĕн вунă ачана пĕр анне пăхаять, вунă ачан пĕр аннешĕн вăхăт çук» тесе хуравсăр ыйту пичетленсе тухнăччĕ. Çак тĕрĕс сăмахсем шухăша ячĕç. Пурнăçра шăпах çапла пулса тухать-çке-ха!
Пирĕн аттепе аннен пилĕк ача пулнă. Анне ачисем валли вăхăтне ялан тупнă. Хăйне шеллемесĕр ĕçленĕ. Хам пуçламăш класра вĕреннĕ чухне пирĕн анне хăçан çывăрать-ши тесе шутлаттăм. Каçхине вăл çăм авăрлатчĕ е чăлха-нуски çыхатчĕ. Анне çичĕ çынна çыхса, тум-юмне çуса тасатса, сапласа-çĕлесе тăхăнтартнă, çăкăр, куллен вĕри апат пĕçерсе çитернĕ. Мĕнле пур ĕçре те ĕлкĕрнĕ-ши вăл/ Эпир çывăрма выртнă чухне ĕçлесе ларатчĕ, эпир çывăрса тăрсан та ĕçлетчĕ. Ачисем шкула каяс умĕн сĕтел çинче вĕри апат пăсланса ларатчĕ. Çав вăхăтрах анне колхоз ĕçне те çӳренĕ. Эпир унран «ывăнтăм» сăмах илтмен. Мĕнле тӳсĕмлĕ пулнă вĕт-ха вăл!

Текста малалла вулăр...

Асаннен алли ылтăн

Ман юратнă асаннене Людмила Прокопьевна тесе чĕнеççĕ. Вăл Димитровград хулинче пурăнать. Вăл ман — чи ăслă, чи хӳхĕм, чи ырă кăмăллă, чи пултаруллă хĕрарăм. Тата еплерех маçтăр ал ĕç ăсти вăл. Эсир курсанччĕ мĕнлерех хитре тĕрлет, хăвăрт çыхать, тăрăшса çăм арлать асаннеçĕм. Тĕлĕннĕ те савăннă пулăттăр. Пĕчĕк чухне сăпка юрри юрласа çывăрттарса яратчĕ. Çепĕç сассипе чăваш юррисем юрлатчĕ, çемçе те кăпăшка аллипе пуçран çупăрлатчĕ. Асанне паян, уйрăмах хĕллехи вăрăм каçсенче, ал ĕç тунă чух юрлать. Сасси уçă ун. Мана чăвашла калаçма вĕрентет. Пĕрле шăрантаракан илемлĕ чăваш юррипе эп «Путене» конкурсра хутшăнасшăн.
Тăванăрсене упрăр. Мĕнле телей вăл – кăлкан çӳçлĕ ытарайми асаннесемпе асаттесем, куштăрханă алăллă çывăх юлташсем юнашар пурри!
 
Редакцирен. Салам сана, кĕçĕн çул-ӳсĕмри хисеплĕ тусăм, шел, эс хăвăн çырăвунта адресна та, асаннĕрпе пĕрле ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕкне те ярса паман.

Текста малалла вулăр...

Аттерен пурăнма вĕренетпĕр

Пирĕн атте – Иван Романович Семерзин – 1938 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте çут тĕнчене килнĕ. Чухăн çемьере амăшĕпе кăна пурăннă.
Вăл çичĕ класс пĕтерсенех плугарьте вăй хума тытăннă. 1957-1960 çулсенче радиотелеграфист пулса Баку хулинчи çар чаçĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан ăна ял Совечĕн секретарьне лартаççĕ. Çак хушăрах вăл колхозри халăх дружинине, комсомол организацине ертсе пырать.
Малашнехи пурнăç çулĕсем аттен тата сулмаклăрах: 1968-1975 çулсенче – колхоз бригадирĕ; 1976-1983 çулсенче – агроном (Рязановăри совхоз-техникумра пĕлӳ илет); 1983-1986 çулсенче – Вăта Тимĕрçенти кĕпе-тумтир çĕлекен Барăш фабрикин филиалне ертсе пырать; 1986-1993 çулсенче – Ульяновскри лётчиксене хатĕрлесе кăларакан шкул аэродромĕн хурал пуçлăхĕ; 1993 çултан – яла каялла таврăнсан – слесарь-газовик… Çак ĕçрен тивĕçлĕ канăва каять те тата пилĕк çул ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Пурăнăç путёвки

1940 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче совет çĕршывĕнче «Патшалăх ĕç резервĕсем» ятарлă Хушу çирĕплетнĕ.
Ку хушу тухиччен Иван Яковлевич Яковлев Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ĕç мастерскойне уçнă, ял хуçалăхĕнче çĕр ĕçне пурнăçлама, выльăхсем пăхма вĕрентнĕ. Çамрăксем ĕç урлă хăнăхса вĕрентекен пулсан ялсенче ачасене пĕлӳ панă.
1949 çулта мана та Ульяновскри иккĕмĕш ремесла училищине йышăнчĕç. Вăл вăхăтри ачасемшĕн ĕç резервĕ питĕ пысăк пулăшу пулнă. Ачасене вĕрентсе кăларассине - апат-çимĕçпе, тумпа, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине - патшалăх веçех хăй çине илнĕччĕ. Вĕренсе пĕтерсен пурне те ĕç тупса панă.
Пирĕн училище Федераци урамĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнăччĕ. Унтах общежити, пуху залĕ, спорт залĕ, медпункт вырнаçнăччĕ, путвалта столовăй пурччĕ.
Теори урокĕсене Чкалов ячĕллĕ клубра вĕренеттĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Шăллăмăн арăмĕ кая хурать

«Канаш» хаçатăн 33-мĕш номерĕнчи «Тĕпел» страницăри «Хăйĕн тăванĕ аванрах» материала вуласан Ленăн шăпи чĕрене пырса тиврĕ. Ленук, тăванăм, «Арăм тăванĕсем килсен – хирĕç чуп, арçын тăванĕсем килсен – хапхуна хуп», - тенĕ каларăш питĕ тĕрĕс. Ку ыратăва хам та тӳссе курнă. Манăн шăллăм иккĕ авланчĕ. Пĕрремĕш арăмĕн тăванĕсем капла хăтланмастчĕç. Иккĕмĕш арăмĕ вара çав тери чĕрене ыраттарать. Эпĕ пĕччен пурăнатăп, чирлесерех тăратăп. Мана юлташсем хисеплеççĕ, шăллăмăн арăмĕ пек кая хумаççĕ.
Ломы посёлокĕнче манăн пĕр юлташпа аккăшĕ пурăнаççĕ. Вĕсем патĕнче пĕрре хăнара пулнăччĕ. Çакна аса илсен халĕ те кăмăлăм çĕкленет. Мана тăвансем те капла кĕтсе илсе ăсатса яман. Теччĕре тепĕр юлташ пурăнать. Вĕсем патĕнчен те питĕ кăмăллă таврăнтăм. Маша аккапа Зина Савадяркинана пысăк тав калас килет.

Текста малалла вулăр...

Телей çинчен

Телей çинчен тĕрлĕрен калаççĕ, тĕрлĕрен çыраççĕ. Нумайăшĕ телей вăл пуянлăхра, пурлăхра, укçара тесе пурăнать. Çакă тĕрĕсех-ши вара?
Укçара тенинче кăштах тĕрĕслĕх те пур пулĕ тетĕп. Çак шухăш патне нумай çул йывăр чирлесе пурăннипе çитрĕм. Халĕ те костыльпе çӳретĕп. Эпĕ те укçаран пуянрах пулнă пулсан чаплăрах пульницасенче выртса, час-часах санаторисене çӳресе сывлăха лайăхлатнă пулăттăм.
Пурлăхран пуян пулни вара пĕрре те телейлĕ çын мар вăл. Вĕсем мулĕшĕн чĕтресе пурăнаççĕ.
Çыннăн мĕнпур телейĕ çирĕп сывлăхра! Ку питĕ тĕрĕс. Сывлăх пулсан пурте пулать. Çакă çутă тĕнчере сывлăхран пахи те, хакли те çук. Анчах Турă пурне те сывлăх паман çав. Нумайăшĕ манран та хытăрах нушаланать.
Сывлăх çук пулсан та эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Ир-ирех урама тухсан çут çанталăкăн çуллахи илемĕпе киленетĕп.

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ ентешсем!

2012 çул – АÇТАХА çулĕ – иртсе пырать.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ – область правительствипе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр наци политикине тĕрĕс çулпа илсе пынине тĕпе хурса – 2012 çула палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пычĕ.
Паллах, çак ĕçре автономин ĕçтăвкомĕ, облаçри чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕ, автономин районсенчи уйрăмĕсем, «Канаш» хаçат редакцийĕпе «Еткер» телекăларăм пĕтĕм чăваш тĕнчинче палăрмалли ĕç-хĕл илсе пычĕç. Çапла майпа облаçри наци ыйтăвĕсене татса пама тата çирĕплетме çул уçса пытăмăр.
Тăвансем!
Йышăнса илĕр Çĕнĕ – 2013 çул – саламне!
Кашни çемьере, обществăлла пулăмра тăнăç лару-тăру хуçалантăр. Сывлăхлă та телейлĕ пулăр. Ăнăçусемпе çĕнтерӳсен çăлкуçĕ вăйлăран та вăйлăрах тапса тăтăр.

Текста малалла вулăр...

Ашмарин словарĕ пирки пĕлес килет

Нумаях пулмасть «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» кун çути курнă пирки «Канаш» хаçатра вуласа пĕлтĕм. Унччен чăвашсен çав йышши 17 томлă Н.Ашмарин словарĕ пур тенине илтнĕ. Мĕнле словарь вăл?
Е.Петров.
Ульяновск районĕ.
 
СССР Наука академийĕн член-корреспонденчĕ Николай Ашмарин профессор пухса хатĕрленĕ словарь чăваш тĕнчишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна кун çути кăтартма авторăн нумай çул ĕçлеме тивнĕ. Çак словарь материалсен пуянлăхĕпе В.Далĕн вырăс чĕлхин словарĕпе пĕр ретре тăрать.
Словарьте ăсчах чăваш сăмахĕсене çеç мар, чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине, тавра курăмне, ĕненĕвне, сăмах вĕççĕн çӳрекен пултарулăхне кăтартма тĕллев лартнă.
И.Я.Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсем, интеллигенци тата чиркӳ çыннисем пулăшнипе Ашмарин чăваш халăхĕ пурăнакан тĕрлĕ регионта пуян материал пухнă.

Текста малалла вулăр...

Илемлĕ те кирлĕ кĕнеке

Мария Алексеевнапа Василий Алексеевич Селендеевсем çырса кăларнă «Чăвашкасси: мĕнпур ăрури ял çыннисен шăпи çинчен» кĕнекине çемьепех пăхса тухрăмăр.
Çак кĕнекере пирĕн ял историйĕ, 35 йăхăн тымарĕ. Хамăрăн несĕлсен тымарĕпе маларах М.М. Бикмендеева çырнă очерксен кĕнекинче те паллашнăччĕ-ха, анчах та хальхи авторсен «Чăвашкасси энциклопедийĕнче» тата та тĕплĕнрех çырса, йăх-ăру йывăççисене ӳкерсе кăтартнă. Ку справочник çак ялта çуралса ӳснĕ кашни çыннăн пулмалла тесе шутлатăп. Ăна алла илсен мăн аслашшĕ-асламăшĕ ячĕсене, аякка саланса пĕтнĕ ял çыннисен шăпине, йăх историне, йĕркине, вĕсен ачисем çинчен пĕлме пулать. Çемье историйĕпе çыхăннă, чăн пулнине сăнарлакан тĕрленчĕксене, хатĕр йăх-тымара малалла тĕнчесе аталантарма шухăш пур, ăна нумай çул маларах ӳкернĕ сăн ӳкерчĕксемпе пуянлатма ĕмĕтленетĕп.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.