Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хăват çитнĕрен тĕллевĕсем те пысăк

Çĕнĕ ĕçе епле пуçлатăн, çапла вĕçне тухатăн, тенешкел – «Родники» ялхуçалăхĕпе производство кооперативĕ комбайнсене хире районта пуринчен малтан кăларнисенчен пĕри пулнă. Вырмара та ыттисене кая хăварма пултарнă.
Хуçалăх ертӳçи Николай Сайгушев калаçăва тырçинче ырми-канми вăй хунă ĕçченсене мухтанинчен пуçларĕ. Олег Столяров, Петр Моисеев, Олег Тантай комбайнерсене, Александр Кашкоровпа Валерий Анчиков тата Иван Ерилов водительсене тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕ. Ырă ята О. Столяров уйрăмах тивĕçлĕ. Хуçалăхăн мухтавлă комбайнерĕ те вăл, чи ăста механизатор та – кăçал та ытти çулсенчи пекех пуринчн ытла тыр-пул (17 пин те 125 центнер) çапса ĕçтешĕсем хушшинче мала тухнă. Хуçалăхри чи аслă, чи сумлă ĕçчен Николай Дьяконов тракторист. 75 çулти Николай Андреевич ЮМЗпа утă тиенĕ çĕрте вăй хурать, ытти ĕçсене те кӳлĕнет.

Текста малалла вулăр...

Малтан ĕçлекен çын тупатпăр, унтан техника туянатпăр

Леонид Еленкин – Чăнлă районĕнчи çамрăк фермерсенчен пĕри. Паян унăн тăван ялĕн – Кунтикав – çывăхĕнче 1 пин те 200 гектар çĕр. Унта ытларах пĕрчĕллĕ культурăсене туса илет вăл.
 
Иртнĕ вырсарникун хуçалăхри механизаторсем базăраччĕ: кĕрхи тĕш-тырра пуçтарса кĕртнĕ хыççăн хиртен таврăннăччĕ, комбайнĕсене унтан-кунтан юсатчĕç, механизмĕ-сене сĕретчĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ хĕрӳ вăхăт пулсан та пирĕнпе калаçма кăмăл турĕ.
-Маларах ку хуçалăх анне – Раиса Николаевна – çинчеччĕ, 2004 çултанпа эпир унпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. 2011 çулта вара хам çине куçартăм. Халĕ те анне мана кирлĕ пулсан пулăшать-ха. Кăçалхи лару-тăру çинчен калас пулсан – кĕрхи тулла пухса кĕртрĕмĕр ĕнтĕ. Тухăç савăнтарать – гектартан вăтамран 38 центнер. Тунтикун урпана тухатпăр, вăл 150 гектар. Ку культура та 30 центнертан кая памасть пулĕ тесе шутлатăп.

Текста малалла вулăр...

Хуçалăх шăнăрĕ – ылтăн алăллă ĕçченсем

Мелекесс районĕнчи «Золотой колос» общество уй-хирĕнче кĕрхи
культурăсене акас ĕçсем хĕрӳ пыраççĕ. Уяр çанталăка пула ял хуçалăхĕсем мĕнпур техникăна уя кăларнă. Ертӳçи Раис Хуснутдинов ылтăн кĕркунне кунĕсемпе май килнĕ таран усă курса юласшăн.
 
– Кĕрхи тулла 1200 гектар акса хăварма палăртатпăр, кĕрхи ыраша – 200 гектар. Пĕтĕмĕшле кĕрхи çĕртме, ака ĕçĕсем вĕçленсе те пыраççĕ. Кун пекех типĕ тăрсан паяныранах куккурус çине тухма шухăш пур. Пĕтĕмĕшле128 гектар çĕр йышăнать вăл, ĕлкĕрнĕ.
Ăна та вăхăтĕнче вырса илмелле. Хĕвелçаврă-нăш тĕшшине (300 гектар) пуçтараса илсе çу уçлакан завода ăсататпăр. Тухăçĕ кăçал та пĕлтĕрхи пекех аван пулма тивĕçлĕ, – паллаштараççĕ вырăнти лару-тăрупа хуçалăхăн специалисчĕсем – Юрий Логинов агрономпа Рефкат Гайнетдинов инженер.

Текста малалла вулăр...

Кĕрхи ака тытăннă

Облаçра кĕрхи культурăсене акма 50 пин тонна вăрлăх хатĕрленĕ (планпа палăртнин 72 проценчĕ). Мĕнпурĕ 69 пин тонна кирлĕ.
Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, халĕ вăрлăхăн пахалăхне тĕрĕслеççĕ. 30 пин тонна тĕрĕсленĕ, 96 проценчĕ акма юрăхлă. Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи акаран 4,5 пин тонна вăрлăх юлнă. Унсăр пуçне хăш-пĕр вăрлăха ытти регионсемпе ылмаштарма палăртнă. Радищево, Павловка, Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла районĕсенче вăрлăха çителĕклĕ хывса хăварнă. Чылай районта хирсене кĕрхи культурăсем акма хатĕрлеççĕ. Малта пыракан районсенче кĕрхи ака тытăннă. Каярах юлнă районсем те мĕнпур вăя тыр-пул пухса кĕртес ĕçе уйăраççĕ. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр кĕрхи ĕçсене кĕске вăхăтра, çухатусемсĕр вĕçлессе шанать.

Кĕрхи пуян – хĕл ăшши

Чăнлă районĕнчи Пётр Валентинович тата Сергей Валентинович Красновсен «Краснов и Ко» фермер хуçалăхĕ 1700 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Кăçалхи тĕш-тырăпа пĕртăвансем питĕ кăмăллă. Тухăç гектартан 30 центнер.
Пĕрчĕллĕ культурăсем 900 гектар çĕр лаптăкĕ йышăннă, вăл шутра çурхи тулă – 250 гектар, кĕрхи – 550, ыраш – 200, сĕлĕ, пăрçа (выртманни), урпа – 100. Хиртен килнĕ тырă малтан йĕтем çине кĕрет. Кунта вăл тасалать, типет. Унтан хăйсене кирлĕ чухлĕ вăрлăх хăварса тырра Майнăна, тата «Симбирскмука» завода ăсатаççĕ. Улăма рулона пресласа хураççĕ. Кайран халăха валеçсе параççĕ.
Пушаннă хирсене тĕрлĕ им-çампа апатлантарма тытăннă ĕнтĕ. Ун хыççăн хура çĕре кĕрхи тырă акаççĕ.
Сергей Валентинович каланă тăрăх, çĕр ĕçченĕсем килти çĕрулмине кăларса тирпейлесен хире тухаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Кĕрхи пуян – хĕл ăшши

Чăнлă районĕнчи Пётр Валентинович тата Сергей Валентинович Красновсен «Краснов и Ко» фермер хуçалăхĕ 1700 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Кăçалхи тĕш-тырăпа пĕртăвансем питĕ кăмăллă. Тухăç гектартан 30 центнер.
Пĕрчĕллĕ культурăсем 900 гектар çĕр лаптăкĕ йышăннă, вăл шутра çурхи тулă – 250 гектар, кĕрхи – 550, ыраш – 200, сĕлĕ, пăрçа (выртманни), урпа – 100. Хиртен килнĕ тырă малтан йĕтем çине кĕрет. Кунта вăл тасалать, типет. Унтан хăйсене кирлĕ чухлĕ вăрлăх хăварса тырра Майнăна, тата «Симбирскмука» завода ăсатаççĕ. Улăма рулона пресласа хураççĕ. Кайран халăха валеçсе параççĕ.
Пушаннă хирсене тĕрлĕ им-çампа апатлантарма тытăннă ĕнтĕ. Ун хыççăн хура çĕре кĕрхи тырă акаççĕ.
Сергей Валентинович каланă тăрăх, çĕр ĕçченĕсем килти çĕрулмине кăларса тирпейлесен хире тухаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ТЫРÇИ вĕçленчĕ. Умра – чĕкĕнтĕр

Чăнлă районĕнчи А.М.Ширта-новăн хресченсемпе фермерсен «Восток» хуçалăхне çитсе курма тӳр килчĕ. Фермерпа пӳлмери тырра ăсатнă çĕрте тĕл пулса калаçрăмăр. - Хирти тырра йăлтах вырса кĕртрĕмĕр. Тухăç вăтамран гектартан 28 центнер. Вăхăтра çумăр пулсан тата вăйлăрах тухăç пулмаллаччĕ. Июль, август уйăхĕсенче пачах çумăр пулмарĕ. Таврари ялсене виçĕ хутчен шăварса кайрĕ, пире – çук,- пăшăрханса каласа парать Александр Михайлович. – Кăçал мĕнпурĕ 800 гектар тĕш-тырă (вăл шутра 220 – ыраш, 250 – кĕрхи тулă, 158 – çурхи тулă, 80- урпа), 400 гектар чĕкĕнтĕр, 100 – хĕвел çавăрăнăш, 1 – çĕр улми, 1 – купăста акса ӳстертĕмĕр.
Тырра Ульяновск хулинчи «Симбирскмука» завода тата Майнăри элеватора куллен тăватшар КамАЗ ăсататпăр. Тыр-пула вырнаçтарсан пăртак сывлăш çавăрса илесшĕн те чĕкĕнтĕр кăларма тытăнасшăн.

Текста малалла вулăр...

Хăйсене шанса ĕçлеççĕ

Чăнлă районĕнчи “Ивандеев” фермер хуçалăхĕ чи ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Кăçал вĕсем 400 гектар çинче тĕш-тырă, 120 – çĕр улми, 80 – сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 80 – хĕвел çаврăнăш акнă.
 
-Пĕлтĕрхи типĕ çанталăк пире çĕнĕлле ĕçлеме хистерĕ. Пĕр-икĕ тĕслĕ тырă культурине кăна акнипе мала кайма çук. Çанталăк начар пулсан нимĕн те туса илейместĕн. Çавăнпа та хĕвел çаврăнăшĕ акрăмăр. Тухăçне кура унăн тĕшшине те сутма пулать, çаплах ӳсен-тăран çăвĕ тума та яма пулать.
Владимир Путин фермерсемпе ирттернĕ канашлура пулма тӳр килчĕ. Вăл унта: “Çĕр çинче хуть те мĕн акса илĕр, тупăшĕ кăна пултăр”, - терĕ. Çавна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Кăçал хамăрăн пĕлтĕрхи бюджетри “шăтăксене” саплассишĕн тăрăшатпăр. Чи паха та хаклă тулă вăрлăхĕсене самай туяннăччĕ. Анчах вĕсем пулмарĕç, эпир çулталăка тупăшпа мар, тăкаксемпе вĕçлерĕмĕр, - каласа парать хуçалăх ертӳçи Николай Григорьевич Ивандеев.

Текста малалла вулăр...

Тухăç – çĕр пин тонна ытла

Тыр-пул туса илессипе Чăнлă районĕ облаçри малашлăхлă районсенчен пĕри. Районти ял хуçалăх управленийĕ авăнăн 2-мĕшĕнче панă даннăйсемпе, чăнлăсем вырмана пĕтернĕпе пĕрех. Патшалăх пӳлмине палăртнинчен (95 пин тонна) самай ытларах – 103 пин те 700 тонна ытла тырă хунă. Каласа хăвармалла, пĕлтĕрхи типĕ çанталăка шутламасан районта кун пек пысăк тухăç 2006 çултанпа илеççĕ.
Кăçал Чăнлă районĕнче пурĕ 43227 гектар çинче тĕш-тырă акса хăварнă: кĕрхи тулă – 8032, çурхи тулă – 21124, кĕрхи ыраш – 1704, урпа – 8886, сĕлĕ – 1987, пăрçа – 887, вика – 117, хура тул – 310, вир – 30, куккурус – 150, рапс – 580. Хальлĕхе 39 808 гектарне вырса çапнă. Ку мĕнпур лаптăкăн 92 проценчĕ. Урпапа кĕрхи тулă тата кĕрхи ыраш, сĕлĕ, пăрçа, хура тул, вир, куккурус (вăррине илме), рапс лаптăкĕсене веçех вырса çапса кĕртнĕ. Тулă гектартан 29,2 центнер, урпа - 27,8, кĕрхи ыраш – 24,6, сĕлĕ – 24,9, пăрçа – 18, хура тул – 10,1, рапс – 10,5 центнер илнĕ.

Текста малалла вулăр...