Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Мадюков адвокат тĕслĕх кăтартрĕ

 
«Канаш» хаçатăмăра вулакансен хушшинче пирĕн йывăрлăхсене чĕрепе туйса пулăшу паракансем пурри чăннипех савăнтарать. Хаçатăмăрăн 40-мĕш номерĕнче «Ульяновскмебель» комбинатăн директорĕсен канашĕн председателĕ Анатолий Еленкин пире шкапсем парнелени çинчен савăнса пĕлтернĕччĕ.
Ку хутĕнче редакци тĕпелĕнче Çĕнĕ хулари Герман Мадюков адвокат пулчĕ. Ăна унчченех журналистсем кивĕ компьютерсемпе ĕçлени пăшăрхантаратчĕ. Вĕсене çĕнетме вăл чăвашсен авалхи мелĕпе — нимелле — укçа пуçтарма сĕнчĕ. Хăй чи малтан пĕр пин тенкĕ хучĕ.
Герман Дмитриевич пек хастарсем пулăшу аллине тăссан, тен, хальхи вăхăтри мониторсем, çĕнĕ йышши фотоаппарат туянма май пулĕ.
Редакци коллективĕ ырă чунлă ентешĕмĕре тĕслĕх кăтартнăшăн чĕререн тав тăвать. Ĕçре те, çемье пурнăçĕнче те ăнăçусем сунать.

Текста малалла вулăр...

Редакцире — Еленкин парнисем

«Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г. Еленкин – «Канаш» хаçат редакцийĕн çывăх тусĕсенчен пĕри. Вăл пире пĕрре мар пулăшнă.
Маларах пĕр кĕтмен çĕртен Анатолий Георгиевич редакцие пырса компьютер парнеленĕччĕ. Ун чухне редакцисене оргтехникăпа тивĕçтерес ыйту йывăр тăратчĕ, çавăнпа ку парне питĕ вырăнлă пулчĕ, эпир питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Хаçат йĕркеленсе кайни 20 çул çитес умĕн А.Г.Еленкин пире ырă кăмăлĕпе тепре савăнтарчĕ: вырăнти «Волга» патшалăх телерадиокомпани пуçлăхĕсемпе калаçса татăлса пирĕн редакци пурнăçĕ çинчен самаях вăрăм видеосюжет ӳкерттерчĕ, ăна область телевиденийĕпе кăтартрĕç. Çапла вара пирĕн редакци çинчен пĕтĕм область çыннисем пĕлме пултарчĕç. Çаплах ун чухне вăл редакцие чăваш культурине аталантарас ĕçре куллен тăрăшнăшăн Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвне парса чысланăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачасене вулав тĕнчине илĕртесчĕ

(Чăваш писателĕсем мĕнпур районсен, организацисемпе предприятисен ертӳçисене чĕнсе калани)
 
Чăваш кĕнеке издательстви пуçарăвĕпе Чăваш Республикинче çурлан 1-мĕшĕнче «Даришь книгу? Даришь мир!» ятпа ыркăмăллăх тăвăмĕ тытăннă. Чăваш писателĕсем çак пуçарăва ырласа халăха чĕнсе калаççĕ: «Çамрăк ăрăва тимлĕх уйăрмалла. Паянхи ача мĕн вуланипе, мĕне тĕпе хурса пурăннипе кăсăкланмалла».
Чĕлхемĕрĕн шăпипе кăсăкланакансен хăйсен ĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствин ырă пуçарăвне тĕпе хурас пулать. Вăл ача çурчĕсене, вĕренӳпе культура учрежденийĕсене çулсерен кĕнекесем тӳлевсĕр уйăрать. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кĕнекепе туслă наци хăй еткерлĕхне тĕнче шайне çĕклет. Телевидени тата Интернет кĕнекене нимле майпа та ылмаштарма пултараймаççĕ. Вулав ыйтăвĕ халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварас ыйтупа тачă çыхăннă.

Текста малалла вулăр...

Парне – чăваш энциклопедийĕ

2008 çултанпа Тĕнчери шкул вулавăшĕсен Канашĕ юпа уйăхĕнче пур çĕршывсенче те шкул вулавăшĕсен уйăхлăхне ирттерет. Раççей те аякра тăрса юлмасть. Ачасене кĕнеке тĕнчине явăçтарасси пĕр енчен çăмăл ĕç пек, тĕрĕссипе вара вăл пĕлӳ патне илсе пыракан çул. Ахальтен мар вырăссен аслă писателĕ Максим Горький çапла каланă: «Мĕнпур лайăххине мана кĕнеке вĕрентнĕ».
Шкул вулавăшĕсен уйăхлăхĕ пирки эпĕ Çĕнĕ Майнăри пĕрремĕш номерлĕ шкулăн вĕрентӳçинчен Зоя Васильевна Ерофееваран пĕлтĕм. Вăл икĕ томлă «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекене туянасшăнччĕ. Малтанах эп тĕлĕнтĕм, мĕншĕн тесен вăл тахçанах çак кĕнекепе усă курса çамрăк таврапĕлӳçĕ-журнали стсемпе мероприятисем ирттернине пĕлетĕп. Зоя Васильевна хальхинче энциклопедие тăван шкулне парнелеме туяннине пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

ХАМĂР ĔÇШĔН ӲКĔНМЕЛЛИ ÇУК

МУХТАНСА МАР, ТĔСЛĔХ КĂТАРТАССИШĔН
 
Чӳрекел шкулĕнче чăваш чĕлхине çирĕм çул ытла вĕрентетпĕр. Паян тăван чĕлхене вĕреннишĕн ӳкĕнекенсем çук пулĕ тесе шутлатăп. Çак тапхăрта шкулăн чапĕ те ӳсрĕ, вĕренекенсем те хăйсен ĕçĕсемпе савăнма пултараççĕ. Чăваш ачисем ытти наци ачисенчен нимпе те кая маррине, тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан Раççей çĕрĕнче хăйсем валли вырăн хăйсемех тупмаллине ăнланаççĕ.
Пĕр вĕренӳ çулĕнче кăна вĕсем тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне ӳстереççĕ. Аксаковăн аслашшĕ-асламăшĕ çуралнă вырăнта, унăн хреснамăшĕн именийĕ пулнă Чуппарав ялĕнчи чиркӳре темиçе хут пулса Игорь аттепе тĕн, пурнăç çинчен калаçни те, чиркӳ çĕр лаптăкĕ çинче пилеш лартса хăварни те, пĕрремĕш хут Раштав тата Мункун вулавĕсем тата чиркӳре тĕрлĕ темăпа ирттернĕ мероприятисем, «Чиркӳ патне çул хыватпăр» ятлă регион шайĕнчи конкурса хутшăнса тăватă сертификата тивĕçме май пулни те ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхех юласса шанатпăр.

Текста малалла вулăр...

Пĕчĕк ялăн пысăк уявĕ

Çĕнĕ Шăхаль ялĕ Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрет. Тăван ялăмра хапăл туса кĕтсе илекен ентешĕмĕрсене хавхалантарас тĕллевпе эпир, Чĕмпĕрте пурăнакан чăвашсем, парне тума – чиркӳ лартма шутларăмăр.
Ял çыннисем ку хыпара ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чиркĕве хăш вырăнта лартасси пирки 2011 çулхи çу (май) уйăхĕнче иртнĕ ял пухăвĕнче калаçса килĕшрĕмĕр. Хулара пурăнса ялти сăваплă пуçарăва ырлакансен ĕç ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Халăх укçа пухма пуçларĕ. Çĕнĕ Шăхаль çыннине Виктор Григорьева аслине суйласа хăварнă. Пуçару ушкăнĕпе ентешĕмсем ĕçе йĕркелесе ертсе пынипе пĕр çулталăк хушшинче Александр Невский ячĕллĕ чиркĕве хăпартса та хутăмăр.
Кӳршĕ ял чăвашĕсем те çине тăрсах пулăшрĕç. Чăнлă полсёлокĕнче пурăнакан Александр Петрович Власов тăрăшса турăшсем ӳкерсе пачĕ, ял чиркĕвне ятарлă тематикăпа илемлетрĕ.

Текста малалла вулăр...

МАЛАШЛĂХА КУРСА ĔÇЛЕÇÇĔ

ВĔРЕНТӲÇĔСЕН ХУШШИНЧИ ÇЫХĂНУЛĂХ
Чăнлă районĕнчи Кунтикаври пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула Николай Иванович Казаков 1992 çултанпа ертсе пырать. Çирĕм çула яхăн вăй хурса пуçлăх тивĕçĕсене никам аса илтермесĕрех пурнăçлама хăнăхнă. Ачасене пĕлӳ паракан ĕçтешĕсен шухăш-туйăмне куçран пăхсах туйса илме вĕренсе çитнĕ. Малашлăха курса вăй хуракан директор, тивĕçлĕ канăва каясси çинчен шухăшлама иртерех пулнине пĕлсе тăрсах хăйĕн ĕçне малалла тăсакана хатĕрлесси, вĕрентӳçĕсен хушшинчи çыхăнулăх çинчен те манса каймасть. Пулас пуçлăха вăл асăрханă ĕнтĕ, палăртса хунă…
Çак ялтах 1984 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Валерий Юрьевич Пиколов (виçĕ ачалла çемьере ӳссе çитĕннĕ) вăтам шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухать.
Ачаранах вĕрентӳ тытăмĕпе çыхăнма ĕмĕтленнĕскер И.

Текста малалла вулăр...