Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Сипленме килĕшмесен – тĕрмене

Паян Раççейре хĕрсех наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераллă служба хатĕрлекен çĕнĕ саккун проектне сӳтсе яваççĕ. Вĕсем РФ Уголовлă кодексне наркомансене яваплăх тыттармалла, кирлех пулсан тĕрмене хупмалла теекен тӳрлетӳсем кĕрттересшĕн. Унсăр пуçне пулас улшăнусем наркоманипе чирлисене вăйпа сиплеме ирĕк парĕç. Саккуна хӳтĕлекенсем çак саккун проектне ырламаççĕ. «Вăл тĕрмесене тултарса хурасси патне çеç илсе пырĕ, наркомансем хушшинче вилĕм-чĕрĕмсен шутне чакармĕ, ыйтăвĕсене те татса параймĕ»,-теççĕ. Саккун проекчĕ наркомана тытнă тытман тĕрмене хупасси пирки каламасть паллах. Малтанласа унпа специалистсем ĕçлĕç. Анчах та вăл сипленме, психологсемпе калаçма килĕшмесен, наркотикпа кĕрешекенсен аллине икĕ-виçĕ хутчен çаклансан тĕрмене лекес хăрушлăх пурах. Тĕрмене, чылайăшĕн шучĕпе, чи малтан çамрăксем хушшинче çак инкеке саракансене, çак хура ĕçпе кăсăкланакансене хупмалла.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].