Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăвашкассисем хĕле ăсатрĕç

Пин-пин çул чăваш тĕнне сыхласа хăварнă ентешĕмĕрсем - чăвашкассисем – иртнĕ вырсарникун хĕле ăсатрĕç. Эппин, çуркунне çитетех!
Çăварни уявне пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн ирттересси Чăвашкассинче танхаçантанпах пырать. Пĕр вăхăт вăл чарăнса та ларнă, çапах ял хастарĕсем пурĕпĕр ку куна концерт лартса та пулин палăртнă. Юлашки çулсенче вара Çăварние пит анлă та илемлĕ йĕркелеме тытăнчĕç. Пуçараканĕсенчен пĕри – Ульяновскра пурăнакан А.В. Сайдяшев. Уява йĕркеленĕ çĕре мĕнпур ял хастарĕ хутшăнать: староста та, ялти культура ĕçченĕсем те, шкул ачисем те. Спонсорĕсем те хăйсемех. Уявăн пĕрремĕш пайĕ клубра иртрĕ. Сцена çинчен вырăнти ачасен «Хамăрьял» ташă тата «Шуçăм» халăх, Ульяновскран килсе çитнĕ «Илем» ушкăнĕсем, юрăçсемпе ташă ăстисем савăнтарчĕç.
Çăварние пухăннисене УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев тата УОЧНКА Чăнлă районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Анатолий Узиков саламларĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи ячĕпе пĕрле пулар!

Çакăн пек девизпа иртрĕ Димитровградри «Восход» Культура керменĕнче Чăваш культурин кунĕ. Халăха йыхравласа чĕнекен афишăра çаплах паллă чăваш çыравçипе Валентина Тараватпа тĕлпулу, вăл ертсе пыракан «Шанăç» ушкăнăн концерчĕ пулассине те пĕлтернĕ.
Культура керменĕнче чăваш уявĕ тытăнни пур енчен те палăрса тăчĕ. Килекен халăха фойере «Савăнăçпа» «Шанăç» ушкăнсем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç, сăрапа сăйларĕç, çынсем пальтовĕсене хывса çакичченех ташша çаптарчĕç. Ташă ушкăнĕ Мелекесс район администрацийĕн пуçлăхне И.Н.Мухутдинова та, УОЧНКА председательне О.Н.Мустаева та, Димитровград мэрĕн çумне М.Р.Сенетана та, вырăнти автономин хастарне В.И.Чигакова та çавăрса илчĕ.
Фойерех вулавăш ĕçченĕсем чăваш кĕнекисен, краеведени музейĕ чăвашсен авалхи тумĕпе савăт-сапин куравĕ-сене йĕркеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Çăварни эрнинче тутлă пулчĕ икерчи

Чăвашсем Аслă Çăварние Ульяновскри Винновка ращинче ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.
Ращара кăçал çын нихçанхинчен нумай пухăнчĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисем урамра хĕвел ялкăшса çиçнипе килте чăтса лараймасăр хĕле ăсатма уява васкарĕç. Винновка ращинче тĕрлĕ лапамра конкурссемпе вăйăсем иртрĕç, аттракционсем ĕçлерĕç, пĕлĕм-икерчĕпе сăйларĕç.
Чăвашсене уяв ирттерме парк администрацийĕ тĕп сценăна уйăрса панă.
Ентешĕмĕрсене Çăварни ячĕпе УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев саламларĕ, пĕр-пĕрне каçармалли вырсарникун пулнипе пуринчен те каçару ыйтрĕ:
- Çитес Çăварниччен пурне те сывлăхпа, телейпе, пĕр-пĕрне мухтаса та çĕклесе пурăнма сунатăп. Пирĕн çитес пысăк уяв Акатуй пулать. Ăна Çĕнтерӳ паркĕнче май уйăхĕн 27-мĕшĕнче ирттеретпĕр. Çакăн пек пысăк уявсем йĕркелеме, пĕрле пухăнса савăнма пире никам та кансĕрлемест, правительство чармасть.

Текста малалла вулăр...

Хаклă тăванăмăрсем, ентешĕмĕрсем!

Иртсе пыракан 2016 çул пирĕншĕн çăмăл пулмарĕ, халăхăмăра та, çĕршывăмăра та хурлăхлă пулăмсем канăçсăрлантарчĕç. Анчах та авалтан пыракан чăвашсен тăванлăхĕ-пе пĕрлĕхĕ, малкурăмлăхĕпе ырă туйăмĕ пире çакăн пек самантсенче тата ытларах Раççейри ытти халăхсемпе çывăхлатрĕ.
Çулталăк хушшинче пурнăçа кĕртнĕ ырă ĕçсем те асамлă вăйпа пулмаççĕ. Область центрĕнче Наци ялĕнче «Чăвашсен кил-çурчĕ» комплекса хута яни ытти туслă халăхсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ, чăвашсем ĕçчен те пултаруллă, пур енчен те мухтава çеç тивĕçлине тепĕр хут кăтартса çирĕплетрĕ.
Область правительстви пулăшнипе авалтан упранса пыракан уявсене регионăн тĕрлĕ районĕсенче чи çӳллĕ шайра ирттерме пултартăмăр. Çамрăк ăру хушшинче чăваш чĕлхи, культури, йăли-йĕрки аталанса пыни, çирĕ-пленни курăнсах пырать, савăнтарать.

Текста малалла вулăр...

Родион Кириллов ячĕллĕ пĕрремĕш фестиваль

Культура ĕçченĕн, купăсçăн, юрă ушкăнĕн пултарулăх ертӳçин – Родион Кирилловăн ячĕ Чăнлă районĕнче кăна мар, Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикинче те паллă.
Пулнă тесе калас килмест вăл çын çинчен. Родион Петрович Кириллов паян та ял-йышпа тăван халăх культурине юратакансем хушшинче. Çакна чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăвашкассинче иртнĕ Родион Кириллов ячĕллĕ «Гармони звонкая душа» юрă фестивалĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Фестиваль Чăнлă районĕнчи культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Валентина Фомина пуçарăвĕпе иртрĕ.
- Эпĕ Р.П. Кириллова пытарнă чухне мĕнпур халăх умĕнче унăн ячĕпе юрăçсен е купăсçăсен фестивальне ирттерме шантарнăччĕ. Сăмаха тытрăм. Ятарласа фестивалĕн йĕркине хатĕрлерĕмĕр, ăна районти кашни культура учрежденине ярса патăмăр. Фестиваль регионсем хушшинчи пултăр тесе тăрăшрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр!

Тăван халăхăн пултаруллă ывăлĕ Çеçпĕл Мишши поэт кашнин асĕнчех упранать. Çирĕм икĕ çул кăна пурăннă пулин те вăл историри хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă. Халăхăн ĕмĕрлĕх хăватне илемлĕ сăмах урлă уçса панă.
 
Чăваш поэзийĕнче ăна никампа та пăтраштараймастăн тата никампа та танлаштараймастăн. Вăл – Çеçпĕл! Вăл – пĕрре! Унăн чун хастарлăхĕ хăвăрт юхакан шыв пек мăнаçлă, сасси паянхи кунччен янрать. Çеçпĕл чăннипех вилĕмсĕр!
Чăваш Енре 1966 çултанпа Çеçпĕл премине параççĕ, поэт фончĕ пур, унăн ячĕпе Чăваш Енри çичĕ хулапа районти урамсем, Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнчи вăтам шкул, Çеçпĕлти музей, Шупашкарти кинотеатр, Украинăри Остер хулинчи 1-мĕш вăтам шкул хисепленеççĕ. Вăл çуралнă кун кашни çул Шупашкарта Çеçпĕл Мишшин палăкĕ умĕнче митинг иртет.
Кăвар чĕреллĕ поэт – Çеçпĕл Мишши - çуралнăранпа чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 117 çул çитрĕ.

Текста малалла вулăр...

Кĕрсăри Элĕке çити кĕрлерĕ

Ульяновскра вунă çул ытла чăвашсен авалхи Кĕрсăри уявне ирттереççĕ. Унччен ăна «Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев йĕркелетчĕ. Иртнĕ çул Кĕрсăри регионсен шайне те çитнĕччĕ, сăра вĕретсе килсе конкурса хутшăнакансем Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшелĕ-нчен те пурччĕ.
 
Кăçал пĕрремĕш хут уяв облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн вăйĕпе пулчĕ.
Кĕрсăрие илем кӳме Чăваш Республикинчи Элĕк районĕнчи «Валинкке» халăх ушкăнĕ килсе çитрĕ. Çаплах вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем – Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнчи «Укăлча» тата Ульяновскри «Палнай», Шупашкартан килнĕ эстрада артисчĕсем Людмила Семеновапа Михаил Ăраскал чăваш уявне пуçтарăннă халăха савăнтарчĕç.
Кĕрсăри «Губернаторский» Культура керменĕн фойинче пуçланчĕ. Ентешĕмĕрсене вырăнти ансамбльсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Тольяттире – ЧӲКЛЕМЕ

Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Йăла тăрăх, чăвашсен Чӳклеме уявĕ тытăнать. Октябрĕн 15-мĕшĕнче Самар чăвашĕсем çак уява чаплă паллă турĕç. Уяв Тольяттири «ДКИТ» текен ӳнер тата пултарулăх Культура керменĕн пĕчĕк залĕнче иртрĕ. Йĕркелекенĕ – вырăнти чăвашсен наципе культура автономийĕ (ертӳçи Александр Бикмурзин). Чĕмпĕртен ку уявра Çĕнĕ хулари «Палнай» фольклор ушкăнĕ пулчĕ.
 
Чӳклеме уявĕ вырăнти хастарăн Владимир Левуковăн (унăн калавĕ-семпе сăввисем «Канаш» хаçатра нумай пичетленнĕ) килĕнче тытăннă. Сумлă шурсухалсем пуçтарăнса автан пусса яшка пĕçернĕ. Авалхи йăлана пăхăнса чӳк ирттернĕ. Кăнтăр иртсен халăх Культура керменне пуçтарăннă. Фойере анлă курав йĕркеленĕ. Чи сумлă вырăнта – çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр-кулачă, кукăль-пӳремеч, хуплу таврашĕ тата кăпăклă сăра.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев палăкне уçнăранпа – 10 çул!

Юпан 1-мĕшĕнче И.Я. Яковлев палăкне уçнăранпа 10 çул çитрĕ. Çакна чăваш общественноçĕ паллă туса палăк умĕнче митинг ирттерчĕ.
Савăнăçлă мероприятие чăвашсем кăна мар, тутарпа мордва автономийĕсем те, Ульяновск хули Думин депутачĕсем, облаçри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Сергей Ермаков хутшăнчĕç.
Митинга чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев уçрĕ.
- И.Я. Яковлев Патриархăмăра палăк лартас шухăш Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен пĕрремĕш общество организацийĕ йĕркеленсенех çуралнă. Палăк лартас ыйтăва И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пĕрремĕш председателĕ Иван Кирюшкин 1992 çултах çĕкленĕччĕ. Вăл вăхăтра обществăна ертсе пыракансем пурте тенĕ пекех Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен пулса кайнă Ульяновскри чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнисемччĕ.

Текста малалла вулăр...

Çăкăр ӳстерекенсене чысларĕç

Шăматкун Ульяновск облаçĕн Тутарстанпа тата Самар облаçĕпе чикĕленекен кăнтăр районĕнче «Çĕнĕ Малăкла çăкăрĕ» ятлă
(«Новомалыклинский каравай») виççĕмĕш фестиваль иртрĕ.
Уява çанталăк ăмăр пулнине пăхмасăр районти пур ял тăрăхĕсем те пухăннăччĕ. Чи пултаруллă çĕр ĕçченĕсене тата хаклă хăнасене пурне те ĕлĕкхи йăлапа çăкăр-тăварпа кĕтсе илнисĕр пуçне тата техĕмлĕ те ырă шăршăллă çавра çăкăр парса чысларĕç.
 
– Юлашки пилĕк уйăх кăтартă-
вĕпе Çĕнĕ Малăкла районĕ регионта
виççĕмĕш вырăн йышăнать. Кăçалхи тырçинче пирĕн ял ху-çалăхĕсем пурĕ 61 пин тонна тырă
çапса илме пултарчĕç. Облаçĕпе çак кăтарту – 1 миллион та 300 пин тонна. Çакна пысăк çитĕнӳ тесе шутлатăп. Таймапуç çĕр ĕçченне халăх тулăх пурнăçпа пурăнтăр тесе ырми-канми уйра тăрăшнăшăн.

Текста малалла вулăр...

Чăваша чăваш пулма чĕнет!

РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ Валентина Игнатьева-Тарават хăйĕн юбилейне тата пултарулăх çулĕ çине тăни 45 çул çитнине Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕн Культура çуртĕнче ирттерчĕ. Курма пынисем зала пĕтĕмпех тултарнăччĕ.
 
Уяв умĕн пĕр кун малтан Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçне вăхăтлăха туса пыракан Сергей Морозов В.Н.Игнатьева-Тарав ата хăй патне чĕнтерсе саламланă, алла çыхмалли ылтăн сехет парнеленĕ.
Чи малтан сцена çинчен Çĕпрел район пуçлăхĕн ятĕнчен ентешне культура пайĕн ĕçченĕ Валерий Самойлов саламларĕ, пысăк картина парнелерĕ, унпа çĕпрелсем мăнаçланнине пĕлтерчĕ.
Поэта, çыравçа, куçаруçа, композитора, юрă-ташă ушкăнĕн ертӳçине чыс тума Ульяновск облаçĕнчен те сумлă делегаци кайрĕ.

Текста малалла вулăр...

Хветĕрьелĕнчи Хурăн уявне аякри ентешĕсем çитрĕç

Тереньга тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем çĕр ĕçченĕн уявне хăйсене май паллă тăваççĕ – Акатуй мар, Хурăн уявĕ ирттереççĕ.
Ытти çулсенче ăна Патуел ялĕнче йĕркеленĕ пулсан, кăçал вара чăвашсем Хветĕрьелĕнче пухăнчĕç. Çакăн сăлтавĕ те пур – уява ку ялтан 275 çул каялла тухса кайса Пушкăрт çĕрĕ çинчи Чăваш Хурамал ялне пуçарса янă ентешĕсем килсе çитрĕç. Çавăнпа та Хветĕрьелĕнчи Хурăн уявĕ чăннипех ентешлĕх тата ял уявне çаврăнчĕ.
Мероприяти шăматкун ирпе 7 сехетре Молвино чиркĕвĕнче пуçланчĕ, Алексий атте кĕлĕ ирттерчĕ. Унта вырăнти халăх та, Пушкăрт енне куçса кайнă ентешсем те пулчĕç.Ялти вулавăш умĕнчи лапамра авалхи чăваш йăлипе хветĕрьелсемпе хăнасем тăрине урапа çапнă çӳллĕ юпа лартрĕç.
Хветĕрьелĕнче уяв хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнипе тата салам сăмахĕсемпе пуçланчĕ.

Текста малалла вулăр...

Утсем çил пек вирхĕнчĕç

Аслă Нагаткинти ипподромра Бега уявĕ иртрĕ.
Унта 1000 çын ытла хутшăнчĕ.
Уява ипподром хĕрринче хатĕ-рленĕ сцена çинчен Чăнлă район пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăха туса пыракан Е.А.Хайретдинова уçрĕ, пухăннисене çураки ăнăçлă вĕçленнĕ ятпа саламларĕ. Концерт программине Çĕнĕ Ульяновскран килнĕ хăна – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ З.Рейтер пуçларĕ, куракансене çепĕç юрă парнелерĕ. Çаплах хăйсен пултăрулăхне кунта тĕрлĕ халăх артисчĕсем кăтартрĕç, çав шутра çичĕ чăваш ушкăнĕ. Ачасем те курма килнисене юрласа-ташласа савăнтарчĕç. «Кала, купăс» конкурса хутшăнакансем тăххăран пулчĕç, çав шутра хĕрарăм та пур – Н.Баутина.
Шашка-шахмат, волейбол тата ытти ăмăртусем хĕрӳ иртрĕç. Кире пуканĕ йăтса Чартаклă районĕн-
чен килнĕ Е.Михайлов çĕнтерчĕ. Вăл 24 кило таякан кире пуканне 5 минутра пĕр алăпа 102 хут тĕртсе çĕклерĕ.

Текста малалла вулăр...

Туслăх кăшăлĕ

Ульяновск облаçĕнчи пĕрремĕш Акатуй кăçал Ишевке поселокĕнче пулчĕ. Ульяновск районĕнче çураки ĕçĕсем вĕçленнине çирĕплетсе уявлакан çĕрпе суха туйне «Туслăх кăшăлĕ» ятпа паллă турĕç. Унта Лаишевка, Баратаевка, Протопоповка тата Симĕс Раща, Унтăр, Вышкă, Ишевке, ытти ял çыннисем хутшăнчĕç.
 
Чи пахи – Акатуй, Сабантуй, Шумбрат, Троица уявĕсене пĕрлештерсе йĕркеленĕ пысăк туслăх фестивалĕ-нче чăваш, тутар, мордва тата ытти халăх культурине, этеплĕхне, юрри-ташшине, мухтавлă ĕç çыннине кăтартма тĕв туни. Уяври чи хаклă хăнасем çурхи ака ĕçĕнче палăрнă механизаторсем, трактористсем, Ульяновск районĕнчи ялпа промышленность предприятийĕсен ертӳçисем, фермерсем пулчĕç. Вĕсене район администрацийĕнчен Тав хучĕсем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Нумай ачаллă çемьесене – Дроздовсене, Егоровсене, Юнусовсемпе Минибаевсене – Ульяновск облаçĕн финанс министрĕ, район кураторĕ Екатерина Буцкая «Пахча çимĕç» сертификатне пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Вăрçăра вилнисене манмаççĕ

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕ-лекенсене тав туса монумент уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн ĕçне вăхăтлăха илсе пыракан Сергей Морозов, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем Владимир Камеко тата Игорь Ананьев, «Единая Россия» партин членĕсем, Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов, çар çыннисем, çамрăксен тĕрлĕ организацийĕсенче тăракансем, ветерансемпе ял çыннисем хутшăнчĕç.
Кивĕ Улхашран Тăван çĕршыва хӳтĕлеме Аслă вăрçа 647 çын тухса кайнă, çурри ытла – 327-шĕ – каялла таврăнайман. Вĕсен хушшинче хăйĕн паттăрла ĕçĕсемпе чапа тухнă танкист, Совет Союзĕн Геройĕ – 24 çулхи Николай Князькин. Ял шкулĕнче вăрçăсене хутшăннисене халалланă музей та пур. Ентешсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕ-хе асра хăварас тата çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе икĕ çул каялла ялти таврапĕлӳçĕсен клубĕ «Староалгашинцам – доблестным защитникам Отечества от благодарных потомков» монумент лартма йышăннă.

Текста малалла вулăр...

Хĕвелĕ – ялкăшрĕ, чăваш юрри-ташши – ăшăтрĕ

Иртнĕ вырсарникун Винновка ращинче чăвашсем Çăварни уявне паллă турĕç.
Ращара кăçал нихçанхинчен çын нумай пухăнчĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисем урамра хĕвел ялкăшса çиçнипе килте чăтса лараймасăр хĕле ăсатма тесе уява васкарĕç. Винновка ращинче тĕрлĕ лапамра конкурссемпе вăйăсем иртрĕç, аттракционсем ĕçлерĕç, куймак-икерчĕпе сăйларĕç.
Купăс каласа такмак çаптаракансем чылай пăхăннă кунта. Яланхи пекех ку пултарулăхпа чăвашсене çитекенсем сахал пулчĕç. Ульяновск купăсçисем – Петр Яковлев, Николай Пидиксеев, Чăнлă район ăстисем – Петр Афиногентов (Аслă Нагаткин) тата Николай Фролов (Телешовка) тĕлĕнмелле илемлĕ кĕвĕсем шăрантарчĕç.
Çăварни ячĕпе чăвашсене саламлама Ульяновск хула мэрĕ Сергей Панчин килсе çитрĕ.
- Пирĕн çĕршыв халăхсен туслăхĕпе çирĕп.

Текста малалла вулăр...

Поэтăн пултарулăх каçĕ – Элшелĕнче

Пăва районĕнчи Элшел Культура çуртĕнче «Канаш» хаçатра 25 çул вăй хунă журналистăн, РФ Журналистсен союзĕн тата ЧР Писательсен союзĕн членĕн, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕн, поэтăн, прозаикăн, критикăн, публицистăн тата тăватă кĕнеке авторĕн – Анатоли Ырьятăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.
 
-Мĕншĕн Элшелĕнче йĕркеленĕ-ха ку мероприятие/ – ыйтма пултарать вулакан. Хуравĕ ансат – Анатолий Григорьевич Дмитриев кӳршĕ Раккасси ялĕнче çуралнă. Элшелĕнче вĕреннĕ. Çартан таврăннă хыççăн Раккасси шкулĕнче, çуллахи каникулта Элшелĕнче пионер лагерĕнче вожатăйра ĕçленĕ. Çавăнпа та уншăн ку тăрăх тăванран та тăван.
Пултарулăх каçĕ Элшел ял гимнĕпе уçăлчĕ. «Уяв» ансамблĕн икĕ юрăçи Луиза Афанасьева (Культура çурчĕн директорĕ) тата Наталья Герасимова (культура ĕçченĕ) куракансене паян мĕн сăлтавпа пухăнни пирки пĕлтерчĕç, Анатолий Ырьята юрă парнелерĕç.

Текста малалла вулăр...

Чартаклăсенче наци туйăмĕ пур-ха

Чартаклăри Хушма вĕренӳ центрĕнче УОЧНКАн вырăнти филиалĕ «С верой в Россию - с любовью к Чувашии» темăпа çавра сĕтел ирттерчĕ. Ларăва унăн пуçлăхĕ Ирина Мишина ертсе пычĕ.
 
-Эпир вырăнти хастарсемпе çакăн пек тĕлпулăва пĕрремĕш хут пуçтарăнтăмăр. Ăна Халăхсен пĕрлĕх кунне халалларăмăр. Область шайĕнче хальлĕхе нимĕнпех те палăраймарăмăр-ха. Анчах пирĕн хушăмăрта чартаклăсен ятне çӳлте тытса пыракансем çук мар. Вĕсем – вĕрентӳçĕсем, воспитательсем, юрăçсем, пире пулăшакан усламçăсем. Килес çул мĕнпурĕ кар тăрса облаçри ытти районсем пекех Акатуй ирттересшĕн, - терĕ вăл килнĕ хăнасемпе паллаштарса. Унтан сăмах УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членне Нина Еграшкинана сăмах пачĕ. Нина Никитична автономи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, «Канаш» хаçат тиражĕ çинче пусăм турĕ.
-Чартаклă районĕнче 4 пин те 554 чăваш пурăнать.

Текста малалла вулăр...

Кĕрсăри – регионсен шайне çитрĕ

Ульяновск облаçĕнче чăвашсен авалхи уявне – Кĕрсăрие – анлă ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал ăна Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономийĕ (Владимир Сваев), регионти Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн чăваш уйрăмĕ (Ираида Гаврилова) тата «Еткер» телекăларăм редакцийĕ (Олег Мустаев) йĕркелерĕç.
 
Малтанхи çулсенче Кĕрсăри хула шайĕнче йĕркеленнĕ, кайран унта Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла, Чăнлă, Ульяновск районĕсенче пурăнакан чăваш хĕрарăмĕсем хутшăнчĕç. Кăçал вара уяв регионсен шайне çитрĕ – Тутарстанри Пăва районĕнчи Тăхăрьялтан та килчĕç.
Кĕрсăрие кăпăклă сăра вĕретсе килекенсен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал «Губернаторский» Культура керменне ентешсене саламласа хăйсем вĕретнĕ техĕмлĕ сăрипе хăналама сакăр ăста килсе çитрĕ: Елена Леонтьевна Уресметова (Ульяновск хули* Чăваш Ен сăри), Снежанна Викторовна Парамонова, Елена Николаевна Янтушкина, Елена Трофимовна Парамонова (Чăнлă районĕ, Кунтикав), Семен Моисеевич Гордеев (Ульяновск хули* Тутарстанри Рункă сăри), Зоя Михайловна Рейтер (Çĕнĕ Ульяновск* Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси сăри), Галина Николаевна Галкина (Ульяновск районĕ* Тутарстанри Тăхăрьял сăри), Раиса Леонидовна Козлова (Тутарстан, Раккасси ялĕ).

Текста малалла вулăр...

Ялавăрта – «Канаш» хаçат кунĕ

Çинкĕл районĕнчи Ялавăрти Культура çуртĕнче «Канаш» кунĕ иртрĕ. Ялавăр, Уличе тата Аслă ял çыннисем «Канаш» хаçат редакторĕпе Николай Ларионовпа, журналистсемпе, паллă поэтсемпе тата писательсемпе – Анатолий Юманпа тата Анатолий Ырьятпа – тĕл пулчĕç. Куракансене Çĕнĕ хулари «Палнай» тата «Сăрнай» ушкăнсем хаваслă юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
 
Театр тумтир çаккинчен тытăнать теççĕ. Пирĕн тĕлпулу та фойерен тытăнчĕ. Ялавăрсем вырăнти алăстисен ĕçĕсенчен анлă курав йĕркеленĕ. Чи сумлă çĕрте – Ялавăр мухтавне, СССР, РСФСР тата Чăваш АССР халăх артистне Алексей Константинович Ургалкина халалланă стенд. «Канаш» редакцийĕ илсе килнĕ кĕнеке тата хаçат-журнал куравĕ те сумлă вырăн йышăнчĕ. «Канаш» ĕçченĕсем кашни килекене чăваш хаçатне парнелерĕç.
Тĕлпулу каçне «Палнай» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи Валентина Сымова) хăна юррипе уçрĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.