Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Вĕренекенсене кружок урлă тăван чĕлхене явăçтарасси

Тăван культурăна вĕрентессине тăван чĕлхерен пуçламалла.
Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çырса хăварнисене аса илер-ха. Вăл: «Чĕлхе хăйне йĕркеленĕ халăхпа пĕрле кăна пĕтет, çавăнпа та тăван чĕлхене мантарма тăрăшни çак халăха вĕлерме тăрăшни пулать»,- тенĕ. Чĕлхене халăхран туртса илес тени ăна терт-нуша кӳрет, чунне суранлатать. Тăван чĕлхе пулăшнипе кивĕ ăнлавсене те çĕнетме пулать, тăван чĕлхесĕр пуррине те тустарма, салатма пулать.
Çак ыйту – «чĕлхе вилсе пыни» – паян пирĕн умра çивĕч тăрать. Çамрăксем тăван чĕлхерен, культурăран уйрăлса ӳсеççĕ. Чăваш Республики тулашĕнчи шкул ачисем чĕлхерен сивĕнсе пынине вун-вун çул никам та асăрхамарĕ. Эпир, вĕрентӳçĕсем, халĕ чăваш ачи чăвашла калаçнипе мар, тăван чĕлхене кăштах ăнлансан савăнатпăр.
Ку енĕпе паян нимĕн те тумаççĕ теме çук, лайăх улшăнусем пур.

Текста малалла вулăр...

Шкула сыхласа хăвармаллах!

Тăван чĕлхе вунăкунлăхĕпе килĕшсе Чӳрекелĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхе кунĕ иртрĕ. Çак хăйнеевĕрлĕ уявра УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов тата журналистсем – Елена Мустаевапа Нина Еграшкина – пулчĕç.
 
Экскурси
Мероприятие йăлтах шкул ачисен вăйĕпе хатĕ-рленĕ. Хăнасене ачасем шкула халалланă сăвăсемпе кĕтсе илчĕç. Унтан музейпа паллаштарчĕç. Чăваш тумĕсен историйĕ, тĕрĕ вăрттăнлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Савăт-сапа тата ĕç хатĕрĕсен кĕтесĕ авалхи япаласемпе пуян. Ачасем кунти кашни япалан пĕлтерĕшне пĕлеççĕ. Çар Мухтавĕн музейĕпе Сергей Дьяконов, Ольга Киверова, Ангелина Белова паллаштарчĕç, хăйсен аслашшĕ-семпе мăн аслашшĕсен тата ытти ентешĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç. Ялтан 180 çын вăрçа тухса кайнă, 40-шĕ çеç таврăннă, 70 çынна яхăн хыпарсăр çухалнă, 4 çын Берлина çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чĕлхере – вăй

 
Наци ыйтăвĕсене шкултах татса пама пулать иккен. Çакăн пирки тата нумай нациллĕ Раççейри чĕлхесене тимлесси çинчен Ульяновск облаçĕнчи тутар чĕлхи вĕрентӳçисен II съездĕнче калаçнă.
– Наци вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕсем – пирĕн регионта пурăнакан халăхсен чĕлхине, культурине, историне сыхласа хăварасси тата аталантарасси,-тенĕ вĕренӳпе ăслăлăх министрĕ Екатерина Уба. - Пирĕн облаçри наципе чĕлхе политикин тĕп паллисем — ирĕклĕ аталану тата пур чĕлхесен пĕртанлăхĕ, вĕренӳ чĕлхине хăй ирĕкĕпе суйлама май пурри. Вĕсем пулнă та, малашне те çаплах сыхланса юлĕç.
Паян регионта вĕренӳ организацийĕсен тытăмĕ йĕркеленсе çитнĕ. Вăл вырăс мар халăхсене хăйсен чĕлхине вĕренме май парать.
Кăçал, тĕслĕхрен, Николаевка районĕнчи Пысăк Чирклей ялĕнче 230 вырăнлă çĕнĕ шкул уçнă.

Текста малалла вулăр...