Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Татьяна БЕЛОЗЁРОВА: «Ватăсене кулленхи тимлĕх кирлĕ»

Облаçри «Исток» патшалăх пулăшу центрĕн Чăнлă район уйрăмĕнче виçĕ ентеш вăй хурать. Çак пархатарлă ĕçе ертсе пыраканĕ – Татьяна Алексеевна Белозёрова.
 
Вăл 1964 çулта Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте çуралнă. Шкул пĕтерсен Ульяновскри ял хуçалăх академин экономика факультетне пĕтернĕ. Диплом илсен «Путь коммунизма» колхозра бухгалтерта вăй хунă. Ачаранах тус тунă кӳршине Владимир Белозёрова качча кайнă. Халĕ вĕсем Хирти Репьёвкăра пурăнаççĕ. Владимир Петрович—Норовка ял администраци ертӳçи. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ. Социаллă пулăшу тытăмĕнче Татьяна Алексеевна улттăмĕш çул ĕçлет. Унччен килте пулăшу паракан уйрăм районти социаллă хӳтлĕх комитетне кĕнĕ. Пилĕк çул каялла вăл облаçри «Исток» центрĕн Чăнлă районĕнчи килте пулăшу паракан уйрăмĕ пулса тăнă.

Текста малалла вулăр...

Совет Çарĕн саппасри майорĕ

 
Çĕршыва çирĕм çичĕ çул сыхланă. Тивĕçлĕ канăва кайнăранпа мирлĕ пурнăçра çирĕм сакăр çул вăй хурать. «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче Тăван çĕршывшăн питĕ лайăх вăй хунăшăн» медальсене (1,2,3 степеньсем) тата çĕршывăн ултă пысăк наградине тивĕçнĕ Морозкин майор – СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ – юлашки виçĕ çул Ульяновскри «Земляничная поляна» ача пахчин туприне сыхлать.
 
Ăрăмçă
Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Чакăлтăм ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Евдокия Андреевнапа Маркел Степанович Морозкинсен 1937 çулхи чӳк (ноябрь) уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕрремĕш ачи – Маркел – çуралсанах (ун хыççăн Манвелпа Винуля çут тĕнчене килеççĕ) кил хуçи: «Ку ача çар çынни пулать!» - тесе палăртса хурать.
Сăмах май, Маркел Морозкин Аслă вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çĕршыва сыхлама тухса каять.

Текста малалла вулăр...

ЧăхĂсене те укол тăваççĕ

Пётр Криков ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратнă, хур кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Каярах çак туртăм ăна чуна килĕшекен професси илме пулăшнă. Кивĕ Улхаш каччи Ульяновскри ял хуçалăх институтне 1976 çулта пĕтернĕ хыççăн ветеринари врачĕ пулса тăрать. Çичĕ çул районти Крупская ячĕллĕ хуçалăхра вăй хурать.
Халĕ Пётр Витальевич Чăнлă районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцири тĕп врач, çавăнпа пĕрлех районти эпизоотологи отрячĕн пуçлăхĕ. 2007 çулта вăл облаçра «Чи лайăх ветврач-эпизоотолог » ят çĕнсе илнĕ. Çак кунсенче П.В.Криков 60 çул тултарчĕ. Анчах юратнă профессийĕпе вăй хурас камăлĕ пысăк-ха унăн.
-Кунта эпĕ 1983 çултанпа ĕçлетĕп. Тĕп станцире пилĕк çын вăй хурать, ялсенче участок врачĕсем ĕçлеççĕ. Пурĕ пирĕн службăра 39 çын. Пирĕн тĕп тивĕç – ерекен чирсене хирĕç кĕрешесси. Уйрăмах лейкоз пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать.

Текста малалла вулăр...

Унăн ячĕ – сумлă кĕнекере

Ĕçпе пиçсе ӳснĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен тăван колхозра вăй хунă ентешĕмĕрсенчен пĕрисем Эврелĕнче – Тойгильдинсем. Иккĕшĕн те тĕрлĕ çулсенче илнĕ «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» кăкăр паллисем, «Ĕçре палăрнăшăн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсем пур.
Ольга Васильевна 20 çул дояркăра вăй хунă. Ĕçре пысăк кăтартусемшĕн вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавăн II-мĕш тата III-мĕш степеньлĕ орденсене тивĕçнĕ. Унăн ячĕ «Орденоносцы Мелекесского района» кĕнекере пур. Мăшăрĕ Валерий Осипович 40 çул руль умĕнче çӳренĕ. Унăн кăкăрне В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле панă медаль илемлетет. Тойгильдинсем ку наградăсемпе мухтанма юратмаççĕ. Мĕнле илнĕ – çапла пуçтарса хунă.
-Пĕр çул ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕпе саламлама пире Ульяновка Мемцентра чĕнчĕç. Çынсем кăкăрĕсем çине мĕнпур медале çакса пынă.

Текста малалла вулăр...

Мĕнпур ĕçĕм – халăхшăн

Геннадий Тимофеевич Антонов – Раççей Хисеплĕ донорĕ
 
Тереньгана пырсан ун тăрăхĕн ертӳçипе Геннадий Антоновпа тĕл пулса калаçрăм. Геннадий Тимофеевич хăйсен ытарайми тавралăхĕпе пуянлăхĕ çинчен, кулленхи ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ.
 
Хăй çак районта 1941 çулта Патуелĕнче çуралса паян кунччен тăван çĕр çинче ĕçлесе пурăнать. Шкул хыççăн Ульяновскра строительсен техникумне пĕтернĕ. Вăл каменщикран тытăнса аслă прораба çитнĕ. «Строитель» кооперативĕн председателĕ, унтан Тереньгари çурт-йĕр тăвакан комплексăн тĕп инженерĕ пулнă. 2004-2006 çулсенче ăна район администрацинче строительство енĕпе тĕп специалист тивĕçне шанса параççĕ. Халĕ вăл Тереньга хула тăрăхĕн ертӳçи. Унăн тĕп тивĕçĕ – Тереньгара пурăнакансен пурнăçне лайăхлатасси: çурт-йĕрпе, çут çанталăк газĕпе, таса шывпа тивĕçтересси, çул-йĕре юсасси.

Текста малалла вулăр...

РУЛЬНА ÇИРĔПРЕХ ТЫТСАМ ЭСĔ, ШОФЁР…

Вăтăр çиччĕмĕш çул транспортпа хуçаланать
 
Вячеслав Васильевич Салюков – пĕрремĕш класлă водитель – машина рульне тытса Саккунсем кăларакан Пухăвăн Дипломне те, облаçăн сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне те, Ульяновск хулин Думин тĕрлĕ тавĕсене те тивĕçме пултарнă.
 
Вячеслав Васильевич 1954 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте хăйсен пурнăçĕсене ирттернĕ Нина Ефимовнапа (почтальонкăра вăй хунă) Василий Данилович (Чĕмпĕр чăваш педагогика училищинчен тата парти аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă, пурнăçне вĕрентӳ тытăмĕпе çыхăнтарнă) Салюковсен çичĕ ачаллă çемйинче тăваттăмĕш ача пулса çут тĕнчене килнĕ.
Ял шкулĕнче – сакăр, Вăта Тимĕрçенте вунă класс пĕтернĕскер водитель пулма ĕмĕтленмен, аслă пĕлӳ илсе техника тĕнчине кĕме тĕв тунă.

Текста малалла вулăр...

Волынщиковсем

Мускавра Раççейри ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ чаплă уявпа «Ылтăн кĕркунне-2012» курава хутшăнма маттур чăвашсем тивĕçлĕ пулнине эпир çырнăччĕ ĕнтĕ. Пултаруллă фермерсенчен пĕрисем — ашшĕпе хĕрĕ: РФ ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Ульяновск облаçĕнче Т.С.Мальцев ячĕллĕ ылтăн медале пĕрремĕш тивĕçнĕ Иринăпа Николай Волынщиковсем. Мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăннă вĕсем Раççейĕн тĕп хулинчен? Ял хуçалăх ĕçченне вăй паракан еплерех хыпарсем илсе килнĕ? Шăпах кун пирки Николай Николаевичпа калаçатпăр.
 
— Николай Николаевич, Сире Раççейри ял хуçалăхĕпе ун продукцине ĕçлесе çитерекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Мускавра курни малашне ĕçлеме шанăç çуратрĕ-и Сирте?
— Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче çĕршывăн ял хуçалăх министрĕпе Николай Фёдоровпа калаçса илтĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

чи пысăк наградăна тивĕçнĕ

«Тереньга районĕ» муни-ципаллă пĕрлĕх пуçлăхĕн тивĕçне пирĕн ентеш — Виктор Дмитриевич Филиппов — тăваттăмĕш çул пурнăçласа пырать. Ăна Ульяновскри чăвашсен наципе культура автономин вырăнти уйрăмĕн ертӳçине суйланă. Вăл РФ çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн Хисеплĕ ĕçченĕ, Таса Владимир орденĕн III-мĕш степеньлĕ кавалерĕ (православи чиркĕвĕн чи пысăк награди).
 
В.Д. Филиппов çак районти Хĕветĕрьел ялĕнче çуралнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Рязановăри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Çар хĕсмечĕ хыççăн Ульяновскри патшалăх университетĕнче «Социаллă ĕçсен специалисчĕ» проффессие алла илнĕ. Ĕç биографине аслă электромонтёртан тытăннă. Икĕ çултан Виктор Дмитриевича Тереньгари кирпĕч заводĕнче тĕп энергетик тата тĕп инженер тивĕçĕсене шанса параççĕ. Унтан вăл «Ульяновск-коммунэне рго» организацин Тереньгари участокĕн пуçлăхĕнче вăй хурать.

Текста малалла вулăр...

Газовиксен çемйи

«Газпром газораспределение Ульяновск» тулли мар яваплă обществăн Аслă Нагаткинти филиалĕнче 177 çын вăй хурать. Кунти çынсем Карсун, Вешкайма, Сăр тата Чăнлă районĕсенчи газ пăрăхĕсене тата оборудованине пăхса, тĕрĕслесе, юсаса тăраççĕ. Бухгалтерире пилĕк çын ĕçлет, вĕсене Римма Пегова ертсе пырать.
 
Мелекесри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан вăл районти «Сельхозтехника» уйрăмĕнче 20 çул бухгалтерта, пуçлăх çумĕнче ĕçленĕ. 2000 çулта вара хальхи вырăна куçнă.
-Çураласса эпĕ Сахалин посёлокĕнче çуралнă. Унтах 4 класс пĕтернĕ – вăл вăхăтра посёлокра 60-70 килĕччĕ, пуçламăш шкул та пурччĕ. Аттепе анне – Василий Васильевич тата Раиса Александровна – шкулта вĕрентетчĕç. Вăтам пĕлӳ эпĕ Аслă Нагаткинти шкулта илтĕм. Пирĕн çемьере пилĕк ачаччĕ. 1947 çулхи аппа – Тамара 24 çултах чирлесе вилни ĕмĕрлĕхех чĕрере суран хăварчĕ,- каласа парать Римма Васильевна.

Текста малалла вулăр...

Петр ИВАНОВ: «Ентешĕмĕрсем куçа уçрĕç»

Тереньга районĕнче хăйне уйрăм йăла-йĕркепе пурăнаççĕ
 
«Канаш» хаçатăн облаçри кашни районтах шанчăклă юлташĕсем пур. Вĕсем пулăшнипе эпир вырăнти ĕç-пуç, пултаруллă ентешсем çинчен пĕлсе тăратпăр. Тереньга районĕнче çавăн пек ентешĕмĕрсенчен пĕри – район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Пётр Иванов.
Пётр Андреевичпа эпир нумай çул çыхăну тытса тăратпăр.
Унăн тăван çĕршывĕ – Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕ. Вăл пысăк çемьере ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ сакăр ачине те вĕрентсе çын тунă.
-Манăн атте, тăватă класс пĕтернĕскер, вунă çул ытла колхоз председателĕнче ĕçлерĕ, кайран мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен ферма пуçлăхĕнче, бригадирта вăй хучĕ. Çĕре юратма пире вăлах вĕрентрĕ. Анне—Нина Павловна—Чĕмпĕр чăваш педучилищине пĕтернĕ.

Текста малалла вулăр...

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла

Хăй ĕмĕрĕнчи пĕрремĕш операцие вăл Куйбышев (халь Самар) пульницинче 4-мĕш курсри тухтăр практики вăхăтĕнче хирургсем "Грушинский" фестивале хутшăнма кайсан тунă. Дежурствăна юлнă çамрăк тухтăрсем аслисен шанăçне тӳрре кăларнă. Аппендикс касса илнĕ, ачана çут тĕнчене килме пулăшнă. «Пирĕн ĕçе ырларĕç те, мухтарĕç те,-тет Çĕнĕ Ульяновск хулинчи А.Ф. Альберт ячĕллĕ хула пульницин пĕртен-пĕр травматологĕ Владимир Иванов. – Веçех ăнăçлă иртрĕ. Малалла ăнтăласси манра яланах пулнă».
Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен чăваш ялĕнче çуралнă йĕкĕт ачаран хирург пулма ĕмĕтленнĕ. Шупашкарти медицина училищипе Куйбышеври медицина институтне парăнтарса тухтăр ятне тивĕçет вăл.
-Анне, Зоя Павловна, ялти ытти пускил-хурăнташĕсен чен уйрăлса тăракан хăйнеевĕр тĕлĕнтермĕш хĕрарăмччĕ.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн хӳтĕлевçĕсем

Чăнлă районĕнчи Тутар Каша тăрăхĕн йĕркелĕхне Кунтикав çынни Сергей Еленкин полицейский тытса тăрать. Вăл Чулхулари шалти ĕçсен министерствин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче икĕ çул куçăмлă, тăватă çул куçăмсăр майпа вĕреннĕ. 2002 çулта Чăнлăра милицире ĕçлеме пуçланă, 2006 çултан – Тутар Каша тăрăхĕн участковăй уполномоченнăйĕ, 2008 çултан – милици капитанĕ.
 
Эсир пĕчĕкрен кам пулма ĕмĕтленнĕ тенине хирĕç Сергей Владимирович кăмăллăн кулчĕ çеç. «Ача чухнех çак професси килĕшетчĕ, чăнахах та,-терĕ вăл.- Шкулта вĕреннĕ çулсенче инçет хушша чупма юрататтăм, спорта явăçрăм, ӳт-пĕве тĕреклентертĕм. Кайран çакă академие кĕме питех те пулăшрĕ. Тĕрĕссипе, халĕ те ĕçре унсăр ниепле те май çук».
Тутар Каша тăрăхĕн хутлăхĕнче 2400 çын. Куллен кашнин ирĕклĕхне хӳтĕлеме тăрăшать вăл, саккуна пăснă тĕслĕхсем сахалтарах пулччăр тесе ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Тĕпре – Иван Яковлев халалĕ

Надежда Вармандеевна Романова Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулĕнче 25 çул пуçламăш класс ачисене пĕлӳ тĕнчине кĕме пулăшать. Юлашки икĕ çул вăл чăваш ачисене Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культурине вĕрентет.
-Чăвашсен йăли-йĕркине вĕрентнĕ чух ытти халăхсеннипе танлаштаратăп. Иртнĕ вĕренӳ çулĕн вĕçĕнче çак темăпа пирĕн семинар пулчĕ. Унта вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци чĕлхисен пулĕмĕн методисчĕ Вера Архипова та хутшăнчĕ. Эпир «Великий педагог» темăпа Яковлев вулавĕсем ирттертĕмĕр. Унта 1 –6-мĕш классенче вĕренекен ытти наци ачисем те хутшăнчĕç. Пирĕн шкулта пуян музей пур. Вăл облаçри шкулсем хушшинче иртнĕ конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтĕр «Чи лайăх наци кабинечĕ» конкурсра эпир 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Паллах, çак çитĕнӳсенче ытти вĕрентӳçĕсен тӳпи те пысăк.

Текста малалла вулăр...

ХУРÇĂ УТА ПĂХĂНТАРНĂ СЕРАФИМА

Çавăн пек çав Чемен хĕрĕсем…
 
«Ĕçĕсем ăнса кăна пыраççĕ,
Кĕçĕн Чемен ĕçчен хĕрĕсен.
Ахаль мар пуль каччăсем çунаççĕ
Çула май курасшăнах кĕрсе.»
 
Тăхăрьял поэчĕ Валентин Урташ тата Александр Галкин композитор «Çавăн пек çав пирĕн ял хĕрĕсем» юрра ятарласа Серафима трактористка çинчен çырнă тейĕн. Унпа юнашар яланах мăшăрĕ Николай. Вăл та тракторист.
Серафима Николаевна Кержеманова (мăшăрланнă хыççăнхи хушамачĕ) Чăваш Республикин Патăрьел районне кĕрекен Кĕçĕн Чементе 1955 çулта çуралнă. Сăкăтра сакăр класс пĕтернĕ. Канашри тракторист-машинист сене хатĕрлесе кăларакан училищĕне вĕренме кĕнĕ. Производство практикине тăван хуçалăхĕнче – «Мир» колхозра - МТЗ-50 тракторпа ирттернĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕлĕкре – паян та милицире

Василий Анатольевич Артемьев - Çĕнĕ Ульяновскри чăваш юхăмĕн шăнăрĕ тесен те юрать. Вырăнти чăвашсен автономи ертӳçине З.М.Рейтера мероприятисем йĕркелеме чи пĕрремĕш пулăшаканĕ вăл. Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçленĕскер çынсене хăй тавра пуçтарма, ĕç хушма тата итлеттерме лайăх пултарать. Артемьевсен ывăлĕсем те чăваш уявĕсенче халăха савăнтараççĕ - сцена çинчен юрлаççĕ, сăвăсем калаççĕ.
В.А.Артемьев – ШĔМĕн, çар хирĕçĕвĕсен ветеранĕ, Çĕнĕ Ульяновск хула администрацийĕнчи вăрçă тата ĕç, правăна сыхлакан, хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен председателĕн обществăлла майпа ĕçлекен çумĕ.
Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи каччи Ульяновск тăрăхне килсе тĕпленнĕренпе самай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. 1980 çулта Упи шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл ку хулари 5-мĕш профтехучилищĕре водитель профессине алла илет.

Текста малалла вулăр...

Канмалли кунсенче те ачасемсĕр тунсăхлатăп

Зоя Винюсева Чăваш Кăлаткăри «Колокольчик» ача садикĕнче виçĕ теçетке çул вăй хурать ĕнтĕ. 1982 çулта Сызраньте педучилище пĕтернĕ те çакăнта ĕçлеме вырнаçнă.
Садика 2003 çултанпа ялти шкул çуртне куçарнă, унта уйрăм алăкран кĕмелле. Паян кунта 1,5 – 7 çулхи 25 ача çӳрет. Кукамăшĕ-асламăшĕ патне хуларан çу вăхăтне килнисем те пур кунта, садика çӳренĕшĕн пĕр уйăха 300 тенкĕ ытларах кăна тӳлемелле. Ачасене икĕ ушкăна пайланă, унта чăвашсем те, тутарсем те, вырăссем те пур. Калаçма та пĕр-пĕринпе харăсах виçĕ чĕлхепе калаçаççĕ, шкула кайичченех виçĕ чĕлхе пĕлеççĕ. Вĕсен тăватă воспитатель, икĕ няня, повар, кĕпе-йĕм çăвакан. Заведующий çук. Воспитательсем ун тивĕçĕсене хăйсемех туса пыраççĕ.
Çулла кунта ĕçлекенсем хăйсем вăйĕпе пӳлĕмсене юсанă. Вĕсене тĕрлĕ енĕпе вырăнти хуçалăх пуçлăхĕ те, шкул директорĕ те пу-лăш-нă.

Текста малалла вулăр...

Г.Майрабеев: «Ял ачисем валли кĕрешмелли вырăн кирлĕ»

Кивĕ Улхашра 4-мĕш çул ĕнтĕ Майрабеевсен парнине çĕнсе илессишĕн çамрăксем ирĕклĕ майпа кĕрешсе ăмăртаççĕ. Кунта çулсерен 200 ытла спортсмен килет.
Камсем вĕсем Майрабеевсем, турнир мĕнле пуçланса кайнă?
Кун пирки Георгий Майрабеевпа курса калаçрăмăр.
-Эпĕ вунă çул Тольяттире пурăнтăм. Кĕрешӳ турнирĕсене çӳреттĕм. Ульяновск облаçĕнчен пынă спортсменсене яланах çĕр каçма вырăн тупса параттăм, хам патра сиплев центрĕнче мунча кĕртеттĕм. Çапла пĕррехинче турнир хыççăн калаçса кайрăмăр. Мана юлташсенчен хăшĕ-тĕр эс хăвăн ятупа турнир йĕркелеетĕн-и тесе ыйтрĕ. Йĕркелеетĕп терĕм. Шухăшĕ унчченех пурччĕ те – çак самантра «пиçсе» çитрĕ, - тет Георгий Васильевич.
Сăмахĕ хыççăн – ĕçĕ. 2009 çулта Майрабеевсен 1-мĕш ăмăртăвĕ иртет, унта 170 кĕрешӳçĕ килет. Кунта çакна калас пулать.

Текста малалла вулăр...

Тĕнче чечекре

Кунтикавра пурăнакан Надежда Ефимовна Шлёнкина (хĕр чухнехи Барабанова) пурнăçа юратакан, хаклакан чăваш хĕрарăмĕ.
«Паян тĕнче чечеке ларнă вăхăт, - тет Натюш аппа хальхи самана пирки пупленĕ май. -Шел, пурăнма пĕлместпĕр. Çамрăксем ватăсенчен именмеççĕ, ĕçке, çăмăлт-тайлăха, укçана пуринчен мала хураççĕ. Ĕçе çăмăллипе йывăрри çине пайлаççĕ. Аслă вăрçă тытăннă çул эпĕ вун пĕр çулхи хĕрача пулнă. Çĕршыва асар-писер вăрçă çулăмĕ хыпса илнĕччĕ. Çĕнтерĕве çывхартнă çĕрте пирĕн, тылра тăрăшнă ача-пăчан, тӳпе те пур. Тĕнчене фашистсем кисретнĕ, пиччесемпе аттесем, асаттесем фронта ăсаннă çулсенче калхус хирĕнче ĕçлесе пирĕн, вăхăтсăр пысăкланнисен, миме пиçсе кайнă. Шартлама сивĕре вутă турттарнине, туратсем пуçтарнине куççульсĕр аса илейместĕн. Çулла утă çулнă, вырмара ыраш, тулă пучахне çулнă, тăватă пике хыççăн икшерĕн кĕреплепе пуçтарнă, кĕлтесем çыхнă, турттарнă.

Текста малалла вулăр...

АЧАРАНАХ СПОРТ ÇУЛĔ ÇИНЕ ТĂНĂ

ÇЕМЙИПЕХ – СЫВЛĂХЛĂ ПУРНĂÇ ТЫТĂМĔНЧЕ
 
«Ахальтен мар ача чухне ăмăртса чупнă, кĕрешсе е йывăр япала çĕклесе ăмăртнă. Манăн та вăйлă пулас килетчĕ. Чăрсăртараххисем кӳрентерсен юлташсем тӳрех ашшĕне е пиччĕшне каласа парассипе хăрататчĕç. Манăн вара хамăнах хӳтĕленме тиветчĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн çемьере ултă ачаран пĕри çеç – эпĕ – арçын ача пулнă. Эпĕ пурĕпĕр юлташсене ăмсанман. Ман хута кĕрекен çуккишĕн те пăшăрханман. Йывăрлăхсене хам тĕллĕнех парăнтараттăм», - пуçларĕ кун-çулĕпе паллаштарма Аслă Нагаткинра хăйĕн çемйипе тĕпленсе пурăнакан СССР спорт маçтăрĕн кандидачĕ, аслă пĕлӳллĕ усламçă, выльăх тухтăрĕ, харпăр ветеринари аптекин пуçлăхĕ Александр Терентьевич КРАСНОВ.
Ентешĕмĕр Чăваш АССРĕн Комсомольски районĕнчен Аслă Нагаткина куçса килнĕ Красновсен çемйинче 1968 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă.

Текста малалла вулăр...

Урнă «мирлĕ атома» лăплантарнă

Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕнче пурăнакан Митрофановсен çурчĕ умне çитсен малтанах кил хуçи конструктор-ши е пахчаçă-ши тесе иккĕлентĕм. Йĕри-тавра илемлĕ чечексем ешереççĕ - умĕнчи кӳлĕ çыранĕн хĕрринче те, урамра та, палисадникре те. Хапха тăрринче автан евĕр касса илемлетнĕ çил хăш енчен вĕрнине кăтартакан хатĕр çаврăнса ларать. Пӳртне кĕрсен те тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ: стенасем çинче кил хуçи касса кăларнă рамăсемпе эрешсем, килти иконостассене те Пётр Андреевич хăй йывăçран касса кăларнă. Ытармалла мар илемлĕ вĕсем тата хăйнеевĕрлĕ. Ахальтен мар кил хуçин ĕçри çĕнетӳ сĕнĕвĕсен 7 автор прави упранать.
Митрофановсем иккĕшĕ те инвалид, анчах пĕр минут та ĕçсĕр лармаççĕ. Анастасия Григорьевна пахчара, кил-çуртра аппаланать. Пётр Андреевичăн вара ĕçĕ пит нумай: çемье-йăх историне (родословный) çырать, нумаях пулмасть хăй тĕллĕн компьютера алла илнĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12.