Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хаçата юратса вулаççĕ

Раççей почтин кунĕнче Чăнлă районĕн Кĕçĕн Нагаткин çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Нина Чебакова районти депутатсен канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ку пысăк наградăна вăл ял халăхĕпе тӳрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн, çынсен нуши-тертне тимленĕшĕн илнĕ.
Нина Васильевнан ĕç кунĕ районти çыхăну уйрăмĕнчен килнĕ почтăна хатĕрленинчен пуçланать. Почтальонкăсене пенси (вĕсем 4 ялта 190 çынна яхăн) укçине шутласа парать. Газпа çутăшăн илмелли хутсене хатĕрлет. Хаçат çырăнтарать, телеграммăсене йышăнать...
- Ку вырăнта эпĕ саккăрмĕш çул тăрăшатăп. Унччен 25 çул райпора вăй хунă. «Коопераци ĕçĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль те пур манăн. Виçĕ хĕр ӳстернĕ. Паян вĕсем пурте мăшăрлă,- терĕ Нина Васильевна.- Кĕçĕн Нагаткинри çыхăну уйрăмĕ хамăра, Орловкăна, Клина тата Çĕнĕ Вольăна хаçат-журналпа тивĕçтерет, пенси çитерет, апат-çимĕç кӳрет.

Текста малалла вулăр...

Пире «Канаш» килĕшет!

(Юбилей ячĕпе çырнă шӳтлĕ такмаксем)
 
Чĕрĕк ĕмĕр «Канашăмăр»
Сăмахĕпе илĕртет.
Паянхи кун хаçатăмăр
Юбилейне ирттерет.
 
Çĕр çула та вăл çитет,
Пире «Канаш» килĕшет!
 
Хаçат хыпар пĕлтерет,
Кирлĕ пулсан – хӳтĕлет.
Нумайăшне вăл шеллет,
Кирлĕ рецептсем сĕнет.
 
Хăшне «тивертсе» илет --
Пурпĕр «Канаш» килĕшет.
 
«Канаш» хаçат ĕçченĕсем
Мăнкăмăлланса тăмаç.
Пыракансене хавас --
Чейпе ялан хăналаç.
 
Пур енĕпе пултараç,
Никама маххă памаç.
 
«Канаш» хаçат журналисчĕсем
Конкурссенче çĕнтереç.

Текста малалла вулăр...

«Канаш» – 25 çул тултарчĕ!

Чăвашсене ак чĕрĕк ĕмĕр
Савăнтарать тăван хаçат.
Епле илемлĕ-çке чĕлхемĕр,
Чуна çĕклет, чуна уçать.
(Василий Журавлев.)
 
Нарăсăн 14-мĕшĕнче Аслă Нагаткинти Культура керменĕнче «Канаш» хаçат тухса тăма тытăннăранпа 25 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. "Чĕмпĕрте тухса тăракан хаçатăн юбилейне мĕн сăлтавпа Чăнлă район центрĕнче ирттерме шутланă-ха/" – тесе ыйтма пултарать вулакан. Çакă чăнах та ăнсăртран мар. Пĕрремĕшĕ, «Канаш» хаçатăн чи малтанхи номерĕ Аслă Нагаткинта калăпланса кун çути курнă. Иккĕмĕшĕ, Чăнлă районĕнче тĕпленсе пурăнакансен 70 проценчĕ — чăвашсем.
Уяв фойере тытăнчĕ. Канашçăсем кунта анлă курав йĕркелерĕç. Редакци ĕçченĕсен савăнăçне пайлама килекенсем Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăнакан художникăн Галина Елисееван тăмран ăсталанă теттисемпе, Наталья Новоселец çĕлесе илемлетнĕ чăваш кĕписемпе, вырăнти авторсем тĕрлĕ çулсенче кăларнă кĕнекисемпе тата хаçат-журналпа паллашрĕç.

Текста малалла вулăр...

«Канаш» хаçата – Халăхсен туслăхĕн медалĕ!

Виçĕмкун Ульяновскри мемцентрта «Выбор князя Владимира: прошлое, настоящее, будущее российской цивилизации» ятпа православи халăх соборĕ иртрĕ. Унта Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасск митрополичĕ Феофан сăмах тухса каларĕç, кайран çамрăк ăрăва ăс-тăн енчен воспитани памалли пирки çырнă килĕшӳ çине алă пусрĕç.
Çак пысăк пухура Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Канаш» хаçата Халăхсен туслăхĕн медалĕпе наградăларĕ. Сумлă наградăна Сергей Иванович сцена çинчен хаçатăн тĕп редакторне Николай Ларионова пачĕ.
Çакăн пек медале Чĕмпĕр Ен тутарĕ-сен «Ĕмĕт» хаçачĕ те тивĕçрĕ.

Ульяновск облаçĕнчи «Канаш» чăваш хаçачĕн хисеплĕ ветеранĕсем тата ĕçченĕсем!

Сире паллă кунпа – облаçри чăваш хаçатне никĕсленĕ-ренпе 25 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп!
Çак çулсем хушшинче вăл Ульяновск облаçĕнчи чăваш диаспорин обществăпа политика та культура пурнăçĕн витĕмлĕ пайĕ пулса тăчĕ. Сирĕн общество ĕçĕнчи хастарлăхăр, тимлĕхĕр тата çуралнă кĕтесĕре чунтан юратни ентешĕмĕрсене хăйсен хăйне евĕрлĕхне, чĕлхине тата йăли-йĕркине сыхласа упрама май параççĕ. Хăвăр ĕçĕрпе эсир Раççей тата чăваш культурин хаклăхĕсене çирĕплетес тата сыхласа упрас ĕçе паллă тӳпе хыватăр, чăваш халăхне чăмăртанма пулăшатăр.
Ульяновск облаçĕнчи политика тата экономика пулăмĕсемпе, общество пурнăçĕпе паллаштаракан материалсем, чаплă çынсем çинчен каласа кăтартакан очерксемпе статьясем, паллă чăваш çыравçисен хайлавĕсем – çакă пурте хаçата пысăк йышлă вулаканшăн чăннипех кăсăк та илĕртӳллĕ тăвать.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск обла=.нчи «Канаш» чёваш ха=ач.н хисепл. ветеран.сем тата .=чен.сем!

Сире паллё кунпа – обла=ри чёваш ха=атне ник.слен.-ренпе 25 =ул =итн. ятпа чун-ч.ререн саламлатёп!
+ак =улсем хушшинче вёл Ульяновск обла=.нчи чёваш диаспорин обществёпа политика та культура пурнё=.н вит.мл. пай. пулса тёч.? Сир.н общество .=.нчи хастарлёхёр: тимл.х.р тата =уралнё к.тес.ре чунтан юратни ентеш.м.рсене хёйсен хёйне ев.рл.хне: ч.лхине тата йёли-й.ркине сыхласа упрама май пара==.? Хёвёр .=.рпе эсир Ра==ей тата чёваш культурин хаклёх.сене =ир.плетес тата сыхласа упрас .=е паллё т\пе хыватёр: чёваш халёхне чёмёртанма пулёшатёр?
Ульяновск обла=.нчи политика тата экономика пулём.семпе: общество пурнё=.пе паллаштаракан материалсем: чаплё =ынсем =инчен каласа кётартакан очерксемпе статьясем: паллё чёваш =ырав=исен хайлав.сем – =акё пурте ха=ата пысёк йышлё вулаканшён чённипех кёсёк та ил.

Текста малалла вулăр...

"Канаш" хаçат пур чухне чăваш пĕтмест!

Çирĕммĕш ĕмĕр варринче Ульяновскра И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педучилищи хупăнсан, çаплах чăваш ялĕсенче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче тăван чĕлхепе литература предмечĕ-сене вĕрентме пăрахсан Чăваш тĕнчине тискер пĕлĕтсем хупласа илнĕнех туйăнса кайнăччĕ.
Тăван чĕлхемĕр калаçу шайĕнче çеç юлсан вăл вăрах тытăнса тăрасси çинчен шутлама та çук вăл каламасăрах паллă. Кун хыççăн халăхăмăр хăй те ирĕлсе каясса кĕтсех тăр. Шăпах çавăн чух хăй вăхăтĕнче кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишшине канăç паман йывăр шухăшсем пире пурсăмăра та тепĕр хут ярса илнĕччĕ. Çак сиенлĕ ĕçе никам та мар, чăвашран тухнă кĕвĕç чунлă, каппайчăк интеллигенци çыннисем пуçарса пыратчĕç мар-и/ Сăмахран, Чăнлă районĕнче вăтăрмĕш çулсенчех хăй тĕллĕн тухса тăнă райхаçата та вĕсем дубляжа çавăрчĕç, çапла вара чăваш хаçачĕн сумĕ куçкĕрет чакса ларнăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Пурăн, «Канашăм», сан пуласлăху пур!

Манăн тете институтра вĕреннĕ чух фотографипе интересленетчĕ. Ăста ӳкеретчĕ, куравсене хутшăнатчĕ. Çакă мана та хытă кăсăклантарнине асăрхасан вăл «Смена» фотоаппарат туянса пачĕ. 12 тенкĕ тăратчĕ вăл. «Шкул пĕтерсен журналиста вĕренес тейĕн те – фотоаппаратпа ӳкерме пĕлни кирлĕ»,- терĕ. Ку тĕле эпĕ шкулти стена хаçатне кăларса тăраттăм, «Пионер сасси» хаçатра пĕчĕк калавсем пичетленетчĕç.
Шкул пĕтерсен журналиста вĕренме каймалла пулнă ĕнтĕ... Анчах темшĕн тете пек художник пулас туртăм çĕнтерчĕ. Чăваш патшалăх пединститутĕнчи художествăпа графика факультетне вĕренме кĕтĕм. Шăпа пире мăшăрпа иксĕмĕре вăл çуралнă çĕршыва – Чĕмпĕре – куçарса килчĕ. Пĕррехинче мана «Канаш» хаçат журналисчĕ Анатоли Ырьят «Телее аякра шырамаççĕ» сăвăсен ярăмĕ валли ӳкерчĕк туса пама ыйтрĕ.

Текста малалла вулăр...

Çырма юратни ăнтăлса вăй хума хистет

Мĕн вăл маншăн «Канаш» хаçат/ «Канаш» вăл – манăн пурнăç, кашни кун ирпеле васкакан юратнă ĕç, хайлавăмсем çуралакан лăпкă та кăмăллă вырăн, Ульяновск облаçĕнчи ял-хулара çӳренĕ хыççăн тунсăхласа таврăннă хыççăн мĕн курни-илтнине хаклă вулакансем патне çитерме пулăшакан сумлă массăллă информаци хатĕрĕ, ĕçтешĕмсемпе тĕрлĕ репортаж-интервью, хыпар-отчет çыракан тĕпел, пире регионти чăвашсемпе çыхăнтаракан кĕпер.
Эпĕ «Канаш» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 20 çул çитет. Анчах та пĕрремĕш хут редакцие килнине паянхи пек астăватăп. Кунĕ ытармалла мар хитреччĕ, чунра та лăпкăччĕ. Мана хаçатăн тĕп редакторĕ Валериан Ромашкин питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Тĕрĕссипе, Валериан Федорович пĕр çул маларах шăпине журналистика ĕçĕпе тачă çыхăнтарма тĕв тунă, «Канаш» хаçат редакцине практикăна килнĕ пикене, ЧПУра чăваш филологийĕпе культура факультетĕ-нче 4-мĕш курсра вĕренекен Елена Селиванована, диплом илсен ĕçе илме хатĕрри пирки каланăччĕ-ха.

Текста малалла вулăр...

"Канаш" çулĕ – малалла!

Эпĕ "Канаш" хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăнни 2014 çулхи июль уйăхĕнче 20 çул çитрĕ. Хаçатăн пĕрремĕш номерне мĕнле кăларнине лайăх астăватăп. Ун чух "Печатный двор" типографире ĕçлеттĕм. Типографин пĕр филиалĕ Ленин урамĕнчи Гончаров музейĕнче вырнаçнăччĕ. Эпĕ унта кашни саспаллине алăпа вырнаçтарса афишăсем пуçтараттăмччĕ. Астăватăп-ха В.Ф.Ромашкин "Канашăн" пĕрремĕш номерне кăларма пынине. Вăл вăхăтра хаçата линотип мелĕпе тата алăпа пуçтарса майлаттăмăрччĕ.
Каярах А.Чебанов драматургăн "Праски инке хĕр парать" кĕнекине кунтах хатĕрлесе пичетлерĕмĕр. Редакци ун чух типографин пĕр пӳлĕмĕнче вырнаçнăччĕ. Унтан вĕсем Туслăх çуртне (халĕ Халăхсен культурине çĕнетсе аталантаракан центр, Ленин урамĕ, 95-мĕш çурт) куçса кайрĕç. 1994 çулхи июнь уйăхĕнче Светлана Домиковăна хăйсем патне ĕçлеме куçарчĕç, тепĕр уйăхран мана та йыхăрчĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш хаçачĕ нихăçан та ан сӳнтĕр!

Эпĕ «Канашра» ĕçлеме тытăнни кăçал 24 çул çитрĕ.
Нумайăшĕ журналистикăна мĕн ачаран ĕмĕтленсе килет, шкулта вĕреннĕ чухне хаçат-журнала çырса тăрать. Хам пирки çакна калаймастăп. Çырас туртăм ялан пулнă, шкулта та, университетра та сочиненисемпе ман ĕçсене преподавательсем тĕслĕх вырăнне вуласа панă. Апла пулин те хаçат-журнала çырса яма хăюлăх çитмен. Радиопа паракан интервьюсене итленĕ май мĕнле ăслă вĕт-ха журналистсем тесе тĕлĕнеттĕм. Журналистăн пурнăçăн пур енне те ăнланмалла вĕт, веçех пĕлмелле. Унсăрăн темăна уçаймастăн, ыйтусене тĕрĕс параймастăн.
Ачаранах учительте е милицире ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа шкул хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн вырăс уйрăмне заявлени патăм. Кĕтĕм, вĕренсе пĕтертĕм. Анчах пĕчĕкрен шутланă пек доска умĕнче тăрса ачасене вырăс чĕлхин вăрттăнлăхĕсене вĕрентеймерĕм.

Текста малалла вулăр...

"Канаш" хаçат мана çын çине кăларчĕ

1990 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕ. Эпĕ «Канаш» хаçат редакторĕнчен В.Ф.Ромашкинран çыру илнĕ хыççăн Ульяновскри Туслăх çурчĕ умне килсе çитрĕм. Вăл манран сăвăсен пуххине илсен тĕлпулăва чĕннĕччĕ. Маларах редакцие ярса панă тетраче редактор хăйĕн çуммине - эпĕ палламан Анатолий Юман поэта – тишкерме панă пулнă иккен. Вăл сăвăсене вуласа тухнă та редактора мана редакци штатне илме сĕннĕ. Чăваш литературинче палăрма ĕлкĕрнĕ сăвăç манра çырав çăлкуçĕ тапма тытăннине туйса илнĕ. Мĕнех, тепĕр кун ĕçе тухрăм. Валериан Федорович та манра шанчăк пуррине туйса илнĕ курăнать: эпĕ «Канаш» хаçатăн çырусен пайĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ тата штатра тăракан пĕрремĕш журналисчĕ пулса тăтăм.
Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Çак хушăра «Канашăн» 1298 номерĕ вулакансем патне çитрĕ. Статистика тĕнчине кĕрсе кайса çакна çирĕплетме пултаратăп: вăтамран кашни номерте сахалтан та пилĕк хайлавăм (пĕчĕк хыпарсем таранччен) кăна пичетленнĕ пулсан та çирĕм пилĕк çул хушшинче эпĕ тĕрлĕ жанрлă 6490 материал хайланă пулать.

Текста малалла вулăр...

«Канаш» нихçан та тухма ан пăрахтарччĕ!

Чĕмпĕр çĕрĕ çинче «Канаш» хаçат тухма пуçласан эпĕ савăннинчен ытларах тĕлĕнсе кайнăччĕ. Хулара та чăвашла вулама пулать иккен! Тӳрех ăна çырăнма тытăнтăм. 1-2 çул иртсен хамăн сăвăсене, статьясене редакцие ярса патăм. Ун чухне манăн шăпа çак хаçатпа çыхăнма пултарнине шутлама та пултарайман эпĕ.
1995 çулта мана «Родина Ильича» хаçата ĕçлеме илчĕç. Çав вăхăтрах «Канаша» та çырса тăраттăм, редакцие пырса çӳреттĕм. 1996 çул пуçламăшĕнче редакцие материал илсе пырсан манран В.Ф.Ромашкин редактор: «Сан «Канаша» куçма кăмăл çук-и/» – тесе ыйтрĕ. Лере мана веçех кăмăла каятчĕ, эпĕ унта ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕччĕ, çавăнпа тӳ-рех килĕшмерĕм. Тепĕр уйăхран вара Валериан Федорович мана ӳкĕтлерĕ, «Канаша» чи пĕчĕк должноçа – 2-мĕш категориллĕ корреспондента – ĕçе илчĕ. Каярах тĕрлĕ должность йышăнма тӳрĕ килчĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чунлă хаçатăмăр

Çирĕм пилĕк çул каялла пирĕн çĕршывра – Совет Союзĕнче – пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вăл саланса кайма патне çитнĕ тапхăрта облаçра тĕрлĕ наци çыннисен пурнăçĕн юхăмĕ аталанма пуçларĕ. Çак вăхăтра КПСС обкомĕ нацисемпе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕллевпе чăвашсен хаçатне уçма ирĕк пачĕ. Чăваш шурсухалĕсем-хастар ĕсем ăна «Канаш» ят пама сĕнчĕç. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Чĕмпĕр тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсем наци сумне çĕклес тĕллевпе мĕнле кăна ĕç-хĕл пурнăçламарĕç-ши/!
«Канаш» хаçатра вĕсем тĕплĕн çырăнса пырса вулакансем патне çитрĕç. Çаплах вулакансем вырăнти поэтсемпе писательсен хайлавĕсене вуласа савăнса пурăнаççĕ. Халăх хаçат урлă чăваш автономин ĕçĕсене пĕлсе тăрать, облаçри чăваш халăхĕн хастар ывăлĕ-хĕрĕпе палашать. «Канаш» хаçат журналисчĕсем питĕ пултаруллă, аслă пĕлӳллĕ.

Текста малалла вулăр...

Уважаемые сотрудники «Канаш»!

 
Сердечно поздравляю вас с 25-летием со дня выхода первого номера!
За сравнительно небольшой период времени «Канаш» стал известным, уважаемым изданием, получил признание читателей. Это удалось благодаря профессионализму и работоспособности редакционного коллектива, активной помощи многочисленных помощников национальной газеты.
Благодарю вас за вклад, который вы вносите в укрепление межнационального мира и согласия, активную работу по сохранению и развитию языка, культуры и традиций чувашского народа.
Желаем всем сотрудникам редакции здоровья, новых творческих свершений, а газете «Канаш» высоких тиражей и любви читателей.
 

Пурнăçĕн тĕллевĕ – кĕрешӳ

Александр Михайлович Богатов кун-çулне кĕскен çутатса пама май çуках. Вăл самана паллин ÇЫННИ! Çапах та...
Ентешĕмĕр 1935 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кунтикавра çут тĕнчене килнĕ. 1950 çулта çак ялтах тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1950 – 1954 çулсенче Ульяновск чăваш педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ. Ульяновск патшалăх педагогика институчĕн (1963), Горький хулинчи партин аслă шкулĕн (1973) аслă пĕлӳллĕ специалисчĕ пулнине çирĕплетекен дипломсене тивĕçнĕ. 1954–1957 çулсенче – çĕршыв хӳтĕлевçи. Ĕç тапхăрĕ Ульяновск районĕнчи Унтăрти шкул вĕрентӳçинчен пуçланнă. Çакăнтах завуч, директор ĕçĕсене кӳлĕннĕ. Каярахпа Теччĕ шкулĕн директорĕнче вăй хунă. Ульяновск районĕн КПСС райкомĕн инструкторĕнче, пай пуçлăхĕ-нче, секретарьте ĕçленĕ. 1964–1980 çулсенче – Ульяновск райĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕ.

Текста малалла вулăр...

Хисеплине çын курать, хирĕç пулсан пуç таять

Ку сăмахсене Кивĕ Улхашра ĕçлесе пурăнакан ентешĕмĕр Николай Кадебин пиркиех каланă тейĕн. Вăл Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ, РСФСР халăх çутĕç отличникĕ, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ячĕсене тивĕçнĕ. 2006 çулта унăн сăнне Ульяновскри вĕрентӳçĕсен, 2007 çулта – Чăнлă районĕн Хисеп хăмисем çине вырнаçтарнă. Николай Константинович нумай çул Пухтелĕнчи тата Кивĕ Улхашри вăтам шкул директорĕнче вăй хунă. «Старые Алгаши» тата «В бой иду за вас, родные» кĕнекесен авторĕ. Халĕ те вăл доска умĕнчех: тăван шкулта рисовани урокĕсене илсе пырать. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче ентешĕмĕр 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Николай Кадебин паян – редакци хăни.
-Николай Константинович, ачалăхăр çинчен каласа параймăр-ши?
-Тĕрĕссипе, мана анне раштавăн 19-мĕшĕнче çуратнă. Тăхăр ачаран эпĕ – асли.

Текста малалла вулăр...

Скугареевкăри пĕлӳ çурчĕ – 140 çулта

Шкул уявĕнче чăваш ачисем улах кăтартрĕç.
 
Чӳкĕн 29-мĕшĕнче Тереньга районĕнче пысăк уяв пулчĕ — Скугареевкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул 140 çул тултарчĕ. Пĕлӳ çуртне 1873 çулта халăх училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов тăрăшнипе уçнă. Юбилее паллă тума çак шкулта тăрăшнă вĕрентӳ ĕçĕн ветеранĕсем, учительсем, вĕренекенсем, вĕренсе тухнисем, район админи-страцийĕн тата Подкуровка ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ министерствин тата Ульяновск хулин вĕренӳ управленийĕн специалисчĕсем, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членĕсем пухăннăччĕ.
Хăнасене кĕтсе илнĕ хыççăнах «Кунта вĕреннипе мухтанатăп» хăтлав пуçланчĕ. Вĕрентӳ ĕçĕн ветеранĕсене уйрăмах сăн ӳкерчĕксен «Шкул историйĕ» куравĕ кăсăклантарчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем ХIХ ĕмĕрти литература пӳлĕмне чĕнчĕç, вырăс улахĕпе тата алĕç ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Облаçри журналистсен союзĕ – 55 çулта

 
Чӳкĕн 22-мĕшĕнче Ульяновск патшалăх университетĕнче облаçри журналистсен союзĕ 55 çул тултарнине халалланă уяв иртрĕ.
Ун умĕн ик сехет маларах Раççейри паллă публицист, Мускаври «Свобода» радио бюровĕн ертӳçи Леонид Велехов маçтăр-класс ирттернĕ. Фойере Раççей журналисчĕсен союзĕн регионти уйрăмĕпе, ун пуян историйĕпе паллаштаракан экспозици, фотокурав йĕркеленĕччĕ. Тĕплĕн ун ĕçĕ-хĕлĕ, умĕнче тăракан çивĕч ыйтусем çинчен ертӳçи Олег Самарцев профессор каласа пачĕ. Ырă кăмăлтан çивĕч перо ăстисемпе тĕл пулса калаçма пухăннисем хушшинче çыравçă-сăвăçсем, ӳкерӳçĕсем, министрсем пурччĕ. Союзăн чи хастар членĕсене, ветерансене, облаçри журналистсене юбилей ячĕпе саламлама регион правительствин председателĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕ Анатолий Бакаев, регионти ытти творчество пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем те килсе çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕрсем Ефремова саламларĕç

Халăх юратакан «Пусть говорят» телекăларăма Андрей Малахов ку хутĕнче Михаил Ефремов артист 50 çул тултарнине халалланă.
Михаил Ефремовăн ăру пуçĕ – чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш çырулăхне пуçарса яракан, чăваш азбукине никĕслекен аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев.
Михаил Олеговича çывăх тăванĕсем, ултă ачи, юлташĕсем, ĕçтешĕсем саламларĕç, ăшă сăмахсем каларĕç.
Пирĕншĕн – чăвашсемшĕн – передачăн тĕп тĕшши Чĕмпĕр чăвашĕсем саламлама пыни пулчĕ. «Пусть говорят» кăларăмăн редакцийĕ йыхравланипе Мускава облаçри Чăваш культура центрĕн пуçлăхĕ Ираида Гаврилова тата ăста баянист Александр Чурбанов кайнă.
Студие вĕсем передача вĕçĕнче питĕ илемлĕ тухрĕç: чăваш тумĕпе, сăра чӳлмекĕпе тата «Чарочка моя» юрăпа. Курма пынисем вĕсене алă çупса кĕтсе илчĕç.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5.