Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Кĕрӳ хĕрĕме улталарĕ

«Улах» кăларăма кам мĕнле сăлтавпа çырать. Эпĕ кĕрӳ тарăхтарнăран алла ручка тытрăм.
Ача чухне аттепе аннерен тĕслĕх илсе пурăнма палăртаттăм. Вĕсем тĕпренчĕкĕсен умĕнче харкашнине эпĕ нихăçан та курман. Кăмăлсăр çӳренине асăрхакаланă пулин те пирĕн умра шăкăл-шăкăл калаçатчĕç. Тавах Турра, халĕ те пĕр-пĕрне савса пурăнаççĕ. Хам та вĕсем пекех пулма тăрăшрăм, анчах…
Эпĕ 28 çулта авлантăм. Кӳршĕ район пикине, хамран тăватă çул кĕçĕнрехскере, качча илтĕм. Пĕр-пĕрне чунран юратса пĕрлешрĕмĕр. Анчах ырлăхне нумаях кураймарăмăр. Манăн савнă Иринăна Турă хăйĕн патне ытла та хăвăрт илсе кайрĕ. Пирĕн çиччĕри хĕр пĕрчишĕн те пăшăрханмарĕ-ши вăл?
Пысăк çухатăва чăтма питĕ йывăрччĕ. Пĕтĕм пурнăç арканнăн туйăнчĕ. Кристинăна пăхса ӳстерме аннепе атте пулăшрĕç. Тепĕр хут авланма шухăш пĕрре те çуралмарĕ.

Текста малалла вулăр...

Хаклаймарăм

Йăлтах йĕркеллĕ те лайăх чухне эпир пурнăçа та, çумри çынсене те хаклама пĕлместпĕр. Мăшăрăма юратсах качча илтĕм. Малтан йĕркеллех пурăнтăмăр, анчах ача çуралсан вăл сасартăк улшăнчĕ.
Хăр-хар кăшкăрма пуçларĕ, манпа пĕр вырăн çине выртма пăрахрĕ. Пĕрле пулар-ха тенĕ чухне яланах пуç ыратни, ывăнни пирки калатчĕ. Мана вара, çамрăк арçынна, ачашлăх çитместчĕ. Алёна мана юратать-ши тесе иккĕленеттĕм. Тен, вăл мана юратман та. Хăй хĕр пулманнине пытарас, хăйне килĕшме пырсан каччи пăрахса кайнине манас тесе кăна манăн пулма килĕшнĕ-и? Арçын – арçынах, вăл савăшусăр пурăнаймасть. Эпĕ те ĕçри хĕрарăмсем çине пăхма пуçларăм. Тĕрĕссипе, çак утăма тума Алёна хăех тĕртсе ячĕ. Малтан Вальăпа çывăхлантăм, хушăран киле те çĕр каçма каймарăм. Вăл ватă хĕрччĕ, арçынсене питĕ хапăлччĕ. Анчах эпĕ ăна юратмастăмччĕ.

Текста малалла вулăр...

Ялта юлмастăпах!

Мана алла ручка тытма хăш-пĕр ăслă çынсем ытла та тăнлă шухăшсем калани хистерĕ. Пире, аслă классенче вĕренекенсене, çине-çине ялта юлмалли çинчен «юрлаççĕ». Телевизорпа та, радиопа та, хаçат-журналта та çакăн çинчен асăрхаттараççĕ. Ялтисем каламаççĕ çакна. Вĕрентекенсем те, атте-анне те хулана кайса тĕттĕм шăтăкран хăтăлма ыйтмаççĕ.
Яла юлса ăна çĕклеме, ура çине тăратма, çĕр çинче ĕçлеме хистекенсенчен хăйсенчен ыйтас килет:
-эсир мĕншĕн пăрахса кайнă ялтан?
-мĕншĕн таврăнмастăр яла çĕклеме?
-мĕншĕн ачăрсене ямастăр çĕр çинче ĕçлеме, ял хуçалăхне çĕклеме?
-мĕншĕн? Мĕншĕн? Мĕншĕн?
Эпĕ сирĕншĕнех хуравлама пултаратăп. Мĕншĕн тесен ялта пурăнма майсем çук. Кĕçех шкул хупăнать, пур-çук ачи кӳршĕ яла çӳрет. Ĕç çук. Пĕтĕм ял Мускавра та Питĕрте ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Мăшăрлă пурнăç

Кашни çыннăн телейĕ пĕрешкел мар. Апла пулин те вăхăтра мăшăрланса çемье чăмăртамалла. Мăшăрлă çын пур çĕрте те хисеплĕ.
Çемье çавăрса киллĕ-çуртлă, ача-пăчаллă пулса пурнăç çулне тĕрĕс-тĕкел утса тухни, паллах, лайăх.
Шел, каярахпа хăшĕ-пĕрин юратуллă туйăмĕсем таçта кайса кĕреççĕ. Анчах иртнĕ вăхăта каялла çавăраймăн.
Ачи-пăчи мăшăрланма шухăшласан ашшĕ-амăшĕ туя çынсенчен кая мар туса ирттересчĕ тесе ăшталанма тытăнать. Туйра çамрăк мăшăра ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем, ратни-тăванĕ акăш юратăвĕ пек ĕмĕрлĕх юрату, вăйлă çăлкуç пек тапса тăракан телейлĕ пурнăç сунаççĕ.
Мăшăрланнă хыççăнхи пурнăçра чашăк-тирĕк шакăртатасси пулатех ĕнтĕ. Анчах хăш-пĕр çамрăксем тумхахлă çул çине тухсанах уйрăлма васкаççĕ.
Çамрăксене çапла сĕнес килет: качча кайма, авланма ан васкăр.

Текста малалла вулăр...

ХАЛĔ ТЕ АВЛАНМАН-И-ХА?

Эпĕ вăтăрта. Кашни утăмрах пĕлĕшсем: «Эсĕ халĕ те авланман-и-ха?» - тесе тинкене илеççĕ. Атте те ытлашши тиркешетĕн, çавăнпах ватта юлатăн ĕнтĕ тесе мăкăртатать. Пиччесемпе куккасем те кашнинчех: «Санран туй эрехне кĕтсе илесси пулать-и?» - тесе сăмах тĕртеççĕ. Вĕсенчен яланлăхах хăпас тесе пĕррехинче: «Атьăр эпĕ сире нимсĕр-мĕнсĕрех пĕр ещĕк эрех илсе паратăп», - терĕм. «Мĕн, пĕр сăлтавсăр ĕçсе ларма эпир алкашсем-им? – кӳренчĕç вĕсем. Пĕр хĕр çулăхрĕ тата: «Мĕнле халиччен авланман-ха эс?» - тесе тĕлĕнет. Ма шӳтлес мар? «Качча пыраканни тупăнмарĕ-ха», - тетĕп. Пуçларĕ мана мухтама! Хитрескер, кăмăллăскер, çав тери ирĕлтӳллĕскер иккен эп… Хам мĕнле лайăххинчен хам тĕлĕнсе кайрăм та: «Апла эсĕ мана качча пыр!» - тесе хутăм. Килĕшрĕ вĕт шеремет! Юрать, калаçăва урăх енне пăрса яма ăс çитертĕм: «Эпĕ хĕрсене тиркеме хăнăхнă çав, тен, тепĕр 2-3 çултан ку йăлана пăрахăп», - тесе тара патăм.

Текста малалла вулăр...

Ăсатса ярăр, тăвансем, каятпăр…

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен регионра облаçăн тата район шайĕнчи 24 призыв комиссийĕ ĕçе пуçăннă. Вĕсен ларăвĕсем витĕр 8000 çамрăк ульяновец тухмалла. Вĕсенчен 1178-не хĕсмете кайма хатĕрлемелле. Область çак тĕлĕшпе пилĕкçуллăх планне пурнăçласа пырать.
Кĕрхи призыв пуçланнăранпа 305 çамрăка салтака кайма хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Призывниксенчен ытларахăшĕ Оборона министерствин, 174-шĕ – МВД чаçĕсенче, 15-шĕ - Кремль полкĕнче çĕршыв умĕнчи чысĕсене пурнăçлĕç.
Пулас салтаксен пĕрремĕш ушкăнне чӳкĕн 1-мĕшĕнче ăсатмалла.
Медицина комиссийĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, призывниксен 60 проценчĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен салтака кайма юрăхлă.
Тупса палăртнă анлăрах сарăлнă чирсем: ăс-хакăлпа – 16, шăмă тата мускулпа – 14, юн тытăмĕпе çыхăннисем – 12 процент. Çурхи призывра 17 çамрăка тахçантанпа (хронический) ĕçкĕлĕхпе тата наркоманипе чирлĕ иккенне çирĕплетнĕ.

Текста малалла вулăр...

ЕРЕКЕН ХЛАМИДИОЗ

 
Маларах çыхăну тытнă хĕрĕнне ăнланмаллах мар чир – хламидиоз – тупса палăртнă. Вăл мана та тухтăр патне кайса тĕрĕсленме сĕнет. Манăн йĕркеллех вĕт, нимĕн те ыратмасть, канăçсăрлантармасть . Çитменнине, эпĕ унпа виçĕ хутчен çеç ар хутшăнăвĕнче пулнă. Пĕлместĕп, анализ пама каймалла-и, çук-и?
Василий Кедров.
Çĕнĕ хула.
Нимĕн тума та çук, Вася. Тухтăр патне каймах тӳр килет. Ар хутшăнăвĕнче (уйрăмах палламан çынпа) темĕнле чир те çакланма пултарать. Куçпа пăхса курăнманскерсем организма самай сиенлетме пултараççĕ. Простатит, импонтенци, хĕсĕрлĕх… кăна мĕне тăраççĕ? Сана вĕсем кирлех-и?
Хăш-пĕр арçын хăй чирлемесен те чирсене ыттисене «парнелеме» пултарать.
Темиçе çултан та çак чирсем пĕр-пĕрин патне куçма пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

УПĂШКИПЕ АРĂМĔ – ПĔР ШУЙТТАН

Эп паян çĕрĕпех çывăрман,
Çывăрма та ман майĕ пулман.
Кăшкăрашрĕç çӳлти кӳршĕсем,
Тем пайларĕç вăрçса çамрăксем!
 
Упăшкин патакки – аш кукли,
Чукмар пек шарт! çапать ун алли:
Пĕçермен иккен арăм яшка,
Кунĕпе вăл çĕкленĕ курка.
 
Маччана эп шаккарăм темччен,
Кӳршĕсем харкашма киличчен.
Ӳсĕр арăм манпа ятлаçать,
Упăшки чышкипе хăмсарать.
 
Куç хупмарăм кăвак шуçăмччен:
Чĕриклетрĕ кравать кӳршĕсен.
Чуптăву, савăшу, ăш сăмах,
Мĕн ирччен чарăнми ах! та ах!
 
Ахальтен каламан,
Ахальтен каламан:
Упăшкипе арăмĕ – пĕр шуйттан.

Текста малалла вулăр...

ВОДИТЕЛЬ ПУЛАС КИЛЕТ…

«Улах» водитель пулма ĕмĕтленекенсем валли ятарлă инстукци-справочник хатĕрлерĕ.
Права хакĕ:
- Вĕренĕвĕн (курс) теори пайĕ – 15 000 тенкĕ;
- Практика пайĕ – 2 000 тенкĕ (20 сехет);
- Виçĕ сăн ӳкерчĕк – 150 тенкĕ;
- Поликлиникăран илнĕ медицина справки – 240 тенкĕ (юнкун, кĕçнерникун, эрнекун 15 сехетрен тытăнса 17 сехетчен);
- Н.М.Карамзин ячĕллĕ пульницаран илнĕ справка – 260 тенкĕ (тунтикун-эрнекун 8 сехетрен тытăнса 14 сехетчен, тел.: 35-21-84; тунтикун-эрнекун 8 сехетрен тытăнса 16 сехетчен, тел.: 45-32-85).
- ГИБДДна патшалăх пошлини тӳлесси тата водитель удостоверенийĕн бланкĕ – 800 тенкĕ, ГИБДДра заявлени çыртарасси – 200 тенкĕ.
Пурĕ: 18 000 тенкĕ ытларах.
Автошкула суйласа иличчен:
- Хакне пĕлнĕ чухне çак шута бензин тăкакĕсем кĕнипе кĕменнине ыйтса пĕлĕр;
- Хăвăра вĕренме çӳреме хăтлă шкул суйласа илĕр;
- Вĕренӳ расписанийĕ сире тивĕçтернине тĕпе хурăр;
- Практика занятийĕсем мĕнле машинăпа иртнине ыйтăр;
- Практика занятийĕсем миçе сехет пулнине шута илĕр.

Текста малалла вулăр...

ПУЛĂ КАТЛЕЧĔ

Шăмминчен уйăрнă 600 грамм лосось е треска, 2 çăмарта, 100 грамм сухари, 100 грамм симĕс сухан, тутине кура тăвар, пăрăç, 1 лимон сĕткенĕ, ăшалама ӳсен-тăран çăвĕ кирлĕ.
Пулла аш арманĕпе авăртмалла, фарша туранă симĕс сухан, çăмарта, тăвар, пăрăç, шӳтернĕ çăкăр хушмалла. Çăрмалла, пысăках мар катлетсем тумалла. Тарăн çатмана хĕртмелле, катлетсене олива çăвĕнче кашни енне 6-шар минут ăшаламалла. Çиес умĕн лимон сĕткенĕ, кăштах пăрăç сапмалла. Гарнир вырăнне хăярпа петрушка салачĕ лайăх
Ку апата мĕнле «наян» арçын та пĕçерсе çемйине сăйлама пултарать. Уйрăмах мăшăрĕ килте çук чухне.

ХВАТТЕРТИ ЮСАВ ĔÇĔСЕМ

Хваттерте тирпейсĕрлĕх хуçаланма тытăниччен, кивçен е кредит укçа-тенкĕ иличчен хăвăртан хăвăр тепĕр хут ыйтăр: юсав ĕçĕсем пуçлама кирлех-ши? Кирлĕ пулсан – пирĕн сĕнӳсене те шута илĕр.
 
ПĔРРЕМĔШ УТĂМ
Хамăра мĕн кирлине тишкерĕпĕр.
Вак (косметика) юсава пилĕк çула пĕр хут тума сĕнеççĕ (сантехникăпа коммуникацие улăштармасăр).Тĕп юсава (капитальный) – 10-15 çулта пĕр хут.
ИККĔМĔШ УТĂМ
План тăватпăр.
Хваттере пур енлĕн виçетпĕр: пур пӳлĕмсене те, маччана та, алăксен сарлакăшпе çӳллĕшне те, батарейсене, стояксене, стенаран тухса-кĕрсе тăракан вырăнсене палăртатпăр.Çапла тĕплĕн виçсе палăртни шпалер, урай сармалли тата ытти юсав япали сахал та мар, ытлашши те мар туянма май парать.
ВИÇÇĔМĔШ УТĂМ
Укçа мĕн чухлĕ кирлине шутлатпăр.

Текста малалла вулăр...

ЧРЕЗВЫЧАЙЛĂ ЛАРУ-ТĂРУ ШКУЛĔ

Ашшĕ-амăшĕ ачисене вĕрентмелли, астутармалли сĕнӳсем:
- Хăш-пĕр чухне аслисене хирĕç те: «ÇУК!» - тесе калама ирĕк пурри çинчен ачăрсене лайăх ăнлантарса парăр, чи малтан – пĕлмен,палламан çын мĕн-тĕр ыйтсан, каласан.
- Кун хушшинче пулса иртнĕ пулăмсем çинчен пĕр пытармасăр каласа пама ăс парăр.
- Палламан çынна тыттарма, ачашлама, чуптума… ирĕк ан паччăр.
- Палламан çынсемпе калаçăва ан кĕччĕр, паллах, вĕсене кӳрентерсе мар, пĕлмĕш-илтмĕше хурса вĕсенчен хăвăртрах уйрăлма тăрăшчăр.
- Хăйсене хăйсем хӳтĕленĕ вăхăтра тарма, кăшкăрма, ыйтусене тĕрĕс мар хуравлама, тĕртсе яма, çапма-тапма… ирĕк пуррине те пĕлччĕр.
- Палламан çынсемпе подъезда ан кĕччĕр, лифта ан ларччăр.
Пĕр тăтăш телефонпа шăнкăравлаççĕ:
- Калаçăва тăсса ăна çырса илме тăрăшăр е кӳршĕ-арша (кӳнтелен, свидетель) мĕн каланине итлеттерĕр.

Текста малалла вулăр...

ПУЛĂ КАТЛЕЧĔ

Шăмминчен уйăрнă 600 грамм лосось е треска, 2 çăмарта, 100 грамм сухари, 100 грамм симĕс сухан, тутине кура тăвар, пăрăç, 1 лимон сĕткенĕ, ăшалама ӳсен-тăран çăвĕ кирлĕ.
Пулла аш арманĕпе авăртмалла, фарша туранă симĕс сухан, çăмарта, тăвар, пăрăç, шӳтернĕ çăкăр хушмалла. Çăрмалла, пысăках мар катлетсем тумалла. Тарăн çатмана хĕртмелле, катлетсене олива çăвĕпе кашни енне 6-шар минут ăшаламалла. Çиес умĕн лимон сĕткенĕ, кăштах пăрăç сапмалла. Гарнир вырăнне хăярпа петрушка салачĕ лайăх
Ку апата мĕнле арçын та пĕçерсе çемйине сăйлама пултарать. Уйрăмах мăшăрĕ килте çук чухне.

ХĂÇАН КĂЛАРМАЛЛА?

Вăхăтсăр кăларнă ыхра начар упранать. Каярах пухса илни те хĕл каçмасть. Мĕн тумалла?
Михаил,
Чăнлă районĕ.
 
Ыхра кăларма вăхăт çитнине вăл хăй пĕлтерет: аялти çулçисем саралаççĕ, кăларса пăхнисен шăлĕсем пĕр-пĕринчен çăмăллăн уйрăлаççĕ. Вăхăтра кăларманнисен çиелти плёнки хăвăрт çурăлать, шăлĕсем те саланаççĕ.
Кăларнă ыхран тымарĕсене тирпейлĕн касăр, пĕр 10-12 сантиметр хăварса тунине касса илĕр. Хĕвел ӳкмен, варкăш çил вĕрекен вырăна типĕтме хурăр. Кайран тунине 3-3,5 сантиметр вăрăмăш çеç хăварса касса илĕр.
Хĕл кунĕсенче лайăх упрантăр тесен ыхрана парафинпа та витме пулать. Парафин (100 ыхра валли 250 грамм та çитет) ирĕлтерĕр те тунинчен тытса ун ăшне чиксе кăларăр. Парафин ытла вĕри пулмалла мар, ун пек пулсан ыхра çӳхе сийпе кăна витĕнет.

Текста малалла вулăр...

КĂТКĂСЕНЕ ХИРĔÇ – ШЫВПА

«Утаман» кăларăма çĕр ĕçĕпе аппаланма килĕштерекен ар çынсем те вулаççĕ. Тĕслĕхрен, Аслă Нагаткинра пурăнакан К.Васильев пахчари кăткăсемпе мĕнле кĕрешмеллине пĕлесшĕн.
Унăн кăмăлне тупма тăрăшăпăр.
Пахчари кăткăсене тĕрлĕ майсемпе пĕтерме сĕнеççĕ. Вĕсем çаплах сарăлса пыраççĕ.
Интернетри сайтра пĕр меслет шыраса тупрăмăр. Кăткăсене «шыва путарма» пулать иккен. Çапла тума гидробур кирлĕ. Ăна ăсталама 15-20 миллиметр диаметрлă пăрăх илмелле. Дюралюминирен тунă, вĕçĕсене татнă йĕлтĕр патакки те аван, вĕçĕ конус евĕррине кура вăл тăпрана лайăх кĕрет.
Ĕçе пуçăнмалли чи лайăх вăхăт: юпа вĕçĕ – чӳк пуçламăшĕ. Вăл тĕле кăткăсен хĕрӳ пурнăçĕ лăпланать. Çĕнĕ тĕм йĕркелеме вĕсен вăхăчĕ те, халĕ те юлмасть.
Тĕмĕ çинчи тăпрана кĕреçепе касса (!

Текста малалла вулăр...

САВАКАНСЕН ХĔРӲ ТУЙĂМĔ

Кăçал пĕрлешрĕмĕр. Пурнăç – юмахри пек: пур енчен те киленӳ. Пĕлес килет: савакансен хĕрӳ туйăмĕн чикки пур-и?
Зойăпа Иван Орловсем.
Савакансем хĕрӳ туйăм нихăçан та сивĕнмессе шанаççĕ, чĕре çуррине ĕмĕр тăршшĕпе килĕштерме тупа тăваççĕ. Анчах, ăсчахсен шухăшĕпе, юрату вун-вун çула тăсăлма пултараймасть. Ун авăрне лекнисенчен чылайăшĕ, паллах, кунпа килĕшмĕ. Çапах çирĕплетĕвĕн вăрттăнлăхĕпе паллашмах тӳр килет.
Организмри биологи тĕлĕшĕнчен активлă, кăмăла çĕклекен вещество çулсем иртнĕçем сахалланать, çавăнпа арçынпа хĕрарăм хушшинчи туртăм та чакать. Тĕпчевçĕсем пĕлтернĕ тăрăх – ку 2-4 çул пĕрле пурăннă хыççăн пулать. Ахальтен мар шăпах çак тапхăрта çемье арканнă тĕслĕх чылай.
Хутшăнăва темиçе тапхăра пайлаççĕ. Пĕрремĕшĕ - чун туртни. Ку вăхăтра каччă е пике кама та пулсан кăмăллать.

Текста малалла вулăр...