Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пурнăçне спортпа çыхăнтарнăшăн нихăçан та ӳкĕнмен

Нина Владимировна Казакова (хĕр хушамачĕ Быкова) пĕчĕкле пит шухă ача пулнă. Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралнă хĕр ачаранпах тетĕшĕ, аппăшĕ футболла, волейболла вылянине, вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннине сăнанă. Хăй те вĕсем тавра сиккелесе çӳренĕ. Шкула çӳреме тытăнсанах спортпа иртекен мĕнпур мероприятисене хутшăннă. Ытларах вăл çуран тата йĕлтĕрпе чупма юратнă. Аслă классенче 3-5 çухрăм йĕлтĕрпе чупса районта та ăна çитекен пулман. Облаçри первенствăна та лекет хĕр, анчах малта пыраканнисем çула тĕрĕс мар кăтартса янипе финиша çитеймест.
- Шкулта физкультурăпа Геннадий Фёдорович Ванюшкин вĕрентетчĕ. Вăл манпа пĕрле вĕренекенсенчен нумайăшне спорта явăçтарчĕ, ăна юратма вĕрентрĕ. Учитель ачасемпе ĕçлеме ӳркенместчĕ, шкулта час-часах ăмăртусем ирттеретчĕ, мала тухнисене районти ăмăртусене илсе каятчĕ, походсене илсе тухатчĕ, волейболла, футболла, баскетболла выляттаратчĕ.

Текста малалла вулăр...

Рона – районта пĕр ят!

Унăн ячĕ питĕ интереслĕ – Рона! Сăр районĕнче те пĕр ят.
Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Чиркӳллĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă вăл. Хăйне çавăн пек илемлĕ ят панин историне кулса каласа парать:
- Пирĕн аннепе аттен сакăр ача çуралнă. Эп саккăрмĕш, мана анне 44 çулта çуратнă. Çие юлсанах ăна тухтăрсем вăрçма пуçланă. Ытларах акушеркăран лекнĕ. Мĕн ватлăхра ача çуратса выртан тесе канăç паман вăл. Анне хĕр çуралтăрах тесе кĕл тăваттăм тесе каласа паратчĕ. Акушеркăна вара вăл хĕр çуралсан сан ятна паратăп, ытлашши ан вăрç ĕнтĕ тесе лăплантарма тăрăшнă. Эп çуралсан вара акушерка ятне – Рона - панă. Эх, савăнчĕ тет вара акушерка. Кунне темиçе хут мана пыра-пыра пăхатчĕ тет. Интереслĕ, пирĕн çемьери сакăр ачан та ячĕсем «Р» саспаллирен тытăнаççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи Сăр районĕнчи Сартунккана Рона Петровна Плечова Шупашкарти коопераци институтне пĕтернĕ хыççăн уйăрса янипе лекнĕ те яланлăхах çакăнта юлнă.

Текста малалла вулăр...

Вучаха сӳнме памасть

Наталья Александровна Самаркина арçын тĕрекне туйса унăн хӳттинче икĕ çул анчах пурăнма ĕлкĕрет. Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлать. Çамрăк хĕрарăм тата икĕ пепке тăлăха юлаççĕ… Ентешĕмĕре тăван халăх хушшинче ĕçлесе, ăна юратса та хисеплесе пурăнни çеç синкер тамăкне кĕрсе ӳкесрен хăтарса хăварать.
 
Тереньга районĕнчи «Молвинский» совхозра Александр Павлович Верхнёв тимĕрç-сварщика пĕлмен çын та пулман (икĕ çул каялла çĕре кĕнĕ). Унăн аллинчи тимĕр пластилин пек çемçелсе тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсене, эрешлĕ япаласене çаврăннă. Мăшăрĕ – Валентина Петровна (Молвино станцийĕнче пурăнать) – базăра склад заведующийĕнче вăй хунă. Верхнёвсем ташă-юрă маçтăрĕсем, алăстисем пулнипе палăрса тăнă. Çак пултарулăх енĕсем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хĕрне куçса пынă.
Наташа 1986 çулта Тереньгара вăтам шкул пĕтерет те Ульяновскри бухгалтерсен курсне вĕренме кĕрет.

Текста малалла вулăр...

Çичĕ ачине пĕччен ӳстернĕ

Нумай ачаллă амăшĕ, Ача амăшĕн медалĕн виçĕ степенĕн кавалерĕ, Надежда Поликарповна Тударинова (Косолапова) Ульяновскри Лаишевка станцăра пурăнать. Вăл Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнче 1949 çулта çуралнă.
Надежда, çемьери пĕртен-пĕр хĕр, шкул хыççăн амăшне пĕччен хăварас мар тесе ялтах юлать, фермăна ĕçлеме вырнаçать. Малтан пăру пăхать, кайран – сысна. Вунă çул хушшинче нумай нуша курать. Тăрăшса, пур ĕçе те лайăх тума вĕреннипе пысăк кăтартусемшĕн вăйне, сывлăхне шеллемесĕр тăрăшать. Чăнах та, унăн ĕçне грамотăсем, дипломсем парса, сăн ӳкерчĕкне хуçалăхри, районти Хисеп хăмисем çине вырнаçтарса хаклаççĕ.
1971 çулта вара Надежда Поликарповна Тутарстанри Нурлата качча каять. Çамрăк мăшăр Нурлата пурăнма куçать. Унта вĕсен икĕ ывăл çуралать. 1975 çулта вара Тудариновсем Ульяновск çывăхне, Лаишевка станцăна, куçса килеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Сăр тăрăхĕнчи юрă ăстисем

Сăр районĕнчи юрă фестивалĕсемпе конкурссем Никитино ялĕнче пурăнакан Мария Николаевнапа Александр Васильевич Карзановсемсĕр иртмеççĕ. Вĕсем çак тăрăхри уявсене илем кӳрекенсем.
Чăваш çыннисем вырăс, чăваш юррисене илемлĕ сассисемпе шăрантарса куракансене савăнтараççĕ. Çемье пуçлăхĕ купăсне те хăй калать. Вĕсем тĕрлĕ конкурссен лауреачĕсем тата дипломанчĕсем. Юрă ăстисем ятарласа Шупашкартан хăйсем валли чăваш тумне çĕлеттерсе килнĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялта, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнче, çуралса ӳснĕ. Хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах качча Мария купăс хитре калама пĕлнĕшĕн юратса пăрахнă. Йĕкĕте салтака ăсатса янă, тинĕс флотĕнче хĕсметре виçĕ çул тăнă Александра кĕтсе илнĕ. Вунă класс хыççăн Мария Николаевна Шупашкарти çĕвĕ училищинче вĕреннĕ, çĕвĕç-мотористкăра хулара икĕ çул маçтăрлăхне туптанă.

Текста малалла вулăр...

Сăмахĕ те чир-чĕртен сиплет

Ольга Луханована Ĕшке çыннисем аякран курсанах çĕлĕкĕсене хываççĕ, умнерех пырса сывлăх сунаççĕ. Ялти хисеплĕ фельдшера çывăх курни вăл хăй кăмăллă, вашават пулнине пĕлтерет мар-и?
Кашнин сывлăхне тимлĕн тĕрĕслесе тăрать Ольга Геннадьевна, вăйлах чирлисем патне килнех пырса çӳрет: укол тăвать, эмел парать, юн пусăмне виçет. «Ырă тухтăрăн кăмăлĕ пирĕншĕн тепĕр чух хаклă эмелтен те пахарах туйăнать,-терĕ ав Марье аппа.- Килте пĕччен пурăнса упа-утаманах çаврăнатпăр тепĕр чух. Ольга Геннадьевна ăшă сăмахсем каласа йăпатать, вара юн пусăмĕ те чакать, чĕре таппи те тамалать. Ун аллинчен илнĕ эмел те усăллăрах пек туйăнать».
Ольга Луханова ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче 22 çул тăрăшать. Карсунти медицина училищине пĕтернĕ хыççăн килнĕ те тăван ялтах юлнă. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтернĕ.

Текста малалла вулăр...

Çынна ăнланса пулăшни кирлĕ

«Ĕçри тĕп тĕллев – ватăлса вăйсăрланнă, сусăр çынсен пурнăçне çăмăллатасси, чун ăшшине парнелесси,- çак сăмахсемпе пуçларĕ хăй сăмахне облаçри халăха куллен пулăшу паракан «Исток» центрĕн Чăнлă районĕнчи уйрăмĕнче вăй хуракан Любовь Ивановна Сулагаева.
-Манра ачаранах ыттисене пулăшас туртăм пурччĕ. Çавăнпа та шкул пĕтерсенех Шупашкарти медучилищĕне вĕренме кайрăм. Вĕреннипе пĕрлех пульницара ĕçлерĕм. Малтан санитаркăра, кайран медсестрара. Ача çуртĕнчи кăкăр ачисене пăхаттăм,- аса илет вăл çамрăклăх çулĕсене.
Свидетельство илсен вăл Вырăс Чăнлă ялне куçса килет. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме ача садне медсестрана вырнаçать. Нумаях та вăхăт иртмест – ача сачĕсем хупăнма е урăх организацисене куçма тытăнаççĕ. Вăл ĕçлекен ача садне те çак шăпах кĕтет. Шел, таврара сахал мар нушаллă, пĕччен пурăнакансем, пулăшу кĕтекенсем.

Текста малалла вулăр...

Туслă йышра çеç ĕç кал-кал пырать

Кивĕ Улхашри почта уйрăмĕнче мана унăн заведующийĕ Люция Рдюкова тата операторĕ Люция Тингусова тарават кĕтсе илчĕç. Икĕ Люция Николаевна хаçатăмăрăн тиражне ӳстерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрни пирки каласа пачĕç.
 
Кунта кашни килекенех чăваш хаçачĕ пирки аса илтереççĕ. Çапла майпа кунта «Канаша» вулакансен шучĕ çулсерен ӳссе пырать, çĕр çирĕме çитнĕччĕ. Икĕ çул каялла Кивĕ Улхаш почта уйрăмĕ облаçра пĕрремĕш вырăн йышăнса магнитофон выляса илнĕччĕ. Çук, хистесе мар, чăвашла вулама кăмăллакансене хăйсен ирĕкĕпе çырăнтарнă. Ун пирки черетре тăракан çынсем те пĕр саслă пулса пĕлтерчĕç.
- Хаçат çулсерен интересленсе, пуянланса пырать, ятарлă страницăсенче вуламалли, пурнăçра усă курмалли материалсем нумай. Вулас килсех тăрать,- терĕç тĕрлĕ çул-ӳсĕмлĕ çынсем пĕр-пĕрне пӳлсе тенĕ пек.

Текста малалла вулăр...

Комбайнёртан председателе çитнĕ

Чăнлă районĕнчи Тимĕрçен тăрăхĕнче аслă çулсенчи çынсем Николай Петрович Чамкин ятне лайăх пĕлеççĕ. Вăта Тимĕрçен ялĕнче 1936 çулта хресчен çемйинче çуралнăскер 11 çултах колхоз хирĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăрçă ачи теççĕ халь вĕсем пирки.
 
-Вăрçă пуçланнине эп тĕлĕкри пек кăна астăватăп. Сентре çинче выртатăп. Чӳречерен шаккаса çӳреççĕ, кашăк илмелле, çимелли, клуб умне пухăнмалла теççĕ. Аттене, Тимĕрçенти МТСра тимĕрçĕ-слесарьте ĕçлекене, военкомата илсе кайрĕç, анчах фронта илмен, хăварнă. Районта пурĕ икĕ МТС пулнă, унти ултă çынна çапла вăрçа яман. Кашни 6 уйăхра чĕнтерсе бронь панă. «Вăрçа кайсан авантарахчĕ», - тетчĕ атте тарăхса. Çын сăмахне те нумай илтнĕ ĕнтĕ вăл, вăрçăра мар тесе курайманнисем пайтах пулнă, çитменнине, НКВД та вĕсене тĕрĕслесех тăнă. Пурĕпĕр ялти ытти çынсемпе танлаштарсан эпир вăрçа çăмăлтарах чăтса ирттернĕ.

Текста малалла вулăр...

Сумлă ята тивĕçнĕ йăхташ

Кăçал Ульяновск облаçĕнче иртнĕ фермерсен конференцийĕнче регион правительствин председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин чи пултаруллисене ведомство наградисемпе чысланă. Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи çĕр ĕçченне Валерий Беспалова Раççей ял хуçалăхĕн аталанăвне вăй хывнăшăн «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ фермерĕ» ят панă. Çĕнĕ Малăкла районĕнчи тепĕр чăваш, фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Виктор Константинов çăкăр ӳстернĕ çĕрте çитĕнӳсем тунăшăн Терентий Мальцев ячĕллĕ медале тивĕçнĕ.
РФ тава тивĕçлĕ фермерĕ Валерий Беспалов малĕмĕтлĕ, ӳркенмен çĕр ĕçченĕ анчах мар, ентешĕсем-шĕн, чăваш культури аталанăвĕ-шĕн укçи-тенкине хăрхенмен спонсор та. Акатуй ирттермелле-и, Эврелĕнче е Мелекесс районĕнче облаçри пултарулăх ушкăнĕсене йыхăрса чаплă концерт йĕркелемелле-и, тархасшăн, Валерий Леонидович яланах укçан пулăшма, хавхалантарма хатĕр.

Текста малалла вулăр...

Халăха савăнтармалли çĕнĕ майсем шырать

Ялта ĕç пулсан, культура учрежденийĕ кирлĕ пек ĕçлесен çынсене пурăнма кичем мар. Кун пек чухне çамрăксем те вырăнтах тĕпленеççĕ.
Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕн клуб заведующийĕ Людмила Михайловна Ильина хăй тавра аслисене те, кĕçĕннисене те пĕрлештерме тăрăшать. Клуб çумĕнче аслисен «Палан» тата ачасен «Тумлам» ансамблĕсем, тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ, ялта час-часах культура мероприятийĕсем иртеççĕ.
Ĕшке ялĕнчи çынсемпе калаçнă май манра пĕр шухăш çирĕпленчĕ: чăвашсем центртан мĕнле инçерех, çавăн чухлĕ туслăрах. Ĕшке çыннисем те питĕ туслă. Пĕр-пĕр уяв йĕркелес пулсан клуб, вулавăш, шкул, ял администрацийĕ пĕрле туслăн çав ĕçе пикенеççĕ. Туслăхра вара чăннипех те вăй.
-Пурте пĕрле кар тăрса ĕçленипе уявсене те илемлĕ ирттеретпĕр, - тет клуб заведующийĕ.
Людмила Михайловна Ĕшке ялĕнче 1960 çулта кун çути курнă, тăван ялтах вăтам пĕлӳ илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Ентешсене тимлĕх уйăрасси – пархатарлă ĕç

«Хуть мĕнле тивĕçе те пурнăçлама пултаракан ырă та яваплă çынсемпе юнашар ĕçлеме çăмăл, ман пурнăç çулĕ çинче яланах тӳрĕ кăмăллă хастарсем пулнă», - тет Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ял тăрăхĕнче социаллă ыйтусене пурнăçлакан специалист Раиса Узикова.
Пухтел ялĕнче çуралнă пике шăпине районти чи пысăк чăваш ялĕнче – Кивĕ Улхашра – тĕл пулать. Раиса Пузырёва вăтăр сакăр çул каялла çак ял йĕкĕтне Геннадий Узикова качча каять. Малтанласа лавккара вăй хурать, унтан — «Алгаши» (каярах «Колос») хуçалăхăн комсомол пĕрлешĕвĕн секретарĕнче. Виçĕ ача амăшĕ ял канашĕнче (каярах XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче 131-мĕш федераллă саккунпа килĕшӳллĕн канашсем вырăнне ялсене тăрăхсене пĕрлеш-тереççĕ, Улхашсенчен те пĕр муниципаллă пĕрлĕх – ял тăрăхĕ туса хураççĕ) ĕçлеме пуçланăранпа кĕçех виçĕ теçеткене яхăн çул çитет.

Текста малалла вулăр...

Ӳкерӳçĕ, юсавçă, эреш ăсти

Владимир Авксентьев 1965 çулта çулла питĕ хитре вырăнта, вăрман хĕрринче – Шăмăршă районĕнчи Патирек ялĕнче – çуралнă. Ачаранах спортпа питĕ туслă пулнă. Ăна çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси илĕртнĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухне районти ăмăртусене хутшăнса пĕр хутчен çеç мар малти вырăнсене тухнă. Ульяновск хулинчи иккĕмĕш профессипе техника училищинче водителе тата автослесаре вĕреннĕ хушăра та спорта пăрахман ял каччи. Тăваттăмĕш разрядпа тата хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă Володьăна 1984 çулта çара илеççĕ. Салтак пулма ĕмĕтленнĕ яш Çурçĕр Кавказа автомобильсен çарне лекет. Тӳрĕ кăмăллă чăваш каччи часах сержант пулать, авторота командирĕн çумĕ пулса тăрать. Çарта хастарлăх кăтартнăшăн 1985 çулта ăна яла отпуска яраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пĕр хутчен çеç мар хĕсметрен Тав çырăвĕ илме тивĕçлĕ пулаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Чи аван платник

Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнче паян 300 яхăн пенсионер пурăнать. Тăрăхри строителе Константин Поликарпович Антонова ылтăн аллишĕн çеç мар, вашават та сăпайлă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ, ун канашне, кашни сăмахне шута хураççĕ.
Çут тĕнчене Константин Поликарпович 1931çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче килнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе тăван хуçалăхĕнче – «Бахтеевский» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче – строительте вăй хунă. «2007 çулта 63 çул хупăнса тăнă хыççăн ялта Дмитрий Солунский чиркĕвне уçрăмăр,- терĕ Кĕçтенттин пичче.- Чиркӳ проектне тума мана шанчĕç. Çакă хавхалантарчĕ. Пуçпах ĕçе кӳлĕнтĕм. Чертёжсем туса чылай аппалантăм, макетне хатĕрлерĕм. Строительство ĕçĕсене илсе пынă çĕрте те ман тӳпе пур. Тавах Турра, чиркӳ ĕçлет паян. Ун алăкĕ Турă хăватне ĕненекенсемшĕн яланах уçă».
Чăваш Кăлаткăра кăçал иртнĕ Акатуйра аслă сцена çинчен ялти пултаруллă çынсене чысларĕç.

Текста малалла вулăр...

Вырмана килнĕ те – çакăнтах тĕпленнĕ

Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕнче 600 ытла çын пурăнать. Икĕ çын кăна «Канаш» хаçат çырăнса илет. Вĕсенчен пĕри – Владимир Васильевич Трофимов.
«Инçетрен куçса килнĕ чăваш, нумай çул ĕнтĕ пĕр сиктермесĕр чăваш хаçатне çырăнса илет. Пит маттур çын, хастар ĕçĕшĕн орденпа медальсене тивĕçнĕ», - терĕç почта уйрăмĕнче.
- Эпĕ 1938 çулта Тутарстанри Пăва районĕнчи Кĕçĕн Пӳркелĕнче çуралнă. Салтакран таврăнсан Ульяновскри моторсем тăвакан заводра ĕçленĕ чухне кĕрхи ĕçсенче пулăшма тесе яла яратчĕç. Пĕрре кăна мар пулкаланă. 1973 çулта мана пĕр уйăхлăха кăна тесе Барăш районĕнчи «Луговое» совхоза вырмана ячĕç. Эп трактористчĕ. Вырма пĕтсен командировкăна тепĕр уйăхлăха тăсрĕç, кĕрхи çĕртме тума хăварчĕç. Кайран тата. Çак ялта чылайлăха юлма тиврĕ. Маттур хĕрарăмпа, фермăра ĕне сăвакан Мария Гавриловна Охотинăпа, паллашрăм.

Текста малалла вулăр...

Афанасьев вăкăрсем ĕрчетме тытăннă

Н.В.Афанасьев — 2009 çултанапа хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ. Паян вăл тара илнĕ 700 гектарпа усă курать. Унсăр пуçне пилĕк гектар ытла хăйĕн çĕрĕ пур, унта база вырнаçнă. Инçех мар – йĕтем. Пĕтĕм çĕрĕн 65 проценчĕ çинче фермер пĕрчĕллĕ культурăсене ӳстерет, çаплах Сĕве юхан шывĕ хĕрринчи хирте курăк нумай акать, чĕкĕнтĕр туса илет.
Маларах вăл «Цильнинский» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хунă, председатель çумĕ, агроном тивĕçĕсене пурнăçланă. Каярах çак хуçалăха ертсе пынă, чылай çĕкленĕ. Ун тăрăшуллă ĕçне Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса хакланă.
-Услам çулĕ çине эпĕ 2006 çулта тăтăм, 2009 çултанпа фермер хуçалăхне ертсе пыратăп. Мĕн акса илсен усăллăрах пулнине пурнăç кăтартса пачĕ, çавăнпа ытти культурăсене акман эпĕ. Утă пур, фураж пур – мĕншĕн выльăх ĕрчетес мар терĕм.

Текста малалла вулăр...

Хĕре сыхласа пынă та – мăшăрĕ пулса тăнă

Н. Стратонов услам ĕçне пуçăниччен 17 çул милицире вăй хунă: малтан конвой, кайран патруль службинче. Шăпах çак ĕçре чухне паллашнă та вăл пулас мăшăрĕпе.
Ун чухне Тамара Ульяновскри тĕп универмагра сутуçăра ĕçленĕ. Н.Стратонова унта йĕркене сыхлама янă. Чиперкке чăваш хĕрне вăл пĕрре курсах килĕштернĕ, килне ăсатса яма ирĕк ыйтнă.
-Киле çити сыхласа пырап тесе каларĕ те – паян кунчченех сыхлать мана, - шӳтлет Тамара Серафимовна.
Часах çамрăксем пĕрлешеççĕ, туй тăваççĕ.
1990-мĕш çулсенче çĕршывра мĕн пулса иртнине аслăраххисем астăваççĕ ĕнтĕ: организацисем, предприятисем пĕрин хыççăн тепри саланса каяççĕ, çынсем ĕçсĕр тăрса юлаççĕ. Универмаг та хупăнать.
-Ĕçсĕр тăрса юлтăм. Ниçта кайма та аптрамалла. Хам профессипе ĕçлес килет - эпĕ Шупашкарта суту-илӳ техникумне пĕтернĕ вĕт.

Текста малалла вулăр...

Ялти васкавлă пулăшу

Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнчи Итĕм-Кура ялĕнче çуралса ӳснĕ Зинаида Буянова (Колесникова) 30 çул Павловка районĕнчи Кремучи посёлокĕнчи, Андреевка, Благодатка, Шиковка ялĕсенчи çынсене медицина пулăшăвĕ парса тăрать. Чĕнсен ирне-каçне, çанталăкне пăхмасăр вăл велосипед çине ларать те – чирлĕ çынна пулăшу пама васкать. «Чăн-чăн васкавлă пулăшу, вăл лайăх тухтăр пек тĕрĕс диагноз лартать. Турă панă фельдшер»,- теççĕ ун пирки ял çыннисем. Мĕншĕн тесен вăл районтан «Васкавлă пулăшу» машини çитиччен чирлĕ çынна мĕнпур кирлĕ медицина пулăшăвĕ парать.
– 30 çул хушшинче нумай çынна чĕртнĕ. Ача та çураттарнă, сурансене те çĕленĕ, пысăк операци кăна туман. 1993 çулта йĕкĕреш ача çураттарма тиврĕ. «Васкавлă пулăшу» килсе ĕлкĕреймерĕ. Хĕрпе ывăл çуралчĕ – Саша тата Федя. Вĕсем маншăн хресна ачасем пек.

Текста малалла вулăр...

Грант илни хавхалантарать

Чăнлă районĕнчи фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.В. Капитонов кăçал облаçри «Пуçăнса ĕçлекен фермер» программа тăрăх 818 пин тенкĕ грант илнĕ. Ку самаях пысăк укçа пек пĕрре пăхсан, анчах кунта «Нива» комбайн халь виçĕ миллион тенкĕ ытла тăнине шута илмелле. Çапах та аванах пулăшу ĕнтĕ ку.
Анатолий Владимирович фермер ĕçне 10 çул каялла пуçăннă. 112 гектар çĕр илнĕ, техника туяннă, çынсем пухнă.
-Халĕ те ман патăмра çав çынсемех ĕçлеççĕ, ниçта та каймаççĕ: Олег Репин, Ирфан Аюпов, Фидаил Абдулвалеев тата ыттисем. Эп вĕсемпе кăмăллă, укçа вăхăтра тӳлетĕп, кӳрен-терместĕп. Çывăх пурăнатпăр, хамăра халĕ пĕртăвансем пекех туятпăр – ĕç çапла пĕрлештерчĕ пире, — тет вăл.
Анатолий Владимирович Тутарстанри Павлă районĕнчи Алексеевка ятлă чăваш ялĕнче çуралнă. Икĕ çултах ашшĕсĕр юлнă, 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне вара амăшĕ вилсе каять.

Текста малалла вулăр...

Чăваш тумĕсене чунпа туйса çĕлет

Çак пултаруллă та илемлĕ хĕрарăмпа Уличери Акатуйра паллашрăмăр. Вăл уявра хăй çĕленĕ чăваш кĕписен куравне йĕркелерĕ. Ялавăрпа Уличе шкул ачисем валли парне – чăваш кĕписем – çĕлесе килнĕ.
– Эп Ульяновскра çуралнă, аттепе анне Çинкĕл районĕнчи Ялавăр ялĕнчен. Çавăнпа ачалăхри мĕнпур каникулсем Ялавăрта иртнĕ. Асаннен хĕр чухнехи хушамачĕ Ургалкина. Кукамайпа кукаçи, асаттепе асанне питĕ юратнипе канмалли вăхăтра чун çак илемлĕ ялах туртатчĕ. Çавăнпа та Ялавăрта юлташсем нумай. Çывăх çынсем юлманнипе юлашки 20 çул ялта пулманччĕ. Анчах Интернет урлă ачалăхри юлташсене шыраса тупсан эпĕ чăваш этеплĕхĕн авăрне путрăм.
Ялавăр клубĕнче «Флэш» ташă ушкăнне ертсе пыракан Светлана Ильдейкина шыраса тупрĕ. «Пире чăваш тумĕ кирлĕ. Çĕлеме вăхăт пулмасан эскизне те пулин туса пар-ха», – тесе ыйтрĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12.