Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ЮРЛАМАШКĂН, ТАШЛАМАШКĂН ПИРЕ КУПĂС ВĂЙ ПАРАТЬ

Семён Кириллович Теби – Пĕтĕм çĕршыври «Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ» Ульяновск облаçĕнчи обществăлла организацин Хисеп хутне Чăнлă районĕ йĕркеленĕ пенсионерсен художествăлла пултарулăх фестивальне хутшăнса мала тухнăшăн тивĕçнĕ. Çаплах ăна район пенсионер хут купăçсăсен хушшинче мала тухнăшăн «Ылтăн кĕркунне-2011» кубок парса чысланă. Ăна Чăнлă районĕнчи хăй вăхăтĕнче «Память Куйбышева» колхоз пулнă хуçалăх правленийĕ ылтăн алăллă платник пулнăшăн темиçе хутчен диплом парса хавхалантарнă. 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă ветеранĕ (тыл ĕçченĕ) паян тивĕçлĕ канура. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 49 çул. Ĕç ветеранĕ.
Паллашар-ха хăйнеевĕр пултаруллă ентешпе.
1936 çул. Анат Тимĕрçенте тĕпленсе пурăнакан Дарья Трофимовнапа Кирилл Петрович Теби çемйи виçĕ ачипе вербовкăпа Мускав облаçне тухса каять.

Текста малалла вулăр...

ТĔРĔ ĂСТИ

Йĕпе Пăкăрлă ялĕнчи Угаринсен хăтлă çуртне кĕрсен асамлă тĕрĕ тĕнчине лекетĕн. Турăш кĕтесси-и, диван-кравать таврашĕ-и – пур çĕрте те тĕрленĕ япала. Эпĕ «Канаш» хаçатран пулнине пĕлсен кил хуçи арăмĕ – Нина Петровна Угарина – шкапĕнчен тĕрленĕ тутăр, ал шăлли таврашне кăларса хучĕ. Куçа йăмăхтаракан çипсенчен эрешленĕ тĕрлĕ тĕслĕ чечексем халь татса кĕнĕ пек ем-ешĕл курăнаççĕ. «Тĕрĕсен хушшинче майра кĕпипе ларни аван мар»,- тесе Валентин Дмитриевич мăшăрне чăваш тумне тăхăнма сĕнчĕ.
 
Тĕрĕ ăсти Чăваш Енрен иккен. Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ӳснĕ.
Иртнĕ ĕмĕрсенче чăваш хĕрĕсене пĕчĕклех ал ĕç тума хăнăхтарнă. Нина та шкула кайичченех аллине йĕп тытнă. Ӳссе хĕр пулнă тĕле качча кайма сахал мар япала тĕрлесе хатĕрленĕ. Çĕнĕ çынна тĕрленĕ япаласен шучĕпе хакланă-çке-ха… Пулас тăванĕсем умĕнче кашни аван курăнма тăрăшнă.

Текста малалла вулăр...

Унăн каникул çук

Владимир Сергеев Покровски ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул хуçалăхне 1986 çултанпа тытса тăрать. Вăл шкул директорĕн Владимир Александрович Тигровăн пĕрремĕш пулăшаканĕ. «Завхоз» теççĕ ăна пурте.
 
Шкула вĕренме çӳренĕ чухне унта çутă, ăшă, тасалăх мĕнле майпа пулса пынине, вĕренмелли хатĕрсем ăçтан тупăннине шутламастăн. Шкулти хуçалăха тытса пыраканăн вара кун пирки кунĕн-çĕрĕн шухăшлама тивет.
-Завхозăн ĕçĕ нумай. Хуçалăха ертсе пымалла, столовăйра ачасене апат çитерме çимĕç туянмалла. Çулталăкĕпех ĕçлетĕп, манăн каникул çук: çулла шкула вĕренӳ çулне хатĕрлетĕп, кĕркунне – лартнă пахча çимĕçе пуçтаратпăр, çитменнине – туянатпăр, хĕллепе çуркунне – шкул таврашне юртан тасататпăр, çуллахи лагере ачасене йышăнма хатĕрленетпĕр. Шкул çумĕнче пирĕн пахча çимĕç лартса илме 10 сотăй, çĕр улми ӳстерме 15 сотăй çĕр пур.

Текста малалла вулăр...

ХĂЙ ШĂПИН ХУÇИ

ПУЛАС ÇИТĔНӲПЕ МАЛТАНАХ ХАВХАЛАНСА КИЛЕНЕТ
 
Чăтăмлăх, хастарлăх, Турă панă пултарулăх… Пурте пур çак чăваш ачинче. Кăçал çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăтăр çеç тултаракан Вадим Викторович Курганов Ульяновск область юридици агентствине ертсе пырать. Унăн уйрăм харпăрлăх, ĕç. Фирмăна хăй тĕллĕн йĕркелесе ярса хальхи пăтрануллă пурнăçра ăнăçлăн тытăнса тăрать.
 
В.В.Курганов 1982 çулта Ульяновск хулинчи Мостовая посёлокĕнче рабочи çемйинче çуралнă. Ашшĕ – Виктор Константинович – ял хуçалăх академийĕнчен агронома вĕренсе тухнă. Фермер. Амăшĕ – Марина Васильевна – бухгалтер. Посёлокра ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман çемьере унăн ачалăхĕ иртет.
- Эпĕ кунта виçĕ класс пĕтертĕм. Тӳрĕ кăмăллă пĕрремĕш вĕрентӳçĕ Клавдия Ивановна, çемьери йĕркене çирĕп тытакан атте, йăнăшсене ăнланма пĕлекен тата каçарма пултаракан анне мана тĕрĕслĕх туйăмĕпе пурнăçра пĕрремĕш утăмсем тума хăнăхтарнă.

Текста малалла вулăр...

Ĕмĕрĕм доска умĕнче иртрĕ

Пухтелĕнчи вăтам шкулта Зоя Леонтьевна Пидиксеева пек пысăк ĕç стажлă вĕрентӳçĕ сахал. Биологи тата хими учителĕ вĕрентӳ ĕçĕнче 44 çул вăй хурать. Çав хушăра ăна «Ĕç ветеранĕ» тата «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ятсене парса чысланă.
 
Зоя Леонтьевна Кунтикавра çуралнă. Каша шкулĕнче вĕреннĕ чух шурă халат тăхăнас шухăш канăç паман хĕре. Анчах ашшĕ-амăшĕ унран вĕрентӳçĕ тăвассишĕн çуннă. Хăй те хирĕç пулман-ха… Вăл вăхăтра Кунтикав шкулĕнче Фаина Алексеевна, Захар Семёнович Щегольковсем тата Алексей Прохорович Богатов пек илемлĕ те ăслă пулма кам ĕмĕтленмен? Аттестат илсен хĕр медицина факультетне кайса пăхать, кĕреймест. Ĕç биографине вара Пухтелĕнчи вăтам шкулта пионервожатăйран тытăнать. Кăмăлне каять ăна ачасемпе ĕçлеме. Хăйĕн пурнăçне вăл яланлăхах вĕрентӳçĕ профессийĕпе çыхăнтарма шутлать.

Текста малалла вулăр...

СИПЛЕВ ТЫТĂМĔНЧЕ – ХĔРĔХ ПИЛĔК ÇУЛ

Пытармасть вăл: телейлĕ. Икĕ хĕрĕ йĕркеллĕ ӳссе çитĕннĕ. Сывлăхпа та аптăрамасть. Хĕрĕх улттăмĕш çул юратнă ĕçĕнчен уйрăлаймасть. Йывăр чухне йăпанма тата унăн хутне кĕме хăйĕнчен ăслă юлташĕсем, ĕçтешĕсем, тăванĕсем пур.Вĕсемпе калаçса чунне пусарма амăш панă çепĕç чĕлхи пур. Халăх умне тăмалăх ячĕ хисепре, чысĕ те çитет.
Ку сăмахсем сиплев тытăмĕнче хĕрĕх пилĕк çул вăй хунă, хăйĕн тивĕçĕсене паян та савăнсах пурнăçлакан Нина Георгиевна Тушкина Ĕç ветеранĕ çинчен.
Ентешĕмĕр Чăнлă районĕнчи Кашара 1948 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ – Георгий Фролович – 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулса арçын тивĕçне пурнăçланă. 1990 çулччен – çут тĕнчерен уйрăличчен – тăван колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Амăшĕ – Софья Григорьевна – вунă ача çуратса «Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...

ЫТТИСЕМШĔН – ТĔСЛĔХ

Нина Степановна Монахова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Ульянова) Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче Хĕрарăмсен уявĕ кунĕ – пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче – çуралнă.
 
Ашшĕ – Степан Григорьевич – колхозра тĕрлĕ çĕрте (ытларах – фермăра) вăй хунă.
Амăшĕ – Наталия Ивановна – пур ĕçе те пултарнă: пир тĕртнĕ, чăлха-нуски çыхнă, чаплă каланккăсем, кăмакасем тунă. Ульяновсем çичĕ ача çуратса ӳстернĕ.
Нина Степановна сакăр класс пĕтерсен фермăра вăй хума тытăнать. Вăл вăхăтра ферма пуçлăхĕ пулса Матвей Яковлевич Киверов ĕçленĕ. Фермăри ĕçсене веçех алă вĕççĕн пурнăçланă: ĕне сунă, флягăсемпе сĕт йăтнă…
Нина Чуппарав ялĕн каччине – Александр Григорьевич Монахов механизатора – качча каять. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Ачисемпе тăлăха юлать.
Нина Степановна фермăра ĕçлеме тытăнать.

Текста малалла вулăр...

çĕнĕ ĕмĕтсемпе

Аслă Нагаткинра пурăнакан Сергей Синдюков салтакра икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕçлĕ пулнă Балти çарпа тинĕс флотĕнче пулнă.
 
– Ульяновскри строительство техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра пире, çӳллĕ те тĕреклĕ каччăсене сывлăш çар дивизине ярасшăнччĕ, - каласа парать чăваш ачи. - Диплом илсе ĕлкĕрейменнипе хăварчĕç. Вара эп десантник мар, 1992 çулта тинĕс çар флочĕн морякĕ пулса тăтăм. Икĕ çул хушшинче мĕн тери юлташ тупрăм, ума лартнă тĕллеве тем тесен те пурнăçламаллине, панă сăмаха тытмаллине ăнлантăм. Тавах командирсене хăйсене пирĕнпе тан тытнăшăн. Службăра чылай япалана ăнланатăн. Хуть те мĕнле лару-тăрура та арçыннăн çирĕп кăмăллă, вăйлă пулмалла тесе шутлатăп. Пуринчен ытла анне кукăлĕшĕн, ун çепĕç сассишĕн тунсăхлаттăм. Мана килте тĕлĕнмелле пултаруллă та чăтăмлă хĕрарăм – ытарайми аннем – кĕтни çил-тăвăлта та, сивĕ çумăрта та вăй-хал парса тăратчĕ.

Текста малалла вулăр...

Арçын тивĕçĕ – Тăван çĕршыва хӳтĕлесси

Михаил Андреевич Аляпкин 1940 çулхи утă (июль) уйăхĕн 19-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнчи Кĕçĕн Ипрел ялĕнче чăваш хресчен çемйинче çуралнă. Вăл вĕренекен шкул директорĕ – Совет Союзĕн Геройĕ А.М. Бондарев. Шкулта çарпа патриотла ĕçе çӳллĕ шайра лартнă пулнă: граждан тата Аслă Отечественнăй вăрсă паттăрĕсем çинчен кинофильмсем кăтартнă, кĕнекесем вуланă.
 
-Шкул пĕтернĕ хыççăн эп тăван хуçалăх тимĕрçинче мăлатук çапаканта ĕçлерĕм,-аса илет çамрăклăхне Михаил Андреевич.- 1960 çулхи авăнăн (сентябрь) 5-мĕшĕнче мана çара илчĕç. Мускав округĕнчи çĕршывăн сывлăш оборонинче тупа турăм. Çакăнтах «ракетăсене хĕç-пăшаллантарасси шĕн яваплă командир» специальноçпа полкри сержант шкулĕнчен вĕренсе тухрăм, çарпа политика хатĕрленĕвĕн отличникĕ, аван специалист тата спортсмен-разрядник ячĕсене тивĕçрĕм.

Текста малалла вулăр...

ХЫТĂ чустаран çăрнă

Раççей Федераци чăвашĕсен съездĕнче ăслă, интеллигентлă, сăпайлă, интереслĕ шăпаллă çынпа – Эрик Васильевич Васильевпа — паллашма тӳр килчĕ. Вăл Байконур космодромĕнчи инженер ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, полковник. «СССР Хĕç-пăшаллă вăйсенче Тăван çĕршывшăн вăй хунăшăн» ордена тата вунă медале тивĕçнĕ. Çар строительствин отличникĕ. Халĕ вăл «Северсталь» сăрт металлурги компанин тĕп управленийĕн службин пуçлăхĕ.
 
Эрик Васильев Чăваш Республикинче чăваш çемйинче çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен Совет çар салтакĕн тумне тăхăннă. Пулас офицера командирсем службăн малтанхи кунĕсенчех асăрханă. Рота старшинине Владимир хулине вĕренме янă. Çулталăк хушшинче вăл училищĕри мĕнпур курсшăн срок çитичченех экзаменсем парать. Кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра, хăвăрт, тĕрĕс тума пултарнипе уйрăлса тăнă вăл ыттисенчен.

Текста малалла вулăр...

Чăваш хаçатне çырăнма сĕнет

Вера Константиновна Артемьева (Левакова) 22 çул Покровски шкулĕнче апат пĕçерет. Куллен ăна шкул ачисем тутлă çитернĕшĕн тав тăваççĕ.
“Повар – шкула чи малтан килекен. Кăвайт чĕртсен пурнăç çĕнĕрен тапранса кайнă пек туйăнать, кашăк-чашăк сасси чуна çемçетет. Вера Артемьева поварпа унăн пулăшаканĕ Елена Генералова апат пĕçермелли пӳлĕмре кăштăртатма пуçласан та çаплах, шкул таврашĕнче çанталăк та ăшăрах туйăнать”, - теççĕ апат пĕçерекенсем пирки вĕрентӳçĕсем.
 
-Кашни кунах 85 ача апатланать. Рациона хам çырса хатĕрлетĕп. Эрнере икĕ кун сĕтпе пĕçернĕ пăтă (рис, тулă, манка) паратпăр, пĕремĕк пĕçеретпĕр, сĕтел çинче яланах салат е винегрет. Ачасем ытларах пăтă тата иккĕмĕш блюдăсене юратаççĕ, яшка çиесшĕнех мар, çавăнпа ăна эрнере пĕрре кăна пĕçеретпĕр. Аш-какай, кăлпасси таврашĕ рационра кашни кунах пур.

Текста малалла вулăр...

КĔСЕЛ ÇЫРАНЛĂ СĔТ ÇЫРМИСЕМ

ЮМАХА ЧĂНА ÇАВĂРАÇÇĔ
 
Ăçта тетĕр-и? Чăнлă районĕнчи сĕте ĕçе кĕртекен «Содружество» ял хуçалăх кооперативĕнче. Ăна 2007 çулта йĕркелесе яраканĕ тата паянччен ертсе пыраканĕ – Сергей Петрович Петров. «Содружество» Чăнлă районĕнче харпăр хуçалăхне тытса тăракан кооператив членĕсенчен сĕт пуçтарса ăна ĕçе кĕртет. Ăна 2010-2011 çулсенче сĕт продукцин сутнă калăпăшне шута илсе «Лучший кооператив года» хисеплĕ ят панă.
 
ПЕТРОВСЕМ
Кĕсел çыранлă сĕт çырмисене пăхăнтарса юмаха чăна çавăракан кооператив вăрттăнлăхĕсене уçса париччен вулакансене унăн пуçлăхĕпе паллаштарни вырăнлă пулĕ. Çĕнĕ Улхашра тĕпленсе пурăнакан Мария Васильевна (Ульяновск патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухса «Заря» хуçалăхра тĕп экономистра вăй хунă) тата Пётр Данилович (мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен газ оборудованин слесарĕнче ĕçленĕ) Петровсем пилĕк ывăл çуратса ӳстернĕ: Сергей; Александр (Ульяновск патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, Ульяновскри пĕр предприятин транспорт уйрăмĕн пуçлăхĕ); Владимир (Ульяновскра пурăнать, строитель); Алексей (Ульяновск патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, Ульяновск облаçĕнчи судпа айăпланине пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан федераллă служба управленин тытăмĕн капитанĕ); Вячеслав (Ульяновск патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă та «Содружество» кооперативра сĕт йышăнакан цехра асли пулса вăй хурать).

Текста малалла вулăр...

Пĕтĕм пурнăçĕ – к ĕ р е ш ӳ

Палăртнă ĕçе вĕçне çитеретех
 
Валерий Алексеевич Семёнов – облаçри кардиологи центрĕн администраципе хуçалăх пайĕпе ĕçлекен тĕп тухтăрĕн çумĕ.
Пульницана пурлăхĕ тата хуçалăхĕ енĕпе тытса тăрасси – унăн тивĕçĕ. Ĕçĕ те, яваплăхĕ те сахал мар: пульницана апат-çимĕçпе те, оборудованипе те тивĕçтермелле, котельнăйсене, пăрăхсене, пульница çурчĕсене юсавра тытса тăмалла. Хуçалăха тытса тăраканăн стационарсенче сипленекенсене апат çитересси пирки те шухăшламалла, вентиляципе люксем, прачечнăй, гараж мĕнле ĕçленине те пĕлмелле.
 
“Манăн пĕтĕм пурнăç – кĕрешӳ”, - тет Валерий Алексеевич. Мĕн пĕчĕкрен пурнăçшăн тăрăшмалла пулнă.
Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Чураппан ялĕнче 1962 çулта çуралнă вăл. Пуçламăш классенче Чураппан шкулĕнчех пĕлӳ илнĕ, 4-8 классене кӳршĕри Кăнна Кушки шкулне утма тивнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чул касса портрет ӳкерет

Çĕнĕ Ульяновскра пĕлтĕр пĕрремĕш хут Акатуй иртрĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелеме вырăнти чăваш автономи председательне З.М.Рейтера укçа-тенкĕ енчен Виктор тата Людмила Медведевсем пулăшнă.
Çĕнĕ Ульяновскри “Медведева Л.В.” предприяти пек йăла-йĕрке ĕçĕнчи пулăшу паракан организаципе çыхланас килмесен те ун урлă кашни çын тухать. Пĕрре, юлашки хут. Миллионшар клеткăран çут тĕнчене курма пӳрнисем – чи телейлисем. Пĕр енчен шутласан, чăнах та, Турă суйласа илнисем. Çуралнă çын вара вилмесĕр пултараймасть. Çакна пурте ăнланатпăр пулин те çывăх çынна çухатасси – пурнăçри чи пысăк хуйхă. Çавăн пек чухне пулăшу аллине тăсакан кирлех. Мĕншĕн тесен хуйхă çумне тата йăла-йĕркене ирттермелли ĕç хутшăнать.
“Медведева Л.В.” предприяти – шăпах çакăн пек йывăр самантра пулăшакан.

Текста малалла вулăр...

«Канаш» хаçатпа йăпанса пурăнатăп

Чăнлă посёлокĕнче «Канаш» хаçатпа туслисем йышлах мар. Нумай çул çырăнса илекенсенчен пĕри – Евдокия Ивановна Вражкина. Хăй каланă тăрăх, вăл пуçламăшĕнчен тытăнса юлашки страници таранах тĕплĕн вуласа пырать. 85 çула çитсе те куçлăх тăхăнман-ха. Çак тарават хĕрарăмпа эпир Колхозный посёлокра пурăнакан Галина хĕрĕ патне вăхăтлăха пурăнма килсен паллаш-рăмăр. Вăл икĕ эрне хаçатсăр пурăнса тунсăхласа çитнĕ.
 
Хăлхи витĕрех илтмест пулин те каласа пама питĕ юратать. Пурнăçĕнче вара нушине самаях курнă. Вĕсен йăх-тымарĕ (амăшĕ енчен) Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнчен тытăннă. Аслашшĕ вилсен асламăшĕ тăватă ачипе тăватă ачаллă арçынна Çĕнĕ Вольăна качча кайнă. Пĕр вăхăт икĕ сăпка çакăнса тăнă. Пĕр çемьере икĕ Иван пулса кайнă: пĕрне пĕчĕк, теприне пысăк Иван тесе чĕннĕ. Кайран мăшăрăн тата икĕ ача çуралнă.

Текста малалла вулăр...

ЫрĂ йывăçран – ырĂ çимĕç

Пухтелĕнче пултаруллă çемье хăшĕ тесе ыйтсан тӳрех Ахмеровсем теççĕ. Нина Александровнапа Анатолий Эптюшевич пур енĕпе ăста хĕрпе ывăл çуратса ӳстернĕ. Дима Ахмеров сцена çине юрлама тухсан миçе хĕр чĕри хăвăртрах тапма тытăнмасть пулĕ… Настя вара – чăн-чăн Сарпике. Кăçал вăл облаçри «Сарпике-2011» конкурсра çĕнтерсе Шупашкарти «Чăваш пики-2011» конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Чӳкĕн 17-мĕшĕнче – Аслă Нагаткинри Культура керменĕнче иртнĕ Амăш кунĕнче Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов ачисене тĕрĕс воспитани панăшăн Ахмеровсене Тав хучĕ парса чысланă.
Улми йывăççиннчен аякка ӳкмест. Нина Александровна ачаранах юрăпа туслă. Вăтам шкул пĕтерсен Ульяновскри культпросвет училищинче дирижёр-хоровик специальноçне илнĕ. Аслă Нагаткинра Н.Ф. Косырев ертсе пыракан пултарулăх ушкăнне юрлама çӳренĕ, ташша та ăста.

Текста малалла вулăр...

Сиенлĕ йăласене сивлет

ĂНА чăвашра Йăлтах килĕшет
Пирĕн облаçра чăвашлăха аталантарас ĕçе чун туртнипе пурнăçласа пыракансем сахал мар, анчах ырă пуçарусене укçа-тенкĕпе пулăшса тăракансене алă çинчи пӳрнесем çинче шутласа кăларма пулать. Чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕн хастарĕсен ячĕсене пирĕн вулакансем аван пĕлеççĕ. Эпĕ ентешĕмĕрсене çĕнĕ çынпа – тепĕр хастарпа – паллаштарасшăн. Вячеслав Лухманов Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакăра çуралса ӳснĕ, халĕ Чĕмпĕрте услам ĕçĕнче вăй хурать. Вăл темиçе лавкка тытать. Тăванĕсене, ырă ĕç тăвакансене укçа-тенкĕпе пулăшать. Нумаях пулмасть вăл Дмитрий Кузьмин хатĕрлекен энциклопедин иккĕмĕш томне кăларма самаях укçа уйăрнă.
Услам ĕçне ăна 99-мĕш çулта перестройка илсе çитернĕ. Вячеслав 1970 çулта нумай ачаллă (8 ача) çемьере 6-мĕш çуралнă.

Текста малалла вулăр...

ЫРĂ ШУХĂШСЕМ, ÇĔНĔ ĔМĔТСЕМ ЯЛКĂШСА ÇУНАÇ ВĔСЕН ЧĔРИНЧЕ

ЮРАТУ КĂВАЙТНЕ СӲНТЕРМЕÇÇĔ – ВУТНЕ ХУРСАХ ТĂРАÇÇĔ
«Çын пурнăçĕ юратупа илемрен пуçланать», - тесе çирĕплетет Анатолий Кибеч çыравçă. Юрату вăл – асамлăх, чăтăмлăх. Юратман çынпа юнашар утаймастăн, пурăнаймастăн. Анчах хăш-пĕрисем юрату вăхăтлăх пулăм çеç теççĕ. Вăл пурăна-киле йăла-сăлая (привычка) çаврăнать, имĕш. Паян кунччен юрату кăвайтне сӳнтермен, вутне хурсах тăракан, ырă шухăшсемпе, çĕнĕ ĕмĕтсемпе ялкăшса çунакан чĕреллĕ Захаровсем тем пек йывăр пулсан та çав туйăмран пăрăнмаççĕ, тем пек ырлăх курсан та çав туйăма йӳнетмеççĕ.
ЗАХАРОВСЕМ
Хайлавăн пĕрремĕш сăнарĕ – Николай Петрович Захаров – 1936 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Пухтел районĕн Будёновка ялĕнче çемьере чи асли (пурĕ 6 ача) пулса çуралнă.
Ашшĕ – Пётр Данилович – колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтри пĕрремĕш трактористсенчен пĕри пулнă.

Текста малалла вулăр...

Хамăр хаçата пурин те çырăнмалла

Хаçата çитес çурçуллăха çырăнтармалли тапхăрта "Раççей почти" çырăнакансен вунăкунлăхне ирттерет. Кайран вĕсен хушшинче выляв йĕркелет. Кăçал çак вунăкунлăх юпа уйăхĕн 13-23-мĕш числисенче пулчĕ. Çак вăхăтра “Канаш” хаçата çырăннисем абонементсене редакцие ярса пачĕç. Абонементсем хушшинче шăпа янă хыççăн хальхинче редакци парнине – банкăсем уçмалли универсаллă электроприбора – Ульяновск çумĕнчи Лаишевка ялĕнче пурăнакан Анисия Ивановна Андреевана тивĕçни паллă пулчĕ.
Редакцие парне илме килсен телей пӳрнĕ çынпа çывăхрах паллашрăмăр.
-Эпĕ “Канаш” хаçата мĕн тухма тытăннăранпах çырăнса илетĕп. Питĕ юратса вулатăп. Пĕр сăмахне те вуламасăр ирттерсе хăварман. Хăш-пĕр чухне хаçата ик-виçĕ хутчен вуласа тухатăп. Мăшăрăм та вулать. Хамăра кăмăла кайнă статьясемпе калавсене кӳршĕсене те вулама паратăп.

Текста малалла вулăр...

ЮРАТСАХ ЧУНТАН ĔÇЛЕРĔМ ЭП КОЛХОЗĂН ХИРĔНЧЕ

ĔÇРЕ КАЙРИ ПУЛМАН ТРАКТОР УЙ ĔÇ БРИГАДИН ЕРТӲÇИ
 
Ехрем Иванĕ сăввипе В.Воробьёв кĕвĕленĕ «Колхоз хирĕнче» юрăри «Юратсах чунтан ĕçлерĕм эп колхозăн хирĕнче» сăмахсем тӳрремĕнех паян Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче тивĕçлĕ канура пурăнакан Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тата пĕтĕм Союзри ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн (ВДНХ) ылтăн тата бронза медалĕсене тивĕçнĕ Леонид Иванович Ваштахова пырса тивеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Çывăхрах паллашар-ха, эппин, ĕç паттăрĕпе.
 
Ентешĕмĕр 1934 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче маларах асăннă ялта çуралса ӳснĕ. Çак ялтах пуçламăш шкул пĕтернĕ, Вăта Тимĕрçенте 7-мĕш класран вĕренсе тухнă.
Пилĕк ачаллă çемьере вăл – иккĕмĕш. Ашшĕ – Иван Фёдорович – колхоз председателĕнче вăй хунă. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан 1941 çулхи авăн уйăхĕнче çĕршыва хӳтĕлеме тухса каять.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12.