Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

«Память Куйбышева» колхоз историйĕ

Хресченсем мĕн ĕлĕкрен çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăннă. Ытларах ыраш, сĕлĕ, тулă, вир акнă. Тухăçĕсем пысăк пулман.
20-мĕш ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче совет влаçĕ пур енчен те кооперативсене пĕрлешсе ĕçлеме тăрăшакан хресченсене пулăшнă. Çĕр çинче пĕрле ĕçлекенсен пĕрлĕхĕсем (вырăсла – товарищество по совместной обработке земли – ТОЗ) йĕркеленнĕ. 1924 çулта ялта çĕр обществине туса хунă. Анчах ку обществăсем кĕтнĕ пек лайăх кăтартусем парайман. Ялхуçалăхĕнче тĕпрен улшăнусем кирлĕ пулнă.
1929-1930 çулсенче вара ялсене Мускавран колхоз йĕркелеме двадцатитысячниксен е янă. Пирĕн яла заводра ĕçлекен рабочий Петр Яковлевич Ильин килсе çитнĕ. Райком партийĕн коллективизаци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тулли яваплăхлă çынни Анат Тимĕрçенти Леонтий Гаврилович Уйранов пулнă. Вĕсем ертсе пынипе тата ял çыннисен ытларахăшĕн ирĕкĕпе мĕнпур çĕр обществисенче колхозсем йĕркеленнĕ.

Текста малалла вулăр...

Мироновпа Прокопьев тăхăмĕ

А.А.Казаков таврапĕлӳçĕ, халăх ĕçне тăвакан çын, ялти таврапĕлӳ юхăмне йĕркелесе яракансен пĕри пулнă.
Александр Ананьевич Казаков Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче 1932 çулта июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл Мироновсен тата Прокопьевсен йăх-тымарĕнчен. Унăн ашшĕ Ананий Яковлевич Казаков вăрçăччен ялти Ленин ячĕллĕ колхозра председательте ĕçленĕ. 1942 çулта вилнĕ.
1947 çулта Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи 7 класлă шкула пĕтерсен Александр Казаков Хурăнвар-Шăхалĕнчи вăтам шкула каять, 1950 çулта вĕренсе тухать. 1951-1953 çулсенче хĕсметре тăрать. Ун хыççăн Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕрет. Ăна пĕтерсен математика учителĕ пулса тăрать.
1956-1958 çулсенче Çĕпрел райĕнĕнчи тĕрлĕ шкулсенче математика тата чăваш чĕлхи учителĕ пулса ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Михайлов ĕçне Ленин аван хак панă

А.Богатовăн «Воспитанники Яковлевской школы» кĕнекинче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Упи вулăсне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнчен тухнă Александр Семенович Михайлов çинчен темиçе йĕрке çырса хăварни пур. Каярах эпир ун çинчен Интернетра та материал тупрăмăр. Халĕ ку çын çинчен ытларах пĕлетпĕр ĕнтĕ.
А.С.Михайлов 1871 çулта çуралнă, Чĕмпĕр чăваш шкулне 1889 çулта пĕтернĕ. 1889-1893 çулсенче ялта учительте ĕçленĕ.1893-1894 çулсенче Чĕмпĕрти тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ.
1894 çулта вăл тĕн ĕçне куçать, Самар кĕпĕрнинчи Пăкăрăслан уесĕнчи Стюххаль ялĕнче Петĕрпе Павăл чиркĕвĕнче священникра ĕçлеме пуçлать. Çав вăхăтрах прихут шкулĕсен ертӳçи пулать, унта Турă саккунне вĕрентет. Вăл хăй ĕçĕнче питĕ тăрăшуллă пулнă теççĕ.
1904 çулта Александр Семеновича Пăкăрăслан уесĕнчи Питтăпаль ялне (вырăсла --Старое Ганькино, халĕ вăл Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районне кĕрет) куçараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ Çĕнĕ Йĕлмел çыннисем

Малтан Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕ-нчи Упи вулăсне кĕнĕ (халĕ Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕ). Вăл Ульяновскран 70 çухрăмра вырнаçнă. Вĕренме май пур çынсем хăйсен ачисене Чĕмпĕр чăваш шкулне И.Я.Яковлев патне яма тăрăшнă. Эпир хальлĕхе унта пĕлӳ илнĕ ку ял çыннисене çаксене пĕлетпĕр.
(1868 -1919 çулсем)
Павел Миронович Миронов. Математик. Ĕпхӳ кĕпĕрнинче халăх училищисен инспекторĕ пулнă. Çуралнă – 1861 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче. Вĕреннĕ – 1871-1879 çулсем.
Филипп Ефремович Кустов. Çуралнă – 1867 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче. Вĕреннĕ – 1877-1882.
Александр Семенович Михайлов. Çуралнă – 1871 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче. Вĕреннĕ – 1884-1889. Священник пулнă, Самар кĕпĕрнинчи Пăкăраслан уесĕнче ĕçленĕ.
Константин Прокопьевич Прокопьев. Çуралнă – 1872 çулхи майăн 14-мĕшĕнче.

Текста малалла вулăр...

Таврапĕлӳçĕсем – çутçанталăк çинчен

Çак кунсенче Луговойри шкул музейĕнче «Вăрман хуралçисен тусĕсем хушшинче» экологи тĕлпулăвĕ иртрĕ.
Унăн пуçаруçисем: биологипе хими вĕрентекенĕ, директорăн ăспару енĕпе ĕçлекен çумĕ Назира Камалова тата вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ, «Чăваш халăхĕн чĕлхипе культури» кружок ертӳçи Алена Катерисова.
Патриотла ĕçсен уйăхлăхĕн картинче чăвашсем епле мероприятисем ирттернипе халиччен регионти И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш çутĕç обществине ертсе пынă, Раççей атом флочĕн ветеранĕ, Ульяновскри шыв айĕнчи моряксен союзĕн членĕ Алексей Мордовкин тата çар морякĕ, пирĕн ялăн хисеплĕ çынни Валерий Топтыгин паллаштарчĕç.
Хăнасенчен пĕри те тĕлпулăва пушă алăпа килмен – кашниех пурнăçĕнче тунă çитĕнӳсем пирки хатĕрленĕ калавсемпе пĕрле пуян материалсем кӳнĕ. Вĕсем уйрăмах ачасене кăсăклантарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Тăван ен кунĕ

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Сăр районĕ-нчи Архангельски ял вулавăшĕ-нче Тăван ен кунĕ иртрĕ.
Анлă курава чăваш халăхĕ çинчен çырнă кĕнекесем, таврапĕлӳçĕсен тĕрлĕ çулсенче «Канаш» хаçатра кун çути курнă хайлавсене пухса пынă папкăсем пулчĕç. Вулавăша кӳршĕ ялсенче пурăнакансем, тăван ен историйĕпе кăсăкланакансем тата облаçри таврапĕлӳçĕсем килсе çитрĕç. Ку тĕлпулăва Николай Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитнине халалларăмăр. Эпĕ пухăннисене А.Авдотинăн «Пушкин и чуваши» кĕнекипе тата Н.Карамзинăн «История государства Российского» кĕнекен 1,7,8-мĕш томĕсенчи чăваш халăхĕ çинчен çырнине вуласа патăм, Сăр районĕнчи чăваш топонимĕсене тĕпчени çинчен пĕлтертĕм.
Чăвашсен «пăрăнса» сăмахне кунти вырăссем «промза» тенĕ (юханшыв пăрăнса юхнипе ĕнтĕ). Çапла ял Промзино ят илнĕ. 1931 çулта Промзинăран Сăр поселокĕ туса хунă.

Текста малалла вулăр...

Кивĕ Улхаш вăтам шкулĕ 175 çулта

Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1840 çулхи кĕркунне, пĕр çул маларах туса лартнă шкул çуртне пирвайхи вĕренекенсем пуçтарăннă. Чи кĕçĕнни 6 çулта, чи асли 15-ре пулнă. Вĕрентекенĕ, шкул пуçлăхĕ – вырăнти чиркӳре ĕçлекен пачăшкă Прозоров.
Хĕрачасене вăл вăхăтра шкула илмен. Кун çинчен Чĕмпĕрти удел ведомстви тата Ирçелĕнче вырнаçнă вулăс кантурĕн приказĕсем çирĕплетнĕ. Удел шкулĕнче хистесе Турă саккунне вĕрентнĕ, кĕлĕсем вуланă. Ачасен пĕр сиктермесĕр шкула çӳремелле пулнă. Вырăсла ăнланман чăваш ачисене шкул питех илĕртмен. Кунсăр пуçне вĕрентекен ачасене хăлхаран, çӳçрен туртма, чĕркуççи çине лартма та пултарнă. Çапах та виçĕ-тăватă çул çӳресе ачасем вулама, çырма, шутлама хăнăхнă.
Çулсем иртнĕ. Хресченсене ирĕке кăларнă хыççăн удел шкулне земство шкулне куçарнă. 1896 çулта Кивĕ Улхашра хĕрачасем валли прихут шкулĕ уçнă.

Текста малалла вулăр...

Патша ванни

Пĕтĕм тĕнчере çынсем тупă-патша (царь-пушка), чан-патша (царь-колокол) каларăшсене илтнĕ. Ванна-патша (царь-ванна) тенине вара пĕлмеççĕ.
Вăл патша ялĕнче Баболовски крепоçĕнче вырнаçнă. Виçĕ артефактпа та (искусственнăй майпа тунă япала) халиччен никам та усă курман: патша туппинчен пемен, чан çапман, ваннăра çăвăнман.
Çак тĕлĕнмелле ванна çаврака, яка. Ăна Александр I патша хушнипе çирĕп чула тăрмаласа тунă. Маçтăрĕ Суканов хушаматлă çын пулнă. Туллин – Самсон Ксенофонтович Суканов. Ăста ку ваннăпа 7 çул тăрăшнă – 1811 çултан пуçласа 1818 çул таран. Финн заливĕнчен 160 тонна таякан мăн катăк гранит илсе килеççĕ . Çак ваннăна çаврака чашăк евĕр якатса тип-тикĕс тума çирĕп чула 10 миллион хут киянкăпа çапмалла пулнă. 10-15 хут çапмассерен ĕç хатĕрне хăйранă. Ванна тĕсĕ – хура-кĕрен, йывăрăшĕ – 48 тонна, сарлакăшĕ – 5,33 метр, тарăнăшĕ – 1,96 метр.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ Улхаш шкулĕн сумлă пурнăçĕ

(Вĕçĕ.
П
уçламăшĕ 35-мĕш номерте.)
Ĕмĕрĕсене тăван ялта ирттерчĕç Николай
Французов, Петр Ибетов, Николай Долгов. Пĕр касăри ачасем, çывăх тантăшсем,
1936 çулхисем. Вĕсем 8-10 классене
Хурăнварти вăтам шкулта вĕренчĕç. Мĕншĕн тĕр аслă пĕлӳ илме тăрăшмарĕç. Николай Французов нихăçан та нимĕнле ĕçрен хăраман. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, ялан хастарлăхĕпе палăрнă.
Петр Ибетова Юман тесе чĕнетчĕç. Ачаран шофер пулма ĕмĕтленнĕскер çартан таврăнсанах çак профессие алла илчĕ. Патшалăх наградисене тивĕçрĕ: «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа
100 çул çитнĕ ятпа», «Ĕç ветеранĕ
» медальсене, 3-мĕш пусăмлă Ĕç мухтавĕн орденне, тĕрлĕрен Хисеп тата Тав хучĕсене.
Николай Ефимович Долгова (ял çинче Миккуль тесе чĕнетчĕç) 10 класс пĕтер-
нĕ çулах çара илчĕç.

Текста малалла вулăр...

Тумтир валли – чĕртавар

Юлашки вăхăтра чăваш тумĕ çинчен нумай калаçаççĕ. Сцена çинчи кăтартусем (модельсем), «Канаш» хаçат страницисенчи сăнӳкерчĕксем, юрă-ташă ушкăнĕнчи кĕпе-тумтир. Тата кашни юрă ушкăнĕн тумĕ те пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрать.
Кĕпе-тумтир, атă-пушмак çĕлекен фабрикăсем, мастерскойсем ĕлĕкех пулнă-ха. Ерипен пулсан та пир-авăр фабрикисем çĕршывра аталанса пынă, нумай хулара çĕнĕ предприятисем уçăлма пуçланă. Анчах вĕсем халăх валли çителĕклĕ таран пусма тавар кăларайман. Çав вăхăтра ĕçчен халăх укçа-тенкĕрен те йывăр лару-тăрура пулнă.
Тĕрлĕ çĕрти чăвашсен – турисемпе анатрисен çи-пуçĕ, тумтирĕ пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнă, анчах та чăваш сăнне çухатман.
Тепле саманара та ĕçчен тата ӳркенмен чăваш çынни тĕрлĕ меслетпе усă курма тăрăшнă. Урине те, çи-пуçне те тăхăнма тумтир хатĕрлемелле пулнă.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи наци йышĕ

Чĕмпĕр çĕрĕ – нумай нациллĕ кĕпĕрне. Вырăссемпе пĕрле кунта чăвашсем, тутарсем, мордвасем тата ыттисем те пурăннă.
Кашни уесрах, Пăвасăр пуçне, пуринчен те ытларах вырăссем пулнă. Пăва уесĕнче чăвашсемпе тутарсем пĕр тан пурăннă. Ардатов уесĕнчи кăнтăрпа çурçĕр енче мордвасем ытларах вырнаçнă, çурçĕр-хĕвелтухăçри Курмăш уесĕнче – чăвашсем.
1897 çулхи Раççей империйĕнчи пирвайхи перепиç тăрăх, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче пурăнакансем 1 миллион та 527 пин те 848 çын шутланнă, хуларисем – 7 процент. Вĕсенчен вырăссем – 1 миллион та 41 пин те 219 çын, мордвасем – 188 пин те 979, чăвашсем – 159 пин те 766, тутарсем – 133 пин те 977 çын.
Хутла пĕлекенсем вăл вăхăтра çав тери сахал пулнă: пурăнакансенчен 83 проценчĕ вулама та, çырма та пĕлмен. Хĕрарăмсенчен хутла пĕлекен 7 процент анчах пулнă. Кăтарту тăрăх, чи пĕлӳллисем - нимĕçсем, пĕлӳсĕррисем – чăвашсем шутланнă.

Текста малалла вулăр...

Крым кĕперĕн историйĕ

Крым утравĕ Раççей çĕршывне кĕнĕ хыççăн Керчь проливĕ урлă кĕпер хывма тытăнаççĕ. Вăл 376 миллиард тенке ларать.
Çак кĕпере хывас шухăш малтан 1901 çулта акăлчан пуçлăхĕсен пуçĕсене пырса кĕрет. Лондон-Дели тĕп çула вĕсем тимĕртен тăвасшăн пулаççĕ. Планĕ тăрăх, икĕ кĕпер тумалла пулнă: пĕри – Ла-Манш, тепри – Керчь проливĕсем урлă. Çак плана пурнăçа кĕртме икĕ çĕршывăн пуçлăхĕ-сем килĕшсе татăлаççĕ. Анчах ку проект пурнăçа кĕреймест. 1904-1905 çулсенче вырăссемпе яппунсен вăрçи тытăнать. Каярахпа – пĕрремĕш тĕнче вăрçи.
Ку кĕпер çинчен ЦК ВКПб тĕп секретарĕ Иосиф Сталин вăхăтĕнче - индустриализаци пынă тапхăрта - аса илеççĕ. Вăл вăхăтра кĕпер тума Совет Республикин вăйĕ çитеймен, çавăнпа та кĕперĕн тимĕр пайĕсене Германире саккас панă. Ку вăхăтра çак патшалăхпа суту-илӳ аван пынă.

Текста малалла вулăр...

Çĕрпӳсемпе – аваллăх йĕрĕпе

Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене Чĕмпĕрте кĕтсе илтĕмĕр. Малтанах хăнасемпе «Этнос культури тата хальхи вăхăтри вĕренӳ» темипе çавра сĕтел ирттертĕмĕр.
Çĕрпӳре эпир унччен Татьяна Петрова вĕрентӳçĕ чĕннипе пулса килнĕччĕ. Константин Иванов çулталăкĕпе килĕшсе конференци ирттернĕччĕ. Çавăн чухне чĕнсе хăварнăччĕ те вĕсене кунта.
Николай Казаков таврапĕлӳçĕпе эпир хăнасене (15 вĕрентекене) Пăлхар чăваш патшалăхĕн «ылтăн ункине» илсе кайрăмăр. Малтанах Пăлхар хулинче чарăнтăмăр. Пире кунта Пăлхар чăваш обществин пуçлăхĕ Валентина Якличева кĕтсе илчĕ. Заповедникра халĕ çĕнĕ çурт çĕкленсе ларнă. Вăл ултă хутлă. Пилĕк хутне музей йышăнать. Пĕрремĕш хутĕнче – юханшыв порчĕ. Унсăр пуçне тутарсем тата икĕ мичĕт туса лартнă. Кунта халĕ чăвашлăх йĕрĕ те юлман.

Текста малалла вулăр...

Архивное наследие ИĕЯĕЯковлева

Публикуется методическая разработка для учителей общеобразовательных школĔ сотрудников музеев и библиотек для изучения региональной идентичностиĔ подготовленная ОГБУ "Государственный архив Ульяновской области"ĕ Она приурочена к первому съезду краеведовĕ
 
Цель, Ознакомить учащихся с жизнью и деятельностью известного педагога и просветителяĔ уроженца Симбирской губернииĔ нашего земляка ИĕЯĕЯковлеваĕ
Школьный урок сопровождается показом слайдовĕ К каждому слайду прилагается текст выступленияĕ
 
Предисловие
В 2013 гĕ исполнилось 165 лет со дня рождения Ивана Яковлевича Яковлева (1848-1930) – чувашского просветителяĔ педагогаĔ основателя Симбирской чувашской школыĔ создателя чувашского алфавитаĔ переводчикаĔ миссионера и 145 лет со дня основания Симбирской чувашской школыĕ
Основная часть жизни и деятельности ИĕЯĕЯковлева связана с городом Симбирском и Симбирской губернией, здесь он родился и училсяĔ здесь жила его семьяĕ Его детищеĔ Симбирская чувашская школаĔ также основана в городе Симбирскеĕ В связи с этим большая часть документов была отложена в ОГБУ «Государственный архив Ульяновской области»ĕ
К 165-летию со дня рождения ИĕЯĕЯковлева и 145-летию со дня ос-нования Симбирской чувашской школы сотрудники ОГБУ «Государствен-ный архив Ульяновской области» выявили эти документыĔ составили «Тематический перечень архивных документов о жизни и деятельности ИĕЯĕЯковлева» и подготовили уникальную презентациюĕ По содержанию – это документальный фильмĕ
Безымянные древнеегипетскиеĔ древнекитайскиеĔ древнегреческие языкотворцы давно канули в летуĕĕĕ А Иван Яковлев – создатель чувашского литературного языка – по историческим меркам почти наш современникĕ
Грамотность целого народа – величайшее наследие Яковлеваĕ Даже трудно поверитьĔ что Ивану Яковлевичу в пору создания чувашского алфавита не было ещă и 25 лет!

Текста малалла вулăр...

Чăваш Калмаюр

Сентябрĕн ăшă кунĕсенче эпĕ Чăваш Калмаюрта пулса килтĕм. Кунта чăвашсемпе тутарсем пурăнаççĕ. Ку ял пуçланса кайни – 300 çул.
 
Ку тăрăхра малтан чăваш-пăлхарсем пурăнма пуçланă (8-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче), мишерсем кайран чăвашсен çумне килсе ларнă. 1442 çулта Хусан патшалăхĕ пуçланса кайнă.Чăваш-пăлхарс ем патне Аçтăрхантан, Крымран, Ногайран, Çĕпĕртен куçса килеççĕ.
Кубрат патша вилсен унăн виççĕмĕш ачи Котраг (Кăтри) Атăл çинче пăлхар-чăвашсен патшалăхне пуçласа ярать. Çак ял витĕр Алмуш патша чĕннипе 922 çулта Багдатран Ибн-Фадлан посольствин çыннисем иртсе каяççĕ. Вĕсем хальхи Ульяновск çĕрĕ çинчи Çарăмсан (Черемшан) шывĕ урлă каçаççĕ, Никольски ялĕнчен Чăваш Калмаюра çитеççĕ. Малалла вĕсен çулĕ Кормок ялне (халĕ Чартаклă) тăсăлать.
Ял хĕрринче VIII-IX ĕмĕрхи масар пур.

Текста малалла вулăр...

Петрокрепость никĕсĕсем – чăваш юманĕнчен

Çурла уйăхĕ маншăн ăнăçлă пулчĕ. Эпĕ Санкт-Петербургран 55 çухрăмра вырнаçнă Петрокрепоçе кайса куртăм.
Ку çĕр çинче этем 5 пин çул каяллах пурăнма тытăннă. 7-8-мĕш ĕмĕрсенче ижора тата карели халăхĕсем тĕпленсе пурăннă. Кунта вырăссемпе грексем хушшинче çапăçусем те пулкаланă.
1323 çулта Александр Невскин мăнукĕ Нева юханшывĕ пуçланнă çĕрте крепость туса лартать. Вăрманĕсем мăйăрлă пулнипе ăна Орешек ята парать. Вырăссем çак крепоçа урăх никама та кĕртмен, çурçĕр çĕрĕсене тĕрĕслесе тăнă.
1612 çулхи пăлхав вăхăтĕнче крепоçа шведсем тапăнса кĕреççĕ те туртса илеççĕ. 90 çул пулать крепость шведсен аллинче. 1702 çулта 1-мĕш Петĕр патша крепоçа хăй аллине çавăрса илсе ăна Шлиссельбург (вырăсла куçарсан – ключ) ят парать. Çавăнтан вара çулсерен октябрĕн 11-мĕшĕнче кунта хула кунне уявлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Граждан вăрçин паттăрĕ – пирĕн ентеш

В.И. Ленин çуралнăранпа 145 çул çитнине халалласа вулавăшра таврапĕлӳ сехетне ирттертĕмĕр. «Эпир совет вăхăтĕнче пурăннă» кĕтес йĕркелерĕмĕр.
Архангельски ялĕн историйĕнче революци хыççăн граждан вăрçи пынă вăхăтра совет влаçне хирĕç тăракан çынсене Космовский комиссар хăйĕн отрячĕпе Чĕлĕм (халĕ вăл çук) ялĕнчен килсе судсăр-мĕнсĕр персе пăрахнă текен материал пур. Ватă çынсем каласа хăварнă тăрăх, «çын вĕлерекенсем» сăран курткăсемпе пулнă, ку тăрăха юланутсемпе киле-киле кайнă.
Чĕмпĕр кĕпĕрнинче совет влаçне йĕркеленин историне пăхса тухнă хыççăн хамăр ентеш Иван Сергеевич Космовский чи паттăррисенчен пĕри пулнине, вăл граждан вăрçинче шурă гвардеецсемпе çапăçнă чухне нумай паттăрла ĕç тунине пĕлтĕмĕр.
1918 çулта çуркунне Архангельски вулăсĕнчи хуторсене пĕтерсе тăкнă.

Текста малалла вулăр...

Мăнкун парни

Мункун тетпĕр эпир ку уява. Мăн (Аслă) кун темелле-ха ăна тĕрĕсрех. Хăшĕ-пĕри ăна Калăм тет. Вырăсла Пасха теççĕ. Çак кун православи тĕнчи Христос вилсе чĕрĕлнине паллă тăвать. Пĕчĕк ачасем ир-ирех çывăх тăванĕсем патне ырă хыпарпа пыраççĕ, саламлаççĕ. Аслисем, паллах, ача-пăчана кучченеçсĕр кăларса ямаççĕ. Куннехинче темле сăлтавпа эпĕ хулара ывăл патĕнче пултăм. Пĕр подъездран теприне ача-пăча ушкăнĕ кĕшĕлтетсе çӳрет. Кашнин аллинче пĕчĕк хутаç. Хутаçĕсенче тĕрлĕ тĕспе пĕветнĕ Мункун çăмарти, канихвет-пĕремĕк. Вăхăтăма кĕскетес тесе тăхăр хутлă çурт умĕнче унталла-кунталла çӳретĕп. Ак тамаша! Ман патăма Мункун парни пухакан ача ушкăнĕ кĕрлесе çитрĕ. Мухтанаканни те пур вĕсен хушшинче.
-Манăн хутаçра 25 çăмарта!-тет пĕри.
Теприн хутаçĕнче шăккалат, укçа та пур иккен. Манăн мăнукăн хутаçĕ вара вĕр çĕнĕ велосипед рулĕ çинче çакăнса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Музей мебели

Два года назад по инициативе и при спонсорской поддержке председателя Совета директоров производственного объединения «Ульяновскмебель» А.Г.Еленкина на большой площади открылся музей «Мебель и интерьер 19-20 веков» на базе Ульяновского мебельного комбината.
 
Всего тут девять комнат. Цель этой затеи – чисто развлекательная и познавательная. Никакой коммерции!
Здесь постарались не просто собрать мебель различных эпох на основе документальных данных, а воссоздать атмосферу прошлого — мир, в который каждый желающий смог бы окунуться на несколько минут, в нашу историю. Проводятся программы для школьников, а также тематические фотосессии и экскурсии. Если в музеях обычно говорят, что экспонаты руками не трогать, то здесь, наоборот, посоветуют дотронуться, пощупать, почувствовать каждую вещь, посидеть на креслах и стульях.

Текста малалла вулăр...

Таврапĕлӳçĕ кунне ирттерме палăртнă

Пуш (март) уйăхĕн 28-мĕшĕнче И.А. Гончаров ячĕллĕ историпе мемориал центрĕнче пĕрремĕш хут Таврапĕлӳçĕ кунĕ иртет.
Паллă кунсем хушшинче Пулăç кунĕ, Вăрманçă кунĕ, Медицина ĕçченĕн кунĕ пур,Таврапĕлӳçĕ кунĕ çук. Таврапĕлӳçĕсенчен чылайăшĕ çак ĕçе тӳлевсĕр туса пырать. Уншăн вăйне те, вăхăтне те шеллемеççĕ хастарсем. Шырав ĕçĕсем ирттерсе авалхи документсем тупаççĕ, таврапĕлӳ музейĕсене çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатаççĕ. Вĕсем шкул ачисене тăван тавралăх, историпе культура çинчен нумайрах пĕлме пулăшаççĕ, ача-пăчана таврапĕлӳ тĕнчине явăçтараççĕ. Облаçра таврапĕлӳпе çыхăннă нумай мероприяти иртет. Анчах вĕсем мĕнпур йыша пĕр чăмăра пуçтараймаççĕ. Таврапĕлӳ кунĕ – уйрăм кун, уйрăм уяв. Çак кун таврапĕлӳçĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма, кĕнекесен тата ăслăлăх ĕçĕсен куравĕсене йĕркелеме, ĕç опычĕсемпе паллаштарма пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.