Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Туслăх кăшăлĕ

Ульяновск облаçĕнчи пĕрремĕш Акатуй кăçал Ишевке поселокĕнче пулчĕ. Ульяновск районĕнче çураки ĕçĕсем вĕçленнине çирĕплетсе уявлакан çĕрпе суха туйне «Туслăх кăшăлĕ» ятпа паллă турĕç. Унта Лаишевка, Баратаевка, Протопоповка тата Симĕс Раща, Унтăр, Вышкă, Ишевке, ытти ял çыннисем хутшăнчĕç.
 
Чи пахи – Акатуй, Сабантуй, Шумбрат, Троица уявĕсене пĕрлештерсе йĕркеленĕ пысăк туслăх фестивалĕ-нче чăваш, тутар, мордва тата ытти халăх культурине, этеплĕхне, юрри-ташшине, мухтавлă ĕç çыннине кăтартма тĕв туни. Уяври чи хаклă хăнасем çурхи ака ĕçĕнче палăрнă механизаторсем, трактористсем, Ульяновск районĕнчи ялпа промышленность предприятийĕсен ертӳçисем, фермерсем пулчĕç. Вĕсене район администрацийĕнчен Тав хучĕсем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Нумай ачаллă çемьесене – Дроздовсене, Егоровсене, Юнусовсемпе Минибаевсене – Ульяновск облаçĕн финанс министрĕ, район кураторĕ Екатерина Буцкая «Пахча çимĕç» сертификатне пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Вăрçăра вилнисене манмаççĕ

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕ-лекенсене тав туса монумент уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн ĕçне вăхăтлăха илсе пыракан Сергей Морозов, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем Владимир Камеко тата Игорь Ананьев, «Единая Россия» партин членĕсем, Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов, çар çыннисем, çамрăксен тĕрлĕ организацийĕсенче тăракансем, ветерансемпе ял çыннисем хутшăнчĕç.
Кивĕ Улхашран Тăван çĕршыва хӳтĕлеме Аслă вăрçа 647 çын тухса кайнă, çурри ытла – 327-шĕ – каялла таврăнайман. Вĕсен хушшинче хăйĕн паттăрла ĕçĕсемпе чапа тухнă танкист, Совет Союзĕн Геройĕ – 24 çулхи Николай Князькин. Ял шкулĕнче вăрçăсене хутшăннисене халалланă музей та пур. Ентешсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕ-хе асра хăварас тата çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе икĕ çул каялла ялти таврапĕлӳçĕсен клубĕ «Староалгашинцам – доблестным защитникам Отечества от благодарных потомков» монумент лартма йышăннă.

Текста малалла вулăр...

Хĕвелĕ – ялкăшрĕ, чăваш юрри-ташши – ăшăтрĕ

Иртнĕ вырсарникун Винновка ращинче чăвашсем Çăварни уявне паллă турĕç.
Ращара кăçал нихçанхинчен çын нумай пухăнчĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисем урамра хĕвел ялкăшса çиçнипе килте чăтса лараймасăр хĕле ăсатма тесе уява васкарĕç. Винновка ращинче тĕрлĕ лапамра конкурссемпе вăйăсем иртрĕç, аттракционсем ĕçлерĕç, куймак-икерчĕпе сăйларĕç.
Купăс каласа такмак çаптаракансем чылай пăхăннă кунта. Яланхи пекех ку пултарулăхпа чăвашсене çитекенсем сахал пулчĕç. Ульяновск купăсçисем – Петр Яковлев, Николай Пидиксеев, Чăнлă район ăстисем – Петр Афиногентов (Аслă Нагаткин) тата Николай Фролов (Телешовка) тĕлĕнмелле илемлĕ кĕвĕсем шăрантарчĕç.
Çăварни ячĕпе чăвашсене саламлама Ульяновск хула мэрĕ Сергей Панчин килсе çитрĕ.
- Пирĕн çĕршыв халăхсен туслăхĕпе çирĕп.

Текста малалла вулăр...

Поэтăн пултарулăх каçĕ – Элшелĕнче

Пăва районĕнчи Элшел Культура çуртĕнче «Канаш» хаçатра 25 çул вăй хунă журналистăн, РФ Журналистсен союзĕн тата ЧР Писательсен союзĕн членĕн, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕн, поэтăн, прозаикăн, критикăн, публицистăн тата тăватă кĕнеке авторĕн – Анатоли Ырьятăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.
 
-Мĕншĕн Элшелĕнче йĕркеленĕ-ха ку мероприятие/ – ыйтма пултарать вулакан. Хуравĕ ансат – Анатолий Григорьевич Дмитриев кӳршĕ Раккасси ялĕнче çуралнă. Элшелĕнче вĕреннĕ. Çартан таврăннă хыççăн Раккасси шкулĕнче, çуллахи каникулта Элшелĕнче пионер лагерĕнче вожатăйра ĕçленĕ. Çавăнпа та уншăн ку тăрăх тăванран та тăван.
Пултарулăх каçĕ Элшел ял гимнĕпе уçăлчĕ. «Уяв» ансамблĕн икĕ юрăçи Луиза Афанасьева (Культура çурчĕн директорĕ) тата Наталья Герасимова (культура ĕçченĕ) куракансене паян мĕн сăлтавпа пухăнни пирки пĕлтерчĕç, Анатолий Ырьята юрă парнелерĕç.

Текста малалла вулăр...

Чартаклăсенче наци туйăмĕ пур-ха

Чартаклăри Хушма вĕренӳ центрĕнче УОЧНКАн вырăнти филиалĕ «С верой в Россию - с любовью к Чувашии» темăпа çавра сĕтел ирттерчĕ. Ларăва унăн пуçлăхĕ Ирина Мишина ертсе пычĕ.
 
-Эпир вырăнти хастарсемпе çакăн пек тĕлпулăва пĕрремĕш хут пуçтарăнтăмăр. Ăна Халăхсен пĕрлĕх кунне халалларăмăр. Область шайĕнче хальлĕхе нимĕнпех те палăраймарăмăр-ха. Анчах пирĕн хушăмăрта чартаклăсен ятне çӳлте тытса пыракансем çук мар. Вĕсем – вĕрентӳçĕсем, воспитательсем, юрăçсем, пире пулăшакан усламçăсем. Килес çул мĕнпурĕ кар тăрса облаçри ытти районсем пекех Акатуй ирттересшĕн, - терĕ вăл килнĕ хăнасемпе паллаштарса. Унтан сăмах УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членне Нина Еграшкинана сăмах пачĕ. Нина Никитична автономи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, «Канаш» хаçат тиражĕ çинче пусăм турĕ.
-Чартаклă районĕнче 4 пин те 554 чăваш пурăнать.

Текста малалла вулăр...

Кĕрсăри – регионсен шайне çитрĕ

Ульяновск облаçĕнче чăвашсен авалхи уявне – Кĕрсăрие – анлă ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал ăна Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономийĕ (Владимир Сваев), регионти Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн чăваш уйрăмĕ (Ираида Гаврилова) тата «Еткер» телекăларăм редакцийĕ (Олег Мустаев) йĕркелерĕç.
 
Малтанхи çулсенче Кĕрсăри хула шайĕнче йĕркеленнĕ, кайран унта Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла, Чăнлă, Ульяновск районĕсенче пурăнакан чăваш хĕрарăмĕсем хутшăнчĕç. Кăçал вара уяв регионсен шайне çитрĕ – Тутарстанри Пăва районĕнчи Тăхăрьялтан та килчĕç.
Кĕрсăрие кăпăклă сăра вĕретсе килекенсен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал «Губернаторский» Культура керменне ентешсене саламласа хăйсем вĕретнĕ техĕмлĕ сăрипе хăналама сакăр ăста килсе çитрĕ: Елена Леонтьевна Уресметова (Ульяновск хули* Чăваш Ен сăри), Снежанна Викторовна Парамонова, Елена Николаевна Янтушкина, Елена Трофимовна Парамонова (Чăнлă районĕ, Кунтикав), Семен Моисеевич Гордеев (Ульяновск хули* Тутарстанри Рункă сăри), Зоя Михайловна Рейтер (Çĕнĕ Ульяновск* Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси сăри), Галина Николаевна Галкина (Ульяновск районĕ* Тутарстанри Тăхăрьял сăри), Раиса Леонидовна Козлова (Тутарстан, Раккасси ялĕ).

Текста малалла вулăр...

Ялавăрта – «Канаш» хаçат кунĕ

Çинкĕл районĕнчи Ялавăрти Культура çуртĕнче «Канаш» кунĕ иртрĕ. Ялавăр, Уличе тата Аслă ял çыннисем «Канаш» хаçат редакторĕпе Николай Ларионовпа, журналистсемпе, паллă поэтсемпе тата писательсемпе – Анатолий Юманпа тата Анатолий Ырьятпа – тĕл пулчĕç. Куракансене Çĕнĕ хулари «Палнай» тата «Сăрнай» ушкăнсем хаваслă юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
 
Театр тумтир çаккинчен тытăнать теççĕ. Пирĕн тĕлпулу та фойерен тытăнчĕ. Ялавăрсем вырăнти алăстисен ĕçĕсенчен анлă курав йĕркеленĕ. Чи сумлă çĕрте – Ялавăр мухтавне, СССР, РСФСР тата Чăваш АССР халăх артистне Алексей Константинович Ургалкина халалланă стенд. «Канаш» редакцийĕ илсе килнĕ кĕнеке тата хаçат-журнал куравĕ те сумлă вырăн йышăнчĕ. «Канаш» ĕçченĕсем кашни килекене чăваш хаçатне парнелерĕç.
Тĕлпулу каçне «Палнай» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи Валентина Сымова) хăна юррипе уçрĕ.

Текста малалла вулăр...

Ялавăрти пысăк концерт

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çинкĕл районĕнчи Ялавăрти Культура керменĕ çумĕнчи ачасен «Флэш» ташă ансамблĕн йăлана кĕнĕ отчетлă концерт иртрĕ. Коллектив йĕркеленнĕренпе кăçал 21 çул çитрĕ.
Çак уяв кашни çулах клубра питĕ илемлĕ те интереслĕ иртет, курма пыракансем те тулли зал пухăнаççĕ.
Кăçалхи концерта эпир тĕнчери лару-тăрăва тĕпе хурса «Мирпе юрату ячĕшĕн» ят парса халăхсен туслăхне халалларăмăр. Программăра чăваш юрри-ташшипе пĕрлех вырăссен, тутарсен, белоруссен, украинсен пулчĕç.
Çаплах программăна Çĕнтерӳ 70 çул çитнине халалланă, ăна туптама Раççейри пур халăх хутшăннине асра тытрăмăр.
Куракансене икĕ сехет хушши «Флэш» ансамблĕн хĕрĕсемпе каччисем, унăн нумай çулхи солисткисем Дарья Ильдейкинапа Татьяна Енгашева «çунса тăракан» ташшисемпе тыткăнларĕç.

Текста малалла вулăр...

Туслăх кăшăлĕ

Районти культурăпа кану паркĕнче туслăх уявĕ иртрĕ.
Виçĕ уйăхра пĕрре иртекен наци канашлăвĕн йышăнăвĕнче районта пурăнакан халăхсен уявне пĕрле пĕр кунта ирттерес терĕç. Çак уявра кашни халăх хайĕн кил-çуртне йĕркелерĕ, апат-çимĕçĕпе сăйларĕ.
Эпир те чăваш йăли-йĕркине пăхăнса алтăрпа сăра ĕçтертĕмĕр, хуплу, çăмарта хăпартни, чăкăт тутанса пăхма сĕнтĕмĕр.
Тĕп сцена çинче С.Т.Портнов салам сăмахĕ каларĕ, облаçра иртнĕ Акатуй уявне те хутшăннине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхне кашни çулах транспортпа тивĕçтернĕшĕн тав турĕ. Облаçри Акатуйра «Сăр районĕнчи чăваш кил-çурчĕшĕн» панă Хисеп хутне район администрацине парнелерĕ. Облаçра та, районта та кашни уява хутшăнакан чăваш хастарĕсене тав турĕ. "Малашне те пĕрле пухăнса савăнмалла пултăр!" – терĕ.
З.Д.Михайлова хаваслă юрăпа пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Текста малалла вулăр...

Бега – пĕрлĕх уявĕ

Аслă Нагаткинта 84-мĕш хут Бега иртрĕ. Кунта кашни çул мĕнпур халăх çыннисем пухăнаççĕ, мĕншĕн тесен вăл пĕрлĕх уявĕ, халăхсене пĕрлештерекенни.
Ăна Чăнлă район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.П.Анисимов уçрĕ, салам сăмахĕсемпе пĕрлех кăçалхи çурхи ĕçсем йĕркеллĕ иртнине пĕлтерчĕ, унта тăрăшулăх кăтарнă çынсене тав турĕ. Кăçал Бега Çамрăксен кунĕпе пĕр килчĕ, çавăнпа Владислав Петрович хастар яш-кĕрĕме район пуçлăхĕн Хисеп хутне тата Тав çырăвне парса чысларĕ. Çаплах кунта 14 çул тултарнă çамрăксене паспорт пачĕç.
Тĕп сцена çинчен 10 пултарулăх йышĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ, вĕсем Чăвашкасси, Çĕнĕ Улхаш, Пухтел, Покровски, Карабаевка, Микулин тата ытти ялсенчен килнĕ. Аслă Нагаткинти Лянкинсен ача-пăча «Хĕвел» коллективĕн юрри-ташшине куракансем питĕ ăшшăн йышăнчĕç. Ульяновскран килнĕ хăнасем те пурччĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăхăрьялсем Раккасси шăпчăкне чысларĕç

Валентин Андреевич Яковлев-Урташ палăкĕ умĕнче Тăхăрьял тăрăхĕнчи пур ялсенчен те килсе çитнĕ çынсен уявĕ иртрĕ. Паллах, пуринчен ытларах – Раккасси халăхĕ.
 
Чăваш поэзийĕн праçникне поэт çуралнăранпа 90 çул çитнипе çыхăнтарнă. Ăна хатĕрлекенĕсем: Тăхăрьял тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан поэтсемпе прозаиксен литература пĕрлешĕвĕн членĕсем* Элшелĕнчи Тăхăрьял музейĕн директорĕ Е.И.Афанасьев* Элшел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.П.Сюрмин* Раккасси шкулĕн директорĕ В.А.Охотин тата вĕрентӳçĕсем.
Уява «Сувар» хаçат редакторĕ К.А.Малышев, Пăва районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертӳçи В.А.Ильин, Галина Кĕмĕл сăвăç, Пăвари Культура керменĕ çумĕнчи «Уяв» юрă ушкăнĕ, Ульяновск облаçĕн шалти ĕçĕсен управленийĕнче вăй хурса чапа тухнă Раккасси çынни П.И.Петров полковник килсе çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

Капăр чăрăш тавра

 
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче шăматкун «Капăр чăрăш» уяв иртрĕ. Ăна УОЧНКА тата Чăваш культура центрĕ йĕркеленĕ. Уява хатĕрлеме УОЧНКА çумĕнчи Çамрăксен канашĕн хĕрĕсем тăрăшнă — вĕсемех ертсе пычĕç.
Пурĕ облаçри чăваш ялĕсенчен нумай ачаллă çемьесенчен тата чăваш чĕлхине шкулта вĕренекен, çаплах сусăр 44 ача килсе çитрĕ. Чăнлă районĕнчи Лянкинсен çемйинчен усрава илнĕ пилĕк ача килнĕччĕ. Çак районти Пухтел, Кивĕ Улхаш ялĕсенчен, Ульяновск районĕнчи Ишевкерен, Симĕс Ращаран та пурччĕ. Чăрăш тавра тăрса пĕрле савăнма Ульяновскри 55-мĕш шкул ачисем те килсе çитнĕччĕ, вĕсем хушшинче тутарсем те пурччĕ. Çапла чăваш уявĕ нацисен хушшинчи уявах çаврăнчĕ.
Ертсе пыракансем тĕрлĕ викторинăсем, конкурссем ирттерчĕç, ачасене канихвет-пĕремĕк парса хĕпĕртеттерчĕç. Пылак япаласене ачасене парнелекенĕсем – «Глобус» фабрикăн учредителĕ А.

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ ентешсем!

 
2013 çул вĕçленсе пырать. Вăл пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, ырă та ăнăçлă çул пулчĕ. Чăваш наци хисеплĕхĕ, тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ ӳссе пырать. Çамрăк ăру ашшĕ-амăш чĕлхине хисеплени, чăваш халăхĕн ывăлĕ-хĕрĕ пулнишĕн хавхаланни куçкĕрет. И.Я.Яковлев чăваш халăхне панă ХАЛАЛ пурнăçланса пыни савăнтарать.
Шурсухалăмăр туса пĕтереймен ĕçсене пурнăçа кĕртме тата нумай ĕçлемелле-ха. Хальхи саманара пире чăн чăваш пулма, тăван чĕлхепе вĕренме, несĕлсен культурине, йăла-йĕркине, историне сыхласа хăварма, аталантарма никам та ура хумасть. Эпир – патшалăх хӳттинче. Малашлăх веçех хамăртан килет.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ 2014 çул валли нумай-нумай çĕнĕ тĕллев палăртать. Вĕсене пурнăçлама эпир пĕр чăмăра чăмăртанса вырăнти влаçсемпе пĕрле вăй хумалли кăна юлать.

Текста малалла вулăр...

Аннемĕр кунне ирттернĕ

 
Çĕнĕ Ульяновск хулинчи «Браво» Культурăпа кану çуртĕнче Аннемĕр кунне халалласа чăвашсемпе тутарсем «При солнышке – тепло, при матери – добро» ятпа уяв ирттернĕ. Ăна йĕркелекенсем – УОЧНКА вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Зоя Рейтер тата тутарсен культура клубĕн ертӳçи Карима Алиуллина.
Уява асламăшĕсемпе тата кукамăшĕсемпе пĕрле шкул çулне çитнĕ мăнукĕсем те хутшăннă. Анастасия Крайнова, Никита Блюдин – Анатолий Юманăн хĕрарăмсене халалласа çырнă сăввисене вуланă.
Зоя Рейтер, Раиса Куракова, Зинаида Нечаева, Зинаида Токмакова, Нина Крайнова анне çинчен юрăсем шăрантарнă. Петр Яковлев купăсçă уява пухăннисене хаваслă кĕвĕ-çемĕпе ташлаттарнă.

Юрла-юрла сăра ĕçрĕç

УОЧНКА Ульяновск хулинчи Чукун çул районĕнчи «Килĕшӳ» уйрăмĕ çамрăк-ха – ăна кăçал кăна йĕркеленĕ. Анчах ун пуçлăхĕ В.Н.Буяндуков тӳрех хастарлăх кăтартма пуçларĕ. Акă çак кунсенче ку уйрăм хастарĕсем «Киндяковка» Культура çуртĕнче пĕрремĕш хут Кĕрхи сăра уявне ирттерчĕç.
Уява 46-мĕш шкул вĕрентӳçи И.В.Мещанинова ертсе пычĕ, пухăннисем кĕрекене вырнаçса ларчĕç. Вĕсене УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев, «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн пред-седателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г.Еленкин, «Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ, «Народный Фронт «За Россию» обществăлла организацин сопредседателĕ О.Н.Мустаев, Ульяновск облаçĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕн Чукун çул районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Р.Абитов саламларĕç.
Анатолий Георгиевич ку каçăн пĕлтерĕшне çапла хакларĕ: «Паян кунта пĕр-пĕринпе çывăх паллашăр, ăшшăн калаçăр.

Текста малалла вулăр...

Ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш пухăвĕ

Çĕнĕ Ульяновскри цемент кăларакан заводăн культура керменĕнче ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш анлă пухăвĕ иртнĕ. Ăна Çĕнĕ Ульяновск хула администрацийĕ йĕркеленĕ.
Пухăва хулари çамрăк, нумай ачаллă, тĕслĕхлĕ, нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесене чĕннĕ. Пурте пĕрле çемьесене пырса тивекен социаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Правительство тăратнă ыйтусене облаçра пурнăçлаççĕ – демографи енчен те, культура енчен те. Кун пирки Ульяновск облаçĕнчи социаллă ыйтусемпе ĕçлекен кĕпĕрнаттăр советникĕ Ольга Желтова каласа пачĕ. Анчах татса паман ыйтусем те пирĕн чылай. Çуралас енĕпе кăтартусем аван пулин те ялсенчи шкулсем ачасем çитменнипе хупăнаççĕ.
Тухса калаçакансем хушшинче ашшĕ-амăшĕ те пулчĕ, вĕсем ачасене ӳстерес ĕçри яваплăхĕ пирки каласа пачĕç.
Калаçу вĕçленсен пухăннисене Çĕнĕ Ульяновскра пурăнакан пултаруллă çынсем концерт кăтартса пачĕç, Селезнёвсен, Рейтерсен, Ким çемйисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Сăри кăпăклă, ĕçме кăмăллă

Анат Террасăри Майăн 1-мĕш ячĕллĕ Культура керменĕнче Кĕр сăри уявĕ тăваттăмĕш хут кĕрлесе иртрĕ. Уява йĕркелекенсем – Ульяновск хули администраци çумĕнчи культура уйрăмĕ, Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ тата «Народный фронт «За Россию» организацийĕн регионти уйрăмĕ.
Кĕр сăри уявĕ Культура керменĕн фойинче тытăнчĕ. Облаçăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ чăвашла тăхăннă ентешсем кăпăклă сăра вĕретсе, хур-кăвакал, шăрттан, кукăль-пӳремеч, хуплу таврашĕ пĕçерсе пынă. Уява килекенсене кашни хăй тунă сăрипе, тутлă апат-çимĕçпе сăйлама тăрăшрĕ. Фойен тепĕр енче вырăнти юрă ташă ушкăнĕсем: – «Уйсас» (ертӳçи А.Синдюкова, Аслă Нагаткин), «Савăнăç» (ертӳçи И.Иванюкова, Димитровград хули) тата Карсунтан килнĕ дуэт хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш хĕрарăмĕнчен чапли çук терĕç арçынсем

«Чăваш хĕрарăмĕ-2013» - çапла ятпа конкурс ирттерчĕ облаçри Чăваш культура центрĕ. Ертсе пыракан Галина Никитина сăмахĕпе, ку иккĕмĕш конкурс, пĕрремĕшĕ вунă çул каялла иртнĕ.
Кăçал пилĕк хĕрарăм хăйĕн пултарулăхне кăтартма шутланă. Вĕсем пилĕк конкурсра тупăшрĕç: хăйсемпе паллаштарчĕç, ыйтусене хуравларĕç, ĕçлеме пĕлнине кăтартрĕç, конкурсантсене пулăшакансемпе пĕрле килти ĕçе кăтартрĕç.
Эпир те вĕсемпе тĕплĕнрех паллашар-ха.
Любовь Фёдорова Тутарстанри Пăва районĕнчи Таккаварта çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен нумай çул Ульяновскри моторсем кăларакан заводра ĕçленĕ, халь хулари пĕр автосервисра вăй хурать. Пурнăçра пĕртăванĕсен ачисемпе мухтанать. Хăй хуплу пĕçерме юратать.
Чăнлă районĕнчи Пухтел хĕрĕ Светлана Караполова конкурса çĕнтерес тĕллевпех пынă.

Текста малалла вулăр...

Патраклăри Учӳк

Çĕртмен (июнь) 29-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи (ТР) Альметьевск районĕнчи Патраклă ялĕнче Кама леш енчи чăвашсен VII Уçă фестивалĕ — «Учук-2013» — иртнĕ. Фестиваль район шайĕпе анчах мар иртнĕ пирки, унта Тутарстанри пур районсенчен те, Чăваш Республикинчен пынă чăваш коллективĕсем, çаплах вырăс, тутар тата мордва халăх ушкăнĕсем те хутшăннăран — ăна Уçă статус панă.
Ирхи 7 сехетрен пуçласа хуçасем Хусан, Шупашкар, Челябинск, Магнитогорск хулисенчен килнĕ хăнасене кĕтсе илчĕç.Фестивальте 16 районтан пурĕ 1500 ытла çын хутшăнчĕ.
Уява чыслă лару-тăрура уçнă çĕрте Альметьевск районĕн ĕçтăвком ертӳçин çумĕ А.Грушин, Тутарстанра пурăнакан халăхсен Ассамблейин ĕç тăвакан комитечĕн пуçлăхĕ Н.Владимиров, ТРчи Чăваш Республикин представителĕ К.Яковлев, ТР культура министерствинчи йăла культурине аталантаракан республика центрĕн тĕп специалисчĕ Ф.

Текста малалла вулăр...

Пул телейлĕ, Вăта Тимĕрçен, çамрăклан, пуянлан, чечеклен!

Çуллахи шăрăх çанталăКа парăнтарса Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен халăхĕ уява пуçтарăннă. Паян пысăк праçник – Ял кунĕ
 
Мухтанмалли пурах
Вăта Тимĕрçен ялĕн администраторĕ Виктор Кондрашкин ентешĕсем епле пурăнни тата уява еплерех хатĕрленни пирки каласа пачĕ.
—Тимĕрçен ялĕ 16-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурçулĕнче йĕркеленнĕ. Кунта килсе тĕпленнĕ чăваш Тимĕр ятлă пулнă. Каярах тăрăх икĕ пая — Анат тата Вăта ятлă ялсене — пайланать. Вăта Тимĕрçентен Аслă вăрçа 380 çын кайнă, вĕсенчен 183-шĕ çапăçу хирĕнче тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуçĕсене хунă. Ялтан чаплă çынсем тухнă –И.И. Корнилов ăсчах, Совет Союзĕн Геройĕ Е.Т. Воробьёв, Социализмла Ĕç Геройĕ В.К. Пирогов тата ыттисем те. Паян пирĕн ялта 386 килĕ, вĕсенче пурĕ 802 çын пурăнать, - терĕ Виктор Николаевич.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4.