Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Раççей халăхĕсем Владимир Путин патне янă çыру

Раççей халăхĕсем Владимир Путин патне наци чĕлхисене вĕренме тивĕçлисен йышне кĕртме чĕнсе каланă.
Тĕнче тетелĕнче Раççей халăхĕсен ятĕнчен çырнă çыру вырнаçтарнă. Кун пирки Контактра халăх тетелĕнчи «За языки РФ» ушкăнра пĕлтернĕ. Чĕнсе каланинче наци чĕлхисене хальхи вăхăтра иккĕмĕш шая антарнине сивленĕ, вĕсене вĕренме тивĕçлисен йышĕнче хăварма ыйтнă.
Ытти çырусенчи пекех кунта та Владимир Путин панă Пр-1710 номерлĕ хушу Конституцие те, ытти саккунсене те хирĕçленине аса илтернĕ, наци чĕлхине вĕренӳ тытăмĕнчен кăларни вĕсене çухалас патне илсе çитерме пултарни пирки пĕлтернĕ. Республикăсенчи кашни патшалăх чĕлхине пурне те вĕрентни халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетни пирки те асăннă.
Çырăвăн тулли варианчĕпе Чăваш халăх сайтне кĕрсе паллашма пулать: docsĕgoogleĕcomӲfor msӲdӲeӲ1FAIpQLSelop oXbZsFOYpLaTahohT5- Jpyl9TK7aR9WQAHK-Ix sgeDTQӲviewformĕ Унтах çак çыру айне кашни çын алă пусма пултарать.

Текста малалла вулăр...

Ушкăна кĕме çăмăл, тухма çук

Çамрăксен официаллă йĕркепе çирĕплетмен, ман шутпа, общество лăпкăлăхĕшĕн хăрушă тĕрлĕ организацийĕ пур. Вĕсен шутне скинхэдсем, сатанистсем, эмо, готсем, рокерсем, хип-хопсем, хопстерсем, байкерсем тата ыттисем кĕреççĕ. Шел, кун пек ушкăнсен шучĕ çулсерен ӳсет. Нумаях пулмасть тепĕр организаци йĕркеленнĕ – хăйсене АУЕ текен культ. Вăл Раççейре çиçĕм пек хăвăртлăхпа сарăлчĕ, мĕнпур шкула, вăтам вĕренӳ заведение сырса илчĕ. Унта ытларах 10-17 çулхи çамрăксем, пирĕн çĕршывăн чи черчен çыннисем кĕреççĕ.
Обществăра идеологипе мораль виçи пулманни, пушă вăхăтне ниçта та усăллă ирттерме май çукки çул çитменнисен ушкăнĕсем (группировкисем) патне илсе çитерет те. Çамрăксем хăйсем ăнланмасăрах вăйлă та çирĕп коллектива туртăнаççĕ, мĕншĕн тесен унта хăйсене тата вăйлă туяççĕ.
Социализма аркатнă хыççăн Раççей çамрăкĕсем çурăк курите умĕнче тăрса юлчĕç.

Текста малалла вулăр...

Хамăр çинченех

Чĕмпĕрти Атăлăн сулахай енчи районĕнче тăвакан «Магнит» лавкка патне пĕр хĕрарăм пырса тухрĕ. Вĕсем çак çуртра аптека уçаççĕ иккен. Самартан эмел илсе килмелле – вăл çав машинăна кĕтсе тăрать. Хĕрĕхрен иртнĕ хĕрарăма курсанах мана вăл чăваш пек туйăнчĕ. Туйăмсем улталамарĕç. Унпа калаçса кайрăмăр.
Çак хĕрарăм Чăнлă районĕнчи пĕр пысăках мар вырăс ялĕнче çуралса ӳснĕ. Амăшĕ чăваш, ашшĕ вырăс. «Атте вырăс пулнипе эпир килте чăвашла калаçман. Чăвашла пĕлместпĕр. Анне енчи тăвансем вара чăвашла шăкăлтаттарса калаçаççĕ. Ман ывăл Ульяновск университетĕнчи лингвистика факультетĕнче ют чĕлхесене вĕренет», - каласа парать çумри хĕрарăм. Çак студент амăшне çапла каланă: «Сейчас я выучу и чувашский язык. Свои корни надо знать!». Вăл ятарласа чăвашла спектакльсене çӳрет, куçарусăрах курать. Телефонĕнче те чăвашла юрă-кĕвĕ янăрать, вĕсене итлесе çӳрет.

Текста малалла вулăр...

Элекçĕ

«Элекçĕ» сăмах усал чап сарнине, çын çинчен пустуй сăмах каланине пĕлтерет. Элек парса çынна вĕлерттернĕ, элек çынна пустарать, элек çынна çактарать, элекçĕпе тус ан пул тенĕ чăвашсем ĕлĕк-авалтан. Анчах паянхи саманара хăш-пĕри элек сарнинче нимĕн япăххи те çук тесе шутлать. Ачисене те çавнах вĕрентет, ачи çапла пурнăçра «пит хастар» пулнишĕн савăнать, кунпа мухтанать.
Мĕншĕн/ Ачисем элекçĕ пулнине ырлакансем хăйсен шухăш-кăмăлне çапла ăнлантараççĕ:
•пĕрремĕшĕнчен – кун пек ача лайăххипе начаррине пит лайăх уйăрма пĕлет*
•иккĕмĕшĕнчен – элеклет пулсан ача таврарисемшĕн пăшăрханать*
•виççĕмĕшĕнчен – ашшĕ-амăшне хисеплет, вĕсем уншăн авторитет.
Тĕрĕссипе, элекçĕпе пурăнма меллĕ: унсăрăн ашшĕ-амăшĕнчен укçине ăçта пытарнине, килте çук чухне асламăшĕ мăнукĕпе аталану вăййи выляс вырăнне сериалсем пăхнине ăçтан пĕлен/ Анчах çапма пĕлмен пушă хуçине лекет тенĕ пек ача хăйĕн хăнăхнă «хĕç-пăшалĕпе» сире хирĕç тăма пултарать.

Текста малалла вулăр...

Наци чĕлхисене аталантарма пулăшмалла

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.В. Путин нацисем хушшинчи хутшăнусен тата вырăс чĕлхи канашĕсемпе пĕрле лару ирттернĕ.
 
В.В.Путин хăйĕн сăмахĕнче Раççейри пур халăхăн чĕлхине те сыхласа хăвармаллине, вĕсене упрамаллине палăртнă. «Раççей Конституцийĕ кашни халăха хăйĕн чĕлхине сыхласа хăварма шантарать. Кун пек шанăçа тĕнчери урăх пĕр çĕршывра та паман», - тенĕ Президент.
«Ыратакан вырăнсем» хăрушлăха ан куçчăр тесен тĕрлĕ халăхлă тата нумай чĕлхеллĕ регионсенче çынсене тăван чĕлхепе калаçма тата пĕлӳ илме май памалла. «Конституци тăрăх ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ мĕнле чĕлхепе пĕлӳ илмеллине хăйсем суйлаççĕ. Шкул администрацийĕсемпе регионсенчи влаçсен çынсем çак правăпа усă курма пултарччăр тесе пур майсем те туса памалла», - тенĕ Владимир Владимирович.

Текста малалла вулăр...

Ывăнаççĕ-и е кахалланаççĕ-и?

Ачасем çине паян шкулта та, килте те пысăк лав тиенет: уроксем нумай параççĕ, вĕсем хыççăн тата секцие, кружока (пĕрре çеç те мар), тренажёр залне, хушма занятисене… çӳремелле. Нумай чухне ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕн кăмăлне ыйтмасть те. Хушнă – тумалла, янă – каймалла. Сывлăхĕ пирки те шухăшламасть. Ачи ывăнса килсен виç-тăват сехет урок туни те канăçсăрлантармасть вĕсене. Тĕпренчĕкĕсен уçă сывлăшра канса çӳреме, аслисен вĕсемпе калаçса киленме, ыйтса пĕлме вăхăчĕ юлманни те тарăхтармасть. Мĕнле вăхăтра пурăнатпăр эпир? Ачамăрсем ывăннине наянланнинчен уйăраймастпăр. Çак тата ытти ыйтусемпе шкулти психологпа тата ашшĕ-амăшĕпе калаçрăмăр.
Анна Тарасова, пенсири хĕрарăм:
— Ачасем чăнах та питĕ ывăнаççĕ. Эпĕ пĕрремĕш класа çӳрекен мăнука куллен шкултан илетĕп, вара эрнере икĕ хутчен акăлчан чĕлхин шкулне, виçĕ хут ӳнер шкулне илсе каятăп.

Текста малалла вулăр...

Кĕнеке вуласси – чун киленĕçĕ

Манри пур аван енсемшĕн те эп кĕнекене тав тума тивĕçлĕ.
Максим Горький.
Халь нумайăшĕ ытла та ĕçлĕ пирки кĕнеке вулассине вăхăт уйăрма пăрахрĕ. Паян çынсем телевизорпа компьютер умĕнче канма кăмăллаççĕ. Анчах та тухтăрсем тата психологсем кĕнеке тытса ларассине кашни кунхи ĕç йĕркине кĕртме сĕнеççĕ, ун нумай енлĕ уссине систереççĕ. Каç кӳлĕм ĕçрен таврăнса килти ĕçсене пĕтернĕ хыççăн, çывăрас умĕн аван, чуна пырса тивекен кĕнеке тытса ларни – чăн-чăн киленĕç çеç мар иккен. Ун пайти, сиплĕхĕ пур. Вулани – шухăшлава аталантарать (унта мĕн çырнине, тĕшшине ăнланас тесе пуçа шухăшлаттаратпăр), пăлханăва чакарать (кĕнекепе çывăрса кайни ыйха аванлатать, ирпе хăвăра хаваслă кăмăл-туйăмлă туятăр), пуç мимин ĕçне, пуçарулăхне аванлатать (пĕчĕк детальсене, пулăмсене асра хăварас тесе пуçа тата та лайăхрах ĕçлеттеретĕр), тимлĕхе, тинкерӳлĕхе самайлатать ( тĕрĕс йышăнусем тума вĕренетĕн, урăх япала çине куçса каймастăн), чĕлхери сăмахсен йышне пуянлатать ( çĕнĕ сăмахсене астуса юлатăн, халиччен пĕлнисен синонимĕсемпе тата антонимĕсемпе танлаштаратăн), пирте тĕрлĕ-енлĕ пултарулăхсем аталантарать ( пуçра çĕнĕрен çĕнĕ шухăш çуралать те — вĕсене чăн пурнăçра ĕçе кĕртетĕн), шанăçлă, иккĕленӳсĕр тăвать (хамăр вăй-хала, ăс-пуçа шанма вĕрентет), Альцгеймер чирĕнчен хӳтĕлет (пуç мимин хастăрлăхĕ ӳснипе пĕтĕмĕшле лару-тăрăва аван витĕм кӳрет).

Текста малалла вулăр...

Иккĕмĕш чĕрĕке тăван шкултах тытăнмалла

«Канаш» хаçат редакцине телефонограмма килчĕ. Димитровградра пурăнакан хаçат тусĕ Геннадий Улюкин Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Курахви ялĕнчи шкулта юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланать. Çак чăваш ялĕнчи шкула хупасран шикленет. Хăçан уçăлать-ши шкул?
Ыйтăва облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалистне Федосия Улендеевана патăмăр.
-Курахви ялĕнчи шкула хупасран сыхласа хăвартăмăр ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, ăна малтан Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕпе пĕрлештересшĕнччĕ. Халь вăл– уйрăм вĕренӳ учрежденийĕ. Ял шкулне кăçал Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хăй çитсе курчĕ. Область бюджетĕнчен шкула тĕпрен юсама 10 миллион тенкĕ уйăрма хушрĕ. Çав укçана ĕçе кĕртсе шкулта спорт залне çĕнĕрен купаласа хăпартма, чӳречисене, алăкĕсене, хутмалли хатĕре улăштарма тытăннă. Юсав ĕçне вĕренӳ çулĕ пуçланнă тĕле вĕçлемелле пулнă, анчах ĕлкĕреймен.

Текста малалла вулăр...

Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пур-ши?

«Тăван чĕлхемĕре упрар», «Чăваш шăпи – кашни чăваш аллинче!», «Чĕлхе пуласлăхĕ – çамрăксенче», «Çамрăксен наци туйăмĕ пур-и?»… Чăваш хаçачĕсенче çакăн йышши темăсемпе çырнă статьясене час-часах курма тивет. Чăннипех те, чăваш халăхĕн пуласлăхĕ иккĕлентерме пуçларĕ. ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕвĕсем те шухăша яраççĕ. Наци пуласлăхĕ чĕннипех хăрушă-ши вара?
Е пур-и «çăлăнăç»? Эпир чăваш ачисем. Кирлех пулсан хамăра «Чăваш ачи» тесе пĕр иккĕленмесĕр кăкăра çапса калама пултаратпăр ахăр. Анчах ытти халăхсенчен мĕнле уйăрма пулать-ши пире? Пĕри калать – ĕçченлĕхпе, тепри чăтăмлăхпа, виççĕмĕшĕ вара – ыр кăмăллăхпа тата сăпайлăхпа. Чăннипех те, чăваш халăхĕ чăтăмлă, ĕçе юратакан ыркăмăллă халăх. Наци çăлăнăçĕ çакăнта мар-ши? Чăвашлăхăн «тымарĕ» кирек хăш вăхăтра та ялтан пуçланнă: ял çыннисенчен тытăнса тăрать.

Текста малалла вулăр...

ПОДАРИ ЖИЗНЬ ДИМОЧКЕ ЗИМА!

Диме 2 года 5 месяцев.
Диагноз: Распространённая диффузная опухоль ствола головного мозга.
24.10.2012 г. был экстренно госпитализирован переводом из ДКБ №1 г. Ульяновска в ГКБ№1 Детский нейрохирургический центр. Был проконсультирован в Москве в трёх клиниках, обращались в клиники гг. Санкт - Петербурга, Новосибирска, Тюмени. В России отказано в лечении. Его могут спасти в клинике «Бенидорм» г. Аликанте (Испания).
ЦЕНА ЖИЗНИ ДИМОЧКИ –1 000 000 РУБЛЕЙ!
Реквизиты для перечисления средств:
1. Карта на имя: Зима Ирина Петровна
№ 4276690010409909.
Счёт № 4081781016900425308 7.
Получатель: Зима Ирина Петровна.
Банк получателя: Сбербанк России. ОАО Ульяновское отделение №8588
г. Ульяновск, к/счёт: 3010181000000000060 2.

Текста малалла вулăр...

Ялта хисеплĕччĕ

«Каллех эрех ĕçни çинчен çырать»,-тейĕ вулакан. Анчах вăл обществăн çивĕч ыйтăвĕ пулнине шута илсен çак статьяра хускатакан шухăш унăн пĕр енĕ кăна.
«Ĕç мухтава кăларать»,-теççĕ. Чăн та, чун-чĕререн, хастаррăн тăрăшсан сана асăрхаççех, ĕçре пысăк çитĕнӳсем тусан пултарулăхна палăртаççех. Чыс-хисепе тивĕçлĕ икĕ хĕрарăма пĕлетĕп. Вĕсене, колхоз-совхозра нумай çул вăй хунăскерсене, тĕрлĕ наградăпа чысланă. Унччен çак икĕ хĕрарăм ялта, районта хисеплĕ çынсемччĕ, паян…
Вальăпа Çинук аппа (ячĕсене улăштарнă), пирĕн яла çамрăклах кин пулса килнĕскерсем, туй-çуй хыççăнах колхоз ĕçне кӳлĕнчĕç. Пĕрин ĕç стажĕ – 27 çул, теприн – 33 çул. Иккĕшĕ те чĕкĕнтĕр çитĕнтерсе ят-сум илчĕç.
Вĕсем ĕçе юратса, пĕлсе пурнăçланă, çĕнĕ мел-меслете производствăна чи малтан кĕртсе пынă. Хастар та маттур хĕрарăмсене пуçлăхсем асăрханах: вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсем Хисеп хăми çинче пулнă, район, область ял хуçалăх управленийĕн Тав çырăвĕсене тата Хисеп хучĕсене парса хавхалантарнă.

Текста малалла вулăр...

Иван ИЛЬГАЧЁВ – çĕршыв мăнаçлăхĕ

«Вăрçăра пурте герой пулнă. Анчах та кашнин кăкăрĕ çине çăлтăр çакма май çук. Эпĕ хам валли пӳрт хамах лартаятăп. Эсир тăлăха юлнă салтак арăмĕсене, ашшĕсĕр юлнă ачасене çуртсем туса парăр.»
 
Пирĕн облаçра халĕ «Увековечивание памяти лиц, внесших особый вклад в историю Ульяновской области на 2011-2013 годы» тĕллевлĕ программа ĕçлет. Ун валли 2011 çулта 16 миллион та 100 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çав шутра область бюджетĕнчен 4 миллион та 900 пин тенкĕ, муниципаллă бюджетсенчен – 11 миллион та 200 пин.
Иван Васильевич Ильгачёв Чăваш Кăлаткă ялĕнче 1902 çулта çуралнă, вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, хăйсен ялне, районне, облаçа чапа кăларнă.
Хĕрлĕ çара ăна 1941 çулта илеççĕ, фронта ăсатаççĕ. Вăл Тĕп фронтăн 65-мĕш çарĕн стрелоксен 193-мĕш дивизине лекет.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхине вĕрентме кĕнекесем çителĕксĕр

Кăлаткăпуç (Кивĕ Кăлаткă) — тутар районĕ, вĕсен шучĕ кунта 97 (!) процента çитет. (Сăмах май, кун пек тутарсем нумай пурăнакан район Тутарстанра та çук.) Çапах кунта пĕр чăваш ялĕ те пур – Чăваш Кăлаткă. Унти шкулта маларах чăваш чĕлхи предмечĕ пулман. 20 çул каялла яла Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн Е.В.Васильева вĕрентӳçĕ килсе ку ĕçе чĕртсе ячĕ. Питĕ хастар ĕçлерĕ вăл: уроксем ертсе пынисĕр пуçне кружок йĕркелерĕ, ялти культура пурнăçне чылай çĕнетрĕ, аталантарчĕ. Ун ачисем область конкурсĕсене те яланах хутшăнатчĕç. Пирĕн редакципе те тачă çыхăну тытатчĕ вăл, шкул пурнăçĕ çинчен хыпарсем пĕлтерсе тăратчĕ, сăвă-калав çыратчĕ. Чи кирли вара çакă: ун тĕслĕхĕпе хăйĕн вĕренекенĕсем тăван чĕлхене хаклама пуçларĕç, Ульяновск патшалăх педуниверситетĕнчи наци уйрăмне вĕренме кĕчĕç, чăваш чĕлхипе литературин препо-давателĕсем пулса тăчĕç.

Текста малалла вулăр...

Шывăн туратти çук çав…

Çуллахи шăрăх кунсенче шыв мĕн-ма хăй патне çапла туртать-ши? Хĕртсе çунтаракан хĕвелтен эпир ирĕксĕрех шывра çăлăнăç шыратпăр. Шывра асăрхануллă пулмалли çинчен мансах пуçхĕрлĕ чăматпăр. Шыв миçе çыннăн пурнăçне илсе кайман-ши? Çу кунĕсем çитсен çулсерен унта та кунта путса вилни çинчен илтетпĕр. Уйрăмах ачасен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни пăшăрхантарать. Çапла, шыв çăмăлттайлăха юратмасть. Çакна асра тытмалла та вĕт…
 
Ача чухне хам та путса курнă. Хамăр çăмăлттайлăха пула вилĕмрен пĕр утăмра пулнине аса илсен халĕ те чунăм сӳ! тăвать. Эпĕ астăвасса, ун чухне çу кунĕсем тата шăрăхрах пекчĕ. Тусан çине çарран пусма çукчĕ – пĕçеретчĕ. Эпир тантăшсемпе кунĕпех кăвакалсем пек шывра чăмпăлтататтăмăр. Тута хĕррисем хăш чух кăвакарсах каятчĕç. Хырăмĕ вара мĕнле выçса каятчĕ…Пĕррехинче кăнтăр вăхăтнелле Люба юлташăм пирĕн ума автомашина камерине кустарса пычĕ.

Текста малалла вулăр...

Пуррине — упрамастпăр, çухатсан — йĕретпĕр

Влаçра тăракан пуçлăхсене итлесен Раççей чечекленсе, аталанса пырать. Эпир пур енĕпе те лайăх енне улшăнатпăр. Анчах чăннипех çапла-ши? Социологсен тишкерĕвĕсем тепĕр майлă калаççĕ.
 
Çак кăтартусемпе Раççей пĕрремĕш вырăнта:
1. Ача пăрахассипе (сехетсерен çĕршывра 300 хĕрарăм ача пăрахать, çулталăкра – 4000000)
2. Мăшăрсем уйрăлассипе.
3. Ашшĕ-амăшĕнчен туртса илнĕ ачасен шучĕпе.
4. Ăс-тăн пăсăлнипе аптăракансемпе (тĕнчипе психолог пулăшăвĕ çынсен 15 процентне кирлĕ пулсан пирĕн çĕршывра – 25 процентне).
5. Героинпа усă курассипе (тĕнчипе туса кăларакан героинăн 21 проценчĕ тата ытти наркотиксен 5 проценчĕ пирĕн çĕршыва килет).
6. Пирус туртакан ачасен шучĕпе.
7. Тăлăх ачасен шучĕпе (Раççейре мĕнпурĕ 760 пин тăлăх тата миллион килсĕр-çуртсăр, çапкаланса çӳрекен ача).

Текста малалла вулăр...

Камсем эпир? Миçен?

Раççейре
2010 çулхи юпа уйăхĕнчи çырав пĕтĕмлетĕвĕпе Раççей Федерацийĕнче 142 миллион та 856 пин те 536 çын пурăнать. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан халăх шучĕ 2 миллион та 300 пин çын чакнă. Мĕнпур халăхăн 74 проценчĕ хулара пурăнать, 26 - ялта.
Халăх шучĕпе Раççей тĕнчере 8-мĕш вырăн йышăнать. Пиртен малта Китай (1млрд 335 млн çын), Инди (1 млрд 210 млн), АПШ (309 млн), Индонези (238 млн), Бразили (191 млн), Пакистан (165 млн), Бангладеш (147 млн) çĕршывĕсем.
Раççей – нумай нациллĕ çĕршыв. РФ Конституцийĕпе çыравра кашни çын нацилĕхне хăй ирĕкĕпе палăртать. Нацине кăтартмасан та пултарать. Конституцийĕн çав ирĕкĕпе усă курса юлашки çыравра Раççейри 137  227  107 çын нацине палăртнă. 5 629 429 çын хăй нацине кăтартман (пĕтĕм халăхăн 4 проценчĕ). Хăй несĕлĕсене маннă çынсенчен 5 187 313-шĕ хулара пурăнать, 442 116-шĕ – ялта.

Текста малалла вулăр...

Пĕлсе тăма

Юлашки çырав тăрăх, Ульяновск облаçĕнче чи пысăк йышлă нацисем çаксем (процентпа):
вырăссем – 72,5 ;
тутарсем – 12,21;
чăвашсем – 8,05;
мордвасем – 3,63;
украинецсем – 1,13;
азербайджанецсем – 0,36;
эрменсем – 0,34;
белоруссем – 0,28;
нимĕçсем – 0,22.
Танлаштарма: малтанхи çырав тăрăх, чăвашсем пирĕн облаçра 8,3 процент пулнă. Апла пулсан пирĕн йыш 0, 27 процент чакнă.

Килĕшӳ шыраса

2011 çул вĕçĕнче облаçри Обществăлла палата членĕсем Чăнлă районĕнче пурăнакансене медицина пулăшăвĕсĕр хăварас мар ыйтăва татса парас тесе васкавлă лару ирттернĕ. Пухăннисем регионти сывлăх сыхлавĕн министерствипе Чăнлă район администрацийĕ хушшинчи хутшăнăва пăхса тухнă. Тавлашуллă ыйтăвăн сăлтавĕ – “Большенагаткинская центральная районная больница” сывлăх сыхлав учрежденийĕн комплексне 2012 çулхи кăрлачăн пĕрремĕш тĕлне облаçри патшалăх пурлăхне куçарманни. Çавна пула Аслă Нагаткин пульници укçасăр тăрса юлать, хупăнма пултарать.
Чăнлă район пуçлăхĕ Ханяфи Валиевич Рамазанов лару-тăрăва çапла ăнлантарнă:
-РФ “Об обязательном медицинском страховании” саккуна улшăну кĕртнипе медицина учрежденийĕсене РФ патшалăх пурлăхне 2013 çулхи кăрлачăн пĕрремĕшчен куçармалла.

Текста малалла вулăр...

Коммуналлă тивĕçтерӳсем

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри хаксем çулсерен пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Облаçра управляющи компанисем йĕркеленипе правительствăн хаксен ӳсĕмне тĕрĕслесе тăма та йывăрланса пырать. Шăпах çак ыйтăва çĕкленĕ облаçри Обществăлла палатăн черетлĕ ларăвĕнче.
Экономика министерствин хаксемпе тарифсене шайлаштаракан департамент директорĕ Дмитрий Сычёв сăмахĕпе, коммуналлă тивĕçтерӳсенчи хаксене РФ тарифсен федераллă агентстви йĕркелет.
- 2012 çула ăшă паракан 93 организаципе килĕшӳ туса хаксене палăртнă, коммуналлă тытăмăн 161 организацийĕпе 909 тариф пирки калаçса татăлнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттересси – патшалăх шайлаштарма пултарайман ĕç. Çавăнпа та юсав ĕçĕ пирки харпăрлăхçăсемпе управляющи компанисен килĕшӳ тумалла, - пĕлтернĕ вăл.

Текста малалла вулăр...

Ватă çынсене ан кӳрентерĕр

Ваттисен кунне паллă тăвасси пирĕн çĕршывра йăлана кĕнĕ. Заводсемпе фабрикăсем, тĕрлĕрен предприятисем хăйсем патĕнче ĕçлесе ватăлнă çынсене пуçтарса чыслаççĕ, чечек çыххисем, парнесем парнелеççĕ. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ çынсемшĕн ку питĕ пысăк чыс. Хăшĕсене ачи-пăчи маннă, теприсем çемьесĕр тăрса юлнă. Вĕсене пурне те пĕр япала пĕрлештерет – ватлăх.
Пирĕн ялти ватăсем те çак куна пысăк уяв пек кĕтсе тăраççĕ. Шел, ялта кашни çулах вĕсен шучĕ чакса пырать: пĕрисене ачисем хулана илсе каяççĕ, теприсем чирпе асапланаççĕ, хăшĕсем çак çĕр çинчен ĕмĕрлĕхех кайнă.
Ватă çынсем чĕннĕ уява маларах килеççĕ те пирĕн шкул коридорĕнче шăппăн калаçса лараççĕ. Паллах, вĕсене чыслама панă укçана пайласа килсерен валеçсе çӳреме пулать. Анчах ватăсемшĕн укçапа парнерен те хаклăраххи – пĕрле тĕл пулса калаçса ларни.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.