Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ЙĂЛАСЕНЕ упрасан – чăваш пĕтмест

Юлашки çулсенче Мелекесс районĕнчи Эврел ялĕнче пĕр уяв йăлана кĕчĕ: çу варринче чăваш ялĕн уявĕ иртет. Ял халăхне çак уява “Телей” юрă ушкăнĕн артисчĕсемпе вĕсен пултарулăх ертӳçи Пётр Михайлович Улюкин парнелеççĕ. Вĕсене пулăшакансем те пур – ялти хастарсем.
Халăхĕн вăйĕпе Çĕнтерӳ 66 çул тултарнине халалласа ял варринчи кӳлĕ хĕррине вăрçăра вилнисене чысласа палăкпа мемориал хăми уçнă. Вăрçă хирĕнче пуçне хунă кашни хушамата çырнă унта. Çулла вара вăрçăран Çĕнтерӳпе таврăннисене халалланă картлашкаллă стена та туса лартнă.
Палăк умне артистсем пысăках мар сцена вырнаçтарнă, тенкелсем лартнă. Уçă сывлăшри, тӳпе айĕнчи мемориал-клуб пулчĕ те. Çакăнта уяв иртрĕ.
Уява Любовь Артамонова сăмах каласа уçрĕ, УОЧНКА председательне Владимир Сваева сăмах пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Хула кунĕнче савăннă

Çурла уйăхĕн варринче Çĕнĕ Ульяновскра пурăнакансем Хула кунне анлă паллă тунă. Унта тĕпленсе пурăнакан ентешсем те аякра тăман. Вырăнти наципе культура автономин ертӳçи Зоя Рейтер тăрăшнипе чăвашсем чун каниччен савăннă.
Зоя Михайловна уява Ульяновскри Чăваш культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Илем» ушкăн (ертӳçи А. Чурбанов) артисчĕсене чĕнсе илнĕ. Унăн аппăшĕ Раиса Куракина хăнасене сăйлама кăпăклă сăра вĕретсе тухнă. Уява йĕркелекенсене автономи ĕçтăвкомĕн хастарĕсем те пулăшнă: сăра ĕçтернĕ, килтен пĕçерсе килнĕ кукăль-пӳремеч таврашĕпе сăйланă.
Ленин лапамĕнче вырнаçтарнă сцена юрă-ташăпа кĕрлесе тăнă. Курма килнисем «Илем» юрă ушкăнне питĕ ăшшăн йышăннă, артистсем шăрантаракан кĕвĕ-çемĕпе ташша çаптарнă, уявра савăнма май туса панăшăн чĕререн тав тунă.

Текста малалла вулăр...

“Çунатусем сана çĕклерĕç сенкер тӳпе таран, инçе…”

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Каша ялĕн культура çуртĕнче паллă ентешĕмĕр, писатель, ÇÇÇР оборона министерствин литература премийĕн лауреачĕ Владимир САДАЙ (Цырульников) çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă турĕç.
Уява районти паллă çыравçăсем, поэтсем, художниксем, чăваш юхăмĕн ертӳçисем, журналистсем, культура ĕçченĕсем, Садайăн тăванĕсем килсе çитрĕç.
Ертсе пыракансем – вырăнти шкул вĕрентӳçи Владимир Грузинпа вулавăш ĕçченĕ Галина Альшейкина хăнасене хапăл пулнине палăртса вырăнти “Çăлкуç” юрă ушкăнĕн саламне йышăнма сĕнчĕç. “Тăван ял” юрăпа уяв уçăлчĕ.
Тутар Каша ял администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Тамаев курса ларакансем хушшинче ачасем нумай пулнине палăртрĕ.
-Çамрăк ăрăвăн историе лайăх пĕлмелле. Хамăр тăрăх еплерех çынсемпе мухтанма пултарать?

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5].