Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Курахви – аталану çулĕ çинче

Курахви шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Ял халăхĕшĕн ку культура мероприятийĕ кăна мар, пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу, уяв пулчĕ. Яла пĕрремĕш хут С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр килчĕ. Пĕччен мар, унпа пĕрле Патшалăх Думин депутачĕ Н.И.Булаев, облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ И.В.Тихонов, вĕренӳ министрĕ Е.В.Уба, район администраци пуçлăхĕ И.Н.Мухутдинов, районти вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ С.А.Сандрюков тата ыттисем. Пушă алăпа та мар — пысăк парнепе.
Ял çыннисен савăнăçне лайăхрах ăнланас тесен вĕсен умне темиçе çул каялла тухса тăнă йывăр лару-тăрăва аса илмелле. Ун чухне облаçран килнĕ тӳре-шара ачасем сахалланнипе ял шкулне хупасшăнччĕ, кунти ачасене вĕренме виçĕ çухрăмра вырнаçнă тутар ялне яма йышăннăччĕ. Пухура ял халăхĕ хăйĕн правишĕн çине тăрса кĕрешнĕ. Хĕрарăмсем пысăк пуçлăхсене: «Ял шкулне пурĕпĕр хуптармастпăр, тепĕр çул валли 12 ача çуратса паратпăр!

Текста малалла вулăр...

Кунтикаври Çăварни

Чăнлă районĕнчи Кунтикавра та çулсерен хĕллене ăсатса çуркуннене кĕтсе илеççĕ. Вырсарникун мĕнпур ял халăхĕ Çăварние пухăннăччĕ. Илемлĕ пултăр тесе кунта шкул ачисем, вĕрентӳçĕсем, ял администраци ĕçченĕсем çанă тавăрса ĕçлени куçкĕрет – Çăварни хули ӳссе ларнă.
Уява килнисене питĕ пуян та анлă кану программи килĕшрĕ. Хăнасене, ашшĕ-амăшĕсене уйрăмах Кунтикав вăтам шкул ачисен концерчĕ килĕшрĕ. 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем тĕрлĕ халăх тумĕсене тăхăнса сăвă-юмах каларĕç, ташларĕç, юрларĕç. Уява вулавăш пуçлăхĕ Ирина Сидоровапа шкул директорĕн ăспару енĕпе ĕçлекен çумĕ Наталья Пиколова ертсе пычĕç. Вĕсем пухăннисем тĕрлĕ ăмăртусене хастар хутшăнччăр тесе нумай тăрăшрĕç, пĕрле кулма-савăнма чĕнчĕç. Çăварни никама та тунсăхласа ларма памарĕ. Купăс каласа юрларĕç, такмакласа ташларĕç.

Текста малалла вулăр...

УПАМСАРСЕМ ХĔЛЕ ĂСАТРĔÇ

 
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар ял халăхĕ Çăварни уявне хаваслă ирттерчĕ.
Пухăннисене Çăварни уявĕн историйĕпе паллаштарчĕç. «Çăварни умĕнхи кун» сценка чăваш пӳртĕнче иртрĕ. Ăна уяв тĕлне ятарласа лартнă. Ăшне ĕлĕкхи пек тĕрленĕ япаласемпе илемлетнĕ, савăт-сапа лартса тухнă. Вăрăм тенкел çинче пĕри ал арманĕ çавăрать, тепри кĕнчеле арлать, тепĕр пики тĕрлет. Пĕр хĕрачи сăпкари пепкене юрласа сиктерет.
Урамра та хаваслă кулă сасси тăрать. Ача-пăча тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссенче савăнать.
Акă халăх умне Хĕл-Кинемей тата Хĕр-Çуркунне тухрĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла такмаксем çаптарма тытăнчĕç. Такмак çеммипе халăх ташша ячĕ.
Ялти хисеплĕ çынсем В.П. Ванюкова тата В.Н. Паршикова камитсем кăтартса култарчĕç. Ачасен «Асамат» ушкăнĕ хаваслă юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

Текста малалла вулăр...

Çăварни килет çичĕ кун…

Сăр районĕнчи Сартунка тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем пĕрле пуçтарăнса Çăварни уявне ирттерчĕç. Ульяновскран килнĕ хăнасене Архангельски ялĕнчи вулавăш çумĕнче алтăр сăрапа, çăкăр-тăварпа, «Пире тăван кĕтсе тăрать» юрă юрласа кĕтсе илтĕмĕр.
Вулавăшра Ульяновск облаçĕ 70 çул тултарнине, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ чăваш писателĕсен, поэчĕсен, ӳнерçисен кĕнеки-журналĕ куравĕпе паллаштартăм. «Канаш» хаçат пирки каласа патăм.
Çăварни пуриншĕн те питĕ пысăк та савăнăçлă çурхи уяв. «Çăварни» сăмахăн пĕлтерĕшĕ, «Çăварни ĕçки карма çăвар», «Çăварни çăварне карса килет», «Çăварни чупас килет пулсан, лашуна пăхма ан ӳркен» сăмах çаврăнăшĕсен пĕлтерĕшĕсем çинче чарăнса тăтăм.
Хăнасене хам çуралса ӳснĕ Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче çак уява еплерех ирттернипе паллаштартăм.

Текста малалла вулăр...

«Уй сас» ушкăн усрав çурчĕн ачисем патĕнче

(О ч е р к)
 
2011 çулта Аслă Нагаткин ялĕнче Александра Леонтьевна Синдюкова хĕрарăмсен фольклор ушкăнне йĕркеленĕччĕ.
 
- Пирĕн тĕллев – тăван чĕлхене, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине, аслă ăру çыннисем юрланă юрăсене упраса хăварасси, тăван халăхăн калама çук пуян туприне ку чухнехи çамрăксене тавăрса парасси, - тет вăл сцена çине халăх умне тухнă чух ушкăнăн сăваплă та пархатарлă ĕмĕт-шухăш-кăмăлне палăртса.
Сцена çине чăваш хĕрарăмĕсен авалхи тумĕ-юмĕсемпе тухса уçă саслăн шăрантаракан кĕвĕ-юрра итленĕ чух тăван халăхăн асран кайми иртнĕ кун-çулĕ куç умне уйрăмах чĕррĕн тухса тăрать.
Камсем-ха вĕсем, çав пенси çулне çитсе те лара-тăра пĕлмен, пурнăçа юратакан çамрăк чунлă юрă-ташă ăстисем?
Чи малтанах ушкăн пуçаруçипе ертӳçи çинчен.

Текста малалла вулăр...

Пĕрремĕш пулса халăх асĕнче юлнă

(Ваççа Аниççи çуралнăранпа – 120 çул)
 
Аслă Нагаткинти Культура керменĕнче чăваш поэзийĕн пĕрремĕш чĕкеçĕ Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă пултарулăх каçĕ иртрĕ. Чăнлă районĕн администра-цийĕпе вырăнти чăвашсен автономийĕ йĕркеленĕ мероприяти регионсем хушшинчи уява çаврăнчĕ. Мĕншĕн тесен район шкулĕсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсемсĕр, вулавăшсемпе музейсен ĕçченĕсемсĕр пуçне кунта облаçран тата область тулашĕнчен килнĕ хăнасем чылай пулчĕç: Чăваш Республикинчи паллă поэтсем – Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан, композитор-юрăçă Надежда Заводскова, ЧНК президенчĕн çумĕ Эдуард Бахмисов, паллă фотокорреспондент Сергей Журавлёв, Наци радиовĕн тата телевиденийĕн журналисчĕсем.
 
Кам-ха вăл Ваççа Аниççи?

Текста малалла вулăр...

Капăр чăрăш çуталать, кăмăла çĕклентерет

Çĕнĕ çул, Çĕнĕ çул!
Килсем, иртсем тĕпеле.
Çĕнĕ телей, ăнăçу
Кăмăлтан парнеле!
 
Çак йĕркесемпе тухрĕ ачасем умне Юр Пике Ульяновскри 64-мĕш шкулти Çĕнĕ çул уявне уçнă май. Юр Пике рольне шкулти хореограф Екатерина Лашманова ăста вылярĕ. Капăр чăрăш тавра Ульяновскри 46, 56, 63, 64, 72, 73, 81-мĕш тата Кротовка шкулĕсенчен килнĕ ачасем карталанса тăчĕç. Алла-аллăн тытăнса «Ёлка, ёлка» юрра чăвашла шăрантарчĕç. Уяв картине Хĕл Мучие чĕнсе илсен ачасем патне суя Хĕл Мучипе Юр Пике чупса кĕчĕç. Ачасем вĕсем чăн маррине тӳрех ăнкарса илчĕç. Вупăр карчăкĕпе Ашапатман ролĕсене Алина Улендеевапа Дарья Вишнякова вылярĕç: Юр Пикене тĕрĕс мар çулпа илсе кайма, ачасене улталама тăрăшрĕç, юрларĕç, ташларĕç. Вĕсене хăваласа ярсан ачасем патне чăн Хĕл Мучи тухрĕ.

Текста малалла вулăр...

Сăри ӳсĕртрĕ – хăни савăнчĕ

Ульяновскри «1 Мая» Культура керменĕнче чăвашсен пысăк уявĕ - Кĕр сăри иртрĕ. Ăна Ульяновск хулин культура управленийĕ, «Единая Россия» партин Ульяновск облаçĕн политканашĕ, Анат Террасăри округ депутачĕ Николай Лазарев тата «Еткер» телекăларăм йĕркелерĕç. Сцена çинчен программăна Олег Мустаев ертсе пычĕ.
Ульяновск хула Думин депутачĕн Николай Лазаревăн округĕнче чăвашсем валли пысăк мероприяти пĕрре кăна ирттермен. Малашне Кĕр сăри уявне кашни çулах йĕркелеме шантарчĕ депутат.
Уява кăпăклă сăра вĕретсе килекенсен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал Галина Галкина (Ишевкке посёлокĕ), Ирина Аксёнова (Çĕнĕ хула), Силиса Мустаева (Ульяновск хули), Валентина Крылова (Ульяновск районĕ, Михайловка ялĕ), Елена Лянкина (Чăнлă районĕ, Садки ялĕ), Ирина Улюшева (Ульяновск районĕ, Отрада ялĕ), Тамара Головина (Аслă Нагаткин) тутлă сăрисемпе кăна мар, чăваш апат-çимĕçĕпе – тĕрлĕрен куклипе, пӳремечпе, чăкăтпа, тăварлă çупа, пылпа, икерчĕпе, шăрттанпа, кĕрхи çуллă хур ашĕпе пухăннисене сăйларĕç.

Текста малалла вулăр...

Ваççа Аниççи юбилейĕ тĕлне

Ваççа Аниççин литературăри шăпи тĕлĕнмелле пулса тухнă. 1907 çулта «Хыпар» хаçатра «Ялта» ятлă сăвви çапăннă хыççăн вăл темиçе теçетке çул хушши «çухалса» пурăннă. (Ун айĕнче автор ятне асăнман, унта «Т.В.А.» инициалсем çех тăнă.) Авалхи чăваш ялĕнчи хĕн-хурлă пурнăçа курăмлăн сăнласа пама пултарнă поэт 10 çулхи чăваш хĕрĕ пулнă тесе кам шутлама пултарнă-ха?
«Тупăннă» хыççăн тин «Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи» хăй çырнисене уйрăм кĕнекен кăларса яма пултарчĕ. Çав кĕнекесем 1966 çулта «Çутă çăлтăр хăпарчĕ» тата 1972 çулта «Ĕмĕт çитрĕ» ятсемпе пичетленсе тухнăччĕ.
Революцичченех палăрнă хĕрарăм сăвăçăн 120 çулхи юбилейне унăн ентешĕсем (вăл Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралнă) чаплăн палăртма хатĕрленеççĕ. Ульяновскра пурăнакан скульптор, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Григорьевич Кондрашкин Ваççа Аниççин рельефлă сăнне ӳкернĕ Асăну хăмине туса унăн ентешĕсене парнеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Бородино хирĕнче

Раççей халăхĕ Бородино хирĕнчи çапăçура Наполеон çарĕсене аркатса хамăр çĕр çинчен хăваласа янăранпа кăçал 200 çул çитрĕ. Çапăçусем çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса авăн уйăхĕн 8-мĕшчен пынă. Çак паллă кун манăн та ку тăрăха кайса уява хутшăнас килчĕ.
 
Бородино хирĕнче эпĕ иккĕмĕш хут пулса куртăм. Пĕрремĕш хут пилĕк çул каялла — 1812 çулхи вăрçă иртнĕренпе 165 çул çитнине паллă тунă çĕре кайнăччĕ. Питĕ çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăнтăм ун чух. Кăçалхи уяв тата чаплăрах пек туйăнчĕ. Сарлака лапама çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен 200-250 пин çынна яхăн пуçтарăннă. Кунта Мускав хулинчен, облаçĕнчен, Тула, Рязань, Псков, Смоленск, Санкт-Петербург, Свердловск, Ростов, Волгоград хулисемпе облаçĕсенчен, Пушкăрт, Чăваш, Тутар Республикисенчен – мĕнпурĕ 180 автобуспа тата çăмăл машинасеме (вĕсен шучĕ те çук) килсе çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

Юрлать чăваш, канать чăваш…

Йăлана кĕнĕ майпа кăçал та Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче Акатуй ирттерме шутларĕç. Çăмăл мар пысăк мероприяти йĕркелеме, анчах пĕрре çухатсан япалана каялла тавăрма тата йывăртарах.
 
Ирпе пĕлĕтсем пуçтарăнкаласа тăчĕç, кăштах çумăр та çуса кайрĕ. Анчах хатĕрленни сая каймарĕ.
Н.В.Ульяновпа А.П.Краснов шкул картишĕнчи йывăçсем хушшинче яла тутлă шăршă сарса шашлык ăшаларĕç, Р.Н.Ульянова кăпăкланса тăракан чăваш сăри вĕретнĕ, Е.М.Козлова канихвет-пĕремĕк сутать. Шкул картишĕпе таврашĕнче чăвашсен ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсен куравне йĕркеленĕ.
Ульяновскран тата районтан килнĕ хăнасене чи малтан чăвашсен салмипе хăналарăмăр. Унтан вĕсем музейпа паллашрĕç.
Майна район администраци пуçлăхĕ А.Н.Дорофеев, унăн çумĕ Н.В.Харитонова, районти вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ В.

Текста малалла вулăр...

Каркел 340 çул тултарчĕ

Каркелĕнче икĕ уяв харăс пулчĕ: ял 340 çул тултарнине палăртрĕç тата чăваш Акатуйĕ иртрĕ.
 
Малтан ял çыннисем Аслă вăрçăран таврăнман салтаксен тата нумай çул хуçалăх председателĕнче ĕçленĕ Н.А.Никоноренко палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Унтан халăх Культура çурчĕ çумне куçрĕ. Сцена çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.А.Кряжев Акатуй ялавне лартнă хыççăн уяв пуçланнине пĕлтерчĕ. Халăх умне Акатуй паллине – сухапуç йăтса тухрĕç. Районти чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Л.Н.Яковлев салам сăмахĕ хыççăн мăчавăр пулса авалхи чăвашсен кĕллине вуларĕ, çĕр тулăх пултăр тесе ун çине сăра тăкрĕ. Хĕрсем пухăннă халăха сăрапа, çăкăр-тăварпа, ăшаланă çăмартапа сăйларĕç.
Пĕрремĕш хут Туварма çинчен (ял ячĕ малтан çапла пулнă) 1672 çулта асăннă. Яла пуçласа яракансем патша çарĕнче нумай çул службăра тăнă чăвашсем пулнă.

Текста малалла вулăр...

Лашисем чупаççĕ пуç ухса, чăнлăсем тăраççĕ савăнса

Çĕртмен (июнь) 24-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинта çурхи ĕçсем вĕçленнине палăртса ирттерекен уяв -- Чупу пулчĕ. Чăнлă районĕн мухтавлă çыннисем тăрăшса ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлнине кăтартса пачĕç.
 
Чупăва «Чăнлă районĕ» муниципаллă пĕрлешӳ пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов уçрĕ. «Ирĕк парсамăр ĕçпе çĕр кунне чыслама килнĕ ентешĕмсене саламламашкăн,-терĕ Ханяфи Валиевич.-Уй-хиртен кăçал та пĕлтĕрхи пекех тухăçлă тыр-пул пуçтарса илессе шанатпăр. Чĕкĕнтĕре вара эпир облаçĕпе чи нумай (13 пин гектар ытла) акакансем. Хастар та сумлă çĕр ĕçченĕсем – механизаторсем, водительсем, специалистсем – çителĕклех районта. Вырăнта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç те аванах аталанса пырать. Çĕр ĕçĕнче, пĕтĕмĕшле ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене чыс та мухтав. Паян пирĕнпе пĕрле савăнăçа пайлама Самар, Тольятти, Ульяновск хулисенчен, Тутарстанпа Чăваш Республикисенчен хаклă хăнасем килсе çитрĕç.

Текста малалла вулăр...

И.Я.ЯКОВЛЕВ КУННЕ ВĂТĂР ÇУЛ УЯВЛАТПĂР

Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи И.Я. Яковлев кунĕ пуçланса кайнăранпа кăçал шăпах вăтăр çул çитрĕ. Аякри чăваш ялĕнче пурăнакансем хăйсен çак çĕнĕ уявне 1983 çултанпа пĕр сиктермесĕр ирттерсе пыраççĕ. Ăна пуçарса яраканĕсем эпир – кунта çуралса ӳснĕ ял çыннисем И.Я. Яковлев 1896 çулта туса лартнă пуçламăш шкулта аллă çул ытла ĕçленĕ
Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мария Михайловна Бикмендеева тата ăна май пур таран пулăшаканĕ эпĕ.
 
Кун пирки Мария Михайловна хăйĕн «Чăвашкасси» кĕнекинче çапла çырать:
«Манăн учитель стажĕ 52 çул. Тăван яла 1943 çулта таврăнтăм. Çавăнтанпа пĕр улшăнмасăр 51 çул хушши Чăвашкассинчи И.Я. Яковлев уçнă шкулта ĕçлерĕм. 41 çул ăна директор пулса ертсе пытăм, музей директорĕнче – 20 çул…
1983 çулхи майăн 13-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура И.

Текста малалла вулăр...

Ах, аннеçĕм-анне, САН ПАЯН ЮБИЛЕЙ

Тутарстанри Пăва хулин Культура керменĕнче Анна Никонорова 60 çул тултарнипе çыхăннă пултарулăх каçĕ тата авторăн нумаях пулмасть кун çути курнă «Чăнлă шывĕ хĕрринче» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ.
Анна Степановна Никонорова Пăва районĕнчи Таккавар ялĕнче çуралса ӳснĕ, шкул хыççăн суту-илӳ техникумĕнчен вĕренсе тухса нумай çул лавккаçăра ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Ульяновск облаçне куçса килсе тĕпленет. Ульяновск районĕнчи Вышкă ялĕнче пурăнать, сутуçăра вăй хурать. Çырас туртăмĕ, пултарулăхĕ çамрăк чухнех палăрнă пулин те пирĕн облаçра «Еткер» кăларăмпа «Канаш» хаçат çуралсан кăна вăл хăйĕн ĕçĕсене халăх умне кăларать. «Еткер» кăларăмра Анна Никонорова хăй çырса кĕвĕленĕ юрăсемпе тухать. Вĕсене Полина тата Вера йăмăкĕсемпе пĕрле шăрантарать. Çав вăхăтрах «Канашра» та тĕрленчĕкĕсем, калавĕсемпе асаилĕвĕсем тăтăшах пичетленеççĕ.

Текста малалла вулăр...

"ПАЛНАЙ" – ТУРХАНРА

Çĕнĕ хулари «Палнай» фольклор ушкăнĕ Тутарстанти Теччĕ районĕнчи Турхан ялĕнче пулчĕ. Ку ялта палнайсем иккĕмĕш хут. Пĕрремĕш хут артистсем турхансене 5-6 çул каялла хаваслă концертпа савăнтарнăччĕ.
 
Уявăн спонсорĕсем Турханта çуралса ӳснĕ, халĕ Çĕнĕ хулара ĕçлесе пурăнакан Анатолий Егоровпа унăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Сергей Терентьев пулчĕç.
Кĕскен çак ял çинчен каласа хăварас килет. Ялта клуб çук. Çурчĕ тăрать, анчах вăл юрăхсăра тухнă. Шкулта та халĕ ача сасси янăрамасть, икĕ çул каялла "оптимизаци" мелĕпе хупăннă. Халĕ ăна клуба çавăрнă. Усламçăсен лавккисемсĕр пуçне ялта урăх нимĕнле учреждени те çук.
Концерт шкул çурчĕн пысăк класĕнче иртрĕ. Ларма тенкел сахал пулнипе çынсем пукансемпе килчĕç. Юлашки 5-6 çул хушшинче кунта артистсем пачах пулман.

Текста малалла вулăр...

«Боевое братство» – 10 çулта

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ йĕркеленни 10 çул çитнĕ.
Уяв Ульяновскри «Губернаторский» культура керменĕнче иртнĕ. «Боевое братство» Афганистан, Чечен, СССР вăхăтĕнчи палăртман вăрçăсене (Ангола, Вьетнам, Египет, Алжир, Сири тата ытти çĕршывсенче) хутшăннисене пĕрлештерет. Афганистанри вăрçа кăна пирĕн облаçран 4 пин те 500 çын хутшăннă, вĕсенчен 105-шĕ ют çĕршывра паттăррăн пуçне хунă.
Облаçри пур районсенчи уйрăмĕсенчен килсе çитнĕ çамрăк вăрçă ветеранĕсене «Боевое братствăн» вырăнти уйрăмĕн ертӳçи, Ульяновск Хула Думин депутачĕ, кĕпĕрнаттăра обществăлла майпа пулăшакан Николай Лазарев, облаçри шалти политика министрĕн çумĕ Василий Гвоздев саламланă. Василий Гвоздев кĕпĕрнаттăрăн салам çырăвĕсене вуласа панă, районсенче хастар ĕçлекен ветерансене Ульяновск область правительствин Тав çырвĕсем парса чысланă.

Текста малалла вулăр...

Пурăнаççĕ Атăл хĕрринче тĕрлĕ халăх çыннисем

Ульяновск мэрийĕн вĕрентӳ управленийĕ тăваттăмĕш хут ачасен «Туслăх çăлтăрĕ» халăх культурисен фестивальне ирттерчĕ.
 
-Фестиваль Ульяновскра кăна мар, облаçри тĕрлĕ халăхсен культурине, йăли-йĕркине сыхлама, çĕнĕ талантсене тупса палăртма пулăшать. Çавăнпа эпир ăна кашни çулах йĕркелеме тытăнтăмăр, - терĕ уява уçнă май хула мэрийĕн вĕрентӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ Роза Халиуллова.
Фестивале тăван чĕлхене вĕрентекен шкулсемпе чăваш, тутар, мордва культура центрĕсем хутшăнчĕç. Шкулсенчен – 1, 9, 12, 13, 21, 28, 34, 37, 46, 48, 55, 56, 61, 63, 64, 69, 72, 91-мĕш номерлисенче тата Кротовкăра вĕренекенсем тăван культурăна чунтан юратнине кăтартма пултарчĕç. Вырăс, чăваш, тутар, мордва халăхĕсен илемлĕ юррисене ачасем çепĕç сассисемпе шăрантарчĕç, çăмăл ташшисене çаптарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Çутă хумлă аслă Атăл хĕрринче ĕçлĕ халăх, чăваш халăхĔ пурăнать

Тăван чĕлхЕпе культура кунĕ
 
Çинкĕлти Халăхсен туслăхĕн çурчĕн фойине кĕрсенех авалхи чăваш ялне лекнĕн туйăнчĕ. Кунта – чăваш çурчĕн ăш-чикĕ (чăваш арăмĕ кĕнчелепе çăм арлать, хăрах аллипе сăпкара ачине сиктерет), апат-çимĕçĕ, çатан карта, шыв ăсмалли пусă, кĕвентепе витресем…Чăвашла тумланнă ачасем, çамрăксем, хĕрарăмсемпе арçынсем, кинемисемпе туяллă мучисем. Вĕсене пурне те чăвашлăх туйăмĕ, юрри-ташши, сăвви-такмакĕ пĕрлештерсе тăрать.
 
Сцена çинчи ертӳçĕсем – Наталья Жегалинапа (Çинкĕлти Культура комплексĕн генеральнăй директорĕ) Игорь Меркулов (Çĕнĕ Слобода ял тăрăхĕн пуçлăхĕ) – «Раççее – шанса, Чăваш Ене – юратса» ятпа хатĕрленĕ уяв программи уçăлнине пĕлтерчĕç. «2012 çула наци мухтавĕпе культура çулĕ тесе пĕлтерчĕç. Çинкĕл районĕнче тĕрлĕ халăхсем – чăвашсем, тутарсем, мордвасем, вырăссем пурăнаççĕ, - терĕ Наталья Петровна.

Текста малалла вулăр...

Çăварни – çуллă çатма икерчи

 
Ульяновскри «Владимирский сад» (унчченхи Свердлов паркĕ) паркра Чĕмпĕр чăвашĕсем пухăнса хĕле ăсатса ячĕç, Аслă Çăварние уявларĕç.
Çăварние паркри тĕп сцена çинчен салам сăмахĕсемпе УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев уçрĕ. Сивĕ çиллĕ çанталăка пăхмасăр уява килнисене тав турĕ. Ульяновск хули Думин председателĕн çумĕ Пётр Столяров, Наци культурисен центрĕн директорĕ Нурия Туркова та пухăннисене уявпа саламларĕç. Ертсе пыракан Галина Никитина чи хисеплĕ çынна – Пётр Столярова – авалхи йăлапа минтер çине лартрĕ, Турăран кăçал хур-кăвакал лайăх ĕрчетĕр тесе ыйтрĕ.
Концерт программине Чăваш культура центрĕ çумĕнчи Александр Чурбанов ертсе пыракан «Илем» ушкăн уçрĕ. Вĕсем хыççăн сцена çине «Губернаторский» культура керменĕ çумĕнчи «Сударушка» ансамбль, Николай Пидиксеевпа Владимир Платонов купăсçăсем, Екатерина Карамзина тухса куракансене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4.