Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

«Боевое братство» – 10 çулта

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ йĕркеленни 10 çул çитнĕ.
Уяв Ульяновскри «Губернаторский» культура керменĕнче иртнĕ. «Боевое братство» Афганистан, Чечен, СССР вăхăтĕнчи палăртман вăрçăсене (Ангола, Вьетнам, Египет, Алжир, Сири тата ытти çĕршывсенче) хутшăннисене пĕрлештерет. Афганистанри вăрçа кăна пирĕн облаçран 4 пин те 500 çын хутшăннă, вĕсенчен 105-шĕ ют çĕршывра паттăррăн пуçне хунă.
Облаçри пур районсенчи уйрăмĕсенчен килсе çитнĕ çамрăк вăрçă ветеранĕсене «Боевое братствăн» вырăнти уйрăмĕн ертӳçи, Ульяновск Хула Думин депутачĕ, кĕпĕрнаттăра обществăлла майпа пулăшакан Николай Лазарев, облаçри шалти политика министрĕн çумĕ Василий Гвоздев саламланă. Василий Гвоздев кĕпĕрнаттăрăн салам çырăвĕсене вуласа панă, районсенче хастар ĕçлекен ветерансене Ульяновск область правительствин Тав çырвĕсем парса чысланă.

Текста малалла вулăр...

Пурăнаççĕ Атăл хĕрринче тĕрлĕ халăх çыннисем

Ульяновск мэрийĕн вĕрентӳ управленийĕ тăваттăмĕш хут ачасен «Туслăх çăлтăрĕ» халăх культурисен фестивальне ирттерчĕ.
 
-Фестиваль Ульяновскра кăна мар, облаçри тĕрлĕ халăхсен культурине, йăли-йĕркине сыхлама, çĕнĕ талантсене тупса палăртма пулăшать. Çавăнпа эпир ăна кашни çулах йĕркелеме тытăнтăмăр, - терĕ уява уçнă май хула мэрийĕн вĕрентӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ Роза Халиуллова.
Фестивале тăван чĕлхене вĕрентекен шкулсемпе чăваш, тутар, мордва культура центрĕсем хутшăнчĕç. Шкулсенчен – 1, 9, 12, 13, 21, 28, 34, 37, 46, 48, 55, 56, 61, 63, 64, 69, 72, 91-мĕш номерлисенче тата Кротовкăра вĕренекенсем тăван культурăна чунтан юратнине кăтартма пултарчĕç. Вырăс, чăваш, тутар, мордва халăхĕсен илемлĕ юррисене ачасем çепĕç сассисемпе шăрантарчĕç, çăмăл ташшисене çаптарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Çутă хумлă аслă Атăл хĕрринче ĕçлĕ халăх, чăваш халăхĔ пурăнать

Тăван чĕлхЕпе культура кунĕ
 
Çинкĕлти Халăхсен туслăхĕн çурчĕн фойине кĕрсенех авалхи чăваш ялне лекнĕн туйăнчĕ. Кунта – чăваш çурчĕн ăш-чикĕ (чăваш арăмĕ кĕнчелепе çăм арлать, хăрах аллипе сăпкара ачине сиктерет), апат-çимĕçĕ, çатан карта, шыв ăсмалли пусă, кĕвентепе витресем…Чăвашла тумланнă ачасем, çамрăксем, хĕрарăмсемпе арçынсем, кинемисемпе туяллă мучисем. Вĕсене пурне те чăвашлăх туйăмĕ, юрри-ташши, сăвви-такмакĕ пĕрлештерсе тăрать.
 
Сцена çинчи ертӳçĕсем – Наталья Жегалинапа (Çинкĕлти Культура комплексĕн генеральнăй директорĕ) Игорь Меркулов (Çĕнĕ Слобода ял тăрăхĕн пуçлăхĕ) – «Раççее – шанса, Чăваш Ене – юратса» ятпа хатĕрленĕ уяв программи уçăлнине пĕлтерчĕç. «2012 çула наци мухтавĕпе культура çулĕ тесе пĕлтерчĕç. Çинкĕл районĕнче тĕрлĕ халăхсем – чăвашсем, тутарсем, мордвасем, вырăссем пурăнаççĕ, - терĕ Наталья Петровна.

Текста малалла вулăр...

Çăварни – çуллă çатма икерчи

 
Ульяновскри «Владимирский сад» (унчченхи Свердлов паркĕ) паркра Чĕмпĕр чăвашĕсем пухăнса хĕле ăсатса ячĕç, Аслă Çăварние уявларĕç.
Çăварние паркри тĕп сцена çинчен салам сăмахĕсемпе УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев уçрĕ. Сивĕ çиллĕ çанталăка пăхмасăр уява килнисене тав турĕ. Ульяновск хули Думин председателĕн çумĕ Пётр Столяров, Наци культурисен центрĕн директорĕ Нурия Туркова та пухăннисене уявпа саламларĕç. Ертсе пыракан Галина Никитина чи хисеплĕ çынна – Пётр Столярова – авалхи йăлапа минтер çине лартрĕ, Турăран кăçал хур-кăвакал лайăх ĕрчетĕр тесе ыйтрĕ.
Концерт программине Чăваш культура центрĕ çумĕнчи Александр Чурбанов ертсе пыракан «Илем» ушкăн уçрĕ. Вĕсем хыççăн сцена çине «Губернаторский» культура керменĕ çумĕнчи «Сударушка» ансамбль, Николай Пидиксеевпа Владимир Платонов купăсçăсем, Екатерина Карамзина тухса куракансене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Халăхсен туслăхĔн уявĕ

Кăрлачăн юлашки кунĕсенче Ульяновск облаçне туса хунăранпа 69 çул çитрĕ. Çак паллă куна халалласа Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культура керменĕнче вырăнти администрацинчи культура уйрăмĕ (пуçлăхĕ Л.В.Хохлова) Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен «Карусель» культура фестивальне йĕркеленĕ.
Уява пирĕн тăрăхра туслă пурăнакан халăхсен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Вырăссен «Симбирские беседы» (Çĕнĕ Ульяновскри ансамбль), тутарсен – «Чак-чак» (Тутар культура центрĕн ансамблĕ), чăвашсен «Шанăç» (Аслă Нагаткинти В. Тарават ертсе пыракан ушкăн) тата «Огоньки» (С. Чернова ертсе пыракан Чăваш культура центрĕн ташă ушкăнĕ), облаçри филармони солисчĕ Владимир Сакмарёв, Зоя Михайловна Рейтер ертсе пыракан чăваш чĕлхипе культурин «Чĕкеç» клуба çӳрекен Ксения Аюгинапа Виктория Ильдиярова (илемлĕ сăвăсем каланă) куракансене чăннипех хавхалантарнă.

Текста малалла вулăр...

13 января – День российской печати

В этот день свой профессиональный праздник отмечают все те, кто помогает нам держать руку на пульсе событий, расширять кругозор, духовно и интеллектуально развиваться – журналисты, полиграфисты, дизайнеры. Благодаря им мы получаем последние новости, узнаём об интересных фактах, знакомимся с произведениями искусства.
Объективность и оперативность, стремление постоянно быть в гуще событий, активная гражданская позиция, готовность всегда прийти на помощь людям – все эти замечательные качества являются слагаемыми уважения общества к сотрудникам масс-медиа. Важность их работы определяется не только способностью в кратчайшие сроки донести до аудитории достоверную информацию. Они вносят существенный вклад в развитие родного края, помогая выявлять и решать насущные проблемы, формируя единое информационное пространство региона и страны.

Текста малалла вулăр...

чăваш ачисем чăрăш тавра пухăнса савăнчĕç

Çĕнĕ хулари Чăваш культура центрĕнче чăваш ачисен ёлки пулчĕ. Уява Заволжски районĕнче чăвашла вĕрентекен 63,64,72,73 тата 81-мĕш вăтам шкул ачисем пуçтарăннăччĕ.
«Пурсăра та хапăл, иртĕр-иртĕр тĕпелелле»,-терĕ уява пуçласа мэрийĕн вĕрентӳ пайĕн инспекторĕ Лариса Васильева. Ун сăмахне 64-мĕш шкулта 9-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекен пикесем малалла тăсрĕç. Маша Щипкова та, Даша Трофимова та чăвашла чиперех калаçаççĕ. Чăваш ачисен хаваслă шăв-шавĕ, янравлă баян сасси Çурçĕрти Хĕл Мучипе Юрпикене те лăпкă хăварайман. Вĕсем шурă урхамахсене тапратсах килсе çитрĕç. Пушă алăпа мар, хаклă парнесемпе, пылак кучченеçсемпе. Çĕнĕ çулăн асамлă сăнарĕсене Борис Улендеев сăвăçпа шкулти “Çăлкуç» фольклор ансамблĕн ертӳçи Екатерина Лашманова калăпларĕç. Шăпăрлансене чăвашла ташласа тĕлĕнтерчĕç.

Текста малалла вулăр...

Кĕтсе илĕр, Дракон килет!

Дракон çулне кĕтсе илнĕ чух пуçра ырă ĕмĕтсем кăна пулччăр, иртсе каякан Мулкач (Кушак) çулне тав тума ан манăр. Ырри çичĕ хут ырăпа таврăнĕ.
Китай календарĕ тăрăх, çитес 2012 çул – Хура (кăвак) Шыв Драконĕн çулĕ. Çитес çул сире телей илсе килтĕр тесен ăна тивĕçлĕ кĕтсе илес пулать.
Дракон ытти паллăсен хушшинче пĕртен пĕр асамлă чĕр чун. Çавăнпа та Çĕнĕ çул каçне юмахри пек асамлă та савăнăçлă ирттерме тăрăшмалла. Чи кирли – вăл йăлана кĕнĕ пек мар, савăнăçлăрах, асра юлмалăх пултăр. Асра тытăр, Дракон çырă, кичем япаласене юратмасть.
Уяв пӳлĕмĕ
Вăл сарлака пулмалла. Дракон уçă сывлăша юратать. Йĕри-тавра ялтăркка гирляндăсем çакăнса тăччăр. Паллах, чи капăрри – Çĕнĕ çул чăрăшĕ.
Тум
Уяв тумĕ пирки маларах шутламалла.

Текста малалла вулăр...

Уяв ЯЧĕпе саламланă

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнче пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă.
Нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетекен Çĕнĕ çула уявласси ырă йăлана кĕнĕ. Ăна çулсерен регион Правительстви пуçарăвĕпе ирттереççĕ. «Çĕнĕ çула наци йăли-йĕркине тĕпе хурса кĕтсе илни савăнăçлă пулăм. Çĕнĕ çул вăл чи малтан çемье уявĕ. Эпир ăна чи çывăх та хаклă çынсемпе юнашар паллă тăватпăр. Ульяновск облаçĕ пĕр кăшăла пухăннă тĕрлĕ халăхсен çывăх туслăхне ырлакан, шухăш-пуçарăвне хисеплекен вырăн. Ĕлĕк-авалтанпа пирĕнпе юнашар пурăнакансемшĕн çеç мар, облаçа тин çеç куçса килнисемшĕн те Ульяновск çĕрĕ юратнă тăван çĕршывĕ пулса тăнă пуль тетĕп. Çавăнпа та пĕр-пĕринпе куçа-куçăн пултарса пĕрлештерекен савăнăçлă самантсем пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кунта çĕр ытла нацийĕн культурипе йăли-йĕрки тачă çыхăнса кайнă»,-тенĕ хăйĕн салам сăмахĕнче Сергей Морозов.

Текста малалла вулăр...

Усрав çемьесен уявĕ

Ульяновск область правительстви кăçал иккĕмĕш хут “Усрав çемьесен” кунне паллă тăвать. Пĕлтĕр Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнчи Пиколовсен çемйи районти усрав çемьесен конкурсĕнче çĕнтерсе облаçри конкурса хутшăнма тивĕçнĕ. Унта Пиколовсем хăйсен çемйинчи йăлине кăна мар, чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине кăтартнă. Тăваттăмĕш вырăн йышăннă.
Кăçал вĕрентӳ министерстви “Усрав çемьесен” кунне конкурс майлă мар, фестиваль пек йĕркеленĕ. Уява кашни районтан пĕр усрав çемье хутшăннă. Чăнлă районĕнчен унта Ермиловсен тăватă ача усрава илнĕ çемйине илсе кайнă.
Пиколовсене уявăн облаçри йĕркелӳ комитечĕ ятарласа пултарулăх номерне кăтартма чĕннĕ.
Вĕсем “Туслă çемьери каç” композици кăтартнă. Чăваш юррине амăшĕпе хĕрĕ кăтартнă, ашшĕпе ывăлĕсем ал ĕçне тунă, чăвашăн авалхи вăййине вылянă, ташланă.

Текста малалла вулăр...

Чăваш концертĕнче – Владислав Третьяк

Иртнĕ вырсарникун “Губернаторский” культура керменĕнче Вячеслав Христофоровпа “Янра, юрă” ушкăнăн тата Виталий Адюковăн çĕнĕ программăпа хатĕрленĕ концерчĕ иртрĕ.
Уява Патшалăх Думин депутачĕ, легендарлă хоккеист Владислав Александрович Третьяк та килсе çитрĕ. Вăл чăвашсене пухăнса çакăн пек уявсем йĕркеленĕшĕн мухтарĕ. “Янра, юрă” ушкăнпа Вячеслав Христофоров шăрантаракан юрăсене итленĕ хыççăн хăйне чăваш юррисем кăмăла кайнине пĕлтерчĕ.
- Çапла туслă пурăнмалла пирĕн. Халăхсен туслăхĕ çирĕп пулсан патшалăхра тăнăçлăх пулать, вăл вăйланать, - терĕ.
Раççейри халăхсен туслăхне çирĕплетес ĕçре нумай çул тăрăшса тухăçлă ĕçленĕшĕн Владислав Третьяк “Еткер” кăларăмăн тĕп редакторне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Олег Мустаева РФ Патшалăх Думин Хисеп грамотипе чысларĕ.

Текста малалла вулăр...

Кĕр сăри кăпăклă, ĕçсе пама кăмăллă

Шăматкун Заволжски районĕнчи Культура центрĕнче (64-мĕш шкул) Кĕр сăри уявĕ иртрĕ. Ун умĕн УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев шкулăн пысăк залĕнче çак районта пурăнакан хастарсене пуçтарчĕ. Тĕп ыйту – раштавăн 10-мĕшĕнче УОЧНКАн черетлĕ отчётпа суйлав конференцине ирттересси.
 
Владимир Ильич малтан пухăннисене автономи ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Унтан делегатсене суйлама сĕнчĕ. Заволжски районĕнче 15 пин ытла чăваш пурăннине шута илсе 15 делегат суйларĕç (1 пинрен пĕр делегат).
Унтан хăнасем Кĕр сăри иртекен пӳлĕме кĕчĕç. Уява хатĕрлекенсем («Палнай» юрă ушкăнĕ, ертӳçи В. Сымова) хуплу, кукăль-пӳремеч таврашĕ пĕçерсе кĕтсе тăчĕç. Аслă Нагаткинра тин кăна чăмăртаннă «Уй сас» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи Александра Синдюкова) пыллă сăра вĕретсе, тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе килнĕ.

Текста малалла вулăр...

ФЕСТИВАЛЬ ÇĔНĔ ÇĂЛТĂРСЕМ ÇУТРĔ

Тĕнче шайĕнчи «Хăв çăлтăрна çут!» VI ачасемпе çамрăксен пултарулăх фествальне Барăша тĕрлĕ регионсенчен 120 ытла çамрăк артист килсе çитнĕ.
Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр уçнă. Вăл: «Çак праçникĕн тĕп тĕллевĕ – хăйнеевĕрлĕ халăх пултарулăх ушкăнĕсене тупса палăртасси, вĕсене сыхланса юлма çул уçса парасси», - тенĕ регион пуçлăхĕ.
Тĕрлĕ концерт площадкисенче тата темиçе номинаципе иртнĕ конкурса музыка тĕнчинче палăрма ĕлкĕрнĕ паллă çынсем хакланă.
«Халăх музыки» номинацире, тĕслĕхрен, 21 ушкăнпа юрăç ăмăртнă. Вĕсен хушшинче чăваш юррин халăх ушкăнĕ «Шăпчăксем» те пулнă. Ушкăнра - тĕрлĕ çулхи пикесем. Вĕсем, питĕ илемлĕ чăваш наци тумĕ тăхăннăсерсем, жюрире ларакансене тыткăнланă, чăваш халăхĕн тĕрлĕ жанрпа çыхăннă юрăсен пуххине чăваш халăх хореографин нумай-нумай тĕспе илемлетнĕ вăйă ташшисем кĕртсе хăйнееевĕр пуянлатнă.

Текста малалла вулăр...

Юрă пулсан – халăх пĕтмест

Çĕнĕ Ульяновск хула администрацийĕ наци культурисене аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Кунта Акатуй, литература каçĕсем, фольклор уявĕсем, концертсем час-часах иртеççĕ. Вырăнти “Браво” культура центрĕнче чăвашсен “Чĕкеç”, вырăссен “Светлица” тата тутарсен “Тамчи” тăван чĕлхепе культурăна аталантаракан клубсем йĕркеленнĕ. Унти чăвашсене хăй тавра Зоя Михайловна Рейтер пуçтарнă. Вĕсем Çĕнĕ Ульяновскра чăваш культурине çӳллĕ шайра тытассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.
Хула администрацийĕнчи культура пайĕ облаçри культура конгресĕн ĕç йĕркипе юпа уйăхĕнче наци культурисен фестивальне ирттерет. Чăваш, вырăс, тутар, мордва культура кунĕсем пĕрер эрне тăсăлаççĕ. Çак тапхăрта вырăнти халăх тăван культурăпа çывăхрах паллашать, тĕрлĕ мероприятисенче савăнать.
Уйăха тăсăлакан уява чăваш культура эрнинчен тытăннă.

Текста малалла вулăр...

ÇĔНĔ МАЛĂКЛАРА — ÇĂКĂР УЯВĔ

<b>(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 38-мĕш номерте).
иккĕмĕш кун
 
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче çумăр пĕрĕхсе тăчĕ пулсан иккĕмĕш кунне хăнасене янкăр хĕвел кĕтсе илчĕ. Вунпĕр сехет тĕлне Культура çурчĕ умне капăр тумлă халăх пуçтарăнчĕ. Ĕнер районти ялсене концерт пама кайнă, çавăнтах çĕр каçнă Шупашкар, Самар Ен артисчĕсем те Çĕнĕ Малăклана таврăнчĕç. Вĕсен пурин те гала-концерта хутшăнмалла.
Уява ертсе пыракансем: «Волга» ПТРК дикторĕ Владислав Витковский тата УлППУ студентки Екатерина Артемьева фестиваль малалла тăсăлни пирки пĕлтернĕ хыççăн сцена çине Шурсухал (Чĕмпĕрте пурăнакан Александр Пешне) улăхрĕ. Мăн асаттесене аса илтерекен тум тăхăннăскер ĕлĕкхи йăлапа чăваш кĕллине чăвашла тата вырăсла вуларĕ, паха тыр-пул панăшăн Турра тав турĕ, уява лайăх ирттерме пил пачĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇĔНĔ МАЛĂКЛАРА — ÇĂКĂР УЯВĔ

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 38-мĕш номерте).
 
иккĕмĕш кун
 
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче çумăр пĕрĕхсе тăчĕ пулсан иккĕмĕш кунне хăнасене янкăр хĕвел кĕтсе илчĕ. Вунпĕр сехет тĕлне Культура çурчĕ умне капăр тумлă халăх пуçтарăнчĕ. Ĕнер районти ялсене концерт пама кайнă, çавăнтах çĕр каçнă Шупашкар, Самар Ен артисчĕсем те Çĕнĕ Малăклана таврăнчĕç. Вĕсен пурин те гала-концерта хутшăнмалла.
Уява ертсе пыракансем: «Волга» ПТРК дикторĕ Владислав Витковский тата УлППУ студентки Екатерина Артемьева фестиваль малалла тăсăлни пирки пĕлтернĕ хыççăн сцена çине Шурсухал (Чĕмпĕрте пурăнакан Александр Пешне) улăхрĕ. Мăн асаттесене аса илтерекен тум тăхăннăскер ĕлĕкхи йăлапа чăваш кĕллине чăвашла тата вырăсла вуларĕ, паха тыр-пул панăшăн Турра тав турĕ, уява лайăх ирттерме пил пачĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇĔНĔ МАЛĂКЛАРА — ÇĂКĂР УЯВĔ

Авăн уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Çĕнĕ Малăкла районĕ «Малыклынский каравай» ятпа Атăл тăрăхĕнчи халăх культурисен иккĕмĕш фестивальне ирттерчĕ. Ăна йĕркелекенсем – Çĕнĕ Малăкла район администрацийĕ тата Ульяновскри Халăх культура ценрĕ. Уява Тутар, Чăваш, Мордва Республикисенчен, Самар Енрен, Ульяновск, Димитровград хулисенчен, Мелекесс, Сăр районĕсенчен пурĕ 20 юрă-ташă ушкăнĕ (250 ытла артист) килсе çитнĕ. Уявăн тĕп шăнăрĕ – чăвашсем. Хăнасене кĕтсе илме çĕнĕмалăкласем тăватă хутлă пысăк, кăпăшка çăкăр пĕçернĕ. Ăна чи сăваплă вырăна — сцена умне вырнаçтарнă. Икĕ енĕпе тырă кĕлтисем лартса тухнă. Унсăр пуçне килнĕ хăнасене парне пама 100 ытла çаврака, илемлĕ çăкăр пĕçерсе хатĕрленĕ.
Пĕрремĕш кун
Чи малтанах хăнасене район центрĕнчи «Радуга» Культура çурчĕ ăшшăн йышăнчĕ. Ульяновскри «Терминал Модолс» модель агенстви районти Культура çурчĕсĕнче ĕçлекенсемпе тата ялта пурăнакан çамрăкĕсемпе «Театр моды, как возможность реализации творческого потенциала молодёжи в сельской местности» темăпа семинар ирттерчĕ.

Текста малалла вулăр...

ЙĂЛАСЕНЕ упрасан – чăваш пĕтмест

Юлашки çулсенче Мелекесс районĕнчи Эврел ялĕнче пĕр уяв йăлана кĕчĕ: çу варринче чăваш ялĕн уявĕ иртет. Ял халăхне çак уява “Телей” юрă ушкăнĕн артисчĕсемпе вĕсен пултарулăх ертӳçи Пётр Михайлович Улюкин парнелеççĕ. Вĕсене пулăшакансем те пур – ялти хастарсем.
Халăхĕн вăйĕпе Çĕнтерӳ 66 çул тултарнине халалласа ял варринчи кӳлĕ хĕррине вăрçăра вилнисене чысласа палăкпа мемориал хăми уçнă. Вăрçă хирĕнче пуçне хунă кашни хушамата çырнă унта. Çулла вара вăрçăран Çĕнтерӳпе таврăннисене халалланă картлашкаллă стена та туса лартнă.
Палăк умне артистсем пысăках мар сцена вырнаçтарнă, тенкелсем лартнă. Уçă сывлăшри, тӳпе айĕнчи мемориал-клуб пулчĕ те. Çакăнта уяв иртрĕ.
Уява Любовь Артамонова сăмах каласа уçрĕ, УОЧНКА председательне Владимир Сваева сăмах пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Хула кунĕнче савăннă

Çурла уйăхĕн варринче Çĕнĕ Ульяновскра пурăнакансем Хула кунне анлă паллă тунă. Унта тĕпленсе пурăнакан ентешсем те аякра тăман. Вырăнти наципе культура автономин ертӳçи Зоя Рейтер тăрăшнипе чăвашсем чун каниччен савăннă.
Зоя Михайловна уява Ульяновскри Чăваш культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Илем» ушкăн (ертӳçи А. Чурбанов) артисчĕсене чĕнсе илнĕ. Унăн аппăшĕ Раиса Куракина хăнасене сăйлама кăпăклă сăра вĕретсе тухнă. Уява йĕркелекенсене автономи ĕçтăвкомĕн хастарĕсем те пулăшнă: сăра ĕçтернĕ, килтен пĕçерсе килнĕ кукăль-пӳремеч таврашĕпе сăйланă.
Ленин лапамĕнче вырнаçтарнă сцена юрă-ташăпа кĕрлесе тăнă. Курма килнисем «Илем» юрă ушкăнне питĕ ăшшăн йышăннă, артистсем шăрантаракан кĕвĕ-çемĕпе ташша çаптарнă, уявра савăнма май туса панăшăн чĕререн тав тунă.

Текста малалла вулăр...

“Çунатусем сана çĕклерĕç сенкер тӳпе таран, инçе…”

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Каша ялĕн культура çуртĕнче паллă ентешĕмĕр, писатель, ÇÇÇР оборона министерствин литература премийĕн лауреачĕ Владимир САДАЙ (Цырульников) çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă турĕç.
Уява районти паллă çыравçăсем, поэтсем, художниксем, чăваш юхăмĕн ертӳçисем, журналистсем, культура ĕçченĕсем, Садайăн тăванĕсем килсе çитрĕç.
Ертсе пыракансем – вырăнти шкул вĕрентӳçи Владимир Грузинпа вулавăш ĕçченĕ Галина Альшейкина хăнасене хапăл пулнине палăртса вырăнти “Çăлкуç” юрă ушкăнĕн саламне йышăнма сĕнчĕç. “Тăван ял” юрăпа уяв уçăлчĕ.
Тутар Каша ял администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Тамаев курса ларакансем хушшинче ачасем нумай пулнине палăртрĕ.
-Çамрăк ăрăвăн историе лайăх пĕлмелле. Хамăр тăрăх еплерех çынсемпе мухтанма пултарать?

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4].