Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Сливăран – аджика

 
Сливăран аджика тутипе питĕ интереслĕ те техĕмлĕ пулать. Ăна соус тесен те юрать, уйрăмах аш-какайпа çав тери тутлă.
Ăна валли 2 килогамм слива, 200 грамм ыхра, 200 грамм сахăр песукĕ, 3-4 хĕрлĕ йӳçĕ пăрăç, 2 апат кашăкĕ томат пасти, 2 апат кашăкĕ тăвар кирлĕ.
Сливăна çумалла та вăррине кăлармалла. Йӳçĕ пăрăçа çуса хатĕрлемелле, вĕçне кăштах касса илмелле. Ыхрана хуппичен тасатмалла. Çак çимĕçсене аш арманĕ витĕр кăлармалла, унта сахăр песукĕ, томат пасти тата тăвар хушмалла. Веçех пăтратмалла та çулăм çине лартмалла. Аджикăна пăтрата-пăтрата 20 минут пĕçермелле.
Хатĕр аджикăна пăшăхланă банкăсем çине ярса хупмалла. Банкăсене пуçхĕрлĕ лартса утиялпа витмелле, мĕн сивĕниччен çапла тытмалла. Сивĕнсен аджика хатĕр.

Суханпа хатĕрленĕ помидор салачĕ

 
Кирлĕ: 2 кг помидор, 1 кг сухан, лавр çулçи, техĕмлĕ пăрăç, гвоздика, тип çу, 9 процентлă уксус, сахăр, тăвар.
Помидорсене çуса тасатмалла, шултра турамалла. Сухана çурма çаврашкасене касмалла. Хутăштармалла.
Çур литрлă банкăсен тĕпне икшер лавр çулçи, 3-4 пăрăç, икшер гвоздика хумалла, помидорпа сухана кăшт пусарса тултармалла. Çиелтен пĕрер чей кашăкĕ сахăр песукĕ, тăвар тата тип çу ямалла. Вĕретнĕ шыв ямалла, пăшăхлама шыв янă кастрюле лартмалла. Шыв вĕреме кĕрсен 15 минутран кăлармалла, икшер чей кашăкĕ уксус ямалла, тимĕр хупăпа хупмалла. Çавăрса хурса ăшă япалапа витмелле. 12 сехетрен нӳхрепе лартма юрать.
Лечо
Кирлĕ: 3 кг помидор, 3 кг пăлхар пăрăçĕ, 4 апат кашăкĕ тăвар, 1,5 стакан сахăр, 2 лавр çулçи, 8 пĕрчĕ хура пăрăç, 200 г тип çу, 80 г 9 процентлă уксус.

Текста малалла вулăр...

Кабачокран

Кабачок – корейла
Кирлĕ: 3 кг кабачок, 0,5 кг кишĕр, 0,5 кг сухан, 2 шăл ыхра, 9 процентлă 100 г уксус, 200 г типĕ çу, 2 апат кашăкĕ тăвар, 200 г сахăр, корей кишĕрĕ тумалли приправа – 2 пакет (пĕри йӳçĕ пăрăçли, тепри ахальли).
Кабачока тата кишĕре тасатса теркăпа хырмалла (пысăккипе), савăта ямалла. Суханпа ыхрана вĕтĕ тураса унтах яратпăр. Специсем хушатпăр: уксус, типĕ çу, тăвар, сахăр, ятарлă приправа. Лайăх пăтрататпăр.
Хутăша пăспа пăшăхласа тасатнă банкăсене ярса тухатпăр (сĕткенĕпе пĕрле), хупписене çиеле хурса кастрюльти шыва лартса 30 минут вĕрилентерсе тасататпăр. Кăларсан хупăпа хытă хупатпăр, çавăрса хурса ăшă витетпĕр.
Кабачок вăлчи
Кирлĕ: 3 кг кабачок, 1 кг кишĕр, 150 г томат пасти, 30 г тăвар, 60 г сахăр, 1 стакан типĕ çу, 1 чей кашăкĕ уксус, 1-1,5 стакан шыв, 2 йӳçĕ пăрăç.

Текста малалла вулăр...

Кабачокран

Халĕ шăпах хăярпа кабачок (мăн хăяр), помидорпа сухан пулса çитнĕ. Пахча тулăх çимĕçпе пуян. Вулакансене пулăшса хĕллене хатĕрлемелли рецептсемпе паллаштарасшăн.
Ананас евĕр кабачок салачĕ
Кирлĕ: 1 кабачок (500 г), 80 г сахăр, çур чей кашăкĕ лимон йӳçекĕ, 1 стакан ананас сĕткенĕ.
Çунă, хуппине тасатнă кабачока 5-7 мм хулăнăш çаврашкасене касмалла, варринчи вăррисене тирпейлĕн пĕр-пĕр формăпа е черккепе кăларса илмелле. Вĕсем ананас пек çаврашка пулччăр.
Маринад хатĕрлетпĕр: 1 стакан ананас сĕткенне кастрюле ярса вĕрететпĕр, лимон йӳçекне, сахăр хушатпăр, касса хатĕрленĕ кабачока яратпăр. 15 минут вĕретнĕ хыççăн пăспа пăшăхланă таса çур литрлă банкăсене тирпейлĕн вырнаçтаратпăр, тимĕр хупăпа хупатпăр.
«Ани чĕлхи» салат
Кирлĕ: 2,9 кг кабачок, 1,4 кг помидор, 200 г сахăр, 15 г тăвар, 4 пылак пăрăç, 1 йӳçĕ пăрăç, 17-18 шăл ыхра (чеснок), 30 г уксус эссенцийĕ, 1 стакан типĕ çу.

Текста малалла вулăр...

ТУТЛĂ ХАТĔРЛЕТПĔР

«Кăткă тĕми» торт
Ăна хатĕрлеме 500-600 г печени, 1 банка вĕретнĕ сгущенка (хăмăр тĕсли) 100 г услам çу, 2 кашăк хăйма, мăйăр, шăккалат е мăйăр тĕшши кирлĕ.
Печение алăпа вĕтĕ-вĕтĕ ватса тарăн савăта хумалла. Сгущенкăна ăшăннă çупа, хăймапа пĕрле миксерпа пăтратмалла та печени ванчăкĕсем çине ярса лайăх хутăштармалла. Вĕтетнĕ мăйăр хушма та юрать. Хутăша турилкке çине купа туса хумалла. Çиелтен теркăпа хырнă шăккалат, мăйăр е мăкăнь вăрри сапса илемлетмелле. Торта пĕрер сехете холодильника лартмалла.
Кавăн джемĕ
Кавăна хĕл каçипе çисе пĕтереймерĕр пулсан джем пĕçерме пулать. Вăл усăллă, унра калори сахал.
Хуппипе тĕшшинчен тасатнă кавăна вакламалла. Апельсинпа лимона тĕшшинчен тасатса аш арманĕ витĕр кăлармалла. Кастрюле çур стакан шыв тата пахча çимĕç ярса пĕчĕк çулăм çинче пĕçермелле.

Текста малалла вулăр...

тутлă пĔÇЕРЕТПĔР

Купăста кукăлĕ
Ăна пĕçерме 400 г купăста, 250 г хăйма, 200 г çăнăх, 150 г майонез, 2 çăмарта, 1 кишĕр, петрушка, 2 кашăк томат пасти, тип çу, 1 чей кашăкĕ апат соди, вĕтетнĕ хура пăрăç кирлĕ.
Вĕтĕ шăтăклă теркăпа хырнă кишĕ-ре, туранă купăстана типĕ çу янă çатмара хупласа ăшаламалла (15 минут). Унтан томат пасти, тăвар, пăрăç, вĕттĕн туранă петрушка хушса тата 10 минут хупласа пĕçермелле. Сивĕтмелле. Хăймана, майонеза, тата çăмартана хутăштармалла, апат содипе çăнăх хушса чуста хатĕрлемелле (çăра хăйма евĕрлĕ пулмалла). Çу сĕрнĕ форма çине чустаран çуррине ямалла, ун çине ăшлăх хумалла, çиелтен юлнă чустапа витмелле. Духовкăра 40 минут пĕçермелле.
 
Сийлĕ салат
250-300 г чăхă ашĕ (шурри), 250 г сыр, 6 çăмарта, 1 стакан вăррине кăларнă хура слива, 1 шăл ыхра, 300 г корейла кишĕр, çур стакан аçтăрхан мăйăрĕ (тĕшши), 500 г майонез, тăвар, пăрăç, илемлетме петрушка кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

«Пирĕшти» салат

Мăнкун салатне хатĕрлеме 150 г пиçнĕ сысна ашĕ, 0,5 банка консервланă куккурус, чăмăрла пĕçернĕ 2 çăмарта, 1 чĕрĕ хăяр, 80 г хытă йышши сыр, тăвар, майонез (çуллă марри) тата илемлетме ешĕл çимĕç кирлĕ.
Мĕнпур çимĕçе пĕр пек тăваткал вакламалла савăта сий-сий хурса тултармалла.
1-мĕш сий-куккурус* 2-мĕш- çăмарта* 3-мĕш-симĕс хăяр* 4-пĕçернĕ сысна ашĕ* 5-хытă сыр*
Юлашкинчен тăвар сапмалла, майонезпа сĕрмелле те ешĕл çимĕçпе илемлетмелле.
 
Кишĕр кукăлĕ
Ăна пĕçерме 3-4 кишĕр, 230 г маргарин е услам çу, 3 çăмарта, 300 г çăнăх, 1 стакан сахăр песукĕ, 1 чей кашăкĕ уксусра çунтарнă апат соди, 10-шар çырла хура слива тата курага, 5 апат кашăкĕ мăкăнь, кăштах тăвар кирлĕ.
Илемлетме: 300 г сахăр çăнăхĕ.
Хура сливăпа курагана вĕренĕ шывра 10-15 минут тытмалла.

Текста малалла вулăр...

Пахчара ĕçсем кĕтеççĕ

Çуркунне килсе çитрĕ! Хăшĕ-пĕрин пахчинче юр выртать-ха. Апла пулин те пахча ĕçĕсене тытăнма вăхăт. Чи малтан пахчана тухса йĕри-тавра пăхса çаврăнăр: улма-çырла йывăçĕсем çурхи хĕрӳ хĕвелтен шар курмаççĕ-и/ Çулла аван тухăç илес тесен йывăç вуллине хĕрӳ хĕвелтен, каçхине – сивĕрен сыхласа хăварас пулать. Вĕсене чăрăш лăсĕпе витмелле е пусма татăкĕпе чĕркемелле. Каçхине шăнтма пăрахсан илсе пăрахмалла. Тепĕр мел – йывăçăн кăнтăр енне шалча çапса хăвармалла. Унăн мĕлки хĕвелтен сыхлĕ.
Йывăç вуллисене шурă пурăпа шуратма хушмаççĕ. Çапла тусан йывăç хăвăрт ӳсме, хуппи хулăнлама пăрахать. Мĕншĕн тесен пурă йывăç вуллине сывлама чарать.
Çуркуннехи ĕçсенчен тепĕр пĕлтерĕшли – улма-çырла йывăççисен тата тĕмĕсен турачĕсене касасси. Çак ĕçе сĕткен илме, папка палăрма тытăниччен пуçлас пулать.

Текста малалла вулăр...

Кавăн – ашпа

 
Ăна валли: 750 г ĕне ашĕнчен гуляш, 350 г пуçлă сухан, 200 г кавăн, 3 апат кашăкĕ шăратнă услам çу, çур стакан шӳрпе, 4 апат кашăкĕ хĕрлĕ эрех, 4 апат кашăкĕ хăйма, вĕтетнĕ хура пăрăç, тăвар кирлĕ.
Гуляш хатĕрлемелле. Сухана тăваткал касмалла. Кавăна тасатса вакламалла, кăштах пĕçерсе илмелле. Тарăн çатма çине çу ярса гуляша ăшаламалла. Сухан хушса татах ăшаламалла. Пăрăçпа тăвар, шӳрпе, хĕрлĕ эрех ярса, хупласа пĕр сехет пĕçермелле. Ун хыççăн кавăн, хăйма хушса вĕреме кĕртмелле, тăварпа пăрăç ярса тутăлантармалла.

Кăмпаран – вăлча

 
Уплюнккапа, шурă кăмпапа, ăвăс, масла кăмписемпе вăлча хатĕрлеме пулать. Çаплах пĕр йышши кăмпаран кăна та.
Кирлĕ çимĕçсем: пĕçернĕ кăмпа – 2 кг, сухан – 3 штук (пысăкки), кишĕр – 3 штук (пысăкки), услам çу – 2 стакан, лавр çулçи – 3 штук, хура пăрăç – 10 пĕрчĕ, уксус 9 процентли – 1 кашăк, тăвар – пĕлсе ямалла.
Кăмпана çумалла, 10-15 минут тăварланă шывра вĕретмелле, унтан вĕри шывне тăкса сивĕ шыва ямалла. Сивĕнсен шывне сăрăхтармала.
Кун хыççăн кăмпана аш арманĕпе авăртмалла.
Сухана вĕтĕ турамалла, кишĕре тёркăпа хырмалла, уйрăмшарăн услам çупа ăшаламалла. Ăшаланă çимĕçсене авăртнă кăмпапа хутăштармалла, тăвар тата юлнă услам çăва, лавр çулçипе пăрăç хушса вăйсăр çулăм çинче 1,5 – 2 сехет тытмалла. Пăтратсах тăмалла. Юлашкинчен уксус хушмалла та вĕрилентерсе пăшăхланă банкăсене тултарса тимĕр хупăлчапа хупмалла.

Текста малалла вулăр...

Лечо – баклажанпа тата пăрăçпа

 
3 кг помидор, 1 кг кишĕр, 1,5 кг пылак пăрăç, 0,5 кг сухан, 1 кг баклажан, 1 стакан сахăр песукĕ, 2 апат кашăкĕ тăвар, 1 апат кашăкĕ 70 процентлă уксус кирлĕ.
Аш арманĕ витĕр кăларнă тата тёркăпа хырнă кишĕре 20 минут хупласа пĕçермелле. Унтан туранă пылак пăрăç тата сухан хушмалла. Вĕреме кĕрсен пĕчĕк тăваткал туранă баклажан, сахăр песукĕ тата тăвар хушса 15 минут пĕçермелле. Плита çинчен иличчен 5 минут маларах уксус хушса хутăштармалла. Лечона банкăсене тултармалла та пăшăхлама лартмалла: çур литрлă банкăсене – 10 минут, 1 литрлисене – 20. Тимĕр хупкăчсемпе хупламалла.
Кăмпапа купăста солянки
Купăста – 2,5 кг, пылак пăрăç – 1 штук, сухан – 1, пĕçернĕ кăмпа – 500 грамм, томат соусĕ – 200, услам çу – 150, тăвар – тутанса пăхса ямалла.
Суханпа пăрăçа вĕтĕ турамалла, купăстана улăм евĕр вакласа тăварпа сăтăрмалла.

Текста малалла вулăр...

Лимон квасĕ

 
Ăна хатĕрлеме 3-4 лимон, 2,5 стакан сахăр е пыл, 5 литр шыв, 15-20 г çĕпре, иçĕм çырли кирлĕ.
Вĕретнĕ шыва лимон сĕткенĕ хушмалла. 1 стакан сахăра ылтăн тĕс çапиччен çатмара хĕртмелле. Ăна лимонпа шыв хутăшне ямалла. Шĕвеке 25-30 градус таран сивĕтмелле. Унтан çĕпрепе, юлашки сахăрпа е пылпа пăтратмалла. Лимон квасне темиçе сехет ăшă вырăнта тытмалла. Сулхăн çĕре куçарсан иçĕм çырли хушмалла. 1-2 кунран ĕçме юрăхлă.
Курага кукăлĕ
Чуста валли 700 г çăнăх, 0,5 литр шыв, 1 чей кашăкĕ тăвар, 20 г çĕпре, 2 апат кашăкĕ тип çу кирлĕ.
Ăшне хума 1 кг курага, 150 г сахăр хатĕрлемелле.
Чуста çăрмалла, йĕтĕрлемелле. Ăна çатмана хумалла, хĕррине хăпартмалла. Çиеле курага хумалла. Кукăле чустаран ăсталанă чечексемпе илемлетме пулать. Мăкăнь вăрри сапма юрать.

Текста малалла вулăр...

Тутлă хатĕрлетпĕр

«Тутлă» салат
Ăна хатĕрлеме 200 г чăхă ашĕ, пĕçернĕ 2 кишĕр, 100-150 г сыр, ыхра, майонез тата аçтăрхан мăйăрĕ кирлĕ.
Малтанах чăхă ашне тăваткалласа турамалла. Ун хыççăн пĕçернĕ кишĕрпе сыра шултра тёркăпа хырса вĕтетмелле. Нимĕрленĕ ыхрана майонезпа хутăштармалла. Аçтăрхан мăйăрне те пĕр пек тураса вĕтетмелле.
Тарăн тирĕке сийпе хурса пымалла, çиелтен майонезпа сĕрсе аçтăрхан мăйăрĕ сапмалла. Пĕрремĕш сий – чăхă ашĕ, унтан – ыхрапа майонез хутăшĕ, хыççăн – кишĕр, кайран – ыхрапа майонез хутăшĕ, пиллĕкмĕш сий – сыр.
«Каприз» салат
Ку салат валли 250 г купăста, пĕр савăт консервланă ананас, 200 г краб ашĕ, пĕр савăт консервланă куккурус, 2 помидор, тутă кĕртмелĕх укроппа петрушка, лимон сĕткенĕ, майонез, тăвар кирлĕ.
Хатĕр купăстана тăрăхла турамалла та кăштах тăвар сапса çемçетмелле.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ çул сĕтелĕ

Хура Çĕлен мĕн юратать?
Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче ытларах аш, пулă, çăмарта пулмалла. Çĕлен кролик е мулкач ашне кăмăллать иккен.
Вĕсене духовкăра пĕçерме пулать. Пулăран хатĕрленĕ çимĕç лартсан та çĕлене юрама пултаратăр. Лайăх йышши пулăсене (форель е сёмга) фольгапа чĕркесе духовкăра пĕçерме е чустара (кляр) пĕçерсен аван. Пулла савăт варрине хурса тĕрлĕ пахча çимĕçпе илемлетĕр.
Паллах, уяв сĕтелĕ çинче тĕрлĕ салатсем пулмалла. Илĕртӳллĕрех пулччăр тесен вĕсене уявпа çыхăннă ӳкерчĕксемпе илемлетĕр.
«Юр кĕлетке» салат
Ăна хатĕрлеме 240 г краб патакки, 200 г тăварланă хăяр, 150 г корейла хатĕрленĕ кишĕр, 200 г тăварланă е шăнтнă кăмпа, 8 çăмарта, 0,5 л çуллă майонез, 3 хура олива е хура иçĕм çырли тата илемлетме укроп турачĕ кирлĕ.
Çăмартана пĕçерсе шуратмалла.

Текста малалла вулăр...

Тутлă пĕçеретпĕр

Кăмпа запеканки
1,5 стакан рис кĕрпи, кăмпа тутиллĕ техĕмлĕх, 1 пуçлă сухан, 1 апат кашăкĕ çăнăх, 4-5 çăмарта, 300-500 г шампиньон, 200 г хытă сыр, 50 г услам çу, салат çулçи, вĕтетнĕ ешĕл çимĕç кирлĕ.
Кăмпан пĕр пайне вĕтетмелле, тепĕр çуррине тăрăхла касмалла. Сухана шуратса çурма çаврашкан турамалла. Суханпа вĕттĕн туранă кăмпана 2 апат кашăкĕ услам çупа ăшаламалла. Типĕ çатмара çăнăх ăшаламалла, ăна ăшă шывра ирĕлтернĕ техĕмлĕхпе хутăштарса кăмпа пиçекен çатмана ямалла, 5 минут пăшăхламалла. Пиçнĕ çăмартана çурмалла касмалла. Рис кĕрпине техĕмлĕх янă шывра вĕретмелле. Рис кĕрпи сарăлсан услам çу сĕрмелле. Рис ямалла, кашăкпа тунă путăксене çăмарта шурри хумалла. Çăмарта çине тăрăхла туранă кăмпа сапаламалла. Духовкăра 15 минут пĕçермелле. Апата салат çулçи сарнă савăта хумалла, çиелтен вĕтетнĕ ешĕл çимĕçпе илемлетмелле.

Текста малалла вулăр...

Тутлă хатĕрлетпĕр

ӲЛМЕКРИ СОЛЯНКА
500 г ĕне ашĕ, 100-шер г кăлпасси тата тĕтĕмленĕ аш-какай, 3-4 маринадланă хăяр, 15-20 маслина, 1 кашăк томат пасти е аджика, 1 лимон, тăвар, хăйма кирлĕ.
Ĕне ашĕнчен шӳрпе пĕçермелле. Пиçнĕ аша кăларса илмелле те турамалла. Кăлпассине, тĕтĕмленĕ аш-какая та турамалла. Сухана вĕтетсе тип çу çинче темиçе минут ăшаламалла, унтан туранă хăяр хушмалла. 10 минутран томат пасти е аджика хушмалла. Чӳлмексене туранă аш-какай, ăшаланă суханпа хăяр, çу çырли (маслина) хурса тухмалла, çиелтен шӳрпе ямалла та 15-20 минута кăмакана лартмалла. Çиес умĕн чӳлмексене çӳхе лимон касăкĕ тата хăйма хушмалла.
УЛМА-ÇЫРЛА САЛАЧĔ
400 г дыня, 300 г иçĕм, 100 г кăлпасси евĕр тĕтĕмленĕ сыр, 5 салат çулçи, 1 пуç хĕрлĕ сухан, çур стакан аçтăрхан мăйăрĕн тĕшши, базилик, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, 1 чей кашăкĕ горчица, 2,5 кашăк олива çăвĕ кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

Хĕле хатĕрленетпĕр

«Ӳсĕр» хăярсем
Пирĕн çемьере çакăн пек тăварланă хăяра пит юратса çиеççĕ. Хăярне çеç мар, шывне те ĕçсе яраççĕ.
Банка тĕпне хĕрен тымарне, укроппа ыхра, хурлăхан çулçи хумалла. Унта çуса тасатнă хăярпа тултармалла та маринад ямалла.
Маринада çапла хатĕрлемелле: 1,5 литр шыв çине 3 апат кашăкĕ (тулли мар) тăвар, 2 апат кашăкĕ сахăр, 1 чей кашăкĕ уксус тата 2 апат кашăкĕ çутă эрех ямалла.
Банкăна шыва лартса 15 минут пăшăхламалла. Виткĕчпе питĕрмелле.
Галина.
Хăяртан – салат
Ăна хатĕрлеме 3 кг хăяр, 5 пуç сухан, 1 çыхă укроп, 4 апат кашăкĕ сахăр, 1 стакан тип çу, 1 стакан 9 процентлă уксус, 100 г тăвар кирлĕ пулать.
Хăяра тата сухана çаврашкан касмалла, укропа вĕттĕн турамалла. Мĕнпурне кастрюле хумалла, унта тăвар, çу тата уксус хушмалла.

Текста малалла вулăр...

Квас хатĕрлетпĕр

Çăкăр квасĕ
Кăшт типнĕ ыраш çăкăрне ("Бородинский" текенни аван) илсе пысăках мар тăваткалсем çине пайламалла та духовкăра е кăмакара типĕтмелле. Сухарие виçĕ литрлă банка ăшне хурăр та çиелтен 2 литр ăшă (!) шыв ярăр. Икĕ сехете ăшă вырăна лартăр, тапхăр-тапхăр пăтратса илĕр. Унтан марля витĕр сĕрĕр. Ăсла хатĕр. Ăна пăртак стакан çине ярăр та çĕпре ирĕлтерĕр. Юлнă çăкăра (йĕпетнĕ сухарие) каллех банкăна хурăр та пĕр литр ăшă шыв ярса лартăр. Икĕ сехете ăшă вырăна лартăр, вăхăт-вăхăт пăтратса илĕр. Кайран çак шĕвеке сĕрсе илĕр те ун çине ăсла тата ирĕлтернĕ çĕпре ярса хурăр, 150 грамм сахăр песукĕ хушăр. Веçех пăтратăр та кваса 9 сехете ăшă вырăна лартăр. Хĕвел çине хурсан тата аван. Кайран — холодильника.
Пĕтнĕк (мята) квасĕ
Çăкăр квасне хатĕрлесе пĕтерсен пĕтнĕк курăкне вĕттĕн турăр та (алăпа таткаласан тата аван) шĕвек çине ярăр.

Текста малалла вулăр...

Тепелте

Вĕлтерен яшки
Аш-какай шӳрпи е шыв вĕретме лартмалла. Çав хушăра ытти çимĕçсене хатĕрлемелле. Иртнĕ тата çунă çамрăк вĕлтĕрене вĕреме кĕнĕ шывра 2-3 минут хушши тытмалла, унтан вĕттĕн турамалла е аш арманĕ витĕр çавăрса кăлармалла. Кишĕрпе петрушкăна вĕтĕ тăваткалласа турамалла, пуçлă сухана вĕттĕн касса вакламалла, вĕсене çупа ăшаламалла, пиçсе çитес умĕн 2-3 минут малтан вĕтĕ туранă симĕс сухан хушмалла.
Аш-какай пиçе пуçласан е вĕреме кĕнĕ шыва ăшаланă кишĕр-кăшман, вĕри шывра тытнă, вĕтетнĕ вĕлтрен тата петрушка çулçисен çыххине ямалла та 20-25 минут хушши вĕретмелле. Яшка пиçсе çитес умĕн 8-10 минут малтан çăнăх юрми, çуса туранă кăшкарути (щавель), лавр çулçи, пăрăç, гвоздика (кашни порци пуçне 2-3 татăк) ярса пĕçермелле, тăвар калаттармалла.
Ку яшкана та, кăшкарути яшки пекех, чăмăрла пĕçернĕ çăмартапа, хăймапа тата укроппа параççĕ.

Текста малалла вулăр...

Тутлă хатĕрлетпĕр

Шăрттан
Хĕлле – выльăх-чĕрлĕх пусмалли вăхăт. Чăвашсем ĕлĕкренех аш-пăшран тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлнĕ. Хырăмлăхĕпе (желудок) пыршисене те сая яман. Чи сумлă та тутлă çимерен пĕрри вăл – хырăмлăхран хатĕрленĕ шăрттан.
Ăна сурăх-така кака-йĕнчен тунă. Хырăмлăха лайăх çуса тасатнă, унтан ăна вĕри шывра вĕрилентернĕ, ăшне çĕçĕпе хырса тасатнă та каллех сивĕ шывра чӳхенĕ. Хырăмлăхран, пĕчĕк шăтăк хăварса, пĕчĕкрех çаврашка хутаç çĕленĕ, унта сурăх-така какайне тултарнă.
Ăна çапла хатĕрленĕ: какая 30-40 грамшар каснă, унта вĕттĕн туранă ыхра, лавр çулçи, пăрăç тата тăвар хунă, лайăх хутăштарса хырăмлăха тултарнă. Шăтăкне çыхса е çĕлесе хунă. Шăрттана тулаш енчен кăштах тăварпа сăтăрнă, тарăн тăм чашăка хунă, çине витсе вĕри кăмакана пĕçерме лартнă. Пиçсе çитнĕ шăрттана вĕрилле те çиме юранă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.