Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Телейлĕ пулăр, пурнăç чечекĕсем!

Ачасем, уйрăмах черетлĕ вĕренӳ çулĕн юлашки кунĕсенче, çулла пуласса чăтăмсăррăн кĕтме пуçлаççĕ. Ку вăл ăшăпа кану кунĕсем килесси пирки ĕмĕтленни çеç мар, чăн-чăн уяв та. Тинех виçĕ уйăха тăсăлакан ытарайми каникул çитрĕ!
Анчах та çĕр çинчи пур шăпăрланăн та ачалăхĕ пĕр шухăшсăр, савăнăçлă мар çав – пин-пин ача сывалма май çук чирпе асапланать, çынлăхран тухнă усал ашшĕ-амăшĕн мăшкăлне тӳсет, килсĕр-çуртсăр тата йĕркеллĕ апатсăр нушаланать. Хăшĕсен вара куллен кун хăйсен тĕллĕнех пурăнма, çăкăр татăкĕ шырама, кунсерен йывăр лару-тăруран хăтăлма тивет. Çакă тата ытти ыйтусем тĕнче шайлă синкерсем пулса тăнă. Паянхи уява – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна – шăп çак сăлтавпа йĕркеленĕ те. Çитменнине вăл çуллан 1-мĕш кунĕпе çыхăннă. Кăçал эрнекунпа тӳр килчĕ.
Истори
Хăйнеевĕр куна 1949 çулта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен конгресĕ йышăннипе йĕркеленĕ.

Текста малалла вулăр...

1 июня – Международный день защиты детей

Дорогие ульяновцы!
СимволичноĔ что именно в первый летний день мы отмечаем прекрасный и добрый праздник – Международный день защиты детейĕ В этот день наступают долгожданные каникулыĔ начинается любимая пора всех детейĔ иĔ без сомненияĔ всех взрослыхĕ
Дети Ульяновской области – это наша общая заботаĔ тоĔ ради чего мы все с вами живем и работаемĕ Совместными усилиями родителейĔ учителейĔ воспитателейĔ власти и гражданского общества мы решаем множество связанных с подрастающим поколением задачĔ вносим общий вклад в созидание будущегоĕ
Сегодня в Ульяновской области проживает более 155 тысяч семейĔ в которых воспитывается свыше 233 тысяч детейĕ СемьямĔ в которых воспитывается трое детейĔ компенсируют половину стоимости жилищно-коммунальны х услугĔ если шестеро и большеĔ то 100 процентовĕ При рождении четвăртого ребăнка и последующих детей можно получить единовременную денежную выплату на покупку жилья или погашение ипотечного кредита на сумму до миллиона рублейĕ Предусмотрена и помощь родителямĔ у которых больше десяти воспитанниковĕ
С начала этого года мы внесли изменения в региональный капитал «Семья»Ĕ который теперь можно направлять на компенсацию стоимости услуг по обеспечению имеющегося или еще строящегося жилья электроэнергиейĔ водой и газомĕ Появится возможность приобрести товарыĔ которые нужны для социальной адаптации и интеграции детей с ограниченными возможностями здоровьяĕ Кроме тогоĔ изменениями предусмотрены выплаты на погашение жилищных кредитов и займовĕ
ДетствоĔ материнствоĔ проблемы семейĔ в первую очередь многодетных и молодыхĔ в центре внимания руководства областиĔ и так будет всегдаĕ
От всей души желаюĔ дорогие землякиĔ радостной жизниĔ наполненной счастьемĔ творчествомĔ созиданиемĔ несокрушимого здоровья и пусть почаще улыбается вам удача!

Текста малалла вулăр...

Ачасем вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр!

Çак девизпа иртрĕ Баратаевкăри «Сказка» ача садĕнче Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 73 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти.
Ачасем вăрçă мĕнне пĕлме тивĕçлĕ мар. Анчах та 1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче пĕчĕк чунсем те аслисемпе танах хăрушă вăрçăн мĕнпур йывăрлăхне чăтса ирттернĕ.
Мероприяти июнĕн 22-мĕшне, вăрçă пуçланнă куна, сăнласа панипе тытăнчĕ. Выляса-кулса çӳрекен ачасен лăпкăлăхне ӳксе çурăлакан бомба татрĕ. Ю. Левитанăн мăнаçлă сасси пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăннине пĕлтерчĕ. Хĕрачасем арçын ачасене пилоткăсем тăхăнтартса вăрçа ăсатрĕç.
Уявра ача садне çӳрекен шăпăрлансем вăрçă, мир, туслăх, тăван çĕршыв çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Çак яваплă мероприятире сăвă калама тивĕçлисем – «Сказка» ача садĕнче иртнĕ конкурсра çĕнтерекенсем пулчĕç.

Текста малалла вулăр...

Хăрканпа Мăркан

Хăрканпа Мăркан – пĕр килте пурăнакан чĕрчунсем. Хăркан – пысăках мар ула йытă ами, Мăркан – сăрă тĕслĕ хăюллă кушак ами.
Кил хуçи мĕншĕн-тĕр вĕсене юратсах каймасть. Хăй нихçан та апат парса курман. Вăл йытти хăй патне хӳрине выляткаласа пыма пуçласан та кăшкăрса пăрахать:
-Эсрел йытти! Кай кунтан! Çĕрĕпе вĕрсе выртатăн – çывăрттармастăн. Апата çĕртсе пурăнатăн, ним усси те çук санран!
Çавăнпа Хăркан юлашки вăхăтра хуçи картишĕнче чухне хăйĕн хӳшшине кĕрсе çухалакан пулчĕ.
Кушакне те кăшкăрса пăрахать. «Ялан ура айĕнче такăнтарса çӳретĕн, мур! Кайса шăши тыт!» – тесе тарăхать.
Çавна пула вăл та кил хуçи килнине курсан ун çулĕ çинчен пăрăнса тăрать.
Кушак кил-çуртра шăши таврашне тытать-ха, вĕсене ĕрчесе кайма памасть. Тата ăна килтисем пӳртре те апат параççĕ: сĕт ĕçтереççĕ, аш татăкĕсем çитереççĕ, шăмă пăрахса параççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пур енĕпе те ăста!

Пултаруллă ачасене аталанма май паракан конкурссенчен пĕри – Ульяновск облаçĕнчи «Пĕчĕк çăлтăр» ăмăрту. Кăçал вăл Ульяновск облаçĕнчи Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центр тата УОЧНКА йĕркеленипе март уйăхĕн вĕçĕнче иртрĕ. Район тапхăрĕсенче мала тухнă 5-10 çулсенчи 15 хĕрача Тутар культура центрĕн сцени çинче чи маттур, чи хастар, чи ăслă тата чи ăста, пĕр сăмахпа каласан чăн-чăн çăлтăр ятне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ.
«Хампа паллаштарам-ха» ăмăртăва хĕрачасем çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа тухрĕç. Вĕсенчен кашниех вĕренĕвĕпе ăнăçăвĕсем, канăвĕпе пултарулăхĕ, чăваш чĕлхипе литературине ăса хывнă çĕрти çитĕнĕвĕсемпе малашнехи ĕмĕчĕсем çинчен каласа пачĕ. Чăваш тумне тăхăннăскерсем сцена çине шурă акăш евĕр пĕрерĕн-пĕрерĕн тухрĕç. «Ман ташлас килет» тесе ят панă йĕркелӳçĕсем чи çăмăлкка конкурса.

Текста малалла вулăр...

«Вут хӳре» кĕнекешĕн тав!

«Канаш» вулаканĕсене çĕнĕ кĕнекепе паллашнă хыççăн çуралнă хамăрăн шухăшсене васкасах пĕлтерес килчĕ.
 
Çĕнĕ çул умĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр Лидия Федоровна Ярославская Ульяновскран пире парне кӳчĕ – Николай Ларионов-Йĕлмелĕн «Вут хӳре» кĕнекине. Ятарласа ачасем валли кăларнă, тĕрлĕ тĕслĕ ӳкерчĕ-ксемпе илемлетнĕ кĕнекене эпир, пуçламăш классем те, аслăраххисем те хавхаланса вуласа тухрăмăр. Сире хамăр шухăшсене çырса яма шухăшларăмăр. Литература çулталăкĕ хыçала юлни пире хăратмасть – эпир çав тери вулама юрататпăр. Уйрăмах «Вут хӳре» пек аван кĕнекесене.
 
Мария Шкаликова, 2-мĕш класс ачи:
- Ман кăмăла «Сарккка» калав хускатрĕ. Пĕччен юлнă ватă çынсем килти чĕрчунсене питĕ юратаççĕ тенине пĕлетпĕр-ха, анчах йытăпа кушак çакăн пек килĕштерме пултарнине пĕрремĕш хут пĕлтĕм.

Текста малалла вулăр...

Çуллахи каникул

Каникула эпĕ çулталăк тăршшĕпе кĕтрĕм. Çуллахи уйăхсем вара хăвăрт иртсе каяççĕ. Анчах кăçалхи каникул маншăн уйрăмах питĕ савăнăçлă та усăллă пулчĕ. Эпĕ пирвайхи хут Чăваш Республикин вĕренӳ министерствипе çамрăксен политики тĕрлĕ регионсенче пурăнакан чăваш ачасем валли йĕркеленĕ «Хĕрлĕ парăс» ятлă республика лагерьне кайса куртăм. Путевкăсене пире – Кивĕ Улхаш шкулĕнче 7-8 –мĕш классенче лайăх вĕренекен, шкул ĕçне хастар хутшăнакан тăватă ачана –облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ парнелерĕ. Çакăншăн эпир питĕ хĕпĕртерĕмĕр, хатĕрленсе кĕтсе тăтăмăр. Унта пурин те чăваш тумĕпе тата ташă е юрă хатĕрлесе каймаллаччĕ. Эпĕ вара чăваш ташшине хатĕрлерĕм.
«Хĕрлĕ парăс» лагерь Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи вăрманта вырнаçнă. Ку вырăн мана питĕ килĕшрĕ. Йĕри-тавра вăрман, уçă сывлăш.

Текста малалла вулăр...

Ларма вăхăт çук

«Шăпăрлан» хăйĕн тусĕсене çуллахи кану вăхăтĕнче те манмасть. Вăл нумаях пулмасть Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ачисемпе тĕл пулчĕ.
Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем Максим Авасев, Ангелина Алёшкина, Ольга Базарнова, Ольга Журавлёва, Максим Марьин юратнă вĕрентекенĕсемпе С.В.Телеевапа тата Е.В.Базарновапа (сăн ӳкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) Ял кунĕн концерт программине хутшăнма пынă. Çуллахи кану вăхăчĕ мĕнле иртни, тăван ялĕ, шкулĕ, тĕллевĕсем çинчен каласа пама пурин ятĕнчен те вĕренӳре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан Ольга Базарнова килĕшрĕ. Ăна тантăшĕсем тата вĕрентекенĕсем пулăшса пычĕç.
- Анат Тимĕрçен – пысăк ял. Илемлĕ çуртсем хушшинчи икĕ хутлă шкул, чиркӳ, ача сачĕ яла хăйнеевĕрлĕх парса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра эпир шкул лагерĕнче канса сывлăха çирĕплетрĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Мулкач çури

Эпир Ванюкпа кӳршĕллĕ пурăнатпăр. Утăçи вăхăтĕнче ун тетĕшĕ хиртен мулкач çури тытса килнĕ. Каçалăкне çулса пĕтернĕ чух çӳллĕ курăк хушшинчен çура сиксе тухнă та унталла-кунталла чупкалама тытăннă. Ванюк тетĕшĕ комбайнĕ çинчен сиксе аннă та ăна пиншакĕпе хупласа хурса тытнă. Каç енне вара ĕç пĕтсен ăна килне илсе килнĕ.
Тепĕр ир Ванюк пире, касă ачисене, çĕнĕ хыпар каласа тĕлĕнтерчĕ: вĕсен мулкач çури пур. Эпир ăна: «Илсе тухса кăтарт-ха, кăтарт ĕнтĕ», – тесе йăлăнатпăр. Темиçе минутран юлташăмăр икĕ аллипе кăкăрĕ çумне çупăрласа тытса мулкач çурине урама йăтса тухрĕ. Эпир çакăн пек çывăхран мулкача пĕрремĕш хут куратпăр, çавăнпа пирĕн куç-пуç чарăлсах кайрĕ.
Çура пĕчĕк-ха, алса пысăкăш кăна. Вăл питĕ хăранă – хăлхине çурăмĕ çине лапчăтса хунă. Куçĕ пысăк – тухса ӳкес пекех.

Текста малалла вулăр...

Саркка

Калав
 
Пĕччен пурăнакан Хветуç кинемин пĕр харăсах кушакĕ те, йытти те çăвăрланă. Кашнин пĕрер çура. Килте урăх чĕр чун та çук. Сарă тĕслĕ çамрăк кушак — Саркка — пăлтăрти арча хыçĕнче кивĕ пиншак çинче выртать, çурине ĕмĕртет. Кушакран нумай та мар пысăкрах, кĕске сăмсаллă хура йытти вара – Кнопка — аслăк айĕнче кĕтесре кивĕ улăм çинче вырнаçнă. Вăл та хăйĕн ачипе киленет. Кинеми те питĕ савăннă, кунĕпе тенĕ пекех вĕсемпе вăхăтне ирттерет. Пĕрре пăлтăрта арча çине ларса кушак çемйипе калаçать, тепре аслăк айне тухать, кивĕ каска çине меллĕн вырнаçса йытă çемйине сăнать, вĕсемпе мăкăртатаь. Унтан урама тухса ларса кӳршисене çакăн çинчен каласа парать. Çапла вара вăл халĕ хăйне тулли çемьере пурăннă пек туять, вăхăтлăха çан-çурăмĕ ыратнине те манать, кичемлĕхе те сирет.

Текста малалла вулăр...

В у т Х ӳ р е

Калав
 
Çĕртме уйăхĕн варри çитсе пырать. Çанталăк самаях ăшăтнă – вĕршĕнсем те, чĕкеçсем те вĕçсе килнĕ. Таврара тĕрлĕ курăксем, чечексем ашкăрса ӳсеççĕ. Вăрăмтунасем те тухнă ĕнтĕ, нăйлатса йăлăхтараççĕ. Ыраш çил çинче тинĕс евĕр хумханать, пучаха ларать.
Ирхине тилĕ хăйĕн виçĕ çури валли мулкач тытса килчĕ. Ун йăптăхне тăкмалли вăхăт халь, тĕл-тĕл хĕллехи хулăн çăмĕ çакăнса тăрать. Кĕске çăмĕ айĕнчен кăштах аяк пĕрчи шăммисем палăраççĕ – хĕллехинчен самай урăхларах курăнать тилĕ, çинçелнĕ. Вăл хĕвел питĕнчи çыранра вырнаçнă шăтăкĕ патне лĕпĕстетсе чупса пычĕ те тупăшне çĕре пăрахрĕ. Унтан нăйкăшса сасă пачĕ. Шалтан виçĕ çура йăкăртатса тухрĕ. Ултă- çичĕ эрнере кăна-ха вĕсем. Пăхсан – кашкăр çурисене аса илтереççĕ: сăмсисем шĕвĕр, виçкĕтес хăлхисем чанк тăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Телейлĕ ачалăх утравĕнче

– Ачасем – пирĕн пуласлăх. Вĕсемсĕр пурнăç ытла та тăлăх, кичем, тунсăхлă пулĕччĕ. Килте ачасем пурри пире телей, ăнăçу, юрату кӳрет,-терĕ пĕчĕк Санюкăн амăшĕ ачине куçĕпе ытамласа.
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул çумĕнчи ача пахчинчен чĕвĕл-чĕвĕл калаçни илтĕнет. Пытанмалла, тытмалла выляççĕ. Эх, калаçаççĕ, ахăлтатаççĕ маттурсем. Кĕçĕнреххисем Ирина Вячеславовна воспитателĕ патĕнчен кайма пĕлмесĕр чĕвĕлтетеççĕ. Лешĕ те вĕсен мĕнпур кăмăл-туйăмне тивĕçтерме тăрăшать: юмах ярать, юрă та юрлать, сăвăласа та кăтартать. Ирина Шипкова хăйĕн ĕçне юратни кӳçкĕретех.
– Ушкăна тĕрлĕ çулхи 15 ача çӳрет. Кунта чи пĕчĕккисем те, пăртак пысăкраххисем те,-терĕ Ирина Вячеславовна. – Ялти ача пахчи нумайранпа хупăнса тăнă. Çĕнĕрен 2012 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачасем хастар хутшăнчĕç

Ульяновск хулинчи 17-мĕш номерлĕ «Содружество» вулавăшра Раççейри вăрман хуçалăхĕ 310 çул тултарнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ. Унта шкул ачисем, вĕрентӳçĕсем, студентсем, вăрман хуçалăхĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç.
Н.А.Казаков инженер-лесопатолог ăн Раççейри вăрман хуçалăхĕ йĕркеленсе кайни пирки пыракан калаçăвне Майна районĕнчи Чӳрекел ачисем хушса пычĕç.
Ача-пăча «Пурăн, çăлкуç, пурăн» тĕпчев ĕçĕн хăтлавне Ульяновскри 2-мĕш номерлĕ ачасен пултарулăх центрĕн, Чăнлă тата Майна районĕсен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.
Геннадий Кондратьев çыравçă ирттернĕ çамрăк сăвăçсен ăмăртăвĕнче малти вырăнсене ача-пăча пултарулăх центрĕн ачисем Д.Гусарова, Д. Ильмендеева йышăнчĕç. Вĕсем «Лесопатолога» сăвă вуларĕç.
Çавра сĕтел ĕçне хастар хутшăннăшăн аслисем ачасене Унтăрти палеонтологи музейне экскурсие илсе кайма шантарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Ачасем мĕншĕн тӳрккес те кутăн пулаççĕ?

Тĕлĕнмелле, анчах та пепке амăшĕн варĕнче чухнех çывăх çыннисен кăмăл-туйăмне туять иккен. Çуртра пурте хаваслă, телейлĕ чухне вăл та савăнăçне ниçта хураймасть. Кăмăллă, йăваш. Енчен те килтисем хирĕçӳ-харкашу авăрне путсан ачана питĕ начар. Вăл йĕрет, хурланать. Урипе кăмăлсăр тапкалашать. Çавăнпа чи малтан амăшĕн лăпкă, ырă кăмăллă пулмалла. Варта пепке йăтса çӳретĕн – чи малтан çав пĕчĕккĕ ача çинчен шутламалла. Ун сывлăхĕ тĕреклĕ, нерв тытăмĕ çирĕп пулсан сире кайран хăвăра çăмăл пулĕ. Чирлĕ ачапа чи малтан ашшĕпе-амăшне йывăр килет. Çавăнпа та тухтăрсем йывăр çынна çепĕç те ачаш калаçма, тăтăш илемлĕ юрă-кĕвĕ итлеме, юрлама, каçсерен сăпка юррипе çывăртса яма сĕнеççĕ.
Акă çав ача паян ача садне, пуçламăш шкула чупать. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре. Аслисен вăхăчĕ çуккипе ăна малтан 4-5 çул кунĕпене воспитателе шанса параççĕ.

Текста малалла вулăр...

«ПУТЕНЕ» ЧĔППИСЕМ КĔРКУННЕ ТЕ АВĂТАÇÇĔ

ÇАМРĂК ĂРУ САВĂНАТЬ
«Губернаторский» Культура керменĕн пĕчĕк залĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăваш халăх пултарулăх ача-пăча виççĕмĕш фестивалĕ-конкурсĕ – «ПУТЕНЕ» - иртрĕ.
Йĕркелӳçисем: Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министерстви, Чăваш культура центрĕ, чăваш наципе культура автономийĕ.
Укçа-тенкĕпе пулăшаканĕ – УОЧНКА çумĕнчи усламçăсен «Эртел» ушкăнĕ.
 
Облаçри районсенчи шкулсенчен, ача-пăча пахчисенчен, ача-пăча пултарулăх çурчĕсенчен пухăннă юрăçсем, ташă ăстисем (пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та…) пĕр-пĕринпе ăмăртса туслăх кăшăлĕ çыхрĕç.
Виçĕ-вунă çулти артистсен пултарулăхне хак пама жюрире ларакан В.И.Сваева (УОЧНКА ертӳçи), Ф.Т.Улендеевана (вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ), В.А.Архипована (вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерме пулăшакан институтри наци кафедрин методисчĕ), Р.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн шарф çук

Çĕнĕ Ульяновскри сусăр ачасен “Парус” çуртĕнче 57 ача пурăнать. Пуянлăхĕпе мухтанаймасть Ачасен çурчĕ. Çавăнпа та Ульяновскри патшалăх университечĕн студенчĕсемпе “Bordеrs off” тĕрлĕ чĕлхесен изданийĕн ушкăнĕ çав ачасене пулăшсах тăрать. Нумаях пулмасть студентсем тумтир, тетте, аталантаракан вăйăсем кайса панă. Уçă сывлăшра ачасене тĕрлĕ вăйăсем выляттарнă, тренингсем ирттернĕ. “Актёрское мастерство” специальноçа вĕренекенсем “Çарăк” юмаха Ача çуртĕнчи воспитанниксене хутшăнтарса лартса панă.
Студентсем вĕсенчен тата мĕн кирлĕ тесе ыйтсан ачасем шарф çуккине пĕлтернĕ. Тата вĕсем паркурщиксен кăтартăвне курас килнине, студентсен футбол командипе вăйă ирттерме кăмăл пуррине пытарман.
Студентсем çитес тĕлпулăва хатĕрленме тытăннă. “Парус” ача çуртĕнчи воспитанниксем валли ăшă тум, шарф, перчетке пуçтараççĕ, паркурщиксене шыраççĕ, футбол команди йĕркелеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн шарф çук

Çĕнĕ Ульяновскри сусăр ачасен “Парус” çуртĕнче 57 ача пурăнать. Пуянлăхĕпе мухтанаймасть Ачасен çурчĕ. Çавăнпа та Ульяновскри патшалăх университечĕн студенчĕсемпе “Bordеrs off” тĕрлĕ чĕлхесен изданийĕн ушкăнĕ çав ачасене пулăшсах тăрать. Нумаях пулмасть студентсем тумтир, тетте, аталантаракан вăйăсем кайса панă. Уçă сывлăшра ачасене тĕрлĕ вăйăсем выляттарнă, тренингсем ирттернĕ. “Актёрское мастерство” специальноçа вĕренекенсем “Çарăк” юмаха Ача çуртĕнчи воспитанниксене хутшăнтарса лартса панă.
Студентсем вĕсенчен тата мĕн кирлĕ тесе ыйтсан ачасем шарф çуккине пĕлтернĕ. Тата вĕсем паркурщиксен кăтартăвне курас килнине, студентсен футбол командипе вăйă ирттерме кăмăл пуррине пытарман.
Студентсем çитес тĕлпулăва хатĕрленме тытăннă. “Парус” ача çуртĕнчи воспитанниксем валли ăшă тум, шарф, перчетке пуçтараççĕ, паркурщиксене шыраççĕ, футбол команди йĕркелеççĕ.

Текста малалла вулăр...

«ÇĂЛКУÇ» – ТУРĂПА ÇЫНЛĂХ ХӲТТИНЧЕ

ÇУНАТТИСЕНЕ КАСНĂ ПИРĔШТИСЕН ÇĔРШЫВĔНЧЕ
(Репортаж)
Ульяновск районĕнчи Максимовка ялĕнче вырнаçнă «Питĕ катăк ăс-тăнлă ачасен «Çăлкуç» çурт-интерначĕ» социаллă тивĕçтерӳ паракан патшалăх учрежденийĕ 1952 çулхи ака (апрель) уйăхĕнче çапкаланчăк ачасен колонийĕ çумĕнче уçăлнă.
Паян унта яланах тимлĕхре тытмалли, реабилитаци, медицина, психологи, социаллă тата социаллă педагогика пулăшăвĕпе тивĕçтермелли 4-18 çулти 149 инвалид ача пурăнать.
Икĕ çул каялла интернатра 230 ача пулнă.
Вĕсене ятарлă ача çурчĕсенчен илсе килеççĕ. Кунта ашшĕ-амăш тивĕçлĕхĕсенчен хăтарнă граждансен инвалид ачисене йышăнаççĕ. Çаплах йĕркеллĕ çемьесенчех пурăнаканнисене те ятарлă килĕшӳпе выранаçтараççĕ.
Вунсакăр çул тултарсен вĕсене питĕ катăк ăс-тăнлă ватăсен çурчĕсене пурăнма куçараççĕ.

Текста малалла вулăр...