Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ĕç çынна мухтава кăларать

Ял ачи ĕçпе пиçĕхсе ӳсет. Горохинсен çемйинчи пилĕк ачи те ыттисенчен уйрăлса тăман. Çуллахи каникул вăхăтĕнче хĕрачасем муттик тытса хире чĕкĕнтĕр çумлама тата колхозри ытти ĕçсене çӳренĕ, арçын ачасен хăйсен тивĕçĕ пулнă. Çемьере виççĕмĕш ачи Иван çулла фермăра выльăх пăхаканра ĕçленĕ ашшĕне Николай Александровича кĕтӳ кĕтме пулăшнă. Ачаллах пĕр ĕçрен те пăрăнман вăл. Килти ĕнене те колхозăннисемпе пĕрле пăхнипе Иван ĕне сума та хăнăхнă.
– Саккăрмĕш класс хыççăн эпир Вăта Тимĕрçен шкулне çӳренĕ. Вуннăмĕшне куçсан пирĕн кил-çурт тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрĕ. Çĕнĕ çурт хăпартма нумай вăй кирлĕ пулчĕ. Платниксемпе пĕрле тата вĕсен хыççăн килтисем валли пайтах ĕç пурччĕ. Эп атте вырăнне кĕтӳ кĕтрĕм, вăл – килте. Кĕтӳрен таврăнсан эпĕ те алла пуртă тытаттăм. Кайран пиччепе иксĕмĕр пӳрте йĕри-тавра хăмапа çапса çаврăнса илемлетрĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Тава тивĕçлĕ учитель

Мелания Тихоновна Никифорова 1947 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче Пушкăрт Республикинчи Пелепей районне кĕрекен Краснояр поселокĕнче служащисен çемйинче çуралса ӳснĕ.
Слакпуçĕнче вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти патшалăх университетĕ-нче аслă пĕлӳ илнĕ. 1969 çулта «Вырăс чĕлхи тата литературин вĕрентӳçи», «Чăваш чĕлхин тата литературин вĕрентӳçи» пулса тăнă.
Университет хыççăн ăна Пушкăрт Республикин Мияки районĕнчи Ерлыково шкулне ĕçлеме яраççĕ. Унăн ĕç стажĕ завучран, вырăс чĕлхи тата литератури учителĕнчен пуçланать. Кекен-Васильевка шкулĕ-нче вара чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентӳçинче 33 çул ĕçлет.
1991 çулта – «Аслă вĕрентӳçĕ» ятне илет, 1995 çулта – «Учитель – методист», 1997 çулта – «Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи» ята тивĕçет. 1998 çулта – Аслă категориллĕ вĕрентӳçĕ пулса тăрать, 2002 çулта – "Ĕç ветеранĕ".

Текста малалла вулăр...

Çăтмахра пурăнатăп

Мария Петровна Ржатапа эпир облаçри пульницан картишĕнче паллашрăмăр. Ăна астма чирĕ канăçсăрлантарать иккен. Çавăнпа вăл хутран-ситрен терапи уйрăмĕнче сипленет. Акă 80 çулхи юбилей умĕн те ăна ывăлĕпе кинĕ сывлăхне кăштах тӳрлеттĕр тесе кунта вырнаçтарнă.
 
Пĕвĕпе пĕчĕкскер, Мария Петровна сăмах ваклама тата шӳтлеме питĕ ăста. Вăрçă ачин ачалăхĕпе кăсăклантăм.
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Ирçелте çуралнă. Çемьере виççĕн ӳсрĕмĕр. Аслă вăрçă тытăннă çул эпĕ улттăра кăначчĕ-ха. Атте килтен тухса кайнине кăшт кăна астăватăп. Вăл мана ыталаса илчĕ те хăй çумне хыттăн пăчăртарĕ. Эпир ăна урăх курман. Вăл 1943 çулта хыпарсăр çухалнă. 1944 çулта тетене илсе кайрĕç. Кайран вăл хыпарсăр çухалнă текен хут килчĕ. Эпĕ 15 çулта чух анне вилсе кайрĕ. Эпир 12 çулхи йăмăкпа иксĕмĕр тăрса юлтăмăр.

Текста малалла вулăр...

Чăвашла вулама пĕлмеççĕ-и, е...

Ялавăрта чăвашсем тĕпленсе пурăнаççĕ. «Канаш» хаçатăмăра çырăнакансен шучĕпе кăсăкланса эпĕ çыхăну уйрăмне кĕтĕм.
 
Унăн заведующийĕ – Татьяна Маркина мана пит кăмăллă кĕтсе илчĕ. Чăваш хаçатне вулакансен шучĕ виçĕ çынна чакса ларнине пĕлтерсен кăмăлăм, паллах, пусарăнчĕ. Пуçлăх ку лару-тăрăва пăртак та пулин лайăхлатма шантарсан савăнтăм. Çыхăну уйрăмĕнчен çын татăлмасть. Йăлтах чăвашсем, хамăр чĕлхепех калаçаççĕ. Эпĕ кашнипех облаçри чăваш хаçачĕ пирки сăмах хускатрăм. Мĕн сăлтава пула хамăр чĕлхепе çырнине вуласшăн маррипе кăсăклантăм. Пурте пĕр саслăн вулама пĕлменни çине йăвантарчĕç.
-Калаçма пĕлсен вуласа ăнланма йывăр мар-çке... Хаçата алла тытса пăхăр акă, – терĕм хампа илсе кайнă хаçатсене валеçсе.
Татьяна Александровнапа «Канаш» тиражне ӳстересси пирки калаçнин усси пулатех пек.

Текста малалла вулăр...

Кашни ачан ăнăçăвне астăвать

Зинаида Никитична Мадьянова Мелекесс районĕнчи Сапаккелĕнчи вăтам шкулта 30 çула яхăн ĕçлет. Шкул çулне çитнĕ ачасене пĕлӳ тĕнчине кĕме пулăшать вăл. Кăçал унăн каллех пĕрремĕш класс – 20 ача куçран пăхса кашни сăмахне тимлĕн итлесе ларать.<Ӳb>
 
Инçетри Самар тăрăхĕнчи Шунтал районĕнчи Анатьялта çуралнă Зинаида Никитична.
- Чăваш çемйинче çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Аттепе аннен пĕртен-пĕр йăпанăçĕ пулнă, мĕншĕн тесен эп çуралнă чухне атте 62 çулта, анне 45-ре пулнă. Çулланса çитсен аллине ача тытнă анне мана тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Хамăр шкулти учительсене вăл пĕр сăмах хирĕçлемесĕр итленĕ. Лешсем мана учителе яма сĕннĕ. Атте те унпа килĕшрĕ: "Е учителе, е тухтăра кай", – терĕ. Сакăр класс хыççăн вăтам пĕлӳ илме ют яла пилĕк çухрăма каймаллаччĕ. Унта ахаль утиччен професси илес тесе тантăшпа Подбельск поселокĕнчи педучилищĕне çул тытрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Ял кун-çулне тĕпчет

Октябрьски поселокĕнче пурăнакан В.Михлеевăн ĕçĕ техникăпа, компьютерпа çыхăннă, вăл çамрăклах инженер-программист профессине алла илнĕ, çак ĕçпе нумай çул ĕçленĕ. Анчах, хăй каланă тăрăх, ун чунĕ яланах гуманитари наукисем патне туртăннă. Вăл сăвă çырать, таврапĕлӳпе, историпе интересленет.
 
Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн чăваш каччи тĕнче курас шутпа Архангельск облаçĕнчи Плесецк районне вăрман касма каять.
– Ун чухне Плесецкра космодром пурччĕ ĕнтĕ, эпир унтан 10-15 çухрăмра ĕçлеттĕмĕр, вăрман тасататтăмăр. Мана çакăнтанах салтака илчĕç. Çар хĕсметне Кострома тăрăхĕнче ракета чаçĕнче ирттертĕм,– аса илет Валерий Иванович.
Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел (Тутарстан) ялĕнчи шкулта пĕлӳ илнĕ чухне Валерий чĕлхепе литературăна та юратнă, анчах математикăпа та вăйлă пулнă.

Текста малалла вулăр...

Ял кун-çулне тĕпчет

Октябрьски поселокĕнче пурăнакан В.Михлеевăн ĕçĕ техникăпа, компьютерпа çыхăннă, вăл çамрăклах инженер-программист профессине алла илнĕ, çак ĕçпе нумай çул ĕçленĕ. Анчах, хăй каланă тăрăх, ун чунĕ яланах гуманитари наукисем патне туртăннă. Вăл сăвă çырать, таврапĕлӳпе, историпе интересленет.
 
Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн чăваш каччи тĕнче курас шутпа Архангельск облаçĕнчи Плесецк районне вăрман касма каять.
– Ун чухне Плесецкра космодром пурччĕ ĕнтĕ, эпир унтан 10-15 çухрăмра ĕçлеттĕмĕр, вăрман тасататтăмăр. Мана çакăнтанах салтака илчĕç. Çар хĕсметне Кострома тăрăхĕнче ракета чаçĕнче ирттертĕм,– аса илет Валерий Иванович.
Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел (Тутарстан) ялĕнчи шкулта пĕлӳ илнĕ чухне Валерий чĕлхепе литературăна та юратнă, анчах математикăпа та вăйлă пулнă.

Текста малалла вулăр...

Пирте вирьял юнĕ пур

Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта пирĕн хаçатăмăра виçĕ çын çырăнса илет, вĕсенчен пĕри – Петр Сандркин.
 
Эпĕ тӳрех ун патне çул тытрăм. Ентешĕмĕр хăйĕн арăмĕпе пӳрт умĕнчи пĕчĕк пахчари чечексене шăваратчĕ. Хаваслă сăн-питлĕ, уçă кăмăллă мăшăр мана пӳрте чĕнчĕ. Кунта чăваш кĕвви янăрать.Телеэкран çинче Шупашкарти эстрада çăлтăрĕсем юрă хыççăн юрă шăрантараççĕ. Юратаççĕ иккен Сандркинсем чăваш юрри-ташине. Çемье пуçĕ мана сĕтел сунтăхĕ-нчен видеодисксен пуххине кăларса кăтартрĕ. Тĕлĕнмелле, ун чухлĕ диск чăваш çемйинче сайра курма пулать.
Çак çемьепе тĕплĕнрех паллашрăмăр. Петр Евгеньевич Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра, Улăх кассинче çуралса ӳснĕ. Çемьере виççĕн, вăл – варринчи. Йăмăкĕ Рая та çак ялтах пурăнать.
1963 çулта çартан таврăнсан Петр Çинкĕлти педучилищĕри вăрман хуçалăх уйрăмĕнче тракториста вĕренсе тухать.

Текста малалла вулăр...

Хаклă юлташ, тус...

Туспа юлташ пур чух çын-УЛĂП,
Ютри те сана хурăнташ.
(Анатоли Ырьят)
 
Уф! Эпĕ тинех килте. Манăн кил – Киндяковка районĕнчи общежитин пĕчĕк пӳлĕмĕ. Чăматана лартрăм та килти тума тăхăнса душа çăвăнма чупрăм. Пăртак сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн ĕçе – пушар чаçне командировкăран таврăннине пĕлтерме тата уйăха яхăн курман ĕçтешсемпе курнăçма-чупрăм. Каçхине чăматана уçатăп-çиелте мунчала тата кивĕ кедăн хăраххи выртать. Ку манăн япаласем мар. Пуçа çĕмĕрме пуçларăм: камăн япалисем лекнĕ ман чăматана/ Кайран тин тавçăрса илтĕм. Малаллахи калаçу –ун пирки.
Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтерсен çара кайрăм. Унта пушар техника шкулне пĕтертĕм. Çарта илнĕ специальность малашлăхăн анлă çулĕ пулса тăчĕ. Ульяновска таврăнсан куçăмсăр майпа аслă пĕлӳ илме шутларăм.

Текста малалла вулăр...

Ӳркенмен çын ниçта та çухалмасть

– Çĕр чăмăрĕ çинче пĕр вăхăтрах тĕрлĕ çанталăк тăрать. Çакна эпĕ Кубăна вĕçсе кайнă чухне хам куртăм. Мускавран хĕлле тухса кайрăмăр, 28 градус сивĕччĕ. Ирландие самолет заправка тума ларчĕ те – кунта 11 градус ăшă. Гаванăна çитрĕмĕр те тĕлĕнтĕмĕр вара – чăтма çук шăрăх – 37 градус! 15 сехетре çанталăк 65 градус улшăнчĕ, - каласа парать Герман Мишкин.
 
Ирĕклĕ утрав çине ăна тыр-пул пуçтарнă чух лайăх ĕçленĕшĕн 1981 çулта янă. Чăваш каччи Хусанти ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне çулла Тури Услон районĕнчи пĕр яла стройотряда кайнă та комбайнпа тырçинче ĕçленĕ. Вăхăтне сая яман вăл: ĕç кăтартăвĕсем тăрăх студентсем хушшинче Тутарстанра чи лайăх комбайнер пулса тăнă! Уншăн Вăтам Америкăна çулçӳреве кайма путевка панă.
-Малтан виçĕ кун Мускав курса çӳрерĕмĕр. Кубăра вара 15 кун пултăмăр, унти кашни провинцие çитрĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Ылтăн алăллă чăваш ачи

Александр Копьев 1974 çулхи пушăн 5-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче çуралнă.
 
– Çемьере эпир пиллĕкĕн ӳснĕ. Манăн виçĕ тете тата пĕр йăмăк. Атте, 1949 çулта çут тĕнчене килнĕ Петр Александрович Копьев, тăватă çул каялла пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. 1953 çулхи анне, Анна Григорьевна (хĕр чухнехи хушамачĕ – Парамонова), Кунтикав ялĕнче çуралнă. Хальхи вăхăтра пенсире. Атте – Хулаçырминчен (Тутарстанри Çĕпрел районĕ), – паллаштарать Александр Петрович. – 1990 çулта 9 класс пĕтертĕм, Ульяновскра сехет юсакан маçтăра вĕренсе тухрăм. 1991 çулта строительсен техникумне вĕренме кĕтĕм. Спортпа туслă пулнăран техникумра вĕреннĕ хушăра волейбол секцине çӳрерĕм. Çак спорт тĕсне питĕ юратнă. Пĕвĕмпе эп 1 метр та 86 сантиметр çӳллĕш. Волейбол вăййи çӳллисене килĕштерет. Ăмăртусене хутшăнса техникум чысне пĕрре мар хӳтĕленĕ, сумлă наградăсем çĕнсе илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Сарпикесене ташлама-юрлама вĕрентет

Ирçел вăтам шкул вĕрентекенĕн Татьяна Топтыгинан ятне ача-пăчапа çамрăксен фестивалĕ-семпе конкурсĕсенче пĕрре мар илтме тӳр килнĕ.
 
Вăл сарпикесене хатĕрлекен те, «Путенепе» «Чăваш ачи, сассуна пар» ăмăртусене пултаруллă ача-пăчана илсе пыракан та.
Татьяна Тимофеевна Ирçел шкулĕ-нче аслă вожатăйран ĕçлеме пуçланă. Çулталăк вăй хурсан пуçламăш классене параççĕ Татьяна Топтыгинана. Пĕчĕккисемпе ĕçлеме килĕшнине, вĕсемпе аванраххине тӳрех ăнланса илет вăл.
– Манăн пĕрремĕш вĕрентекенĕм – Нина Творогова пулнă. Вашават, пултаруллă хĕрарăмччĕ вăл. Эпир ăна кура хĕрачасемпе килте пĕчĕккĕ-ллех шкулла выляттăмăрччĕ. Юратнă Нина Федоровнана евĕрлеттĕмĕр, – каласа парать Татьяна Тимофеевна. – Ирçелĕнче ун чухне сакăр çул вĕренмелли шкулччĕ. Эпĕ вара вăтам шкула темиçе çухрăм çӳриччен тесе документсене Çинкĕлти педагогика училищине кайса патăм.

Текста малалла вулăр...

Амăшĕн ăсталăхĕ хĕрне куçнă

Пĕр вунă çул каялла облаçри тĕрлĕ чăваш мероприятине хутшăнакан ачасемпе ансамбльсен чăваш тумĕсем пăхса ăмсанмаллисемех марччĕ. Сăлтавĕ те çук мар, вăл тума туянмалли, çĕлеттермелли вырăн та пулман. Ятарласа Шупашкара каймалла пулнă.
 
Паянхи лару-тăру самай лайăх енне улшăнчĕ. Сцена çинчи яш-кĕрĕм те, аслисен ансамблĕсем те илемлĕ чăваш кĕписемпе куçа илĕртеççĕ. Ытларах чухне çак илемĕн хуçи – Чăнлă районĕ-нчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнче пурăнакан Татьяна Серебрякова усламçă.
– Çĕлесси – пирĕн çемьере ламран лама куçса пыракан пултарулăх пулĕ тесе шутлатăп. Анне питĕ илемлĕ çĕлетчĕ, темĕн те шухăшласа кăларатчĕ. Вăл пире, хăйĕн ачисене, кăна мар, ял халăхне те çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Анне кунĕпе колхозра ĕçлетчĕ, ывăнсан та каçпа çĕвĕ машини умне ларатчĕ. Вăл çĕленĕ япаласем çине пăхса киленеттĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Ялĕшĕн чунне парса ĕçленĕ

Ялавăрта пурăнакан Валерий Харитоновпа курса калаçичченех ун пирки нумай ыррине илтрĕм. Вăл нумай çул Крупская ячĕллĕ колхозăн председателĕ пулнă. Тăван ялĕшĕн чунне парса ĕçленĕ. Колхоз ятне çĕклес тесе ырми-канми тăрăшнă. Шел, сывлăхне пула çак ĕçе вăхăтсăр пăрахма тивнĕ.
 
Валерий Викторович çак ялтах çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен Ульяновскри политехника институтĕнчи строительство факультетне вĕренме кĕнĕ. 1976 çулта пĕтерсен ăна направленипе Горький (халĕ Чулхула) хулине ĕçлеме яраççĕ. Вăл ют çĕрте ĕçлеме килĕшмест. Мускав урлă тепĕр хут распределени туса хăй çуралнă ялта хăварма ыйтать. Çав çулах колхозра прорабра ĕçлеме пуçлать. Яваплăха туйса ĕçлекенскере унтан партком секретарьне суйласа лартаççĕ. Тепĕр виçĕ çултан ăна халăх Крупская ячĕллĕ колхоз председателĕн тилхепине шанса парать.

Текста малалла вулăр...

Теплицăра чăваш хĕрарăмĕсем ытларах ĕçлеççĕ

Людмила Семенова вăтăр çула яхăн Баратаевкăри «Тепличное» хуçалăхра вăй хурать. Халĕ – иккĕмĕш уйрăмăн 4-мĕш бригадинче.
 
-Пирĕн ĕç питĕ йывăр. Çулла сывлама çук шăрăх, сывлăш çитмест. Юрать, хĕлле ăшă. Юлашки вăхăтра пĕтĕм ĕçе механизацилерĕç. Слесарьсем кнопка кăна пусаççĕ. Унччен вара веçех алăпа тунă. Миçе тонна çĕр йăтнă-ши çак вăхăтра! Пахча çимĕç ӳстернĕ чухне алăпа тытса шлангсемпе шăварнă. Ахальтен мар пуль теплицăра ĕçлекенсенчен 90 проценчĕ чăваш. Ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Ытти халăх çыннисем çав йывăрлăха чăтаймаççĕ. Пирĕн бригадăра та пĕр вырăспа пĕр тутар кăна. Ĕçлекенсенчен нумайăшĕ Чăваш Республикинчен. Чăнлă районĕнчен те ĕçлеме çӳрекенсем пур, вĕсене çул укçи тӳлеççĕ, - каласа парать Людмила Николаевна.
Л.Н.Семенова (хĕр хушамачĕ Антонова) 1960 çулта Шăмăршă ялĕнче çуралнă.

Текста малалла вулăр...

Чăваш юрри-ташши илĕртет

Мĕнле шкулта вĕренни мар, тĕпренчĕкĕ епле учитель патне лекни пĕлтерĕшлĕ тенине ашшĕ-амăшĕнчен пĕрре мар илтме тӳр килнĕ. Аван учитель ачана пĕрремĕш класран, пĕрремĕш кунĕнчен пуçласах тĕрĕс çул-йĕр çине тăратса пырать, çителĕклĕ пĕлӳ парать.
 
Бахтеевка шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Владимирова патне лекнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртет куншăн.
Чăваш Кăлаткă ялĕнче çуралнăскер шкул хыççăн вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленсе Сызраньти педагогика училищине вĕренме кĕрет. Тăван яла таврăнсан ача садĕнче 27 çул ĕçлет. Вĕсенчен 13 çулне учреждени заведующин тилхепине тытса пырать. Анчах та чунĕ Татьяна Константиновнан шкулах туртать. Акă ĕнтĕ пуçламăш классенче вĕрентме тытăннăранпа 11 вĕренӳ çулĕ те çитнĕ. Çĕнĕ 2015-2016 вĕренӳ çулĕнче унăн 4-мĕш класс пулĕ. Класĕнче – 4 ача.

Текста малалла вулăр...

Ачасемшĕнех пурăнас килет

Пухтелĕнче пурăнакан Татьяна Юрьевна Мультюкова тĕрлĕ енлĕ пултаруллă. Вăл алă ăсти, юрра-ташша пултарать, ялти юрă ушкăнне ертсе пырать, çаплах – юратакан амăшĕ.
 
Сцена Çукки чăрмантарать
Т.Мультюкова – ялти Культура çурчĕн директорĕ. «Пухтел ялĕнче клуб çук, унчченхи çуртне кĕме те юрамасть», - тейĕ пурне те пĕлекен вулаканăм. Çапла. Клуб çурчĕ юрăхсăр. Анчах та клуб валли колхоз правленийĕ пулнă çуртра пӳлĕмсем уйăрса панă: директор валли тата çамрăксене дискотека ирттермелли. Штатра икĕ çын – директор тата музыка ертӳçи, иккĕшĕ те çуршар ставкăпа ĕçлеççĕ.
-Клуба хупрĕç пулин те унти мĕнпур оборудование сыхласа хăварма пултартăмăр. Хăрушă пулсан та куллен эп унта кĕрсе тухатăп, тĕрĕслетĕп. Çамрăксем пушă ларакан клубăн чӳречисене çĕмĕреççĕ, унта кĕрсе тем шыраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Аллă çул – алла-аллăн

Лидия Матвеевна тата Владимир Осипович Романовсем пĕрлешнĕренпе кăçал çур ĕмĕр иртнĕ. Аллă çул алла-аллăн пурăнаççĕ вĕсем, юратура тата килĕшӳре виçĕ ывăл та виçĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ.
Чи малтанах çемье пуçĕ ырă хыпар каларĕ: «Паян эп туртма пăрахрăм! Аллă çул ытла ĕмрĕм вĕт çав япалана, салтакрах тытăннăччĕ – çитет!»
Романовсем иккĕшĕ те Чăнлă районĕ-нчи Пухтел ялĕнче çуралса ӳснĕ, ĕçе ир кӳлĕннĕ. Владимир ашшĕсĕр ӳснĕ, ачаллах кĕтӳ кĕтме пуçланă, кайран плугарьте çӳренĕ. 1960 çулта вара Скугареевкăна кайса тракториста вĕренет, унтан яла таврăнса ДТ-54 трактор çине ларать. Тепĕр çултан вара çар ретне тăрать. Хĕсмечĕ унăн Азербайджанпа Иран чиккинче иртет – пограничник.
-Пирĕн отряд Ленкорань хулинчеччĕ – ту-сăртлă вырăнта, застава 40 çухрăмраччĕ. Унта çуран та, лашапа та, автомашинапа та çӳреттĕмĕрччĕ.

Текста малалла вулăр...

Çăкăр Иванĕ

Иван Федорович Ледюков 1933 çулта Кивĕ Улхашра хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере çиччĕн ӳснĕ. Вăл варринчи.
 
-Эпĕ пилĕк класс вĕреннĕ. Малалла май пулман. Вăхăчĕ çапларахчĕ. Ку тĕле вăрçă чарăннăччĕ ĕнтĕ. Ялта арçынсем сахалланса юлчĕç. Эпир,12-15 çулхи ачасем, аслисем тăвакан мĕнпур ĕçе кӳлĕнеттĕмĕр. Колхоз вăкăрĕсемпе улăм турттараттăмăр, акаттăмăр, сӳ-реттĕмĕр.
1949 çулхи апрель уйăхĕнче мана пушар сӳнтерекене ĕçлеме илчĕç. Вăл вăхăтра пушар машинисем пулман, шыва лашапа турттарнă. «Правда» колхоз председателĕ Александр Николаевич Рахманов мана лайăх лаша уйăрса пачĕ. Эпĕ виçĕ çул çак лашапа пушарникре ĕçлерĕм. Шывне насуспа – алă вăйĕпе – ăсаттăм. Нумай пушар сӳнтернĕ, - аса илет Иван Федорович.
1952 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче ăна салтака илсе каяççĕ. Вăл Украинăри Ивано-Франковск хулине лекет.

Текста малалла вулăр...

«Канашсăр» кичем

Ульяновск районĕнчи Аслă Ключищĕре «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илекенсене алă пӳрнисемпе шутласа кăларма пулать. Вĕсенчен пĕри – Елизавета Кутюмова (Дмитриева).
 
Вăл ку тăрăха 1971 çулта Шăмăршă районĕ-нчи Чăваш Патуелĕнчен килсе тĕпленнĕ. Ку вырăнсене малтан унăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ килĕштернĕ пулнă.
-Манăн мăшăр та хамăр районсемехчĕ – Чăваш Шăмăршă каччиччĕ. Эпир унпа икĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр. Анчах кунта килсен вăл нумаях пурăнаймарĕ, çĕре кĕчĕ. Тепĕр арçынпа пурнăçа йĕркелесе ярас терĕм. Питĕ лайăх çын тĕлне пултăм. Пирĕн ывăл çуралчĕ. Чăх-чĕп фабрики хваттер уйăрчĕ. Анчах вăл малтанах чирлекелесе тăратчĕ. Вăл та нумаях пурăнаймарĕ, каллех пĕччен тăрса юлтăм. Пĕччен тени тĕрĕсех те мар ĕнтĕ, виçĕ ачам мана тимлĕхсĕр хăвармасть тата виçĕ мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ,- тет Елизавета Васильевна.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 12.