Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Малтанхи пекех шурă

Шурă тĕслĕ атă-пушмак çĕнĕлле кăна хитре, вăхăт иртнĕçемĕн унăн тĕсĕ тĕксĕмленме тытăнать. Тĕсе упраса хăвармашкăн пулăшакан меслет сĕнеймĕр-ши?
Светлана Д.
Барăш районĕ
.
Шурă атă-пушмака супăньпе тата шывпа çумалла. Малтан çемçе пир татăкне нӳрлентермелле, ăна супăньпе сăтăрмалла. Кун пек чухне атă-пушмак çине шыв тумлатассинчен асăрханмалла. Тĕксĕм йăрăмсене супăньлĕ ирĕлчĕкпе сăтăрса тасатмалла, унтан супăнь сийне таса нӳрлĕ пир татăкĕпе шăлмалла. Юлашкинчен атă-пушмака типĕтмелле те шурă крем сĕрмелле. Шурă тĕслĕ атă-пушмака çавăн пекех чăн-чăн пиртен çĕленĕ сĕтел-пукан тасатмалли хатĕрсемпе усă курса капăрлатма пулать. Вĕсем йĕр хăвармаççĕ.

Уява хатĕрленетпĕр

“Ĕмĕт” салат
Ăна хатĕрлеме 300 г пĕçернĕ чăх ашĕ, 1 банка шампиньон (чĕрри пулсан çатма çинче тип çупа ăшаламалла), 1 пуç пысăках мар хĕрлĕ сухан, 3 çăмарта, 1 банка консервланă куккурус, 150 г хытă сыр, тăвар, майонез, илемлетме петрушкăпа укроп кирлĕ.
Чăх ашне, пиçнĕ çăмартана тăваткалласа вĕтĕ турамалла. Шампиньонпа куккурус банкисенчен сĕткенĕсене тăкмалла, сăрхăнса пĕтиччен тытмалла. Сухана вĕтĕ турамалла, сыра тёркăпа хырмалла.
Пысăк чашăка маларах асăннă çимĕçсене ямалла, майонезпа хутăштармалла. Çур сехет ларса тутлăланнă хыççăн симĕс курăксемпе илемлетсе сĕтел çине лартма юрать.
“Юнтару” салат
Хатĕрлеме 300-400 г çуллă мар аш (чăх, пăру ашĕ), 100-150 г хура слива, 150 г пушкăрт мăйăрĕ (грецкий), 2 симĕс пан улми, 200 г хытă сыр, майонез кирлĕ пулать.

Текста малалла вулăр...

Тутлă хатĕрлетпĕр

«Нина» салат
5 порци салат хатĕрлеме 200 г ĕне ашĕ (çурма тĕтĕмленĕ кăлпасси е тĕтĕмленĕ аш таврашĕ лайăхрах), 100 г хĕрлĕ помидор, 100 г хытă сыр, 100 г симĕс панулми, 5 çăмарта, майонез тата аш арманĕ витĕр кăларнă ыхра кирлĕ.
Асăннă çимĕçсене улăм пĕрчи евĕр вакламалла, майонез хушса лайăх ху- тăштармалла, унта ыхра хушса илемлĕ савăта хумалла.
«Гранат браслечĕ» салат
Салат сийлĕ-сийлĕ пулать. Сарлака турилккене шултра тёрка çинче хырса вĕтетнĕ пĕçернĕ çур улми сарса хумалла. Ун çине – тёркăпа хырса вĕтетнĕ пĕçернĕ кишĕр, тепĕр сий – вакланă чăх ашĕ, тăваттăмĕш сий – грек мăйăрĕпе хутăштарнă хĕрлĕ чĕкĕнтĕр хумалла. Юлашки сий – гранат пĕрчисенчен. Кашни сийне майонезпа сĕрмелле. Çиелтен гранат пĕрчисемпе илемлетмелле.
«Марсель» салат
Ун валли 1 пачка сухари, 1 пачка краб патакки, 1 банка куккурус, 3-4 панулми, 2 çăмарта тата 0,5 стакан вĕтетнĕ грек мăйăрĕ кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

Ăшаланă какай

Кăркка (хур е кăвакал) ашĕн 5-6 пысăках мар татăкĕ, пуçлă 3-4 сухан, 5-6 çарăк, 400 миллилитр чăх шӳрпи, консервланă 250 грамм шалча пăрçи, чăх ашĕ – 125 грамм, 3 апат кашăкĕ хур çăвĕ, ешĕл çимĕç, тăвар, пăрăç илмелле.
Вĕтĕ туранă сухана чукун кастрюле ярса хур çăвĕпе темиçе минут ăшаламалла. Çав вăхăтра çарăка вакламалла, консервланă шалча пăрçине сăрăхтармалла. Веçех кастрюле ямалла та суханпа пăтратса тата темиçе минут ăшаламалла. Кăркка ашне пахча çимĕçпе хутăштармалла, тăвар, хура пăрăç, техĕмлĕх ярса тутлăлантармал-ла. Унтан вĕри шӳрпе хушмалла. Вĕреме кĕрсен хупламалла та сехете яхăн ăшаламалла.

"Улăхри хĕвел" салат

Пиçнĕ кăркка ашĕ (шăмăсăрри) – 600 грамм, пуçлă сухан, сельдерей, 8 апат кашăкĕ ӳсен-тăран çăвĕ, 2 апат кашăкĕ уксус, çуp чей кашăкĕ вĕтĕ туранă розмарин, 3 апельсин, консервланă 200 грамм симĕс пăрçа, 1 ывăç салат, 100 грамм тĕшшисĕр çу çырли хатĕрлемелле.
Пиçнĕ аша тăваткал турамалла, вĕтетнĕ суханпа тата сельдерейпе хутăштармалла. Ӳсен-тăран çăвне, уксуса тата вĕтĕ туранă розмарина пĕр савăта ямалла та пăтратмалла, техĕмлĕ çимĕçсем хушмалла. Соусăн çур пайĕпе ашпа пахча çимĕçе пăтратмалла, унтан виткĕçпе хупламалла та 2-3 сехет сивĕтмелле. Салат валли усă куриччен шывне сăрăхтармалла. Туранă апельсинпа симĕс пăрçа хушсан юлнă соуса ямалла. Малтан салат çулçисем хумалла, унтан - пахча çимĕçпе аш, виççĕмĕш сий - апельсинпа симĕс пăрçа. Ӳсен-тăран çăвĕ сапмалла, çу çырлипе тата вĕтетнĕ ешĕл çимĕçпе илемлетмелле.

Текста малалла вулăр...

П о в и д л о

1 килограмм желе, 250 грамм сахăр илмелле.
Палан çырлинчен хатĕрленĕ желене 10-15 минут пĕçернĕ хыççăн сахăр хушмалла, лайăх ирĕлсе пĕтиччен пăтратмалла. Повидло пиçнине хутăш калăпăшĕ 2 хут чакнипе пĕлетпĕр. Пăшăхланă банкăна ямалла та виткĕçпе хупламалла.

Ж е л е

Пĕрремĕш меслет: 1 килограмм палан çырли, 400 миллилитр шыв, 1,2 килограмм сахăр илмелле.
Çырлана 3-5 минут пăс çинче тытмалла, унтан шывпа пĕрле кастрюле ямалла, çемçеличчен кĕтмелле те ала витĕр кăлармалла. Çырла нимĕрне сахăрпа хутăштарса вăйсăр çулăм çинче 45-50 минут пĕçермелле. Пăшăхланă вĕри банкăна ямалла та виткĕçпе хупса лартмалла.
Икĕмĕш меслет: 1 килограмм палан çырли, 1 килограмм сахăр, 1 стакан шыв кирлĕ.
Суйласа çунă çырлана (йӳçĕ тутăран хăтăлмашкăн) вĕрекен шывра 5-6 минут тытмалла. Шывне урăх савăта ямалла, çырлана 2 стакан ăшă шывпа хутăштармалла та çемçеличчен пĕçермелле. Унтан ала витĕр кăлармалла, сахăрпа пĕрлештермелле. Тепĕр 50 минут пĕçернĕ хыççăн пăшăхланă вĕри банкăна ямалла та хупламалла. Сивĕ вырăнта упрамалла.

Çырла сĕткенĕ

1 килограмм палан çырли, 250 миллилитр шыв, сахăр е пыл хăвăра кирлĕ чухлĕ илмелле.
Çырлана нимĕрлемелле те сĕткенне пăчăртаса кăлармалла. Çемçе хутăша вĕрекен шыв ярса 10-15 минут пĕçермелле, шĕвеке уйăрса сĕткенпе пĕрлештермелле. Хăвăра кирлĕ чухлĕ сахăр е пыл хушмалла, сивĕ вырăнта упрамалла.
Палан çырлинчен хатĕрленĕ сĕткенрен желе тума питĕ ансат. Çавăнпа ăна тĕрлĕ улма-çырла сĕткенĕпе хутăштарса мармелад хатĕрлеççĕ. Хĕрлĕ сĕткенпе апат-çимĕçе илемлетме те меллĕ.

Тутлă пĕçеретпĕр

Кавăн уйрăмах кĕркунне тата хĕлле питĕ усăллă. Тасатса тăварлă шывра пĕçерсен вăл спаржăна аса илтерет. Кавăнран икерчĕ, пăтă, яшка, варени, повидло пĕçереççĕ, салат хатĕрлеççĕ.
Кавăн пăтти
Хуппинчен тата вăррисенчен тасатнă кавăна вĕттĕн турамалла, сĕт тата çу ярса пĕçермелле, унтан вир е манна кĕрпи хушмалла, сахăр тата тăвар калаттармалла та вăйсăр çунакан вут çинче пиçсе çитиччен вĕретмелле.
Кавăн пăттине çиеле услам çу хурса памалла.
Пĕр порци хатĕрлеме 200 г кавăн, 25 г вир кĕрпи, 25 г çу, 30 г сĕт, 10 г сахăр каять.
Кавăн запеканки
Тасатса туранă кавăна çупа пĕçермелле, унтан ăна çăра пĕçернĕ манна пăттипе тата ала витĕр кăларнă тăпăрчăпа хутăштармалла, чĕрĕ çăмарта тата сахăр, тăвар, тмин хушмалла та пăтратмалла.
Лайăх хутăштарсан çакна услам çăвĕ сĕрнĕ пысăк çатма çине сармалла, тикĕслемелле, лăканă чĕрĕ çăмартапа сĕрмелле те духовкăра е кăмакара пĕçермелле.

Текста малалла вулăр...

Симĕс помидортан – салат

2 кг симĕс помидора вакламалла, 1 кг хĕрлĕ пăрăçа улăм пĕрчи евĕр турамалла, 1 кг кишĕре шултра тёрка çинче хырмалла, 1 кг сухана çурма çавракан вакламалла.
Ăшалама 1 стакан тип çу, 2 апат кашăкĕ тăвар, 4 апат кашăкĕ сахăр, 1 апат кашăкĕ 70 процентлă уксус, 0,5 л шыв кирлĕ.
Çу янă çатма çине сухан, помидор, пăрăç тата кишĕр хурса вăйсăр çулăм çинче ăшаламалла. Пилĕк минут пăшăхланă хыççăн тăвар, сахăр, уксус хушса тата 5-10 минут ăшаламалла. Вĕриллех пăшăхланă савăтсене хурса шăвăç виткĕчпе хупламалла.

Пылак тăпăрчă

500 г тăпăрчă, 1 стакан сахăр, 3 çăмарта, 2 апат кашăкĕ хăйма, 1/2 чей кашăкĕ апат соди, 3 стакан çăнăх кирлĕ.
Çимĕçсене пăтратмалла. Çак хутăша 40-50 минута вĕри кăмакана лартмалла.

Сельдьпа çĕр улми

2 сельдь пулă, 2 пуçлă сухан, 2 апат кашăкĕ тип çу, пĕçернĕ çĕр улми, чĕрĕ çăмарта, пăрăç, вĕтетнĕ сухари кирлĕ.
Çĕр улмине çаврашка касмалла. Шăмминчен тасатнă пулла вĕтĕ турмалла, ăшаланă сухана хушмалла. Çĕр улмипе пулла сийĕн-сийĕн хумалла. Çиелтен чĕрĕ çăмартана лăкаса сĕрмелле, пăрăçпа сухари сапмалла, духовкăна лартса пĕçермелле.

УЛМА-ÇЫРЛА САЛАЧĔ

Мăйăра ăшаласа илмелле те сивĕнсен вĕтетмелле. Дыньăн çемçе пайне пĕчĕк тăваткалсем туса турамалла. Винограда лайăх çумалла, таса ал шăллипе типĕтсе çырласене çурмаран касмалла. Хĕрлĕ сухана çӳхе çурма ункăсем туса турамалла. Кăлпасси евĕрлĕ тĕтĕмленĕ сыр турамалла. Асăннă çимĕçе хутăштармалла. Турилккесем çине салат çулçисем хумалла, унта – улма-çырла салачĕ. Çиелтен мăйăрпа сапмалла, базилик çулçипе илемлетмелле, çиелтен соус ямалла.
400 г дыня, 300 г виноград, 100 г кăлпасси евĕр тĕтĕмленĕ сыр, 5 салат çулçи, 1 пуç хĕрлĕ сухан, çур стакан аçтăрхан мăйăрĕн тĕшши, базилик, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, 1 чей кашăкĕ горчица, 2,5 кашăк олива çăвĕ кирлĕ. Соус валли – олива çăвĕ, лимон сĕткенĕ тата горчица.

Пахча çимĕç хутăшĕ

Помидор, хăяр, тĕслĕ купăста, пылак пăрăç, патиссон е тăрăхла кавăн (кабачок), укроп вăрри, ыхра, сухан, хура пăрăç çаврашки, гвоздика илмелле. 3 литрлă банка пуçне: 1,4 литр шыв, 2 апат кашăкĕ сахăр, 2 апат кашăкĕ тăвар, 1,5 чей кашăкĕ уксус е 100 грамм пан улми уксусĕ кирлĕ пулать.
Вĕрекен шыва тăвар, сахăр, уксус ямалла. Пăшăхланă банкăна ыхра, укроп вăрри, хура пăрăç çаврашки, гвоздика хумалла, унтан пахча çимĕç вырнаçтармалла (помидора – юлашкинчен). Вĕрекен тăварлă шыв ямалла. Тимĕр виткĕçпе хупнă хыççăн банкăна тепĕр енне çавăрмалла, 15 минутлăха утиялпа чĕркемелле.

Салат – риспа

Кирлĕ: 3 кг хĕрлĕ помидор, 1 кг кишĕр, 1 кг пылак пăрăç, 1 кг сухан, 250 мл тип çу, 1 стакан рис, 1 йӳçĕ пăрăç, 1 стакан сахăр песукĕ, 2 кашăк тăвар.
Помидора, кишĕре тата сухана аш арманĕ витĕр кăлармалла, тип çу хушса 10 минут пĕçермелле. Унтан рис, туранă пылак тата йӳçĕ пăрăç, сахăр песукĕ, тăвар хушса лайăх пăтратмалла та 30 минут (рис пиçсе çитиччен) пĕçермелле. Пăшăхланă банкăсене тултарса хупламалла, хулăн япалапа чĕркесе сивĕниччен тытмалла, унтан сулхăн çĕре лартмалла.

Пĕчĕк канашсем

1. Апат-çимĕç час пăсăласран сыхлакан ансат вырăн – холодильник. Лавккаран темле çимĕç туянсан та унта тăнккатпăр. Анчах холодильник та тĕпсĕр мар, унта та вырăн пĕтет.
- Тĕрлĕ варени, консерв савăчĕсене холодильника лартса унти вырăна йышăнмалла мар.
- Çаплах ӳсен-тăран çăвне те лартмалла мар. Çу холодильник алăкĕ çине лексен ăна пăсать.
- Çĕр улми, ыхра, сухан сивве кăмăлламаççĕ.
- Помидора та холодильника мар, унăн тăррине хурсан аванрах. Çавăн пекех баклажан, кавăн, дыня, банан, ананас, манго, гранат, хурма сивве юратмаççĕ.
- Виноград пӳлĕмре те, холодильникра та пĕр пекех пăсăлать.
- Шоколадпа канфета вуçех те холодильнике хумаççĕ. Унта вĕсен сийĕ хытса çурăлать, кăвакарать.
2. Лавккара тĕрлĕрен кĕпе-йĕм çумалли порошок сутаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ПУЛĂ КАТЛЕЧĔ

Шăмминчен уйăрнă 600 грамм лосось е треска, 2 çăмарта, 100 грамм сухари, 100 грамм симĕс сухан, тутине кура тăвар, пăрăç, 1 лимон сĕткенĕ, ăшалама ӳсен-тăран çăвĕ кирлĕ.
Пулла аш арманĕпе авăртмалла, фарша туранă симĕс сухан, çăмарта, тăвар, пăрăç, шӳтернĕ çăкăр хушмалла. Çăрмалла, пысăках мар катлетсем тумалла. Тарăн çатмана хĕртмелле, катлетсене олива çăвĕпе кашни енне 6-шар минут ăшаламалла. Çиес умĕн лимон сĕткенĕ, кăштах пăрăç сапмалла. Гарнир вырăнне хăярпа петрушка салачĕ лайăх
Ку апата мĕнле арçын та пĕçерсе çемйине сăйлама пултарать. Уйрăмах мăшăрĕ килте çук чухне.

Салат – риспа

Кирлĕ: 3 кг хĕрлĕ помидор, 1 кг кишĕр, 1 кг пылак пăрăç, 1 кг сухан, 250 мл тип çу, 1 стакан рис, 1 йӳçĕ пăрăç, 1 стакан сахăр песукĕ, 2 кашăк тăвар.
Помидора, кишĕре тата сухана аш арманĕ витĕр кăлармалла, тип çу хушса 10 минут пĕçермелле. Унтан рис, туранă пылак тата йӳçĕ пăрăç, сахăр песукĕ, тăвар хушса лайăх пăтратмалла та 30 минут (рис пиçсе çитиччен) пĕçермелле. Пăшăхланă банкăсене тултарса хупламалла, хулăн япалапа чĕркесе сивĕниччен тытмалла, унтан сулхăн çĕре лартмалла.

ПАХЧА ÇИМĔÇРЕН – АССОРТИ

Кирлĕ (3 литрлă банка валли): 7 пĕчĕк хăяр, 5 помидор, 3 пуç сухан, 5 шăл ыхра, 3 пылак пăрăç, çур пуç купăста; маринад валли 1,5 л шыв, 4 кашăк сахăр песукĕ, 2 кашăк тăвар, çур стакан 9 процентлă уксус.
Пахча çимĕçсене лайăх çумалла. Банкăна çуса вĕри шывпа чӳхемелле, 5 минут пăшăхламалла. Типсен банка ăшне пахча çимĕçсене тултармалла. Маринад вĕреме кĕрсенех банкăна ямалла та металл хупкăçпа хупламалла.

“Çу илемĕ” салат

1 кг пылак хĕрлĕ-сарă пăрăç, 1,5 кг хĕрлĕ помидор, 300 грамм шурă пуçлă купăста, 200 грамм кишĕр, 3-4 пуçлă сухан, 4-5 йӳçĕ панулми, 1 стакан ӳсен-тăран çăвĕ, панулми уксусĕ, тăварпа сахăра тутанса пăхса ямалла.Кишĕрпе вăрринчен тасатнă пан улмине шултра тёркăпа хырмалла е улăм пĕрчи евĕр турамалла. Пылак пăрăçа вăрринчен тасатмалла та çаврашкан турамалла. Купăстана, помидорпа сухана вĕтĕ турамалла. Савăта ӳсен-тăран çăвĕ, сухан, пăрăç, помидор, кишĕр ямалла, çулăм çине лартса вĕреме кĕртмелле. Унтан купăста, панулми, тăварпа сахăр хушмалла та вăйсăр çулăм çинче 15 минут ăшаламалла. Вĕри салата пăшăхланă банкăсене ямалла та виткĕçпе хупмалла.
Пахча çимĕçе ăшаламасăр пăтратса маларах хатĕрленĕ банкăсене тултарма та пулать. Кун пек чухне вĕсене виткĕçпе питĕриччен вĕри шыв янă кастрюле лартмалла, шывĕ вĕреме кĕнĕ самантран 15 минут стерилизацилемелле.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.