Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ырă йĕр хăварнă çынна асăнса

Ульяновскри патшалăх университечĕн ректорĕ пулнă, ăна йĕркелесе яракансенчен пĕрин, халĕ УлПУ президенчĕн ĕçĕнче вăй хуракан техника ăслăлăхĕсен докторĕн Юрий Вячеславович Полянсков профессорăн ятне пĕлменни çук та пулĕ пирĕн тăрăхра.
Чăнлă районĕнче пурăнакан аслă ăрури ветарансем унăн ашшĕне те лайăх астăваççĕ-ха. Çапла, Вячеслав Алексеевич Полянсков иртнĕ ĕмĕрти аллăмĕш çулсен вĕçĕнче Пухтел районĕн КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Районăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи экономика аталанăвĕ унăн ячĕпе тӳрремĕнех çыхăннă. Каярах унăн халăхпа ĕçлес пултарулăхне шута илсе ăна КПСС обкомĕн иккĕмĕш секретарĕн вырăнне шанса панă.
Тĕрлĕ сăлтавсене пула хăй вăхăтĕнче ăна çилĕ тытса пурăнакансем те тупăннă. Çавна май унăн таса ячĕ пĕр хушă тивĕçсĕр манăçа тухма пуçланă.

Текста малалла вулăр...

Иннăна чăвашсем хавхалантарчĕç

Ульяновскри 17-мĕш «Содружество»
ятлă библиотекăра чăваш хастарĕсем – УОЧНКАпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пайташĕсем – хамăрăн ентешпе,
Рио-де-Жанейрăри Олимпиадăна хутшăнса ирĕклĕ кĕрешӳпе 63 килограмлă хĕрарăмсем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăннă Инна Тражуковапа тĕл пулчĕç. Ашшĕне – пĕрремĕш тренерне – Вячеслав Александровича тата хăйне пысăк çитĕнӳпе саламларĕç.
Спорта юратакансем нумай, унпа аппаланакансем
те чылай, анчах çак йывăр та тертлĕ ĕçре пысăк çитĕнӳсем тăвакансем сахал. Паянхи кунчченхи пурнăçне Инна веçех спорта, ирĕклĕ кĕрешĕве халалланă. Кĕрешӳ арçын ăмăртăвĕ тетпĕр пулин те мĕн пĕчĕкрен ялти ирĕклĕ кĕрешӳ секцине ертсе пыракан ашшĕ Вячеслав Александрович хĕрне чăн-чăн спортсмен пулма хатĕрленĕ. Мĕнле шеллесен те ачана вăл кашни ир темле çанталăкра та чупма, зарядка тума илсе тухнă.

Текста малалла вулăр...

Пултаруллă ентешсемпе тĕлпулусем татах пулĕç

Чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленипе çурлан 18-мĕшĕнче «Киндяковка» Культура керменĕнче пирĕн ентешĕн, чăвашсен оперăпа балет театрĕн солисчĕн, Хусанти Н.Г.Жиганов ячĕллĕ патшалăх консерваторине пĕтернĕ, тĕнче шайĕ-нчи «Душа моя – романс» конкурс-фестиваль лауреачĕн, ЧР вокалистсен конкурсĕн çĕнтерӳçин Валентина Двойнован тата «Шупашкар» эстрада ушкăнĕн илемлĕ концерчĕ иртрĕ.
Тӳлевсĕр концерта курма чăвашсем тулли зал пухăннăччĕ.
Валентина Двойнова оперăпа балет театрĕнче 25 çул ĕçлет пулин те Ульяновскри чăвашсене уйрăм пĕрремĕш хут пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Куракансем ăшшăн тата тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç ăна.
Юрăçăн репертуарĕнче ытларах вырăс юррисемпе романссем. Çапах та юлашки вăхăтра вăл чăваш юррисене юрлама тăрăшать – классикăран тытăнса эстрада таран.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов чăвашсемпе тĕл пулнă

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн сопредседателĕпе, облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн çĕнĕ председателĕпе Олег Мустаевпа тата кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçипе Владимир Сваевпа тĕлпулу ирттернĕ.
-Облаçри чăвашсене пĕрлештерекен автономин тĕп ĕçĕ – халăх йăли-йĕркипе культурине, тăван чĕлхене сыхласа хăварасси, Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлесси. Владимир Сваев Олег Мустаева ĕçлеме пултаракан организацие парса хăварчĕ. Мĕн пуррине упраса малашне аталантарса ĕçлемелле. Чăваш халăхне культура йăли-йĕркипе паллаштарассипе ытларах тăрăшмалла. Ульяновск облаçĕнче чăваш чĕлхи час-часах янăрани савăнтарать: шкулсенче тăван чĕлхене вĕренеççĕ, кашни çулах районсенче тата облаçра Акатуй иртет, «Канаш» хаçатпа «Еткер» телекăларăм кун çути кураççĕ, Наци ялĕнче чăвашсен кил-çурчĕ те кĕçех чĕрĕлĕ, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.

Текста малалла вулăр...

Пушкăрт чăвашĕсемпе тĕл пултăмăр

Авăн уйăхĕн 13-16-мĕшĕсенче эпир Урал тăрăхĕнчи юлташсем чĕннипе Николай Кирюшин таврапĕлӳçĕпе Пушкăртстанта пултăмăр. Тĕп вокзалта пире манăн юлташ Николай Игнатьев кĕтсе илчĕ.
Пирĕн çулçӳрев чăвашсен П.М. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнчен тытăнчĕ. Эпĕ хам алăпа ăсталанă Мироновăн барельефне парне тума илсе кайнăччĕ. Парнеленĕ хыççăн мана та кĕтмен парне пулчĕ: просветителĕн Павел Мироновăн медальне парса чысларĕç. Шкул директорĕ Иван Тарасов парнешĕн тав турĕ. Эпĕ Павел Миронов çинчен кĕскен каласа патăм. Урал тăрăхне вăл Иван Яковлевич Яковлев сĕннипе кайса тĕпленнĕ. Вăл пирĕн ентеш.
Ирхине пирĕн пĕчĕк ушкăна Мускав художникĕсем хутшăнчĕç. Вĕсен кунта курав уçăлнă. Эпир вĕсен ĕçĕсемпе паллашрăмăр, киçтĕк ăстисемпе, историксемпе, ăсчахсемпе, педагогсемпе, архитекторсемпе И.

Текста малалла вулăр...

Архивра – чăваш халăхĕн пуянлăхĕ

Август пуçламăшĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура центрĕнче облаçри патшалăх архивĕпе ĕçлĕ тĕлпулу иртрĕ.
 
Унта УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев, А.Ф.Юман поэт, облаçри тĕп архивĕн сотрудникĕ Р.В.Макарова, Л.А.Васильева вĕрентӳçĕ тата "Канаш" хаçат ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем Ульяновск облаçĕнчи тĕп архивпа тачă çыхăнса кунти чăваш халăхĕн культурине тата историне тĕпчесе пĕлмелли ыйтăва хускатрĕç.
Облаçри тĕп архивăн шырав пайĕн пуçлăхĕ Р.В.Макарова Атăлçи регионсенчи чăвашсен историпе культури çинчен архивра нумай документ упранни пирки каларĕ. В.И.Сваев чăваш халăх традицийĕпе этнокультурине упрас енĕпе облаçра тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр тесе пĕлтерчĕ, А.Ф.Юман чăваш интеллигенцийĕн пуянлăхĕ архивра упранни пысăк пĕлтерешлĕ пулнине палăртрĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачасене çар тумĕ илĕртрĕ

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнчен тытăнса нарăсăн 28-мĕшчен Ульяновск облаçĕнче çамрăксене патриотла воспитани парас уйăхлăх иртрĕ.
Пирĕн чăваш хастарĕсем: II-мĕш рангри капитан Александр Емелькин тата Алексей Мордовкин мичман çак пархатарлă ĕçе çанă тавăрсах пуçăнчĕç. Кăрлачăн 27-мĕшĕнче ентешĕмĕрсем Ульяновскри 4-мĕш педтехникумра тĕлпулу ирттернĕ, нарăсăн 6-7-мĕшĕсенче 56-мĕш шкулти 1-8-мĕш классем хушшинче стройпа утса юрлассипе конкурс тата 9-мĕш классемпе ăмăрту йĕркеленĕ. Нарăсăн 8-мĕшĕнче –суту-илӳ техникумĕнче, нарăсăн 18-мĕшĕнче – автомеханика колледжĕнче паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ, нарăсăн 19-мĕшĕнче – атом энергетикин информаци центрĕнче çĕршывăмăрăн пулас хӳтĕлевçисемпе онлайн мелĕпе видеоконференцие хутшăннă.
Нарăсăн 20-мĕшĕнче Çĕнĕ Ульяновск хулинчи чăвашсен наципе культура автономи ертӳçи Зоя Рейтер пуçарăвĕпе «Мир» Культура керменĕнче тепĕр мероприяти иртрĕ.

Текста малалла вулăр...

Паттăрлăх урокĕ

Совет çарне Афганистан çĕрĕ çинчен кăларнă куна халалласа пирĕн шкулта ветерансемпе тĕлпулу иртрĕ.
 
Шкул ачисене иртнĕ вăрçă пирки каласа пама Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацийĕн Чăнлă районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи ГĕПĕ Ермилов тата интернационалист воин СĕПĕ Албуткин килсе çитрĕçĕ Вĕсем хăйсенĔ командирĕ-сенĔ юлташĕсен çарти паттăрлăхĕĔ мĕншĕн пĕр-пĕр наградăна тивĕçни пирки каласа пачĕçĕ
Çаплах ветерансем вăрçăри йывăр лару-тăрура пурнăçсене сыхласа хăварма салтаксен çарти тăванлăхĕ мĕнле пулăшнине аса илчĕçĕ Ют çĕршыври çар çыннисене – душмансене – хирĕç çапăçма çăмăл пулман опытсăр салтаксенеĕ Тусем хушшинче çапăçу пушшех хăрушă пулнăĕ Афган вăрçин ветеранĕсем калавĕсене фотоальбомри сăн ӳкерчĕксем кăтартса çирĕплетрĕçĕ Ачасен ыйтăвĕсене хуравларĕçĕ
Мероприятин пуçламăшĕнче вăрçăран таврăнайман салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăтăмăрĕ Унтан çак шкулта вĕреннĕ Геннадий Чаминăн Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хутăмăрĕ
ПиреĔ шкул ачисенеĔ Афган вăрçин ветеранĕ-сене итлеме питĕ интереслĕ пулчĕĕ Эпир çакна ăнлантăмăр, пирĕн çĕршыври мирлĕ вăхăтра вăрçă вут-çулăмне кĕрсе ӳкнĕ çамрăк çынсем СССР салтакĕн чысне çӳлте тытнăĕ Вĕсене нимĕ-нле йывăрлăх та хăратайманĕ Хальхи пурнăçра та вĕсем – шанчăклăĔ йывăр вăхăтра пурне те пулăшма хатĕр çынсемĕ
Шкул ачисем ветерансен умĕнче «Хăрушă сăмах – Афган» музыка композицийĕ кăтартрĕçĕ
Афган вăрçин ветеранĕсене пирĕн шкулта çакăн пек мероприяти йĕркелеме пулăшнăшăн тав тăватпăрĕ Вĕсене хамăр шкулта курма яланах хатĕрĕ
 
Чăнлă районĕĔ
Кĕçĕн Нагаткин шкулĕĕ

Нацисен хушшинчи туслăх – область пурнăçĕнчи хăтлăх

"МедиаЦентр" учреждени пресс-центрĕнче кĕпĕрнаттăр çумĕнчи Нацисен хушшинчи çыхăнусен канашĕн членĕсем журналистсемпе тĕл пулчĕç. Унта наци политикипе тата çĕнĕлле йĕркеленĕ канашпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç.
Правительство председателĕн çумми, Ульяновск облаçĕнчи шалти политика министрĕ М.А.Сычёв канаша çĕнĕлетсе муниципаллă йĕркеленӳсенче секторсемпе канашсем йĕркелесе яни çинчен каласа пачĕ. Вĕсем мĕнле ĕçсем илсе пымалли çинче чарăнса тăчĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Народный Фронт «За Россию» обществăлла юхăмăн регионти уйрăмĕн сопредседателĕ, «Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ О.Н.Мустаев нацисен хушшинчи хирĕçӳсене сăнаса тăмалли центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Наци ĕçĕсене илсе пыракан обществăлла организацисен халăх йăла-йĕркине, культурине, хăйневĕрлĕхне упраса хăварасси вĕсен уставĕсенче палăртса хăварнă тĕп тĕллев пулни çинче чарăнса тăчĕ.

Текста малалла вулăр...

Кĕпĕрнаттăр писательсемпе тĕл пулнă

 
Мероприятие ӳнер тата культура политикин министрĕ Татьяна Ившина, Раççей Писательсен тата Композиторсен союзĕсен членĕсем, çамрăк авторсем хутшăннă.
Тĕлпулура кĕнеке вулассине анлăрах сарас тĕллевпе ĕçлекен проектсене сӳтсе явнă, Ульяновск облаçĕпе çыхăннă кĕнекесене упраса хăварас, библиотека ĕçĕнче информаципе коммуникаци технологине анлăлатас, çырас туртăмлă çамрăксене çул уçса парас, кĕнекесем кăларма пулăшас пирки калаçнă.
-2006 çултанпа облаçра кĕнеке кăларма пулăшассипе ятарлă программа ĕçлет. Унпа килĕшсе ку тĕле 100 ытла тĕрлĕ кĕнеке (120 пин тиражпа) кун çути курнă. Вăл шутра тăван тавралăх, паллă ентешсем тата облаçпа çыхăннă паллă тапхăрсем çинчен калаканнисем, сăвă кĕнекисемпе ача-пăча литератури, тĕрлĕ наци чĕлхипе çырнисем,- тенĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр.

Текста малалла вулăр...

Композитор патĕнче – хăнара

Кĕтмен çĕртен телефон сасси янăраса кайрĕ. Станислав Толстов хăнана йыхравлать. Кӳршĕ республикăран журналистсем килеççĕ иккен, эпĕ унта пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Камсем, мĕншĕн килни çинчен пĕр сăмах та, анчах тĕлпулăвăн пĕрремĕш пайĕ – хулапа паллашассипе çыхăннă, иккĕмĕшĕнче – кĕрекере шашлăк пулать.
– Ленинпа çыхăннă вырăнсемпе паллашасшăн, – юхрĕ унăн сасси. – Эсĕ ку ĕçсенче – шыври пулă пек.
Вăл мана çапла пĕлтерсе хăй майлă çавăрчĕ. Коммунистсем, куран, шухăшларăм эпĕ, килĕшрĕм.
Станислав Петровичпа унăн мăшăрĕ Верония мана Иван Яковлев палăкĕ умĕнче кĕтсе илчĕç. Кунĕ пĕлĕтлĕччĕ. Ĕнер вăйлă çумăр çунипе пĕлĕтсем сирĕлсе те ĕлкĕреймен. Анчах çуллахи тапхăр сывлавĕнче çăка чечекĕн ырă шăрши палăрчĕ. Эпир аслă вĕрентекенĕмĕрĕн палăкĕ умĕнче тарăннăн сывларăмăр та: «Иван Яковлевич, сывă-и!

Текста малалла вулăр...

Пăлхар хăни чăвашсемпе тĕл пулчĕ

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулине Болгари çĕршывĕнчен истори тĕпчевçи Ангел Христов ăсчах вĕçсе килчĕ.
Вăл малтан Пушкăртри чăваш таврапĕлӳçисемпе тĕл пулнă. Эпир Дунай-Пăлхар хăнине Шупашкара илсе кайса кăтартрăмăр. Çула май Кӳкеç посёлокĕнчи Никита Бичуринăн музейне кĕрсе тухрăмăр. Хăнана Бичурин востоковед çинчен каласа патăмăр. Вăл питĕ тĕлĕнчĕ унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлсен. Сăмах май, кунти музей директорĕ – Кивĕ Улхашра çуралса ӳснĕ Ирина Удалова (Эльмукова).
Чăвашсен тĕп хулинче пире малтан Юхма Мишши писатель кĕтсе илчĕ. Хаклă хăнана вăл нумай кĕнеке, брошюра парнелерĕ. Ун хыççăн Чăваш радиовне çул тытрăмăр. Унта эпир паллă историкпа Геннадий Тафаевпа тĕл пултăмăр. Вăл хăнаран интервью илчĕ. Çур сехете пыракан калаçура вĕсем нацин çивĕч ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç.

Текста малалла вулăр...

Ватлăх та хаваслă, канлĕ – чыс тусан

«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра Патриархăмăр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа 1951, 1954, 1956 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнисем (Ульяновск облаçĕн халăх вĕренӳ пайĕн 1956 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе хупăннă) йăлана кĕнĕ тĕлпулăвне пуçтарăнчĕç.
Музей вырнаçнă çурта 128 çул каялла туса лартнă. Хаклă хăнасем – А.М.Богатов, Л.А.Щербакова, Р.П.Антонова, П.В.Великанова, А.М.Чекалина, В.Н.Азбукина, А.Ф.Белова, Г.В.Яковлев, Л.А.Чебакова – валли çак датăпа çыхăннă ятарлă курав йĕркеленĕ.
Уява хатĕрлекенсем – Н.В.Литвинова (музей заведующийĕ) тата С.А.Борисова (ăслăлăх ĕçченĕ) – «И.Я.Яковлев (1848-1930)» сасăллă фильмпа усă курса Иван Яковлевичăн кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен те тĕплĕн паллаштарчĕç. Музейра иртекен мероприятисем çинчен каласа пачĕç.

Текста малалла вулăр...

Сĕтел-пукан музейĕнчи тĕлпулу

Ульяновскри сĕтел-пукан тăвакан комбинатăн директорсен канашĕн председателĕ А.Г.Еленкин хăй патне хăнана чăвашсене пухрĕ. Тĕллевĕ – Чукун çул районĕнче УОЧНКА филиалне туса хурасси. Ун пекки хальлĕхе область центрĕн пĕр районĕнче те çук-ха. Пĕрремĕш тĕлпулу сĕтел-пукан музейĕнче иртрĕ.
-Пирĕн хамăрăн тымарсене, хамăр ăçтан тухнине, чĕлхене, культурăна манмалла мар, ăна тăван халăх хушшинче сармалла Ун пек тума ентешсем пĕрлешни, пĕр-пĕринпе тачă хутшăнни, тăрăшса ĕçлени, ĕçе çамрăксене явăçтарни кирлĕ. Çавăнпа та эпĕ хамăр районта УОЧНКА филиалне йĕркелес тесе шутларăм. Пирĕн ку ĕç валли чăваш хастарĕсене шыраса тупас пулать, эпĕ вара тĕрлĕ енчен пулăшу пама хатĕр. Çакăнта е ытти вырăнта пухăнма вырăн тупса пама пултаратăп, паллă çынсемпе, тĕрлĕ пуçлăхсемпе тĕлпулусем йĕркелĕпĕр, Шупашкартан артистсене илсе килĕпĕр, ăçта та пулин каймалла пулсан автотранспорт уйăрса парăп,- терĕ Анатолий Георгиевич.

Текста малалла вулăр...

Илемлĕ чăваш чĕлхи…

Ку пулăм Анатолий Юман поэт 80 çул тултарнă ятпа çыхăннă мероприятисенчен пуçланса кайрĕ темелле. Урăхла каласан «Канаш» хаçат журналисчĕсем тата ун çумĕнче йĕркеленнĕ «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем облаçри чăваш чĕлхине ытларах тимлĕх уйăракан шкулсенче тĕлпулусем, хаçат кунĕсем ирттересси. Вăл пĕрремĕш хут Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕнче йĕркеленчĕ. Куннехинче журналистсем, çыравçăсемпе сăвăçсем Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕн вĕрентекенĕсемпе тата вĕренекенĕсемпе тĕл пулчĕç.
Шкулпа тата чăвашлăх тĕнчипе хăйĕн пурнăçне пĕтĕмĕшлех çыхăнтарнă Лидия Фёдоровна Ярославская вĕрентекен тата унăн хастартан та хастар вĕренекенĕсем çинчен пĕрремĕш хут çырмастпăр ĕнтĕ. Çуллахи кану тапхăрĕнче вĕсем «Канаш» хаçатра йĕркеленнĕ çавра сĕтеле хутшăнса тĕлĕнтерчĕç.

Текста малалла вулăр...

Ах, ку Парнас тавĕ…

Шăматкун çумри паркра кĕрхи тавралăхпа киленсе çӳренĕ чухне тахçантанпа курса калаçман ентешĕме тĕл пултăм.
- Серте тăванăм, авансем-и?! Сан патна килнех пырасшăнччĕ-ха. Пит пысăк ыйту сиксе тухрĕ. Аслă хĕрача университетра вĕренет. Сăвăсем те çыркалать, - хыпаланса калаçма тытăнчĕ Çерук. – Пĕр-икĕ сăввине хаçата та ярса панă. Лерен хурав килчĕ. Редакци специалисчĕ Анюк ĕçĕсене веçех пăсса пĕтернĕ. Тӳрлетнĕ. Ман ача кӳреннипе чирлесех ӳкрĕ. Йĕрсе те пăхрĕ.. Хаçатçă хĕрĕм сăввисене тĕрĕс калăпа лартнă имĕш. Мĕнле-ха апла? В.Маяковскин, С.Есенинăн, Серте Мишшин… кашнин хăйĕн калăпĕ пулса тухать-и апла? Пĕр Анюкăн кăна хăйĕн калăпĕ пулма пултараймасть иккен. Ăнланса пĕтерейместĕп. Мĕншĕн ман ача çырнă сăвăсене (мĕн пулсан та) çав йышăннă тытăма вырнаçтармалла?! «Свобода творчества» теекен ăнлава ăçта хумалла?

Текста малалла вулăр...

Хăнара – «Авангард» хаçат редакцийĕ

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçат редакцийĕ Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытать. Нумаях пулмасть редакцие Патăрьел районĕн «Авангард» хаçат редакцийĕн сотрудникĕсемпе хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕсем, район администрацийĕн представителĕсем пулса курчĕç.
-Хамăр туслă йышпа çул çӳреве тухса ытти регионсемпе паллашасси пирĕн йăлана кĕнĕ. Эпир Хусанта та, темиçе хут Чĕмпĕрте те, Шупашкарта та, хамăр республикăри нумай районта пулнă. Анчах сирĕн тăрăха пире ытларах туртать. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче темиçе хутчен пулсан та каллех çак сăваплă вырăна кĕрсе курас килет, - терĕ хаçатăн тĕп редакторĕ Святослав Перепёлкин.
Патăрьелсем «Канаш» хаçатăн тĕпелĕнче пĕрремĕш хут мар. Апла пулин те вĕсем çĕнĕ вырăнта, "МедиаЦентрта", пулса курман-ха.

Текста малалла вулăр...

Хальччен пĕрне-пĕри ятран чĕнеççĕ

1989 çултанпа кашни çулах ака уйăхĕн юлашки шăматкунĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев музей-хваттерĕнче» Ульяновскри чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ иртет. Хаваспах пуçтарăнаççĕ çак кун музея ватăсем, мĕншĕн тесен пĕрле пухăнса аса илĕвĕсенче самай аякри ачалăха путаççĕ, хăйсем вĕреннĕ вăхăта, преподавательсене аса илеççĕ.
Çулран-çул тĕлпулăва килекенсен шучĕ сайралса пырать пулин те унăн пĕлтерĕшĕпе ăшăлăхĕ чакмасть. Кăçалхи уява хăшĕсем мăшăрĕсемпе килчĕç.
И.Я.Яковлев вăхăтĕнчи Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи хор хулара чи вăйли шутланнă. 1956 çулта шкул хупăничченех çак ята сыхласа хăварнă вĕсем. Кашни вĕренекен музыка инструменчĕпе калама пĕлнĕ, юрласси-ташлассипе палăрнă. Çамрăклăха аса илтерес тесе музей заведующийĕ Нина Литвинова тата Светлана Борисова сотрудник тĕлпулăва илемлĕ пултарулăх смотрĕ евĕр йĕркелерĕç.

Текста малалла вулăр...

Паллă дирижёр – пирĕн йăхташ

Болгари çĕршывĕнче çуралса ӳснĕ, унтах пурăнакан симфони оркестрĕсен тĕнчипе паллă дирижёрĕ Свилен Симеонов Ульяновск облаçĕнче гастрольте пулчĕ. Вăл Димитровградра тата Ульяновскри Ленин мемориалĕнче вырăнти симфони оркестрĕпе тата тĕнчипе паллă опера юрăçипе Елена Образцовапа пысăк концерт пачĕ.
Концертсем умĕн Свилен Симеонов йăхташсемпе – пăлхар тымарĕнчен тухнă чăвашпа тутар халăхĕсен çыннисемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Ăна «Булгарское возрождение» общество Ульяновскри «Содружество» (17-мĕш наци вулавăшĕ) вулавăшĕнче йĕркелерĕ.
Свилен Симеонов хăйпе, çемйипе паллаштарчĕ, мĕнле çĕршывсенче гастрольте пулнине каласа пачĕ.
-Ульяновскра эпĕ иккĕмĕш хут. Пĕлтĕр Испани, Португали, Итали çĕршывĕсенчи гастрольсем хыççăн Ульяновска килтĕм. Манăн концертсем куракансене килĕшрĕç.

Текста малалла вулăр...

Хастар чăваш хĕрарăмĕ

Сăмах Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче пурăнакан Нина Фёдоровна Васильева пирки пырать. Пилĕк ача амăшĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет. Пĕччен пурăнать пулин те ачисемпе мăнукĕсем килсех тăраççĕ.
Кашара пулнă чухне эпир унпа ларса пайтах калаçрăмăр, килти альбомне пăхса тухрăмăр, чăвашсен авалхи йăли-йĕркине аса илтĕмĕр. Мана унăн таса кăмăлĕ, уçă чунĕ тĕлĕнтерчĕ.
Нина Фёдоровна Кашара хисепре, çынсемпе кăмăллă калаçать, шкул ачисемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулать. Ульяновскри «Шевле» литпĕрлешӳ хастарĕ, хаçатра унăн сăвви-калавĕс тăтăшах пичетленет.
Таврапĕлӳпе те кăсăкланать чăваш хĕрарăмĕ. Ялти салтак юррисемпе такмаксене пухса Шупашкарти гуманитари институне ярса панă. Унтан Тав çырăвне тивĕçнĕ.
«Канаш» хаçатпа та нумай çул çыхăну тытать Нина Васильева.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.