Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Лара-тăра пĕлмен таврапĕлӳçĕ

Таврапĕлӳçĕ, çулçӳревçĕ, Чăваш халăх академикĕ, «Канаш» хаçат тусĕ – Николай Кирюшин – май уйăхĕн 14-мĕшĕнче 55 çул тултарнине паллă тăвать. Николай Николаевич чăваш халăхĕн историйĕпе çыхăннă нумай ял-хулана çитсе курнă, тĕпченĕ, архивсенче ларнă. Мĕн курнине вăл йăлтах вулакансем патне çитерме тăрăшать.
Н.Н. Кирюшин Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра çуралнă. Ачаранах историпе тата географипе кăсăкланнă. Вăтам шкул пĕтерсен Жадовкăри совхоз-техникумра вĕреннĕ. Çар хыççăн Чăнлă районĕнчи «Красный Восход» совхозра зоотехникра ĕçленĕ. Унтан вăл хулана килсе тĕпленнĕ: «Автозапчасть» заводра маçтăрта, «Авиастар СП» заводра диспетчерта, Ульяновск районĕнчи Семеновкăри «Бирюч» сад-пахча обществин председателĕнче вăй хунă. 2001 çулта услам ĕçне явăçнă. Вырăнти чăвашсен таврапĕлӳ обществине тĕрлĕ енлĕ пулăшса пырать, хăй машинипе таврапĕлӳçĕсене нумай çĕре илсе çӳрет.

Текста малалла вулăр...

Чĕлхесĕр туссен сиплевçи

В.Сулагаев Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1966 çулта çуралнă. Ачаллах пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕллев лартнă. Çавăнпа ялти вăтам шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Рязановăри совхоз-техникума вĕренме кĕнĕ.
- Тухтăр çынна сиплет, ветеринар – пĕтĕм этемлĕхе теççĕ. Мĕншĕн/ Мĕншĕн тесен чĕрчун çыншăн васкавлă пулăшу пек. Йывăр вăхăтра çыннăн чунне лăплантараканнисем, сиплекеннисем – чĕлхесĕр туссем. Интереслĕ, хăш-пĕр çын питĕ çилĕллĕ пулать, кушакпа йытта та кураймасть. Ăнсăртран вĕсен çури унăн тĕлне пулсан вара чăтса тăраймасть – килне йăтса каять. Чĕрчун хăйĕн çине мĕнле куçпа пăхни те ăна кăсăклантарма тытăнать. Çын кăмăлĕ лайăх енне улшăнать. Вăл пĕчĕк тусĕ чирлесен вара канăçне çухатать. Ветеринар патне васкать. Чĕрчунсем чирĕ пирки сăмахпа каласа пĕлтереймеççĕ. Ăçта мĕн ыратнине кăтартаймаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Кунта тарăн тымар ятăмăр

Сăр районĕнчи Архангельскинчи вăтам шкулти Чăваш чĕлхи кунĕнче кӳршĕ Шатăршан ялĕнчен килнĕ сăпайлă хĕрарăмпа Зоя Павловапа паллашрăм. Унăн тăван çĕршывĕ – Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕ. Шатăршана вăл 38 çул каяллах килсе тĕпленнĕ.
-Вунă класс пĕтерсен эпĕ Барăш районĕнчи Ленинка поселокĕнчи училищĕне прядильщицăна вĕренме кайрăм. Вĕренсе тухсан Языковăри кавир фабрикине ĕçлеме ячĕç. Эпĕ çип авăрлаканта икĕ çул вăй хутăм. Качча кайсан мăшăрпа Сăр районĕнчи Ульяновка ялне куçрăмăр. Мăшăр манăн ку тăрăхран. Халĕ вăл ял çук та ĕнтĕ. Унтан – Шатăршана килсе тĕплентĕмĕр. Мана валли ача садĕнче вырăн тупăнчĕ. Унта 15 çул вăй хутăм, 8 çулне – воспитательте. Чирлесен ĕçлеме пăрахма тиврĕ,- каласа парать Зоя Григорьевна.
Унăн мăшăрĕ Владимир Васильевич 44 çул механизаторта вăй хунă.

Текста малалла вулăр...

Чăваш тумне пĕрремĕш хут тăхăнса куртăм

«Хам ĕмĕрте чăваш кĕпи-саппунне тата кĕмĕл капăрлăхне пĕр харăс тăхăнса курманччĕ. Тĕлĕнмелле пуян, илĕртӳллĕ вĕт-ха чăваш тумĕ»,- терĕ Сăр районĕнчи Сартунккари вăтам шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентекен Антонина Клевогина тĕкĕр умĕнче çаврăнкаласа.
 
Ку ытарайми çи-пуçа Архангельскри вăтам шкулти Чăваш чĕлхи кунне Çĕнĕ хулари Елена Уресметова ал ăсти илсе килнĕччĕ. Вулав залĕнче вăл хăй ĕçĕсенчен анлă курав йĕркеленĕччĕ. Аякран сăнаса тăракан упăшки (вăл вырăс çынни) пукане пек арăмне ытараймасăр пырса чуптуса илчĕ.
Çак мăшăрпа çывăхрах паллашрăм. Антонина Николаевна – Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрелĕнче çуралнă. Кайран çемье Хăймалу ялне кайса тĕпленнĕ. Пуçламăш классене вăл унта пĕтернĕ, вăтам пĕлӳ илме Кивĕ Çĕпрелне çӳренĕ. Учитель пулма тĕллев лартнăскер аттестат илсенех Çинкĕ-лти педучилищĕне вĕренме каять.

Текста малалла вулăр...

Купăс калама куç кирлĕ мар

Ульяновскра пурăнакан Николай Андреевич Шкаликов – инвалид. Унăн икĕ куçĕ те курмасть. Мăшăрĕ те сусăр – урипе утайманнипе кӳлепе çинче ларма тивет. Апла пулин те Шкаликовсем тулли пурнăçпа пурăнаççĕ. Николай Андреевич – ăста купăсçă та, юрăçă та. Вăл куç курманнисен клубĕнчи тĕрлĕ ансамбльсене çӳренĕ: хорта тата пĕччен юрланă, оркестрта пĕрремĕш альт каланă. Тĕрлĕ конкурссене хутшăннă, çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ.
Николай Шкаликов Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче 1948 çулта çуралнă. Ачалăхĕ ялти ытти ачасенни пекех иртнĕ: вылянă-чупнă, шкулта вĕреннĕ, çулла колхоз хирĕнче ĕçленĕ... Анчах саккăрмĕш класс тĕлне Николай Шкаликовăн куçĕ начартарах та начартарах курма тытăнать. Куç чирĕн сăлтавĕ вара – пĕчĕк чухне чечекрен прививка туни. Амăшĕ каласа панă тăрăх, ача çав тери шыçса каять: пичĕ-куçĕ те, кĕлетки те.

Текста малалла вулăр...

«Хисеп палли» ордена тивĕçнĕ вăрçă ачи

Геннадий Сухалов 1942 çулхи пушăн 16-мĕшĕнче, ашшĕ вăрçа кайсан çичĕ уйăхран, çуралнă. Амăшĕ сакăр ачапа тăрса юлнă. Тата икĕ тăлăха, Сашăпа Мария Изиссене, усрава илнĕ. Вара çемьере вунă ача пулса кайнă. Пурнăç йывăр килнĕ. Çимелли пулман. Çĕрулмипе çăкăр сĕтел çинче сайра курăннă.
- Çуркунне çитсен пахчара крахмал пуçтараттăмăр. Анне пĕçернĕ пашалу питĕ тутлă туйăнатчĕ. Çулла мăян вăрри çине кăшт çăнăх ярса хăпарту тăватчĕ. Тем тесен те çу уйăхĕсенче пурнăç аванрахчĕ. Кăмпа-çырла тататтăмăр – пирĕн поселока пур енчен те вăрман, çырма-çатра хупăрласа тăратчĕ. Çĕмĕртсем чечеке ларсан таврана техĕ-млĕ шăршă сарăлатчĕ. Сад-пахчара хурлăхан нумай ӳсетчĕ. Июль-август уйăхĕсенче тĕмсем, йывăçсем çинчен ывăçпа çырла татса çиеттĕмĕр, – аса илет Геннадий Васильевич. – Çĕнтерӳ кунне астăватăп-ха. Çынсене ял пухăвне йыхăрчĕç.

Текста малалла вулăр...

Професси суйлама йывăр пулман

Людмила Благороднова Ульяновскри 56-мĕш шкулта 1987 çултанпа ачасене историпе обществознани предмечĕсене ăса хывма пулăшать.
 
Çав вăхăтрах пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ чăваш чĕлхипе культурин кружокне илсе пырать. Кăçал çак ĕçе 7 «А» класс никĕсĕнче йĕркеленĕ. Унăн пархатарлă ĕçне РФ вĕренӳпе ăслăлăх министерстви Хисеп грамотипе палăртнă.
Людмила Кузьминична Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă. Амăшĕ Вера Степановна Благороднован тата унпа пĕртăванĕ Анна Степановна ял шкулĕнче вĕрентнĕ. Вĕсен ĕçне мĕн пĕчĕкрен сăнанă хĕрача умĕнче ӳссен кам пулас ыйту тăман: учитель профессине илессе пĕлнĕ. Çавăнпа 8 класс хыççăн Çинкĕлти педучилищĕне кайса кĕнĕ. 1973 çулта ăна ăнăçлă пĕтерсе направленипе Ульяновскри 37-мĕш шкулта вĕрентме тытăннă.

Текста малалла вулăр...

Тăвансем юнашар пулни вăй парать

Зоя Винюсева Чăваш Кăлаткă ялĕнчи «Çуркунне» ансамбльте юрлать, Бахтеевкăри «Колокольчик» ача пахчинче воспитательте вăй хурать. Çак çĕр çинче пуринчен ытла мăшăрне тата икĕ пултаруллă хĕрне хаклать.
 
- Пирĕн яла, вăл область центрĕнчен пит инçе пулнипе те-и, чăваш артисчĕсем пит сайра килсе çӳреççĕ. Хамăр вара чăваш юррисене питĕ юрататпăр. Шкулта, ача пахчинче ĕçлекен хĕрсемпе шухăшларăмăр та пуçтарăнса юрлама тытăнас терĕмĕр. Чăваш юррисем пĕринчен тепри аван, илемлĕ. Маларах пурте пĕлекеннисене юрлаттăмăр, алĕç тытса лараттăмăр, кайран хĕрсен шучĕ ӳссен «Çуркунне» ятлă юрă ушкăнне йĕркелерĕмĕр, – ял пурнăçĕн вĕр çĕнĕ тапхăрĕ çинчен каласа парать Зоя Николаевна. – Халĕ ял тăрăхĕнче иртекен пур уявсене те пире хапăлласах чĕнеççĕ. Ушкăн репертуарĕнчи чи юратнă юрăсем – анне çинчен çырнисем.

Текста малалла вулăр...

Усламçă та, ал ăсти те

Çĕнĕ ĕмĕрте хĕрарăмсем хушшинче предприяти уçса ертсе пыракансем сахал мар. Бизнес леди теççĕ паян ун пек пултаруллă та ăнăçлă хĕрарăмсене. Чăваш хĕрарăмĕсем те ку енĕпе ыттисенчен кая юлмаççĕ. Кам парикмахерски уçать, кам – илем салонĕ, кам – лавкка.
 
Паян эпĕ халăхăмăра чунран юратакан, йăла-йĕркемĕре куç шăрçи пек упракан, кĕпи-тумĕпе капăрлăхне хăй аллипе ăсталаса халăх умне тухакан, ентешĕмĕрсене чăваш апат-çимĕçĕпе тĕлĕнтерекен тата унпа пĕрлех услам ĕçне ăнăçлă илсе пыракан хĕрарăм çинчен каласа парасшăн. Ку ят «Канаш» хаçат вулаканĕсемшĕн çĕнĕ мар . Вăл Елена Уресметова (Корчакова).
Юлашки икĕ-виçĕ çул унăн ятне «Канаш» хаçатра та, чăваш уявĕсенче те час-часах асăнатпăр. Акă 2016 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕ-нче вăл 27 çынна «Канаш» хаçат çырăнтарнă: кама – ӳкĕтлесе, кама – хăй шутĕнчен.

Текста малалла вулăр...

Татьяна пурнăçĕн пăрăнчăкĕсем

Пурнăçăн пăрăнчăкĕсем нумай теççĕ. Т.Ф.Козлова (Ярмушова) пурнăçĕнче те ун пеккисем пĕрре мар пулнă. Вăл пурĕпĕр çĕнĕлĕхрен шикленмен, пуçне йăтса малалла утнă.
 
Вăл Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕнче 1959 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Çакăнта пилĕк класс пĕтернĕ хыççăн ăна ашшĕпе амăшĕ Çĕнĕ Йĕлмелне ватă кукашшĕпе кукашшĕне пăхма яраççĕ. Куна пĕрремĕш пăрăнчăк теме пулать.Татьяна кунта виçĕ çул пурăнать, çакăнти сакăр класлă шкултан «5» паллăсемпе çеç вĕренсе тухать.
Малалла – професси илмелле. Хĕр Канаш хулинчи педучилищĕне кайса экзамен парать, ăна вĕренме илеççĕ. Каялла килнĕ чухне вăл Кивĕ Çĕпрелне тăванĕ патне каç выртма кĕрет. Иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ – Людмила Алексеевна Патрина – хăй медсестрара ĕçлекенскер, хĕре медицина çулĕпе ярасшăн пулать. Вĕсем иккĕшĕ ирех Канаша тухса каяççĕ, документсене аппăшĕ çине тăнипе каялла аран-аран илеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Асламăшĕн пушмакне упрать

Çĕнĕ хулара пурăнакан Ирина Алексеевна Аксенована чăвашсен нумай мероприятийĕнче курма пулать. Çамрăк чăваш хĕрарăмĕ яланах чăваш тумĕпе капăрланать: пуçĕнче хушпу, çийĕнче чăваш кĕпи, кăкăрĕ çинче – ама, хулпуççи урлă – тевет.
 
-Эп Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ача чухне асанне-кукамайсем ялта чăваш кĕпипе çӳретчĕç. Эпир ӳсрĕмĕр те – йăла пĕтрĕ. Хулара ахаль чухне чăвашла тăхăнса çӳрейместĕн, ĕçе те кун пек каяймастăн. Хамăр халăхăн йăлине вара тытса пырас килет. Чăваш тум-юмĕ питĕ килĕшет мана, халăхăмăра хисеплетĕп, çавăнпа уява чăвашла тăхăнатăп. Çакăн валли ятарласа Элшел хĕрарăмне Надежда Серебрякована хушпупа ытти капăрлăхсене саккас парса хатĕрлеттертĕм, кĕпине хамăн пĕрремĕш вĕрентекен Раиса Леонидовна Козлова парнелерĕ. Унччен урана çăпата сыраттăмччĕ.

Текста малалла вулăр...

Çамрăк тухтăрсем

Область правительстви юлашки çулсенче Ульяновскри патшалăх университетĕнчи медицина факультетне пĕтернĕ специалистсем хăйсен профессийĕпе ĕçлемен тĕслĕхсем нумайланса пынине палăртнă. Анчах облаçри ача-пăча инфекци пульницине кăçал кăна виçĕ çамрăк тухтăр ĕçлеме килнĕ: Е.А. Культина, С.В. Моисеева тата К.А. Кудряшова.
Вĕсем виççĕшĕ те педиатри специальноçне алла илнĕ.
- Университетра вĕреннĕ вăхăтрах мана инфекци чирĕсем интереслентеретчĕç. Пирĕн ĕçре кăна сиплевĕн тухăçлăхне тӳрех курма пулать. Инфекци пульницине йывăр чирлĕ ачасем лекеççĕ. Тĕрĕс сиплесен вунă кунра сывалса çитеççĕ. Çакна тухтăрпа ытти медицина ĕçченĕсем курса тăраççĕ, - каласа парать Светлана Моисеева.
Ксения Кудряшова вара ача-пăча инфекци пульницине 6-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлеме килнĕ.

Текста малалла вулăр...

Галина 147 литр юн панă!

Галина Александровна Аюгина (Ледюкова) – Раççей Федерацийĕн Хисеплĕ донорĕ.
Вунултă çул каялла юн пама тытăннă вăл. Малтанхи вунултă хутне 400-шер грамм панă пулсан кайран плазма валли – 600-шер. Халĕ те уйăхне икĕ хутчен Г.А.Аюгина Ульяновскри юн илекен станцине çул тытать. Çак вăхăтра вăл 250 хут юн панă. Шутласан – пурĕ 147 литр! Миçе çын пурнăçне çăлнă вăл çак вăхăтра! Чăн-чăн паттăрлăх мар-и çак! Анчах кун пирки чăваш хĕрарăмĕ каласа пама юратмасть. «Малтанлăха эпĕ яла кайма тесе отгулсем тăвассишĕн юн патăм. Кайран килĕшсе кайрĕ. Станцире ĕçлекенсем манпа калаçу ирттерчĕç, яланхи донор пулма сĕнчĕç, çăмăллăхсем пирки пĕлтерчĕç. Эп килĕшрĕм. Тата ман йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшас килет. Пĕри пулăшмасан, тепри... Кун пек тĕнче пач пĕтсе ларма пултарать», - тет вăл сăпайлăн.
Галина Александровна Çĕнĕ хулари ДЦПпа чирлĕ ачасен ятарлă интернат шкулĕнче 1998 çултанпа ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Анне пире хытă тытнă

Мария Ивановна Шкаликова (хĕр хушамачĕ Собирова) – иккĕмĕш ушкăнри инвалид, урисемпе çӳреме йывăр пулнипе вăл ытларах кӳлепе çинче ларать. Апла пулсан та вăл чĕнтĕр йĕппипе, йĕпсепе çыхать, Интернетра чăваш юррисем, тĕрлĕ фильмсем тупса курать, хыпарсемпе паллашать.
 
1943 çулта Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче çуралнă вăрçă ачин ачалăхĕ çăмăл пулман, малашнехи пурнăçра та нумай терт-нуша курма тивнĕ.
- Эпир хамăра хамăр ӳснĕ. Аннесен пире пăхса ларма вăхăт пулман. Вĕсем вăрçă хыççăнхи хуçалăха ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Вылямалли тетте пирĕн – хамăр пусма татăкĕсенчен, улăмран е хупахран тунă пуканесем пулнă. Хырăм выçсан юнашарти юханшывран пулă сĕрсе пĕçерсе çиеттĕмĕр. Пулла пĕр-пĕр тимĕр е çатма катăкĕ çине хурса ăшалаттăмăр. Анне колхоз хирне каяс умĕн ĕç хушса хăваратчĕ.

Текста малалла вулăр...

«Юратупа шанчăклăх» медале тивĕçнĕ

Зинаида Владимировнăпа Геннадий Александрович Муравьевсем хĕрĕх çул ытла пĕрле пурăнаççĕ, 2009 çулта вĕсене область правительстви «Юратупа шанчăклăх» медаль парса чысланă. Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр çакса янă, медаль çумне 5 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарнă.
Муравьевсен çемйи чăннипех тивĕç çакăн пек пысăк чыса.
Анат Тимĕрçен хĕрĕпе Пухтел каччи 1974 çулта çемье çавăрнă. Унччен вара виçĕ çул туслă пулнă.
-Вăл вăхăтра хĕр илме кайма çăмăл машина та пулман. Эп пулас арăма машина кузовĕ çинче илсе килнĕ. Çĕнĕ хăтана вара К-700 трактор тележки çине тиенсе кайрăмăр, – кулса аса илет иртнине Геннадий Александрович.
Çапах та вăл вăхăтри çитмен пурăнăç çемьене пушшех чăмăртать, телейлĕ пурăнма пĕртте кансĕрлемест.
Муравьевсем пилĕк ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те авлантарнă.

Текста малалла вулăр...

Почта ĕçĕнче – çирĕм çул ытла

Чартаклăри почта уйрăмĕнче хăй ĕçне пуçĕпех парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Ку хуçалăха пирĕн ентеш Марина Савельева ертсе пырать. Почта ĕçĕнче вăл çирĕм çул ытла вăй хурать. Çак хушăра нумай ырă сăмах илтнĕ. Районта тухса тăракан «Приволжская правда» хаçат та почта ĕçченĕсен кунĕ тĕлне ун çинчен очерк çырса кăларнă.
 
Эпир унпа ĕç вырăнĕнче паллашрăмăр.
- Ман тăван çĕршывăм – Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕ. Шкул пĕтерсенех эпĕ Шупашкарти экономикăпа технологи техникумне вĕренме кĕтĕм. Мана Самар хулине ĕçлеме ячĕç. Çăкăр-тавар управленийĕнче пĕр çулталăк бухгалтер ĕçне туса пытăм. Тен, тата ĕçленĕ пулăттăм пурнăçра улшăну пулмасан. Упамса ачи Борис мана качча пыма сĕнсен эпĕ хирĕçлесе тăмарăм. Ырă кăмăллă та шанчăклă çынна эпĕ ачаранах пĕлнĕ-çке-ха,- именсе калаçать Марина Осиповна.

Текста малалла вулăр...

Малтан ачасемпе пĕрле йĕреттĕм

Ирина Геннадьевна Шубина облаçри ача-пăча инфекци пульницинче 27 çул ĕçлет. Тутарстанри Пăва районĕнчи Чăваш Пимĕ-рселĕнче çуралса ӳснĕ хĕр вунă класс хыççăн Ульяновскри медицина училищине вĕренме килнĕ. 1988 çулта Медицина сестри специальноçне илнĕ хĕре инфекци пульницине ĕçлеме яраççĕ.
 
- Малтан мана кунта килĕшмерĕ. Мана вар-хырăм чирĕпе аптăракансен уйрăмне лартрĕç, сарăпа чирлекенсем патĕнче те, процедура медсестринче те вăй хутăм. Пур уйрăмра та ĕçлесе куртăм темелле. Ачасене малтанах шеллеттĕмччĕ. Пĕчĕкскерсем укол тунă чухне еплерех йĕреççĕ! Хам вĕсемпе пĕрле йĕнĕ тĕслĕхсем те сахал пулман. Халь хăнăхнă ĕнтĕ, – каласа парать Ирина Геннадьевна.
Юлашки çулсенче И.Г.Шубина чирлисене йышăнать. Вĕсен чир историне çырать, анализсене илет, тухтăр пăхнă хыççăн кирлĕ отделение ăсатать.

Текста малалла вулăр...

Тĕне кĕмен йăх

Сапаккелĕнчи пĕр урамра йăлтах тĕне кĕмен чăвашсем тĕпленсе пурăнаççĕ. Тăкăрлăка хирĕç ларакан пĕр çуртăн алăкне пырса шаккарăм. Мана хирĕç кил хуçи арăмĕ тухрĕ.
- Çак çуртра тĕне кĕмен чăвашсем пурăнаççĕ терĕç, чăнах-и/- ыйтрăм хĕрарăмран.
-Çапла, иртĕр шалалла. Виктор Николаевич пӳртре,- терĕ мана хĕрарăм вырăсла.
Паллăшрăмăр. Раиса Даниловна Ириндеева питĕ тарават та сăмах ваклама юратакан вырăс хĕрарăмĕ пулчĕ. Мăшăрĕ пĕр сăмах хушма ĕлкĕриччен вăл хуравласа та хурать. Тĕне кĕмен чăвашпа 53 çул пурăнса вăл йăли-йĕркине йăлтах вĕренсе çитнĕ курăнать.
- Манăн пăянампа пăятам çак ялтах çуралса ӳснĕ. Тĕне кĕмен. Вĕсем 1935 çулта пĕрлешнĕ. Ман упăшка вара 1938 çулта Ленинградра çуралнă. Пăятам унта ĕç шыраса пĕчченех тухса кайнă. Унта вăл лашапа çăкăр турттарнă,- каласа парать Раиса Даниловна.

Текста малалла вулăр...

Ӳкерме, çырма юратакан утарçă

Ульяновскра Вырыпаевкăра пурăнакан хисеплĕ чăваш Михаил Картюков редакцие парнепе килнĕ: Константин Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмине тата Михаил Ложниковăн «Пролог» сăвă кĕнекине илсе килнĕ.
«Кăçал Раççейре литература çулталăкĕ, чăваш тĕнчи тата К.В.Иванов çулталăкне те паллă тăвать. Вăхăт хĕсĕкрех пулсан та эпĕ питĕ вулама юрататăп, эсир те çак кĕнекесене савăнса вуласса шанатăп», - терĕ 87 çулхи шурсухал пире ырă сунса.
Михаил Семенович – Кивĕ Улхаш чăвашĕ. Вăл – Аслă вăрçа хутшăннă паттăрсен – Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕн, летчик-истребителĕн , Ростоври аэроклубăн летчик-инструкторĕн Аркадий Семенович Картюковăн тата Тăван çĕршыв вăрçин орденĕн (II пусăмри) кавалерĕн, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ хастарăн, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Петр Семенович Картюков художникăн – кĕçĕн шăллĕ.

Текста малалла вулăр...

Раççей министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ

Елена Матвеева (Вассиярова) 1968 çулхи çурлан (август) 28-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Килĕнче – чи кĕçĕнни.
 
- Эпĕ телейлĕ çын – манăн виçĕ тете, – мăнаçланать ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илсе Елена Викторовна. – 1975 çулта Раккасси шкулне 1-мĕш класа кайнă. Аван паллăсем çеç илнĕ. Ачаранах çыхма вĕреннĕ: чăлха-нуски, кофтăсем, кĕпесем ăсталаттăм. Питĕ аван юрланă. Концертсенче, конкурссенче панă Тав хучĕсем те нумай ман çӳпçемре. Ку енĕпе эпĕ аттене хывнă – вăл чаплă юрăçчĕ. Пирĕн шкулта пени урокне Анатолий Дмитриев (Ырьят) илсе пыратчĕ. Питĕ аван, тăрăшуллă учительччĕ. Урокĕсем сисĕнмесĕр хăвăрт иртсе каятчĕç. Пур ачана та хăйĕн урокĕсемпе кăсăклантарса яма пĕлетчĕ Анатолий Григорьевич. Тавах ăна! 1983 çулта Раккассинче 8 класс пĕтерсен Ульяновск хулине килтĕм, строительсен иккĕмĕш училищине вĕренме кĕтĕм.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 12.