Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ВЫРĂСЛАНМА ТĂРĂШАР МАР-ХА, ТĂВАНСЕМ

Канаш» хаçатăн 41-мĕш номерĕнчи Елена Мустаева илнĕ кĕске ыйтăмра мана Ирина ятлă 46 çулхи хĕрарăм хуравĕ чĕрене ыраттарчĕ.
 
Эсĕ, Ирина, аннӳ патне яла кайса çӳретĕн. Вĕсемпе те ытти вĕçкĕнсем пек вырăсла-чăвашла аташатăн пулĕ. Ялти çынсемпе чăвашла калаçма сăмахсем тупаймастăн имĕш. Эх, нишлĕ чун, намăс та мар-и сана? Мĕне кирлĕ чăваш чĕлхи, унпа ăçта каймалла тетĕн. Эпĕ те чăваш хĕрĕ. Апла пулин те нимĕнле транспортран та тĕртсе кăларман-ха паян кунччен. Манăн та мăшăр вырăсчĕ. Эсĕ, тăванăм, упăшку вырăс пулни çине ан йăвантар. Кунта унăн айăпĕ çук та пулĕ. Хăвна темле вырăс тесен те эсĕ чăвашах, тăванăм. Ялна кайсан чĕлхӳне хуçса вырăсла калаçса ан аташ. Чăваш пулса çуралнă пулсан чăвашах пул.
Пирĕн патăмăрта та пур Ирина пеккисем. Кăçал çулла пĕринпе тĕл пулма тӳр килчĕ.

Текста малалла вулăр...

Азановсем

Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче çуралса ӳснĕ пĕртăван Николай Алексеевичпа Юрий Алексеевич Азановсем - ĕç çыннисем.
Вĕсем пысăк çемьере ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Вăрçă ачисем. Амăшĕ ачисене ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Пурнăçăн анлă çулĕпе малашне утма çăмăлтарах пултăр тесен ĕçпе пиçĕхмелле тесе вĕрентнĕ. Халĕ вăл ялта пурăнать, ачисем ăна пулăшаççĕ.
Николайпа Юрий шкултан вĕренсе тухсанах çĕр çинче ĕçлеме пикеннĕ: тракторпа сухаланă, комбайнпа тырă пуçтарнă. «Прогресс» колхозра çак сăпайлă та ĕçчен чăвашсен ячĕсем ялан çĕнтерӳçĕсем хушшинче пулнă.
Халĕ пĕртăвансем автобуспа ĕçлеççĕ. Мана вĕсенче ырă кăмăлĕ, çынсене хисеплени тĕлĕнтерет.
Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Асли – Юрий Алексеевич – асатте пулнă. Хĕрĕ – Олеся – аслă пĕлӳ илет.

Текста малалла вулăр...

Статья шухăша путарчĕ

«Эс – мана, эп – сана» ятпа тухрĕ хаçатăн 37-мĕш номерĕнче «Шухăшлаттаракан ыйту» рубрикăпа Аксупи материалĕ. Мана вăл чăнахах та тĕлĕнтерчĕ, автор васкасарах, тарăн шухăшламасăр çырнăн, предложенисене грамматика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс мар йĕркеленĕн туйăнчĕ.
«Эс – мана, эп – сана» каларăшăн пĕлтерĕшĕ мана та пырса çапма пултарнине пĕлсе тăрсах хамăн шухăшăмсене вулакансемпе паллаштарас терĕм.
Аксупи çырнă чылай чăваш предложени тытăмне, хам шухăшпа, улăштарнă пулăттăм. Ун пек ăнланмалларах пулса тухнă пулĕччĕ. Эпĕ, чăвашсем пурăнакан пĕчĕк ялта çуралса ӳснĕскер, кӳршĕ ялти вăтам шкула пĕтертĕм. Тăватă класс таран ялти пуçламăш шкулта шав тăван чĕлхепе вĕрентрĕ пире Мария Васильевна. Виççĕмĕш класра чух (1963 ç.) вăл пире тăхтав вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе вырăсла калаçма хушатчĕ.

Текста малалла вулăр...

ТĔСЛĔХЛĔ ÇЫХĂНУ УЙРĂМĔ

Çĕнĕ хулари 64-мĕш çыхăну уйрăмне кăрлачра юсава хупнăччĕ. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл çĕнĕрен уçăлчĕ.
Мĕнле пулсан та хальхи саманара çыхăну уйрăмĕн тивĕçтерĕвĕсемсĕр никам та пурăнаймасть: хаçат-журнал çырăнса илмелле-и, посылка, телеграмма ямалла-и…
Юсав вăхăтĕнче пире урăх çыхăну уйрăмне çӳреме тӳр килчĕ. Инçе çӳремеллипе, юсав вăхăчĕ тăсăларах панипе тарăхсах çитрĕмĕр темелле.
Паян пирĕншĕн чăн-чăн уяв - çĕнелсе уçăлнă çыхăну уйрăмĕ хăйĕн патне ĕçпе çӳрекенсене каллех йышăнма тытăнчĕ. Çак пулăмпа савăнăçлă тĕлпулу иртрĕ. Унта тăрăшса ĕçлекенсене: пуçлăхне – А.А.Кандаулована, ăна пăхăнса вăй хуракансене – С.Ш.Мирманована, Р.Р.Хабибуллинана, Т.В.Васягинана, Т.А.Зотеевана – парнесем парса чыс турĕç.
Вĕсем вăр-вар ĕçленине, хăйсем патне пынă çынсемпе яланах тарават пулнине (вĕсен тивĕçтерĕвĕпе эпĕ те яланах кăмăллă юлатăп) кунта çӳрекенсем пĕлеççĕ ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

Шупашкар курса килтĕмĕр

«Канаш» хаçатра Шупашкара тур-экскурси йĕркеленни пирки пĕлтерӳ вуласан çула тухма кăмăл турăмăр. Кăçал ман пеккисем чылай пулчĕç. Икĕ автобуспа 50 çынна яхăн çулçӳреве тухрăмăр. Палăртмалла, вĕсенчен 15-шĕ вырăс тата тутар çыннисемччĕ.
Çул кĕске мар пулин те вăхăт иртнине сисмерĕмĕр. Канашран иртсен Шăхасанри храма кĕтĕмĕр, таса çăлкуç патне чарăнтмăр, унта шыв ĕçрĕмĕр, шыва кĕтĕмĕр. Малалла пирĕн çул Андриян Николаевăн тăван çĕршывне – Шуршăла - выртрĕ. Кунта пире кĕтсех тăратчĕç. Питĕ интереслĕ экскурси ирттерсе пачĕç. Андриян Григорьевичăн вилтăприйĕ çинче те пулса пуç тайрăмăр.
Çĕнĕ Шупашкара çитсен малтан хула курса çӳрерĕмĕр, унтан çветтуй Владимир кнеç ячĕллĕ храм комплексĕнче пултăмăр, священникрен благословени илтĕмĕр. Ман çак храма Мускаври Çăлакан Христос храмĕпе (Христа Спасителя) танлаштарас килчĕ, çавăн пекех пысăк та илемлĕ.

Текста малалла вулăр...

Çынна савăнтарсан кăмăл тулать

«Канаш» хаçат пирĕншĕн сиплĕ çăлкуç пек, шанчăклă тĕрек, йăла-йĕркене аса илтерсе пыраканĕ, халăх кăмăлне çĕклекенĕ тата хыпарсене пĕлтерекенĕ.
Эп хаçатран нумай пĕлӳ илетĕп тата ыттисем вĕрентсе каланисене ăша хуратăп. Ытти чăваш çыннисене те çырăнса илме тата вулама сĕнетĕп.
Кашни чăваша Иван Яковлевич Яковлевăн ырă сăмахсене вулаттарас килет: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тӳр килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă кӳрекен тума пулать; ӳркенсе, ытахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать. Кукăр çулпа çӳресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр: тӳрĕлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă телей – тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть».

Текста малалла вулăр...

Чăвашсемшĕн – чăн-чăн чун апачĕ

Нумаях пулмасть Ульяновскран сулмаклă бандероль илтĕм. Дмитрий Кузьмин хатĕрлесе кăларнă «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекен иккĕмĕш томĕ иккен. Пĕрремĕш томне унчченех илнĕччĕ. Пысăк форматлă кĕнекере пурĕ 448 хутьен (страница).
 
Энциклопедире Пенза, Саратов, Ульяновск облаçĕсенчи чăваш ялĕсен кĕске историйĕсемпе пĕрле регионсенчи паллă чăвашсем çинчен çырни. Кĕнекере вĕсен 1043 сăн ӳкерчĕкне, 1684 хушаматпа ятне вырнаçтарнă. Çаплах хăш-пĕр ялсен паллă вырăнĕсем, чиркӳсен сăн ӳкерчĕкĕсем пур.
Кĕнеке вĕçĕнче чăвашсен тĕне кĕричченхи ячĕсем, регионти чăваш ялĕсен картти, тĕрлĕ фирмăсем, центрсем, хаçатсем пирки çырни, тĕрлĕ ятсем илнисене палăртнисем пур.
«Краткая чувашская региональная энциклопедия» - питĕ интереслĕ кĕнеке, унăн пуласлăхĕ пысăк.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].