Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хăнара – «Авангард» хаçат редакцийĕ

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçат редакцийĕ Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытать. Нумаях пулмасть редакцие Патăрьел районĕн «Авангард» хаçат редакцийĕн сотрудникĕсемпе хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕсем, район администрацийĕн представителĕсем пулса курчĕç.
-Хамăр туслă йышпа çул çӳреве тухса ытти регионсемпе паллашасси пирĕн йăлана кĕнĕ. Эпир Хусанта та, темиçе хут Чĕмпĕрте те, Шупашкарта та, хамăр республикăри нумай районта пулнă. Анчах сирĕн тăрăха пире ытларах туртать. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче темиçе хутчен пулсан та каллех çак сăваплă вырăна кĕрсе курас килет, - терĕ хаçатăн тĕп редакторĕ Святослав Перепёлкин.
Патăрьелсем «Канаш» хаçатăн тĕпелĕнче пĕрремĕш хут мар. Апла пулин те вĕсем çĕнĕ вырăнта, "МедиаЦентрта", пулса курман-ха.

Текста малалла вулăр...

Хальччен пĕрне-пĕри ятран чĕнеççĕ

1989 çултанпа кашни çулах ака уйăхĕн юлашки шăматкунĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев музей-хваттерĕнче» Ульяновскри чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ иртет. Хаваспах пуçтарăнаççĕ çак кун музея ватăсем, мĕншĕн тесен пĕрле пухăнса аса илĕвĕсенче самай аякри ачалăха путаççĕ, хăйсем вĕреннĕ вăхăта, преподавательсене аса илеççĕ.
Çулран-çул тĕлпулăва килекенсен шучĕ сайралса пырать пулин те унăн пĕлтерĕшĕпе ăшăлăхĕ чакмасть. Кăçалхи уява хăшĕсем мăшăрĕсемпе килчĕç.
И.Я.Яковлев вăхăтĕнчи Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи хор хулара чи вăйли шутланнă. 1956 çулта шкул хупăничченех çак ята сыхласа хăварнă вĕсем. Кашни вĕренекен музыка инструменчĕпе калама пĕлнĕ, юрласси-ташлассипе палăрнă. Çамрăклăха аса илтерес тесе музей заведующийĕ Нина Литвинова тата Светлана Борисова сотрудник тĕлпулăва илемлĕ пултарулăх смотрĕ евĕр йĕркелерĕç.

Текста малалла вулăр...

Паллă дирижёр – пирĕн йăхташ

Болгари çĕршывĕнче çуралса ӳснĕ, унтах пурăнакан симфони оркестрĕсен тĕнчипе паллă дирижёрĕ Свилен Симеонов Ульяновск облаçĕнче гастрольте пулчĕ. Вăл Димитровградра тата Ульяновскри Ленин мемориалĕнче вырăнти симфони оркестрĕпе тата тĕнчипе паллă опера юрăçипе Елена Образцовапа пысăк концерт пачĕ.
Концертсем умĕн Свилен Симеонов йăхташсемпе – пăлхар тымарĕнчен тухнă чăвашпа тутар халăхĕсен çыннисемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Ăна «Булгарское возрождение» общество Ульяновскри «Содружество» (17-мĕш наци вулавăшĕ) вулавăшĕнче йĕркелерĕ.
Свилен Симеонов хăйпе, çемйипе паллаштарчĕ, мĕнле çĕршывсенче гастрольте пулнине каласа пачĕ.
-Ульяновскра эпĕ иккĕмĕш хут. Пĕлтĕр Испани, Португали, Итали çĕршывĕсенчи гастрольсем хыççăн Ульяновска килтĕм. Манăн концертсем куракансене килĕшрĕç.

Текста малалла вулăр...

Хастар чăваш хĕрарăмĕ

Сăмах Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче пурăнакан Нина Фёдоровна Васильева пирки пырать. Пилĕк ача амăшĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет. Пĕччен пурăнать пулин те ачисемпе мăнукĕсем килсех тăраççĕ.
Кашара пулнă чухне эпир унпа ларса пайтах калаçрăмăр, килти альбомне пăхса тухрăмăр, чăвашсен авалхи йăли-йĕркине аса илтĕмĕр. Мана унăн таса кăмăлĕ, уçă чунĕ тĕлĕнтерчĕ.
Нина Фёдоровна Кашара хисепре, çынсемпе кăмăллă калаçать, шкул ачисемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулать. Ульяновскри «Шевле» литпĕрлешӳ хастарĕ, хаçатра унăн сăвви-калавĕс тăтăшах пичетленет.
Таврапĕлӳпе те кăсăкланать чăваш хĕрарăмĕ. Ялти салтак юррисемпе такмаксене пухса Шупашкарти гуманитари институне ярса панă. Унтан Тав çырăвне тивĕçнĕ.
«Канаш» хаçатпа та нумай çул çыхăну тытать Нина Васильева.

Текста малалла вулăр...

Наци сывлăхĕ – чи малта

РФ Патшалăх Думинчи Ульяновск облаçĕн депутачĕ Владислав Третьяк парламента суйланнă хыççăн пĕрремĕш хут журналистсемпе тĕл пулчĕ, малашнехи планĕсемпе паллаштарчĕ.
-Эп ушкăнра ĕçлеме хăнăхнă çын. Çавăнпа та уççăн тата сирĕнпе пĕрле ĕçлесшĕн. Ульяновск облаçĕнче хамăн ĕçе чи малтан спорт сооруженийĕсене хăпартассинчен пуçласшăн. Мĕншĕн тесен сывлăх – наци пуянлăхĕ. Спорт комплексĕсемпе спорт базисем тăвасси кăна мар, шкулсене çĕнĕ йышши тренажёрсемпе тивĕçтересси, тренерсен ĕçне тивĕçлипе хакласа тӳлесси.
Иккĕмĕшĕ – область экономикине аталантарма Раççей тата ют çĕршыв инвестицине явăçтарасси, облаçра заводсемпе ытти предприятисем тăвасси.
Виççĕмĕшĕ – сывлăх сыхлавĕнче халăха пулăшу парасси. Саратов облаçĕнчен депутат пулнă май ют çĕршыв тухтăрĕсене йывăр операцисем тунă çĕре явăçтарнă, Ача çурчĕсенчи тăлăхсене Швецие сиплеме янă.

Текста малалла вулăр...

Президент – Димитровградра

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Ульяновск облаçĕнчи Димитровград хулинче пулса кайнă. Атом реакторĕсен наукăпа тĕпчев институчĕн ĕçĕпе паллашнă, экономика модернизацийĕн комиссийĕпе лару ирттернĕ.
Президент “Ульяновск-Восточный ” аэропорта вĕçсе килнĕ. Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр кĕтсе илнĕ. Унтан вĕсем вертолётпа Димитровграда вĕçнĕ. Унта Президент атом реакторĕсен наукăпа тĕпчев институчĕпе паллашнă.
"Росатом" пуçлăхĕ Сергей Кириенко Президента Димитровградри атом реакторĕсен наукăпа тĕпчев институчĕ çумĕнче ядерлă инноваци центрĕ тума тытăннине каласа панă. Кунта тĕнчери сăнавпа тĕпчев центрĕ тăвас шухăшне пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, Димитровградри НИИАР 1956 çултанпа ядерлă хăрушсăрлăх, реакторсен ĕçлевĕн ыйтăвĕсене сăнать, радионуклид источникĕсемпе радиофармпрепаратсе м кăларать.

Текста малалла вулăр...

Литературăсен туслăхĕ – халăхсен туслăхĕ

Кашни çулах авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Дагестанра “Шурă тăрнасен” кунĕсем иртеççĕ. Пĕрремĕш хут уява 25 çул каялла мухтавлă Расул Гамзатов, тĕнчипе паллă “Журавли” юрă авторĕ йĕркеленĕ. Вăл вăрçăсенче пуçĕсене хунă мĕнпур паттăра асăнмалли кун шутланнă. Анчах Расул Гамзатов вилсен “Шурă тăрнасен” кунĕ паллă поэта асăнмалли кун пулса тăнă. Кăçал вăл ЮНЕСКО пулăшнипе иртнĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх “Шурă тăрнасен” кунне Дагестана Раççейри тата ют çĕршывсенчи паллă писательсемпе поэтсем пуçтарăнаççĕ. Чăваш Республикинчен уява темиçе çул ĕнтĕ Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай хутшăнать.
Кăçал поэт “Шурă тăрнасен” кунне “Новое время” издательствăра пичетленсе тухнă “Салам, сăртсен-тусен çĕршывĕ” сăвăсен пуххипе кайнă. Унта Кавказра пурăнакан вунă ытла халăх - авар, адыгей, балкар, ингуш, кабардин, калмăк, карачай, кумык, лак, чечен -
поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă.

Текста малалла вулăр...

Литературăсен туслăхĕ – халăхсен туслăхĕ

Кашни çулах авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Дагестанра “Шурă тăрнасен” кунĕсем иртеççĕ. Пĕрремĕш хут уява 25 çул каялла мухтавлă Расул Гамзатов, тĕнчипе паллă “Журавли” юрă авторĕ йĕркеленĕ. Вăл вăрçăсенче пуçĕсене хунă мĕнпур паттăра асăнмалли кун шутланнă. Анчах Расул Гамзатов вилсен “Шурă тăрнасен” кунĕ паллă поэта асăнмалли кун пулса тăнă. Кăçал вăл ЮНЕСКО пулăшнипе иртнĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх “Шурă тăрнасен” кунне Дагестана Раççейри тата ют çĕршывсенчи паллă писательсемпе поэтсем пуçтарăнаççĕ. Чăваш Республикинчен уява темиçе çул ĕнтĕ Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай хутшăнать.
Кăçал поэт “Шурă тăрнасен” кунне “Новое время” издательствăра пичетленсе тухнă “Салам, сăртсен-тусен çĕршывĕ” сăвăсен пуххипе кайнă. Унта Кавказра пурăнакан вунă ытла халăх - авар, адыгей, балкар, ингуш, кабардин, калмăк, карачай, кумык, лак, чечен -
поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă.

Текста малалла вулăр...

Пĕр çын юлсан та – Яковлева килсе пуç тайтăр!

Çак кунсенче “Чĕмпĕр чăваш шкулĕ.И.Я.Яковлев музей-хваттерĕнче” йăлана кĕнĕ тĕлпулу иртрĕ. Тĕрлĕ çулсенче Ульяновскри чăваш педучилищине вĕренсе пĕтернисем музея пуçтарăнса хăйсем вĕреннĕ вăхăта, преподавательсене аса илчĕç. 1989 çултанпа пухăнаççĕ тĕлпулăва тахçанхи студенсем. Каласа памалли, çамрăксене вĕрентмелли нумай вĕсен.
Ытти çулсемпе танлаштарсан кăçалхи тĕлпулăва йышлăн пуçтарăнаймарĕç. Музей заведующийĕ Нина Литвинова сăмахĕпе, нумайăшне чĕннĕ, анчах чăваш педучилищине пĕтерекенсенчен йышĕ çулсерен чакса пырать, пурăнакансенчен те нумайăшĕ чире пула килĕнчен тухаймасть.
Вунă çын – А.М.Богатов, П.В.Васильева, Г.В.Васильев, В.С.Коновалов, Р.П.Антонова-Ижотки на, Р.П.Фролова, Л.А. Варгасова, М.Д.Костюнина, З.В.Исаева, М.В.Корчаков – тĕл-пулăва пырса çамрăклăха аса илчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].