Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Тăван литературăна пуянлатнă

(Анатолий ЫРЬЯТĂН «Вутра çунман уртăш» повеçĕ пирки)
 
Шел пулин те – чăвашсен паллă çыравçиĔ журналисчĕ Валентин Урташ çинчен Тутарстанра пурăнма тытăнсан çеç тĕплĕнрех пĕлтĕмĕ
Халĕ çакă тĕлĕнмелле пулĕĔ анчах ман ăрурисенчен ун çинчен питĕ сахалăшĕ илтнĕĕ Чи малтан Тăхăрьялăн мухтавлă ывăлĕ пирки мана Пăва районĕнчи Кивĕ Мертлĕ ялĕнче пурăнакан ватă учительĔ пенсионерĔ тыл ветеранĕ Людмила Андреевна Кириллова каласа панăччĕĕ Унăн асаилĕвĕсем халĕ те хăлхара янăраççĕĕ Унтанах 1971 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕĔ прозаик тата куçаруçăĔ çĕр ытла паллă юрă тексчĕсен авторĕ фронтри паттăрлăхшăн чылай награда илме тивĕçниĔ Хусанта тухса тăнă чăваш хаçачĕн – «Хĕрлĕ ялав» – ятарлă корреспонденчĕ пулни çинчен пĕлтĕмĕ Çавах халĕ те фронтовик поэт çинчен пурте питĕ лайăх пĕлеççĕ теме çукĕ Çавăнпа та сăвăçпа пĕр ялта çуралса ӳснĕ журналистăнĔ çыравçăнĔ сăвăçăнĔ Ульяновскра пурăнакан Анатоли Ырьятăн «Вутра çунман уртăш» çĕнĕ повеçне Пăва районĕнчи «Ялав»Ĕ Ульяновскри «Канаш»Ĕ Хусанти «Сăвар» хаçатсенче пичетлеме пуçласан шутсăр савăнтăмĕ Халĕ ку хайлава автор уйрăм кĕнекепе кăларма тĕллев лартнăĕ Ăна питĕ вырăнлă та кирлĕ тесе шутлатăпĕ Эпĕ ку кĕнекене Валентин Урташ пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарма шкул программине те кĕртме сĕннĕ пулăттăмĕ
Ку кĕнеке вăрçă çинчен çеç марĔ этем чысĕпе тивĕçĕĔ халăхсем хушшинчи туслăхĔ патриотизм çинчен теĕ Çĕнĕ хайлав этем ăс-тăнне çӳллĕ шая çĕклетĕ Çамрăксемшĕн вăл – пурăнма вĕрентекен çутă çăлтăрĕ Паллă сăвăçĔ юрăçĔ куçаруçăĔ журналист пурнăçĕ пире пурне те таса чунлă пулмаĔ ĕçеĔ тăван çĕршыва юратма вĕрентетĕ Пĕр ӳстермесĕр калатăп, повеçпе паллашнă хыççăн хама хам урăхларах туймаĔ тĕрĕслĕх яланах çĕнтерессе çирĕпрех ĕненмеĔ этемлĕх умĕнчи яваплăха ытларах туйма пуçларăмĕ Манăн шутпаĔ шкул ачисенеĔ аттестат илсе çĕнĕ çулпа утма пуçлакансенеĔ пурнăçра хăйсен вырăнĕсене шыракансене шăпах çакăн пек кĕнеке кирлĕ теĕ
Кам вăл сăвăçӲ Хăйне усă тăвасшăн-и е общество умĕнчи пысăк тивĕçне пурнăçласшăн-иӲ Хам литературăна чунран парăннисен йăхĕнчен пулнă майĔ поэт çыраймасăр пурăнма пултарайманнине питĕ лайăх пĕлетĕпĕ Повеçре автор тĕп геройăн туйăмĕ-сенеĔ савăнăçăпе чĕри çуннине питĕ ăста уçса панăĕ Унăн ăсталăхĕ вырăнĕ-вырăнĕпе куçран куççуль кăларатьĕ Повеçĕн кашни геройне автор пысăк тимлĕх уйăрнăĔ кашнине хăйнеевĕрлĕ кăмăлĔ чун хевти уйăрса панăĔ кашнине вулакан тусне çавăрнăĕ
Эпĕ хамăн пурнăçра вăрçă çинчен сахал мар кĕнеке вуланăĕ Вĕсенчен чылайăшĕнче вăрçа пĕр енлĕн кăтартаççĕĕ Тăшман унта – пĕр паха енсĕрĔ хăрушă та шелсĕрĕ Ăна хирĕç тăраканĕ вара хăюллă та тӳрĕ кăмăллăĔ пĕр начар енсĕрĔ йĕркеллĕ çынĕ Анатоли Ырьят повеçĕнче вара фашистсене хирĕçле агитаци плакачĕ курăнсах каймастьĕ Тăшмана пур енлĕн хурласа çак никĕс çинче питĕ тĕрĕс те лайăх совет халăхне ăсталас вырăнне автор ытлашши мухтамасăрĔ пурнăçра куллен тĕл пулакан чăн-чăн çынсене сăнарлатьĕ Ку повеçре кашни сăнар – чăн çынĔ хăйĕн паха тата япăх енĕсемпе пĕрлеĕ
Тĕп герой вара – икĕ-виçĕ хутчен чăн-чăн çын!

Текста малалла вулăр...

Ждём продолжения повести

Книга «Матерей прощают», вышедшая несколько лет назад, заставила меня взяться за перо.
Прочитал в этой книге повесть «Крахвине», закрыл последнюю страницу и задумался – почему она овладела моими чувствами? Казалось бы, и события относятся к давно минувшим временам, и люди, и нравы, и обычаи давно уже стали достоянием истории, а оторваться невозможно. Словно ты являешься участником то масленицы, то пасхи, когда молодежь с нетерпением ждала этих шумных, веселых праздников, которые проходили на поляне у речки. На этих торжествах происходило нечто большее, чем игры и хороводы. Здесь парни и девушки узнавали друг друга, находили себе пару. Здесь и началась история любви Крахвине и Лександра, полная драматизма и глубокой веры в судьбу. А судьба подбрасывала им то одно испытание, то другое.
Первая мировая разлучила их на шесть лет.

Текста малалла вулăр...

Утас килет-çке хам çулпах

(Валентина Тарават поэзийĕнчи тĕп темăсем)
Пĕр сăмахпа кĕскен те витĕмлĕн кам тесе хисеплемелле-ши Валентина Николаевна Таравата? 1946 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Турхан Упи ялĕнче çуралнăскерĕн хĕр чухнехи хушамачĕ – Музыкантова. «Сувар» ансамбль йĕркелесе чăваш ташшине пуринчен хĕрӳллĕреххĕн те хӳхĕмреххĕн кăтартнă, халĕ те çавăн пек хăватпах халăх умне кăларакан Анатолий Музыкантов – унăн тăван шăллĕ. Вĕсем иккĕшĕ те – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем. Кунсăр пуçне Валентина Тарават – ЧР композиторсен ассоциацийĕн, Раççей писателсен союзĕн членĕ: Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн, Ульяновск облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ; облаçри "Еткер" чăваш фончĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ преми лауреачĕ.
 
Аслă Нагаткинри технологи техникумĕн вĕрентекенĕ пулнă май Валентина Николаевна Чĕмпĕр тăрăхĕнче пултарулăх ушкăнĕсем ертсе пырать.

Текста малалла вулăр...

Çул уçса сирĕлмен тĕтререн…

Чăвашсен паллă çыравçин Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьятăн кĕнеки – «Пурнăç утравĕсем» кун çути курчĕ.
Паянхи пултарулăх тĕнчи чирлесе хавшанă тапхăрта ку кĕнеке пĕтĕм халăхшăн хаклă парне тата тавлашусăр çирĕплетӳ: эпир пулнă, пур! (Петĕр Хусанкайăн тепĕр ĕмĕтлĕ сунăмĕ пирки – «пулатпăр!» - ву-лакансем хăйсем тăрăшса шухăшлаччăр.)
Никампа та хирĕçмесĕр, тĕрлĕ йывăрлăхсене пула хаярланса каймасăр, ӳпкелешмесĕр пурнăçлаççĕ таса чунлă, мал ĕмĕтлĕ çынсем хăйсен шăпи пӳрнĕ тивĕçне. Шăпах çавсен шутне кĕрет те Анатоли Ырьят – альтруист-патриот. Унăн кун-çулĕн тĕп ĕçĕ – çынсене, тăван халăхне усă кӳресси, халăх пултарулăх çӳпçине ывçăн-ывçăн ылтăн пĕрчĕсем хурасси.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем çĕршывăн пултарулăх керменне ăсран-тăнран ямаллах кисрентернĕ хыççăн пирĕн мухтавлă культура паянччен те ураланса çитеймест.

Текста малалла вулăр...

Ман шухăшсем – çунатлă акăшсем

(Н.Ларионовăн 1998 çулта кун çути курнă «Чĕре тапнă чух» кĕнекери сăвăсен хăйне евĕрлĕ сывлавĕ)
 
1999 çулхи кĕркунне. Эпир – А.Г.Дмитриев-Ырьят, Н.Н.Ларионов тата эпĕ – «Канаш» хаçат редакцийĕнче тем пирки хĕрсе кайса калаçатпăр. Çак вăхăтра (ирхине пĕр вунă сехетре) пӳлĕме А.Ф.Юман пырса кĕчĕ.
- О-о-о! Кунта Чĕмпĕр енĕн виçĕ чăваш улăпĕ пуçтарăннă иккен! Сире пурсăра та пĕрле курма питĕ хавас, - терĕ кăмăллăн кулса тата алă парса саламланă май.
Ятлă-сумлă поэт пире çапла хисеплесе, улăп вырăнне хурса хакланипе кăштах çухалса кайса хирĕç нимех те чĕнеймерĕмĕр.
«Улăпсем пулма пайтах тар тăкмалла…» - шухăшларăмăр хамăр ăшăмăрсенче.
Чăнах та, çав вăхăталла виçсĕмĕрĕн те пĕрремĕш кĕнекесем пичетленсе тухнăччĕ ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

Турă панă пултарулăхĕ вулакан чĕрине хускатать

«Канаш» хаçатăн вулавăшĕнче Анатоли Ырьятăн «Ватлăха эп читлĕхе хупатăп» ятлă сăвăсен ярăмĕ пичетленчĕ. Эпĕ ăна пĕчĕк кĕнеке туса çĕлерĕм. Чуна пырса тивекен сăвăсем нумай çак ярăмра. Автор çулĕпе манран пайтах çамрăк пулин те, калăн, вăл пурнăçăн тумхахлă çулĕпе манпа юнашар утнă. «Ахрăм – ахрăма хупларĕ» сăввинех илер. Чĕрене çунтаракан йĕркесене вуланăçемĕн иртнĕ пурнăç аса килет, авторăн Турă панă пултарулăхĕ çăлкуç евĕр тапса тăнине туятăн. Пултарулăхпа юратăва сутăн илме çук. А.Г.Ырьят сăввисенче çамрăксемшĕн те, ваттисемшĕн те сăваплă сăмахсем чылай: «…юрату – хăй пĕр тĕнче…», «…сывлăх – пуянлăх…»
«Юрат мана», «Юрату – хуçа», «Çурхи тĕтре пулса юхатăн» сăвăсем епле чĕрене тыткăнлаççĕ, ватăлăха мантарса яраççĕ.
«Çыравçă, сăвăç чунĕпе нихăçан та ватăлмасть, чунĕпе ялан вунçиччĕре», - тенĕччĕ пĕррехинче Чĕмпĕр Енре чăвашлăха кĕпер хывакан Шурсухалăмăр Анатолий Юман поэт.

Текста малалла вулăр...

Пурнăçăн тепĕр кĕнеки вуланчĕ: ир пулчĕ те, хĕвел анчĕ…

Аван-и, канашçăсем! Илемлĕ сăмах ăстисем, сисĕм-туйăм тимĕрçисем, тăван культура вучахне кăвайт хурса тăракансем.
Аван-и, канашçăсем, чĕлхе вăйне упракансем, кашни çыннăх хăй хăш халăх ачи пулнине аса илтерсех тăракансем.
 
Тавах сире, канашçăсем, хĕрӳ çынсем, хăюллисем, пурнăç йĕрки çĕнелнĕ чух тĕрĕссине калакансем, ыттисенчен мала ӳксе çул кăтартса пыракансем.
Çĕнĕ 2013 çул ячĕпе саламлатпăр сире, канашçăсем!
Эсир – Е.Арланова, Н.Антонова, М.Аляпкин, А.Ашкеров, Е. Агаева, Л.Архипова, Д.Азанов, З.Брюхина, А.Белова, Н.Васильева, М.Вериялова, Э.Владимиров, М.Великанова, В.Волков, А.Волынщикова, В.Горячева, М.Горячев, Л.Данилов, В.Деменкова, П.Долгов, С.Дьяконов, Л.Егорова, О.Ефимова, В.Ерофеев, М.Жамкова, Н.Журавлёв, В.Журавлёв, В.Зайцев, Е.Захарова, Н.

Текста малалла вулăр...

Пурнăç таппипе тан утакан поэт

Пурнăç таппипе тан утакан поэт
 
Кашни çыравçă кĕнеки алла лексен унăн ĕçне тивĕçлĕ хак парас килет. Анатолий Юман мана хăйĕн «Суйласа илнисем» кĕнекине парнелесен ăна вуласа тухса тишкермесĕр тӳсеймерĕм. Ун пирки эпĕ хамăн «Хальхи пурнăç ыйтнипе» кĕнекере калас тенĕ сăмаха каларăм.
Анатолий Юмана эпĕ пуçласа ЧНКан йĕркелӳ Анлă Пухăвĕнче курнăччĕ. В.Станьял пуçарнипе чăваш чĕлхи, культури, ырă йăласене чĕртсе тăратас ыйтупа çавра сĕтел йĕркеленчĕ. Çавăнта пĕрле лартăмăр та унпа. Юман кĕнекисемпе эпĕ унчченех паллашнăччĕ, вуланăччĕ. Хăйĕнпе тĕл пулса паллашас килетчĕ.
Анатолий Юман хăйĕн пултарулăхĕнче хальхи пурнăçа тĕрĕс хак пама пултарни килĕшет. Уйрăмах Совет Союзĕ саланнă хыççăн пурнăç çав тери йывăрланнине тĕрĕс хак парать поэт.

Текста малалла вулăр...

Тумхахлă çулпа – малалла

(А.Г.Дмитриев-Ырьятă н илем лаççинче туптаннă пултарулăхĕ)
 
Быть знаменитым некрасиво… (Чаплă çын пулма илемсĕр…)
Борис Пастернак.
 
Пĕрре курсах кăмăлласа, юратса пăрахма пулакан çынсем пур. Вĕсене халь тин çеç курнă пулсан та тахçантанпах пĕлетĕн, паллатăн пек туйăнать. Çав çынпа санăн çийĕнчех шăкăл-шăкăл калаçу пуçланса каять. Пĕр-пĕрне ăнланни куçкĕретех палăрать: килĕшӳлĕх, пĕр шухăшлăх, пĕрешкеллĕх (гармони) çирĕпленет. Унашкаллисемпе калаçса тăранма çук, калаçу теми те тупăнсах тăрать, вĕçĕ те çук: пĕр интерес, пĕр шырав, пĕр пултарулăх асапĕ-ыратăвĕ…
Чăвашсем юлташ хăвăнтан аван пултăр тенĕ. Çак каларăш пĕлтерĕшне ытлашши ăнлантарни те кирлĕ мар. Вăл паллă, уçăмлă. А.Г.Ырьят шăп та шай «хăвăнтан лайăххи»: тĕплĕреххи, хисеплĕреххи, шанчăклăраххи, тĕрĕсреххи.

Текста малалла вулăр...

Ветерансен речĕ чаксах пырать

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – ватăсен кунĕ. Чӳрекел ялĕнчи ватă çынсем çак куна питĕ кĕтеççĕ. Урамра тĕл пулсан е лавккара черетре тăнă чух та çак уяв çинчен калаçаççĕ.
Малтан — мĕнле паллă тăвасси пирки, кайран — мĕнле иртнине сӳтсе яваççĕ. Уяв кĕрекинче —70 çултан иртнĕ çынсем. Г.В. Дьяконов, П.И. Орлов, И.Т. Горячев, П.Л. Ульянов. Кăçал вĕсен çумне П.Н. Краснов хутшăнчĕ. Шел, вĕсен речĕ чаксах пырать. Н.С. Мышов (1921 çулхи) пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
Нумай курнă, нумай тӳснĕ çынсем хăйсен мăнукĕсемпе, вĕсен телейĕсемпе савăнаççĕ. Нумай та кирлĕ мар вĕт ватă çынна. Ырă та ăшă сăмах тата хăйĕн ятне асăнсан хуть те мĕнле çыннăн та чунĕ çемçелет.
Пирĕн ентеш, фермер хуçалăх ертӳçи Николай Николаевич Волынщиков ватăсене уяв туса парать. Парне валли те, чей ĕçмелĕх кучченеç туянма та укçа уйăрать вăл.

Текста малалла вулăр...

Çухалнă шăнăр

2012 çулхи çурлан 23-мĕшĕнче «Канаш» хаçатра Н.И. Егоров профессорăн «Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене…» ятпа тухнă статйи мана хама вутпа ăшаласа илнĕ пек хĕртсе ячĕ!
Тĕрĕссипе каласан, чун-чĕре паян кунччен те вырăна лараймасть-ха: вĕçсĕр-хĕрсĕр шухăш пуçăмра…Калăпăшĕпе пысăках мар очеркра мĕн чухлĕ патваррăн çавăрса илнĕ шухăш çĕклемĕ! Тарăн тишкерӳ-пĕтĕмлетӳ! Пулать вĕт пурнăçра! Телепатилле асамлăх теем-и? Шăп та шай çав вăхăтсенче эпĕ те хамăн «Çухалнă шăнăр» ятлă поэмăпа ĕçлерĕм вĕт. Эрнекун, çурлан 24-мĕшĕнче, «Канаш» килчĕ. Уçатăп. Вулатăп. Çӳлерех асăннă материалпа паллашнă хыççăн шалт тĕлĕнсе кайрăм: профессорпа поэт шухăшĕсем, калаçса татăлнă пек, пĕр килеççĕ! «Халăха тытса тăракан шăнăр вăл – культура (этеплĕх). Чĕлхе – этеплĕхĕн пĕр пайĕ кăна. Чăваш культурине илес пулсан унта лару-тăру тата йывăртарах.

Текста малалла вулăр...

ÇИРĔП МĂЙĂР

Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман çинчен пĕр самант-лăха çеç асăнсан та куç умне патвар та çирĕп, маттур та сатур, хăватлă та чăтăмлă, çĕршер лăстăркка туратлă, тарăн тымарлă чăн-чăн юман йывăççи тухса тăрать. Юман авалтанах вăрман патши шутланнă. Астăвăр-ха, мĕнлерех саркаланса-паркалан са, вуллине ик-виç ытампа ытамласа илме çук хапа кăшкарпа ӳссе çитĕнет вăл! Ӳссе çитĕнет те хăйĕн мăнаçлă-аслă кĕлеткипе тавралăха илем кӳрет. Пăхса тăран-тăран та ун çине - сисмесĕрех хăв та аслăланса, мăнаçланса каян.
Пĕр ăсчах: «Карапа мĕнлерех ят паран, çапларах ишевĕ пулать», - тенĕ. «Булгария» пăрахут «Юман» ятлă пулнă пулсан, тен, путман та пулĕччĕ-и...
Анатолий Фёдоровича эпĕ çирĕм çул ытла пĕлетĕп. Çывăхрах пĕлнĕçемĕн ытларах тĕлĕнетĕп. Тĕлĕнтермелли пахалăхĕсем чăннипех те нумай Юман кăмăл-туйăмĕнче.

Текста малалла вулăр...

ТĂХТАМАН ПУЯН ПУЛНĂ-ШИ?..

К.В.Иванов çуралнăранпа 122, «Нарспи» поэмăна çырнăранпа 105 çул çитнĕ тĕле.
 
«Нарспи» поэма çинчен çыравçăсем, тĕпчевçĕсем сахал мар çырчĕç. Ăна пур енчен те тишкерсе хак пачĕç. Поэма тĕнче литературин ылтăн фондне кĕрсе юлчĕ. 2006 çулта Анатолий Кибечĕн «Эсĕ «Нарспи» поэмăна вуланă-и?» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Автор ăна тĕплĕн хак пачĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Поэмăри Нарспи ашшĕ – Михетер – çĕрме пуян пулни куçкĕрет. Çакна вăл мухтаннинчен ăнланса илме пулать:
Нарспи ашшĕ Михетер
Çĕрме пуян пурăнать.
Вăл хăй хĕрне юратать,
Нарспийĕпе мухтанать:
«Ман хĕр пекки камăн пур?
Кама пӳрнĕ ун пек хĕр?
Çӳрет-и вăл тенкĕсĕр?..
Михетере мĕн çитмест?
Мĕнĕм çук-ши çуртăмра?
Кĕмĕл тенкĕ, тĕртнĕ пир
Сахал-ши мĕн çӳпçемре?

Текста малалла вулăр...

Николай Ларионов пултарулăхĕнчи палăртнă принципсем

«Поэт пулаймăн, тен, анчах эс гражданин пулмашкăн тивĕç»,- вырăссен аслă поэчĕн Николай Некрасовăн çак çунатлă сăмахĕсем тахçанах хрестоматие кĕрсе юлнă ĕнтĕ. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Ульяновскра пурăнакан Николай Ларионов та алла калем тытиччен пурнăç шкулĕ витĕр тухнă, темиçе профессипе ĕçлесе курнă. Ку енчен ун пултарулăх кун-çулĕ вырăс литературин аслă ăрăвĕнчи калем ăстин — Михаил Зощенкăн кун-çулне аса илтерет. Н.Ларионов ачаранах ялта çĕр ĕçĕпе аппаланса ӳснĕ – уйра чĕкĕнтĕр çумланă, кăларнă, колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Ку веçех мар-ха.
Вăл Ульяновскри «Канаш» ятлă чăваш хаçачĕн редакцине Аслă Нагаткинти тата Ульяновскри автотранспорт предприятийĕсенче вунă çул шофёрта ĕçленĕ хыççăн пырса кĕчĕ. Акă мĕншĕн автор проза тата поэзи çулĕ çине çирĕп тăрасси кĕске вăхăтра пулса иртрĕ.

Текста малалла вулăр...

Ухсай тата Чĕмпĕр Ен

«Чĕмпĕрти тапхăр – манăн пурнăçри чи телейлĕ вăхăт!»
 
Чăваш литератури классикĕн, Чăваш халăх поэчĕн – Ухсай Яккăвĕн — пурнăçĕн пĕр пайĕ Чĕмпĕрте иртнĕ. Вăл кунта 1938 çулхи август уйăхĕнче Шупашкарта пĕр хаçатра корреспондентра ĕçленĕ хыççăн килнĕ, И.Я. Яковлев шкулĕн территорийĕнче вырнаçнă педучилищĕре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă.
 
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче
Ку вăхăт пирки «Я.Ухсай в воспоминаниях современников» кĕнекере (Шупашкар, 2005) чăвашсен паллă журналисчĕ Константин Петров аса илни пур.
Çĕнĕ преподаватель ачасене хăйĕн сăввисене хавхаланса вуласа парать, «Нарспи» поэмăна пăхмасăр каласа тĕлĕнтерет. Ун хăйĕн те вăл вăхăта темиçе кĕнеке пичетленсе тухнă пулнă ĕнтĕ. Çакна пĕлсен ачасем ушкăнăн-ушкăнăн библиотекăна кайса ун кĕнекисене вуласа тухаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ухсай тата Чĕмпĕр Ен

«Чĕмпĕрти тапхăр – манăн пурнăçри чи телейлĕ вăхăт!»
 
Чăваш литератури классикĕн, Чăваш халăх поэчĕн – Ухсай Яккăвĕн — пурнăçĕн пĕр пайĕ Чĕмпĕрте иртнĕ. Вăл кунта 1938 çулхи август уйăхĕнче Шупашкарта пĕр хаçатра корреспондентра ĕçленĕ хыççăн килнĕ, И.Я. Яковлев шкулĕн территорийĕнче вырнаçнă педучилищĕре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă.
 
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче
Ку вăхăт пирки «Я.Ухсай в воспоминаниях современников» кĕнекере (Шупашкар, 2005) чăвашсен паллă журналисчĕ Константин Петров аса илни пур.
Çĕнĕ преподаватель ачасене хăйĕн сăввисене хавхаланса вуласа парать, «Нарспи» поэмăна пăхмасăр каласа тĕлĕнтерет. Ун хăйĕн те вăл вăхăта темиçе кĕнеке пичетленсе тухнă пулнă ĕнтĕ. Çакна пĕлсен ачасем ушкăнăн-ушкăнăн библиотекăна кайса ун кĕнекисене вуласа тухаççĕ.

Текста малалла вулăр...