Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Сывлăх кунне хутшăнар!

Ульяновск область çыннисем апрелĕн 7-8-мĕшĕсенче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе сывлăхне тӳлевсĕр тĕрĕслеме пултараççĕ. Чир-чиртен асăрхаттарас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятисене пĕтĕм тĕнчери Сывлăх кунне халаллаççĕ.
Регионти сывлăх сыхлавĕн патшалăх учрежденийĕсенче уçă алăксен кунĕсем, «сывлăх шкулĕн» занятийĕсем, лекцисем тата калаçусем иртĕç.
- Пĕтĕмĕшле 160 мероприяти йĕркелеме палăртатпăр. Поликлиникăсемпе сывлăх центрĕ-сенче кăмăл тăвакансем пурте чире маларах тупса палăртас тĕлĕшпе тăвакан тĕрĕслевсем витĕр тухĕç, çивĕч ыйтусене хурав илĕç, сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă буклетсемпе тата хыпар-хăнар материалĕсемпе паллашĕç, - тенĕ сывлăх сыхлавĕпе çемье тата социаллă хăтлăх министрĕ Павел Дегтярь.
Апрелĕн 7-мĕшĕнче облаçри район цен-трĕсенчи суту-илӳ центрĕсемпе парксенче сиплев çурчĕсен лапамĕсем ĕçлĕç, «Сывлăх трамвайĕ» тата «Сывлăх патне хывакан утăмсем» ятпа акцисем иртĕç.

Текста малалла вулăр...

Ӳслĕке çĕнтеретпĕр

Шăнса пăсăлсан ӳслĕк пуçланмасăр пулмасть. Чарăнми ӳслĕк уйрăмах çĕрле аптратать, йĕркеллĕ çывăрма та памасть. Ăна çĕнтерме тухтăр çырса панă сиплевпе пĕрле халăх медицинин рецепчĕсемпе усă курни пулăшĕ.
Груша
Хытă ӳсĕрсен, температура ӳссен вырăнлă. 1 стакан вĕтетнĕ типĕ грушăна çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 20 минут пĕçермелле. Савăта ăшă чĕркесе тăватă сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
Финик
Типĕ ӳслĕкрен 10 финика çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче çур сехет пĕçермелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвеке вĕрилле темиçе сăтăрккапа пĕр кунра ĕçсе ямалла.
6-7 типĕ финика 1 стакан сĕте ярса пĕçермелле. Çĕрлене хирĕç ĕçмелле.

Текста малалла вулăр...

Грипран епле сыхланмалла/

 
Вирус çынран куçнине шута илсе санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, чирлекен усă курнă хатĕрсене дезинфекци тумалла, чирлипе ытлашши хутшăнмалла мар. Халăх йышлă çӳрекен вырăнсенчен пăрăнмалла. Таврăннă хыççăн алла супăньпе çумалла.
Сунасланă е ӳсĕрнĕ чухне тута-сăмсана ятарлă салфеткăпа хупламалла.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, уçăлса çӳрени, тĕрĕс апатланни, рациона белокпа, минерал хутăшĕпе, витаминпа пуянлатни пĕлтерĕшлĕ. Хĕл кунĕсенче сухан, ыхра, улма-çырла, пахча çимĕç, йӳçĕтнĕ купăста сĕтел çинчен татăлмалла мар. Çĕлĕксĕр çӳремелле мар.
 
Чир мĕнле палăрать/
А(Н1N1) 2009 амакăн малтанхи палăрăмĕсем:
ӳт температури сасартăк ӳссе каять, ӳслĕк, сунас пуçланать, пуç, ӳт тĕртĕмĕ ыратать, сывлав хăвăртланать, куç пӳрленсе, хĕрелсе тăрать (конъюнктивит).

Текста малалла вулăр...

Сысна грипĕ

Мускав телевиденийĕ грипп эпидемийĕ пуçланнă регионсене кăтартрĕ. Вĕсен шутĕнче Ульяновск облаçне те асăнчĕ. Кăçалхи грипп ытти çулхисенчен самай улшăнса тăрать, вăл хăрушăрах, унăн тĕсĕ – А(Н1N1). Тепĕр майлă каласан – сысна грипĕ.
Ун пирки тĕнчере 2009 çулта калаçма пуçларĕç, вăл питĕ хăрушă пулнине палăртрĕç. Гриппа вилнисем те сахал пулмарĕç. Анчах пĕр-ик çултан эпир ун пирки мантăмăр. Çак вăхăтра А(Н1N1) ниçта та кайса çухалман, çынсем хушшинчех çӳренĕ.
Сысна грипĕпе чирлесе вилекенсем Раççейри регионсенче кунсерен нумайланса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, юлашки эрнере Ямалта 75 çын чирленĕ, Саратов облаçĕнче – 9, Калуга облаçĕнче – 24, Санкт-Петербургра – 123. Вун-вун çын вилнĕ.
Облаçри Роспотребнадзор управленийĕн эпиднадзор уйрăмĕн пуçлăхĕн Диляра Хакимован сăмахĕпе, кăçал пирĕн регионта сысна грипĕпе 20 яхăн çын чирленĕ.

Текста малалла вулăр...

Грипп çывхариччен

ПЫР ЫРАТСАН
Пыр ыратнине çăмăллатма кунне темиçе хутчен пилĕкшер минут çак шĕвексемпе чӳхемелле:
- ăшă шыв тата кишĕр сĕткенĕн хутăшĕпе (пĕр пек виçепе илмелле), 200 грамм шĕвеке 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла;
- çур литр вĕретнĕ ăшă шыва çуршар чей кашăкĕ апат содипе тăвар ямалла, лайăх пăтратмалла, ун хыççăн 2-3 тумлам йод тумлатмалла;
- пан улми уксусĕ тата вĕретнĕ ăшă шыв хутăшĕпе (пĕр пек виçепе илмелле);
- шупка кĕрен тĕслĕ çĕр улмин тин хатĕрленĕ сĕткенĕпе;
- лимон, шур çырли е кĕтмел сĕткенне шывпа хутăштармалла, ăшăтмалла, сыпкăмăн-сыпкăмăн ĕçмелле. Кашни икĕ сехетрен çак сĕткенсемпех пыра 3-шер минут чӳхемелле. Сĕткен хатĕрленĕ хыççăн юлнă çимĕçе 100 грамм спирта ямалла, кăкăр çине каçсерен компресс хумалла;
- 200 грамм шур çырли сĕткенне 3 апат кашăкĕ пылпа хутăштармалла, пыра чӳхенĕ хыççăн 2 апат кашăкĕ хутăш ĕçмелле, ăна малтан çăварта кăштах тытмалла.

Текста малалла вулăр...

Юн тымарĕсене тасатма

Ватлăх çывхарса пынă май сывлăх та хăй пирки аса илтерме пуçлать. Эмелсем ĕçме пулĕ-ха. Çапах та юн тымарĕсене тасатма пулăшакан халăх мелĕсемпе те ăнăçлах усă курма пулать. Ку ыйтура пире Чăнлă районĕнче пурăнакан пенсионер Антонина Иванова пулăшрĕ, темиçе ансат рецепт çырса кăтартма пулчĕ.
•Вăтам пуç ыхрана нимĕрлемелле, кĕленче савăтри 1 стакан тасатман (нерафинированное) хĕвел çаврăнăш çăвне ямалла. Сивĕтмĕше аялти çӳлĕк çине лартмалла. Тепĕр кунне 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенне 1 чей кашăкĕ ыхра çăвĕпе хутăштарса апатчен 30 минут маларах ĕçмелле. Çапла кунне виçĕ хут. Сиплев курсĕ – пĕр уйăхран пуçласа виçĕ уйăх таран. Пĕр уйăх тăхтанă хыççăн тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле. Шĕвек пуç мимин, чĕре юн тымарĕсем пĕрĕннине, сывлăш пӳлĕннине ирттерме пулăшать.
•Вĕтĕ тёркăпа пуçлă сухана хырмалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла, пылпа çурмалла хутăштармалла.

Текста малалла вулăр...

Прививка туни грипран хӳтĕлесе хăварайĕ-ши?

Кĕрсерен (ытларах чухне юпа-чӳк уйăхĕсенче) ачасемпе аслисенчен ытларах пайĕ грипран прививка тутарма пуçларĕ. Анчах та çакна хирĕçлекенсем те сахал мар. Прививка тума каймалла-и е каймалла мар-и?
Çакна пĕр енлĕ хурав пама, шел, пултараймаççĕ. Кунта медицинăри ытти ыйтусенчи пекех харпăр йышăнăвĕ пулмалла (пĕчĕкскерсемшĕн ашшĕ-амăшĕ сăмах калать). Тата грипран тăвакан прививка маларах палăртса хунисен шутне кĕмест, ăна эпир хамăр ирĕкпе тутаратпăр, ытларахăшĕ тата укçа тӳлесе. Эсир грипран прививка тутаратăр-и, иртнĕ çулсенче тунă-и, ун хыççăн хĕлле вируслă чирпе чирленĕ-и е сывах çӳренĕ-и – çак тата ытти ыйтусене пирĕн вулакансем хуравлаççĕ.
Иван Давыдов, шофёр:
– Эпĕ инçет çула тухса çӳренипе те пулас — ку прививкăна кашни çулах тӳлевлĕ тутаратăп. Манăн, çемьене тăрантараканăн, чирлеме ирĕк çук.

Текста малалла вулăр...

Хĕвел çаврăнăш пылĕ усăллă

Пылăн усси çинчен эпир пурте пĕлетпĕр. Анчах мĕнле пыл туянмаллине чухласах каймастпăр. Вĕлле хурчĕсем ĕрчетме тытăниччен хам та ăнлансах кайман темелле. Халĕ унăн уссине чăнах та туятăп. Хĕвел çаврăнăш пылнех илер. Вăл хăйĕн пахалăхĕпе ытти пылсенчен пĕрре те кая мар, хăш-пĕр енĕпе усăллăрах та.
Яппун, Китай çĕршывĕсенчи шкул ачисен кулленхи рационне 50-шар грамм пыл кĕртнĕ. Яппунри шкулсенче ытларах хĕвел çаврăнăш пылне параççĕ. Европа çĕршывĕсем те Раççейре туса илнĕ хĕвел çаврăнăш пылне туянма кăмăллаççĕ.
Çăка пылĕпе хĕвел çаврăнăш пылне танлаштарас пулсан çăка пылĕ темиçе кăтартупа çеç усăллăрах. Çакна шута илеççĕ те чикĕ леш енчисем пыла туяннă чухне.
Хĕвел çаврăнăш пылĕпе сипленмелли мелсем:
Шăнса пăсăлсан тата грипп чирĕ ерсен:
100 г пыла пĕр е çур лимон сĕткенĕпе хутăштармалла.

Текста малалла вулăр...

Медицина полисĕсене çĕнетеççĕ

 
Облаçра пурăнакансен çурри ытла (641,5 пин çын) медицина полисĕсене çĕннипе ылмаштарнă. Раççейре пурăнакансен 43 проценчĕ çĕнĕ полиспа усă курать.
Халăха меллĕрех пултăр тесе страхлав компанийĕсем ултă çĕнĕ пункт уçнă. Паян регионта пурĕ 60 пункт ĕçлет.
Çĕртме уйăхĕнчен тытăнса полиссене çĕнетме нумай енлĕ ĕç тăвакан центрта (МФЦ) та май пур. Çĕнĕ полиса яланлăхах параççĕ. Хушаматпа ята, ашшĕ ятне, ăçта çуралнине тата адреса улăштарсан кăна полиса çĕнетмелле пулать.
Облаçри сывлăх сыхлавĕн министрĕн ĕçне илсе пыракан Юрий Егорушин каланă тăрăх, кивĕ полиспа – çĕннине алла иличченех усă курма пулать.
Медицина полисĕпе РФ талккăшĕпех усă курма юрать. Ăçта-тăр каяс пулсан ытти документсемпе пĕрле медицина страхлав полисне илме ан манăр.

Текста малалла вулăр...

Çуллахи шăрăх çанталăкăн сиенĕ

Чĕре инкекĕ çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те сиксе тухма пултарать. Анчах та инфаркт пулас хăрушлăх уйрăмах çулла, пăчă çанталăкра пысăк. Арçынсене чĕре синкерĕ 40 çул хыççăн хăратать, хĕрарăмсене – 55 çул хыççăн, уйăх хушшисем килме пăрахнă вăхăтра. Хĕрарăмсем инфаркта йывăртарах тӳссе ирттереççĕ, вĕсен чир паллисем те раснарах тĕл пулаççĕ.
Хăвна, тăванусене çак инкек-синкек пырса ан тивтĕр, унран хăтăлас тесен мĕн тумалла-ха? Мĕнлерех хаяр чир вăл – инфаркт? Çын организмĕнче мĕн пулса иртет? Çак ыйтусене облаçри клиника пульницинчи кардиологи уйрăмĕн ертӳçи Светлана Феофанова хуравлать.
— Инфаркт вăл – юн çаврăнăшĕ çителĕксĕр пирки чĕре мышцин пайĕ вилни (некроз). Урăх сăмахпа каласан, чĕрене юн илсе пыракан тымар хĕсĕннипе миокард клеткисем вилни. Паян инфаркт 30 çул хыççăн та тăтăш тĕл пулма пуçларĕ.

Текста малалла вулăр...

Тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕ

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушнипе Ульяновск облаçĕнче халăха тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе çителĕклĕ тивĕçтересси çинчен ятарлă программа хатĕрленĕ.
Çав ĕç-хĕлрен хăш-пĕрне 2013 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла. Тӳлевлĕ медицина пулăшăвĕ çине пысăк шайра тивĕçтерекен хăтлăхпа сервис, кашни кун кирлĕ мар хаклă им-çампа вăрттăн (анонимлă) тивĕçтерӳ, тухтăр палăртман медицина сиплевĕ (васкавлă пулăшу сиплевĕсĕр пуçне) çеç кĕмелле.
«Халĕ пĕр медицина пулăшăвех тӳлевлĕ те, тӳлевсĕр те пулма пултарать. Тĕслĕхрен, наци календарĕпе иртекен прививкăсем – тӳлевсĕр, çав прививкăсенех ют çĕршыва курма е канма кайнă чухне хăв ирĕкĕпе тутарсан – тӳлевлĕ. Çавăнпа та тӳлевлĕ медицина тивĕçтерĕвĕсене пурнăçламалли ятарлă вырăнсем уçмалла. Шел, паян пур тивĕçтерӳсем те пĕр черетпе пурнăçланаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Куçа сыхласчĕ

Куçа хупсан тĕнчене хура сăрăпа сăрланăн туйăнать. Хуп-хура. Суккăрлансан этем çакăн пек тĕттĕм тĕнчене кĕрсе ӳкет. Çут çанталăк илемĕ уншăн ĕмĕрлĕхех сӳнет. Çамрăк чух эпир çакăн пирки шутламастпăр. Çулсем иртнĕçем хамăр сисмесĕрех начар курма тытăнатпăр. Сыхласа хăварма пулать и-ха куç вăйне ватлăха çитиччен?
40 çултан иртсен сывă çын начартарах курма тытăнать: оптики улшăнать, куç шăрçи хытать, ăна тытса тăракан мыщцăсен вăйĕ чакать, фокус çулĕн ылмашăвĕ пăсăлать.
Çак физиологи аталанăвĕ тĕрлĕ çыннăн тĕрлĕрен пулма пултарать.
Ватăлнăçем аякрине курасси (дальнозоркость) вăйланать. Унăн паллисем: куç ывăнать, пуç ыратать, çывăхри япалана начар курать. Куç вичкĕнленсе пынин начар енĕсем те пур. Куç шĕвекĕн ылмашăвĕ пăсăлать, çакă г л а у к о м а чирĕ патне илсе çитерет.

Текста малалла вулăр...

сывă пурнăç йĕркин никĕсĕ çирĕп пулать

2013 çулта ульяновецсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине массăллă информаци хатĕрĕсем малтанхинчен ытларах çутатĕç. Çакăн пирки Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов «Сывă регион» проекта хута янă чух каланă.
Ку программăри тĕп мероприятисен шутне хаçат-журналта, радиопа телекуравсенче сывлăха упрамалли çинчен çырнă, ӳкернĕ материалсен ярăмĕсем кĕрĕç. Тĕллевĕ – çынсене пĕлтересси тата ăнлантарса парасси. Çав шутрах — халăх сывлăхне сиен кӳрекен туртăмĕсене тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтересси, облаçра сывă политика йĕркелесси.
Муниципаллă пĕрлĕхсене, пысăк предприятисене агитпуйăс тухса çӳрĕ.
Çул çитмен ачасемпе, çамрăк ăрупа ятарлă ĕçсем ирттерĕç: лекцисем, семинарсем, çавра сĕтелсем, шкулсенче сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалли пирки калаçакан ашшĕ-амăш пухăвĕсем.

Текста малалла вулăр...

Пурнăç ыран вĕçленмест…

Сире мĕнле-тĕр йывăр чир-чĕр канăçсăрлантарсан – сирĕн мĕнле-тĕр урăхларах пурăннине шута илмелле.
Эпир мĕн çини тата ĕçни, мĕнле сывлăшпа сывлани, ĕç условийĕсем, нерв тытăмĕсене пĕр шайра тыта пĕлни… – пурте сывлăхпа çыхăннă.
Арçын аслати авăтсан кăна сăхсăхать тенине тĕпе хурса пурăнатпăр. Анчах сывлăхлă пуласси – хамăртан килет.
Çын сывлăхĕ медицинăран 10 процент килнине пурте пĕлетпĕр. Ытти 90 проценчĕ – пĕлӳ шайĕнчен, ĕçрен, тупăшран, тавралăхран, кулленхи хăтлăхран…
Медицина ĕçĕ-хĕлĕ пысăк шайра тата унăн пулăшăвĕ пурин патне те çитмелле тенипе кăна çырлахмалла мар. Пурте пĕр çыхăнура пулмалла.
Тĕслĕхрен, сывă пурнăç йĕркине ватăсене, çие юлнă хĕрарăмсене, çамрăксене… сыватас тата сывлăхлăрах тăвас тĕллевпе çыхăннă пур программăсем те кĕреççĕ.

Текста малалла вулăр...

Грипп ан ертĕр тесен

Облаçра ерекен инфекцисемпе чирлекен çынсене пулăшу памалли пур им-çам та пур.
– Пульницасем чирлисене йышăнма хатĕр. Паянхи кун тĕлне вĕсене 445 вырăн кĕтет. Кирлĕ пулсан краватьсен шутне пине çитерме палăртаççĕ. Сывлăх çыхлавĕн тытăмне çĕнетес программăпа килĕшуллĕн сывлăш пӳлĕннипе кĕрешекен 183 аппаратура туяннă. Вĕсем халь çителĕклех. Сиплев учрежденийĕсен ĕçченĕсем паян чирлисене май пур таран килте пулăшу парас пулăм çине куçаççĕ,- тенĕ Ульяновск облаçĕнчи сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова. – Çак самант тĕлне ерекен чирсем (грипп, ОРВИ, ОРЗ) облаçра ан сарăлччăр тесе тума палăртнă пур мероприятисем те ирттернĕ.
Облаçри сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ку çулăн виççĕмĕш эрнинче (кăрлачăн 14-20-мĕшĕсенче) вируслă инфекцийĕн 6199 тĕслĕхне шута илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Малашне шăлсене тӳлевсĕрех сиплĕç

2013 çултан пуçласа Ульяновск область çыннисем шăл тухтăрĕн пулăшăвне тӳлевсĕрех илме пултараççĕ.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновскри стоматологи поликлиникисене çитсе курнă тата регион çыннисен шăлĕсене сиплес службăн малашнехи аталану ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ.
— Кăçалтан куллен тума тивĕçлĕ медицина страховани тарифне шăлсене хаклă йышши эмелсемпе сиплессине те кĕртнĕ. Урăхла каласан нушапа пыракансем паян ку енĕпе тӳлевсĕр пулăшу илме пултараççĕ. Маларах вара куншăн тӳлемелле пулнă. Стоматологи поликлиникисене укçа-тенкĕпе хавхалантарасси пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан вăтамран 267 процент ӳснĕ,- тенĕ Ульяновск область сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова.- Ку çĕнĕлĕх хальхи сиплев меслĕчĕсене тата паянхи кунпа танлашакан технологисене кĕртме, клиникăсене аталанма май парĕ.

Текста малалла вулăр...

Шăнса пăсăлнинчен сыхланăр!

Час-часах эпир «шăнтăмăр, чирлерĕмĕр» тенине илтетпĕр. Уйрăмах вĕсем ултавлă кĕр кунĕнче тата хĕлле илтĕнеççĕ. Шăнса пăсăлнă хыççăн амаланнă чирсем вĕсем вырнаçнă анатомири вырăнĕнчен килет. Çӳлтен аялалла: сăмса, пыр (глотка), карланкă (гортань), тип пыр (трахея), бронх. Çавна май чирĕсем те кунашкаллисем пире пырса тивеççĕ: ринит, фарингит, ларингит, трахеит тата бронхит. Чирлесен асапланса сипличчен маларах сыхланмалли ĕçсене пурнăçлани аван.
Паян шăнса пăсăласран сыхлакан ятарлă ĕç-пуç пуххи пирки калаçăпăр. Анчах та унпа ялан усă курсан çех тăтăш чирленине çĕнме пулать. Çавăн пекех сывлав органĕсене çирĕплетмелле, тулаш сывлав ĕçĕ-хĕлне йĕркелемелле. Пĕрремĕш вырăнта организма пиçĕхтерни (закаливание) тăрать. Шăпах çакă çынна пĕчĕк температурăна лекнине тĕрĕс йышăнтарма хăнăхтарать, сывлав тытăмĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелет.

Текста малалла вулăр...

Организма тасататпăр

•1 стакан йĕтĕн (лён) вăррине тин вĕретнĕ 3 литр шыва ямалла. Банкăна шыв янă савăта лартса тата 2 сехет вĕретмелле. 1 сехет тăрăлтарнă хыççăн сĕрсе ăшăлла ĕçмелле. Кунне 1 литртан кая мар ĕçес пулать. Пĕр курс—2-3 эрне.
•Тепĕр меслет: çулталăк хушши мускат мăйăрĕнчен тунă настойкăна ĕçни усăллă. Ăна çапла хатĕрлемелле: 200 г мускат мăйăрне вĕтĕ тёрка çинче хырса е аш арманĕ витĕр авăрса кăлармалла, унта 1 л çутă эрех ярса 15 куна лартмалла. Сăрăхтармалла.1:3 чухлĕ шывпа хутăштарса кунне 25 тумлам ĕçмелле.
•Витаминлă чей те питĕ усăллă. Вăл иммунитета тата юн тымарĕсене çирĕплетет. Ăна çапла хатĕрлĕмелле: 5 пай шăлан (шиповник) çырлине, 2 пай хура хурлăхан çулçине, 1 пай çĕр çырли çулçине вакламалла. Термоса 0,5 литр шыв вĕретсе ямалла, унта 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чей курăкĕ хушмалла та 4 сехете пăшăхлама лартмалла.

Текста малалла вулăр...

КĂМПА – ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПАРНИ

ТАТСАН ЛАЙĂХ-И, ТАТМАСАН-И…
 
Кăмпа – çут çанталăк парнелекен чи паха çимĕçсенчен пĕри. Унра этем организмĕшĕн усăллă хутăшсем – белок, ӳсен-тăран çăвĕçем, тĕрлĕ витамин (С, Е, РР тата В ушкăнрисем, Д провитамин), микроэлементсем (фосфор, тимĕр, кали, кальци, цинк, хром, йод…) – чылай. Унри бета-глюкансем иммун тытăмне лайăх витĕм кӳнине палăртаççĕ. Анчах вăрман çимĕçне пухма пĕлмелле, вăхăтра тата тĕрĕс тасатса тирпейлемелле.
Пахалăхĕ тăрăх кăмпасене 4 ушкăна уйăраççĕ.
Чи тутлăхлисен шутне кăрăç(груздь), хыр кăмпи (волнушка) тата шурă кăмпа (белый гриб) кĕрет.
Иккĕмĕш ретре – ăвăс кăмпи (подосиновик), хурăн кăмпи (подберёзовик), масла кăмпи (маслёнок).
Сарă кăмпа (лисичка), майра кăмпи (сыроежка), уплюнкка (опёнок) – виççĕмĕш вырăнта.

Текста малалла вулăр...

СыпĂсене сиплетпĕр

Çулсем иртнĕ май сыпăсем юрăхран тухма пуçлаççĕ. Вĕсене сывă тытма тата ыратнине ирттерме халăх медицининчи усăллă канашсем пулăшĕç.
Типĕтнĕ сирень чечекĕ çине 1:10 виçепе шайлаштарса шурă эрех ярса хурăр. Тĕттĕм çĕрте хытă хупнă савăтра 8-10 кун тытăр. Хатĕр шĕвеке кунне икĕ-виçĕ хутчен 30-шар тумлам ĕçĕр. Çак хатĕрпех чирлĕ сыпă вырăнĕсене сĕрĕр. Çакна шута илни вырăнлă: сирень чечекĕ хырăмай парне ыраттарма пултарнипе панкреатит хăй çинчен асăрхаттарĕ. Çавăнпа сипленме пуçлас умĕн тухтăрпа канашламалла.
Термосра пĕр стакан пахча кĕпçин (эпир пĕлекен петрушка) тымарне 0,5 литр вĕри сĕтпе хутăштарăр та ирччен çавăнта тытăр. Тепĕр кун пулнă хатĕре виçĕ пая пайласа ирхине, кăнтăрла, каçхине ĕçĕр. Сиплев курсĕ – 10-12 кун.
Икшер чей кашăкĕ пан улми уксусĕпе пыла пĕр стакан вĕресе сивĕтнĕ шывра ирĕлтерĕр.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.