Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Каштанкин урамĕ

Виктор Николаевич Каштанкин 1910 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Ульяновск районĕнчи Аслă Ключище ялĕнче çуралнă.
Ултă çултанпах хуçалăх ĕçĕнче пулăшнă, вун улттăра трактор çине ларнă. 1927 çулта вăл Ленинграда пурăнма куçать, машинасем тăвакан заводра токаре вĕренет. 1929 çулта Каштанкин çара каять, çарпа тинĕс флотне лекет. 1932 çулта летчиксен çар шкулне пĕтерет, каярахпа – Ейскри çар тинĕс авиаци училищине тата командирсен авиаци шкулне. Финн вăрçине хутшăнать. Аслă вăрçă тытăнсан Балтика тинĕсĕнче нимĕç флочĕ-пе çапăçать тата Ленинград çывăхĕнчи тăшмансене хирĕç тăрать. «Ил-2» штурмовика алла илсен кăнтăр фронтра çапăçать. Самолетне персе тивертсен вăл нумай вăхăт госпитальте сипленет. Унтан тухсан Инçет Хĕвелтухăçĕнче çамрăк летчиксене вĕрентет. 1944 çулхи январь уйăхĕнче фронта таврăнать. 1944 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Каштанкин Нарва заливĕнчи нимĕç çар карапĕсен икĕ ушкăнне штурмланă çĕре хутшăнать.

Текста малалла вулăр...

Ефремов урамĕ

Ку урама кам ячĕпе пани пирки тавлашу 1960 çултанпах пырать. Вăл вăхăтра ку ыйтупа Ульяновскри паллă таврапĕлӳçĕ Мира Савич ĕçленĕ. Урама хăш Ефремов ятне панине çирĕплетекен нимĕнле документ та тупайман. Икĕ ăнлантару пур.
1-мĕшĕ. Урама совет çарĕн генералĕ Ефремов ячĕпе панă. Вăл пĕрремĕш Тăван çĕршыв вăрçине хутшăннă. 1917 çулхи октябрь пăлхавне хутшăннă, унтан граждан тата аслă вăрçисене. Ефремов генерал ертсе пынипе 1941 çулта Хĕвеланăç фрончĕн 33-мĕш çарĕ Наро-Фоминск, Бобровск тата Верея хулисене ирĕке кăларнă. 1942 çулта вăл çарне çирĕплетме пулăшу ыйтать, анчах ун вырăнне нимĕç çарĕн «Центр» пунктне илме хушу илет. Ефремов ертсе пынипе тăшман тылне виçĕ дивизи кĕрет, анчах хамăрăннисемпе çыхăну çухатать. Икĕ уйăх тăшман ункинче тăракан генерала самолетпа илме пыраççĕ, вăл хăйĕн салтакĕсене пăрахса хăварма килĕшмест, ункăран çапăçупа тухма темиçе хутчен те ирĕк ыйтать.

Текста малалла вулăр...

Полбин урамĕ

Икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Иван Семенович Полбин 1905 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Чĕмпĕр уесне кĕрекен Ртищево-Каменка ялĕнче (халĕ Майна районĕ-нчи Полбино ялĕ) çуралнă.
Ăремпурти летчиксен çар шкулне пĕтернĕ хыççăн вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнчи авиачаçсенче службăра тăнă, эскадрилья командирĕ пулнă. Аслă вăрçă пуçлансан вăл 1941 çулхи утă уйăхĕнчен тытăнса 1945 çулхи нарăс уйăхĕччен 157 вĕçев туса çапăçăва кĕнĕ. Пĕрремĕш хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне 1942 çулхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче тивĕçнĕ, иккĕмĕш хут – вилнĕ хыççăн – 1945 çулхи акан 6-мĕшĕнче. 1945 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Польшăра сывлăшри çапăçура авиаци генералĕн пурнăçĕ татăлнă. Ульяновскра унăн ячĕпе урам хисепленсе тăрать, ăна палăк лартнă. Нарăсăн 9-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 110 çул çитрĕ.

Мария Фёдоровна Мусорова

Вăл 1911 çулхи ака уйăхĕнче Мелекесра çуралнă. Унăн ашшĕ – Фёдор Мусоров — йĕтĕнрен пусма тĕртекен фабрикăн пуçлăхĕ пулнă.
Шкул пĕтерсен (халĕ 9-мĕш шкул) Мария Куйбышеври мединститута вĕренме кĕнĕ. Хăюллă хĕре тӳрех комсорга суйлаççĕ. Вăл пурăнакан пӳлĕмре час-часах пĕрле вĕренекенсем пуçтарăннă, кĕнеке-журнал вуланă, сӳтсе явнă. Çакăнта вăл пулас мăшăрĕпе Алексей Кадышевпа паллашать. Вĕренсе тухсан вĕсем çемье чăмăртаççĕ. Аслă вăрçă тытăнать. Упăшкине вăрçа илсе кайсан Мария та хăй ирĕкĕпе çăршыва хӳтĕлеме тухса каять. Унран çырусем 1942 çулчченех килеççĕ. Çĕнтерӳ хыççăн тепĕр тăватă çултан хăрушă хыпар килет – Марийăна Пруссири Ортельсбург хули çывăхĕнчи концлагерьте асаплантарса вĕлернĕ. Марийăн ашшĕ патне Дефи ятлă çын çыру янă, конверт ăшне Марийăн çӳç пайăркине хунă. Çырăвĕ тӳрех ашшĕ патне лекмест, малтан «Комсомольская правда» хаçатра пичетленсе тухать.

Текста малалла вулăр...

Халтурин спускĕ

Степан Николаевич Халтурин 1856 çулхи декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вятка кĕпĕрнинчи Орёл уесне кĕрекен Халевинская ялĕнче пуян çемьере çуралнă. Уес училищинче вĕреннĕ чух нумай вуланă, патша правительстви чарнă литературăпа кăсăкланнă. 1875 çулта вăл пĕр шухăшлисене пуçтарса Америка çĕршывне тухса каясшăн пулать. Мускава кайнă чух çул çинче ултавлă майпа унăн паспортне вăрлаççĕ те Питĕр хули урлă чикĕ леш енне çул тытаççĕ. Степан Халтурин вĕсене йĕрлесе Питĕрех çитет, анчах тытаймасть. Документсăр тăрса юлнăскер каç выртма тата выçăпа вилесрен ĕç шырама тытăнать. Вăл кунти революционерсемпе паллашать. Ăнсăртран земство училищин вĕрентекенне Котельникова тĕл пулать. Лешĕ ăна чукун çул мастерскойне столяра ĕçлеме вырнаçтарать, революционерсен кружокне çӳреме сĕнет. Кунта вăл «хăйсен çынни» пулса тăрать, часах хас-тарлăхĕпе палăрать.

Текста малалла вулăр...

Робеспьер урамĕ

Максимильен Мари Идидор Робеспьер – Франци револицин хастарĕ, якобинецсен ертӳçисенчен пĕри пулнă. Вăл 1758 çулта Францири Аррас хулинче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Адвоката вĕренсе тухнă. Уголовлă судра айăпçăра ĕçленĕ. Революцие хирĕçле тăракансене пĕр шеллемесĕр вĕлернĕ. XVI Людовик патшана та вăл судсăрах тĕп тăвасшăн пулнă. Сучĕ пулнă, вăл та ăна вĕлерме йышăннă. Республика пăрахăçлансан (1794 çулта) Робеспьера хăйне те асаплантарса вĕлернĕ.
1887 çулччен ку урама Инвалидная, ун хыççăн – Всесвятская (масар çинчи Всесвятская чиркӳ ячĕпе) пулнă. Халĕ ăна Робеспьер урамĕ тетпĕр.

Орлов урамĕ

Василий Васильевич Орлов 1843 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чĕмпĕрте çуралнă. Вунçиччĕре чухнех вăл Чĕмпĕрти большевиксен организацине никĕслес ĕçе хастар хутшăнать, унăн ертӳçи пулса тăрать. 1905-1906 çулсенче çак ушкăн ялсем тăрăх çӳресе митингсем ирттерет, вăрçа хирĕç чĕнсе калакан хутсем валеçет. Орловсен çурчĕ вăрттăн пуçтарăнмалли вырăна çаврăнать. 1908 çулта çуркунне Василий Орлова арестлеççĕ, тĕрмене хупаççĕ. Унтан ĕмĕрлĕхех Çĕпĕре ссылкăна яраççĕ. 1914 çулта вăл туберкулёз чирĕпе вилет.
Ульяновск хулин пĕр урамне унăн ятне параççĕ. 1843-1866 çулсенче çак урама Маришкин урамĕ, 1866-1963 çулсенче Хлебная урамĕ тенĕ.

Александр Михайлович Аблуков

 
Вăл юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Аçтăрхан хулинче çуралнă. Вырăс. Çара кайиччен ФЗУ шкулĕнче вĕреннĕ. Заводра ĕçленĕ. Хĕрлĕ Çара 1941 çулта кайнă. Вăрçă тытăнсан 1-мĕш Белорусси çарĕнче артиллери полкĕнче тăнă. Пĕррехинче пирĕн çуран çарсен Западный Буг текен юхан шыв (Волынск облаçĕ) урлă каçмалла пулнă, тепĕр енче тăшмансен миномёт батарейи вырнаçнă. Аблуков аслă сержант кĕске вăхăтрах тăшмансен «йăвине» аркатать, салтаксене малалла кайма çул уçса парать. Çавăншăн ăна 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăлаççĕ.
1945 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче Пулава (Польша) хулинчен кăнтăр енче пыракан çапăçусенче тупă расчётне ертсе пыракан Аблуков тăшмансен икĕ пулемётне тата танксене пĕтермелли туппа аркатать. Уншăн вăл 2-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçет.
1945 çулта Франкфурт-на-Одере хули (Германи) çывăхĕнче вăл ертсе пыракан тупă расчёчĕ тăшмансен 3 туппине, 7 пулемётне тата темиçе теçетке салтакне тĕп тăвать.

Текста малалла вулăр...

Деев урамĕ

 
Владимир Николаевич Деев (1925-1944) Омск хулинче вырăс çемйинче çуралнă. 1938 çулта унăн çемйи Ульяновск хулине куçса килнĕ. Çиччĕмĕш класс пĕтерсен вăл машинасем туса кăларакан Володарски ячĕллĕ заводра ĕçленĕ. 1943 çулта Деев Аслă вăрçа тухса каять. Ленинград тата Эстони çывăхĕсенче çапăçать.1944 çулхи утă уйăхĕнче Нарва юхан шывĕ урлă пуринчен малтан ишсе каçса тăшмансен дзотне путлантарать, пĕр танкне тата çичĕ автомашинине çунтарса ярать, çичĕ тăшмана тыткăна илет. Çавăншăн ăна Совет Союзĕн Геройĕ ята параççĕ. Эстони çĕршывне нимĕç фашисчĕсенчен тасатсан Сырва текен çур утравшăн çапăçу тытăнать. Тăшманăн дзотне тĕп тăвасшăн пулса Деев унăн çывăхнерех пырать, анчах фашист пульли унăн пурнăçне татать.
Заволжски районĕнчи пĕр урама тата Ульяновскри 5-мĕш шкула унăн ятне панă.

Текста малалла вулăр...

Тузов тăкăрлăкĕ

 
Вăл Заволжски районĕнче вырнаçнă. Ăна Аслă вăрçăра паттăрла çапăçса вилнĕ Василий Дмитриевич Тузов ячĕпе панă.
Пулас паттăр 1913 çулта çуралнă. Ишевкери тăла фабрикинче машиниста пулăшаканĕнче ĕçленĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Акă мĕн çырнă ун пирки фронтри хаçатра: «Василий Тузов аслă сержант вăрçă хирĕнче артиллерист тивĕçне хастаррăн пурнăçлать. Вăл пĕрремĕш кунранах тĕл перессипе палăрчĕ. Нимĕçсен икĕ танкне, 4 пулемётне, хĕç-пăшал тиенĕ икĕ лава аркатать, 140 нимĕç салтакĕпе офицерне тĕп тăвать, пĕр артиллери тата 3 миномёт батарейине путлантарать».
1943 çулта Василий Тузов пуçарăвĕпе Ишевке фабрики ăмăрту йĕркелесе ярать. Тата лайăхрах ĕçлеме чĕнсе каланине тĕпе хурса бригадăсем ăмăртмалла ĕçлеме тытăнаççĕ. Кашни 2-3 уйăхра фабрика ĕçченĕсемпе Василий Тузов пĕр-пĕрне ĕçри тата çапăçу хирĕнчи ӳсĕмсем çинчен пĕлтерсе тăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пушкарёв урамĕ

Константин Иванович Пушкарёв 1915 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çинкĕлте вырăс çемйинче çуралнă. Тулли мар вăтам шкул пĕтернĕ. Çара кайиччен арманта машинистра, МТС-ра механикра, «Красная Вышка» колхозра слесарьте ĕçленĕ. 1936 çулта Хĕрлĕ çара кайнă. 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнчен тытăнса çурла уйăхĕн 11-мĕшчен Хасан кӳлли çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Стрелоксен 40-мĕш дивизинчи 118-мĕш полкра Пушкарёв танк водителĕ, взводăн кĕçĕн командирĕ тивĕçне пурнăçланă. Хăй танкĕпе вăл çапăçăва пĕр хăрамасăр тапăнса кĕнĕ. Пĕррехинче вăл тăшманăн çар хатĕрĕсене çĕмĕрсе кĕрсе пулемёт точкисене тĕп тунă. 1938 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче унăн танкĕ яппунсем хӳтĕленсе тăнă çĕре кĕрсе каять, анчах танкне тăшман персе тивертет. Танк экипажĕ çар хатĕрĕсем пĕтиччен хастар çапăçать. Урса кайнă тăшмансем Пушкарёв танкне çавăрса илеççĕ, бензин сапса тивертсе яраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн урамсем

Наганов урамĕ
Алексей Фёдорович Наганов Кивĕ Майна районĕнчи Красная Река ялĕнче 1915 çулта çуралнă. Шкул хыççăн кĕçĕн командирсен, кĕçĕн лейтенантсен курсĕсене кайран «5» паллăсемпе Минскри пехота училищине пĕтернĕ.
1940 çулта Наганов лейтенанта 333-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирне çирĕплетеççĕ.
Тăшман пирĕн çĕре тапăнса кĕрсен Брест крепоçĕн Тересполь хапхине хӳтĕлекенсем мĕнпур йывăрлăха хăйсен çине илеççĕ. Наганов ертсе пыракан Хĕрлĕ çар салтакĕсем шăпах çакăнта тăнă. Тăшмансем хапхана çĕмĕрсе кĕрсе Цитаделе çавăрса илесшĕн пулаççĕ. Тан мар çапăçура нумай салтак пуçне хурать.
1949 çулта çак крепость пулнă вырăнта шырав ĕçĕсем ирттереççĕ. Кирпĕчпе вак чул айĕнче совет салтакĕсен шăммисем выртнă. Çурма çĕрĕк гимнастёрка кĕсйинче Нагановăн комсомол билетне тупаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн урамсем

Варейкис урамĕ
1963 çулччен ăна Стахановская урамĕ тенĕ.
Иосиф (Иозеф) Михайлович Варейкис (1894-1937) парти тата патшалăх деятелĕ, 1913 çултанпа – большевиксен РСДРП членĕ пулнă. 1918-1920 çулсенче – вăл Чĕмпĕр кĕпĕрне партин председателĕн тивĕçне пурнăçланă, пĕрремĕш Хĕвеланăç çарне йĕркеленĕ çĕре хутшăннă. Чĕмпĕр хулинче Варейкиссен çемйинчен тата пулнă. Ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕ Иосиф Викентьевич кĕпĕрнен çар комиссарĕнче вăй хунă. Унăн шăллĕсем – Вацлав тата Михаил, йăмăкĕ Анна – комсомол организацин хастарĕсем – гражданла вăрçă фрончĕсенче çапăçнă.
Иосиф Михайлович Сталин репрессине пула 1937 çулта вилнĕ.
 
Доватор урамĕ
Лев Михайлович Доватор (1903-1941) — совет çар пуçлăхĕ, генерал-майорĕ пулнă.
Витебск облаçĕнчи Хотино ялĕнче çуралнă.

Текста малалла вулăр...

КРАСНОГВАРДЕЙСКАЯ УРАМĔ

 
Çак ята урам 1933 çулта илнĕ. 1843 çулччен вăл Буинская урамĕ пулнă, 1843-1918 çулсенче – Малая Казанская, 1918-1933 çулсенче – Адлер урамĕ. Хĕрлĕ Гварди тесе рабочисен хĕç-пăшаллă çарĕсене каланă. Вĕсем пулнă та Октябрь революцин тĕп вăйĕсем. 1918 çулхи пуш уйăхĕнче Хĕрлĕ Гварди отрячĕсем Хĕрлĕ Çарăн пайĕсем пулса тăраççĕ.
Чĕмпĕр хулинчи пĕрремĕш Хĕрлĕ Çар Заволжски районĕнчи патронсем туса кăларакан заводра чăмăртаннă. Анат Террасăра халĕ Красногвардейская урам пур.
 
БЕБЕЛЬ УРАМĔ
Ку урам Чĕмпĕр-Ульяновск хулин чи ватă урамĕсенчен пĕри. Унччен ăна Анат тата Тури Чебоксарская урамĕ тенĕ. Кунта малтан Шупашкар çынни тĕпленнĕ теççĕ (чӳк уйăхĕ, 1918 çул). Бебель ята Германин 2-мĕш Интернационал партине ертсе пыракан социал-демократăн ячĕпе панă.

Текста малалла вулăр...

Кашан тĕп урамне вак чул сарнă

Каша ялне тинех савăнăç çитрĕ: ялăн Тĕп урамне тикĕслесе хăйăр тата вак чул сарса якатрĕç. Анчах ку савăнăç хальлĕхе пурин валли те мар-ха. Ял вĕçне çитеспе 20 метр юлсан çул-йĕр организацин «лимичĕ» пĕтнĕ.
Каша урамĕсенче нихăçан та асфальт пулман. Хальччен Тутар Кашине кăна тунă ку чыса. Район администрацийĕ кашасене халăх пухăвĕсенче çул пулать тесе çулсерен шантарнă, анчах ĕçĕ малалла кайман. «Шантарнине виçĕ çул кĕтмелле,- теççĕ халăхра. Виççĕ мар, пилĕк, вунă çул та иртсе кайнă унтанпа. Пылчăк çăрса ывăннă Каша халăхĕн чăтăмлăхĕ пĕтнĕ. Тĕп урамра пурăнакансем пĕр чĕлхеллĕ пулса пуçлăхсем патне çырусемпе тухаççĕ, укçа пуçтараççĕ. Хăйсен шутĕнчен хывма та хатĕр вĕсем, район техника парса çеç пулăштăр. Тинех пăр тапранать. Урама бульдозер якатма тытăнсан та кашасен иккĕленӳ туйăмĕ сирĕлмест.

Текста малалла вулăр...

Киндяковсен урамĕ

Урам ятне Винновка ялне тĕплекен Киндяковсен çемйине асăнса панă.
Киндяковсем – 16-мĕш ĕмĕртенпе пыракан дворянсен йăхĕ. Çемьерен ытларахăшĕ пĕр пек мар шухăшланипе палăрса тăнă. Пётрпа Павăла, тĕслĕхрен, 18-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче правительствăна хирĕç пыракан юхăма хутшăннăшăн Çĕпĕре кăларса янă. Çакă паллă – «Обрыв» кĕнекене çырас шухăш И.Гончаров писателĕн пуçĕнче Винновкăри Киндяковсен çуртĕнче пулнă хыççăн çуралнă. Шел, çак çурт сыхланса юлман. Анчах Киндяковсен ырă ячĕ Ульяновскри кăнтăр районĕнче ĕмĕрлĕхех çирĕпленнĕ.
Свирь паттăрĕсен урамĕ
Ку урама Аслă вăрçă çулĕсенче палăрнă 12 çар çыннин паттăрлăхĕ ячĕпе панă.
1944 çулхи çĕртмен 21-мĕшĕнче Карели тăрăхĕнче хĕрӳ çапăçусем пынă. Пирĕннисен Свирь юхан шывăн тепĕр енне каçмалла пулнă.

Текста малалла вулăр...

Георгий Димитров урамĕ

 
Заволжски районĕнче Георгий Димитров урамĕ пур. Георгий Михайлович Димитров (1882-1949) Болгари çĕршывĕн тата пĕтĕм тĕнчери коммунистсен юхăмĕн деятелĕ, Коминтернăн тĕп секретарĕ, Болгари Министрсен Канашĕн председателĕ, Болгаринчи социалистсен партин ертӳçи пулнă.
1933 çулта Георгий Димитрова нимĕç фашисчĕсем арестлеççĕ, рейхстага тивертсе ярас ĕçе йĕркелекенĕ тесе айăплаççĕ.
Судра вăл хăйне лăпкă тытать, ку суя сăмах пулнине çирĕплетет, нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешме чĕнсе калать. Пĕтĕм тĕнчери халăхсен юхăмĕ хытă тăнипе Димитрова тӳрре кăлараççĕ, ирĕке яраççĕ.Ун хыççăн Георгий Михайлович темиçе çул Совет Союзĕнче пурăнать. 1982 çулта, Георгий Димитров çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле, Тури Террасăри пĕр урама унăн ятне параççĕ.

Наталья Корункова ячĕллĕ

Ульяновскри Засвияжски районĕнче Наталья Корункова ячĕллĕ урам пур. Кам вăл? Мĕнле ĕçпе палăрнă?
1918 çул. Чĕмпĕр хулинче вăрă-хурах пуçтахланать. Вĕсем милици тата çар тумĕсене тăхăнса пĕр вăтанмасăр çаратса çӳреççĕ. Хăрушсăрлăх органĕсемпе вăрă-хурах хушшинче хĕрӳ «вăрçă» пырать. 1918 çулхи акан 24-мĕшĕнче пĕр çапăçура Василий Корунков чекиста вĕлереççĕ. Ку инкек Тагай ялĕнче пулса иртнĕ. Чĕмпĕртен ятарлă уголовлă шырав ушкăнĕ килсе çитнĕ. Çак преступление куракансем каланă тăрăх, вĕлерекенĕн пичĕ çинче çĕвĕ вырăнĕ уççăнах палăрнă. Корунковăн икĕ ачапа тăрса юлнă арăмĕ – Наталья – упăшкишĕн тавăрма тĕв тăвать. Вăл черезвычайлă комитета (ЧК) пырса хăйсен ретне йышăнма ыйтать. Хастар хĕрарăм мĕнпур операцие хутшăнать. Пур çĕрте те çĕвĕллĕ питлĕ арçынна шырать. Арçын вăхăт-вăхăт Проломная урамĕнчи хупахра (кабак) каннине пĕлсен уголовлă шырав комитечĕ çак вăрă-хураха тытма васкавлă план тăвать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].