Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хурăн пуçлă çĕлен

Вунă çулхи Ляванттие асламăшĕ ыран вăрмана кăмпана илсе кайма шантарчĕ. Ача савăннипе: «Атя, асанне, кӳршĕ Микĕттяна та илетпĕр. Вăл та кăмпана каясшăн, анчах пĕччен кайма хăрать»,- терĕ.
-Юрĕ, пĕрле аванрах пулĕ пире. Вăрман курса çӳрĕпĕр,- ăшшăн хуравларĕ Уçтине кинемей.
Ирхине вĕсем кунтăк тата хăваран явнă карçинкка йăтса çывăхри вăрманалла уттарчĕç. Çитрĕç те – пăхкалаççĕ. Кăмпа ăçта/ Малтан пăхсан вĕсем çук пекех, нимĕн те асăрхама çук.
Уçтине ачасене кăмпа ăçта ларнине, ăна мĕнле тупмаллине, çимеллисенчен наркăмăшлисене уйăрма вĕрентрĕ. Ай-яй, нумай пĕлмелле иккен кăмпа пуçтарас тесен! Чупса пынă майăнах кунтăка тултараймăн. Васкамасăр пымалла, енчен енне сăнамалла, мăкăрăлса тăракан вырăнсене лайăх пăхмалла. Мăкăрăлчăк çинчи йывăç çулçисене сиретĕн те – ак вăл кăмпа!

Текста малалла вулăр...

Таврари илемпе савăнма вĕренер

Çанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйнеевĕр илемлĕ, илĕртӳллĕ. Çак тапхăрсемпе çыхăннă йăла-йĕрке, ĕç-пуçпа хатĕр-хĕтĕр те пурнăçа капăрлатаççĕ.
Çакна кăна илсе пăхар-ха: çуркунне юр ирĕлсе пырать. Пахчасемпе анкартисенчи çĕр лаптăкĕсенчен пăс тухать. Ваттисем каланă тăрăх, ку аван хыпара – пахча çимĕç, çĕр улми, тырă-пулă тухăçлă пулать. Типсе каясран çынсем пахча, анкартисенчи çĕрсене сӳрелеççĕ. Çĕр лаптăкĕсем илемлĕ курăнса тăраççĕ.
Вăхăт нумай та иртмест - ентешсем çĕре кăпкалатса çĕрулми, кишĕр, сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр тата ытти культурăсене акса, лартса хăвараççĕ. Аван çанталăкра виç эрнерен çĕрулми шăтса тухать. Анкартинчи лаптăк ытарайми сип-симĕс кавирпе витĕнет.
Пахчасене ял çыннисем çумкурăкĕ-нчен тасатса тăраççĕ, вĕсене тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран им-çам сапаççĕ, 1-2 уйăхран çĕрулми шурă, кăвак, кĕрен тĕслĕ чечеке ларса хăй çине пăхтарса савăнтарть.

Текста малалла вулăр...

Вăрмана çур ĕмĕр сыхлаççĕ

Вăрмана сыхлас ĕçе СССРта 1930-мĕш çулсенче пуçланă. Вăрман промышленность пĕрлĕхĕн тĕп управленийĕ çумĕнче вăрмана сыхлакан уйрăм йĕркеленĕ. Вăрмансен уйрăм сăнав станцисенче тата вăрман институчĕсенче лабораторисем ĕçлеме тытăннă.
1936 çулта тĕп управлени çумĕ-нче вăрмана сыхлакан служба валли ĕçе йĕркелемелли правилăсемпе инструкцисем хатĕрленĕ. 1938 çулта М.Н. Римский-Корсаков ертсе пынипе Ленинградра вăрман энтомологийĕ-пе пĕрремĕш учебник хатĕрленĕ. Çав вăхăтра лесопатолог инженер должноçне официаллă майпа кĕртнĕ. Унăн тивĕçĕ – йывăçсен чирĕсемпе вăрмана сиен кӳрекен кăпшанкăсене вăхăтра тупса палăртасси, вăрмана хӳтĕлемелли мероприятисем ирттересси. Çав çулах СССР правительстви лесопатологи экспедицине тунă. 1947 çулта СССР тата РСФСР вăрман хуçалăхĕн министерствисене йĕркелеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçĕнчи çичĕ тĕлĕнтермĕш

2008 çулта Ульяновск облаçĕнчи çичĕ тĕлĕнтермĕшĕн списокне тунă.
 
Унта çутçанталăкăн çак палăкĕсем кĕнĕ:
1. Тереньга районĕнчи Скрипинские Кучуры – Елшанка лесничествин вăрман фондне кĕрет. Çутçанталăк палăкĕсен шутне 1987 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче кĕртнĕ. Ку вырăнта ĕлĕк-авалхи çĕр сийĕ сыхланса юлнă: палеоген сийĕ. Хăйăр хытнипе пулнă пысăк чулсем аякран пăхсан тĕрлĕ чĕрчуна аса илтереççĕ. Вырăнти халăх каланă тăрăх, çав чулсенчен мĕн ыйтан, çавĕ пулать.
2. «Родина В.И. Ленина» заповедник музейĕ – чи пысăк та хаклă культурăпа истори палăкĕ. Музея 1984 çулта йĕркеленĕ.
3. Инза районĕнчи Юлово пĕви. Вăл шывĕн тасалăхĕпе, таврари тирпейлĕхĕпе, илемĕпе, шывра ӳсекен тĕрлĕ ӳсен-тăранпа уйрăлса тăрать.
4. Сăр районĕнчи Микула тăвĕ Сăр юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Текста малалла вулăр...

Аксаков – çутçанталăк юрăçи

Сăр районĕнчи Архангельскири ял библиотекинче вырăс писателĕ, пирĕн ентеш С.Т.Аксаков çуралнăранпа 224 çул çитнине халалласа мероприятисем ирттертĕмĕр.
Вулавăш ĕçченĕ шкул ачисене писателĕн биографийĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, произведенийĕсемпе паллаштарчĕ. З.Н.Абдулахимова биолог, географ, ботаник Сартумкка ял хыçĕнчи çутă кӳллĕн илемĕ çинчен ытарлă каласа пачĕ. Вăл кӳлле акăшсем килессе нумай кĕтнĕ. Пĕррехинче кӳлĕ вĕçĕнче вăрăм мăйлă мăшăр акăш тĕкĕр пек çутă кӳлĕре ишнине курсан вăл питĕ савăннă.
Ăçта-ха вĕсен чĕпписем/ С.Т.Портнов сунарçă экскурсие малалла тăсрĕ.
-Ахăртнех, чĕпписем хăмăш хушшине кĕрсе пытаннă. Хăрушлăх сиксе тухсан вĕсене амăшĕсем вĕтлĕхе пытараççĕ, хăйсем вăхăтлăха вĕçсе каяççĕ. Хăрушлăх иртсен таврăнаççĕ. Ку хутĕнче те çапла пултăрччĕ ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

Ç ă л в а р

Ку вырăнта çуркунне питĕ нумай шыв пухăнать. Çăлкуçсем сахал мар тапса тăраççĕ. Çавăнпа Çăлвар теççĕ те ĕнтĕ ял çыннисем.
Çăлвар тимĕрçенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем уявсене те çакăнта ирттерме кăмăллаççĕ.
Çăлвар ялăн çурçĕр енче (пĕр-икĕ çухрăмра) вырнаçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 5-мĕш çулĕсенче яла Çăлварпа вĕрене, пăрçа хăви тата ытти йывăçсен посадки çыхăнтаратчĕ. 1967 çулта вăл пĕтрĕ, çулĕ çеç упранса юлчĕ.
Çăлвар! Çак таврара авалтан вăрман пулнă. Унта упасем, кашкăрсем, мулкачсем те ĕрченĕ. 1936 çулта ял çыннисем хурăн, юман, вĕрене тата ытти йывăçсем лартнă. Çулсем иртнĕ, вырăн илемленсе пынă. Вăрçă хыççăн колхозниксем Çăлварта сад пахчи йĕркелесе янă. Унта тĕрлĕ йышши пан улми, чие, хăмла çырли, хурлăхан ӳснĕ. Вĕсене нумай çул хушши пахчаçăсемпе колхозниксем çĕнетсе тăнă.

Текста малалла вулăр...

Пичет изданийĕсем урлă – экологи пĕлĕвĕ

2013 çула РФ Президенчĕ Тавралăха сыхламалли тесе палăртнă. Чăваш Республикинче тавралăха сыхлассипе çыхăннă тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Анчах та çут çанталăка, тавралăха сыхласси çĕнĕ тема мар. ЧР Кĕнеке палатинче иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче пичетленнĕ интереслĕ изданисем упранаççĕ: «Çĕре епле ĕçлесен аван пуласси çинчен (1908), «Хирте тырă мĕнле ӳсет» (1908), «Çĕр ĕçченне мĕнпе пулăшмалла» (1908), «Условия правильного производства посева» (1911), «Река Цивиль и её обитатели (1915). Революцичченхи кĕнекесенче ăнланмалла чĕлхепе хресчене мĕнле майпа тырă нумайрах туса илмеллине вĕрентнĕ. 1919 çулта О.Андреев пичетлесе кăларнă «Çĕре çĕнетесси çинчен» кĕнекене пĕрремĕш наука ĕçĕ тесен те юрать.
Брошюрăсăр пуçне республикăра ял хуçалăх журналĕсем – «Ана», «Ана-çаран», «Çĕр ĕçлекен», «Ĕçлекенсен сасси» тухнă.

Текста малалла вулăр...

Хыпарсем

Хуласем тасарах пулĕç
Раççейре 2030 çул тĕлне кăна экологи лару-тăрăвĕ аван енне улшăнĕ, парник газĕсем тухасси сахалланĕ тесе пĕтĕмлетӳ тунă Раççей премьер министрĕ.
Документра тăван таралăха тата çут çанталăка сыхлассипе ятарлă уйрăм пур. Унта экономикăра çитĕнӳсем тунă май тăван тавралăха пысăк тимлĕх уйăрмаллине, вăрмансемпе çарансене, юхан шывсемпе тинĕссене пĕтме парас мар тесе мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине те палăртнă. Çулсерен çак тĕллевсемпе бюджет укçа та нумайрах уйăрмалла, çут çанталăк сыхлавне инвестицисем хывмалла. Ĕçсем палăртнă пекех пулса пырсан 2030 çул тĕлне Раççейре таса мар сывлăшлă хуласен тата хула каяшĕсен шучĕ 3 хут сахалтарах пулĕ.
 
Çут çанталăка сыхламА – 32 миллион тенкĕ
Ульяновск облаçĕнче 2013 çулта тăван тавралăха тата çут çанталăка сыхлама 32 миллион та 700 пин тенкĕ уйăрнă.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçĕнчи Хĕрлĕ кĕнеке

Регионта Хĕрлĕ кĕнеке кăлармалли пирки 2002 çулта Саккунсем кăларакан Пуху ятарлă саккун кăларнă. 2003 çулта администраци пуçлăхĕн хушăвĕпе кĕнекене кĕмелли ӳсен-тăран, чĕр чунсен списокне хатĕрлеме хушу кăларнă.
2004 çулта Ульяновск облаçĕн Хĕрлĕ кĕнеки кун çути курнă, 100 экземпляр тиражпа пичетленнĕ.
Хĕрлĕ кĕнекене саккунăн 16-мĕш статйипе килĕшӳллĕн кашни вунă çултан çĕнĕрен кăлармалла.
Хĕрлĕ кĕнеке – облаçри пĕтсе пыракан е çавсен ретне тăма хатĕр кăмпасен, ӳсен-тăранăн, тискер чĕр чунсемпе кайăксем пирки пĕтĕмĕшле сведенисем паракан официаллă документ.
Кĕнекене кĕрекен ӳсен-тăранпа чĕр чунсен списокне 500 тĕс кĕнĕ. Вĕсенчен 21-шĕ – çут çанталăкра пĕтнисен шутĕнче, 77-шĕ – пĕтсе ларасран ятарлă сыхлава тивĕç ӳсен-тăранпа чĕр чун.
Кĕнекере вĕсен тĕслĕ сăн ӳкерчĕкĕсене е ӳкерчĕкĕсене кĕртнĕ.

Текста малалла вулăр...