Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Малти вырăнта – яваплăх

Чăвашкассинче çуралса ӳснĕ Сергей Имангулов кирек ăçта та яваплăхĕпе палăрнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех Сергей ĕнесене машинапа сăвакан оператор ĕçне алла илнĕ, районти ăмăртăва хутшăнса ĕне сăвакансем хушшинче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Унсăр пуçне каччă спортра пысăк ӳсĕмсем тунă, шкул ятне районти ăмăртусенче хӳтĕленĕ. Хăйне çамрăклах туптани ăна çарта питĕ пулăшнă.
Вăтам шкул пĕтерсенех Сергей Кронштадтри тинĕс çар флотне учебкăна лекет. Ултă уйăх хушшинче шыв çинчи карапсен ракетчик-артиллерис чĕн специальноçне алла илет. Унтан пирĕн ентеше Мурманск облаçне – Беринг тинĕсĕ çывăхĕнчи Североморск хулине – службăна яраççĕ.
-Çитсенех мана отрядăн командирне çирĕплетрĕç. «Адмирал Нахимов» караппа çулталăк çурă ытла çар вĕренĕвĕсене тухса çӳрерĕмĕр, Çĕнĕ çĕр çине те çитсе куртăмăр.

Текста малалла вулăр...

Водительсене çӳреме вĕрентет

А.Ф. Дунаев Аслă Нагаткинти технологипе сервис техникумĕнче (маларах вăл СПТУ пулнă) 28 çул вăй хурать ĕнтĕ. 52 çулта кăна пулин те вăл икĕ çул каялла стажпа тивĕçлĕ канăва тухнă. Çаплах Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ ятне илнĕ.
Ĕçĕ вара ун çăмăл мар – производство вĕрентĕвĕн маçтăрĕ. Урăхла каласан автомобиль водителĕсене çул çинче пĕрремĕш утăмсем тума, çӳреме, юсама вĕрентет вăл, практика ирттерет.
-Эпир кунта В тата С категориллĕ шоферсене хатĕрлетпĕр. Машинăпа ху çӳресси – пĕр япала, çӳреме вĕренекенсем çумĕнче хăраса ларса пырасси – пачах урăхла. Çӳç вирелле тăрать хăш чухне – тем хăтланакансем те пур. Çамка çине шултра тар пĕрчисене кăлараççĕ. Кювета та сиктернĕ мана, юпа çумне те пырса çаптарнă... Мыскарасем кăтарткаланă. Ахальтен çӳç кăвакарма тытăнман ĕнтĕ, - тет Анатолий Федорович шӳтлерех хăй ĕçĕ пирки.

Текста малалла вулăр...

Сварщик

Ефремовсем – Любовь Анатольевна тата Михаил Исаевич – Ульяновскри Çĕнĕ хулана 1983 çулта Пушкăртран килсе тĕпленеççĕ. Кунта çитсенех кил хуçи «Авиастар» завода вырнаçать, сварщик профессине алла илет. Вăл паян та çак ĕçре вăй хурать.
Çуралма вара вăл 1960 çулта Пишпӳлекре çуралнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн СПТУра тракториста вĕреннĕ, хурçă утпа ĕçленĕ. Салтака каяс умĕн водитель правине те илнĕ. Анчах çарта – Хабаровскра -- машинапа ĕçлеме тӳрĕ килмен ăна. Ачаранах техника патне туртăнакан, ăна самай чухлакан салтака командирсем тӳрех асăрхаççĕ те автовзводра механик тивĕçĕсене туса пыма шанаççĕ. Вара вăл Китай чиккине сыхлакан ЗИЛ-131 автомашинасем йĕркеллĕ çӳренĕшĕн яваплă çын пулса хĕсметне ирттерет.
Ульяновскра çемье хваттерлĕ пулать, ывăлпа хĕр çуралаççĕ. 10 çул "Авиастарта" ĕçленĕ хыççăн кил хуçи Мускаври стройкăсенче те вăй хурса пăхать.

Текста малалла вулăр...

Эпир ача пăхса виçшер çул ларман

Пухтелĕнче тăрăшуллă та ĕçчен хĕрарăмсем сахал мар. Раиса Петровна Тимиркинанах илер. Вăл Анат Тимĕрçентен качча килсе мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ӳстернĕ, мăшăрлантарса килтен вĕçтерсе кăларнă. Нумай çул дояркăра, шкулта техничкăра вăй хунă. Кăçал вăл 60 çул тултарнине паллă тунă.
-Мана çамрăклах йывăр ĕçре пилĕке авма тиврĕ. Ĕнисене кана-кана сума пулать-ха, тулли флягăсене те хамăрах йăтаттăмăр вĕт...Телее, хуçăлмарăмăр. Качча кайса ача çуратма юрăхлă пултăмăр. Упăшка крановщикра вăй хучĕ. Ялти мĕнпур фермăна вăл тунă тесен те йăнăш мар пулĕ. Шел, вăл вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Ачасене ӳстерме хуняма нумай пулăшрĕ. Пирĕн вăхăтра хальхи пек виçшер çул ача пăхса ларман вĕт... - тет Раиса Петровна.
Фермăран шкула куçсан вăл пилĕк техничкăран пĕри пулса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Вĕрентӳçĕ йăхĕ тăсăлнипе савăнать

Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнине халалланă регионти «Педагогика фестивалĕ» конкурсăн район тапхăрĕнче «Художественное слово» номинацире Кивĕ Улхаш вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Геннадьевна Яргункина пĕрремĕш вырăн йышăннă.
 
Вăл жюри умĕнче ачаранпа юратнă тутарсен паллă поэчĕн Муса Джалилĕн «Варварство» сăввине чуна тивмелле каласа панă.
Жюри çĕнтерӳçĕсене тăватă номинацире палăртнă.
С.Г.Яргункина – учительсен династийĕнчен. Унăн амăшĕ Нина Владимировна Ледюкова çак шкулта ачасене 42 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Светлана Геннадьевна Яргункина (качча кайнă хушамачĕ) та 34 çул вăй хурать. Ултă çул каялла шкула унăн хĕрĕ Алеся Ивановна ĕçлеме килнĕ. Вăл та филолог. Пурĕ вĕсен çемйин педагогикăри ĕç стажĕ 82 çул.

Текста малалла вулăр...

Çунатлă ĕмĕтсемпе пурăнать

Кирек мĕнле ялта та Культура çурчĕ е пĕчĕк клуб та пулин пулмаллах. Шел, Чăнлă районĕнчи пур ял та Культура çурчĕ пуррипе мухтанаймасть. Кивулхашсем ку енĕпе телейлĕ темелле. Вĕсен пысăк, хăтлă кермен. Вăхăтĕнче кунта 50 çынран тăракан сумлă хор пулнă. Анатолий Марков ертсе пынипе вăл 1985 çулта «Халăх хорĕ» ята тивĕçнĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче çак хисеплĕ ята тепĕр хут çирĕплетнĕ. 1987 çултанпа Культура çурчĕн ĕçне Людмила Шываева ертсе пырать.
 
-Эпĕ ку яла килнĕ çĕре хор пурччĕ ĕнтĕ. Малтанах колхозра счетовод-кассирта ĕçлерĕм. Кайран библиотека ĕçне шанса пачĕç. Эпĕ хора çӳреме пуçларăм. Юрă-ташăпа ачаранах туслăччĕ,- каласа парать Людмила Михайловна.
Вăл Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Матак ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсенех хăй пурнăçне Чĕмпĕрпе çыхăнтарнă.

Текста малалла вулăр...

Пиллĕкре тăратăп та виçĕ çухрăм чупатăп

Мадуровсен çуртне кĕрсенех урайĕнче тĕрлĕ кире пуканĕсене, маччаран çакса хунă бокс миххине асăрхатăн. Пуçа çĕклерĕм те -- çакăнтах турник. Василий Леонидовичран: «Кам аппаланать кусемпе/» - тесе ыйтрăм.
Кил хуçи: «Хам аппаланатăп, ывăла та хăнăхтаратăп, - терĕ сывлăх сунса. -Маншăн спорт вăл – пурнăç. Эпир ывăлпа хĕлле ирхине пилĕк сехетре вăранатпăр та йĕлтĕр сыратпăр, унтан хир тăрăх виçĕ çухрăм чупса килетпĕр. Кайран эпĕ ĕçе каятăп, вăл – шкула. Çулла та кун сиктермесĕр çакăн чухлех чупатпăр. Спортпа аппаланнă хыççăн хама çамрăк вăхăтри пекех туятăп. Эпир çак çула çитсе аптекăран эмел туянса курман. Эпĕ çулла уйра тата вăрманта ӳсекен сиплĕ курăксене, чечексене пуçтаратăп та типĕтсе хуратăп. Вара хĕлĕпех çавсемпе усă куратпăр. Ку япалана мана атте вĕрентсе хăварчĕ. Спорт тата сиплĕ курăксем сывлăха тытса тăма питĕ пулăшаççĕ».

Текста малалла вулăр...

Чăн-чăн учитель сăнарĕ халĕ те куç умĕнче

Кĕçĕн Нагаткин шкулĕнчи химипе биологи вĕрентӳçи Зинаида Николаевна Илямакова (хĕр хушамачĕ Крикова) Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван ял шкулĕнче пĕлӳ пухнă.
 
Дневникри яланхи паллăсем унăн «пиллĕк», сайра хутра «тăваттă» пулнă. Вăл пур предметпа та олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсем йышăннă – вырăс чĕлхипе те, математикăпа та, химипе те, физикăпа та... Çав вăхăтрах спорт ăмăртăвĕсенче малтисен хушшинче пĕри пулнă, шкулта комсомол организацийĕн секретарĕн ĕçне илсе пынă.
-Учитель пуласси пирки эпĕ иккĕленмен. Умра пĕр ыйту кăна тăнă - мĕнле предметпа вĕрентекен пуласси/ Анчах юратнă вĕрентекене – Анастасия Петровна Кустована (Князькина) пула химипе биологи суйларăм. Чăн-чăн учитель сăнарĕ халĕ те куç умĕнче. Çамрăк педагога эпĕ хисеплеттĕм, юрататтăм.

Текста малалла вулăр...

Çирĕм çула яхăн – шыв айĕнче

Пуш уйăхĕнче Çĕнĕ хулари 86-мĕш шкулта Ульяновск облаçĕнчи Шыв ай флочĕн морякĕсен кунĕ иртрĕ.
 
Пухăннисен хушшинче пирĕн ентешсем те чылайччĕ. Вăл шутра – Анат Тимĕрçенте пурăнакан Валерий Сымкин аслă старшина та. Унăн кăкăрне «Тӳрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн», «Çар ĕçĕн маçтăрĕ» мухтав паллисем, «Раççей флочĕ 300 çул тултарни», «Лăпкă океан флочĕ 275 çул тултарни» юбилей медалĕсем, «Инçе çул çӳревшĕн» кăкăр палли илемлетеççĕ.
Ытлашши сăмах ваклама юратмасть Валерий Васильевич, çав тери сăпайлă çын. Тен, çапларах пулмалла та çар çыннин. Апла пулин те хăйĕн хĕсметри çулсем çинчен, унта мĕнле лекни çинчен кула-кулах аса илчĕ.
Пулас моряк Чăнлă районĕнчи Солнце поселокĕнче çуралнă, Аслă Нагаткинти вăтам шкултан вĕренсе тухнă.
-Манăн атте хăй вăхăтĕнче пограничникра чикĕ сыхланă.

Текста малалла вулăр...

Вуннăрах тĕрлеме тытăннă

О.Г.Вириялова 15 çултах тăван ялĕнче – Кивĕ Чакăра – колхоз ĕнисене сума тытăннă. Ушкăнра 16 ĕне, вĕсене куллен виçĕ хут алăпа сумалла. Уншăн уйăха 50-60 тенкĕ укçа тӳленĕ.
 
– Атте – Гаврил Васильевич – инвалидчĕ, вăрçăран хăрах урапа таврăннă. Анне – Мария Федоровна – тĕрлĕ ĕçсенче вăй хуратчĕ, мишер ялĕсенче кирпĕч çапса çӳретчĕ. Эпир те, вĕсен тăватă ачи, колхоз ĕçне 12-13 çултах кӳлĕннĕ, вир, куккурус, чĕкĕнтĕр çумланă, улăм пуçтарнă. Анне мана 10-11 çултах тĕрлеме вĕрентрĕ. Краççын лампи çутипе тăрмăшса лараттăмăр вара. Ун чух краççынĕ те çителĕклĕ марччĕ-ха, ăна питĕ перекетлесе тыткалатчĕç,- аса илет Ольга Гавриловна.
Хĕр 22 çулта пĕрле вĕреннĕ Петр Вириялова качча каять. Кăштах пурăнсан вара çемье Тутарстанри Çĕпрел районĕ-нчен тухса кайма шутлать. Вирияловсем Майна районĕнчи Юшански ялĕнче ĕç тупаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Патшалăх умĕнче яваплăхăмăр пысăк

Мускинсен çемйи Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче тĕслĕхлисен шутĕнче. Ольга Георгиевнапа Николай Николаевич виçĕ ача çуратса ӳстернĕ тата икĕ ачана усрава илнĕ.<Ӳb>
 
-Хамăр ачасем ӳссен темле тунсăхлă пек пулчĕ. Кĕçĕн ывăл ачаш ӳсесрен хăраса мăшăрпа канашларăмăр та тепĕр икĕ тăлăха усрава илсе телейлĕрех тăвас терĕмĕр. Вĕсене Çĕнĕ хулари Ачасен çуртĕнче тупрăмăр темелле. Ун чух ялта усрава илнĕ пĕр çемье кăначчĕ-ха. Эпир иккĕмĕш пултăмăр. Хĕрачасем халĕ хамăр ачасем пекех çывăх пулса тăчĕç. Ксюша тăххăрта, виççĕмĕш класра вĕренет. Кристина — улттăра, ача садне çӳрет. Хамăн кĕçĕн ача Андрей тăххăрмĕш класра вĕренет. Вăл спортпа туслă. Асли Юрик авланнă. Вăл десант çарĕнче хĕсметре тăчĕ. Кин чăваш, практикăра педколледжра вĕрентет. Вĕсем мăнук парнелерĕç ĕнтĕ. Хĕрĕм Таня кĕçех техника университетĕнчен вĕренсе тухмалла.

Текста малалла вулăр...

Ĕç кĕнекинче – пĕр йĕрке

Иртеççĕ ырă вăхăтсем, шкула çӳреттĕмĕр хавас...» - аса илет пĕлӳ тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тунине Р.В.Микка – вăтăр пилĕк çул Чăнлă районĕнчи Орловка шкулĕнче пуçламăш классене пĕлӳ тата воспитани паракан вĕрентӳçĕ. Унăн ĕçлев кĕнеки те юр пек шап-шурă: ĕçлеме хăçан тытăннине çеç палăртнă, паллах, хавхалантару çыравĕсемсĕр пуçне.
- Атте – Василий Степанович Игнатьев – юратса та хавхаланса колхоз хирĕсенче тыр-пул пуçтарнă. Хуçалăхăн чи хастар комбайнерĕсенчен пĕри пулнă. Анне – Александра Ефимовна – тăватă хĕр амăшĕ. Вăл та ĕмĕрне колхозри тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурса пепкисене вĕрентнĕ, çитĕнтернĕ. Эпĕ, ачаранах вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 1976 çулта Вăта Тимĕрçен шкулĕнчен вĕренсе тухрăм та Çинкĕл педучилищине вĕренме кĕтĕм. 1980 çулта диплом илсе Орловкăри шкула вырнаçрăм. Çавăнтанпа кунти шăпăрлансене пĕлӳ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тума пулăшатăп, - пуçларĕ калаçăва Роза Васильевна.

Текста малалла вулăр...

Валерий МИШКИН: «Ĕçпе пиçĕхсе кун иртсен чунăм тасалать»

Çур ĕмĕр те пурăнма ĕлкĕреймен Валерий Васильевич Мишкин Ульяновск облаçĕн строительство министерствин тата кĕпĕрнаттăрĕн Хисеп хучĕсене тивĕçни – ĕçпе пиçĕхсе кун иртсен чунăм тасалать тенине тӳрре кăларакан витĕмлĕ çирĕплетӳ.
 
– Атте – Василий Иванович – ылтăн алăллă платник. Анне – «Ача амăшĕ героиня» тата «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденсен кавалерĕ. Иккĕшĕ те Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Паснапуçĕнче çĕр ĕçĕн чурисем пулса вăй хунăскерсем. Ачисем те вун пĕр чунлă çемьере çăкăр татăкне тар тăкмасăр ĕçлесе илме май çуккине ăнланса çитĕннĕ. Эпĕ, 1969 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче – Çĕршыв чиккине сыхлакансен кунĕнче – çуралнăскер, Чăваш Паснапуçĕнче 8, Аслă Аксура 10 класс пĕтертĕм. Ударник пулнă. Йĕлтĕрпе ярăнасси маншăн чи пысăк киленĕве çаврăннă.

Текста малалла вулăр...

Хĕрĕх çул ĕне сунă

Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче пурăнакан Зинаида Моисеева. Патăрьел районĕ-нчи Çăл Атăк ялĕнче 1954 çулта çуралнă. Хĕр вун тăватă çултах фермăра ĕне сума тытăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçне улăштарман, хĕрĕх çул та çичĕ уйăх патшалăха сĕт парассишĕн тăрăшнă.
- Аттепе аннен вунă ача пулнă. Тăхăнас килетчĕ, çавăнпа ĕçлеме васканă. Саккăрмĕш класс пĕтерсен пирĕн яла Чăнлă районĕнчи Богородски Репьевка ялĕнчен ĕне сăвакансене пуçтарма килнĕ. Никама нимĕн каламасăр, çийри тумпа кăна юлташ хĕрĕсемпе, пурĕ саккăрăн, лартăмăр та килтĕмĕр Ульяновск облаçне. Çĕрле кăна çитрĕмĕр вырăна. Урара – сантали, çийре - кĕпе. Ферма заведующийĕ пире курсан пĕççине шарт! çапрĕ. Мĕн тăвăн! Общежитие вырнаçтарчĕ. Ирпе ĕçе кайма халат, атă, тутăр пачĕ. Тепĕр кун пире улăштарса тăхăнма арăмĕн япалисене илсе килчĕ.

Текста малалла вулăр...

Паян ăнмасан ыран ăнать

«Паян ăнмасан – ыран ăнать. Пурнăç çулĕпе утнă май хирĕç çил вĕрсессĕн çухалса кăна каймалла мар», - тесе çирĕплетет Ульяновск облаçĕн, Раççей коммуналлă хуçалăх министерствисен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ çĕршывăн Хисеплĕ строителĕ Виктор Петрович Тютин.
 
- Аттепе анне пехилне чунра тытса, хавхаланса пурнăçăма ирттеретĕп. Ачамсемпе мăнукăмсене те вĕсен пехилĕпе шăпа пӳрнине йышăнса, пĕр ӳпкелешмесĕр пурăнма ăс паратăп. Аттеçĕм – Петр Егорович – çичĕ çул Лăпкă океан флотĕнче матрос-химик пулса çĕршыв умĕнчи арçын тивĕçне пурнăçланă. Тăхăрьялти чи ăста платниксен шутĕнче пулнă. «Хăюлăхшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Анне – Лидия Ильинична – ашшĕ-амăшĕпе пĕтĕм çемйине (кулак çемйине) – Çĕпĕре ăсатнă вăхăтра ăнсăртран çăлăнса юлнă, тăлăх ӳссе çитĕннĕ, çавăнпа шкулта ултă çул çеç вĕренме пултарнă.

Текста малалла вулăр...

Тăлăха ăшă сăмах та пыл

Çын нушине чĕрепе туйса хăй çине пысăк явап илекенсен умĕнче пуçăма таяс килет. Паянхи ытлă-çитлĕ пурнăçра та Ача çурчĕсенче тăлăх ачасен шучĕ ӳсни шухăшлаттарать.
Телее, пур-ха çак мĕскĕнсене кил ăшши парнелекен çынсем. Чăнлă районĕнчи Хирти Репьевка ялĕнче пурăнакан Грачевсен çемйи – Виталий Михайловичпа Светлана Петровна – хăйсен ачи ӳссен пĕр хĕре усрава илнĕ. Стелла Арешина паян 8-мĕш класра вĕренет, кăçал 16 çул тултармалла. Усрава илнĕ чух вăл вунпĕрте кăна пулнă.
Çак яваплă утăма тума сире мĕн хистерĕ-ха тесе ыйтсан Светлана Петровна çапла хуравларĕ:
-Пĕрре мана шкул директорĕ тĕл пулчĕ те çапла каларĕ: «Эсир тĕслĕхлĕ çемье. Лайăх ывăл ӳстертĕр. Пĕр хĕрачана амăшĕ пăрахрĕ. Ашшĕ тĕрмере ларать. Стелла ятлă вăл. Усрава илĕр,тархасшăн, çак тăлăха». Шеллерĕм çак хĕре.

Текста малалла вулăр...

Самани урăх пулсан та тĕллевĕсем çавсемех

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, ятне Чăнлă районĕн Хисеп кĕнекине кĕртме тивĕçлĕ пулнă çын Николай Сайгушев ертӳçĕ ĕçĕнче вăй хума пуçланăранпа кăçал 25 çул çитет. Николай Петрович паян та -- районта чи ăнăçуллă ĕçлекен хуçасенчен пĕри. Çăкăр ӳстернĕ çĕрте унăн витĕмĕ курăмлă. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче вăл Ирçел ял халăхĕшĕн нумай ырă ĕç тунă. «Родники» ЯХПК ертӳçи тăрăшуллă та хăйнеевĕр çын пулнине вăл тăван ялĕнче çут çанталăка хӳтĕлессипе таччăн çыхăнса ĕçлени уçăмлăнах кăтартса парать: пĕвесенче пулă ĕрчетет, улма-çырла сачĕсем (6 гектатан 2 гектарне улма йывăççисем йышăнаççĕ) ӳстерет, вĕлле хурчĕсем тытать.
 
-Карап штурвалне пуçласа тытнă куна аса илер-ха, Николай Петрович.
- Эп ун чухне зоотехника, бухгалтера вĕреннĕ хыççăн тăван хуçалăхра вăй хураттăм.

Текста малалла вулăр...

Вăрăм çулпа нумай утса çӳрерĕм

Виталий Васильевич Кузнецов 1935 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шăмăршă районне кĕрекен Кахăрлă-Шăхаль ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕ – Василий Степанович, амăшĕ – Мария Кондратьевна. Вĕсем 4 ывăлпа 2 хĕр çуратса ӳстернĕ. Ывăлĕсенчен Виталий чи кĕçĕнни. Халĕ вĕсенчен виçĕ пĕртăванĕ сывă. Аппăшĕ – Александра – вăрçă тата ĕç ветеранĕ, 93-мĕш çулпа пырать. Кил хушшинче хăй тĕллĕнех çӳрет, ирпе тăрсан зарядка та тăвать . «Канаш» хаçат вулама юратать, çав тери тирпейлĕ кинемей, хăй çывăракан вырăнне никама пуçтарттармасть. Йăмăкĕ – Мария, ĕç ветеранĕ, Кузнецовсен çемйинче чи кĕçĕнни.
Виталий Васильевич вăрçă ачи. Вĕсен çемйинчен Аслă вăрçа виççĕн тухса кайнă: ашшĕ, аслă тетĕшĕ тата аслă аппăшĕ. Дмитрий Харьков облаçĕнчи Змиевское районне кĕрекен Тимченки ялĕнче чукун çул станцине фашистсенчен хӳтĕленĕ чух 1943 çулхи августăн 28-мĕшĕнче пуçне хунă.

Текста малалла вулăр...

Аттен профессине малалла тăсатăп

Пётр Филиппов Павловка районĕнчи Ирçе Шăмалакра механизатор çемйинче çуралнă. Тăватă ачаран вăл чи асли.
Ашшĕ ĕмĕрех тăван хуçалăхра трактористра тата комбайнерта вăй хунă. Амăшĕ – тĕрлĕ ĕçсенче. Пётр тăван ялти шкулта сакăр класс пĕтерсен малалла Павловкăри вăтам шкула вĕренме çӳрет. Лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Спортра палăрать. Йĕлтĕрпе чупассипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ ятне тивĕçет.
1976 çулта çара кайнă. Вăл Германири хими çарне лекет. Кĕске вăхăтрах хăйĕн çирĕп кăмăлĕпе пултарулăхне кăтартать. Чăваш ачине часах сержант звани параççĕ, техника уйрăмĕн командирне суйлаççĕ. Таврăнсан авланать. Арăмĕ – Надежда Ларионова – Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă ялĕнчен. Вăл педагог, Павловкăри ача садĕнче ĕçлет.
Шкул пĕтерсен Пётр штурвальнăйра çӳрет. Икĕ çултан тăрăшуллă качча хăйне комбайн шанса параççĕ.

Текста малалла вулăр...

Икĕ ĕçтеш, икĕ тантăш

Ирçелĕнче клуб çуккипе халĕ ял столовăйĕ ялти культура центрне çаврăннă темелле. Туй-и, ял уявĕ-и, юбилей-и, вилнĕ çынна асăнмалла-и – столовăй алăкĕсем пурин валли те яри уçă. Нумаях пулмасть кăна-ха «Родники» хуçалăх ертӳçи Николай Сайгушев кунта ял хуçалăх ĕçченĕсене пуçтарса уяв ирттернĕ: кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа саламланă, парнесем панă.
Ахальтен мар туртăнать кунта халăх. Столовăй заведующийĕ Галина Столярова ертсе пынипе унăн поварĕсем Надежда Таушкина тата Валентина Кашкорова тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ӳснĕ. Ульяновскра поварсен курсне пĕтернĕ. Ял каччисемпе çемье чăмăртаса ача-пăчаллă пулнă. Надежда Таушкинапа Александр Петрович вунă çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен икĕ ача: асли – 28 çулта, кĕçĕнни – çиччĕре. Аслă ывăлĕ ӳссе тăван килтен кайсан пит кичем пуласран çуратнă ĕнтĕ вĕсем иккĕмĕшне.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 12.