Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Тухтăрсене кашни сыватнă çыншăн тӳлĕç

Тухтăрсене ĕçшĕн тӳлекен йĕрке кĕçех улшăнĕ. РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Татьяна Яковлева «Утро России» кăларăм студийĕнче шурă халатлисен тата вĕсем патне çӳрекенсен малашнехи реформăран мĕн кĕтме пулнине каласа панă.
Ĕç укçине тӳлес çĕнĕ йĕрке хальлĕхе Мускавпа хăш-пĕр регионсемшĕн анчах çĕнĕлĕх иккен. Раççей Федерацийĕн чылай субъектĕнче тата федераллă сиплев учрежденийĕсенче шурă халатлă çынсен ĕç укçи чылай çул хушши çак формулăпа тӳленет.
Татьяна Яковлева ĕç укçин çĕнĕлле шутлавĕ ăна чакарасси патне илсе пыманни пирки шантарса каланă. Ун сăмахĕпе, паян тухтăр ĕç пахалăхне, миçе çынна сыватнине кура укçа илĕ. Çакă «пĕрешкеллĕхе» пĕтерĕ. Хăш тухтăр патне черет тăрса сипленеççĕ, çав, паллах, çын килессе кĕтсе лараканнинчен ытларах илĕ.
Çĕнĕлĕхсем тухтăр патне сывалма çӳрекенсене те пырса тивĕç.

Текста малалла вулăр...

Чирлекенсен йышĕ чактăр!

Хисеплĕ вулаканăмăр, диспансеризаци сăнавне шкул ачисен, спортсменсен, водительсен, салтака каякансен, вĕрентекенсен, тухтăрсен, сывлăхшăн сиенлĕ çĕрте ĕçлекенсен чир-чĕрсене малтанхи тапхăрта тупса палăртас, сиплесе сыватас, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тата профилактика мĕн икенне ăнлантарас тĕллевпе кĕртнĕ.
Диспансеризацин тĕп тĕллевĕ халăхăн сывлăхне упрассипе, ăна çирĕплетессипе çыхăннă. Медицина тĕрĕслевне, тĕпрен илсен, çĕршывра сусăрсем сахалтарах пулччăр, ытларах чухне палăрмасăр иртекен хăрушă чир-чĕрсем (туберкулёз, диабет, рак, ВИЧ, вируслă гепатит, ар хатĕрĕсем урлă куçакан хăрушă чирсем, психика пăсăлни) ан аталанччăр тата ан сарăлччăр, чирлесе вилекенсен йышĕ чактăр, çынсем вăрăм ĕмĕрĕпе савăнтарччăр тесе ирттереççĕ. 2006 çулта РФ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви диспансеризацие пурнăçа кĕртнĕ чух чи малтан халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассине, пирус туртма, ĕçме пăрахтарассине, апатланăва тимлĕх уйăрассине, ĕç йĕркине аванлатассине, канупа ĕçе шайлаштарса пурăнма вĕрентессине шута илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Сывлăх – тупăш илмелли услам пулмалла мар

Сывлăхлă çын кăна телейлĕ пулма пултарать. Анчах та хальхи саманара пурнăçри чи пысăк ыйту сывлăхпа, çынсем час-часах чирленипе çыхăннă. Сăлтавĕсене пурте лайăх пĕлетпĕр: начар экологи, пахалăхсăр апат-çимĕç, стресс... Чирлесен çын чи малтан тухтăр патне пулăшу ыйтма каять. Ун патĕнчен тухсан çул яланах аптека урлă выртать. Çапла тухтăрсемпе тата аптекăпа кашни çын çыхăнать.
 
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи организацисенчен (пульница, аптека) вара эпир сывалма пулăшакан паха консультаципе эмелсем кĕтетпĕр. Чăннипе, аптекăра хамăр мĕнле эмел туянса сипленес тĕллевпе ĕçнине хăш чухне пачах пĕлместпĕр.
«Услам», «пасар» ăнлавсем сывлăх сыхлавне шуса кĕнĕренпе çынсен сывлăхĕ, хуйхи пĕрисен тупăш илмелли çăлкуç пулса тăчĕ. Кун пек усламçăсем вара «тӳрĕ кăмăл», «тĕрĕслĕх» ăнлавсемпе туслă мар.

Текста малалла вулăр...

Биоритма пăхăнмалла

Кашни çын организмĕ урăхла: пĕрисем ирпе çăмăл тăраççĕ, теприсем каçпа час çывăрма выртмаççĕ. Çакна наука чĕлхипе çын биоритмĕ теççĕ.
Биоритмсене тĕпчекен вĕрентӳ та пур – хронобиологи.
Çын организмĕнче тĕрлĕрен биоритмсем пур. Организмри пур процессем те кал-кал пулса иртеççĕ – сывлани, чĕре тапни, ӳт температури, юнри глюкоза шайĕ тата ытти те. Пур органсем те хăйсен расписанийĕпе кал-кал ĕçлеççĕ.
Çын организмĕпе çут çанталăк ритмĕ мĕнле килĕшсе тăраççĕ?
Ирхине 6 сехет. Вăранмалли вăхăт. Чĕре хăвăртрах тапать, юн пусăмĕ юнри кортизол тата ар гормонĕсем ӳсеççĕ. Çавна пулах нумайăшĕн ирпе кăмăлĕ начар. Пуç ыратнипе аптăракансен канмалли кунсенче те кун йĕркине улăштармалла мар.
8 сехет. Арçынсен ар гормонĕ тестостерон чи пысăк шайра.

Текста малалла вулăр...

Эмел ĕçетĕн-и? Апельсин çиме тăхта!

Пиртен ытларахăшĕ эмеле сĕтпе çăтса ярсан сиплев уссине пач пĕтерсе хурасси пирки шутлать-ши? Темшĕн тухтăрсем те кун пирки яланах асăрхаттармаççĕ.
Грейпфрут шĕвекĕ питĕ усăллă. Унта аскорбинка нумай, вăл ӳт-пӳри çăва пĕтерет, юн тымарĕсене холестеринтан тасатать, веществосен ылмашăвне аванлатать. Анчах та грейпфрут шывĕпе чĕре имне е çие юлассинчен сыхлакан препаратсене ĕçсен организма улталатăр çеç. Усси – нимĕн те ĕçмен пекех. Сăлтавĕ грейпфрутра фуранокумарине текен вещество пурри. Пĕвер çимĕçе пайăн-пайăн уйăрса йышăннипе ун пекех пĕвер урлă тула тухакан эмел валли вăхăт юлмасть. Эмел юнра нумайланса, çăралса пырать. Çавăнпа уссинчен ытла сиенĕ пулать.
Çавăн пекех грейпфрут депрессирен, аллергирен сиплекен им-çампа, холестерина чакаракан статинсемпе туслă мар.

Текста малалла вулăр...

Хĕл витĕр – пĕр чирлемесĕр

Урамра хĕл кунĕсем. Кĕтмен, шутламан çĕртен ӳсĕрме, вăйсăрланма пуçлатпăр. Сăмса тутри улăштарса ĕлкĕрме çук – сăмса юхать. Шăнса пăсăлни, ОРЗ, ОРВИ чирĕсемпе чирлени пĕтĕм ĕмĕт-тĕллеве çапса хуçать. Грипп тата хăратать. Мĕн тумалла? Кĕркунне прививка тумалла пулнă, паян хӳтĕленмелле, иммунитета ӳстермелле теççĕ специалистсем.
Иммун тытăмне ӳстерес тесен турăх-кефир, йӳçетнĕ сĕт ĕçни çеç çителĕксĕр. Чылайăшĕ ыттисем сĕннипе тĕрлĕ диетăсем çинче лараççĕ. Иммунитет çирĕп пултăр тесен вара шăп та лăп тĕрĕс çимелле.
Пыра, ӳпкене шыçтаракан инфекцисемпе тăтăш, çулталăкне пилĕк хутчен е ытларах чирлетĕр пулсан чан çапма вăхăт. Сирĕн организмăра хӳтĕлекен тытăма çирĕплетмелле.
Мĕн-ши вăл иммунитет? Çыннăн юнĕнче тĕрлĕ микробсемпе инфекцисене пĕтерме пултаракан хăйнеевĕр хутăш (антитела тата вируссене вĕлерекен лимфоцитсем) пур.

Текста малалла вулăр...

ГРИПП ураран ӳкерет

Хĕллехи чи анлă сарăлнă чирсенчен пĕри – грипп. Кашни çул унăн эпидемийĕ пиншер çынна ураран ӳкерет. Тухтăрсем кăçал та çитес вăхăтрах чир региона çитет тесе асăрхаттараççĕ.
ОРВИ, ОРЗ чирĕсенчен грипп мĕнпе уйрăлса тăрать? Унăн паллисем мĕнле?
Грипп ерсен çыннăн ӳт температури хăвăрт хăпарать (39-40 градус таранччен), шăнтать, вăй пĕтет, куç çутăран хăрать, пуç, мышцăсем, шăмă сыпписем ыратаççĕ, пыр шыçать, ӳслĕк аптăратать.
Грипп хăрушă чир, мĕншĕн тесен тĕрĕс тата вăхăтра сиплемесен ӳпке шыççине, ринита, синусита, бронхита, отита куçма пултарать. Шала кайнă чирсене вăйлатать, чĕрепе юн тымарĕсен чирне ярать.
Çак паллăсем пулсан чирлĕ çынна уйрăм пӳлĕме вырнаçтармалла, уйрăм савăт-сапаран кăна ĕçтерсе çитермелле, тухтăра чĕнтермесĕр сипленмелле мар.

Текста малалла вулăр...

ТАСАТНИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

Организма тасатмалли меслетсем çинчен нумай çыраççĕ. Чи çăмăллисемпе тата витĕмлисемпе паллаштаратпăр.
Малтан апат çулне тасатмалла. Каçхине термоса 2 стакан вĕренĕ шыв, 2 апат кашăкĕ çу уйăхĕнче пухнă хурăн çулçи /вĕтетсе/, çур чей кашăкĕ хурăн папки ямалла, çĕр каçа лартмалла. Сиплĕ шĕвеке кунне 3 хут апатчен 20-30 минут маларах ĕçмелле. Сиплев вăхăчĕ - 15 кун.
Апат çулĕн чи таса мар пайĕ - тӳрĕ пыршă. Çак органа тасатма клизма пулăшĕ. Календулăпа, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕпе, сар çип утипе усă курма сĕнетпĕр.
2 апат кашăкĕ ӳсен-тăран пуххине /календула, эмел курăкĕ, сар çип ути/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла, клизма валли усă курмалла.
Тӳрĕ пырша 1 уйăх тасатмалла. Пĕрремĕш эрнере клизмăна кулленех тумалла, иккĕмĕшĕнче - кун сиктерсе, виççĕмĕшĕнче - эрнере 2 хут, тăваттăмĕшĕнче - эрнере 1 хут.

Текста малалла вулăр...

Шурри те, тĕсли те

Купăста - витаминсемпе çăмăллăнах ирĕлекен усăллă япаласен пуян пуххи. Вăл тĕрли пулать.
Шурă пуçлă купăста. Унри У витамин вар-хырăм язвинчен сиплет. Тин хатĕрленĕ купăста сĕткенне ĕçмелле. Сахăрсемпе, клетчаткăпа, органика йӳçекĕсемпе пуян.
Брюссель купăсти. Ăна пулас амăшĕсен çимелле. Нерв тытăмне тĕрĕс аталантарать. Фоли йӳçекĕ, каротин, клетчатка, тимĕр пуррипе палăрса тăрать.
Пекин купăсти. Витаминсемпе пуян пайĕ - варринчи йăрăмĕ. Белок тата С витамин виçисемпе шурă пуçлинчен икĕ хут ирттерет.
Брокколи. Ăна кулленех çисен сайрарах пăлханатăн, сахалрах тарăхатăн. Сульфарафон пуррипе паллăскер кăкăрăн усал шыççин аталанăвне чакарать. Брокколи белоксемпе, каротинпа, минерал тăварĕсемпе, витаминсемпе палăрса тăрать.
Кольраби.

Текста малалла вулăр...

Шăлан çырли питĕ усăллă

Çурмалла каснă çырлана тасатса тутлă варени хатĕрлеме пулать.
Çырлана касмасăр типĕтмелле. Типĕтнĕ шăлан çырлинчен хатĕрленĕ чее тухтăрсем кулленех ĕçме сĕнеççĕ. Типĕтнĕ пилеш çырлипе çурмалла хутăштарса вĕретсен тата лайăхрах: 1 апат кашăкĕ çырласен пуххине тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çине 10 минута лартмалла, илсен 4-5 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут ĕçмелле. Сиплĕ шĕвек организм тонусне хăпартать, хастарлăх хушать. Ку çеç те мар, тепĕр уйăхран ӳт шуралнине, çемçелнине, пит тĕсĕ лайăхланнине асăрхатăр.
Типĕтнĕ шăлан çырли инфекци чирĕсемпе вирлĕ кĕрешсе иммун тытăмне лайăх çирĕплетме пулăшать. Шĕвеке кулленех ĕçсен гормонсен ылмашăнăвĕ вăйланать, тĕртĕмсем пысăкрах хăвăртлăхпа çĕнелеççĕ. Апла тăк ӳт çамрăкланать.
Хăйне евĕр çырла апат, сывлав çулĕсен чирĕсенчен, вăраха кайнă инфекцисенчен пулăшать.

Текста малалла вулăр...

ХĔВЕЛ ВИТАМИНĔ

Д витаминăн чылай тĕсĕ паллă. Чи пĕлтерĕшлисем - Д2 тата Д3. Сăмах май, çын организмне Д3 çывăхрах.
Шăпах Д витамин рахита çĕнтерме пулăшать. Вăл фосфорпа кальци ылмашăнăвне тĕрĕс йĕркелеме витĕм кӳни паллă.
Организмри фосфор ылмашăнăвĕшĕн щит евĕрлĕ парсем çумĕнчисем яваплă. Вĕсен ĕçĕ юнри кальци виçинчен килет, Д витамин вара кальцие пыршăлăха сăрхăнса кĕме пулăшать. Юнра кальци шайĕ чаксан щит евĕрлĕ пар çумĕнчи парсем малтан саппас йышпа усă курĕç, çапла майпа фосфор ылмашăнăвне пĕр тапхăр кирлĕ шайра тытма пултарĕç. Анчах Д витамин çителĕксĕр чухне кальци сăрхăнасси вăраха тăсăлать, организмра унăн саппасĕ чакма пуçлать. Çакăн хыççăн фосфор ылмашăнăвĕ йĕркерен тухать. Ку çеç те мар, минерализаци тытăмĕ сисĕмленет, шăмă тĕртĕмĕн пулăвĕ япăхланать.
Шăм-шакра известь шайĕ чакать, шăмăсем çемçелеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пурнăç «арифметики»

Çын чи нумай 110-120 çул пурăнма пултарать. Вăтамран илсен аталаннă çĕршывсенче те 75 çулччен пурăнаççĕ.
Ватăлни – организмăн биологи тытăмĕн ĕçĕ япăхни. Çапла çирĕплетет Бифегуляципе геронтологи институчĕн дирек-торĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ В.Хавинсон профессор. Организмра клеткăсем тăтăшах çĕнелсе арканаççĕ. Малтан пĕтĕм ĕç тивĕçлĕ йĕркепе пырать, анчах вăхăт иртнĕçемĕн çĕнĕ клеткăсен пулăвĕ кая юлса аталанма пуçлать. Организм хастарлăхне çухатать, ватăлма тытăнать.
Сывлăхлă та хаваслă пурнăçпа май пур таран ытларах киленес тесен тĕрĕс йĕркене пăхăнмалла. Вăхăтлăх стресс, кĕске тапхăр выçă ларни, уйрăм япаласемпе йăласенчен пăрăнни вăй-хала ӳстереççĕ, темиçе çул хушаççĕ. Çапах та ытла нумай пăшăрхансан иммун тытăмĕ маларах ватăлма пуçлать. Çавăнпа вăхăт-вăхăт хамăра киленĕç парнелеме те юрать, пур енчен хăвна чарни усă кӳмĕ.

Текста малалла вулăр...

Туртакансене пĕлсе тăма

Çулталăк хушши кунне пĕр пачка чикарккă туртсан (пачки вăтамран 30 тенкĕ пулсан) эсир 11 пин тенкĕ пĕтеретĕр. Ку укçапа çак япаласене туянма май пур (суйласа):
икĕ чаплă костюм;
икĕ велосипед;
ж/к телевизор;
холодильник;
кĕпе çумалли машина (автомат);
видеокамера;
хаклă кĕсье телефонĕ;
кĕрĕк (дублёнка)…


■ Страницăсем: 1, [2].