Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш ятне ямаççĕ

Çĕнĕ хулари 5-мĕш поликлиникăра тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе вăй хураççĕ. Вĕсен хушшинче, паллах, чăваш хĕрарăмĕсем те нумай. Тĕслĕхшĕн регистратура уйрăмĕнче ĕçлекен Н.Н.Александрована тата шăл сиплекен тухтăра пулăшакана Г.А.Ярмуллина-Цыпле нкована илер.
Наталья Николаевна Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Яманкасра çуралса çитĕннĕ. 1987 çулта Шупашкарти педагогика институтĕнчен историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Мăшăрĕпе – Николайпа (тивĕçлĕ канура) – икĕ ывăл çуратнă. Константин Мускавра нанотехнолог профессине вĕренет, Александр кăçал вăтам шкул пĕтерет.
Галина Анатольевна Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кушкуйра çут тĕнчене килнĕ. Пăвари медицина колледжĕнче пĕлӳ илнĕ. Вăтăр виçĕ çул медицина тытăмĕнче тăрăшать. Мăшăрĕпе – Пётрпа – ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Текста малалла вулăр...

Хурт-хăмăр ĕрчетекен майор

Анатолий Петрович Сидоров майор Павловка посёлокĕнче пурăнать. 2002 çултанпа тивĕçлĕ канура пулин те районти суд приставĕнче вăй хурать.
 
Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Упи ялĕнче çуралса ӳссе вунă класс пĕтерсен çамрăка салтака илсе каяççĕ. Таврăнсан вăл Ульяновскри пушар чаçне вырнаçать. Кунта бокспа туслашать.
Пушар хуралĕн тытăмĕнче виçĕ çул ĕçлесен СССР шалти ĕçсен министерствин Ивановкăри сăрт-ту техника училищине вĕренме каять. Кунта та бокса явăçать. Ăмăртусене хутшăнса чемпион ятне илет.
Училищĕрен лейтенант званипе тухать. Çамрăк лейтенанта Ульяновск облаçĕнчи Павловка посёлокне ĕçлеме яраççĕ. Вăл инструкторта, милицин аслă участковăйĕнче тата ытти должноçсенче ĕçлет. Майора çити ӳсет. Тăван вырăнтан таçта аякра хăйĕн юратăвне тупать.

Текста малалла вулăр...

Çирĕм çул ытла çурт купаланă

Халăхра пӳрт тăвасси арçын ĕçĕ теççĕ пулин те стройкăра, çав шутра каменщиксем хушшинче, хĕрарăмсем чылай. Сĕве хĕрринче Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ Вера Ивановна Арабалеева (хĕр хушамачĕ Лискова) та стройкăра 1972 çултанпа вăй хурать.
-Эп нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Аттепе аннен ултă ача, тата пирĕнпе аттен йăмăкĕ пурăнатчĕ. Эп – пирвайхи ачи. Аслисене çăмăлтарах пултăр тесе сакăр класс хыççăнах, 15 çулта, Ульяновскри 9-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кайрăм. Унта патшалăх вĕрентет, тумлантарать, çитерет, стипенди те парать. Хамăр ял хĕрĕсем те нумайăн професси илетчĕç кунта. Штукатур-маляр пулса тухрăмăр, - каласа парать вăл.
Вунçичĕ çулхи çамрăкăн ĕç биографийĕ 11-мĕш СМУра тытăнать. Вунвиçĕ çул штукатур-малярта ĕçлет.
-1985 çулта пуçлăхсем мана штукатур-малярсен бригадин бригадирне лартасшăн пулчĕç.

Текста малалла вулăр...

Полици ĕçĕнче хĕрарăм пĕлтерĕшĕ пысăк

«Ят-сума чакармасăр, пуçа усмасăр – малтан мала!» Пурнăçра çак сăмахсен чăнлăхне тĕпе хурать полици ĕçченĕ Анна Григорьева. Вĕсем пушшăн янăраманнине унăн ĕçĕ-хĕлĕ çирĕплетет.
Вунă çул шалти ĕçсен тытăмĕнче тăрăшать пултаруллă хĕрарăм. Служба кун-çулне Ульяновск хулинчи Засвияжски районĕнче тĕпчесе пĕлекентен (дознаватель) пуçланă. Паян Анна Владиславовна – Чăнлă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн дознавателĕ, икĕ хĕрача амăшĕ. Çемйипе Аслă Нагаткинра пурăнать. Кăçал нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Анна Григорьевăна полици майорĕ звани панă.
Йĕрке хуралне Анна Владиславовна, хăй каланă тăрăх, ăнсăртран лекмен. «Вăрнар районĕнчи Вăрманкас шкулĕнче «пиллĕк» паллăсемпе вĕреннĕ чухнех ӳссен милиционер пулассине пĕлеттĕм. Каярах экономикăпа право техникумĕнчен вĕренсе тухрăм. Паян аслă шкулта юриста вĕренетĕп, - терĕ вăл.

Текста малалла вулăр...

Юн памалла-ши?

Çак ыйтăва Аслă Нагаткинта пурăнакан Лидия Фёдоровна Коблова пĕрремĕш хут иккĕленмесĕр «памалла» тесе хуравланă. Кун хыççăн вăл патшалăха тӳлевсĕрех 80 хут ытла юн панă. Кашнинче 450 грамм. «СССРăн хисеплĕ донорĕ», «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ятсене тивĕçнĕ Лидия Фёдоровна миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши?
- Эпĕ 1940 çулта Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Атте Фёдор Александрович Рахманов вăрçăра пуçне хунă. Эп ăна астумастăп. Анне ялан колхозра вăй хунă. Çемьере пирĕн виçĕ хĕрччĕ, эп кĕçĕнни. Ача чухнехи пурнăçа куççульсĕр аса илейместĕп. Выçăччĕ. Анне колхозра ĕçленĕшĕн кăнтăрлахи апата панă пăтта пире илсе килсе çитеретчĕ. Эпир аннене çумăр çунă вăхăтра кăна курнă, ытти чух ялан ĕçре, - каласа парать вăл.
Апла пулин те çемьере ачасене вĕрентнĕ.

Текста малалла вулăр...

Хушпу-тухья ăсти

Мелекесс районĕнче Любовь Павлована лайăх пĕлеççĕ. Вăл Димитровградри «Савăнăç» юрă ушкăнĕнче йĕркелен-нĕренпех (17 çул) юрлать. Вăл пĕччен юрлакан юррисене итлесе камăн чунĕ хускалман пулĕ.
Любовь Дмитриевна Чăваш Енри Канаш районĕнчи Тури Янтапа ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсен ял каччипе çемье чăмăртанă. Василий Павловичпа вĕсем юратсах пурăннă. Пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. Качча панă. Шел, анчах мĕн ватăличчен пĕрле хăнаран хăнана савăнса çӳреме Турă пӳрмен çак мăшăра. Василий Павловича йывăр чир ураран ӳкернĕ. 37 çул пăхнă Любовь Дмитриевна юратнă мăшăрне. Ултă çул каялла упăшкасăр тăрса юлнă.
Любовь Дмитриевна илем тĕнчине хаклакан пуян чунлă çын. Вăл туйнипе кăна çырлахмасть, ăна ыттисем патне çитерме васкать.
«Чун савăнăçĕ, чун киленĕçĕ те манăн çак юрă ушкăнĕнче.

Текста малалла вулăр...

ÇУРКУННЕ ВАТТА ТА ЧУН КĔРЕТ

Редакци тĕпелне ĕлĕкхилле кутамкка çакнă çулланнă çын кĕчĕ. Шурсухал шӳтле-мĕнле пирĕнпе калаçа пуçларĕ. Алексей Сергеевич Спиридонов Тăхăрьял тăрăхĕнчи Чăваш Киштекре 1933 çулта çуралнă. Пушăн 23-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарчĕ.
 
-Эпĕ ахаль колхозник çемйинче çуралнă. Çав усал вăрçă пуçлансан ачалăхăм пĕтрĕ вара. Вуннă тултарнă-тултарман колхоз ĕçне тухнă. Мĕнпур ĕçе хăнăхнă. Хире пучах пуçтарма çӳренĕ чух тата пĕчĕкрех пулнă-ха…
1952 çулта çар комиссариачĕ мана Мускава ĕçлеме ячĕ. Виçĕ çул çурă стройкăра вăй хума тиврĕ. Эпĕ Кремльте те пулнă, - терĕ вăл. – «Мосэнерго» организацире ĕçленĕ чух Кремль тата ытти патшалăх çурчĕсене талккăшĕпех кабель тăсрăмăр. Кашни алăк умĕнче хурал тăрать, пире тĕплĕн тĕрĕслемесĕр кĕртмеççĕ.
Мускавра Алексей Сергеевич хăй юратăвне тупать.

Текста малалла вулăр...

Ăс-тăнĕпех ял хуçалăх ĕçченĕ

Алексей Васильевич Архипов – «Ĕçре палăрнăшăн» (1986) медаль кавалерĕ тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1998) – 1966 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Пăва районĕнчи «Гигант» колхозра хăйне ял хуçалăх ĕçĕсенче тĕрĕслесе пăхма тĕллев лартать. Вăл начар вĕренмест, уйрăмах математика çинче никĕсленсе тăракан ăслăлăхсемпе кăсăкланать. Район шайĕнче иртекен олимпиадăсенчен пĕр хут çеç мар çĕнтерӳçĕ пулса таврăнать. Ашшĕ çулĕпе кайса выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулма ĕмĕтленет. Вĕренме кĕриччен хăй тĕрĕс çул çине тăнине çирĕплетме колхозри чи йывăр ĕçсенче пиçĕхессинчен тытăнать.
 
А.В.Архиповăн ашшĕ – Василий Архипович – 1941-1945 çулхи Аслă вăрçă вăхăтĕнче, вăрçă пĕтсен тата икĕ çул çĕршыври «курăнман фронтра» нефтьпе газа ĕçе кĕртекен чи пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене сыхланă.

Текста малалла вулăр...

Алă ăсти те, юрăç та

Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ял пикине Тамара Куракована (халĕ Кошкина) штукатур-маляра вĕренсе тухсан шăпа Чĕмпĕр çĕрĕ çине илсе килнĕ. Вăл Чартаклă районĕнчи ПМКра ĕçленĕ: йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбината, ача сачĕсене çĕкленĕ çĕрте вăй хунă. Унтан вăл Димитровград хулинчи строительство управленине куçса тивĕçлĕ канăва кайиччен – 38 çул ытла вăй хурать. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçет.
-Пире атте-анне ĕçпе пиçĕхтерсе ӳстернĕ. Алла муттик тытма вĕренсенех чĕкĕнтĕр çумлама илсе тухнă. Çава тытса аслисемпе пĕрле çаран çине утă, колхоз хирне пăрçа çулма çӳренĕ. Ĕç хыççăн килти выльăх валли ешĕл курăк çулса сĕтĕрнĕ. Пирĕн çемье пысăкчĕ. Çичĕ ачаран эпĕ – тăваттăмĕш. Килте ырă йăла пурччĕ: каçсерен кĕнеке вулаттăмăр. Аслăраххисем черетпе сасăпа вулаççĕ, ыттисем итлесе лараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Стройка ĕçне тĕплĕ пĕлет

Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ Вера Владимировна Варганова (хĕр чухнехи хушамачĕ Быкова) мĕн ачаранпах пăрчăкан пек пулнă.
1969 çулта тăван ял шкулĕнче тăхăр класс пĕтерсен юлташĕпе Ульяновскри 9-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кĕрет, штукатур-маляр профессине алла илет. Анчах илнĕ пĕлĕвĕ пурнăçшăн сахал тесе 1972 çултан вĕренĕве Хусанти строительство техникумĕнче тăсать. Производство мастерĕ пулса тăрать. 1975 çулта Ульяновска куçса килет, 11-мĕш строительствăпа монтаж управленийĕнче ĕçлеме тытăнать. Хастар та ятарлă пĕлӳ илнĕ çамрăка штукатур-малярсен бригадирне лартаççĕ. Çирĕм икĕ çулхи çамрăк хĕрарăм (вăл 1974 çулта качча каять) самай пуян опытлă 25 специалистăн пуçлăхĕ пулса тăрать. Çăмăл пулман ку çулсем, Вера килтисенчен вăрттăн йĕрсе те илнĕ, анчах йывăрлăха парăнман.

Текста малалла вулăр...

Инкек-синкекрен хăтăлма пулăшакан

Çĕнĕ Малăкла район администрацийĕнчи граждан оборонипе инкеклĕ ĕçсен уйрăмĕн пуçлăхĕнче 2010 çултанпа пирĕн ентеш, çак районти Ерсел ялĕнче çуралса ӳснĕ Евгений Александрович Ялашкин ĕçлет. Вăл 1975 çулта Ульяновскри ял хуçалăх институтне пĕтерсе тăван колхоза таврăннă, механикра, каярах тĕп инженерта вăй хунă. Пысăк сысна комплексĕ хута кайсан – унта тĕп инженер пулса куçнă. 1986 çулта ăна райкома инструктор ĕçне илсе пыма чĕннĕ. Çĕршыври пăтрануллă вăхăтсенче, райкома пĕтерсен, инженер ĕçне таврăнса Çĕнĕ Майнăри кавир фабрикине куçнă. 2000-2009 çулсенче «Номатекс» предприятире инжененр-конструкто р пулнă. 2010 çултанпа – район администрацийĕнче.
-Кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухасси пулкалать вăл. Вăйлă çил-тăвăл килсе пӳрт тăррисене илсе кайни те, йывăçсене хуçса электролинисене татни те, витререн тăкакан çумăра пула ялсене шыв илни те пулнă.

Текста малалла вулăр...

Ентеше куртăм, савăнтăм

Василий Ванюшкина хисеплеççĕ Кремучи ялĕнче. Сăлтавĕ те çук мар. Вăл Свердлов ячĕллĕ колхозра нумай çул тĕп зоотехникра вăй хунă. Лайăх ĕçленĕшĕн Мухтав грамотисене тивĕçнĕ. Ăна хуçалăх Куба, Германи, Польша çĕршывĕсене тӳлевсĕрех канма янă.
Василий Григорьевичăн çуралнă çĕршывĕ — Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕ. Çут тĕнчене пит йывăр саманара — 1937 çулта килнĕ. 9 класс пĕтернĕ хыççăн ĕç биографине «Алгаши» колхозра пуçланă: прицеп кăкарса тăраканра, конюхра, вăрман турттарнă çĕрте вăй хунă.
Яш пулса çирĕпленсен вербовкăпа Ленинград облаçне тухса каять. Свирск хулинче трактористра, вăрман касаканра ĕçлет.
Виçĕ çул ют çĕрте пурăннă хыççăн тăван ялне таврăнать. Тепĕр çултан ăна Павловка районĕнчи Кремучи ялне ĕçлеме яраççĕ. Çакăнта тĕл пулать те вăл пулас арăмне.

Текста малалла вулăр...

Йывăçа касса тĕрлет, юрă-кĕвĕ парнелет

«Федя, Фёдор, Федя тете»,- теççĕ савăнăçсем хăйсемпе юрлакан хисеплĕ çынна, ансамбль солистне. Кăмăлĕ аван пулнăшăн, пулăшма, хавхалантарма васканăшăн хисеплеççĕ. Ун сасси «Савăнăç» илемĕ. Фёдор Иванович Елифанкин ансамбль йĕркеленнĕренпех ушкăнра баритон сасăпа юрлать. Хăй çамрăклăхĕн вăрттăнлăхĕн тупсăмне куллен юрăç-ташăçăсемпе курнăçнинче, тăван чĕлхепе юрланинче шырамалла тет.
Димитровград хулинче пурăнакан пултаруллă хĕрарăм Ирина Иванюкова юрлама юратакан илемлĕ те уçă сасăллă хĕр-пикесене пĕр çĕре пухса юрă ушкăнне йĕркелет. «Савăнăç» ятпа чăмăртаннăскер часах вăл Мелекеспа Çĕнĕ Малăкла районĕсенче, Димитровградра, Ульяновск облаçĕнче юратнă ансамбль пулса тăрать, концертсемпе тăтăш тухса çӳреме пуçлать. Фёдор Елифанкина хăйĕн çемйипе вырăнти «Строитель» Культура керменĕнче иртнĕ чи пирвайхи концертĕнче пулса курма тӳр килет.

Текста малалла вулăр...

Сăмаха тытакан ĕçре те шанчăклă

Людмила Фёдоровна Лапшова область çыннисене социаллă пулăшу паракан «Исток» патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăнлă районĕнчи уйрăмĕнче 2008 çултапа вăй хурать. Вăл çак уйрăмри виçĕ специалистран пĕри. Унччен (1996 çултанпа) районти социаллă хӳтĕлев комитетĕнче ĕçленĕ. Вăл «Çулçӳревçĕсен клубĕ» проекта йĕркелесе ертсе пыраканĕ.
 
Вăл Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралса ӳснĕ. Аттестат илсен Шупашкарти политехника техникумĕнче техник-электромехан ик специальноçне алла илнĕ.
Ку тăрăха мĕнле килсе тĕпленни пирки вăл çапла каласа пачĕ.
-Манăн аппа çемйипе Аслă Нагаткинра пурăнатчĕ. Эпĕ ун патне курма килсен кунти вырăнсем питĕ кăмăла кайрĕç. Çапла Аслă Нагаткинтах пурăнма юлтăм. Хам юратăва та çакăнтах тупрăм. Пĕрлешрĕмĕр. Мăшăр вырăнти арçынсемпе Мускава ĕçлеме çӳретчĕ.

Текста малалла вулăр...

Мордвасене чăвашла ташлаттарать

Çĕнĕ Малăкла районĕнчи мордва ялĕнче Высокий Колокра чăвашсем сахал. Хăшĕсем чăваш пулнине пытараççĕ. Ялти Культура çурчĕн директорĕ Лидия Михайловна Архипова вара чăваш пулнипе савăнать, çак ялта мордва халăхĕн культурине аталантарнипе пĕрлех тепĕр халăх çыннисене чăваш ташшисене ташлаттарать.
Пурнăç çынна таçта та илсе çитерет. Л.М.Архипова та çаплах. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Тăваньел ялĕнче çуралса ӳснĕ, Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Кӳлхĕрри каччипе çемье çавăрнă. Икĕ ача çураличчен Шупашкарта пурăннăскер инçетри Çĕнĕ Малăкла районне лайăх пурнăç шыраса 1985 çулта килсе тĕпленет.
-Эпир Шупашкарта общежитире вунă çул пурăнаттăмăр ĕнтĕ, икĕ ача. Хваттер хăçан илесси паллă та мар. Профессипе эпĕ кондитер, упăшка салтак хыççăн атомла станцире ĕçленĕ. Юнашар пӳлĕмре пурăнакансем Çĕнĕ Малăклана куçса килчĕç.

Текста малалла вулăр...

Çемьере аван пулсан çĕршывра та йĕрке

Обществăлла канашсен тĕп тĕллевĕ – çемьесенче сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешесси
 
Чăнлă районĕнчи культура уйрăмĕнчи консультант ĕçне пирĕн ентеш Наталья Краснова пурнăçласа пырать. Вăлах районти çемье тата хĕрарăмсен канашĕсен председателĕ, районти мероприятисене ертсе пыраканĕ.
 
Наталья Николаевна Аслă Нагаткинта çуралнă, çавăнпа та чĕлхемĕре пĕлсех каймасть темелле. Чăваш çемйинче ӳснипе (ашшĕ – Пухтел, амăшĕ – Ирçел ялĕсенчен) тăван чĕлхе уншăн ют мар. Шкул пĕтерсен вăл вĕрентӳçĕ çулне суйласа илнĕ. Педучилище пĕтернĕ. Тăван шкулне ĕçлеме таврăннă. Вĕрентнипе пĕрлех куçăмсăр майпа Ульяновскри патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ. Ĕçе йĕркелесе ертсе пыма пултараканскере районти вĕренӳ уйрăмĕнче те асăрхаççĕ. Наталья Краснована методист ĕçне илсе пыма сĕнеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ылтăн-кĕмĕлшĕн çунман

Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи хастарсемпе кăсăклансан мана Эврел хастарĕ Пётр Улюкин чи малтан Кокряшкинсен çемйине асăнчĕ. Александр Владимировичпа Людмила Анатольевна çак хисепе ял çыннисене тĕрлĕ енлĕ пулăшса тивĕçнĕ. Çемье пуçĕ услам ĕçĕпе аппаланать. Унăн пысăк машина пур. Вăл унпа тĕрлĕ груз турттарать. Ăна кăнтăрла килте тытма çук. Вăл яланах çул çинче. Çавăнпа унăн мăшăрне курас килчĕ. Вăл Сапаккелĕнчи почта уйрăмĕн пуçлăхĕ. Людмила Анатольевна çак ĕçре пилĕк çул вăй хурать. Уйрăмра тăватă почтальонка.
Малтан «Канаш»хаçата çырăнса илекенсен шучĕпе интереслентĕм.
-Ку çурçуллăхра, шел, вунă çын кăна вулама кăмăл тунă. Пĕлтĕр 22 ентеш вуланă. Чакнин сăлтавне калама хĕн. «Мелекесские вести» хаçата çырăнакансен шучĕ те чакрĕ. Те ĕçĕсенчен пушанаймаççĕ… Ман шутпа, тата сăлтавĕ акă мĕнре: чылайăшĕ чăвашла вĕренмен, вулама пĕлмеççĕ – калаçаççĕ пулин те.

Текста малалла вулăр...

Раиса Семёнова: «Ачасемпе ĕçлесе чунпа тасалатăп»

Çĕнĕ Малăкла район Культура çуртĕнче вунă ытла кружокпа ансамбль ĕçлет. Ал ĕçĕсен кружокне Раиса Романовна Семёнова ертсе пырать.
-Эпĕ Курахви ялĕнче çуралнă. Эпир ӳснĕ вăхăтра ял клубĕнче Нина Николаевна Бикметова ĕçлетчĕ. Мĕнле интереслĕччĕ ун чухне! Ялта ачасен хорĕ, вокал ушкăнĕ, агитбригада пурччĕ. Пирĕн атте хăй те клуба çӳретчĕ, ачисене те унта хăвалатчĕ. Эпĕ агитбригадăра та, хорта та, пĕччен те юрлаттăм, ташлаттăм. Апла пулин те шкул хыççăн культурăра ĕçлеме ĕмĕтленмен. Алла аттестат илсен Ульяновскри строительсен техникумĕнче экзаменсем патăм. Конкурспа иртеймерĕм, вара куçа мĕн лекет, çавăнта вĕренме каятăп терĕм. Куç умне культпросвет училищи лекрĕ. Унта та конкурс пысăкчĕ - пĕр вырăна виçĕ çын. Вырăс чĕлхипе литератури, истори предмечĕсемпе экзаменсене лайăх патăм, специализаципе ташă кăтартаймастăп тесен мана пĕр преподаватель хусканусем кăтартрĕ, эп ун хыççăн тĕрĕс туса пытăм.

Текста малалла вулăр...

Ăсчахсен шучĕ ӳссе пырать

«Канаш» хаçатăмăра вулакансем Николай Кирюшин таврапĕлӳçĕн хушаматне аван пĕлеççĕ. Вăл нумай тухса çӳрет. Мĕн курни-илтнине пирĕн хаçата çырса тăрать.
Хастар çулçӳревçĕ ĕçне Шупашкарта та асăрханă. Чăваш халăхĕн Хисеплĕ ăсчахĕ Юхма Мишши ун хайлавĕсене тишкернĕ хыççăн ăна «Чăваш халăх ăсчахĕ» ят пама йышăннă. Унсăр пуçне Николай Кирюшин пăлхар-чăваш халăхĕн историне тĕпчес ĕçре палăрнăшăн Пайдул Искеев ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Пайдул Искеев 1670-1671 çулсенче Степан Разин ертсе пыракан хресчен вăрçинче çар пуçĕ пулнă. Сăвăсем çырнă.
Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Юхма Мишши ентешĕмĕрĕн кăкăрĕ çине «Чăваш халăх ăсчахĕ» тата «Чăваш халăх академийĕ 20 çулта» кăкăр паллисене çакса янă.

Ветерансене пулăшассишĕн ĕçлетĕп

Совет вăхăтĕнчи «сивĕ вăрçă» тапхăрĕнче пирĕн салтаксем 30 ытла çар хирĕçĕвне хутшăннă. 1979-1989 çулсенче тĕнчене Афганистанри вăрçă кисретнĕ. Унта СССРти 108 пин ытла салтак хутшăннă. Вĕсенчен 14453-шĕ çав патшалăхра ĕмĕрлĕхе куçне хупнă, 49983 салтак суранланнă, 330 çын хыпарсăр çухалнă. Ульяновск облаçĕнчи 4 пин ытла салтак Афганистанра служба иртнĕ, 105-шĕ унтах пуçне хунă, виççĕшĕ хыпарсăр çухалнă.
СССР вăхăтĕнчи тĕрлĕ çар хирĕçĕвне, Афганистанпа Чечня вăрçисене хутшăннисене, сусăрланнисене Раççейри «Боевое братство» обществăлла организаци пĕрлештерсе тăрать. Ульяновск облаçĕнчи кашни муниципаллă пĕрлĕхрех обществăн район уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Тереньга районĕнче ветерансене Николай Иванович Оброков пĕрлештерсе тăрать.
Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче 1965 çулта çуралнă Николай Оброков çар тивĕçне Афганистанра пурнăçланă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12.