Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Граждан вăрçин паттăрĕ – пирĕн ентеш

В.И. Ленин çуралнăранпа 145 çул çитнине халалласа вулавăшра таврапĕлӳ сехетне ирттертĕмĕр. «Эпир совет вăхăтĕнче пурăннă» кĕтес йĕркелерĕмĕр.
Архангельски ялĕн историйĕнче революци хыççăн граждан вăрçи пынă вăхăтра совет влаçне хирĕç тăракан çынсене Космовский комиссар хăйĕн отрячĕпе Чĕлĕм (халĕ вăл çук) ялĕнчен килсе судсăр-мĕнсĕр персе пăрахнă текен материал пур. Ватă çынсем каласа хăварнă тăрăх, «çын вĕлерекенсем» сăран курткăсемпе пулнă, ку тăрăха юланутсемпе киле-киле кайнă.
Чĕмпĕр кĕпĕрнинче совет влаçне йĕркеленин историне пăхса тухнă хыççăн хамăр ентеш Иван Сергеевич Космовский чи паттăррисенчен пĕри пулнине, вăл граждан вăрçинче шурă гвардеецсемпе çапăçнă чухне нумай паттăрла ĕç тунине пĕлтĕмĕр.
1918 çулта çуркунне Архангельски вулăсĕнчи хуторсене пĕтерсе тăкнă.

Текста малалла вулăр...

Мăнкун парни

Мункун тетпĕр эпир ку уява. Мăн (Аслă) кун темелле-ха ăна тĕрĕсрех. Хăшĕ-пĕри ăна Калăм тет. Вырăсла Пасха теççĕ. Çак кун православи тĕнчи Христос вилсе чĕрĕлнине паллă тăвать. Пĕчĕк ачасем ир-ирех çывăх тăванĕсем патне ырă хыпарпа пыраççĕ, саламлаççĕ. Аслисем, паллах, ача-пăчана кучченеçсĕр кăларса ямаççĕ. Куннехинче темле сăлтавпа эпĕ хулара ывăл патĕнче пултăм. Пĕр подъездран теприне ача-пăча ушкăнĕ кĕшĕлтетсе çӳрет. Кашнин аллинче пĕчĕк хутаç. Хутаçĕсенче тĕрлĕ тĕспе пĕветнĕ Мункун çăмарти, канихвет-пĕремĕк. Вăхăтăма кĕскетес тесе тăхăр хутлă çурт умĕнче унталла-кунталла çӳретĕп. Ак тамаша! Ман патăма Мункун парни пухакан ача ушкăнĕ кĕрлесе çитрĕ. Мухтанаканни те пур вĕсен хушшинче.
-Манăн хутаçра 25 çăмарта!-тет пĕри.
Теприн хутаçĕнче шăккалат, укçа та пур иккен. Манăн мăнукăн хутаçĕ вара вĕр çĕнĕ велосипед рулĕ çинче çакăнса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Музей мебели

Два года назад по инициативе и при спонсорской поддержке председателя Совета директоров производственного объединения «Ульяновскмебель» А.Г.Еленкина на большой площади открылся музей «Мебель и интерьер 19-20 веков» на базе Ульяновского мебельного комбината.
 
Всего тут девять комнат. Цель этой затеи – чисто развлекательная и познавательная. Никакой коммерции!
Здесь постарались не просто собрать мебель различных эпох на основе документальных данных, а воссоздать атмосферу прошлого — мир, в который каждый желающий смог бы окунуться на несколько минут, в нашу историю. Проводятся программы для школьников, а также тематические фотосессии и экскурсии. Если в музеях обычно говорят, что экспонаты руками не трогать, то здесь, наоборот, посоветуют дотронуться, пощупать, почувствовать каждую вещь, посидеть на креслах и стульях.

Текста малалла вулăр...

Таврапĕлӳçĕ кунне ирттерме палăртнă

Пуш (март) уйăхĕн 28-мĕшĕнче И.А. Гончаров ячĕллĕ историпе мемориал центрĕнче пĕрремĕш хут Таврапĕлӳçĕ кунĕ иртет.
Паллă кунсем хушшинче Пулăç кунĕ, Вăрманçă кунĕ, Медицина ĕçченĕн кунĕ пур,Таврапĕлӳçĕ кунĕ çук. Таврапĕлӳçĕсенчен чылайăшĕ çак ĕçе тӳлевсĕр туса пырать. Уншăн вăйне те, вăхăтне те шеллемеççĕ хастарсем. Шырав ĕçĕсем ирттерсе авалхи документсем тупаççĕ, таврапĕлӳ музейĕсене çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатаççĕ. Вĕсем шкул ачисене тăван тавралăх, историпе культура çинчен нумайрах пĕлме пулăшаççĕ, ача-пăчана таврапĕлӳ тĕнчине явăçтараççĕ. Облаçра таврапĕлӳпе çыхăннă нумай мероприяти иртет. Анчах вĕсем мĕнпур йыша пĕр чăмăра пуçтараймаççĕ. Таврапĕлӳ кунĕ – уйрăм кун, уйрăм уяв. Çак кун таврапĕлӳçĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма, кĕнекесен тата ăслăлăх ĕçĕсен куравĕсене йĕркелеме, ĕç опычĕсемпе паллаштарма пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ĕçĕмсене пĕтĕмлететĕп

 
2013 çулта Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ларăвĕсенче май пулнă таран пултăм. Чăваш халăх уявне – Çăварние – хастар хутшăнтăм. И.Я.Яковлева çветтуйсен шутне кĕртес тĕллеве ырласа ятарлă конференцие кайрăм. Чăваш Республикин Муркаш районĕнче Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ конференцире «Çĕньял юррисем» темăпа доклад турăм. Хам вăйпа «Саша, Тёма, Лёша и другие» тата «Хастар тăрса юрлар-и?» кĕнекесем кăларса вулакансем патне çитертĕм. Игнатий игумен УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа тата чăваш халăхне чысласа ирттернĕ кĕлĕре пултăм. «Канаш», «Хыпар», «Сувар» хаçатсенче тата «Капкăн» журналта чăвашлăхпа çыхăннă хайлавăмсем пичетленчĕç. Халĕ Чăнлă районĕнчи чăваш халăх юррисене пуçтарса пичете кăларма хатĕрлетĕп.

Текста малалла вулăр...

Икĕпитлĕх çинчен

Çут çанталăк пулăмĕсене манăн икĕ питлĕ çынпа танлаштарас килет. Асамлă вут. Мĕн кăна кăтартмасть вăл çынна. Пĕр енчен – ырлăх, тепĕр енчен – инкек-синкек, вилĕм илсе килет. Унăн усăллă енĕсене пурте лайăх пĕлетпĕр. Начар енĕсем те унăн пайтах. Вăтам ĕмĕрти чиркӳ çыннисем тухатмăшсем шыраса ăслă та илемлĕ çынсене пĕр айăпсăр вутра çунтарнă. Хĕр çулпуç Жанна д`Арк кăвайт çулăмĕнче пĕтнĕ. Аслă вăрçă çулĕсенче самолётра, танкра миçе паттăр çунса вилнĕ… Мĕнле тӳснĕ-ши çак тамăка мĕскĕнсем? Константин Безруков фронтовик-вĕрентӳçĕ çурăмĕ çинчи суран йĕрĕсем куç умĕнчен каймаççĕ. Çурăм талккăшĕпех, пилĕкрен тытăнса хулпуççи таранах, шăтăклă-путăклă, йăлтăркка суран йĕрĕсем. Пирĕн ентешĕмĕр Николай Князькин та танк ăшĕнчен тухаймасăр çунса вилнĕ. Ун çинчен архиври сархайнă хут çинче çапла çырса хуни пур: «Не хоронен.

Текста малалла вулăр...

Пăр çинчи çапăçу

Авăн уйăхĕнче эпĕ 1242 çулхи акан 5-мĕшĕнче Александр Невский çарĕ Чудской кӳлĕ хĕрринче нимĕçсемпе çапăçнă вырăнсене çитсе куртăм. Пăр çинчи çапăçу теççĕ ăна тепĕр майлă.
Çапăçу Узмень текен вырăнта, Вороний Камень тата Самолва ялĕсен çывăхĕнче пулса иртнĕ. Халĕ ăна Сиговец сăмсахĕ теççĕ. Вăл тăрăхра с и г а текен пулă нумай пулнă. Чудской кӳлли хĕлле те хулăн пăрпа витĕнмест. Мĕншĕн тесен шыв айĕнче тапса тăракан çăл куçсем нумай. Кунта пурăнакансем çак кӳлле тепĕр майлă «тёплое море» теççĕ. 700 çул хушшинче Чудской кӳлли тăватă метр çӳллĕш тулнă. Вăл çулталăкра вăтамран 4 миллиметр хушăнса пырать.
Александр Невский вăхăтĕнче вырăссем çак вырăна лайăх пĕлнĕ. 10-12 пин салтаклă нимĕç çарне 15-17 пинлĕ вырăс çарĕ шыва хăвса кĕнĕ тенĕ хăш-пĕр кĕнекере. Тĕпчевçĕсем çырнă тăрăх, çарсенчи салтаксен шучĕ ун чухлех пулман.

Текста малалла вулăр...

Тарăн вар

Кăнтăр енчен ялти çырмана – Тимирçанкăна – пĕчĕк юхан шыв юхса кĕрет. Çуркунне – шыв кайнă вăхăтра – юхан шыв сарăлса кайса тарăнланать. Çу вăхăтĕнче çăл типме патнех çитет. Кунта - колхоз пĕвисем. Тарăн вар тенĕ ватăсем ку вырăнсене.
Вăл ялтан икĕ-виçĕ çухрăмра вырнаçнă. Çулла ешĕл курăкпа витĕнет. Илемленсе ял çыннисене хăй патнелле илĕртет.
Тарăн вара ял ачисем ĕне çитерме çӳренĕ. Кунта вĕсем тĕрлĕ вăйăсем вылянă, пĕвере шыва кĕнĕ. Сулхăнрах чухне кăвайт чĕртнĕ, ун урлă сикмелле вылянă. Каçарах кăвайт йĕри-тавра ларса аслăраххисен халап-юмахне итлеме юратнă. Çитĕннисем те ĕç хыççăн çу кунĕсенче пĕвере лашасене шыва кĕртнĕ, хăйсем те çăвăннă.
Хĕвел тухăç енче ку тăрăхра сурăх тата чăхă витисем пулнă. 1950-мĕш çулсенче колхоз (председателĕ Е.В.Салюков) сурăхсем самăртма тытăннă.

Текста малалла вулăр...

Пулă пĕви

Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче Çăлварăн çурçĕр енче вырăнти колхоз пысăк пĕве тунă. Пĕвене вĕт пулăсем ярса ĕрчетме тытăннă. Çавăнпа ăна пулă пĕви тенĕ.
Пĕчĕк юхан шыва колхозниксем тачкăсемпе, лашасемпе çапă, тăпра, улăм турттарса пĕвеленĕ. Колхоз председателĕ Е.В.Салюков, ĕçе ертсе пыраканĕ П.Н.Элли, ĕçлекенĕсем Н.Г.Наумов (Наум Коли), Г.А.Разинов (Даниле Гени), В.И.Ятманов (Ятман Вали) тата ыттисем пулнă.
Пĕвене хута янă хыççăн Çăлвар татах та илемленнĕ, пĕве хĕррисем ешĕл курăкпа витĕннĕ, таппинче хăмăшпа кăкшăм курăкĕ сарăлса кайнă. Пĕве таврашне ял ĕçченĕсем хурăнсем, вĕтĕ хăвасем лартса хăварнă. Пĕвери шыв питĕ таса пулнă, уçăрах тĕлте шыв тĕпĕ те палăрнă, пулăсем ишсе çӳрени те курăннă.
Хăш-пĕр çул çурхи шыв пĕвене татса та кайнă. Татса каясран каярахпа валак туса хăварнă.

Текста малалла вулăр...

Çил арманĕ – йывăç кайăк

Кивĕ Улхаш ялĕн хĕрринче, Пухтел çулĕ çинче ватăран та ватă çил арманĕ ларатчĕ. Хăнăхнăччĕ эпир ăна. Аякра пурăнакансем яла таврăннă чух вăл сывлăх сунса кĕтсе илетчĕ, ăсатса яратчĕ. «Çил арманĕ — йывăç кайăк» тенĕччĕ манăн хисеплĕ ентешĕм Николай Кадебин пĕр сăвăра ун пирки.
Çил арманĕ — йывăç кайăк
Тивĕçне кура сана
Лартмалла ял-йышăн палăк
Тав туса. Сума суса.
Пурте пĕлетпĕр, вăхăта тытса чарма çук. Ватти вилет, ача-пăча çуралать, аталанать. Ял арманĕн те вилме вăхăт çитрĕ пулас. Кăçал вăл вăйлă çил-тăвăлпа çумăра тӳсеймесĕр юмахри паттăр евĕр йăванчĕ, вилчĕ. Савăнмалли пулăм мар ĕнтĕ. Арман ванчăкĕсене курсан такамăн та кăмăлĕ пăсăлать. Вăл хăй ĕмĕрне ырми-канми ĕçре ирттернĕ. Ялти тата таврари хыпарсене вăл чи малтан илтнĕ. Çынсен кулянăвĕпе хурлăхне пĕлсе тăнă.

Текста малалла вулăр...

Илемлĕ ту

Воронеж облаçĕнчи Лиски районĕнче Большие Дивы текен ял пур. Ку тăрăха эпĕ кăçалхи авăн уйăхĕнче кайса килтĕм. Ялĕнчен инçех мар Илемлĕ ту (Дивная гора) мăнаçлăн çĕкленсе ларать.
Унăн çӳллĕшĕ – 60-70 метр. Ту çинче икшер метр çӳллĕш çирĕм ытла ту сапаланнă. Халĕ вĕсене пурă чулĕсем (меловые останки) теççĕ. Ĕлĕк-авал манахсем кунта хăвăл туса кĕрсе Сицили Турă амăшĕн мăнастирне туса хунă. Унăн вăрăмăшĕ 426 метр пулнă, халĕ 237 çеç тăрса юлнă. XX ĕмĕрте ку вырăнта пурă кăларма тытăннă. Тăвăн пĕр пайне аркатса, сирпĕтсе пĕтернĕ. Халап тăрăх, Сицили Турă амăшĕн сăнне 1092 çулта вырăс салтакĕсем илсе килнĕ. Вĕсем вăл вăхăтра грек императорĕ Михаил Пафлагонский патĕнче хĕсметре тăнă. Салтаксем мăсăльмансемпе Сицили утравĕшĕн çапăçнă. Тепĕр халапра çапла калани пур: Илемлĕ тусем çине ку турăша Сицили утравĕ çинчен грексен православи манахĕсем Ксенафонт тата Иосаф илсе килнĕ.

Текста малалла вулăр...

Несĕлĕмĕрсен йĕрĕпе

Çĕртме уйăхĕнче эпир — Николай Казаковпа унăн ывăлĕ, Владимир Пушкин, Фёдор Искендеров – пĕр кун хушшинче Пăлхар çĕршывĕн виçĕ хулине çитсе куртăмăр.
Малтан Пӳлер хулинчи ту çине улăхрăмăр. Унта 444 картлашкапа хăпармалла. Ку чулсем ахальлисем мар, вĕсенче темле асамлă вăй пур теççĕ. Улăхнă çĕрте ĕлĕк-авал 11 пысăк шăтăк пулнă. Халĕ виççĕшĕ çеç упранса юлнă. Хаяр Иван патша вăхăтĕнче çак шăтăксенче мишерсемпе ытти халăхсене шыва кĕртсе православи тĕнне йышăнтарнă. Ту тăрринчи йывăçсем те асамлăн курăнаççĕ. Вĕсем çине çулçӳревçĕсем хăюсем çыхса хăвараççĕ. Çакăн пеккине эпĕ ăçта пулнă, çавăнта куратăп. Унсăр пуçне кунта тĕлĕнмелле чул выртать. Унăн çӳллĕшĕ – икĕ метр çурă. Ту çинче ĕлĕкхи крепоçсен вырăнĕсем халĕ те палăраççĕ. Крепость Пӳлер хулинчен пĕр çухрăмра вырнаçнă. Вăл 800 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш сăмсахĕ

Тобольск хули çывăхĕнче Чăваш сăмсахĕ (мыс) пур. Ун пирки эпĕ вунă çул каяллах илтнĕччĕ. Кăçалхи утă уйăхĕнче çак вырăна çитсе килтĕм.
Чăваш сăмсахĕ Иртыша Тобол юхан шывĕ юхса кĕнĕ тĕлте мăнаçлăн çĕкленсе ларать. Унăн çыранĕ питĕ чăнкă. Ку тăрăхра халĕ те чăваш ялĕсем сыхланса юлнă: Подчуваш, Панин Бугор, Троицкий Мыс, Александровка.
Чăваш сăмсахĕ çинче археологсем 15 пысăк тĕмĕ (курган) тупнă. Крепоçсен хушши 20-36 метр, тарăнăшĕ 3-4 метр. Тĕмĕ çӳллĕшĕ çĕр питĕнчен 2 метр çӳллĕрех, сарлакăшĕ – 5-6 метр.
Археологсем кунта нумай япала чавса кăлараççĕ: чӳлмексем, чашăксем, ал ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, сăнăсемпе хĕçсем. 1953 çулта В.Н. Чернецов тата В.И. Мошинский археологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн эрăччен 1 пин çул маларах кунта угро-савирсем пурăннă.
Вилнисене пытарас умĕн çунтарнă.

Текста малалла вулăр...

Каша ялĕн историйĕ

Каша ялĕн çыннисем Атăл шывĕ çинче пуян купсасен баржисене сĕтĕрекен чăваш бурлакĕсенчен йăхса кайнă.
Ун пирки манăн асатте — Капкух Яккăвĕ — махоркăпа чĕлĕм туртса калаçса ларнине халĕ те астăватăп-ха. Вăл 1861 çулхиччĕ. Атте — 1900 çулхи. Вăл каласа панă тăрăх, çак çынсем: Меняка Караулов, Ивашко Взрыстаев, Тимарко Айтушев, Ахбулетка Ивашково, Тайбулетка Иртуганов – пĕр ушкăнра пулнă. Тепĕр ушкăнра — Бихтермико Енбяков, Кошайко Досаев, Темячко Сукеев, Антипко Тинзибаев, Кайсарка Досаев. Çак çынсем 1648-1649 çулсенче малтан Сĕве хĕррине Кусар тĕмĕ çине вырнаçнă пулнă. Унта вĕсене Сӳнтĕк тутарĕсем пурăнма паман. Ытти ыр сунман çынсем те лăпкă пурăнма кансĕрленĕ. Кашасем язычество тĕнне пăхăнса пурăннă.
Сыхланса юлнă арçын ячĕсем: Уртемей, Эленчук, Сăрнай, Атай, Нютни, Нăйкий, Куний, Ухливан, Капкух, Улайка, Мачий, Пăккăр, Митта, Тяппа, Митуç, Сытул, Мăкăля, Хаморжин тата ытти те.

Текста малалла вулăр...

Тăван йăх çинчен

Чăваш Енри Тăвай (Янтиково) ялĕ – халĕ район варри шутланать. Янтик (тутар сăмахĕ, тăвайкки), 1555 çулта пуçланса кайнă. Пирĕн ял – Сăхăтпуç (Нижарово), 1930 çулта «Красный Октябрь» колхоз ячĕпе çирĕпленнĕ. Нишер шывĕ ял варрипе, Сăхăт шывĕ – ял çуммипе юхаççĕ. Яла Катек ятлă чăваш никĕсленине ĕнентерет истори. Шкулта пысăк музей пур.
Мăн асаттене Чăрсăр Ваçлейĕ тенĕ. Çак хушамата вĕсем вăйлăран, усалран, хирĕçме килĕштернĕрен «çыпăçтарнă» пулас. Çурт умĕнче хура юпа ларнă теççĕ. Çакнашкал юпа ял укăлчи умĕнче тăнине калаççĕ. Хура юпа – кунти çынсем усаллине пĕлтернĕ.
Асатте – Даниил (Тальне), вăтăрмĕш çулсенче утарта пуçпа аптраса вилнĕ. Вăл ун чухне 66 çулта пулнă. Арăмĕ (ман асанне) – Анастасия Макаровна (1900-1983) юнашарти Çĕнĕ Пуянкас ялĕнчен пулнă. Вăл иккĕ качча кайнăскер. Малтанхи упăшки, питĕ усал, кăра чунлăскер, ним маршăн хĕнеме пултарнă.

Текста малалла вулăр...

КАЛМАЮРТА ТĔЛĔНМЕЛЛИ, ТĔПЧЕМЕЛЛИ НУМАЙ

Николай Казаков таврапĕлӳçĕпе эпир Калмаюр ялне çитсе куртăмăр. Хамăрпа паллаштарса мĕнле сăлтавпа килнине ăнлантарсан пире хапăл тусах шкула чĕнсе кĕртрĕç.
Шкул çурчĕ пысăк, ăна Совет влаçĕ вăхăтĕнчех тунă. Шкула çак ялтах çуралнă, политикăпа ытти ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунă Дамир Исмагилович Шарипов ятне панă. Ĕлĕкхи шкул Чăваш Калмаюрăн çĕрĕ çинче вырнаçнă пулнă, хальхи вара – тутарсем пурăнакан енче. Те çавăнпа, шкулта пĕр чăваш çынни анчах ĕçлет – Галина Пантелеймоновна Абдулкина – физика предметне вĕрентет. Чăваш ачисем сахаллипе чĕлхемĕре вĕрентмеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕрентесшĕнех мар, - терĕ завуч. Тутарсем пайтах пулсан та тутар чĕлхине факультатив мелĕпе кăна вĕрентеççĕ. Глобализаци текен пулăм кашни ялтах хуçаланма тытăнчĕ тесен те йăнăш мар.
Шкулта халĕ 130 ача вĕренет.

Текста малалла вулăр...

Эльмек Иванĕ – чăвашсен чи мухтавлă ӳнерçисенчен пĕри

Иван Васильевич Дмитриев-Эльмек чăваш ӳнерĕнчи чи паллă ятсенчен пĕри пулнине унăн тĕнчипе саланса пĕтнĕ ӳкерчĕксен географийĕ çирĕплетет: Раççейри вун-вун хула – Мускав (чи малтанах Третьяковкăна асăнмалла), Ярославль, Рязань, Тула, Переславль, Мурманск, Обнинск, ют çĕршывсем – Германи, Франци, Серби, Израиль, Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем…
Пĕлменни тата мĕн чухлĕ-ши? Мĕншĕн тесен ӳнерçĕн чылай ĕçĕ музейсемпе патшалăх коллекцийĕсенче мар, уйрăм çынсен управĕсенче вырăн тупнă. Çавăнпа та ун ятне чăваш ӳнер ăсталăхĕн сăпки умĕнче тăнă Н.Сверчков, М. Спиридонов, Ю.Зайцев, А. Кокель ячĕсемпе тан лартаççĕ. Ăсталăхĕпе тан, анчах пурнăçне Иван Васильевич пит тертлĕ пурăнса ирттернĕ, ăна пурăннă чухне нимле чыс-хисеп (орден-медаль-звани- ят) парса уйăрман, çавăнпах выçăллă-тутăллă пурăннă.

Текста малалла вулăр...

ИВАН ЯКОВЛЕВ ЮБИЛЕЙНЕ ХАТĔРЛЕНЕÇÇĔ

2013 çулта чăваш вĕрентӳçи Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет. Димитровградри таврапĕлӳçĕсен ушкăнĕ Çĕнĕ Малăкла районĕнчи чăвашсем тĕпленсе пурăнакан ялсене тухса кайнă.
Вырăнти таврапĕлӳ музейĕн ĕçченĕсем тата вырăнти И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç чăваш пĕрлĕхĕн председателĕ Геннадий Улюкин чăваш наци культурине, историне, йăла-йĕркине тĕплĕн упракан тата аталантаракан районти чăваш ялĕсенче пулнă.
Ерселĕнче вĕсене шкул директорĕн воспитани ĕçĕсене илсе пыракан çумĕ, чăваш чĕлхипе культурине, йăла-йĕркине вĕрентекен кружок ертӳçи Наталья Янгильдина кĕтсе илнĕ. Хăнасене шкулти хăтлăхсăр пуçне шкул музейĕ тата ял вулавăшĕ тĕлĕнтернĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем авалхи хресчен япалисене, тумĕсене нумай пуçтарнă.
Хăнасене Упамсарта та тараватлăн кĕтсе илнĕ.

Текста малалла вулăр...

МУЗЕЙ ТАТА ÇАМРĂК ĂРУ

И.Я. ЯКОВЛЕВ КУН-ÇУЛĔН ТĔСЛĔХĔПЕ
 
1984 çулта Ульяновск облаçĕн правительствин йышăнăвĕпе «Родина В.И.Ленина» историпе мемориал заповедникне йĕркелеме палăртнă. Заповедник ĕçĕ-хĕлĕ правительство йышăнăвĕпе палăртнинчен тахçанах иртсе кайнă. Музей ĕçченĕсен ушкăнĕ заповедника темиçе музей комплексĕпе пĕрлештерме шутлать.
1985 çулта «Родина В.И.Ленина» заповедник çумне Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексĕ хушăнать. Çапла майпа Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историне çутатса паракан музей уçасси пирки ĕç пуçланать. Мĕншĕн тесен Ульяновскра та, Раççейре те 50 çул чăваш халăхне çутта кăларас ĕç-хĕл илсе пынă И.Я.Яковлев музейĕ пулман.
1991 çулта Ульяновск облаçĕн ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе «Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я.Яковлева» музей уçăлать..Вăл аваллăх япалисене пуçтаракан, упракан тата тĕпчекен культура центрĕ пулса тăрать.

Текста малалла вулăр...

АХМЕД ИБН-ФАДЛАН

Эпĕ авалхи çулçӳревçĕсем çинчен вулама юрататăп. Пуçăмри çӳçĕм шуралса пынă майăн, ним шухăшламасăр çулçӳреве тухаймастăп ĕнтĕ. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ «Дорогой Ибн-Фадлана» статьяна кăсăклансах вуларăм. «Кам вăл?» - ыйтма пуçларĕç чăваш юлташсем. Эпĕ вĕсене Феликс Касимов çырнă «Страницы истории Мелекесса» кĕнекепе паллаштартăм. Ентешĕмсене уйрăмах унăн «Путешествия на Среднюю Волгу. Старинные карты» пайĕ тыткăнларĕ. Унта мĕн çырнине «Канаш» хаçат тусĕсене те пĕлтерес шухăш çуралчĕ.
«… 922 çулта инçетри Багдадран Пăлхара Атăл хĕррине мăсăльман тĕнне вĕрентекенсене-сара кансен караванĕ килнĕ. Вĕсем кунта Багдад халифĕпе çыхăну шыракан Пăлхар патши Алмуш сĕнĕвĕпе килсе çитнĕ. Пăлхарсем, патшалăх тĕнĕ вырăнне ислама йышăннăскерсем, çулсерен куланай тӳлесе тăнă хазарсенчен сыхланса пурăнма крепость туса пама ыйтнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.