Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Юман пек çирĕп пул, поэтăмăр!

Çак девизпа иртрĕ Ульяновскри 17-мĕш вулавăшра Анатолий Юманăн 85 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă мероприяти.
Хисеплĕ шурсухалăмăра чыслама вулавăша нумай çын пухăннăччĕ – вырăнти писательсемпе поэтсем, халăх ăсчахĕ-сем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, литературăна юратакансем.
Юбилея халалланă каçа вулавăш ĕçченĕ Светлана Бахтинова ертсе пычĕ.
Вăлах паллă çыравçăн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ, сăввине вуларĕ.
Саламсен ярăмне вулавăш заведующийĕ Ольга Юрлова пуçларĕ. Вăл Анатолий Юман икĕ чĕлхепе çырнăшăн, унăн ĕçĕсенчен нумайăшне чăвашларан вырăсла куçарнăшăн савăннине пĕлтерчĕ.
- Эсир пирĕн вулавăшăн ылтăн фондĕ-нче. Сирĕн произведенийĕрсемпе эпир тӳрремĕнех паллашма пултаратпăр, мĕншĕн тесен вырăсла çырнисем питĕ нумай. Сирĕн ĕçĕрсем пире пурăнма, ачасене воспитани пама вĕрентеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Вăхăт сывлавне туякан, черчен чăваш чунлă сăвăç уявĕн

Юпан 29-мĕшĕнче Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче пысăк та пĕлтерĕ-шлĕ тĕлпулу иртрĕ. Ăна Чăнлă районĕн хисеплĕ çынни, Чĕмпĕр тăрăхĕн мулĕ, чăннипех те чăваш халăх поэчĕ ятне илме тивĕçлĕ шурсухалăмăр, 60 ытла кĕнеке авторĕ А.Ф.Ермилов 85 çул тултарнине халалланă.
Хăтлă зала юбиляра чыслама шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине илсе пыракансем, вĕрентӳçĕсем, ачасем, çыравçăсем, таврапĕлӳçĕ-сем, юлташĕсем, хăнасем пухăннăччĕ. Фойере ăсталанă куравсем авторăн кĕнекисемпе тата тĕрлĕ хаçат-журналта кун çути курнă хайлавĕ-семпе паллаштарчĕç.
«Сире пурне те пирĕн пултаруллă та хисеплĕ ентешĕмĕр, паллă çыравçă-сăвăç, куçаруçă – Анатолий Юман юбилей каçĕнче курма хавас», - пуçларĕ сăмахне уяв ертӳçи Анатолий Федоровича сцена çине улăхма ыйтса.
Халăх умне «Шанăç» ансамбль (Аслă Нагаткин) юрăçисем тухрĕç.

Текста малалла вулăр...

Юман: 70 Çул литературăра!

Çакăн пек поэт е çыравçă пирĕнпе кӳршĕ-ллĕ регионсенче тата пур-ши/ Ман шутпа, ун пекки Раççейре те питĕ сахал пулĕ.
Анатолий Федорович Ермилов-Юман чăваш тĕнчинче кăна мар, пĕтĕм анлă Раççейĕ-пех чи ватă та чи пысăк стажлă поэтсен шутĕ-нче, вăл 85 çул тултарать. Унăн пĕрремĕш сăвви пичетре 1947 çултах тухнă, ун чухне авторĕ 15 çулта пулнă. Çавăнтан пуçласа вара вăл вулакансене савăнтарать: пин-пин сăвă, вун-вун поэма, темиçе кĕнеке сонет çырнă. Унăн сăвăлла роман та пур. Юман сăввисемпе композиторсем вун-вун юрă хывнă, хăш-пĕрне Шупашкарти театрсем хăйсен репертуарĕнчи спектакльсене те кĕртнĕ, вĕсем унта янăраççĕ. «Канаш» хаçат çумĕнчи «Шевле» литпĕрлешĕвĕн чи хастар членĕ те теме пулать ăна, ялан çыравçăсем хушшинче вăл, çамрăксене хуть хăçан та пулăшма хатĕр. Пирĕн Юман литература анине 70 (!) çул сухалать ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш букварĕ 145 çулта

Çак кунсенче Ульяновск хула администрацийĕ пулăшнипе, Ульяновскри чăвашсен наципе культура автономийĕ, чăваш культура центрĕ тата «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей йĕркеленипе чăваш букварĕн уявне паллă турĕç.
Истори<Ӳb>
Шăп 145 çул каялла Хусанти К.А.Тилли типографийĕнче паллă педагог-просветител ь хатĕрленĕ пĕрремĕш чăваш букварĕ кун çути курнă. Чăваш çырулăхĕн сăпки Чĕмпĕр хули теççĕ. Шăпах Чĕмпĕрте хатĕрленĕ ăна. И.Я.Яковлевăн çак ĕçри пĕрремĕш пулăшаканĕсем: В.А.Белилин студент, филолог тата Иван Яковлевичăн пĕрремĕш вĕренекенĕ, педагог, куçаруçă, этнограф – А.В.Рекеев.
Пĕрремĕш букварь 1872 çулта «Чăваш ачисене çырăва вĕрентмелли кĕнеке» ятпа пичетленсе тухнă. Унта ачасем тĕнпе этеплĕх виçисене, кĕлĕсене вĕренме, тĕн кĕнекинчи уйрăм вырăнсене вулама пултарнă.

Текста малалла вулăр...

Парень из нашего села

19 сентября Анатолию Еленкину исполняется 60 лет. Друзья, коллеги и единомышленники сердечно поздравляют Анатолия Георгиевича с юбилеем.
Его рывок к вершинам славы был стремительным и для многих неожиданным. Поражает не то, что он в одночасье стал руководителем крупного предприятия, а каким образом он достиг таких успехов. Ведь он стал лидером в труднейших условиях, когда по всей стране был развал и хаос! Ему еще не были известны законы рыночной экономики, он не мог пользоваться процессом ваучеризации, как это сделали олигархи. Покровителей у него тоже не было. Он мог надеяться только на свои силы. И он совершил чудо. Получив огромные кредиты, он вытащил мебельный комбинат из ямы. А ведь десятки и сотни смельчаков, получив кредиты, не сумели добиться поставленной цели и добровольно уходили из жизни.

Текста малалла вулăр...

Парень из нашего села

19 сентября Анатолию Еленкину исполняется 60 летĕ ДрузьяĔ коллеги и единомышленники сердечно поздравляют Анатолия Георгиевича с юбилеемĕ
Его рывок к вершинам славы был стремительным и для многих неожиданнымĕ Поражает не тоĔ что он в одночасье стал руководителем крупного предприятияĔ а каким образом он достиг таких успеховĕ Ведь он стал лидером в труднейших условияхĔ когда по всей стране был развал и хаос! Ему еще не были известны законы рыночной экономикиĔ он не мог пользоваться процессом ваучеризацииĔ как это сделали олигархиĕ Покровителей у него тоже не былоĕ Он мог надеяться только на свои силыĕ И он совершил чудоĕ Получив огромные кредитыĔ он вытащил мебельный комбинат из ямыĕ А ведь десятки и сотни смельчаковĔ получив кредитыĔ не сумели добиться поставленной цели и добровольно уходили из жизниĕ А Еленкин не побоялся!

Текста малалла вулăр...

О родственниках Павла Миронова

Разыскивая потомков одного из лучших воспитанников Симбирской чувашской школы, великого математика Павла Миронова, председатель союза чувашских краеведов Ульяновской области Николай Казаков нашел одну родственницу, которая проживает в Казахстане. Николай Александрович написал туда письмо, а также выслал разные журналы и свои авторские книги. И вот какой ответ пришел из соседней страны. Публикуем в чуть сокращённом виде.
Редакция.
 
О роде Мироновых
Единственным человеком, который мог бы Вам помочь во многих вопросах, связанных с потомками Павла Мироновича Миронова, оставалась я, а у меня ведь возраст уже довольно серьёзный, мне 81 год. Как бы тяжело мне ни было, я посвятила много времени и сил, описывая жизни потомков -- родственников Мироновых. Мною руководила морально-этическая мотивация: кроме меня уже фактически некому и писать, и помянуть этих замечательных Мироновых, я постоянно чувствую эту ответственность.

Текста малалла вулăр...

Тарават – ырă ят

Августăн 19-мĕшĕнче Аслă Нагаткинта ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмăн – СССР Писательсен союзĕн членĕн (1994), Раççей Писательсен союзĕн членĕн (1995), Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн членĕн (2000) – Валентина Тараватăн юбилей! Тата творчество çулĕ çине тăни – 45 çул.
 
Валентина Николаевна Игнатьева (Музыкантова) Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Турхан Упи ялĕнче 8 ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ – Николай Сергеевич – педагог, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ – Мавра Николаевна – ăста çĕвĕç, юрлама юратнă.
Питĕ пултаруллă çын вăл Валентина Николаевна, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă! Вăл хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе, пысăк çитĕнĕвĕсемпе халăхра тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ ĕнтĕ. Паян эпир унăн пурнăçĕн тата пултарулăхĕн çулĕсене кĕскен те пулин йĕрлесе тухăпăр, унпа çамрăк вулакансене паллаштарăпăр.

Текста малалла вулăр...

«Илемре» юрласа-ташласа савăнатăп

Ульяновскри «Киндяковка» Культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» юрă ушкăнĕн солисткине тата хастар чăваша Нина Великанована (хĕр чухнехи хушамачĕ Симулина) чăваш тĕнчинче пĕлмен çын та çук пулĕ – уçă саслă, пур енĕпе те пултаруллă, çирĕп кăмăллă, сăмаха тӳрĕрен калакан, тирпейсĕрлĕхпе тĕрĕсмарлăха чăтма пултарайман, вăйсăррине тата хӳтлĕхсĕррине хуть те хăш вăхăтра та пулăшу аллине тăсма хатĕр хĕрарăм вăл, ытарайми анне, ăшпиллĕ асанне.
 
Нина Симулина Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Ĕçчен те сăпайлă Мария Михайловнапа Иван Сергеевич Симулинсен кил-йышĕнче Аслă вăрçăччен ултă ача пулнă. Кил хуçи, ашшĕ фронтран Çĕнтерӳпе таврăнсан йыш тата хушăннă – умлăн-хыçлăн виçĕ ывăлпа пĕр хĕрача çуралнă. Çав пăрчăкан вăл пирĕн тĕрленчĕкĕн тĕп сăнарĕ Нина Ивановна.

Текста малалла вулăр...

Председатель хĕрĕ

Пелагея Борисова (Грушина) Чăнлă районĕнчи Кашара пысăк та туслă çемьере çуралса ӳснĕ. Ялта ăна Полина тесе чĕнеççĕ. Çемьере вăл 6-мĕш ача – чи кĕçĕнни. Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл 60 çул тултарнине паллă тăвать.
 
-Анне мана хĕрĕхре çуратнă. Эпĕ сакăр класс Кашари хĕрлĕ кирпĕчрен тунă пĕр хутлă шкулта (И.Я.Яковлев пулăшнипе тунăскер) пĕтернĕ. Пилĕк çултах ĕçе кӳлĕннĕ. Атте – Николай Васильевич – 1953 çултан «Волна» (каярахпа – «Волга») колхоза ертсе пыма пуçланă. 1960-65 çулсенче ял совечĕн председателĕнче вăй хунă. Анне колхозница. Аттепе анне пире пĕр хĕрхенмесĕр мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарчĕç. Атте эпир мĕнле вĕреннине çирĕп йĕрлесе тăратчĕ, анне вара хуçалăхри ĕçсемшĕн яваплăччĕ. Пĕр çуллахи каникулта та килте ларман эпир, ял ачисемпе посадкăна сурăхсем валли ешĕл турат пуçтарма кунĕпене кайнă.

Текста малалла вулăр...

Пултарулăх тĕнчинче – 35 çул

Светлана Геннадьевна Кочнева (Чернова) – Димитровградри ачасен 1-мĕш ӳнер шкулĕн хор уйрăмĕн заведующийĕ, аслă преподаватель, Ульяновск облаçĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 35 çул хушшинче ăста педагог нумай çамрăка ӳнер тĕнчине илĕртнĕ, пултаруллă ачасене вĕрентсе кăларнă. Апрелĕн 18-мĕшĕнче унăн – юбилей.
Ку шкула вăл Димитровградри музыка училищин хорпа дирижер уйрăмне пĕтернĕ хыççăн 1981 çулта ĕçлеме килнĕ.
Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен культурине çĕнетсе аталантарас ĕçре С.Г.Кочневан тӳпи калама çук пысăк. 2004 çулта вăл 1-мĕш шкулта чăвашсен – «Шăпчăксем», тутарсен – «Сандугачлар», украинсен – «Черемшина» ачасен пултарулăх ушкăнĕсене йĕркелсе ярать. Çак шкул Нацисен культура центрĕ пулса тăрать. Вăл çаплах Ачасен пултарулăх çуртĕнче тата Чăваш культура центрĕнче фольклор ушкăнĕсем чăмăртать.

Текста малалла вулăр...

Çунатусем сана çĕклерĕç...

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăнлă районĕ-нчи Каша ялĕнче хăйсен паллă ентешĕ – чăваш прозаикĕ, поэчĕ Владимир Леонтьевич Сатай çуралнăранпа 90 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Мероприятие Ульяновскран УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, районти культура ĕçченĕсем, паллă çыравçăсем – Анатолий Юманпа Валентина Тарават, Сатайăн тăванĕсем, юлташĕсем, «Канаш» хаçат ĕçченĕсем килсе çитрĕç.
 
«...Çыру чухлакан Цырульниковран
Сан чаплă Сатай пулмалла...», - çырнă ентешĕ пирки Анатолий Май поэт.
Уяв каçне ертсе пыракансем – Галина Альшейкина библиотекарь тата Татьяна Альшейкина воспитатель тăршшĕпех Владимир Сатайăн пурнăç çулĕпе паллаштарса пычĕç Цырульниковран Сатая çитнĕ çула уçса пачĕç.
Уява пухăннă халăх умĕнче хăнасем тухса калаçрĕç, шкул ачисемпе аслисем куракансене тĕрлĕ пултарулăх номерĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Текста малалла вулăр...

Владимир Сатай çуралнăранпа – 90 çул

Чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă прозаиксенчен пĕри – Владимир Сатай çыравçă. Кăçалхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 90 çул çитет. Вăл, Сатай (Цырульников), 1926 çулта Ульяновск облаçĕнчи Пухтел районĕнчи Каша ялĕнче çут тĕнчене килнĕ.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1943 çулта çара кайнă. Сывлăш çар флотĕнче ахаль салтакран пуçласа кĕçĕн командира çити ӳснĕ. 1945 çулта Монголие, Китая, Корейăна Япони самурайĕ-сенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Тепĕр тăватă çултан Тăван çĕршыва таврăннă, тӳрех Пухтел районĕн «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтан яваплă секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă, каярахпа редакторта вăй хунă.
1951 çулта В.Сатай Шупашкара куçса кайнă. Мĕн виличченех республикăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăннă. Чылай хушă «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ, ун хыççăн «Çамрăк коммунист» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсен литература сотрудникĕнче ĕçленĕ.

Текста малалла вулăр...

«Савăнăç» халăх ушкăнĕ – çирĕмре!

Димитровградри «Восход» Культура керменĕнче Мелекесс тăрăхĕнчи чăвашсен пысăк уявĕ пулчĕ – «Савăнăç» халăх ушкăнĕ (ертӳçи И.Н. Иванюкова) 20 çул тултарнине паллă турĕç.
Савăнăçсен савăнăçне пайлама УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев, эрменсен культура автономи ертӳçи Давид Саакян, украинсен вырăнти ентешлĕх ертӳçи – Майя Клокова тата вырăнти автономи ертӳçи Михаил Сенюта, азербайджансен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн Димитровградри уйрăмĕн председателĕ Ильхам Мусаев, еврейсен вырăнти община председателĕ Ольга Бочкова, мордвасен автономи ертӳçи Анна Нуянзина, тутарсен культура автономин çынни Мунира Джумаева, таджиксен обществин ертӳçи Лутфиддин Норматов, узбексен общинин çынни Алишер Сафаров тата тĕрлĕ çĕртен 15 юрă-ташă ушкăнĕ килсе çитнĕ.
 
Истори
 
20 çул ушкăншăн – сахал мар.

Текста малалла вулăр...

Журналист пуласси ĕмĕтре те пулманччĕ

Елена Николаевна Мустаева (Федорова) 1966 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енри Вăрнар районĕнчи Кушлавăш текен ялта çуралнă. Кульцавра вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. «Канаш» хаçатра 1991 çултанпа вăй хурать. Паян вăл информаци пайĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлать, унпа пĕрлех çырусенне те илсе пырать.
 
Юбилей умĕн ĕçтешĕмĕр ыйтусене хуравларĕ.
-Юбилей тĕлне сирĕншĕн чи пахи мĕн/
-Чи пахи – Çут тĕнче пурри, çĕршывра тăнăçлăх хуçаланни, çакă çутă тĕнчере сывлăхпа пурăнни, юратнă мăшăрпа ачасен, мăнукăмăн сывлăхĕ.
-Шăпана мĕншĕн тав тăватăр/
- Паянхи пурнăçпа киленме пӳрнишĕн.
-Ача чух кам пулас килетчĕ/
- Ача чухне эпĕ вĕрентекен е милици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ.

Текста малалла вулăр...

Ирçел шкулĕ – 125 çулта

Раштавăн 19-мĕшĕнче Ирçелĕнчи вăтам шкул 125 çулхи юбилейне паллă тунă. Пĕлӳ çуртне тĕрлĕ çулсенче кунтан вĕренсе тухнисем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, шкулшăн тунсăхланă ентешсем, савăнăçне ирçелсемпе пайлама кăмăл тунă хăнасем пухăннă.
Паян шкулта 67 ача вĕренет, 22 вĕрентекен (коллективра пурĕ 38 çын). Туслă йыша Валерий Михайлович Горбунов ертсе пырать. Ирçел шкулĕн ачисем УОЧНКА, Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш уйрăмĕ, вĕренӳпе ăслăлăх министерстви йĕркелесе ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ.
Учительсем алăстисен куравне йĕркеленĕ, стендсем тунă, шкул историйĕпе çыхăнтарса буклет кăларнă. Ури çинче çирĕп тăракан ентешĕсен вăйĕпе тата укçи-тенкипе классене çĕнетнĕ, юсанă. Ялти художникăн Николай Иванович Егоровăн картинисенчен хатĕрленĕ курав, пултаруллă чăваш арăмĕсем – Любовь Николаевна Тантай, Полина Дмитриевна Кашкарова тата Раиса Никифоровна Корнилова – вĕтĕ шăрçасенчен тунă турăшсен хăтлавĕ, чăваш тумĕ-эрешĕ, шкулти этнографи музейĕн экспоначĕсем, учительсем пĕçерсе килнĕ чăваш апат-çимĕçĕ, ылтăн алăллă çынсен ĕçĕсем тĕлпулăва килнисене кăсăклантарнă.

Текста малалла вулăр...

Ача-пăча инфекци пульници – 50 çулта

Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕнчи материалсем тăрăх, облаçри ĕçтăвкомăн 1965 çулхи чӳкĕн 11-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Ульяновскри Белинский урамĕнче ача-пăча инфекци стационарĕ уçăлать. Сăлтавĕ – облаçра ачасем хушшинче вар-хырăм, пыр-карланкăн вируслă, сарă чирĕсем вăйлă сарăлни. Тĕп тухтăрне чӳкĕн 4-мĕшĕнче Софья Тагировна Валиуллована уйăрса лартаççĕ. Чирлисене йышăнакан пĕрремĕш тухтăрсем, уйрăмсен заведующийĕ-сем Валентина Николаевна Куликова тата Валентина Петровна Токменинова пулнă. Пĕрремĕш чирлĕ çынна шăп 50 çул каялла, чӳкĕн 26-мĕшĕнче, йышăннă. Çакна пульница уçăлнă кун тесе шутлаççĕ.
 
Пульницана 100 вырăнлă уçнă тесе отчет тунă пулсан та кунта 30 койка кăна пулнă. Унта облаçри инфекци чирĕ-семпе чирлĕ ачасене ятарлă пулăшу панă, çулталăка çитмен ачисемпе пĕрле амăшĕсене те вырттарнă.

Текста малалла вулăр...

Юратнă композиторăн юбилейĕ

Ульяновскри «Руслан» Культура керменĕнче ноябрĕн 11-мĕшĕнче чăвашсен паллă композиторĕ тата юрăçи, «Эревет» чăваш халăх ансамблĕн ертӳçи Станислав Толстов çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа юбилей уявĕ иртрĕ.
 
Станислав Петровича саламлама пуçлăхсем, юлташĕсем тĕрлĕ çĕртен килсе çитрĕç. Тулли зал умĕнче сцена çине чи малтан облаçри искусство тата культура политики министрĕн çумĕ Е.Е.Сидорова тухрĕ, чăваш культурине аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунăшăн юбиляра Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Тав çырăвне парса чысларĕ, ун ĕçне пысăк хак пачĕ. Ульяновск хули администрацийĕнчи культура пайĕн пуçлăхĕ Е.А.Белова та унпа килĕшсе С.Толстова Хисеп грамоти пачĕ. «Руслан» Культура керменĕн директорĕ И.П.Аристова вара «Эревет»ансамбле 220 пин тенке яхăн тăракан концерт баянĕ панине тата ун ертӳçине сцена çине тухмалли çĕнĕ тум парнеленине пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Кунтикав шкулĕ – 100 çулта

Октябрĕн 31-мĕшĕнче Чăнлă район çыннисем Кунтикаври пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул 100 çул тултарнине паллă тунă. Мероприяти Аслă вăрçă паттăрĕсене халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хунинчен пуçланнă.
Тăван шкула юбилей ячĕпе саламлама хăнасем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ. Ăшпиллĕ калаçу-тĕлпулу чыслав самантĕнчен пуçланнă: Чăнлă район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне вăхăтлăха туса пыракан Олег Шигирданов, вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ Николай Левендеев шкул ĕçченĕсене район пуçлăхĕн Ханяфи Рамазановăн, районти депутатсен канашĕн, вĕренӳ пайĕн, Тутар Кашин тăрăхĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, вĕренӳре ĕлкĕрсе пыракансене – «Шкул пурнăçне хастар хутшăннăшăн» Тав хучĕпе.
-Шкул юбилейне çак вĕренӳ çуртĕнчен вĕренсе тухнă сумлă çынсем – Анатолий Еленкин, Леонид Еленкин, Александр Богатов, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вăрçă ачисем, тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем тата ыттисем – килсе çитни пире хавхалантарчĕ.

Текста малалла вулăр...

Халăхшăн тăрăшатчĕ

1913 çулта Кашаран уйрăлса тухнă çемьесенчен Чăнлă шывĕ хĕрринче Кунтикав ялĕ пулса каять. Пĕрремĕш çемьесен хушшинче - Сергей Прохорович Романовăн кил-йышĕ.
Вăл ялăн çурçĕр-хĕвеланăç енне çурт туса ларать. Сергей Прохоровичпа Татьяна (Татюк) мăшăрĕ ултă ача çуратса ӳстереççĕ: Христина (1911 çулхи), Александр (1918), Николай (1922), Валентин (1926), Анатолий (1928) тата Александра (1931). Ӳссе çитĕнсе вĕсем пурте хăйсен тивĕçлĕ шăпине тупаççĕ.
Чăнлă районĕнче уйрăмах Анатолий ырă йĕр хăварать. Вăл шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан 1943 çулта Ульяновскри механика техникумне вĕренме кĕрет.
1946-1951 çулсенче Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлӳ илет.
1952 çулта пĕрле вĕреннĕ вырăс хĕрĕпе – Мария Николаевнапа (Хирти Репьевкăран) çемье чăмăртать.
Ĕç биографийĕ унăн Чăнлă районĕнче пуçланать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5.