Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Вĕрентӳçĕсен ертӳçи

Çĕнĕ Малăклара иртекен «Новомалыклинский каравай» уявра хастар чăвашсемпе тĕл пулма тӳр килчĕ. Вĕсем çак икĕ кун пыракан уява хатĕрлесе ирттерес ĕçре çанă тавăрсах ĕçлерĕç. Тăрăшуллă ентешсенчен пĕри – Ольга Алексеевна Михайлова. Вăл районти вĕренӳ уйрăмĕнче методика ĕçĕнче консультант тивĕçне пурнăçласа пырать. Ун çине тата тепĕр яваплă ĕç тиеннĕ – вăл вырăнти чăвашсен автономи ертӳçи. Çав вăхăтрах районти профсоюз организаци ĕçĕсене те туса пыма ĕлкĕрет.
1959 çулта Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичпӳрт ялĕнче çуралса ӳснĕскере, шăпа ку тăрăха килсе тĕпленмелле тунă.
Вăтам шкул хыççăн Ульяновскри пединститутра историпе филологи факультетне пĕтернĕ. 1985 çулта çамрăк специалиста Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулне ĕçлеме яраççĕ. Кунта ăна коммунистсен партине илеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваша ĕç хушмалла мар

Галина Сергеевна Тихонова Çĕнĕ Ульяновскри “Жилкомхоз” организацире изолировщица пулса ĕçлет. Çак йывăр ĕçре нумай çул вăй хурать вăл.
-Пирĕн ĕç хĕрарăм валли мар ĕнтĕ. Арçынсем йывăр тесе ĕçлесшĕн мар. Тата кĕленче тусанĕ куçа кĕрет теççĕ. Эпир хăнăхнă та – ĕçлетпĕр,- тет сăпайлăн Галина Сергеевна.
“Изолировщик” - çĕр çийĕпе хваттерсене вĕри шыв тата ăшă илсе пыракан пăрăхсене сивĕнесрен ăшă кăларман материалсемпе чĕркет. Çĕнĕ Ульяновскпа ун çывăхĕнчи Липки, Криуши, Мелзавод ялсенче тата Çĕнĕ Ульяновскри харпăр çурчĕсемпе пурăнакансен вырăнсенче çак ĕçе икĕ хĕрарăм туса тăрать. Пĕри вĕсенчен – Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралнă Галина Тихонова.
-Унччен ĕçлеме пушшех йывăрччĕ. Пăрăхсене чĕркемелли пĕр материал кăначчĕ – стекловата.

Текста малалла вулăр...

Пулăшма тесен – тархасшăн

Георгий Васильевич Майрабеевпа эпир Тури Террасăра паллашрăмăр. Вăл бригадăпа Димитров урамĕнчи кил картинче çулсем сарнă çĕртеччĕ. Çӳллех мар, çаврăнăçуллă, çивĕчскер, «Автоформ» фирма йĕркелесе янă. Вăл – директор. Унăн тĕп ĕçĕ – строительство фирмисене кирлĕ техникăпа тивĕçтересси. Унпа пĕрлех вăл «РосСербТорг» фирма пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Ку хутĕнче вăл Ульяновск Хула Думин ертӳçин пĕрремĕш çумĕ ыйтнипе Тури Террасăра çĕнĕ асфальт сарас ĕçе йĕркелесе тăратчĕ.
Унăн тăван çĕршывĕ – Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех ирĕклĕ кĕрешӳ секцине çӳренĕ. Николай Узеринов ăна кĕрешĕвĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă.
Шкул пĕтерсен вăл шăпине строитель специальноçĕпе çыхăнтарать. Шупашкарти строитель техникумĕ ун чухнех Атăлçи регионсенче чапĕпе палăрнă.

Текста малалла вулăр...

Ниме пăхмасăр – яланах телейлĕ

Çынна вырăн мар, çын вырăна илемлетет теççĕ. Çак сăмахсене Чăнлă районĕнчи Кашара пурăнакан Римма Августовнăпа Александр Петрович Головинсем чăннипех тивĕçлĕ. Пултаруллă çынсем хуть те ăçта вăй хурсан та ĕçлекен вырăна илемлетеççĕ, чи хисеплисем шутланаççĕ.
Головинсем çак ялтах çуралса ӳснĕ, ял шкулĕнче пĕлӳ илнĕ.
Тав сăмахĕ каласса кĕтмест
Нина Фёдоровнăпа Август Александрович Васильевсен аслă хĕрĕ Римма 1959 çулта çуралнă. Лара-тăра пĕлмен хĕр нихăçан та мĕскĕн тата вăрттăн ача пулман. Уçă кăмăллă та вăр-вар, лайăх вĕренекенскере класра, шкулта юратнă. Пионер дружинин председательне суйланă. Шкулти мĕнпур мероприятисене хутшăннă вăл, йĕркеленĕ те. Уйрăмах спорт енĕпе палăрнă. Сакăр класс хыççăн Димитровградри совхоз-техникума бухгалтера вĕренме каять.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев шкулĕнче туптаннă

Геннадий Дмитриевич Тимошкин 1949-1953 çулсенче И.Я. Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ. 40 çул ытла вĕрентӳ ĕçĕнче вăй хунă: математика, юрă, ĕç урокĕсене илсе пынă.
Вăл Каша ялĕнче çуралса паян та тĕп килĕнчех пурăнать. Нумаях пулмасть вĕрентӳçĕ ветеран 78 çул тултарнă.
 
Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче çут тĕнчене килнисене эпир халĕ вăрçă ачисем тетпĕр. Ачалăхĕ вĕсен çав тери тертлĕ вăхăтра иртнĕ. Тимошкинсен алăкне те килсе шакканă вăрçăн вăрăм алли. Аслă вăрçă тухсан Геннадий Дмитриевичăн ашшĕ çĕршыва хӳтĕлеме тухса каять. Амăшĕ пилĕк ачипе тăрса юлать. Выçлăхпа, хĕллехи шартлама сивĕсенче çуртсене хутма çуккипе икĕ ачи çĕре кĕрет. Ашшĕ вăрçăран суранланса таврăнсан нумаях пурăнаймасть. 1949 çулта çемьене тăлăха хăварать.
-Эх, сивĕччĕ те ун чух хĕлсем! - аса илет учитель.

Текста малалла вулăр...

Тĕнче хĕрринче 12 çул пурăннă

Валентина Гуриевна Чугунова Ульяновскри Киров ячĕллĕ поликлиникăра физиотерапи кабинетĕнче ĕçлет. Тухтăрсем çынсене тĕрлĕ чиртен эмел ĕçсе тата укол туса кăна мар, физиотерапипе те сипленме сĕнеççĕ. Çавăн пеккисене сиплет Валентина Гуриевна. Вăл сывалма пынисене кăмăллă кĕтсе илет, вĕсемпе сăпайлă калаçать.  Çынсем ăна ырлаççĕ, ун ячĕпе лайăххине кăна калаççĕ.
Валентина Чугунова (хĕр чухнехи хушамачĕ Григорьева) Тутарстанри Пăва районĕнчи Альших ялĕнче 1953 çулти кăрлач (январь) уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă.
Ялта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Ульяновска вĕренме каять. Икĕ çултан яла отпуска килсен Мăкăр ялĕн каччипе Лёньăпа паллашать. Каччă агрономра ĕçлет. Часах çамрăксем çемье çавăраççĕ. Çулталăк ялта пурăннă хыççăн вĕсем Ульяновск хулинче çурт илеççĕ, пурăнма куçаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пурте юратакан тухтăр

Ишевке район пульницинчи терапевтăн пӳлĕмĕ умĕнче ялан çын нумай. Ку пӳлĕмре Владимир Сандркин тухтăр йышăнать. Ăна ытларах шанаççĕ, мĕншĕн тесен вăл чирлисене сыватиччен сиплет.
Владимир Анатольевич Сандркин Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕреннĕ çын пулнă: Валентина Ивановна Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, халĕ те унтах ĕçлет. Анатолий Савельевич та çак шкултах хими, математика, биологи предмечĕсене илсе пынă. Ачисене те вĕренме хистенĕ вĕсем.
Владимир – çемьери аслă ачи – пĕрремĕш класранах “пиллĕк” паллăсем кăна илнĕ. Шкулти мероприятисене те хастар хутшăннă, йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах спортпа та туслă пулнă: çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе. Çар çынни пулма ĕмĕтленет-çке-ха вăл! Юлташĕпе Рязаньри сывлăш десант çарне кайма хатĕрленеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ушкăнра - вăй

Ольга Петровна Кириллова мĕн ачаран вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ пулсан та вĕрентӳ тытăмĕнчи чи йывăр та яваплă вырăнта – катăк ăс-тăнлă инвалид ачасен çĕршывĕнче – вĕрентӳпе воспитани тытăмне йĕркелесе пырасси çинчен, паллах, шухăшламан.
 
Чун туртăмĕ. Вăл кашни çыннăнах хăйне евĕрлĕ: хăшĕсен пĕчĕклех палăрма тытăнать, теприсен – ӳсерехпе.
1968 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Ульяновск районĕнчи Михайловкăра çуралнă ентешĕмĕрĕн чун туртăмĕ вара Салмановкăри шкулта вĕреннĕ чухне тымар янă – вăл шкул çулне çитмен шăпăрлансемпе ĕçлеме тĕллев лартнă.
Воспитатель тата вĕрентӳçĕ – Турă пилленĕ профессисенчен пĕрисем. Ольга çакна чунтан ăнланса тата хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе 1983-1986 çулсенче Ульяновскри 1-мĕш педагогика училищинче вĕренет. Çамрăк специалист Салмановкăри ача садне вырнаçать те 1994 çулччен ачасемпе ĕçлес хастарлăха туптать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12].