Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

24 çултах – тĕп архитектор

Г.Лаптиков Кивĕ Улхаш шкулĕнчен вĕренсе тухсан кăштах колхозра ĕçлет, унтан Ульяновскри строительство техникумне пырса кĕрет. 1984 çулта ăна ăнăçлă пĕтерсен Чăнлă районĕнчи Вырăс Чăнлă ялне каять. Унта икĕ çул вăй хурать вăл. Çапла пуçланать ун ĕç биографийĕ.
Геннадий Александрович сакăр ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ, чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ – Александр Иванович – Аслă вăрçа хутшăннă, танк ăшĕнче çунса нумай вăхăт сывалма тӳрĕ килнĕ ăна. Ӳчĕ ăшĕнче ĕмĕрĕпех граната татăкĕсем йăтса çӳренĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă, ялти ятлă-сумлă çын, парти членĕ пулнă. Амăшĕ те – Васса Васильевна – колхозран пенсие кайнă.
-Атте-анне пĕр чарăнми пилĕк авса ĕçленĕ. Вĕсем пирĕншĕн тĕслĕх пулнă. Эпир те вĕсем пек ĕçчен пулма, тĕрĕс çулпа утма тăрăшатпăр ку пурнăçра, - тет Геннадий Александрович.

Текста малалла вулăр...

Пурнăçра йăлтах виçеллĕ пулмалла: ĕç те, кану та

Вăта Тимĕрçенти ял уявĕнче шăпăрлансем çӳллĕ йывăçсем айĕнчи сулхăнра вырнаçнă карусельпе ярăнса киленесшĕн тăраççĕ. Кам ăсталанă-ха çак ача-пăчана савăнтармалли авалхи япалана? Çывăхрах купăс тытнă арçынпа унăн мăшăрĕ тăратчĕç. Эпĕ йăнăшман иккен. Çаксем карусель хуçисем — Виктор тата Валентина Тягусевсем.
 
Карусель ачалăхăма аса илтерчĕ. Пирĕн колхозăн та карусель пурччĕ. Вăл самаях пысăкчĕ. Пĕр харăс 24 çын ларса ярăнма пултаратчĕ. Ăна ачасем тĕртсе çавăратчĕç. Тĕнĕлĕ çумĕнче тенкел çинче купăсçă кĕвĕ каласа ларатчĕ. Çиеле улăхаттăмăр та каштисенчен тĕртсе каруселе чупса çавăраттăмăр. Çавăншăн пире тӳлевсĕр ярăнма ирĕк паратчĕç. Виктор Алексеевич куçарса çӳреме меллĕрех пултăр тесе тăватă вырăнлине ăсталанă.
Ку каруселе вăл хăй шухăшласа кăларнă.

Текста малалла вулăр...

Вăрмана сыхлассипе ĕçленĕшĕн савăнатăп

Атăлçи федераллă округри вăрман хуçалăхĕн депар-таменчĕн федераллă патшалăх надзорĕн уйрăмĕн пуçлăхĕнче пирĕн ентеш Иван Алексеевич Моисеев 2008 çултанпа вăй хурать.
Иван Алексеевич Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакă ялĕнче çуралнă. Чакă тăрăхĕ – илемлĕ вырăнсемпе палăрать. Вăрманĕ те пур унта, шывĕ-шурĕ те. Кунта пурăнакан çынсемшĕн вăрман пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Иван мĕн пĕчĕкрен вăрман ырлăхне кăна мар, унăн нушине те курса çитĕннĕ. Вăрмана кĕрсе илемĕпе киленме, кăмпа-çырлине пуçтарса тухма кăна лайăх. Унти илемпе киленес тесен вара пайтах ĕçлемелле: уттине çулмалла, йывăçне лартмалла, хăшне касмалла, туратсенчен тасатмалла.
-Манăн мăнакка вăрманта ĕçлекен бригадăн бригадирĕччĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче эпир унăн бригадине ĕçлеме каяттăмăр. Çемьере пирĕн ачасем нумай пулнă.

Текста малалла вулăр...

Адамовсен ĕç йăхне малалла тăсакансем

Ирçелĕнчи Адамовсен нумай ачаллă çемйи хисеплисен шутĕнче. Çамрăк та ĕçчен мăшăр пĕрлешнĕренпе вăхăт нумаях та иртмен темелле — çемьере виçĕ ача аслашшĕпе асламăшне савăнтарса чупса çӳреççĕ. Алексейпа Татьяна та пĕр-пĕринпе ăнсăртран мар, Турă хушнипех паллашнă пуль теççĕ. Çак хушăра çепĕç туйăм хăватне тĕрĕслемелли пур тапхăрсенчен те çăмăллăнах иртнĕ вĕсем. Çемьене тĕвĕлесе тăракан чи пысăк пахалăх – ĕçченлĕх тата килĕшӳ тесе шутлаççĕ савакан чĕресем, ĕçре чăн телейне тупнине пытармаççĕ.
Кил хуçи Алексей Викторович – вырăнти «Родники» хуçалăхăн хисеплĕ тракторисчĕ. Ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн чи аван механизаторĕн Алексей Адамовăн сăн ӳкерчĕкĕ иккĕмĕш çул Чăнлă районĕн Хисеп хăми çинче çакăнса тăрать. Ун кандидатурине ял Совечĕн депутатне суйлама тăратнă.

Текста малалла вулăр...

Пĕчченлĕхне хаçат сирет

Вăта Тимĕрçенти çыхăну уйрăмне кĕрсен «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илекенсемпе кăсăклантăм. Унти ĕçчен Елена Краснова мана нумай çул юратса вулакансен хушамачĕсене асăнчĕ. Вĕсен хушшинче – Василий Григорьевич Галкин. Вăл 82 çулта пулин те чăваш хаçачĕсĕр хăйне пит кичем туять. Сăлтавĕ те çук мар. Василий Григорьевич пĕчченех кун кунлать.
Вăл 16 ачаран 15-мĕш пулнă. Асли – Ванька –1909 çулхи. Ашшĕ 57 çултах çĕре кĕнĕ. Ун хыççăнах – амăшĕ. Кĕçĕннисене 1911 çулта çуралнă Аканюк аппăшĕ пăхса ӳстернĕ. Пĕртăвансенчен Василий Григорьевич халĕ пĕр-пĕччен тăрса юлнă.
Унăн ĕмĕрĕ çак ялтах иртет. Сакăр класс пĕтерсен вăл тăван кохозрах ĕçлеме юлнă. Ялти МТС-ра тракториста вĕреннĕ. Хурçă лашапа ĕçлесе пăхнă хыççăн водитель профессине алла илнĕ. Нумай çул пушар сӳнтерекен, бензин турттаракан машинасемпе ĕçленĕ.

Текста малалла вулăр...

30 çул пушмак çĕлет

Тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулатăп. Ырă, ĕçчен те сăпайлă чăвашсем нумай пирĕн тăрăхра. Вĕсем чи йывăр производствăра вăй хураççĕ пулин те ĕçре пысăк кăтартусемпе палăраççĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕри – Ульяновскра пурăнакан Валентина Васильевна Кузьмина (Трофимова).
Вăл 1943 çулта Тутарстанри Пăва районĕнчи Мăрса (Кĕçĕн Пӳркел) ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, вăрçă ветеранĕ Василий Спиридонович, нумай çул колхоз председателĕнче, районти военкоматра, амăшĕ Анастасия Александровна ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра вăй хунă. Тăватă ачи те ĕçе юратса ӳснĕ. Валентина çемьере – виççĕмĕш. Пурнăçра хăй тĕллĕн укçа ĕçлесе илме ĕмĕтленсе хĕрача çиччĕмĕш класс пĕтерсенех, 15 çулта, хăйне пĕр çул аслăрах кăтартса чукун çул çине ĕçлеме кĕрет. Çамрăк пулин те шпалсем, рельсăсем улăштарнă çĕрте тăрмăшать. 1963 çулта Ульяновска куçать, строительсен организацийĕнче ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Байгар Ваççи лаша пек чупнă

Шӳтлеме юратакан Василий Идрисович Ендияровпа калаçма кăмăллă та çăмăл. Вăл пурнăçĕнчи темле йывăр саманта та шӳте куçарса çемçетме пĕлет, анчах сăрхăнса юхакан куççульне тытса чараймасть. Пурнăçĕ вара унăн, пирĕн çĕршыври миллионшар вăрçă ачинни пекех, пит йывăр килнĕ.
«Эп 1934 çулта çуралнă. Ĕмĕрхи тăлăх тетĕп хама. Анне пирĕн, Шерихве, виçĕ ачине тăлăха хăварса вăрçăчченех тифпа чирлесе вилчĕ. Эп ун чухне пиллĕкреччĕ. Атте ик ачаллă Мерчен ятлă хĕрарăмпа пурăнма пуçларĕ. Вĕсен тата ача çуралчĕ. Атте 1941 çулта фронта кайрĕ те таврăнаймарĕ. Ленинград çывăхĕнче ĕмĕрлĕхе пуçне хучĕ. Мĕнле ӳснине, вăрçă вăхăтĕнче мĕн тӳснине каласа пама мар, аса илме те йывăр. Тăлăх ачасем тăраниччен çисе те курман, тăхăнмалли те пулман. Кашни амăшĕ хăй ачине ытларах юратать. Çапах та сывă юлнăшăн паян та кĕлтăватăп.

Текста малалла вулăр...

Малта пулма хăнăхнă

Павловка районĕнчи Гремучи ялĕнче пирĕн йăхташсем йышлăн тĕпленсе пурăнаççĕ. Киргизовсен çемйинех илер. Тăрăшуллă, тӳрĕ кăмăллă пулнишĕн хисеплеççĕ çак çемьене кунта. Çемье пуçĕ Виктор Андреевич çакăнта çуралса ĕмĕрне ирттерме тĕв тунă.
Вăл пысăк мар çемьере çуралнă. Ашшĕ Кăлаткăпуçĕнчи паспорт сĕтелĕн пуçлăхĕ пулнă. Шкул пĕтерсен Виктор Тольятири 2-мĕш профтехучилищĕре электросварщик профессине илет. Ялти пĕр чăваш пикине Клавăна калама çук юратса пăрахнипе салтака кайичченех авланать.
Çар повесткипе ăна Димитровградри строительсен çар отрядне (ВСО) илсе каяççĕ. Чăваш каччине командирсем тӳрех асăрхаççĕ. Вăл ыттисенчен яваплăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрать. Çавăнпа та ăна электромонтаж уйрăмĕн командирне çирĕплетеççĕ. Отряд автоагрегат заводне тунă çĕрте ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Килте кашни кун пĕр пăта çапмалла

Ю.П.Яковлев «Газпром газораспределение Ульяновск» обществăн Аслă Нагаткинти филиалĕнче тĕп строительство ушкăнĕн пуçлăхĕнче çичĕ çул вăй хурать ĕнтĕ. Ку ĕçре ун опычĕ пысăк, малтан ДПМКра маçтăр, прораб, инженер пулнă, каярах çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче 13 çул инженерта ĕçленĕ.
Ĕç биографийĕ вара ун Хусанти инженер тата строительство институтĕнчен вĕренсе тухсан Кивĕ Çĕпрелĕнче (Тутарстан) пуçланать. Унта вăл направленипе лексе икĕ çул ĕçлет. Ун хыççăн Яковлевсен çемйи Аслă Нагаткина пурăнма куçать.
Ĕçĕ çăмăл мар ун. Ку организаци тăватă районта – Вешкайма, Карсун, Сăр тата Чăнлă – газ пăрăхĕсем хурать, пӳртсене те кĕртет. Строительство ушкăнĕн пуçлăхĕн рабочисем, маçтăрсем технологие пăхăнса ĕçленине пĕтĕмпех тĕрĕслесе тăмалла. Пурте пĕлетпĕр: газ хуçалăхĕнче ĕçлесси питĕ яваплă.

Текста малалла вулăр...

Аппăшĕсен çулĕпе – медицина тытăмне

Ольга Ивановна Бирюкова (Егорова) медицина тытăмĕнче аллă çула яхăн вăй хурать. Вăл çак хушăра хăй специальноçĕпе кăна мар, обществăлла ĕçсене (комсомол организацийĕн секретарĕ, профсоюз организацийĕн председателĕн çумĕ, парти организацийĕн бюровĕн членĕ) хастаррăн хутшăнса тĕлĕнтернĕ. Раççей Федерацийĕн сывлăх министерствин Хисеплĕ хучĕпе наградăланнă.
 
1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăра Курск пĕккинчи çапăçусенче суранланмасăр аманса (контузи) таврăннă Иван Андреевич Егоров (тăхăр теçеткене яхăн çул пурăннă) тата унăн мăшăрĕ Елизавета Семёновна çемйинче çичĕ ывăлпа хĕр ӳссе çитĕннĕ. Егоровсем ачисене вăтам тата аслă пĕлӳ илме майсем тупса панă.
- 1961 çулта Шемекри (Тăхăрьял тăрăхĕ) шкулта сакăр класс пĕтертĕм те Пăвари (Тутарстан Республики) медицина училищине экзаменсене ăнăçлăн тытса студентка пулса тăтăм, - Хавхалантараканĕсем аппасем – Татьянăпа Юлия – пулчĕç.

Текста малалла вулăр...

вăхăтра пулăшу памалла

Александр Краснов Чăваш Республикинчи Комсомольски районне кĕрекен Хирти Ĕнел ялĕнче çуралнă. 1974 çулта Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкултан вĕренсе тухать. Чунĕнчен медицина ĕçченĕ пулас тĕллевпе Ăренпур облаçĕнчи Орск хулине çул тытать.
Кĕçех пысăк ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан ял ачи медицина училищин студенчĕ пулса тăрать. Икĕ çул Совет çарĕнче фельдшер пулса хĕсметре тăрать вăл. Салтакра ăна юлташĕсем анчах мар, командирсем те паха ĕçĕшĕн хисеплеççĕ. Кăмăллăн пирĕн тухтăр тесе чĕнеççĕ.
Салтакран Саша Краснов училищĕре вĕреннĕ хушăра чунĕнчен юратса пăрахнă тăрăхах таврăнать. Ултă çул Ăренпурти медицина институтĕнче сиплев факультетĕнче вĕренет. Шăпа ăна Ульяновска илсе килет. Пĕрремĕш пульницара хирурги енĕпе интернатура иртет. 1986 çултанпа тăваттăмĕш пульницара, облаçри онкологи диспансерĕнче, Чукун çул районĕнчи пульницара тăрăшать, хирург тивĕçне пурнăçлать.

Текста малалла вулăр...

ЧирлЕсен юна тĕрĕслеттермелле

Медицина анализĕсене мĕншĕн памалла? Хуравĕ çиелтех выртать пек: чир паллисем пуçлансан е «аванах» чирлесе ӳксен. Анăçри çĕршывсенче лаборатори диагностики валли çулсерен пĕр çын пуçне 50 евро тăкаклаççĕ, Раççейре вара 1 евроран та сахалрах. Анализсем пирĕн ӳт-пӳ е уйрăм органсем мĕнле шайрине пĕлме май параççĕ. Маларах тĕрĕсленни чире шала каясран хăтарать, ун пек пулсан вара малашне сывалма нумай укçа тăкмалла мар пулать. Халĕ çын юнне клетка тата молекула шайĕнче тĕпчесе хăрушă чирсене организмра пĕтĕмпех хускалса кайиччен тытса чарма пулать.
Аслă Нагаткинти район пульницинче мĕнпур клиника анализĕсене ирттереççĕ, биохими енĕпе 38 тĕслĕ анализ тăваççĕ. Çаплах иммунитет тата фермент шайĕнче те тĕрĕсленме пулать, сарă чирне, простатита, рак чирне çийĕнчех тупса палăртаççĕ. Çынсем район территорийĕнчен тухмасăрах тĕплĕн тĕрĕсленме пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Светлана ЕФРЕМОВА: «Кĕрешместĕп, тавлашмастăп эпĕ пурнăçпа. Савăнса çеç пурăнатăп паянхи кунпа!»

Вăл хĕвел пек йăл кулмасăр пурăнан пурнăçĕнче пĕр утăм та тумасть. Пĕр кун та юратмасăр пурăнаймасть. Ыттисене те çут тĕнчене юратса телейлĕ пулма сунать. Хăй хĕвел, уйăх, çăлтăрсен çутипе туйăмĕнче çеç киленеет пулсан та…
 
Мария Ивановнапа Николай Андреевич Шкаликовсем, иккĕшĕ те Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче ӳссе çитĕнсе çемье çавăрнăскерсем, Ульяновска килсе тĕпленеççĕ. Вĕсен 1969 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ – Светлана – çут тĕнчене килет.
Паллах, ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ – чикĕсĕр. Хĕр пĕрчи çăмăллăнах утма, калаçма, юрлама… вĕренсе пырать.
Светлана 15-мĕш шкулта пуçламăш пĕлӳ илме тытăнать. Анчах… Кĕтмен çĕртен, уяр çанталăкра çиçĕм çиçсе аслати авăтма тытăннă пек, хĕр пĕрчин куçĕн вăйĕ чакса пыма тытăнать. Вăл сывă ачасемпе пĕр тан вĕренейми пулса çитет.

Текста малалла вулăр...

Ачасене çирĕп пĕлӳ парса çын çине кăларас килет

Елена Николаевна Салмина (Ислюкова) вĕрентӳçĕ Кунтикаври вăтам шкулта пиллĕкмĕш çул ĕçлет. 5-9 мĕш классенче – рисовани, 5-11-мĕш классенче — географи, ОБЖ урокĕсене илсе пырать. Хăй çемйипе Таккаварта (Тутар Республикинчи Пăва районĕ) пурăнать.
 
-Эпĕ Теччĕ районĕнчи Таяпа ялĕнче çуралнă. Кăнна-Кушкинче 11 класс пĕтернĕ. Ачаранах учитель профессине ăмсанаттăм. Аттестат илсенех документсене Теччĕри педучилищĕне кайса патăм. Тăван яла пуçламăш класс вĕрентекенĕ пулса таврăнтăм. Тăхăр çул ентешĕмĕрсен ачисене пуçламăш пĕлӳ патăм. Унсăр пуçне манăн географи, истори тата вырăс чĕлхи предмечĕсене те вĕрентме тӳр килчĕ. Паллах, çирĕп пĕлӳ парас пулсан предметсене малтан хăвăн лайăх пĕлмелле. Эпĕ хам тĕллĕн нумай вуларăм, ăс пухрăм. Анчах ку çителĕксĕр пулнипе аслă пĕлӳ илме шутларăм,- каласа парать Елена Николаевна.

Текста малалла вулăр...

Кашни çыннăн чи малтан сывлăх çинчен шутламалла

Ача чухне спортпа туслă ача çӳллĕ карта урлă сиксе ăнсăртран сусăрланать. Çурăм шăммине суранлатнипе икĕ çул çурă гипс-кравать çинче пĕр хусканусăр выртма тивет ăна.
Мускав облаçĕнчи пульницара чăваш ачине операци тума хатĕрленеççĕ. Ыран тухтăрсен канашлăвĕ пулмалла чухне çывăракан Володя тĕлĕкĕнче тăрса пӳлĕм тăрăх унталла-кунталла çирĕп утăмсемпе утса çӳрет. Пĕр палатăри юлташĕсем тĕлĕннипе ăнтан каяççĕ. Каялла кайса выртсан пĕр талккăш çывăрать-ха тусĕ. Вăрансан – пулнине тĕлĕк курнă евĕр анчах аса илет. Вăл операци хыççăн моргра выртать пек, çавăнпа хăй сывă-и е чăнах та вилнĕ-ши тесе тăрса пăхма шутлать. Гипса çĕмĕрсе тăкать. Кун хыççăн медицинăпа «чирлесе» ӳкет, тухтăр пулма шутлать.
Паян Владимир Рахманов Ульяновскри васкавлă медицина пулăшăвĕн пульницин тухтăрĕ.

Текста малалла вулăр...

Пурнăçа пушар ĕçĕпе çыхăнтартăм

Ачалăх вăхăтĕнче пушар сӳнтерекен пулас шухăш пуçа кĕмен те. 1969 çулта вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухсан салтак ячĕ тухрĕ. Çак вăхăтра пĕр хĕрачана питĕ юрататтăм. Вăл та мана килĕштеретчĕ. Эпир пĕрлешме те хатĕрччĕ…
Медицина комиссине иртнĕ чухне çар комиссарĕ: «Лăпкă океан шыв ай флотне хĕсмете кайма кăмăлу пур-и?» - тесе ыйтрĕ.
Эпĕ флотра виçĕ çул пулса юратнă савние çухатасран хăраса килĕшмерĕм. Мана ятарлă командăра хĕсметре тăма ямаллине пĕлтерчĕç. Ятарлă команда мĕн иккенне ăнлантармарĕç.
Эпĕ çар чаçĕнчи пушар сӳнтерекенсен уйрăмĕн командирĕсене вĕрентсе кăларакан сержант шкулне çаклантăм. Çур çул пĕлӳ илсе сержант пакунĕсене тивĕçсен пĕр чаçа ячĕç.
Эпĕ хĕсметре тăракан вырăнта пушарсем пулман та. Çывăхри хулара пысăкрах пушар пулсан пире унта яратчĕç.

Текста малалла вулăр...

Çамрăк хирург

 
Ульяновскри васкавлă пулăшу паракан пульницари (БСМП) тухтăрсем хушшинче пирĕн ентешсем сахал мар. 6-мĕш хирурги уйрăмĕн хирургĕсенчен пĕри – Андрей Иванович Чавга. Вăл çамрăк-ха, çемье çавăрса та ĕлкĕреймен. Апла пулин те хăй пурнăçĕнче пысăк утăмсем тăвать.
Андрей Ульяновскра çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ – Иван Николаевичпа Галина Владимировна — Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш тата Пухтел ялĕсечен. Вырыпаевкăра хăйсен хуçалăхĕпе пурăнаççĕ. Ашшĕ сварщикра, амăшĕ кондитерта вăй хураççĕ. Андрей вĕсен пĕртен-пĕр ачи.
Вăл Ульяновскри Н. Корункова ячĕллĕ 66-мĕш шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухать. Хирург пулас ĕмĕт унра саккăрмĕш класра чухнех çуралнă. Аттестат илсен (2002 çулта) вăл Ульяновскри патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрет. Тухтăр профессин вăрттăнлăхĕсене лекцисенче те, практика вăхăчĕсĕнче те тăрăшсах алла илет.

Текста малалла вулăр...

Чăваш кĕпи çамрăклатать

Юрă-ташăпа пурăнаканăн ĕмĕрĕ вăрăм теççĕ. Хаваслă, ырă кăмăлпа çӳрекенсем кăра çилĕллисенчен самай çамрăк курăннине специалистсем те çирĕплетеççĕ. Димитровградри «Савăнăç» юрă ушкăнĕнчи Елена Козинапа тĕплĕнрех паллашсан çакăн пирки пĕр иккĕленӳ те юлмарĕ. Ушкăна вăл 15 çул каялла килнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнăранпа — вуникĕ çул. Сцена çинче вара — чăн-чăн Нарспи.
-Çамрăклăхăн вăрттăнлăхне уçса параймăр-ши? - тесе ыйтсан вăл çурма чăнласа, çурма шӳтлесе çапла хуравларĕ:
- Чăваш кĕпи пурне те çамрăклатать. Эпĕ те хамăр тума тăхăнсан, капăрлăх çаксан çул ӳсĕмĕ пирки мансах каятăп.
Унăн çуралнă çĕршывĕ — Тутарстан Республикинчи Аксу районне кĕрекен Саврăшпуç ялĕ. Елена пĕчĕкренех юрра-ташша ăста пулнă, шкулти, ялти уявсенче юрланă.
-Асатте баян ăста калатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Ырă ĕç ырă тăвать

Редакци алăкне хуллен шаккаса пӳлĕме сăпайлăн кăна аслă çулсенчи арçын кĕрсе тăчĕ. Мĕн сăлтавпа килнине вăл вăтанарах каласа пама пуçларĕ.
-Эпир çулталăк каялла Аслă Нагаткинтан Ульяновска куçса килтĕмĕр. Хĕрпе хамăр хваттерте пурăнатпăр. Эп малтан ырханччĕ. Халь тасалса кайрăм. Ман 52-мĕш размерлă аван костюм пур, виç-тăват хут кăна тăхăннă. Çаплах çиелтен пусмапа çĕленĕ кĕрĕк (шубняк), лайăх кĕпесем пур. Инкеке лекнĕ çынсене çавсене тăхăнма парасшăн. Тен, пĕрисен пушарта веçех çунса кайнă, тен, теприсен тăхăнмалли туянма май çук. Çавсене парса ярăттăм. 89084711818 телефонпа шăнкăравлаччăр, - терĕ хăйĕнпе паллаштарса Николай Алексеевич Сазардыков.
Хуйхă курмасăр çын ыттисене ăнланма вĕренеймест теççĕ. Николай Сазардыков пурнăçра хур-шарне аванах курнă, çавăнпа ыттисене пулăшма тăрăшать.

Текста малалла вулăр...

Ăнăçу – пĕр тан пултаруллисен тăрăшулăхĕнче

«Ульяновское предприятие «Автоконтакт» - Пĕтĕм Раççейри Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ суккăрсен пĕрлĕхĕн (ВОС) пирĕн облаçри пĕртен-пĕр предприятийĕ: тĕп директорĕ – Анатолий Алексеевич Лытяков (вырăс), тĕп инженерĕ – Анбер Давлетшаевич Сабитов (тутар), 2012 çулччен тĕп директорăн çумми пулса вăй хунă (паян - тĕп специалист) Виктор Анатольевич Крайнов – куçĕ курман чăваш. Пĕтĕм Раççейре çакăн пек предприятисем 169 пулсан – «Автоконтакт» экономика кăтартăвĕсемпе малта пыракан вуннăшĕнчен пĕри.
 
Аталану историйĕ
1945 çулта Аслă вăрçă вĕçленет. Облаçри суккăрсен пĕрлĕхне хастар та мал ĕмĕтлĕ фронтовиксем таврăнаççĕ. 1947 çулта «Ульяновское предприятие «Автоконтакт» никĕсĕ – суккăрсен вĕрентӳпе производство мастерскойĕ - уçăлать. Пĕрремĕш ĕçченĕсем – 11 сусăрпа 4 куракан çын.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12.