Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Этнограф, историк тата педагог

Г.И. Комиссаров (Вантер) çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май
 
Гурий Иванович Комиссаров 1883 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Етĕрне уесĕнчи Чиркӳллĕ Патăрьелĕнче (халĕ Çĕрпӳ районне кĕрет) хресчен çемйинче çуралнă. 1893-1896 çулсенче вырăнти земство училищинче, каярахпа Элĕкри икĕ класлă училищĕре вĕреннĕ. Ун хыççăн Пĕрçырланти пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ. Пушă вăхăтра фольклорпа этнографи материалĕсем пухнă. 1906 çулта вăл Ĕпхӳри тĕн семинарине вĕренме кĕнĕ, ăна пĕтернĕ хыççăн Хусанти тĕн академийĕнче малалла ăс пухнă. Хусанта вĕреннĕ çулсенче Г.И. Комиссаров уйрăмах чăваш халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, çыруллă культурипе хытă интересленнĕ. 1911 çулта Хусан университечĕ çумĕнчи истори, этнографи, археологи обществин «Известия общества истории, этнографии и археологии» журналĕнче унăн «Чуваши Казанского Заволжья» ятлă ĕçĕ пичетленнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш театрĕпе кино йĕркеленĕ

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă драматург, куçаруçă, актёр, театрпа кино режиссёрĕ, общество деятелĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессиллĕ театрне, «Чăвашкино» студине йĕркелесе яракан, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.
Иоаким Максимов-Кошкинский Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1893 çулта кун çути курнă. Ялти пуçламăш тата икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ. Пĕлĕвне Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче тата Хусанти художество училищинче тăснă. 1912-1918 çулсенче Хусанти вырăс драма театрĕнче артист тата художник-декоратор пулнă.
1918 çул пуçламăшĕнче И.Максимов-Кошкинск ий Хусанта вĕренекен чăваш çамрăкĕсене тата салтакĕсене пухса чăвашсен вырăнтан вырăна куçса çӳрекен драма театрне йĕркеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăвашкасси хĕрĕ

М.М. Бикмендееван 90 çулхи юбилейĕ тĕлне
 
Мария Михайловна Бикмендеева 1923 çулхи çурлан (августăн) 25-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралнă. Кивĕ Улхашри хресчен çамрăкĕсен шкулне (1939), Ульяновскри И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăвашсен педагогика училищине (1942) пĕтернĕ. Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар ялĕнчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕ-рентнĕ (1942–43). Чăвашкас-синчи пуçламăш шкул учительницинче (1943–51), каярах директорĕнче (1951 çул-танпа) ĕçленĕ. Шкулта И.Я. Яковлев музейне уçаканĕ, "Чăвашкасси" кĕнеке авторĕ.
Халăх çут ĕç отличникĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Чăвашкасси ялĕнче пурăнать.
 
Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăвашкассин ятлă, сумлă хĕрĕ Мария Михайловна Бикмендеева 90 çул тултарать.

Текста малалла вулăр...

Кунтикав 100 çул тултарнине уявларĕÇ

Кунтикав ялĕ никĕсленсе кайнăранпа пĕр ĕмĕр çитнине анлăн паллă турĕç. Хăнана С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем В.Н.Камеко тата А.Г.Еленкин, Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов килсе çитрĕç.
Вĕсене çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Ял çыннисем 100 каялла мăн аслашшĕсемпе асламăшсем ку çĕре Каша ялĕнчен мĕнле килсе вырнаçнине илемлетсе кăтартса пачĕç, сцена çумĕпе лаша лавĕсем иртсе кайрĕç.
С.И.Морозов нумай çул тăрăшулăх кăтартса вăй хунăшăн Н.П.Антонов тата Н.А.Милюшкин механизаторсене кĕпĕрнаттăрăн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Çамрăк фермерăн А.Масловăн ĕçне Тав хучĕ парса хакларĕ. Шкула кайма пуçтарăнма пулăшса темиçе ачана парне пачĕ.
Х.В.Рамазанов та тăрăшуллă çынсене, обществăлла пурнăç хастарĕсене Хисеп хучĕсем, парнесем пачĕ, сцена çине чĕнсе илсе çулланнă хĕрарăмсен пуçĕсене тутăр çыхса ячĕ.

Текста малалла вулăр...

Аллă çул – алла аллăн

«Çемьене тытса тăраканни, çилленме паманни, тарăхсан та каçарма май параканни вăл – юрату», - терĕ йăл кулса Çĕнĕ Улхашри Ефремкинсен çемйи пуçĕ Андрей Владимирович. «Çапла. Юратусăр пурнăçа тĕвĕлейместĕн», - терĕ йăвашшăн Мария Андреевна та.
– Эпир мăшăрпа пит пуян. Пирĕн сакăр ача – пилĕк ывăлпа виçĕ хĕр, вун виçĕ мăнук, виçĕ кĕçĕн мăнук. Пирĕн ылтăн туя кĕрекене пурте пухăнчĕç, - сăмах илчĕç Энтри тетепе Марье аппа. - Хаклă парнесем туяннă, ватă ашшĕпе амăшĕн тĕпелти ĕç-пуçне çăмăллатасшăн чунĕсенчен тăрăшаççĕ. Хамăр та питĕ савăнтăмăр. Паян çăкăр пĕçерес ĕçре пĕр ыйту та çук, ют çĕршывра кăларнă хальхи вăхăтпа шайлашса тăракан çăкăр пĕçерекен кăмака сĕтел çинчех тăрать. Паян шыв, газ килте. Лавккара тем те пур. Пурăн çеç, вилес килмест тупата. Çамрăк чух ачасем умлăн-хыçлăн çуралчĕç, вĕсене кипкепе чĕркенĕ те аннене парса хăварса ĕçе кайнă.

Текста малалла вулăр...

Н.В.Никольский çуралнă ялта

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енри Муркаш район администрацийĕ, Чăваш халăх ăс-хакăл ӳнер академийĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата «Хыпар» издательство çурчĕ йĕркеленипе Купăрляпа Васькино ялĕсенче «Хыпар» хаçат никĕслевçи тата тĕп редакторĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.
- Мана кунта Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕн президенчĕ Е.Е. Ерагин йыхравларĕ, çавăн чухнех Теччĕ районĕнчи чăвашсен «Пирĕн юрăсемпе ташă кĕввисем аваллăха мантармаççĕ» ятпа тухнă юрăсен пуххине тĕпе хурса «Теччĕ районĕнчи Çĕньял юррисем» темăпа кĕске доклад хатĕрлеме сĕнчĕ.
Палăртнă кун тул çутăлнă-çутăлман çула тухрăмăр. Анчах та Купăрля (Юрмекейкино) ялĕ картта çинче те, Интернетра та, «Атлас автомобильных дорог» справочникра та çук.

Текста малалла вулăр...

«Хыпар» хаçат никĕслевçи

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăвашсен паллă ăсчахĕ, историкĕ, этнографĕ, халăх сăмахлăхне пуçтараканĕ, профессорĕ, истори наукисен кандидачĕ, «Хыпар» хаçатăн никĕслевçи Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 135 çул çитрĕ.
Н.В.Никольский Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи Шăмат вулăсне кĕрекен Купăрля (халĕ Чăваш Республикин Муркаш районне кĕрет) ялĕнче 1878 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шăматри земство шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти тĕн училищинче, унтан Хусанти тĕн академийĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Учительсен земство шкулĕнчи, Хусанти учительсен семинарийĕнчи хĕрарăм уйрăмĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. Хусан университетĕнче доцент тата профессор, Çурçĕр хĕвел тухăç археологи институтĕнче декан тата профессор, Хĕвел тухăç консерваторийĕн директорĕ тата профессорĕ, Хĕвел тухăç педагогика институчĕн профессорĕ пулнă.

Текста малалла вулăр...

Герман Лебедев – Гимн авторĕ

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – акан 28-мĕшĕнче) чăвашсен паллă композиторĕ, дирижёрĕ, ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕн авторĕ Герман Степанович Лебедев çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
Пулас композитор Козьмодемьянск уесĕнчи Салапайкасси ялĕнче (халĕ Шупашкар районĕ) çуралнă. Вун çиччĕре вăл Чăваш музыкăпа театр техникумне вĕренме кĕнĕ. Ăна вырăс музыканчĕ В.М. Кривоносов вĕрентнĕ.
Ĕç биографине 1932 çулта Чăваш патшалăх хорĕнче тытăннă. Унтан вăл Çĕмĕрлери сĕтел-пукан тăвакан комбинат çумĕнчи клубăн музыка ертӳçинче, Шупашкарти музыка училищин директорĕнче, каярахпа Чăваш патшалăх филармонийĕнче вăй хунă. Аслă вăрçă çулĕсенче Герман Лебедев патшалăх юрăпа ташă ансамблĕпе совет салтакĕсене концертсем кăтартса хавхалантарнă.

Текста малалла вулăр...

Арçын тивĕçне туллин пурнăçларăм

(О ч е р к)
 
Аллăма киçтĕк тытма хавха-ланта-ракан хĕрарăм Турăсем ман иккĕ – Арăм тата Муза
 
Çуркуннене хут çине сăрăпа ӳкерет вăл, ашшĕ килĕнчи улăм витнĕ ампар тăрринче ларакан илемлĕ йăваш ача. Киçтĕкне пĕрре сăрă çине пусать, тепре шывра тирпейлĕн чӳхет. Ӳкерчĕкре тăван Каша урамĕ, вичкĕн куçĕ ытамлама пултарайнă таран – картиш, урам урлă çуртсем, уй-хир, çаран, вăрман, Сӳнтĕк тăвĕ, Сĕве юхан шывĕ, аякра Пăрăнтăк тĕтреленет. Хĕвелшĕн, ăшăшăн тунсăхланă чăваш ялĕн сарлака урамĕсем тăрăх юпленсе шыв юхать.
Çурт умĕнчи саваланă шурă сак çинче чăваш арĕсем шăкăлтатса калаçса лараççĕ. Пĕри, Анатолий Еграшкинăн аслашшĕ -- Кеккер Çтаппанĕ, калаçнă майăн мăйăхне кăмăллăн шăлса илет. Калаçу евĕккине пĕлтерет ку. Тепри – ентешех, Каша шкулĕнче ачасене ӳнер ăсталăхне хăнăхтаракан маçтăр, ялти хисеплĕ çын Александр Власов, Туляна ӳкерме вĕрентекен художник.

Текста малалла вулăр...

Шкулăм – тăван килĕм!

Аслă Нагаткин вăтам шкулĕ – 140 çулта
 
Аслă Нагаткин вăтам шкул ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ пуян. 140 çул хушшинче шкултан 7 пин ытла ача пĕлӳ илсе çĕршыв тăрăх саланнă. Ĕмĕр çурăра шкул хăй кăларнă паттăр та пултаруллă ывăл-хĕрĕпе мухтанма пултарать: Н.И.Логинов генерал-майор, физикăпа математика наукисен кандидачĕ Б.С.Романов, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Е.П.Щербаков, УлППУ профессорĕ Р.В.Наумов, çĕнĕ технологисен центрĕн директорĕ С.П.Родионов, техника наукисен кандидачĕ Д.П.Уфимкин, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Ф.А.Мударисов, Санкт-Петербургри çар академийĕн преподавателĕ Л.Н.Аристархов тата ыттисем те.
И С Т О Р И
1872 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов тăрăшнипе Аслă Нагаткинта арçынсен училищи уçăлать. Вăл Революци площадĕнчи вулăс управленийĕн аялти этажĕнче вырнаçать.

Текста малалла вулăр...

Таврапĕлӳçĕсен пĕрлешĕвĕ – 20 çулта

Ульяновск облаçĕнчи чăваш таврапĕлӳçисен союзĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитрĕ.
Тăван тăрăха тĕпчесе унăн историне çырса пыни пулас ăрăва Тăван çĕршыва юратма майсем туса парать. Юлашки 20 çул хушшинче пирĕн таврапĕлӳçĕсем 100 кĕнеке ытла çырса кăларчĕç, вуншар конференци йĕркелесе ирттерчĕç. Вĕсен хушшинче М.А. Аляпкин, Н.Д. Розов, И.М. Кирпичников, Н.А. Казаков (Ильмовский), Б.А. Улендеев, Д.В. Кузьмин, Л.Ф. Ярославская, С.Г. Ярославский, О.Н. Мустаев, Ф.В. Искендеров, В.Е. Ярухин тата ытти те.
Чăваш хастарĕсем тăрăшнипе 1992 çулта чăваш таврапĕлӳçисен обществи йĕркеленчĕ. Вĕсем нумай документ пуçтарчĕç, вĕсен тăрăх ялсен историне çырчĕç.
17-мĕш номерлĕ наци вулавăшĕнче таврапĕлӳçĕсен юбилей конференцийĕ иртрĕ. Программăна вулавăш ертӳçи О.П. Алькина ертсе пычĕ.
Юбилей ячĕпе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Ульяновск хула пуçлăхĕ Марина Беспалова, Болгари çĕршывĕнчи юлташсем Пётр Петров тата Ангел Христов, Болгарири пĕрлешӳллĕ организаци тата Пĕтĕм тĕнчери болгарознани академийĕ салам телеграммисене ячĕç.

Текста малалла вулăр...

Посёлок илемĕ – ĕçчен те тăрăшуллă ветерансем

Чăнлă рабочи посёлокĕ çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ.
Шăп 70 çул каялла «Ульяновск – Свияжск» чукун çул юппинче Чăнлă станцийĕ йĕркеленсе кайнă, 50 çул каялла Ульяновск облаçĕнчи депутатсен Канашĕн йышăнăвĕпе ăна рабочи посёлокĕсен ретне тăратса Чăнлă рабочи посёлокĕ ят панă. Посёлокпа пĕрле хăйсен юбилейĕсене «Терем-Теремок» ача пахчи, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул, участокри пульница паллă тăваççĕ.
 
Раштавăн 22-мĕшĕнче Чăнлă рабочи посёлокĕн Культура çуртĕнче чаплă уяв пулчĕ. Юбилярсене саламлама Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ, правительство председателĕ Сергей Морозов, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн Чăнлă районĕнчи суйлав округĕнчен суйланнă депутат Владимир Камеко, Чăнлă районĕн ертӳçи Ханяфи Рамазанов тата ытти чыслă-сумлă çынсем пухăннăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш поэзийĕн пĕрремĕш чĕкеçĕ

Пурăнăç çулĕ вĕçне
Утса тухнă тĕлнелле
Савăнтарчĕ чĕрене
Çак пĕчĕкçĕ кĕнеке.
Эпĕ пулмăп тĕнчере,
Юлĕ манăн кĕнеке.
Муш пушă вăхăтсенче
Тытса пăхăр, е вулăр,
Çыракана асăнăр.
Çак йĕркесене чăвашсен пĕрремĕш поэтесси Анисия Васильевна Княгинина – Ваççа Аниççи – 1967 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче пĕрремĕш «Çутă çăлтăр хăпарчĕ» кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă хыççăн тăванĕсене асăнмалăх çырса парнеленĕ.
Çав вăхăта сăвăç чăваш литературинче тивĕçлĕ вырăн йышăнма ĕлкĕрнĕ. Вăл 1892 çулхи раш-тавăн 25-мĕшĕнче хальхи Ульяновск облаçĕн Чăнлă районне кĕрекен Анат Тимĕрçенте çут тĕнчене килнĕ. Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул тултарнине паллă тума Димитровградри таврапĕлӳ музейне поэтессăн пултарулăхне кăмăллакансем, çыравçăсемпе сăвăçсем, вĕренекенсемпе студентсем, çывăх тăванĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем, ӳнер ĕçченĕсем, таврапĕлӳçĕсем, регионри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, чăвашлăх тĕнчин хастарĕсем, тĕн тытăмĕнче вăй хуракансем, облаçĕпе паллă пултарулăх ушкăнĕсем пуçтарăнчĕç.

Текста малалла вулăр...

Юманăн пултарулăх каçĕнче

Раштавăн 1-мĕшĕнче Аслă Нагаткинри Культура çуртĕнче чаплă ентешĕмĕр, юратнă шурсухалăмăр, вышкайсăр пултаруллă сăвăç, журналист Анатолий Юман 80 çул тултарнине халалланă юбилей каçĕ иртрĕ. Хисеплĕ çыннăмăра саламлама Ульяновск облаçĕнчен тата Раççейĕн тĕрлĕ хулисенчен çывăх тăванĕсем, тусĕсем, ĕçтешĕсем килсе çитнĕччĕ.
Пултарулăх каçне Ульяновскри «Палнай» фольклор ушкăнĕ уçрĕ. Шăпах çирĕм çул каялла Анатолий Фёдоровичăн 60 çулхи юбилей каçĕнче йĕркеленнĕ ушкăн юрăçисем ырă çулташне «Саламлатăп» юрăпа (сăмахĕ Анатоли Ырьятăн, кĕвви Станислав Толстовăн) саламларĕç.
Родион Кириллов ертсе пыракан «Шуçăм» юрăпа ташă ансамблĕ сăвăçа ыр сунма, юрăсемпе савăнтарма поэт çуралнă Чăвашкасси ялĕнчен килсе çитнĕ. Ун репертуарĕнче те А.Юман сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем çителĕклĕ.

Текста малалла вулăр...

Чиркӳ кашнинех ăшă кăмăлпа йышăнать

Чăваш чиркĕвĕ 20 çулта
 
Шăп 20 çул каялла – 1992 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче – Ульяновск хулинчи вырăс православи чиркĕвĕн Чĕмпĕрпе Мелекесс епархийĕн Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркӳ алăкĕсем уçăлнă. Халăхра ăна чăваш чиркĕвĕ теççĕ. Уçнă çĕре Прокл епископ (каярах владыка, халь Чĕмпĕрпе Çĕнĕ Спасск митрополичĕ) хăй хутшăннă, хĕрес хурса пил панă. Чăваш чиркĕвĕ уçăлнăранпах ун настоятелĕ пулса вăй хуракан Игнатий игумен хаçат редакцийĕнче хăнара пулчĕ.
 
— Игнатий атте, чăваш чиркĕвне çĕнĕрен уçнă çĕрте тăрăшнă çынсене аса илĕр-ха.
— Ку çурта чăвашсене 1991 çулхи пуш уйăхĕнче панă. Хатĕрленӳ-юсав ĕçĕсем пĕр çулталăка яхăн тăсăлнă. Çак тапхăрта чăвашсем нумай пулăшнă. Çынсем ырă шухăшпа Баратаевка, Вырыпаевка тата ытти ялсенчен нумай çӳренĕ.

Текста малалла вулăр...

Кулăш ăсти – Степан Аслан

Паллă прозаик, очеркист, кулăш ăсти Степан Степанович Аслан çуралнăранпа чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче 95 çул çитет. ЧР патшалăх кĕнеке палатинче унăн 19 кĕнеки, 200 ытла калавĕсемпе очеркĕсем, повеçĕсемпе романĕсем, статйисем тата ун çинчен çырнă паха материалсем упранаççĕ.
С.С.Аслан 1917 çулта Канаш районĕнчи Тури Сурăм ялĕнче çуралнă. Шăхасанти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Колхоз почтальонĕнче, Канаш районĕнчи «Социализмшăн» хаçат редакцийĕнче вăй хунă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн нумай вĕреннĕ, республикăра тухса тăракан хаçатсене çырса тăнă.
Литературăри ĕçне С.Аслан сăвăсенчен пуçланă. Каярахпа калавсемпе повеçсем хайлама тытăннă. Унăн малтанхи калавĕ «Сăмакка айăкки» 1937 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ, ăна шкул ачисем вĕренекен «Тăван сăмах» кĕнекене те кĕртнĕ.

Текста малалла вулăр...

Юбилей ахрăмĕ

Уважаемый Анатолий Фёдорович!
От имени Правительства Ульяновской области и от себя лично поздравляю Вас с Юбилеем!
Примите искренние пожелания крепкого здоровья и жизненного везения на многие годы, душевного комфорта и вдохновения. Пусть сбудутся Ваши сокровенные желания и устремления, сохраните всё хорошее, что есть в Вашей жизни, а удача, Признание и Успех будут Вашими постоянными спутниками.
Добра, благополучия и всего самого светлого и хорошего Вам и Вашим близким!
С уважением, Губернатор – Председатель Правительства ордена Ленина Ульяновской области С.И.МОРОЗОВ.
28.10.2012.
***
Уважаемый Анатолий Фёдорович!
Примите искренние поздравления с ЮБИЛЕЕМ!
Вы посвятили свою жизнь творчеству, сохранению и развитию лучших традиций национальной культуры.

Текста малалла вулăр...

Ваççа Аниççине

Пурччĕ, пур ман икĕ Турă
Чи кирли те чи пахи:
Малтанхи – Литература,
Иккĕмĕш – Чăваш чĕлхи.
 
Революциччен çырни те
Чун валли апат пекки.
Илĕртетчĕ мана питĕ
Чăн поэзи кĕнеки.
 
«Ялта» ятлă пĕчĕк сăвă
Тыткăнларĕ пĕрреччен.
Выçă, аран юлнă сывă
Сăпкари ача çинчен.
 
«Хыпарта» вăл тухнă пулнă
Çапăнса вăхăтĕнче.
Унтанпа сахал-и юхнă
Шыв-шур, улшăннă тĕнче.
 
«Т.В.А.» тесе ал пуснă
Авторĕ сăвви айне.
Лайăх сăвă ăсталанă,
Килтерсе майне-шывне.
 
Кам вăл пулнă çав ăстаçă. -
Ялти кивĕ чир-чĕре
Питлекенĕ?

Текста малалла вулăр...

Эпĕ Ваççа Аниççине курнă

Раштавăн 25-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш поэтесси Анисия Васильевна Княгинина çуралнăранпа 120 çул çитет.
Вăл Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралнă. Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи пуçламăш шкулăн вулавăшĕнче те ĕçленĕ. Çакна эпир вăл 1920 çулта панă отчётран вуласа пĕлтĕмĕр. Унта çапла каланă: «Вулавăш шкул çуртĕнче вырнаçнă, унăн фондĕнче хытă хуплашкаллă 57 кĕнеке упранать». Фондра ытларах вырăс литературин классикĕсен тата чăваш литературине никĕслекен поэтăн Константин Ивановăн произведенийĕсем. 1905 çулта Ваççа Аниççи Константин Ивановпа пĕрле Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ.
Вулакансемпе пĕрле Ваççа Аниççи драмкружок йĕркелесе янă. Хăйĕн упăшкипе тата пĕртăван Ерменеевсемпе Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх спектакль лартнă. Ун пирки мана 1965 çулта хăй каласа панăччĕ – вĕсем патне анне кукăль леçсе пама ярсан.

Текста малалла вулăр...

Халăхсене çутта кăларакан

Юпан 31-мĕшĕнче Раççейре кăна мар ун тулашĕнче те паллă вĕрентӳçĕ-ăсчах, этнопедагогика никĕслевçи, И.Я.Яковлев еткерлĕхне тĕпчекен хастарçă, педагогика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор, çыравçă, куçаруçă, критик Геннадий Никандрович Волков (Кашкăр Хуначи) çуралнăранпа 85 çул çитрĕ.
 
«Кашни халăхăн хăйĕн апостолĕсем – наци идейине халăх хушшине саракансем, халăха çĕнĕрен çĕкленме чĕнекенсем – пур. Чăваш халăхĕн апостолĕсенчен пĕри Г.Н.Волков шутланать. Вăл И.Я.Яковлев ĕçне малалла тăсать». (Г.С. Сидоров. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ вестникĕ, 1998.- № 1(2).- С.3 ).
Г.Н.Волков 1927 çулта Чăваш Республикинче Аслă Елчĕк ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) физикăпа математика факультетне, Хусанти патшалăх педагогика университечĕн аспирантурине пĕтернĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5.