Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пурнăç туртăмĕ – юрă-кĕвĕре

(Юрий Кудаков композитор 70 çул тултарнă тĕле)
 
2012 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче чăвашсен ку чухнехи паллă композиторĕсенчен пĕри Юрий Дмитриевич Кудаков хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Юбилей – утса тухнă кун-çул çине çаврăнса пăхса пултарулăх çӳпçине пĕтĕмлетмелли лайăх сăлтав. Юрий Дмитриевич пултарулăхне илес пулсан вăл яш чухнех музыка тĕнчине иленнĕ те унăн асамне яланлăхах кĕрсе ӳкнĕ. Çав пултарулăх çӳпçи чи малтан хăйĕн тухăçлăхĕпе тĕлĕнтерет пире. Музыка тĕнчинче аллă çул ытла ĕçлесе вăл патшалăх театрĕсем лартнă 27 спектакль валли кĕвĕ çырнă. Çав шутра А. Чебановăн «Праски инке хĕр парать», «Çĕмĕрт пахчи шурă çеçкере», «Савниçĕм, сан пĕлесчĕ» (либреттисем Г. Терентьевăн), «Кăвак сирень айĕнче», «Пирĕн автан — сирĕн чăх» (Н.Сидоров либретти), «Шăматкун каçхине», «Юратусăр телей çук», «Шупашкарти савни», «Шупашкарти савнин Шупашкарти каччи», «Шупашкарти савни – Шупашкарта», «Кӳршĕ хĕрĕ» (Н Сидоров пьесисем тăрăх), «Тайăлнă кинеми» (Л.

Текста малалла вулăр...

Ачамсем пите хĕретмерĕç

Кунтикавра пурăнакан Лидия Никодимовна Тихонова (Васиярова) юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче 75 çул тултарнă. Мăшăрĕпе – Анатолий Михайловичпа – вĕсем пилĕк ача çуратса ӳстернĕ. Йăх-тымарĕ юпленсе, сарăлса пырса 22 çынна çитнĕ ĕнтĕ. Вăл шутра – сакăр мăнук.
 
Тихоновсен çемйи Кунтикавра хисеплисенчен пĕри. Çавăнпа та ял 90 çул тултарнă ятпа иртнĕ уявра урамри пысăк сценăна Лидия Никодимовнапа Анатолий Михайловича юнашар ӳкерсе пысăклатнă баннер илемлетрĕ. Вĕсем – чăваш тумĕпе. Аллисенче – çăкăр-тăварпа кăпăклă сăра. Шел, 50 çул пĕрле пурăннă хыççăн (2011 çулта) çемье пуçĕ чире пула çĕре кĕнĕ.
Лидя аппа халĕ пĕчченех пурăнать. Ачисем мăшăрланса хăйсен çемйисене çавăрнă. Славик ялтах тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ лавкка тытаççĕ. Чĕмпĕрте пурăнакан Кольăн, Надьăн, Вовăн, Мишăн çемйисем те тăтăшах килсе çӳреççĕ тăван килне.

Текста малалла вулăр...

ПАЛНАЙ — ÇИРĔМРЕ

* * *
Эх, юрлас килет, туссемĕр,
Савăнас килет пĕрмай.
Хапăл туса йышăнсамăр,
Сирĕн умăрта – Палнай.
 
А. Ырьят сăвăç шăрçаланă çак йĕркесенчен тытăнаççĕ "Палнай" концерчĕсем.
 
* * *
 
 
Пуçарма çăмăл мар
1992 çулхи юпа уйăхĕ. Чĕмпĕр çыравçисем вырăнти паллă сăвăç Анатолий Юман çуралнăрапа 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Йĕркелӳ ĕçне «Канаш» хаçатра вăй хуракан Альбина Степанова корреспондент хăй çине илнĕччĕ. Вăл мана тата Галина Яковлевана 5-6 юрăран пĕчĕк репертуар тума сĕнчĕ. Яковлевсен çемйипе эпир 1985 çултанпах туслă: пĕр-пĕрин патне хăнана çӳретпĕр, кĕрекере юратнă юрăсене сахал мар шăрантарнă, çавăнпа репертуар хатĕрччĕ те.

Текста малалла вулăр...

Юман – тĕреклĕ йывăç

Шупашкарта авăнăн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пирĕн ентеш, чăваш тĕнчинчи паллă писатель, поэт, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман 80 çул тултарнине халалланă литература каçĕ иртнĕ. Çакăнтах «Ман çĕнĕ йĕркесем сан ятупа» кĕнекесен тата Пётр Сымкин хатĕрленĕ сăн ӳкерчĕксен куравĕ уçăлнă.
Юбиляра саламлама Чăваш Республикинчи паллă писательсемпе юрăçсем, композиторсемпе скульпторсем килсе çитнĕ. Литература музейĕн наука аслă сотрудникĕ Галина Еливанова уява уçнă май Анатолий Юманăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Саламлама пĕрремĕш сăмах илекен Юрий Кудаков композитор пулнă, вăл поэтпа пĕрле мĕнле ĕçлени пирки каласа панă. Сăмах май, композитор юбилярăн 16 сăввине юрра хывнă.

Текста малалла вулăр...

Ман тĕп тивĕç – тăван ялта спорта аталантарасси

(«Хамăн пурнăçа спортпа тĕвĕлесе çыхма пулăшнă çынсене аса илни» ярăмран)
 
Тăван шкул алăкĕнчен васкамасăр утса кĕрет вăл, яланхилле директор пӳлĕмнемар спортзал еннелле — Сывлăх центрне утать. Унта юратнă вĕрентӳçе харсăр та хăюллă ачасем кĕтеççĕ.
 
Вун тăхăр çул хушши Кунтикав ялĕн вăтам шкул директорĕ пулса ĕçленĕ хушăра куллен хăй ертсе пыракан пĕлӳ çурчĕ, коллектив, ачасем, йĕркелӳ ĕçĕсем тата ытти çинчен шутлама тивнĕ ăна, облаçри чăвашлăх аталанăвĕнче хăйĕн йĕрне хăварма ĕлкĕрнĕ ертӳçе, вĕрентӳçе, Раççейри педагогика ĕçĕн ветеранне – сумлă та тӳрĕ кăмăллă Н.И.Казакова. Спорт ĕçĕпе çыхăннă вăрттăн ĕмĕчĕсене кăна вăхăтлăха тарăн арчана пытарма тивнĕ. Вăхăт çитейменрен, ялан васканăран. Тăван шкулшăн ăшталансах икĕ теçеткене яхăн çул иртсе кайнă.

Текста малалла вулăр...

ЧĔМПĔР ТĂРĂХĔН ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПОЭЧĔ

(А.Ф. ЕРМИЛОВ-ЮМАН ÇУРАЛНĂРАНПА 80 ÇУЛ ÇИТНĔ ТĔЛЕ)
 
КУН-ÇУЛĔНЧЕН
Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман 1932 çулхи авăнăн (сентябрь) 12-мĕшĕнче (паспорчĕ çине юпа (октябрь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче тесе çырнă) Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче çуралнă.
1952 çулта Вăта Тимĕрçенти вăтам шкултан вĕренсе тухсан райхаçат редакцийĕнче 37 çул вăй хунă.
Куçăмсăр майпа Хусанти Парти аслă шкулĕ çумĕнчи журналистсен курсĕнчен вĕренсе тухнă.
1989 çулта Ульяновскра тăван чĕлхепе «Канаш» хаçат тухса тăма пуçласан тивĕçлĕ канăва кайиччен унта ĕçленĕ.
Малтанхи сăвви 1947 çулта райхаçатра çапăнса тухнă.
А.Ф.Юман – 40 ытла кĕнеке авторĕ.
Вăл 1967 çултанпа Журналистсен союзĕн, 1983 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕнчене чăвашсемпе çыхăнтарса тăнă СЫмкин

Аслă Атăл чĕлтĕр-чĕлтĕр çăл куçĕнчен пуçланнă пекех, Пётр Васильевич Сымкинăн журналистикăри тĕнче шайлă сарăлса кайнă пултарулăх талккишĕ те шкулти стена хаçатĕнче вак-тĕвек заметкăсем çырассинчен пуçланчĕ.
 
Шкул çулĕсенче мана хама та мĕн астăвасса яланах стена хаçачĕн редколлеги членне суйлатчĕç. Илемлĕх туйăмĕ тăтăшах илĕртсе тăнинчен пуçланнă пулĕ ĕнтĕ ку. Пуçламăш классенче эпĕ ӳкерчĕксем тума юрататтăм. Çавна май стена хаçатне те илемлетнĕ, кунсăр пуçне аслăрах классенче вĕренекенсемпе пĕрле уявсем çитсен плакат калемĕсемпе стенасем çине чĕнӳсем çыра-çыра çакаттăмăр. Каярах сăвăсем çырма пуçларăм. Ку та стена хаçачĕ кăларнă çĕрте кирлĕ пулнă. Ахальтен мар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче «Пионерская правда» хаçат йĕркеленĕ ача-пăча конкурсне ярса панă манăн ӳкерчĕк те «Пионерсем стена хаçачĕ кăлараççĕ» ятлăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Тимухха Хĕветĕрĕ – чĕлхе тĕпчевçи

Кăçалхи нарăсăн 14-мĕшĕнче чăваш чĕлхин
паллă тĕпчевçи Тимухха Хĕветĕрĕ
çуралнăранпа 125 çул çитет
 
Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатинче чĕлхе тĕпчевçин 23 кĕнеки, унăн кун-çулĕ çинчен çырнă паха материалсем тирпейлĕн упранаççĕ.
 
Фёдор Тимофеев 1887 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи (хальхи Чăваш Республикинчи Муркаш районĕ) Якаткасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Малтан Турай ялĕнчи пуçламăш, унтан Элĕкри икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ. 1903 çулта Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшуллă, пысăк ĕмĕтлĕ çамрăк 1909 çулта чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, «Халăх учителĕ» ятне илсе 16 çул хушши тĕрлĕ шкулсенче учительте ĕçленĕ. 1918-1920 çулсенче Ф.Т. Тимофеев А. Пушкинăн «Сказка о рыбаке и рыбке» юмахне, А.

Текста малалла вулăр...

Руль умĕнче – çур ĕмĕр

Николай Васильевич Угарин хĕллехи Микула праçникĕнче – 1932 çулхи кăрлачăн (январь) 19-мĕшĕнче — Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Канаш ялĕнче çуралнă. Çара уран чупнă чухнех шофёр пулма ĕмĕтленнĕ. Руль умне вара салтака кайсан ларнă. Вунсаккăртан тытăнса çитмĕл çула çитиччен водительте вăй хунă. Аварие пĕрре те лекмен. Пирĕн çĕршывра вăл çитмен кĕтес çук. Çак кунсенче Николай Васильевич 80 çул тултарчĕ.
 
Ялта шкул пулманнипе пĕчĕк Коля Тутар Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упие виçĕ çухрăма вĕренме çӳренĕ. Çиччĕмĕш класа Пасарлă Упире пĕтернĕ. Малалла вĕренме май пулман – вăрçă тытăннă. Ялти вăй питти арçынсем вăрçа тухса каяççĕ. Çемьере асли пулнипе килти арçын ĕçĕсемшĕн те вăл явапли пулса тăрать.
-Колхозăн 250-300 гектар çĕрччĕ. Эпир çав çĕр çинче тар тăкаттăмăр: акаттăмăр, çумлаттăмăр, выраттăмăр.

Текста малалла вулăр...

Хама 70 çулти пек мар, чылай çамрăк туятăп…

Ульяновск хулинче чăваш культурине аталантаракансем хушшинче пултаруллисем сахал мар. Николай Косырев ятне, тĕслĕхрен, илтмен çын облаçра çук та пулĕ. РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕ çумĕнчи «Эревет» чăваш халăх юрă ансамблĕн пултарулăх ертӳçи кăрлачăн 13-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Николай Федорович тивĕçлĕ канура тесе лармасть. Вăл паян та облаçра (облаçра çеç те мар) иртекен чылай уява хатĕрлесе ирттернĕ çĕрте ырми-канми тăрăшать.
 
Купăс калама ачаранах вĕреннĕскер Николай Косырев илемлĕ кĕвĕсĕр ăраскалне курмасть те темелле. Чăнлă районĕнче чылай çул культура тытăмĕнче вăй хунă хыççăн Ульяновска куçса килет. Хăйĕн пурнăç çулĕ çинче чăваш юррисене (чăвашсене те) юратакан аван çынсене тĕл пулать Николай Федорович. Вĕсенчен пĕри – «Руслан» Культура çурчĕн директорĕ Виктор Коваленко.

Текста малалла вулăр...

Пĕрре те ахаль лармасть

Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Турхан Упире çуралнă, халĕ Ульяновскра пурăнакан Евгения Кузьминична Зернова кăрлачăн 7-мĕшĕнче 75 çулхи юбилейне паллă тăвать.
-Эпĕ нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Аттепе аннен 10 ача пулнă. Эпĕ иккĕмĕшĕ. Аслă аппа 21 çултах çĕре кĕчĕ. Çемьери мĕнпур ĕç ман çине тиеннĕ. Аттепе анне кунĕн-çĕрĕн колхозра вăй хуратчĕç. Атте вăрçă хыççăн çул, кĕпер тăвакансен бригадирĕччĕ. Ăста платник пулнă, çак ĕçе мĕн виличчен парăннă. Мана апатне пĕçерсе хума, пĕчĕккисене çитерме, кил-çурта, картишне тирпейлеме тивнĕ. Тăхăр çултах ĕне сума хăнăхнă. Çапла ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Вĕренӳ çулĕ тапрансан шкулта кăштах канса илнĕ. Кӳршĕ яла, Çĕнĕ Упи шкулне, çӳренĕ эпир. Çичĕ класс пĕтертĕм. Малалла вĕренме май пулмарĕ. Укçа çитерме йывăр 10 ача çинче, - аса илет Евгения Кузьминична.
Çичĕ класс хыççăн вăл та колхозра вăй хума тытăнать.

Текста малалла вулăр...

Пурăнас, çĕнĕ картинăсем ӳкерес килет

Кĕске справка.
А.П. Власов 1937 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнче çуралнă. Тутар Каши вăтам шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ (1952). Челябинскри чукун çул училищинчен (1953), Одессăри аслă тинĕс училищинчен (1956), Мускаври халăхсен пултарулăх университечĕн живопись уйрăмне куçăмсăр майпа (1958), И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн художествăпа графика факультетĕнчен (1971) вĕренсе тухнă. Тинĕс çар флотĕнче штурман тата механик пулса тивĕçне пурнăçланă (1957-62). Тутар Каши вăтам шкулĕнче ӳкерӳ, черчени, кĕвĕпе юрă, ĕс, физкультура, физика урокĕсене илсе пынă (1962-1976). Ульяновскри педагогика училищин художествăпа графика уйрăмĕнче ӳкерчĕк, живопись, композиципе скульптура вĕрентӳçи, изоискусство методисчĕ, кайран уйрăм ертӳçи пулса тăрăшнă (1976-84). Орёл хулинче живопись профессорĕ Курнаков патĕнче вĕреннĕ (1981).

Текста малалла вулăр...

Пухтел шкулĕ –125 çулта

Шкул паян çĕнĕлле пурăнать
125 çул утса тухнă шкул ятне паян та хăйĕн вĕренекенĕсем çӳллĕ шайра тытса пыраççĕ.
 
Историрен
Пухтел ялĕ Чăнлă тăрăхĕнче чи авалхисенчен пĕри. Вăл XVII ĕмĕрĕн çурринчех никĕсленнĕ. Анчах хута вĕренме вунтăххăрмĕш ĕмĕрте тин тытăннă. Ялта шкул пулманнипе ачасем Кивĕ Улхашпа Вăта Тимĕрçен шкулĕсене çӳренĕ.
Вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче Вăта Тимĕрçен шкулĕнче Илья Савельевич Бюргановский тиаконра ĕçленĕ. Вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. И.Я. Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕсенчен пĕри пулнă. Иван Яковлевич хушнипе вăл пухтелсемпе пĕрре çеç мар шкул уçас пирки сăмах хускатнă. Унăн шухăшне ялти хисеплĕ çын Григорий Михайлович Цыганцов ырланă. Анчах хирĕçлекенсем пулман мар. «Халиччен эпир шкулсăрах пурăннă, малашне те ачасем унсăрах пурăнĕç.

Текста малалла вулăр...

Халăх композиторĕ

Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăвашсен паллă композиторĕ Григорий Хирбю (Григорий Яковлевич Хирбиков) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
Пулас композитор Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аскарино ялĕнче 1911 çулта çуралнă. Покровски ялĕнче ултă класс пĕтерсен, 1927 çулта Шупашкарти коммуна шкулне кĕрет. Пĕр вăхăтрах музыка шкулĕнче те вĕренет. Унта вăл С. Максимов композитор сĕннипе пĕлӳ илет.
1930 çулта Григорий Хирбю Шупашкарти музыкăпа театр техникумне пĕтерсе Ленинградри Н.А.Римский-Корсако в ячĕллĕ консерваторири композиторсен уйрăмĕнче вĕренет. Çав вăхăтра Хĕвелтухăç халăхĕсен çут ĕç çуртĕнче чăваш хорне ертсе пырать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче композитор Ленинград консерваторийĕпе пĕрле Ташкента куçать. 1943 çулта Шупашкара таврăнать, çулталăкран Чăваш радио вокал ансамблĕн пултарулăх ертӳçи пулса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Тăванлăх вăрттăнлăхĕ

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 46-мĕш номерĕн 6-мĕш стр.).
Ятлă сăвăçăмăр ман пирки калама çапла ăшă сăмахсем тупни хавхалантарчĕ те, çунатлантарчĕ те. Хăй вăл литературăна чи сăваплă ĕç вырăнне хурса хаклатчĕ. Сăвă таврашне чĕре витĕр кăлармасăр аллине перо тытман. Шедеврсем ахаль çуралмаççĕ. Ку такама та паллă. Сăмах ăсти пулнă май, ыттисенчен те çирĕп ыйтатчĕ пиччемĕр. Калас тенине чăнлăха тĕпе хурса, яланах тӳррĕн калатчĕ. Хăйĕн шухăшне нимĕнле авторитет умĕнче те улăштарман. Ăсталăх енĕпе яланах принциплă пулнă. Унăн кулăшла хутăш каланă сăнарлă сăмахĕ яланах тĕл тивнĕ. Çакна ăна пĕлнĕ çынсенчен чылайăшĕ курса ĕненнĕ темелле.
Çапах та çитмĕлмĕш çулсенех таврăнар-ха. Ухсай Яккăвĕн авторитетлă сăмахĕ хыççăн та Союза кĕрес ыйту час татăлаймарĕ. Ун чухне влаçра ларакансен чурăслăхне тӳссе ирттермен çыравçă сахал пулнă-и, тен.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШ ПОЭЗИЙĔН У Л Ă П Ĕ

ӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен патшалăх премийĕн тата Раççей Федерацийĕн М.Горький ячĕпе хисепленекен патшалăх премийĕн лауреачĕ Яков Григорьевич Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитет.
 
Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатинче Ухсай Яккăвĕн 64 кĕнеки, пултарулăх хĕлхемĕпе шăранса тухнă сăввисемпе поэмисем, калавĕсемпе повеçĕсем, юррисем тата статйисем питĕ тирпейлĕн упранаççĕ. Вĕсем çамрăксене ĕçчен те ырă кăмăллă, ăслă, хăюллă пулма, чăваш халăхне, тăван тавралăха юратма вĕрентеççĕ, вулакансен чĕринче ырă туйăм çуратаççĕ. Талантлă çыравçă çинчен çырнă паха материалсем те питĕ нумай. Акă мĕнле хакланă Ухсай пултарулăхне тĕпчекен литература критикĕ Ип. Иванов: «Ухсай – паянхи чăваш çырулăхĕн вăйĕ, çĕнтерĕвĕ, мухтавĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăванлăх вăрттăнлăхĕ

Уксай Яккăвĕ çинчен эпĕ чи малтан Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă çул хамăра вĕрентнĕ Ольга Васильевна Нагорновăран илтнĕччĕ. Вăл Ульяновскри учительсем хатĕрлекен И.Я. Яковлев ячĕллĕ педучилищĕре пĕлӳ илнĕ чух чăваш студенчĕсене шăпах Яков Гаврилович тăван чĕлхепе литературине вĕрентнĕ иккен.
-Уроксенче вăл пире час-часах «Халăхăн ылтăн кĕнеки» поэмин сыпăкĕсене вуласа кăтартатчĕ,- тесе аса илнине астăватăп.
Ухсай Яккăвĕ хăйĕн поэмине 1937 çулта çырнă. Çĕнĕ хайлавĕ часах хрестоматие кĕнĕ. Ун чухне çирĕм улттăри поэт темиçе кĕнеке авторĕ пулнă ĕнтĕ. Вăл кунта чылай сăвă-поэма хайлать, малашне çырмалли валли паха материал пухать. Ахальтен мар вăрçăчченхи тапхăрта алли витĕр çулсерен 3-4 кĕнеке шăранса тухнă: «Вут чĕлхе», «Телей çинчен хунă юмах», «Пуканесен бригади», «Ял хыпарĕсем», «Сăсар çĕлĕк» сăвă пуххисем, «Ĕмĕт» ятлă малтанхи романĕ, «Тумтир» трагедийĕ, «Костантин Васильевич Иванов» монографийĕ.

Текста малалла вулăр...

Мироновăн пултарулăхĕ – тĕрлĕ енлĕ

Павел Миронович Миронов дворян чинне патша саманинче илнĕ чăвашсенчен пĕри. Вăл ку тĕлĕшрен И.Я.Яковлевран – хăйĕн вĕрентӳçинчен – питех кая юлман. Анчах Совет саманинче ăсчахсем унăн пурнăçĕпе кăсăкланман. Çитменнине, вăл хальхи Чăваш Республикин çĕрĕнче çуралман – Чĕмпĕр кĕпĕрнинче (хальхи Тутарстан), ĕмĕр тăршшĕпех Оренбург тата Ĕпхӳ кĕпĕрнисенче ĕçлесе пурăннă, 100 çул каярах – 1921 çулти авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ĕпхӳри Сергий масарĕ çинче канлĕх тупнă. Ăсчахăн тĕлĕнмелле пурнăçне 70-90-мĕш çулсенче çеç В.Ахун, Н.Краснов, А.Кондратьев, А.Иванов-Ехвет, Г.Александров, Н.Казаков, А.Симулин ăсчахсем тĕпчеме тытăннă. Паян Раççей патшалăхĕн службинче чыслăн тăнă П.Мироновăн мухтава тивĕçлĕ ĕçĕсем çинчен Ĕпхӳри унăн ячĕпе хисепленекен вырсарни шкулĕнче тĕплĕн пĕлме пулать.
Шкула кĕрсенех Пушкăртстан Республикин Президенчĕ Р.

Текста малалла вулăр...

Чувашский Моцарт: поверить алгеброй гармонию

Уроженец Симбирской губернии Павел Миронов доказал теорему Ферма, собрал уникальные гербарии и сочинил “Чувашский марш”.
Анна НИКС.
 
В 1871 году известный чувашский педагог и просветитель Иван Яковлев приехал с инспекцией в село Ново-Ильмовый Куст (ныне село Новое Ильмово Дрожжановского района Татарстана) Убеевской волости Буинского уезда Симбирской губернии. В местной школе он обратил внимание на десятилетнего крестьянского мальчика. Каким-то непостижимым образом Ивану Яковлевичу удалось тогда разглядеть в заброшенном и больном ребёнке будущего блестящего математика, по учебникам которого в будущем постигало науку не одно поколение школьников, незаурядного ботаника и талантливого музыканта. Этим мальчиком был Павел Миронов – несомненно, один из самых разносторонне развитых уроженцев нашего края и один из самых незаслуженно забытых.

Текста малалла вулăр...

Чувашский Моцарт: поверить алгеброй гармонию

Уроженец Симбирской губернии Павел Миронов доказал теорему Ферма, собрал уникальные гербарии и сочинил “Чувашский марш”.
Анна НИКС.
 
В 1871 году известный чувашский педагог и просветитель Иван Яковлев приехал с инспекцией в село Ново-Ильмовый Куст (ныне село Новое Ильмово Дрожжановского района Татарстана) Убеевской волости Буинского уезда Симбирской губернии. В местной школе он обратил внимание на десятилетнего крестьянского мальчика. Каким-то непостижимым образом Ивану Яковлевичу удалось тогда разглядеть в заброшенном и больном ребёнке будущего блестящего математика, по учебникам которого в будущем постигало науку не одно поколение школьников, незаурядного ботаника и талантливого музыканта. Этим мальчиком был Павел Миронов – несомненно, один из самых разносторонне развитых уроженцев нашего края и один из самых незаслуженно забытых.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5.