Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Тюленев урамĕ

Иван Владимирович Тюленев – çар генералĕ, Совет Союзĕн Геройĕ. Вăл 1892 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Шатăршан ялĕнче (халĕ Сăр районĕ) çуралнă. Вырăс.
1913 çулта вырăс çарне лекнĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Унта Георгий Хĕресĕн тулли кавалерĕ ятне тивĕçнĕ.
1918 çулти граждан вăрçинче вăл Хĕрлĕ çарта утлă çар бригадин командирĕ пулать.
1922 çулта Тюленев РККА çар академине пĕтерет. 1929 çулта – аслă командирсене хатĕрлекен курсра вĕренет. 1940 çулта Мускав çар округне ертсе пырать.
Аслă вăрçă тытăнсан ăна Кăнтăр фрончĕн тĕп командущийне çирĕплетеççĕ, унтан – 28-мĕш çарăн, каярах – Кавказ леш енчи фронтăн.
Вăрçă чарăнсан Тюленев Харьков çар округне ертсе пынă. 1946 çултан оборона министерствинче, 1958 çултан çар инспекторĕнче вăй хунă.
И.

Текста малалла вулăр...

ПирĔн хула урамĔсем

Крымов урамĕ
Михаил Дмитриевич Крымов – парти деятелĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче совет влаçне туса хурас ĕçе хутшăнаканĕ.
Вăл 1881 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Кăрмăш уесне кĕрекен Барятино ялĕнче çуралнă. Революци юхăмне Петербургри заводра ĕçленĕ чух хутшăннă. ЦК РСДРП (б) хушнипе вăл 1917 çулхи августăн 30-мĕшĕнче Чĕмпĕре килсе çитет. Вăл тăрăшнипе кунта РСДРП(б) Чĕмпĕрти комитечĕ çуралать. Хăйне председателе суйлаççĕ.
1918 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Крымова Чĕмпĕр кĕпĕрнин тата Чĕмпĕрти ЧК комиссарне çирĕплетеççĕ. Унта вăл 1919 çулччен ĕçлет. 1921 çултан – Мускав тата Ленинград хулисенче патшалăх тытăмĕн тĕрлĕ вырăнĕсенче. 1955 çулта вăл çĕре кĕрет.
Ульяновскри Ленин районĕнчи пĕр урама унăн ятне параççĕ. Ĕлĕкрех ăна Ярмăркка лапамĕ тенĕ.
 
Суров урамĕ
Григорий Иванович Суров – офтальмолог- тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор.

Текста малалла вулăр...

Бебель урамĕ

Фердинанд Август Бебель 1840 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Германири Дейц (халĕ Кельн районĕ) хулинче çуралнă.
Германири тата пĕтĕм тĕнчери рабочисен юхăмĕн хастарĕ, Германире социал-демократсен партине никĕ-слекенсенчен пĕри, Çурçĕр Германи союзĕн рейхстаг депутачĕ. «Женщина и социализм» кĕнеке авторĕ.
Август Бебель прусс унтер-офицерĕн чухăн çемйинче çуралнă. Ашшĕ туберкулез чирĕпе 35-рех çĕре кĕнĕ. Амăшĕ тепре качча качча кайнă, часах вăл та вилнĕ. Амăшĕ выçăпа вилес мар тесе тăван çĕршывне -- Вецлар хулине -- таврăнать. Август шкула каять. 1854-1857 çулсенче токаре вĕренет.
1860 çулта – темиçе çул Кăнтăр Германи тата Австри тăрăх çапкаланса çӳренĕ хыççăн ăста токарь Лейпцигра тĕпленет. Вильгельм Либкнехтпа (Карл Либкнехтăн ашшĕ) паллашсан марксизм вĕрентĕвĕпе кăсăкланма пуçлать.

Текста малалла вулăр...

Рылеев урамĕ

Кондратий Федорович Рылеев поэт-декабрист 1795 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче Петербург кĕпĕрнинчи Батов ялĕнче чухăн дворян çемйинче çуралнă.
Ашшĕ питĕ кăра çын пулнă. Амăшĕ ывăлне ашшĕн хаярлăхĕнчен хăтарас тесе 1801 çулта 1-мĕш Кадет корпусне вĕренме парать. 1814 çулта вĕренсе тухсан офицер вырăс çарĕпе пĕрле чикĕ леш енне нумай тухса çӳрет. 1818 çулта подпоручик чинĕпе отставкăна тухать.
1819 çулта Рылеев Петербурга пурăнма куçать. Кунта вĕреннĕ, пысăк çынсемпе паллашать, масонсен «Пламенеющая звезда» ятлă юхăмĕн членĕ пулса тăрать. 1821 çулта уголовлă судăн службине ĕçлеме кĕрет. Часах сутăнман ят-сумлă çынсен шутне кĕрет. 1824 çулта Раççейпе Америкăн пĕрлехи компанин канцелярине ĕçлеме куçать.
Петербургра ĕçленĕ çулсенче Рылеев литература ĕçне тытăнать: журналсенче хăйĕн сăввисене тата хайлавĕсене пичетлет.

Текста малалла вулăр...

Назарьев урамĕ

Валериан Никанорович Назарьев Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Карсун уесне кĕрекен Аникеевка ялĕнче 1831 çулта дворян çемйинче çуралнă. Обществăлла деятель, драматург, публицист.
 
1838-1842 çулсенче А.Тропинин казакăн харпăр пансионĕнче вĕреннĕ. 1848 çулта Хусан университечĕн юридици факультетне пĕтернĕ. 1849 çулта çар службине кĕнĕ. Императорăн Драгун полкĕнче унтер-офицерта тăнă. 1851 çулта – Ригăри, 1853 çулта – Псковри, 1854 – Литвари 14-мĕш гусар полкĕ-сенче. Вăл Венгри çулçӳревне, Крым вăрçине (1853-1856 çç) хутшăннă. «Современникра» «Бакенбарды. Очерки полковой жизни» тиркесе çырнă хайлавне пичетлесен ăна кăларса яраççĕ. Ку повеçе Н.А.Некрасов ырланă. Вăл чĕннипе Назарьев Петербурга çитет, «Современник» редакцин ĕçченĕсемпе: П.В. Анненковпа, Н.Г.Чернышевскийпе, Н.А.Добролюбовпа – паллашать. Кунта вăл ӳнер академине кĕме хатĕрленет.

Текста малалла вулăр...

Плеханов урамĕ

Георгий Валентинович Плеханов – вырăс революционерĕ, теоретик тата Маркс вĕренĕв-не сараканĕ.
Вăл 1856 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Чудаловка ялĕнче (халĕ Липецк облаçне кĕрет) пуян мар çемьере çуралнă. Воронежри гимназире, кайран Константиноври çар училищинче, тата Петербургри ту-сăрт институтĕнче вĕреннĕ.
Студент чухнех революционерсен вăрттăн ĕçĕсемпе кăсăкланнă, пăлхавсене, пухусене хутшăннă, прокламацисем çырнă. Вăл «Оратор» хушма ятпа çӳренĕ.
Плеханов пăлхавсене кăмăлламан, çавăнпа та организаци пайланса кайсан пĕр журналăн редакторĕ пулса тăрать, «Черный передел» ушкăнăн ертӳçисенчен пĕри пулса тăрать.
Полици йĕрлеме тытăнсан вăл чикĕ леш енне тарать. Унта ытти çĕрсенчен тарса килнĕ партисен ертӳçисемпе пĕрлешет. Женевăра вĕсем «Освобождение труда» ятлă ушкăн туса хураççĕ, кĕнекесемпе брошюрăсем кăлараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Можайский урамĕ

Александр Федорович Можайский – вырăссен паллă изобретателĕ, пĕрремĕш самолет туса кăлараканĕ, çар академикĕ, контр-адмиралĕ.
 
Александр ачаранах моряк пулма ĕмĕтленнĕ, пĕчĕкренех тинĕс кадет корпусне вĕренме кĕнĕ.
Ăна пĕтерсен çамрăк мичман Балтика тата Шурă тинĕссем тăрăх ишеве тухса кайнă. Экспедицисем тĕрлĕ пăрахутсем çинче иртнĕ, хăш чух çичшер çула тăсăлнă. Александр çамрăклах лейтенант звание илме тивĕçнĕ.
Унтан вăл Балтика тинĕсĕ çинче служба тăснă. Çав вăхăтра фрегатпа çулçӳреве икĕ çула Япони çĕршывне тухса каять. Цунами тытăнсан унăн фрегачĕ арканать, Александр шхуна çине куçса сывă юлать, тăван çĕршыва таврăнать.
Кайран Александр «Антенор» бригăн командипе пĕрле Финн заливне «кĕтмен хăнасенчен» сыхлас ĕçе хутшăнать.

Текста малалла вулăр...

Кобозев урамĕ

Петр Алексеевич Кобозев Рязань кĕпĕрнинче 1878 çулхи августăн 13-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл патшалăх тата парти деятелĕ, 1898 çултан РСДРП членĕ, 1917 çулта Ăремпур-Ташкент чукун çул комиссарĕ пулнă.
Вăл тĕн училищине пĕтернĕ. Унтан Мускаври тĕн семинарине вĕренме кĕнĕ. Пăлхава хутшăннине пула ăна пĕтереймен. Чукун çул çинче слесарьте, машиниста пулăшаканĕнче, машинистра ĕçленĕ. 1898 çулта Мускаври чиркӳ çумĕнчи реальнăй училищĕне пĕтерсен вĕренĕвне Мускаври аслă техника училищинче тăсать.1899 çулта ăна арестлеççĕ, Ригăна ссылкăна яраççĕ. 1900-1904 çулта вăл Ригăри техника институтĕнче вĕренет, унта лаборатори йĕркеленĕ çĕре хутшăнать, студентсемпе практика занятийĕсем ирттерет. Ăна пĕтерсен инженер-технолог Ригăри вакунсем кăларакан заводра вăй хурать. Çав вăхăтра Ригăри РСДРП комитетне кĕрет тата большевиксен «Голос солдата» хаçат редакцийĕнче вăй хурать, латышсен социал-демокрачĕсен партине ертсе пырать.

Текста малалла вулăр...

Гимов урамĕ

Михаил Андреевич Гимов 1986 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Чĕмпĕрте çуралнă.
Ремесла училищинче икĕ класс пĕтернĕ.1905 çулта вăл чукун шăратакан заводра слесарьте ĕçлеме пуçланă. Çав çулах РСДРП членĕ пулса тăнă. 1918-1921 çулсенче Чĕмпĕр кĕпĕрнин ĕçтăвкомĕн председателĕн тивĕçне пурнăçланă. Гимов Чĕмпĕ-рти рабочисен хушшинче революци идейине сарассипе нумай ĕçленĕ.
1906 тата 1908 çулсенче ăна арестлеççĕ, тĕрмене хупаççĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн вăл большевиксемпе меньшевиксен хушшинчи хирĕçĕве тĕплĕн ăнкарса илеймесĕр социал-демократсен пĕрлĕхлĕ организацине кĕрет. Çав çулах Петроградра пĕтĕм Раççей съездне хутшăнать. Кайран каллех РКП(б) таврăнать. 1921 çулхи март уйăхĕ-нчен Чĕмпĕрти губисполком председателĕнче ĕçлеме пуçлать. Раççейри граждан вăрçи участникĕ пулнă май вăл «военный коммунизм» политикине пурнăçа кĕртессине тимлĕх уйăрать: продразверстка ирттерет, Хĕрлĕ Çар йышне ӳстерет, салтаксене апат-çимĕçпе, тум-тирпе, хĕç-пăшалпа тивĕçтерет.

Текста малалла вулăр...

Пархоменко урамĕ

Александр Яковлевич Пархоменко 1886 çулхи декабрĕн 12(24)-мĕшĕнче Луганск çывăхĕнчи Макаров Яр ялĕнче çуралнă. Украинец. Граждан вăрçи участникĕ, 1904 çултанпа парти членĕ.
1900 çултанпа Луганскри заводсенче вăй хунă, революци юхăмне хастар хутшăннă. Ăна темиçе хутчен те арестленĕ. Вăл 1905-1907 çулсенчи пĕрремĕш вырăс вăрçине хутшăннă.
1916 çулхи май тата июнь уйăхĕсенче металлургсем икĕ хутчен пăлхав çĕклеççĕ. Июль уйăхĕнче эсерсен, большевиксемпе меньшевиксен тата Луганск рабочийĕсен хушшинче сиксе тухнă стачка икĕ эрнене тăсăлать. Унта 15 пин çын хутшăнать. Çавăнта хутшăнакан 50 рабочие арестлеççĕ, 600 яхăн çынна, вăл шутра Александр Пархоменкăна та, фронта ăсатаççĕ.
1917 çулта Пархоменко Донбасра совет влаçĕ туса хурас ĕçе хутшăнать. Ăна Луганскри Хĕрлĕ çар штабĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Халтурин урамĕ

Степан Николаевич Халтурин (1856-1882 çç.) – революци деятелĕ.
Вăл Вятка кĕпĕрнинчи Верхние Журавли ялĕнче пысăк та пуян хресчен çемйинче çуралнă. 1868-1871 çулсенче Орел уесĕнчи ял училищинче вĕреннĕ. Вăл нумай вуланă, халăх историйĕпе кăсăкланнă. Çакă унăн кăмăлне пысăк витĕм кӳнĕ. 1874-1875 çулсенче Вяткăри земство училищинче краснодеревщик профессине илет. Социализмла коммуна пирки ĕмĕтленсе Халтурин юлташĕсемпе Америкăна кайма шутлать, ют çĕршыва каймалли паспортне вăрланипе унăн Мускаврах юлма тивет. 1875 çулта вăл Петербурга куçса каять. Унта-кунта ĕçлесе хырăмне тăрантаркаласа пурăнать, унпа пĕрлех вăрттăн пропаганда ĕçне тытăнать.
1878 çулта В.П.Обнорскийпе пĕрле «Северный союз русских рабочих» организаци йĕркелесе ертсе пыма пуçлать. 1879 çулта çак организацие аркатни, уççăн кĕрешме май пулманни Халтурина «Народная воля» террор организацине йĕркелеме хистет.

Текста малалла вулăр...

Хо Ши Мин проспекчĕ

Хо Ши Мин – марксизм-ленинизм идейине тĕпе хурса Вьетнам Компартине никĕсленĕ, Вьетнамри август революцине пуçарнă, Çурçĕр Вьетнамăн пĕрремĕш Президенчĕ, философ, марксист, поэт.
Вăл 1890 çулхи майăн 19-мĕшĕнче Вьетнамри Намдан уесне кĕрекен Кимльен ялĕнче çуралнă. Çуралсанах ăна Нгуен Шинь Кунг ят панă. Ашшĕ – Нгуен Шинь Шак – патриотла партин хастарĕ пулнă. Ялта вăл çеç хут пĕлнĕ. Ăна фобанг хисеплĕ ят парса чысланă. Каярахпа ăна уес пуçлăхне çирĕплетнĕ.
Амăшĕ – Хоанг Тхи Лоан 32 çулта – тăваттăмĕш ачине çуратнă чухне – вилнĕ.
Вьетнамри йĕрке тăрăх, ачан шкула кайичченех ятарлă шкул пĕтермелле пулнă. Çапла шкула кайиччен Нгуен Шинь Кунг иккĕмĕш ят – Нгуен Тат Тхань – илет. «Нгуен» вырăсла – триумфатор.
1911 çулта Тат Тхань урăх ятпа пăрахут çине матрос пулса вырнаçать.

Текста малалла вулăр...

Гафуров урамĕ

Бободжан Гафурович Гафуров – патшалăх тата парти деятелĕ.
Вăл Самарканд облаçĕн Ходжент уесĕ-нчи Исисар кишлакĕнче 1908 çулта çуралнă. Унăн амăшĕ паллă поэтесса Розия Озод.
1935 çулта пĕтĕм союзри коммунистсен журналисчĕсен институтне пĕтернĕ. 1932 çулта коммунистсен партине кĕнĕ.
Таджикистанра вĕренӳ ĕçĕнче вăй хунă, журналистикăра ĕçленĕ.
1936 çулта ăна «Кзыл Таджикистан» хаçатăн тĕп редакторне çирĕ-плетнĕ. Унпа пĕрлех вăл ЦК КПТ агитаципе пропаганда пичет секторĕн ертӳçи те.
Çулталăкран ăна «Безбожник Таджикистана» хаçатăн тĕп редакторне çирĕплетеççĕ.
1941-1944 çулсенче – Таджикистанăн ЦК КП(б) пропаганда секретарĕ. 1944-1946 çулсенче – иккĕмĕш секретарĕ, 1946-1956 çулсенче Таджикистанăн ЦК КП пĕрремĕш секретарĕ, унпа пĕрлех Сталинабадри КП (б)Т пĕрремĕш секретарĕ, СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ.

Текста малалла вулăр...

Роза Люксембург урамĕ

Роза Люксембург – революционерка, Польша, Германи тата пĕтĕм тĕнчери рабочисен юхăмĕн хастарĕ, Германире компарти никĕ-слекенĕсенчен пĕри.
Роза Люксембург (чăн ячĕ – Розалия Люксенбург) Польшăри Замосьц хулинче 1871 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче еврей çемйинче çуралнă. Гимназире вĕреннĕ чухнех вăрттăн кружоксене çӳренĕ, «Пролетариат» партире ĕçленĕ. 1889 çулта вăл арестлесрен хăраса Цюриха тухса каять. Кунти университетра вĕреннĕ чух Г.Плехановпа паллашать. 1893 çулта Польша эмигранчĕ-семпе «Справа работнича» хаçат кăларма пуçлать.1905 çулта Раççейре революци хумĕ çĕкленнине пĕлсен вăл Польшăна вăрттăн таврăнать. Кунти рабочисене революцие чĕнсе статьясем çырать, большевиксемпе паллашать.
В.И. Ленина тата большевиксене мĕнпур енĕпе пулăшса пырать.Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче вăл Германи социал-демокрачĕсен хăш-пĕр пуçлăхне хирĕç кĕрешет.

Текста малалла вулăр...

Владимир Табакин урамĕ

Владимир Львович Табакин 1922 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Украинăри Донецк облаçĕнчи Славянск хулинче çуралнă. Еврей.
 
1932 çулта унăн çемйи Ленинграда пурăнма куçать. 1940 çулта Владимир хулин 14-мĕш шкулне Мухтав хучĕпе пĕтерсе Орелти танк училищине вĕренме кĕрет.
Аслă вăрçă тытăнсан вĕсене вăхăтсăр вĕрентсе кăларса Хĕрлĕ Çарăн тĕп штабĕн разведка шкулне офицера вĕренме яраççĕ. Пĕрремĕш çапăçăва В.Л. Табакин 1942 çулта Хĕвеланăç фрончĕн дивизи штабĕн разведуйрăмĕн пуçлăхне пулăшаканĕ-нче кĕрет. 1944 çулта ăна 23-мĕш танк корпусĕн разведуйрăмĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Вăл Румыни, Австри, Чехословаки, Венгри çĕрĕсене тăшманран тасатса Çĕнтерӳ кунĕчченех çапăçать.
1951 çулта Владимир Львович бронетанк çарĕсен академийĕн командирсен факультетне пĕтерет. Кайран Инçет Хĕвелтухăç çар округĕнче тĕрлĕ должноçсенче хĕсметре тăрать.

Текста малалла вулăр...

Сергей Прокофьев урамĕ

Сергей Сергеевич Прокофьев (1891–1953) композитор, пианист, дирижер. Вăл 1891 çулхи акан 23-мĕшĕнче Донецк облаçĕнчи (Украина) Солнцевка (халĕ Красное) ялĕнче çуралнă. 1904 çулта Петербургри консерваторие вĕренме кĕнĕ. А.К.Лядов тата Н.А.Римский-Корсако в композиторсен кĕввисемпе кăсăкланнă.
 
1909 çулта вăл консерваторирен композитора вĕренсе тухать те çав çулах тепĕр хут вĕренме кĕрет, ку хутĕнче – фортепиано уйрăмне. Композитор дипломĕ темшĕн унăн чунне кантарман. 1914 çулта Прокофьев унтан ăста пианист пулса тухать, «5» паллăсемпе пĕтерсе Антон Рубинштейн премине тивĕçет. Вĕреннĕ çулсенчех вăл фортепиано концерчĕсем çырать, диплом ĕçĕ хӳтĕленĕ чух пиллĕкĕшĕ залра янăрать.
1917 çулта вăл «Классический» ятпа пĕрремĕш симфони çырать, юлашкине – 1952 çулта.
1918-1933 çулсенче Прокофьев Америкăра пурăнать.

Текста малалла вулăр...

Назарьев урамĕ

Валерьян Николаевич Назарьев (1830-1902) – çыравçă, земство ĕçченĕ пулнă.
Вăл Хусан университетне пĕтернĕ. Пĕрремĕш хайлавĕ-сем «Современник» журналта кун çути курнă. 1860-мĕш çулсенче «Отечественные записки» журналта вăл провинци пурнăçĕ çинчен «Очерки с натуры» тата «Наша сельская жизнь» очерксем, «Провинциальные типы», «Литератор-обыватель » калавсем, «Метель» кулăш тата ытти хайлавсем пичетлет. «Исторический Вестник» журналта Л.Толстойăн биографийĕпе çыхăннă интереслĕ хайлавĕ-сем пичетленеççĕ, вăл шутра «Люди и жизнь былого времени» тата «На новую линию» очерк. В. Назарьев Л.Толстов писательпе Хусанти университетра вĕреннĕ, вĕсем туслă тăнă. 1882 çулта Назарьевăн «Золотые сердца» кулăшĕ тăрăх Мускаври Пĕчĕк театр спектакль лартнă.
В.Назарьев нумай çул вырăнти хаçатра ĕçленĕ, 15 çул Чĕмпĕр уесĕнче миравай судья тивĕçне пурнăçланă, 25 çул Чĕмпĕрти уес училищин канашĕнче тăнă, нумай çул земство кĕречĕ (гласный) пулнă.

Текста малалла вулăр...

Марат урамĕ

Жан Поль Марат (1743 – 1793) – Францири революцин çулпуçĕсенчен пĕри.
 
Вăл Швейцари хĕрарăмĕпе ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекен Итали учителĕн çемйинче Будри хулинче çуралнă. 16 çул тултарсан тăван çĕршывран Францие кайса пĕр купса патĕнче воспитальте ĕçленĕ, Парижра вĕреннĕ. Кайран вăл Англире тухтăрта ĕçленĕ. Эдинбург университетĕнче медицина тухтăрĕн степеньне илсен вăл Парижа таврăнать. Тухтăр ĕçĕ ăна нумай тупăш кӳрет. Ĕçленипе пĕрлех вăл нумай çырать. Мадридри ăслăлăх академийĕ унăн ĕçĕсене пысăк хак парса ăна президент должноçне сĕнет. Анчах вырăнти ăсчахсем ăна лартма ирĕк памаççĕ. Марат - «Цепи рабства» памфлетăн тата «План уголовного законодательства» трактатăн авторĕ. Вĕсенче автор феодаллă йĕркесене тĕп тума чĕнсе калать. Революци пуçламăшĕнче Марат «Дар отечеству», «Дополнения» брошюрăсенче тата «Друг народа» хаçатăн пĕрремĕш номерĕсенче мĕнпур обществăна монархипе кĕрешме чĕнсе çырать.

Текста малалла вулăр...

Толбухин урамĕ

 
Федор Иванович Толбухин – Кăнтăр, 3-мĕш тата 4-мĕш Украина фрончĕсен
командующийĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ.
 
Вăл 1894 çулхи июнь уйăхĕн 4 (16)-мĕшĕнче Ярославль кĕпĕрнинчи Андроники ялĕнче (халĕ Ярославль облаçĕнчи Толбухин районĕ) хресчен çемйинче çуралнă. Вырăс. Шкул пĕтерсен Петербурга куçнă. Тăванĕсем ăна услам училищине вĕренме вырнаçтарнă.
1914 çулта çамрăка император çарне илеççĕ. Тепĕр çултан вăл Ораниенбаум
хулинче (халĕ Ломоносов) прапорщиксен шкулне пĕтерет. Çав çулах вăл
Пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ пулса тăрать, ăна Кăнтăр-Хĕвеланăç фрон-
чĕн рота тата батальон командирне çирĕплетеççĕ. Вăл Çвяттуй Анна тата Çвяттуй Станислав орденĕсене тивĕçет. 1917 çулта ăна полкри салтаксен комитечĕн
секретарьне, каярахпа председательне çирĕплетеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Гусев урамĕ

Дмитрий Николаевич Гусев Ульяновск облаçĕнчи Карсун ялĕнче 1894 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Вырăс. 1932 çултанпа КПСС членĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă.
1917 çулта прапорщиксен шкулне пĕтернĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче подразделение ертсе пынă. 1919-1940 çулсенче стрелоксен батальонĕн, полкăн, каярахпа дивизи командирĕ пулнă. Штабсенче ĕçленĕ, М.В. Фрунзе ячĕллĕ çар академинче вĕрентнĕ. Финн вăрçине хутшăннă. 1940 çулта вăл генерал-майор звание тивĕçет, ăна Прибалтикăри çар округĕн штабĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Аслă вăрçă пуçлансан вăл 48-мĕш çарăн, 1941 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче — Ленинград фрончĕн штаб пуçлăхĕ пулса тăрать, Ленинградшăн пыракан çапăçусене хутшăнать. 1944 çулта ăна генерал-полковник звани параççĕ. Вăл вăрçă пĕтичченех 21-мĕш çарăн пуçлăхĕ пулать. Вăл ертсе пынипе унăн çарĕ Карели пымакне (перешеек) çавăрса илсе тăшмана çĕмĕрсе кĕрет.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.