Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пурнăç тĕллевĕ — ырă тăвасси

Пĕр тĕллевпе пурăнакан çемьен никĕсĕ килĕшӳпе юрату çинче çеç тăнине пурнăç лайăх çирĕплетсе парать. Аслă Нагаткинра пурăнакан Остроумовсен çемйине (Татьяна Петровна тата Владимир Петрович) тĕслĕхлĕ çемье теес килет.
Вĕсем иккĕшĕ те пурнăçĕсене сывлăх сыхлавне халалланă. Владимир Петрович тивĕçлĕ канура пулин те Аслă Нагаткинри район пульницинче лаборатори пуçлăхĕнче вăй хурать.
Остроумовсен тăван çĕршывĕ – Тутар Республики. Çемье пуçĕ Пăва районĕнчи Пӳркелĕнче, мăшăрĕ Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Йĕлмелĕнче çуралнă. Татьяна Петровна тивĕçлĕ канура. Авăнăн 10-мĕшĕнче унăн юбилей. Çĕртме уйăхĕнче вĕсем тепĕр уяв – пĕрле пурăнма тытăннăранпа 35 çул çитнине паллă тунă.
Мăшăрĕ каланă тăрăх, Татьяна Петровна – çемье вучахĕ, тĕрекĕ. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнипе вăл хуçалăх ĕçне лайăх пĕлет.

Текста малалла вулăр...

Платникрен тытăнса – полковника çити

«Канаш» хаçатăмăр номертен номере ырă ята тивĕçлĕ ентешĕмĕрсем çинчен çырса кăтартать. Мĕнле кăна ĕçре, мĕнле кăна профессире палăрмаççĕ пирĕн йăхташăмăрсем… Ахаль çĕр ĕçченĕ-и вăл е вĕрентӳçĕ-и, тухтăр-и вăл е юрăç-и, çар çынни-и вăл е усламçă-и – кирек ăçта та вăл чăваш ятне çӳле çĕклессишĕн тăрăшать. Эпир вĕсене мухтатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. Акă Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте çуралса ӳснĕ ентешĕмĕре Михаил Филиппович Казакова илер. Вăл ахаль платникрен тытăнса çар наукисен кандидатне, полковника çити ӳснĕ. Авăн (сентябрь) уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарчĕ.
Михаил Филипповичăн ачалăхĕ Вăта Тимĕрçенте иртнĕ. Çичĕ класс пĕтерсенех вăл алла пуртă тытнă. Черчен алли ун чухнех йывăçран мĕн-тĕр ăсталама юратнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ялсенче çурт-йĕр тăвас ĕç вăй илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Николай ЛАРИОНОВ: «ТĔП ТĔЛЛЕВĔМ – ЧĂВАШСЕНЧЕ ЧĂВАШЛĂХ ТУЙĂМНЕ ВĂРАТАССИ»

Николай Николаевич Ларионов Тутарстан Республикинче Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче 1961 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 25-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ.
Пурнăç картлашкипе çĕклениччен вăл станок операторĕнче, водительте, шкулта хуçалăх заведующийĕнче, стройка маçтăрĕнче вăй хурса производствăри лару-тăрăва тар шăршипе туйса илнĕ.
«Этем кун-çулĕ ясмăк пекех: кăпăш çĕр çине ӳксен ярапаланса ӳсет, çул хĕрринче – таптанасса кĕтсех тăр». (Анатолий Юман).
Н.Н.Ларионов 1995 çулта журналист ĕçне пуçăнать («Родина Ильича» хаçат).
1996 çулта «Канаш» хаçатра вăй хума тытăнать, 2002 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 1-мĕшĕнче унăн тĕп редакторĕ пулса тăрать.
1997 çулхи çурлара (август) вырăнти чăваш авторĕсен «Шевле» литература пĕрлешĕвне йĕркелет.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5].