Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ташă-юрă – чун уççи

Лидия Федоровна Ильмукова (паспорт çине ăна Людмила тесе çырнă) Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар ялĕнче тĕпленни 50 çула яхăн ĕнтĕ. Çак вăхăтра вăл ялта ташă-юрă ăсти, ĕçчен те пултаруллă, хисеплĕ çын ята тивĕçнĕ.
Мелекесс районĕнчи Тури Мелекесс ялĕнче кун çути курнă вăл. Мĕн пĕчĕкрен юрлама, ташлама юратнă.
- Атте, аппа юрă ăстисемччĕ. Мĕн пĕчĕкрен астăватăп, килте ĕçкĕ-çикĕ пулсан мана атте ялан хăнасем умĕнче юрлаттаратчĕ. Шуркка пичче купăс калатчĕ. Пирĕн ял клубĕнче ансамбль пурччĕ. Чиркӳрен туса лартнă клубра мĕн чухлĕ концерт лартман-ши/ Шкулта ĕçлекен Ольга Васильевна Абрашкова пире, ачасене, çав асамлă юрă-ташă тĕнчине явăçтарчĕ, илемлĕ те тĕрĕс юрлама вĕрентетчĕ. Кайран ялти ансамбле илчĕç. Унта аппа та çӳретчĕ. Спектакльсем те лартаттăмăр. Кӳршĕ ялсене, кӳршĕ районсенчи мĕнпур чăваш ялне çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

Куç умĕнче – амăшĕн тĕслĕхĕ

"Пурнăç пурăнса ирттересси – хир урлă каçасси мар", - тенĕ ваттисем мĕн ĕлĕкрен. Ку чăнах та çапла. Светлана Николаевна Федорова çав уй тăрăх 66 çул утăмлать, самай йывăрлăхпа тĕл пулнă, апла пулин те яланах çĕнтерӳçĕ тулса тухнă, малаллах талпăннă.
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулĕнче вăй хуракан С.Н. Федорова çак ялтах 1951 çулта Валентина Константиновнапа Николай Игнатьевич Ермолаевсен нумай ачаллă çемйинче кун çути курнă. Шкула пĕрремĕш класа кайнăранпах хĕрача вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Уншăн пĕрремĕш вĕрентекен Çӳлти Турăпа пĕр тан çын шутланнă. Çак ĕмĕтпех хĕрача сакăр класс пĕтерсен Çинкĕл педучилищине çул тытать. Диплом илсе кĕçĕн классен вĕрентӳçи пулса тăрать. Тăван шкула мĕнле талпăнсан та çамрăк вĕрентӳçĕн пĕрремĕш çул Курахви ялĕнче ĕçлеме тивет. Вăл вăхăтра вĕренӳ заведенийĕ-нчен тухнисене направленипе кирлĕ çĕре янă.

Текста малалла вулăр...

Вунă çултах офицер пулма шутланă

Паян полици майорĕ Геннадий Поляков Раççей гвардийĕнче службăра тăрать, Çамрăкрах чухне вара ăна шăпа алла пăшал тытса Балкан çурутравĕнчи çĕршывсене те, Кавказа та илсе çитернĕ.
 
Вăл 1977 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă.
-Пирĕн çемьере 10 ачаччĕ, вĕсенчен çичĕ хĕр, эпĕ кĕçĕнни. Атте – Петр Семенович (1932 çулхи) механизаторччĕ, комбайнпа ĕçлетчĕ. Анне – Ольга Васильевна (1937 çулхи) колхоз бригадинче вăй хуратчĕ, кил хуçалăхĕпе аппаланатчĕ. Ман аппасем – Надя, Лиза, Елена аттепе штурвальнăйра çӳретчĕç. 1984 çулта пĕрремĕш класа кайрăм. Аван вĕренеттĕмччĕ. Виççĕмĕш класра çар çыннисене курнă хыççăн офицер пулас шухăш çуралчĕ. Пирĕн класс ертӳçи Ольга Яковлевна Ильина пулнă. Спорта юрататтăмччĕ, йĕлтĕрпе хытă чупаттăмччĕ.

Текста малалла вулăр...

Ылтăн алăллă тухтăр

Ульяновск облаçĕнчи Раççей тава тивĕçлĕ врачĕ ЕĕМĕ Чучкалов ячĕллĕ ятарлă медицина пулăшăвĕсен клиника центрĕн пĕрремĕш травматологи уйрăмĕн алăкĕ умĕнче чирлĕ çынсем калаçса тăнине илтме тӳрĕ килнĕччĕĕ
«Евгений Владимирович патне кăна лекесчĕ ĕнтĕĔ шанатăп эпĕ ăнаĔ диагноза та тӳрех тĕрĕс лартма пултаратьĔ операцисене те çăмăл тăватьĕ Чăн-чăн тухтăр тата çын вăлĔ алли ылтăнĔ чĕлхи-çăварĕ чирлисемшĕн симпыл»Ĕ - терĕ пĕриĕ Ку сăмахсене палланă чăваш тухтăрĕ пирки илтме питĕ кăмăллă пулчĕĕ
Евгений Владимирович Махоркин – чăн-чăн тухтăр тесе нумай çын çирĕплетсе калама пултаратьĕ Ульяновскри «Дорожное радио» кăларăмра та ăна пациенчĕсем тав туса юрă саламĕ янине пĕрре кăна илтменĕ
Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Чемен ялĕнче çуралнă Евгений Махоркинĕ Ача çулталăкра чухне ашшĕпе амăшĕ Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Садки ялне куçса килнĕĕ Вăтам пĕлӳ вăл Аслă Нагаткинта илнĕĕ
Шкулта пур предметпа та тăрăшсаĔ лайăх вĕреннĕ каччă мĕншĕн шăпах тухтăр профессине суйласа илнĕ-хаӲ
- Ача чухне эпир кам кăна пулма ĕмĕтленместпĕр-ши, космонавтĔ летчикĔ геологĔ пушар сӳнтерекенĔ вĕрентекенĔ тухтăрĕĕĕ Шкулта та пире кашни професси пит кирли пирки вĕрентнĕĕ Ӳссе пынă май çав список пĕчĕкленсе пыратьĔ вăтам пĕлӳ илнĕ çĕре суйлавра пĕр-икĕ професси кăна юлатьĕ Манăн та çапла пулса тухрĕĕ Тухтăр профессине суйланин тĕп сăлтавĕ – атте питĕ ир вилниĕ Анне виçĕ ачапа тăлăха юлчĕĕ Эпĕ аслиĕ Ман хыççăн йăмăкпа шăллăмĕ Атте ăнсăртран вилнин сăлтавне пĕлеймерĕмĕрĔ чăнтан каламарĕç пиреĕ Çавăн чухне ӳссен тухтăр пулатăпĔ атте çапла ир çĕре кĕнин сăлтавне тĕпчесе пĕлетĕпех тесе хама хам сăмах панăччĕĔ ума тĕллев лартнăччĕĕ Çав тĕллев патне майĕпен утнăĕ Вĕренме кĕрессиĔ пĕлӳ илессиĔ мĕнле тухтăр пуласси веçех хамран килессе ăнланнăĕ Хама кăна шаннăĕ Вунпĕр класс пĕтерсен аттестат илтĕмĔ лайăх паллăсемччĕ ман унтаĕ Ульяновск патшалăх университечĕн медицина факультетне заявлени патăмĔ экзаменсене тĕплĕн хатĕ-рлентĕмĔ - каласа пачĕ вăлĕ
Хăйĕн ĕмĕтне 100 процент пурнăçлас тесе Евгений Махоркин хӳтĕленмелли мел шыратьĔ мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче экзаменсене лайăх парсан та конкурспа иртеймен е юриех ирттермен тĕслĕхсем нумай пулнăĕ Çавăнпа каччă колхозран тĕллевлĕ направлени илетĕ Çапла 1992 çулта çăмăллăнах вĕренме кĕретĕ Малтанхи çулсенче колхоз студента стипенди тӳлесе тăратьĕ Вăл пĕчĕк пулсан та çамрăкшăн пысăк пулăшу пулнăĕ Евгений Махоркин вĕреннĕ вăхăтрах Васкавлă пулăшу пульницинче санитар пулса вырнаçатьĕ Веçех йĕркеллĕ пекĕ Каччă вĕренӳре лайăх ĕлкĕ-рсе пыратьĔ тăрăшса пĕлӳ пухатьĕ Анчах колхоз саланатьĔ тĕллевлĕ наборпа кĕнĕ студент йывăрлăха кĕрсе ӳкетĕ Тухтăр пулас текен качча нимĕнле чăрмав та хăратмастьĔ вăл сывлăх сыхлавĕн министрĕ патне çитетĔ хăйне тĕллевлĕ набортан пĕтĕмĕшлине куçарма ыйтатьĕ Çапла 1998 çулта Ульяновск патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен çамрăк хирург вĕренсе тухатьĕ
- Малтанах эпĕ специализаципе гинеколог пулма шутланăччĕĕ Анчах ача çуратмалли çуртра практикăра пулнă хыççăн кăмăлăм улшăнчĕĕ Травматологи уйрăмĕнче санитарта ĕçленĕ май пурнăçа çак специальноçпа çыхăнтарма шутларăмĕ Улттăмĕш курсра вĕреннĕ чухне çемье çавăртăмĕ Мăшăрăм Надежда – куç тухтăрĕĔ манран пĕр çул каярах вĕренсе пыратчĕĕ Диплом илсен пĕтĕмĕшле хирургипе васкавлă пулăшу пульницинче интернатура иртрĕмĕ Унтан травмпункта куçрăмĕ Унта канăçсăр ĕçĕ Çулталăкран «Центр восстановительной хирургии и травматологии» учреждение куçрăмĕ Ĕçĕ аванччĕĔ хам хирургипеĔ травматологипе тивĕçлĕ специалист пулнине çирĕплетрĕмĕ Мана травматолог уйрăмĕн заведующине лартасшăн пулчĕçĕ КилĕшмерĕмĔ ĕç укçи пĕчĕк пулнипе Мускава тухса кайма шутларăмĕ Çĕршывăмăрăн йывăр тапхăрĕ вĕçленменччĕ-хаĕ Çемьене тăрантармаллаĔ пирĕн хĕр çуралчĕĕ Мускавра икĕ çĕре ĕçлеме вырнаçрăмĕ Мăшăр валли те офтальмолог вырăнĕ пурччĕĔ - тăсăлать пирĕн калаçуĕ
Евгений Владимировичăн тăрăшулăхнеĔ ăсталăхне кура Мускаври пульницара каллех отделени заведующийĕ пулма сĕнеççĕĕ Апла пулин те кунта икĕ çултан ытларах тытăнса тăмасть вăлĕ Ачи пĕчĕк пулнипе мăшăрĕ Мускава куçма килĕшместĕ Çапла чăваш арĕ каялла Ульяновска таврăнатьĕ Малтанхи ĕç вырăнне – Васкавлă пулăшу пульницинчи травматологи уйрăмне килетĕ
2010 çултанпа васкавлă пулăшу панă çĕртен травматологин пĕрремĕш уйрăмне куçатьĕ Кунта паянхи кунччен тăрăшатьĕ Шăмăсемпе сыпăсен чирĕсемпе нушаланакан миçе çынна операци туса ури çине тăратман-ши вăл çав вăхăтра!

Текста малалла вулăр...

Çынсен нушине тимлекен

«Канаш» хаçат ĕçченĕсем хаваспах облаçри чăваш ялĕсене çулçӳреве тухса çӳреççĕ.Çитсенех чи малтан çыхăну уйрăмне, шкула, ял администрацине, правленине кĕрсе хал пĕлме тăрăшатпăр. Редакципе çыхăну тытакан çынсемпе курса калаçма, хал пĕлме васкатпăр.
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Малаел Ульяновск облаçĕнчи чи катари ялсенчен пĕри. Вăл Самар облаçĕпе чикĕленет. Кунта эпир пĕрре те çулталăкне пĕрре-иккĕрен ытларах пулман. Чăвашĕ-сем вашават, пултаруллă пулсан та çулĕ инçе.
Тулли мар яваплă «Восток» обществăн тĕп инженерĕ, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи депутатсен канашĕн депутачĕ, чиркӳ старости Федор Ванюков – чăваш хаçат ĕçченĕсене яланах хапăл. Хальхинче те Федор Владимирович ялти социаллă учрежденисене, шкулчченхи тата тĕп пĕлӳ çурчĕсене хаваспах илсе çӳрерĕ, ялхуçалăхра тăрăшакан водитель-механизато рсемпе, йĕтем çинчи, виçеври хĕрарăмсемпе паллаштарчĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачасене ашшĕпе амăшĕн çепĕç сăмахĕ кирлĕ

Чартаклă районĕнчи Чăваш культура кунĕнче тĕлĕнмелле пултаруллă йăхташсемпе паллашма тӳр килчĕ. Вĕсенчен пĕринпе – Крестово-Городищири ача сачĕн ертӳçипе Светлана Ивановапа – калаçу хăйнеевĕр лару-тăрура тĕвĕленчĕ.
Чăваш тумĕпе тата капăрлăхĕпе ирттернĕ маçтăр-класа районти пур ял хĕрарăмĕ-арçынни хутшăнчĕ. Чăваш тумĕ ытарма çук илемлĕ! Ытти халăх çыннисем те пыра-пыра тытса пăхрĕç, тăхăнса пăхас текенсем те тупăнчĕç. «Кăкăр умĕнчи капăрлăх мĕн ятлă вара, çурăм...пуç çинчи/» - çине-çинех ыйтрĕç хăнасем хĕрарăмсенчен. Çав самантра подиум патне пĕр çӳллĕ чипер хĕрарăм пырса чăваш культурипе йăли-йĕрки, тумĕ çинчен калама пуçларĕ. Вырăсла таса та çепĕç чĕлхепе (ку ентеш чăвашах пуль терĕм) шӳлкеме, мăй çыххи, масмак, сурпан, тухья-хушпу...çинче н каласа пачĕ, кăсăкланса кайсах ыйтусене хуравларĕ.

Текста малалла вулăр...

Ача çуртĕнчен хăтăлнăскерсем

Копышовка ялĕнче пурăнакан Елена Захарован пурнăçне çăмăл тесе калаймăн. Ачаллах амăшĕсер ӳснĕ вăл, качча кайсан та упăшкипе савăнса пурăнма пӳрмен, вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Халĕ ун пĕтĕм пурнăçĕ выльăх пăхса иртет: килте тата ялти Ю.Г.Турманов хуçа ферминче.
-Çĕпрел районĕнчи Паснапуç ялĕнчен (Тутарстан) эпĕ. Пирĕн анне усрава илнĕскер пулнă. Вăл 35 çула çитсен вилсе кайрĕ. Эпĕ ун чух пиллĕкреччĕ, Толя шăллăм – çулталăкра. Аннене нумаях мар пулин те – астăватăп. Кукамай – Вера Тимофеевна Кудряшова (ун упăшки вăрçăра вилнĕ) – 69 çултаччĕ, хăй те айванрахчĕ, куçĕ аван курмастчĕ, пĕр алли ĕçлеместчĕ. Куратăп, кукамай час-час вăрттăн йĕре пуçларĕ. Эп çапла пĕрре: «Кукамай, ма йĕретĕн, кӳршĕсем мĕн те пулин каларĕç-и/»- тетĕп. Çук-çук, эс кайса выля çавăнта терĕ вăл. Эпĕ: «Кӳршĕсем патне кайса ыйтам-ха, вĕсем вăрçман-и сана/» – терĕм.

Текста малалла вулăр...

Ĕçне вĕренекенсем хаклаççĕ

Хуçи мĕнле, кил-çурчĕ çапла теççĕ халăхра. Хапха умне пырсанах ку çуртра мĕнле çынсем пурăнни паллă: тирпейлисен крыльца урайĕ те шап-шурă, тирпейсĕррисен хапхи умĕнче мĕн выртнине те шыраса тупаймăн.
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти тăхăр класс вĕренмелли шкулăн çĕнĕ çуртне 30 çул каялла, 1987 çулта, уçнă. Çак вăхăтран пĕлӳ çуртне пĕрре те тĕпрен юсаман пулин те вăл тирпейлĕ те илемлĕ курăнса ларать. Кĕнĕ çĕре чи малтан чăвашла «Ырă сунса кĕтетпĕр!», - тесе çырни пирĕн, чăвашсен, чунне самай ăшăтать. Шалта та тĕлĕнмелле илемлĕ те таса, шкулта çирĕп йĕрке пулни палăрать, стенасем çинчи стендсем пĕр тĕслĕ, тирпейлĕ çакăнса тăраççĕ. Коридорта сăранпа витнĕ дивансем лараççĕ, пур çĕрте те чечек ешерет. «Кам-ши кунта директор/ Ахăртнех, хĕрарăм», - мĕлтлетрĕ пуçăмра. Эп йăнăшман иккен.
Упамсар шкул директорĕ Альбина Владимировна Долгова çак ялтах çуралса ӳснĕ.

Текста малалла вулăр...

Иккĕмĕш анне

Ачасем ку илемлĕ те ырă кăмăллă хĕрарăма тепĕр чух чи çывăх тăванĕсенчен, çемйинчен те ытларах хакланинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук терĕç Ялавăр ача пахчинче. Ашшĕ-амăшĕн вĕсемпе выляма шав вăхăчĕ çук – Марина Андреевна вара иртен пуçласа каçчен вĕсемпе. Пĕлӳ çуртĕнче юратнă воспитатель ачасене ăс парассипе, ал ĕçне вĕрентессипе, шкула хатĕрлессипе, юрă-ташă тĕнчине явăçтарассипе çыхăннă ĕçсене илсе пырать, пĕчĕкскерсене çав тери юратать. Шăпăрлансем ăна иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хураççĕ. Коллективра та аслă категориллĕ, пысăк опытлă хĕрарăма ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.
 
Марина Кирюшкина Ялавăрти ача пахчинче ĕçлеме пуçланăранпа кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 35 çул çитнĕ. Виçĕ теçетке çул çурă Марина Андреевна пĕр çĕрте çеç, тăван ялĕнчи шкулчченхи вĕренӳ учрежденийĕ-нче, вăй хунă.

Текста малалла вулăр...

Таврапĕлӳçĕ – ăрусене çыхăнтаракан çын

Чăвашкассинче пурăнакан Василий Селендеева облаçра кăна мар, Чăваш Республикинче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл 40 çул ытла шкулта вăй хунă, çав вăхăтрах таврапĕлӳ енĕпе нумай ĕç тунă. Кăçал педагогика ĕçĕн ветеранĕ 80 çул тултарчĕ, анчах ку уншăн ниме те пĕлтермест – вăл çаплипех таврапĕлӳ ăшне шалтан шала кĕрет.
Василий Алексеевич 1937 çулта çак ялтах çуралнă, 1956 çулта Кивĕ Улхашри вăтам шкултан аттестат илсе тухнă. Виçĕ çул çар хĕсметĕ-нче пулнă, авиаци механикĕн специальноçне Саратов облаçĕнчи Вольск хулинче алла илнĕ, малалла Чита тата Карели тăрăхĕсенче службăра тăнă. Киле каяс умĕн, 1959 çулхи августра, вăл командование рапорт çырать, Хусан патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕме экзамена яма ыйтать. Каять те естество тата географи факультетне кĕрсех килет! Çапла ĕнерхи салтак студент пулса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Пултарулăх çăлкуçĕ иксĕлмест

Светланăпа Василий Сапожниковсем 38 çул пĕрле пурăнаççĕ. Пурнăçĕ килĕшӳ-ллĕ те илемлĕ ирттĕр тесе ырă ĕçсем нумай тăваççĕ, пĕр-пĕрне куç пек упрама тăрăшаççĕ.
- Кил вучахĕ сӳнесрен сыхласа тăраканĕ, кунта яланах лăпкă тата тату пурнăç хуçалантăр тесе ырми-канми тăрăшаканĕ, тутлă пĕçерекенĕ пирĕн çемьере – хисеплĕ Светлана Васильевна, - ăшшăн ыталать арăмне Василий Николаевич. – Çамрăк чух ачасене ăс парасси, мана ĕçри йывăрлăхсене парăнтарнă тата ĕшеннĕ вăхăтра хавхалантарасси те – ун çинчех пулнă. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçа кĕртнĕ чухне май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă пулсан та çемьери тивĕçсем ытларах унăн черчен хулпуççи çине тиенетчĕç. Куна пытараймăн. Пăрчăкан пек вăр-вар вăл манăн Светлана. Пурне те пултарать. Алли ылтăн. Чăн чăваш хĕрарăмĕ. Тĕррисене ытарма çук. Еплерех тутлă пĕçерет тата!

Текста малалла вулăр...

"Канаша" çырăнакансем нумайланччăр!

Марина Тимофеева Ульяновскри 1-мĕш почта уйрăмĕнче 20 çул тăрăшать. Унăн ĕç стажĕ пурĕ 32 çул. Нумай ĕçленĕшĕн вăл икĕ çул каялла «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна Тав тата Хисеп хучĕсемпе пĕрре мар чысланă. Августăн 16-мĕшĕнче Марина Николаевна 50 çул тултарчĕ.
М.Н.Тимофеева (хĕр хушамачĕ Борисова) Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Алешкин-Саплăк ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Вĕсем пурĕ 10 пĕртăван: 6 хĕр тата 4 ывăл. Марина çемьере 3-мĕш ача. Халĕ вĕсем тăххăрăн. Аслă тетĕшĕ 13 çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ – Нина Ивановна Борисова кăçал хĕлле 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна ачисем ырă сунса «Канаш» хаçатра саламларĕç. Ашшĕ – Николай Петрович ĕмĕрĕпех тракторпа ĕçленĕ. Ултă çул каялла пурнăçран уйрăлнă.
Марина вырăнти шкулта сакăр класс пĕтерсен Шупашкара пир-авăр комбинатне ĕçлеме кĕрет.

Текста малалла вулăр...

Мĕн пĕчĕкрен вĕçме ĕмĕтленнĕ

Чĕмпĕр çĕрĕ пултаруллă та паллă çынсемпе пуян пулнине чăвашсем йĕркелекен кашни уяврах çирĕплетӳ тупăнать.
Мелекесс районĕнчи кăçалхи Акатуйра УОЧНКА вырăнти уйрăмĕн председателĕ Валентина Киргизова сцена çине хăйсен паллă ентешне, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар чăвашне, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикне Олег Павлович Еруков полковника чĕнчĕ. Кĕçех ăна генерал звани парассине пĕлтерчĕ. Йăрăс пӳллĕ, тӳрĕ та патвар, сăпайлă чăваш арĕ халăх умне тухса тăчĕ.
Халăха калаçупа ывăнтарас мар тесе Олег Павлович сăмах та илмерĕ.
Акатуя официаллă майпа уçсан вăл хаваспах «Канаш»хаçат корреспондентне хăй çинчен каласа пачĕ.
Мĕн тĕлĕнтерчĕ мана калаçура/ Олег Павлович таса та ирĕклĕн чăвашла калаçни! Пытармалла мар, нумай чухне шкул хыççăн тĕнчене вĕренме тухса кайнă, вырăс майрине качча илнĕ чăвашăмăрсем тăван чĕлхепе калаçайманнине палăртаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Мăнукĕсемпе мухтанать

Димитровградра пурăнакан отставкăри подполковник Валентин Никифоров кăçалхи апрелĕн 3-мĕшĕнче 75 çул тултарнă. Валентин Андреянович УОЧНКАн Мелекесс районĕнчи уйрăмĕ йĕркелекен мероприятисене хаваспах хутшăнать, вырăнти артистсен концерт-спектаклĕсе не тата пултарулăх каçĕсене çӳрет.
В.А.Никифоров Нурлат районĕнчи Кивĕ Чаллă ялĕнче çуралнă. 1-7-мĕш классене тăван ялĕнчи шкулта вĕреннĕ, аслă классене – Курманаевăра.
- Пĕррехинче çапла шкулти спортзала хăйнеевĕр тĕлпулăва йыхравларĕç. Çав сехетлĕх курнăçу ман пурнăçа пысăк витĕм кӳрессе маларах кам шутлама пултарнă/ Умри сĕтел хушшинче офицер тумне тăхăннă çар çыннисем лараççĕ – Вольскри (Сарă Ту облаçĕ) аслă çарпа техника училищинчен вĕрентекенсем тата районти çар комиссариатĕнчен хисеплĕ хăнасем килнĕ. Пĕрин хыççăн тепри тăрса арçын ачасене çар училищине вĕренме кĕме чĕнсе калаçни халĕ те куç умĕнче.

Текста малалла вулăр...

Ялан малти ретре

Çак кунсенче «Родники» ялхуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ Н.П.Сайгушев 60 çул тултарать. Интереслĕ, ун ашшĕпе амăшĕн иккĕшĕн хушамачĕ те – Сайгушев, анчах вĕсем тăвансем мар. Ирçелĕнче çакăн пек хушаматлă çынсем темиçе ратнене кĕреççĕ. Çавăнпа Николай Петровича шӳтлесе икĕ хутчен Сайгушев теме пулать.
 
Икĕ хутчен Сайгушев
Ун пирки хăй çапла каласа парать:
-Атте – Петр Ильич Сайгушев (1931 çулхи) тракторист пулнă, урапаллă тракторпа çӳренĕ. Çаплах вăл вĕлле хурчĕсене ĕрчететчĕ. 20 çула яхăн вăрманçăра тăрăшрĕ. 54 çула çитсен çĕре кĕчĕ.
Анне – Ольга Яковлевна Сайгушева (вăл 1936 çулхи) колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе ĕмĕрне ирттерчĕ. 2013 çулта вилчĕ.
Вĕсем тăватă ача çуратса ӳстернĕ, эпĕ асли – 1957 çулхи майăн 25-мĕшĕнче çуралнă,- тет çемйи пирки Николай Петрович.

Текста малалла вулăр...

Сывалма пулăшакан

Людмила Николаева (Кузьмина) Ульяновск хулин тĕп клиника пульницинче (ЦГКБ) барокамерăра вăй хурать. Кăçал унта ĕçлеме пуçланăранпа шăп та шай чĕрĕк ĕмĕр çитет.
Людмила Кузьмина Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхĕнче – Пăва районĕнчи Чăваш Киштек ялĕнче – 1973 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕпе ашшĕн, Нина Стефановнапа Иван Романович Кузьминсен, пĕртен-пĕр хĕрĕ вăл.
- Эпĕ ачаранах тухтăр пулма шухăшланă. Тĕлĕксенче те хама шурă халатпа пĕрре мар курнă. Шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухнăскер документсене пĕр тăхтамасăрах Ульяновскри фармакологи колледжне медицина сестрисене хатĕрлекен уйрăма кайса патăм. 1990-1992 çулсем маншăн та ытти мĕнпур студентсемпе вĕренекенсенни пекех чи çутă та, чи телейлĕ тапхăр. Вĕреннĕ май хам суйласа илнĕ специальноçа ытларах та ытларах юратма пуçларăм.

Текста малалла вулăр...

Ачасем ĕç çыннисем пулнăшăн савăнатпăр

Галина Ивандеева Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Ялта тăхăр класс пĕтерсен вара 1972 çулта Ульяновска коопераци училищине вĕренме кайнă.
-Виçĕ ывăл та икĕ хĕрччĕ пирĕн çемьере. Аннепе атте – Александра Ильинична (1927 çулхи) тата Владимир Андреевич (1928) Сербуковсем – ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Атте завхозра вăй хуратчĕ, анне бригадăри ĕçсене çӳретчĕ, чĕкĕнтĕр çумлатчĕ. Шел, вăл 56 çултах чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Атте вара 76 çул пурăнчĕ. Училищĕрен 1973 çулта вĕренсе тухрăм, ун хыççăн икĕ çул çурă Чăвашкассинче лавккара сутуçăра тăтăм. Унтан тăван ял лавккинче япала сутрăм. Кайран мана шкул столовăйне повара илчĕç, çавăнпа пĕрлех кунта заведующий тивĕçĕсене те пурнăçларăм,- каласа парать Галина Владимировна.
1976 çулта Галина качча каять, вĕсем ял каччипе Николай Ивандеевпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ыркăмăллăх ĕçне пуçăннă алăсти

Петровскинче иртнĕ Чăваш культура кунĕнче алĕç ăстисен куравĕсене йĕркеленĕччĕ. Чăваш кĕписен умĕнче илемлĕ чăваш хĕрарăмĕпе Елена Иванюковапа (Желудкина) паллашрăм. Хуçи, ăста çĕвĕç тата художник, хăех кураври ĕçĕсем пирки каласа пани хăнасене те, ял çыннисене те хавхалантарчĕ.
Елена Ивановна Чартаклăра пурăнать. Нумай çул ательере ĕçлет вăл, кĕпе-тум, чӳрече каррисем, чĕнтĕрсем çĕлет. Çемьеллĕ. Ачисемпе чăннипех те мухтанать хĕрарăм. Вĕсем унăн тĕрекĕ, çуначĕ тесе шутлать.
Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнче (Тутарстан) çуралнăскер ачаран çĕвĕç ĕçне алла илме ĕмĕтленнĕ. Шкул хыççăн Шăмăршăра закройщика тата çĕвĕçе вĕреннĕ. Мăн аккăшĕн ăсталăхне алла илнĕ. Шăмăршăрах ательере вăй хума пуçланă.
- Икĕ çул çурăран эпĕ Пăчăрлă Пашьел йĕкĕтне качча кайрăм. Валерий Иванюков пирĕн яла иккĕмĕш сыпăкри аккăшĕсем патне хăнана пырсан мана курнă тет.

Текста малалла вулăр...

Социаллă хӳтĕлев тытăмĕн пархатарлă ĕçченĕ

Елена Поддубская (Соколова) 1952 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Калмаюр ялĕнче çуралнă. Соколовсен мухтавлă йăхĕнчен пулнипе, шкулта чăваш класĕнче вĕреннипе мăнаçланать вăл.
- Эпир вĕреннĕ чухне тăватă пĕрешкел класчĕ: чăваш, тутар тата икĕ вырăс. Пуçламăш классене чăваш ывăл-хĕрне Александр Степанович Янчиков вĕрентрĕ. Эпир чăваш чĕлхипе çеç калаçаттăмăр. Каçса кайсах юмах-халап вулаттăмăр, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене ăса хываттăмăр. Аслă классенче тăван чĕлхепе литературăна Зоя Петровна Константинова илсе пычĕ. Вĕсем паян иккĕшĕ те çук çĕр çинче. Шел, пирĕн хыççăн Тутар Калмаюр шкулĕнчи предметсем йышĕнче чăваш чĕлхи урăх пулман. Шăп эпир аттестат илнĕ çул (1969 çулта) ăна пĕтерчĕç. Халĕ самани урăхла, кружок та пулин уçинччĕ – хастартараххисем тупăнмаççĕ куран, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне Елена Александровна.

Текста малалла вулăр...

Ачасем ман пурнăçа çутатаççĕ

Ача-пăча çитĕнтернĕ чух пĕр аллинче вут, тепĕр аллинче шыв тенĕ ĕлĕк ваттисем. Ача пăхасси çăмăл ĕç маррине палăртакан ытти ваттисен сăмахĕсем татах та пур несĕлĕмĕрсен. Авалхи вăхăтра ача-пăча пăхасси ваттисен ĕçĕ пулнă пулсан паян ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене çулталăк çурăранах ача садне яма тивет.
Унта воспитательсем кун тăршшĕпе вĕсемшĕн ашшĕ те, амăшĕ те пулса тăраççĕ. Ачасене юратмасан, чăтăмлăх пулмасан садикра ĕçлеме çук. Пурнăç кăтартнă тăрăх, ку профессие ăнсăртран суйланисем ĕçре нумай вăхăт тытăнса тăраймаççĕ.
Ирина Андреевна Антонова Ульяновск хулин çурçĕр пайĕнче вырнаçнă 20-мĕш номерлĕ «Искринка» ача садĕнче 1995 çултанпа вăй хурать. 1999 çултанпа вăл кунта ачасене чăваш чĕлхипе, культурипе, литературипе, юмах-сăмахлăхĕпе, тум-юмĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарать.
- Эпĕ Чăваш Республикинчи Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче 1966 çулта çуралнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 12.