Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Фестивальте – чăваш халăх тумĕ, ахах-мерченĕ

Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче пирĕн облаçра унччен нихçан пулман мероприяти – «Нарспи» ятпа чăваш халăх тумĕн фестивалĕ иртрĕ. Унта Шупашкарти паллă тĕрĕ ăстисемпе тан вырăнти алăстисем те хăйсен ĕçĕсене кăтартрĕç. Фестивале йĕркелекенсем – Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр тата унти чăваш уйрăмĕн ертӳçи – Ираида Гаврилова. Режиссерĕ – Светлана Печникова.
 
Курав
Уяв фойерен тытăнчĕ. Шупашкарсем чĕмпĕрсене кăтартма нумай кĕпе-шупăр, тухья-хушпу, масмак, сурпан, сĕтел витти, ал тутри таврашĕ илсе килнĕ. Вырăнти ăстаçă Елена Уресметова курава хăй аллипе çĕленĕ кĕпе-саппунне, кĕмĕл-шăрçаран ăсталанă капăрлăхне тăратнă. Уява пынисене Аслă Нагаткинтан килнĕ «Шанăç» халăх юрă ушкăнĕ (ертӳçи – Валентина Игнатьева (Тарават) хаваслă юрри-ташшипе кĕтсе илчĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕп чĕр тавар

Кантăр тата йĕтĕн сӳсĕнчен çип тунă, ĕлĕкрех вара вĕлтĕрен те чĕр тавар шутланнă.
Йĕтĕнпе кантăра çулçисем сарăхсан, вăрлăхĕ пиçе пуçланă вăхăтра тымарĕпе тăпăлтарнă. Сӳсе кĕлте туса çыхнă, тымарне пуртăпа каснă. Хĕвел çинче типĕтнĕ хыççăн тукмакпа çапса вăррисене кăларнă. 100-200 кĕлтене пĕрле çыхса сӳс тунă, 10-15 кунлăха шыва янă. Сӳс пайăркисем туна çумĕнчен уйрăлма пуçласан кăларнă, хӳме, кашта çине çакса типĕтнĕ.
Йĕтĕне йĕпетмен, курăк çине сарса хунă. Кантăрпа йĕтĕне типĕтнĕ хыççăн килле хурса кисĕппе кивнĕ. Шăртпа туранă. Унтан арланă, йĕкепе пĕтĕрнĕ – çип тунă. Арламалли ансат хатĕр (е кĕнчеле) кустăрмаран, ăна ĕçлеттерекен пускăчран, йĕке-пушкартан тăнă. Кустăрма туртса карăнтарнă хĕлĕх урлă пушкара ĕçлеттернĕ. Чăваш ялĕсенче патак, кĕреçе, кĕсмен евĕр кĕнчелесем тĕл пулаççĕ.

Текста малалла вулăр...

САМАР КУКРИ ЧĂВАШĔСЕМ

XVI ĕмĕр варринче чăвашсем Самар Кукри таврашне – Анлă Жигули тăвĕсенен авкаланса иртнĕ тăрăха – пĕчĕккĕн куçса тĕпленнĕ. Тепĕр çĕр çултан кунта вырăссемпе тата мăкшăсемпе пĕрле йăхташăмăрсем йышлăн пурăннă. Чăваш ялĕсем халĕ Самар облаçĕн хĕвел анăç районĕсенче вырнаçнă. Çамрăк Илья Репин хăйĕн «Атăл çинчи бурлаксем» картини валли шăпах çав вырăнсенче этюдсем ӳкернĕ.
Хĕрарăмсен уяв тумĕ хăйĕн мăнаçлăхĕпе, ытарайми илемĕпе палăрса тăнă. Кĕпене ун чухне шурă пиртен çĕленĕ, хăмач тытса тата тĕрлесе капăрлатнă. Кĕлетке çине çӳлтен аялалла хутлă-хутлă темĕн тĕрлĕ капăрлăх çакнă. Пуç çине — йĕрки-йĕрки кĕмĕл тенкĕпе, шултра тата вĕтĕ шăрçа ярăмĕсемпе илемлетнĕ чаплă х у ш п у. Тĕрлĕ тапхăрта Самар Кукри чăвашĕсен хĕрарăм кĕписем темиçе тĕрлĕ пулнă. XVII-XIX ĕмĕрсенче кăкăр умне, çаннисемпе аркисене талккăшпех тĕрленĕ.

Текста малалла вулăр...

Артистсене хамăр тăрăхри тумпа курас килет

Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Акатуйĕ çывхарса килет. Уяв сцени çинче пирĕн таврари ялсен тумĕсемпе тухнине курас килет. Асăрхăр-ха, мĕнпур фольклор ушкăнĕсем тата уйрăм артистсем çинче пирĕн енчи тумсем пачах çук. Тимĕрçене килсе вырнаçнă çынсене Чăваш Енрен килнĕ тесе ĕнентереççĕ. Анчах та тумсем пирĕн енчи пек мар. Тен, ĕлĕк-авал чăвашсем çавăн йышши тумпа çӳренĕ пуль, пирĕн енче пулни паллă мар.
Çавăнпа та «Канаш» хаçат урлă таврари чăвашсен сĕнĕвĕсене пĕлес килет. Сăн ӳкерчĕкри хĕрĕн тумне авантарах пăхăр-ха. Кирек мĕнле каччă та çакăн пек тирпейлĕ тумлă пикене юратса пăрахĕ!

Тĕрĕ-эреш пуянлăхĕ иксĕлмест

Облаçри вĕрентӳ министерстви (тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева) тата Чăваш культура центрĕ (ертӳçи И.В. Гаврилова) пуçарăвĕпе ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашри вăтам шкулта Чăваш культура кунĕ иртрĕ. Мероприятин тĕп шăнăрĕ – Шупашкар хăни Зинаида Ивановна Воронова — районти шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тата вĕренекенсен умĕнче маçтăр-класс кăтартни. Вăл Чăваш наци конгресĕн çынни, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, çирĕм çул ытла чăваш тумĕсене тата капăрлăхĕсене ăсталать. Унпа пĕрле Клара Осокина юрăç килсе çитнĕ.
Пухăннисем малтанах «Алран кайми» чăваш халăх гимнне ура çине тăрса итлерĕç. Р.И. Микка директор кĕскен шкул историйĕпе паллаштарчĕ. Анастасия Сюмма (9-мĕш класра вĕренет) куракансене чăваш ташшине парнелерĕ.
Урок тытăнчĕ.

Текста малалла вулăр...