Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăвашкасси пики

Уçă та ырă кăмăллă, ялан кулса çеç тăракан хитре хĕрарăмăн кукамăшĕ Анна Герман ятлă пулнă. Кукашшĕ –Виçпӳрт-Шăмăршă йĕкĕчĕ Тихон Савельевич Муравьев питĕ илемлĕ те пултаруллă полячкăпа çарти госпитальте паллашнă. Анна ун чух аманнă салтаксене сипленĕ çĕрте вăй хунă. Чăваш каччипе Польша пики чĕрисене юрату çулăмĕ хыпса илет. 1921 çулта Тихон Муравьев Чăваш Республикинчи Шăмăршă районне хӳхĕм арăмпа таврăнать.
- Килĕнче ялан вырăсла пупленĕрен пирĕн анне икĕ чĕлхепе те тап-таса, илемлĕ калаçатчĕ,-аса илет Роза Михайловна Куракина (хĕр чухне – Афанасьева).- Шел, кукамай, Анна Герман, ман анне 10 çулта чухне чирлесе вилет. Кукаçей 1943 çулта Аслă вăрçăра пуçне хурать. Анне, Александра Тихоновна Муравьева, питĕ ăслă хĕр пулнă. Вăл 10 класс пĕтернĕ, Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ.

Текста малалла вулăр...

ХУЛАРАН АГРОНОМ КИЛЧĔ…

НИКИТИНСЕМ: "АСА ИЛСЕН ЧУН ХУРЛАНАТЬ"
 
1912 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пан Слободинче пĕрремĕш ял хуçалăх улма-çырла пĕрлĕхĕ йĕркеленнĕ. Çак вырăнта совет саманинче Ульяновск районĕнчи «Приволжский» совхозăн иккĕмĕш уйрăмĕ пулнă. Совет Союзĕ аркансан, колхозсемпе совхозсем пĕтсе ларсан Атăлăн илемлĕ тавралăхĕнче «Симбирский сад» общество «тымар яма» тытăннă. Унччен тырă-пулă çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх самăртнă ял çыннисем, ял хуçалăх специалисчĕсем хӳтлĕхсĕр тăрса юлса кам мĕнле пĕлет çавăн пек пурăнма пуçланă. Çавсен шутĕнче – Никитинсем.
 
НИКОЛАЙ
Ултă ачаллă çемьере çитĕнсе ӳснĕ.
Ашшĕ – Пётр Харлампьевич – Сталинграда, Белграда, Берлина… нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларса 1946 çулта кăкăр тулли орденсемпе, медальсемпе таврăннă.

Текста малалла вулăр...

ПЁТР КАШЕЕВ: «МАНА ПРОФЕССИ ХĂЙ ШЫРАСА ТУПРĔ»

ЧИ ЛАЙĂХ ÇĔНЕТСЕ ЛАЙĂХЛАТАКАН
 
Ульяновскри автозаводра 16 пине яхăн çын ĕçлет. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ тенĕ пек материалсене перекетлес, ĕç вăхăтне çухатас мар, ĕç йĕркисене лайăхлатас тĕллевпе çĕнетсе лайăхлатмалли сĕнӳсем парса курнă темелле. Вĕсенчен пĕри – 2005 çултанпа (заводра 1977 çулта вăй хума тытăннă) тĕп инженер службинчи юсавпа сервис центрĕн ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн правительствин председателĕн çуммин Тав çырăвне, комсомолăн, профсоюзăн тĕрлĕ шайлă нумай Хисеп хутне тивĕçнĕ 6-мĕш разрядлă токарĕ, иккĕмĕш шайлă профессисене – фрезеровщик, долбёжник – аллине илнĕ автомобиль завочĕн тата Раççей Федерацийĕн Ĕç ветеранĕ Пётр Иванович Кашеев. Ентешĕмĕр 2012 çулхи çĕртме уйăхĕнче завод кашни çулах йĕркелекен конкурсра «Автозаводăн чи лайăх çĕнетсе лайăхлатаканĕ» сумлă ята çĕнсе илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Пĕр халăха мухтас, теприне тиркес йăлам çук

Ульяновскри Тури Террасăри Деев тăкăрлăкĕ чăваш ялĕн урамне аса илтерет. Кунта йĕркипех чăваш çемйисем пурăнаççĕ: пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ, хăнана çӳреççĕ. Кил-çурчĕ илемлĕ тирпейлĕ, йĕри-тавра чечек ешерет. Вĕсенчен пĕринче – Раиса Чурбанова пурăнать. Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта çуралса ӳснĕскер Чĕмпĕре 1987 çулта килсе тĕпленнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен Ульяновскри техника колледжĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
-Шкулта вĕреннĕ чухне темшĕн манăн питĕ пионервожатăй пулас килетчĕ. Пионерсен ертӳçин ăслă, пуян тавракурăмлă пулмалла тесе нумай вулаттăм. Пирĕн килте те кĕнеке нумайччĕ. Атте нумай çул колхоз председателĕнче ĕçлерĕ. Анне вĕреннĕ çын пулмасан та вулама юрататчĕ, нумай пĕлетчĕ. Астăватăп-ха, тантăшсемпе пирĕн патăмăрта пухăнаттăмăр та, анне пире кĕнеке вуласа паратчĕ.

Текста малалла вулăр...

УЛТТĂН – ПĔР КӲЛЕВРЕ

«ВИКТОРиЯ» – ШУРЕКОВ ФЕРМЕРСЕН ХУÇАЛĂХĔ
 
1991 çулта иртнĕ Раççей бухгалтерĕсен тата аудиторĕсен иккĕмĕш съезчĕн делегачĕ, «Раççейĕн чи аван экономисчĕ» ята çĕнсе илнĕ тата 2000 çулта конкурсра «Раççейĕн чи аван бухгалтерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Вера Григорьевна Шурекова - Ульяновск районĕнчи Липки ялĕнче «ВИКТОРиЯ» ятлă фермер хуçалăхне пуçарса яраканĕ. 2005 çулта услам çулĕ çине тăнă Шуреков фермерсем паян – хăйсем тĕллĕн ура çине тăма пултарнă ял «улпучĕсем».
 
ВЕРА
Вера Суходеева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Кузоватово районĕнчи Еделеево ялĕнче тĕпленсе пурăнакан тĕрлĕ нациллĕ колхозниксен тăватă ачаллă çемйинче çуралнă. Ашшĕ – Григорий Иванович (мордва çынни) - 1941-1945 çулсенче Аслă вăрçа хутшăннă, колхозра агрономра, бригадирта вăй хурса чапа тухнă.

Текста малалла вулăр...

АчИНЕ пĕчченех ӳстерет

Паян тĕрлĕ сăлтава пула Раççейре тулли мар çемьесен йышĕ ӳссе пырать. Çемье аркансан ачасем ытларах чухне амăшĕпе юлнине илтме хăнăхнă-ха эпир. Юлашки вăхăтри статистика лару-тăру ылмашăнни пирки калать. Тулли мар çемьесенче ачисем ашшĕпе юлнă тĕслĕхсем те сахал мар. Совет самани вăхăтĕнче унашкаллисем пĕр процент çеç пулнă пулсан, паян – çак цифра 15 процента çитнĕ. Пĕччен аттесем аптрамаççĕ, ачисене пурнăç çулĕ çине тăратма та, укçа ĕçлесе илме те пултараççĕ вĕсем. Çак çемьесене пăрахса кайнă хĕрарăмсене питĕ шел, паллах. Тепĕр тесен пурнăçра тĕрли пулать.
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕнче Николай Чебаков Артём ывăлне пĕчченех ӳстерет. Паян тĕпренчĕкĕ тăхăр çулта. Амăшĕ пăрахса кайнă чухне вăл икĕ çул та тăхăр уйăхра пулнă. Ашшĕ пĕр сăмахсăр кайăк хăй чĕппине пăхнă евĕр ывăлне хăй çунатти айне илет.

Текста малалла вулăр...

Ĕçлекеншĕн вăхăт çитмест

Кивĕ Улхашăн хастар çыннисем çĕршывăмăрти çĕнĕлĕхсене пĕр шикленмесĕр йышăнаççĕ. Фермер хуçăлăхĕсене йĕркелеме ирĕк парсан та çаплах. Ялта пурăнакан тăвансем çĕрĕсене пĕрлештерсе ĕçлеме тытăннă. Валерий Николаевич Карсаков та фермер ĕçĕнче малтисенчен пĕри.
-2000 çулта хамăр çĕр çинче çемьепе ĕçлеме шутларăмăр. Унччен патшалăхшăн нумай тăрăшнă: тăван колхозра комбайнёрта та, КамАЗпа, ГАЗ-51, ГАЗ-52 машинасемпе, кайран «Сельхозхимире» вăй хунă. Карсаков Сашук тăванăм пирĕншĕн тĕслĕх пулчĕ. Унăн хастарлăхне курса çĕр илтĕмĕр. Халĕ мăшăрăм Валентина Николаевна, икĕ ывăл – Сашăпа Николай, вĕсен мăшăрĕсем – Катюшасем хамăрăн тата çынсенчен тара илнĕ 60 гектар çĕр çинче тăрмашатпăр. Çуркуннепе кĕркунне 15-20 çынна пулăшма чĕнетпĕр. Валентина Николаевна бухгалтер ĕçне те илсе пырать. Ытларах çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акатпăр.

Текста малалла вулăр...

ТАНТĂШĔСЕМ ТЕ ĂМСАННĂ

ВĂТĂР ÇУЛ СЫСНА ТАТА ЧĂХ-ЧĔП ПĂХНĂ
 
«Савăнăçпа куляну юнашарах çӳреççĕ. Анчах темшĕн пĕрне ытларах савăнăç тивет, теприне – куляну. Çав самантсене кашниех хăйне май чăтса ирттерет. Пĕрин туйăмĕ пĕтĕмпех пит-куçра çиçсе тăрать, теприн – веçех шалта, чĕре тĕпĕнче.
Çын туйăмĕнчен, кун-çулĕнчен кулас марччĕ. Пурнăç çине хальхи виçепе çеç пăхса атте-аннесен савăнăçне йӳнетес марччĕ.
Хамăр мĕн туса кăтартăпăр-ши, туйăмăрсене мĕнлерех палăртăпăр-ши? Ачамăрсем кайран мĕн калĕç-ши? Кулакана кутне çыпăçать теççĕ мар-и-ха…» - тет Ольга Ксенофонтовна Карусева хăй çинчен каласа пама тытăнас умĕн. Чунĕнчи, шалти, чĕри тĕпĕнчи туйăмĕ вара пĕтĕмпех пит-куçĕнче çиçсе тăрать.
Вăл сакăр ачаллă çемьере ӳссе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ – Александра Васильевнапа Ксенофонт Сафронович Порфирьевсем – саманине кура, ятарлă вăтам тата аслă пĕлӳллĕ çынсем пулмасан та, вĕреннĕ çынсен шутĕнче пулнă.

Текста малалла вулăр...

Халĕ те вĕренесшĕн

Ульяновск облаçĕнчи «Росплемобъединение» пĕрлĕхре нумай çул тĕп зоотехникра ĕçлет Борис Александрович Ратаев. Тивĕçлĕ канăва кайнăранпа 14 çул çитнĕ пулин те ĕçрен кайма шутламасть-ха вăл. Пушшех те, малалла вĕренесшĕн, профессийĕпе ятарлă курссене иртме хатĕр. Тата унăн ĕмĕчĕ – компьютера вĕренесси.
 
-Эпĕ Тереньга районĕнчи Федькино ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере пирĕн пилĕк ачаччĕ – тăватă ывăл та пĕр хĕр. Эпĕ 1938 çулта çуралнă. Чи кĕçĕнни – 1942 çулхиччĕ. Вăрçă вăхăчĕ ман ачалăха лекрĕ. Мĕнпур нушана чăтса ирттерме тиврĕ. Пирĕн атте - Александр Данилович – вĕреннĕ çын пулнă пулмалла, эп лайăх пĕлместĕп. Вăл Тереньгара «Райземельхозра» тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Киле куллен велосипедпа çӳренине астăватăп. Аван пурăннă пуль ун чухне. Анчах хăрушă вăрçă пурнăçа веçех кутăнла çавăрчĕ.

Текста малалла вулăр...

Мария ШИРТАНОВА: «Ĕмĕрĕм шкулта иртрĕ»

Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕнче вĕрентекенсем çинчен сахал мар çырнă. Ку шкул пĕр несĕлтен теприне куçса пыракан вĕрентӳçĕсемпе пуян. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлӳ парас ĕçре нумай çул вăй хунисен хушшинче Мария Петровна Ширтанован ячĕ сумлă вырăнта. Вăл «Халăх çут ĕç отличникĕ».
 
Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен вăл (35 çул) ачасене хими тата биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Нумай çул вĕрентӳ пайĕн пуçлăх тилхепине тытса пынă. Халĕ те общесвăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Вăл РФ тата Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни.Унсăр пуçне ялти ватăсем ăна ветерансен канашăн ертӳçи пулма шаннă. Кăçал ăна «Вăрçă ачи» медаль парса чысланă.
Вĕрентӳçĕн ырă кăмăлĕпе тараватлăхĕ пĕрре курсах палăрчĕ. Хăй пурнăçĕ çинчен каласа панă чух вăл пĕрех май хăйне вĕрентнĕ, кайран пĕрле ĕçленĕ вĕрентӳçĕсене ырăпа аса илчĕ.

Текста малалла вулăр...

Кашкаров – вăрман хуçи

Ульяновск облаçĕн мĕнпур лаптăкĕн 26 проценчĕ – вăрман! Унăн лаптăкĕ – 1 миллион та 62 пин гектар. Вĕсенчен Майна районĕнчи «Маклаушский лес» хуçалăх 11364 гектар вăрмана пăхса тăрать.
 
Ăна Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Васильевич Кашкаров ертсе пырать. Вунсакăр çул вăй хурать вăл çак хуçалăхра. Вăрман маçтăрĕнчен тытăнса директора çитнĕ. Виçĕ çул ытла туртать ĕнтĕ ертӳçĕн çăмăл мар лавне.
-Мĕн ачаран вăрмана юрататăп. Пĕчĕкле ял çумĕнчи вăрмана тăтăшах чупнă. Пулă тытасси, сунара каясси юратнă ĕç пулнă. Мĕн ачаран лесник пулатăп тесе ӳснĕ. Çак професси илĕртнин тепĕр сăлтавĕ – иккĕмĕш сыпăкри тете вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕренни. Вăл киле килсен интереслĕ каласа паратчĕ вăрман ĕçĕ пирки. Тăван ялти шкулта аттестат илнĕ хыççăн, 1991 çулта, пĕр иккĕленмесĕр Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне çул тытрăм.

Текста малалла вулăр...

ПĔР ШĂПАЛЛИСЕМ

«Пурте хамăртан килет. Çине тăрса вĕрен. Ĕçе тĕплĕ ту. Ытти çынсемшĕн усăллă пулма тăрăш. Телейĕ вара сана хăех шыраса тупĕ», - теççĕ Чăнлă районĕнчи Каша шкулĕнче çирĕм çул ытла вăй хуракан Вера Владимировнапа Виктор Васильевич Прокопьевсем.
 
Вера Владимировна 1966 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе ĕçчен, сăпай, анчах хăй тĕв тунине пурнăçлама хăнăхса çитĕннĕ. Шкулта тăрăшса, лайăх паллăсемпе вĕреннĕскер вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 1983 çулта вăтам пĕлӳ илнине çирĕплетекен аттестат илнĕ те Ульяновскри патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 1983-1987 çулсем пулас вĕрентӳçĕшĕн çил çунатлăн иртсе кайнă. Вăл вулавăшсенчен туха пĕлмен, вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен хайлавĕсене шĕкĕлченĕ. Вĕсенчен нумайăшне пăхмасăр калама вĕреннĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇĂЛКУÇСЕНЧЕН ВĂЙ-ХАЛ ИЛСЕ ТĂРАТЬ

Хăш-пĕр чухне журналист çулĕ таçта та илсе çитерет. «Эпĕ мĕн çинчен шухăшланăччĕ-ха?» - çакăн пек ыйту патăм хама ирхи автобуспа Чӳрекел ялне çитсен.
Лидия Фёдоровна Ярославская мана çăкăр-тăварпа кĕтсе илни тата хăйсем патĕнче çĕр выртса кайма сĕнни тĕлĕнтерсех ячĕ. Мĕншĕн тесен каçхине Чӳрекелĕнчен автобуссем çӳремеççĕ те иккен.
Çулĕсене кура мар вăр-вар Лидия Фёдоровна хăш вăхăтра-тăр вырăнти лавккана кайса килчĕ. Çав вăхăтра çăкăр турттаракан фургон водителĕпе мана лартса ярасси çинчен калаçса татăлнă. Кăштах вăхăт иртсен çак хĕрарăмран часах уйрăлмалли шухăш пăлхантарма тытăнчĕ.
Эпĕ, тĕрĕссипе, Чӳрекелне вырăнти шкул ачисем Раççей обществăлла вăрманçисен пĕрлĕхĕ пĕлтернĕ «Ачасен куçĕпе курăнакан симĕс Çĕр чăмăрĕ» конкурса тăратнă проект çинчен калаçма килнĕ.

Текста малалла вулăр...

Купăсне тăсса ярсан сарă çу та ирĕлет

Тутарстанри Пăва районĕнчи Ракасси каччи Виктор Орлов ача чухне шкулти мероприятисенче, çитĕне пуçласан клубра купăс каласа, илемлĕ юрласа куракансене савăнтарнă. Лара-тăра пĕлмест теççĕ кун пеккисем пирки ваттисем.
Халĕ Виктор Алексеевич Орлов çемйипе Майна районĕнчи Опытлă станцире пурăнать. Чӳрекелĕнчи Чăваш чĕлхи уявĕнче вăл тахçан хăйĕн юлташĕ çырса кĕвĕленĕ илемлĕ чăваш юррипе савăнтарчĕ. Уява Опытлă станцирен йышлăн килнĕ вĕсем – Виктор Орловăн мăшăрĕ Ирина Васильевна та пĕрле.
Эсир мĕншĕн пĕрле юрламастăр тесе ыйтсан хĕрарăм сăпайлăн: «Эп сцена çине тухмах юратмастăп, анчах хамăр пата килнĕ хăнасене нихăçан та юрă-ташăпа савăнтармасăр кăларса яман, - терĕ.
Орловсем Ульяновск тăрăхне 1992 çулта куçса килнĕ, унччен Раккасинче пурăннă. Ирина та Тăхăрьял хĕрĕ – Кĕçĕн Пӳркелĕнчен.

Текста малалла вулăр...

Хамăра шанатпăр, анчах çумăрĕ те кирлĕ

Павел Узиков çăкăр ӳстерекенсен йăхĕнчен. Ун аслашшĕ – Александр Павлович – 21 çул Чăнлă районĕнчи ял хуçалăхĕсене ертсе пынă. Ашшĕ те – Анатолий Александрович – нумай çул ял хуçалăх ертӳçи, районти тĕп агроном пулнă, халĕ район администрацинчи социаллă пай пуçлăхĕ.
Павел Анатольевич фермер хуçалăхне 2001 çулта 25 гектар çĕр çинче йĕркелесе янă. Ун чухне пĕр Т-4 трактор кăна пулнă ун. Тухăçа пуçтарса илме техника тара тытнă. Паян хуçалăхра 1000 ытла гектар, 600 гектарне чĕкĕнтĕр йышăнать, 300-ĕшне – пĕрчĕллĕ культурăсем.
– Эпир чĕкĕнтĕр туса илес енĕпе ĕçлетпĕр, мĕншĕн тесен уссине куратпăр. Малашне ун лаптăкне 1000 гектара çитересшĕн. Практикăна наукăпа çыхăнтарса технологие çирĕп тытса пыратпăр. Пирĕн пата эрнере пĕрре Ульяновск ял хуçалăх академийĕнчен ӳсен-тăран физиологийĕн кафедрин пуçлăхĕ В.

Текста малалла вулăр...

Сăри – кăпăклă, çăкăрĕ – кăпăшка

«Çакăнта çуралнă, çакăнта вĕреннĕ, çакăнтах ĕçлетĕп», - терĕ хăйпе паллаштарма ыйтсан Чӳрекелĕнчи вулавăш ĕçченĕ Раиса Ульянова. Тепĕр майлă каласан, вăл çуралнă çĕршывĕнчех кирлĕ пулнă.
Профессийĕпе вăл бухгалтер. Вĕренсе тухсан «Дружба» колхозра кассирта пилĕк çул вăй хунă. Хуçалăхсем арканма тытăнсан Раиса Николаевна ĕçсĕр тăрса юлнă. Икĕ-виçĕ çула яхăн килте ларнă хыççăн ăна ялти вулавăшра ĕçлеме сĕнеççĕ. Вăл шкулта иккĕмĕш хутра вырнаçнă. «Кунта, шел, пĕр чӳрече те çук. Çавăнпа чечек таврашĕ ӳсмест»,- тет Раиса Николаевна пăшăрханарах. Çакăнта вăл чĕрĕк ĕмĕр хушши хăй ĕçне тӳрĕ кăмăлпа туса пырать. Вулавăшра 6800 кĕнеке упранать. Вĕсенчен чăвашлисем – 35.
Ялта кĕнеке вулакансем пур-и тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:
- Телее, вулас кăмăллисем пур-ха. Уйрăмах шкул ачисем çӳрени савăнтарать.

Текста малалла вулăр...

Лянкин яланах малта пулма хăнăхнă

Апрель уйăхĕнче Ульяновскра кĕпĕрнаттăр – правительство пуçлăхĕ С.И.Морозов ертсе пынипе урамри йĕркене сыхлас ыйтусемпе лару иртнĕ. Унта пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетсе чи лайăххисене палăртнă. «Муниципаллă пĕрлешӳсенчи чи лайăх ирĕклĕ халăх дружини» номинацире Чăнлă посёлокĕнчи «Защита» виççĕмĕш вырăн йышăннă, ăна çак çитĕнӳшĕн кубок, диплом тата компьютер парса чысланă. Наградăсене С.И.Морозов дружина командирне В.Н.Лянкина тыттарнă.
Кунта кăштах ăнлантарни кирлĕ. Дружинăна йĕркелесе ярсанах чăнлăсем облаçри районсем хушшинче пĕрремĕш вырăн тытса тăнă. Командирĕ "Чи лайăх дружинник" номинацире çĕнтернĕ. 2011 çулта вара конкурса хуласенчи дружинăсем те хутшăннă. Çавна шута илсен виççĕмĕш вырăн – питĕ пысăк çитĕнӳ.
Владимир Николаевич Лянкин Чăнлă посёлокĕнчи «Защита» ятлă ирĕклĕ халăх дружинине 21 çул ертсе пырать ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

Юрий ВОЛЫНЩИКОВ: «Ял халăхĕ тав туни темрен хаклă»

Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсен хайлавĕсенчен, шкулта чăваш чĕлхине илсе пыракан Лидия Ярославская вĕрентӳçĕ каласа панинчен, çакăнта ĕçлесе пурăнакан ентешĕн – Юрий Николаевич ВОЛЫНЩИКОВ усламçăн ырă ĕçĕсем çинчен сахал мар илтнĕ.
Хăйне вара ака уйăхĕнче Чăваш чĕлхи кунĕнче куртăмăр. Вăл çак уява ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнă.
 
Хăй каланă тăрăх, ялти шкул уншăн иккĕмĕш кил пекех. Вăл кунта вăтам пĕлӳ илнĕ. Ульяновскри автомеханика техникумне, унтан Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн физкультура воспитанийĕ тата спорт факультетне пĕтернĕ хыççăн тăван шкулне вĕрентӳçĕ пулса таврăннă. Пилĕк çул ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарнă, спорта юратма вĕрентнĕ. Халĕ вăл услам ĕçĕпе аппаланать.
-Ял халăхĕнчен аш-пăш туянса сутас ĕçе эпĕ рынок тытăмĕ вăй илме пуçласан йĕркелесе ятăм.

Текста малалла вулăр...

Т Р Е Н Е Р

СПОРТ – ВĔÇСĔР ÇУРКУННЕ
 
Вăл саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупассипе чемпион ятне тивĕçнĕ. Паян Раççей Федерацин физкультурăпа спорт отличникĕн, 35 çул тренер тата вĕрентӳçĕ пулса ĕçлекенĕн, 16 çул биатлон спорт центрĕнче чемпионсене хатĕрлекенĕн, чи пысăк категориллĕ тренерăн, Ульяновск граждан авиаци училищин физкультурăпа спорт кафедрин преподавателĕн Анатолий Федотович Волковăн вĕренекенĕсем хăйĕнчен иртсе кайса пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ: Лариса Патькова, Татьяна Карпова – биатлон шкулĕ витĕр тухнă СССР чемпионĕсем; Вячеслав Лысов, Иван Арьяхов – Раççей профсоюзĕсен пĕрлĕхлĕ командин членĕсем; Артём Ушаков – Раççей пĕрлĕхлĕ биатлон командин членĕ, Финляндире 2001 çулта иртнĕ Европа Олимп вăййисен призёрĕ, Францире пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ эстафетăн бронза призёрĕ, Австрире пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ Универсиада эстафетин призёрĕ; Дмитрий Козлов – Раççей первенствин çуллахи биатлон çĕнтерӳçи тата ыттисем.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхине нихăçан та манман

Педагогика ĕçĕнче 40 çула яхăн вăй хурать Валентина Яковлевна Пыдина. Покровски шкулĕнче ачасене географи предметне вĕрентет пулин те юлашки вăхăтра чăваш чĕлхи сахалтарах илтĕннипе чунтан пăшăрханать.
 
-Пирĕн атте лесник пулнă, çавăнпа çемье тĕрлĕ çĕрте пурăннă.Тутар ялĕнче те, чăвашсемпе те, вырăс салисенче те пурăнма тивнĕ. Эпĕ Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Тархан (Большие Тарханы) ялĕнче çуралнă. Эпир, ачасем, мĕнле ялта пурăннă, çав чĕлхепе калаçнă. Çавăнпа халĕ те вĕсене пĕлетĕп. Аттепе анне чăвашсем пулсан та атте пирĕнпе килте вырăсла калаçатчĕ, анне вара - чăвашла кăна. «Хамăр чĕлхене нихçан та манмалла мар», - тетчĕ. Чĕлхене манасран çулла яла яратчĕ, кукамай пĕр сăмах та вырăсла пĕлместчĕ.
Çамрăк чухне пире вырăсла кăна калаçма хушатчĕç. Халь лару-тăру улшăнчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12.